Хапăлласа кĕтсе илетпĕр

 

Ку сайтра эсир чăвашла çырнă хайлавсене тупма пултаратăр. Пур хайлава та авторĕ, çырнă çул тăрăх çăмăллăн тупма пулать. Ку архива ятарласа хатĕрленĕ — сире килĕшекен хайлавсене эсир ку сайтра та, уйрăммăн уçласа илсе те вулама пултаратăр.

Пӗлме: хайлавсем вырнаҫтармалли йӗрке.

 

Кĕнекесем

ТантăшсемТаркăнЙĕрсем çухалмаççĕĔмĕр сакки сарлака. 2-мĕш томАча чухнехиЙăмраллă ялХурапа шурă

Ак кунта ман телейĕм çаранĕ...


Ак кунта ман телейĕм çаранĕ,

Ак кунта ырă ĕмĕт кӳлли.

Тунсăхпа савнăçран ун çыранĕ,

Кулăпа куççульрен вĕт пулли.

 

Çĕр çинчех çутă çăлтăр кăвайчĕ,

Ашăмри сăмахсен йăл кулли.

Халиччен те йăшман ун хăвачĕ...

Авăнать шухă шухăш вулли.

Шар! çурса чĕрене, вăрттăн шухăш...


Шар! çурса чĕрене, вăрттăн шухăш

Саркайăкла вĕçет вĕçсĕрлĕхе.

Кайрай, сенкер çутта куçса, пĕр хушă

Çул тӳпене вăл çаврăнать. Çĕрле

Никам та курас çук пуль-ха тесе.

 

Тĕлĕрместех иккен сăмах хуралĕ.

Хальччен пĕлменнине пĕлес тесе,

Курманнине курмасăр-и хăварĕ?

Хăй майлă пĕветсе хура тĕсе

Перет вăрттăнлăха çил авăрне.

 

Ирпе тăратăп канăçсăррăн, пушă.

(Çурхи чуна вырнаçнă-ши хĕлле?)

Çынсем ăша пĕлни-и-мĕн хăрушă?

Мулкач йĕрне ӳкейнĕ вĕшлелле

Хура сăмах янкать-мĕн хыçăмран.

 

Шанатăп вăхăта:

Сенкер çутта куçса, сар кайăкла

Чăн шухăшăм таврăнĕ каялла.

Вăрмана кайрăм...


Вăрмана кайрăм. Пĕр-ик утăм турăм-ши е тăваймарăм — çил-тăман пуçланчĕ. Пăхатăп та, Хĕл Мучи чăрăш умĕнче тăра парать.

— Хĕл Мучи, эсĕ чăнниех-и?

— Чăн-чăнниех.

— Апла пулсан, эсĕ манăн ĕмĕтсене пурнăçлама пултаратăн пулĕ?

— Ĕмĕтсем? Нумай-и вĕсем санăн?

— Ытлашши нумаях мар.

— Каласа пар-ха эппин.

— Эпĕ лайăх вĕренесшĕн. Яланах.

— Кăна пурнăçлама пулать. Ытларах çеç тăрăшмалла.

— Эсĕ мĕн пур çынна ĕç укçи вăхăтра пар-ха.

— Тăрăшса пăхăп.

— Эп Африкăна кайса курасшăн. Унта слон çинче ярăнасшăн, пĕчĕк тигр çурине илесшĕн.

Çак самантрах Африкăна çитсе тăтăм. Слон çинче ярăнтăм, — тигр çурине тупаймарăм.

Çакăн хыççăн Хĕл Мучи мана каялла илсе килчĕ.

Тепĕр кунне каллех вăрмана кайрăм. Тухатмăш карчăка куртăм та хăраса кайрăм. Ун патаккине туртса илтĕм. Пăшалпа пересшĕнччĕ те — таçта тарса пытанчĕ. Вăл пытанчĕ — темĕнле ĕмĕлке сиксе тухрĕ. Чĕтремех пуçларăм. Çав вăхăтра Хĕл Мучи çитсе тăчĕ. Вăл ĕмĕлкене таçта çитиех вĕçтерсе ячĕ. Йĕпе вырăн çеç тăрса юлчĕ. Вăл мана выляса çӳренĕшĕн ятларĕ. Тепре тĕл пулсан мана велосипед, пукане, пĕр хутаç конфет тата елка парнелĕп, терĕ.

Малалла

Чăвашла


Чăвашра вăрман та чăвашла кашлать,

Шăпчăк та юрлать кунта халь чăвашла.

Сассăм пин чĕлхеллĕ халăх хушшинче

Янăрать хавассăн, уççăн, чăвашла.

 

Тĕлĕнсе пăхать-ха, тарăхать тăшман:

«Камсемех эсир, — тет, — калăр,

хăш йăхран?»

Çак чечеклĕ çĕр пин юрă тĕнчинче

Эп çуралнă. Пĕлĕр — ыр йăхран.

 

Сăпкари ача та кулчĕ чăвашла.

Хурăнпа йăмра та — кăмăллă йышра.

Ыр телей пилленĕ Аслă Çĕр çинче

Пурăнма çуралнă пурте пĕр йышра.

 

Чăвашра вăрман та чăвашла кашлать,

Шăпчăк та юрлать кунта, ав, чăвашла.

Пин чĕлхеллĕ туслă халăх хушшинче

Калаçса çӳретĕп эпĕ — чăвашла.

Ав, çăлтăр ӳкрĕ умăмрах...


Ав, çăлтăр ӳкрĕ умăмрах,

Хăй хыççăн çутă йĕр хăварчĕ.

Шеллерĕм эпĕ çăлтăра, —

Ун хыççăн хамăн ӳкес марччĕ.

 

Çăлтăр ӳксессĕн, вăл сӳнсессĕн

Пĕр чун каять тет çĕр çинчен.

Çавăнпала калатăн эсĕ:

«Ман çăлтăр тӳпере! Ӳкмен».

 

Вара чун лăпланать. Хаваслăх

Ăша тулмашкăн тапратать.

Пурнакан çĕр, чăнах та, аслăн,

Вĕç-хĕрсĕр пулнăн туйăнать.

 

Сăн-пит çинче йăл-йăлтăр кулă

Ачашшăн выляса илет.

Çынна курсан: «Телейлĕ пулăр!»

Тесе чунтан калас килет.

 

Мĕн пуласса пĕлекен майлă

Пăхатăн эсĕ тавралла.

Ман йăмăксем те ӳссе кайнă,

Хĕр шутне кĕчĕç пулмалла.

 

Ма çăлтăр ӳкрĕ тӳперен!

Тӳпе, тен, хĕсĕк пулнă уншăн!

Ман вăранасчĕ ирсерен

Ĕçпе хĕрен кĕрлевлĕ куншăн...

Çуллапа кĕркунне хушшинче...


Çуллапа

Кĕркунне хушшинче

Çутă вăрттăнлăх пур.

Пурăнать вăл вара

Сар хĕвел çумĕнче

Е

Сар çулçă çинче,

Эс илтмен сасăра,

Эп пулман пулăмра,

Юлашки çумăрта та

Малтанхи шур юрта,

Ыйтура,

Кулăра,

Ытларах —

Пусăнман пусăмра.

Çуллапа

Кĕркунне хушшинчи

Çутă вăрттăнлăх...

Суя сăмах...


Суя сăмах

Тухать те çын çине —

Ун ĕмĕлки —

Пуш-пушă ахрăм —

Суя сĕмне илсе,

Янрать пĕр хушă

Çурса чĕресене.

 

...Ял вĕçĕнче,

Çул юппинче,

Сив çил çинчех

Тăрать хĕрарăм.

Чăваш сăмахлăхĕн вăрманĕ...


Чăваш сăмахлăхĕн вăрманĕ

Ялан та чĕрĕ, ешерет:

Унта кĕрсен, чуну сан канĕ,

Вăй пухĕ шанчăксăр чĕре.

 

Чăваш сăмахлăхĕн уй-хирĕ

Сап-сар пучахĕпе вылять:

Кашни пĕрчин хĕвеллĕ ирĕ

Туптавлă куншăн вăй пухать.

 

Чăваш сăмахлăхĕн çыранĕ

Чечексемпе çуллен пуян:

Чечек çине пыл хурчĕ анĕ

Чăн пыл пухас тесе ялан.

 

Чăваш сăмахлăхĕн çăлкуçĕ

Хĕр юрринче те ват çынра:

Йăхран йăха тăванлăн куçĕ, —

Чĕлхем шăнкрав пек янăрать.

Чăваш сăмахлăхĕ — вăл Атăл,

Ун хăй йĕрки те хăй екки,

Çавăнпала савса калатăп:

«Çуках тăван чĕлхе пекки!»

Асатте-ши вара ассăн-ассăн сывлать...


Асатте-ши вара ассăн-ассăн сывлать

Ват йăмра хашлатса тайăлан айлăмра?

Асатте-ши вара ассăн-ассăн сывлать,

Çиле май хашлатса тайăлать те йăмра.

 

Шăпчăк мар каçсерен,

каçсерен çил-тăман

Çăлтăрсен ушкăнне хурала хăвалать.

Шăпчăк мар каçсерен,

каçсерен çил-таман

Кайнисен сассипе тем калать,

тем калать:

 

«Çĕр çинчех çуралса та çĕре кĕнисем

Паян кун та — эпир — çут тĕнче куçĕнче.

Çĕр çинчех çуралса та çĕре кĕнисем

Паян кун парăмра сар хĕвел умĕнче».

 

Вĕриленнĕ, кăвар юнтымар çулĕпе

Иртнипе паянхи малалла çул виçет.

Вĕриленнĕ, кăвар юнтымар çулĕпе

Пирĕн парăм ӳсет,

пирĕн парăм ӳсет.

Е ыран-и,

кайран...

 

Эпĕ мар-и унта ассăн-ассăн сывлап

Ват йăмра хашлатса тайăлан айлăмра,

Эпĕ мар-и унта ассăн-ассăн сывлап,

Çиле май хашлатса тайăлать те йăмра:

«Çĕр çинчех çуралса та çĕре кĕнисем

Малалла

Тăр! чĕтрет хушăран хĕрӳ шанчăк...


Тăр! чĕтрет хушăран хĕрӳ шанчăк,

Хĕлĕхле, халь-халь татăласла,

Чăл та пар саланнă ĕмĕт-ванчăк

Чĕрене лексе шăтарасла.

 

Çăлтăр курăнсан-и тĕтре витĕр,

Илĕртет пулсассăн-и умра —

Мĕн пуласси пулĕ тенĕ евĕр

Ларас çук никам та вырăнта.

 

Карăнтарнă çĕмрене чуна хурса,

Çĕнĕлле çунса çула тухатпăр.

■ Страницăсем: 1... 662 663 664 665 666 667 668 669 670 ... 796