Хапăлласа кĕтсе илетпĕр
Ку сайтра эсир чăвашла çырнă хайлавсене тупма пултаратăр. Пур
хайлава та авторĕ, çырнă çул тăрăх çăмăллăн тупма пулать. Ку архива
ятарласа хатĕрленĕ — сире килĕшекен хайлавсене эсир ку сайтра та,
уйрăммăн уçласа илсе те вулама пултаратăр.
Пӗлме: хайлавсем вырнаҫтармалли йӗрке.
Хăçан та хăçан
хĕвел хăпарать –
çавăн чух çеç
саватăп сана.
Хăçан та хăçан
уйăх улăхать –
çавăн чухне çеç
саватăп сана.
Хăçан та хăçан
чечек чĕрĕлет,
çавăн чух çеç
саватăп сана.
Хăçан та хăçан
тăман туллашать –
çавăн чух çеç
саватăп сана.
Хăçан та хăçан
сăнна сăнаймас –
çавăн чух çеç
саватăп сана.
Хăçан та хăçан
тутуна тутанап –
çавăн чух çеç
саватăп сана.
Хăçан та хăçан
чĕрем чарăнать –
çавăн чух
саваймăп сана,
çавăн чух
çак сăввăмçăм савĕ сана.
5.12.1973.
(хĕрпе каччă монологĕ)
– …!
– Сана та ырă каç,
хама та ырă каç.
Шур вăкăр юмахĕ калам-и?
– …
– Сана та калам,
хама та калам.
Шур вăкăр юмахĕ калам-и?
– …!
– Эсĕ те ухмах,
эпĕ те ухмах.
Шур вăкăр юмахĕ калам-и?
– …!
– Эсĕ те хулленрех,
эпĕ те хулленрех.
Шур вăкăр юмахĕ калам-и?
– …!
– Эс те ан ыталаш,
эп те ыталашам мар.
Шур вăкăр юмахĕ калам-и?
– …
Сана та кураççĕ,
мана та кураççĕ.
Шур вăкăр юмахĕ...
…………………………..
– Сан туту та…
пылак,
ытаму та
вĕри.
Хам юратни çинчен
калам-и?
5.12.1973.
Çу
çывхарсассăн,
çĕр
тăртансассăн
эп
улăхаттăм
мачча
тăррине.
Пурччĕ
пĕр атă
ватă
кукаçăн.
Çук,
тăхăнмастчĕ,
вăл –
сулахай.
Сулахай ури унăн вăрçăра суранланнăччĕ, хурлăх хирĕпе утнă аттине усратчĕ вăл, асăнмалăх упратчĕ.
Эпĕ
йĕреттĕм,
йĕрсех çав
илеттĕм
çавă атта.
Тусан та
тиеттĕм,
тăм
турттараттăм
трактор
туса.
Кукаçăм
кулатчĕ,
шăлне çеç
çыртатчĕ...
Кам каçарĕ-ши манăн чунсăрлăха?
Тен,
хăлхинче ун
марш
Малалла
Вĕç, вĕç, акăш, вĕç, акăш,
Китай хирне аниччен,
Хусан енчи хунсенчен
Салам кала эс, акăш,
Мăн асатте хутлăхне,
Пуçне тайсам ун умне.
Вĕç, вĕç, акăш, вĕç, акăш,
Улту — Алтай хушшинче,
Тусем çинчи чул çинче
Сăнасамччĕ эс, акăш,
Мăн асатте тамхине,
Шăл çунатпа тусанне.
Хунсем унта хунанă:
Тухья пекех тĕл тупса
Тухья тунă тет ăста,
Тухья ятне туяннă.
Пăлхар-сăвар асатте
Вăй пухнă тет çав тĕлте.
Вĕç, веç, акăш, вĕç, акăш,
Пирĕн сыхчă эсĕ пул.
Инçе çула çуллен-çул
Калла-малла виç, акăш,
Авалхи тăванлăха
Упрасам яланлăха.
Çын вăл каç сăнĕ пекех, – вăрттăнлăх. Унăн чунне чухлама пĕлмелле, унăн ĕмĕтне ĕненме пĕлмелле. Каç сăнне вара сăнаймастпăр çав тепĕр чух.
Каçхи сăна сăнанă-и эсир,
Тăнланă-и çав тăнăç шăплăха?
Пуç тăрринчех пулсассăн та тӳпе,
Ĕлкер пек пĕчĕк çăлтăра тупайăр-ши?
Çумри çынна сăнанă-и эсир,
ăнланнă-и пур чух та ун чунне?
Чи çывăххи пулсассăн та çав çын,
Ун хаклă ĕмĕтне ĕненĕр-ши?
Куратăр-и, тӳпере мĕн чухлĕ çăлтăр, мĕн чухлĕ шăпа! Этем пекех иккен вĕсем, сӳнеççĕ, çуталаççĕ...
Пин çăлтăр та ним мар вăл пирĕншĕн,
Хĕвел пур чух шăнмассăн туйăнать.
Çумри çынсем çĕтсессĕн пурнăçран,
шăнатпăр ав шăп-шăрăх кунсенчех.
Çапла. Çут çăлтăрсем çынсем пекех. Ӳкеççĕ, çуталаççĕ. Анчах вĕсем – çынсен ĕмĕлкисем, ĕмĕлкесем вара ĕмĕтленме пĕлмеççĕ, чĕресене чĕртмеççĕ.
Тен, сăнаман эсир каçхи сăна,
çынсем çинчен вара –
самантлăх та ан манăр.
Йĕпреç. 1973, çĕртме.
5 çулта
Пийĕн умйа паян юй çунă.
Юй пĕйчисем пĕйемĕк пек.
10 çулта
Анне,
шур лĕпĕшсем вĕçеççĕ,
лери тăвайккине лараççĕ,
ман çунашка çулне тăваççĕ.
16 çулта
Пĕрремĕш юр,
пĕрремĕш юрату.
Пĕрремĕш çул,
пĕрремĕш çухату.
20 çулта
Юр пĕрчисем юрла-юрла юртаççĕ,
шур учĕсем пыраççĕ пуç ухса.
Тухса пăхсам, савниçĕм, курса юл,
хура кĕре качча илсе каяççĕ.
25 çулта
Çĕн çуна çул хыврĕ çĕн юр çийĕн,
пĕр çăвать те юрĕ, - ирĕлет.
Еплерех хывас-ши Пурнăç Çулĕ,
Шартлама та сивĕ хĕл килет.
30 çулта
Кĕр çитсен çĕр тăхăнать те кĕрĕк,
ултă уйăх тунсăхлатăп эп.
Хальлĕхе хĕл хĕрĕсем çеç çитрĕç,
пучахри пек хаклă пĕрчĕсем.
40 çулта
Шурă-шурă шухăшсем вĕçеççĕ
шурă юр пек шуххăн шăвăнса.
Те çĕн юр шуратрĕ тăнлава,
те шур шухăшсем пуль, пырса ларчĕç.
Малалла
Чулхула, Мускав шуйханнă тет,
Халăха епископ ӳкĕтлет.
Матĕрне суяс тесех суять,
Тӳрĕ сăмаха пăсма хăять.
Ултавпа çапла хистенĕрен
Пулĕ-ши усси ку "чăн тĕнрен"?
Йышăнма хушман темерĕм-çке,
Тĕрĕсех пĕлтертĕм тĕлĕке.
Ним çукран сармарăм сăмаха,
Тĕлĕкне эп куртăм чăнахах.
Курăнчĕ мана пĕр шурсухал,
Кăмăллăн мана тыттарчĕ ал.
Хăйпеле хăпартрĕ тӳпене,
Кăтартса çӳрерĕ тĕнчене.
Хумханать сап-сар тыр-пул унта,
Выльăхĕ — ем-ешĕл çаранта.
Çирĕмĕр шултра пăрçа татса,
Ячĕç чăвашсем хăна туса.
Куртăмăр унтах ик çĕлене —
Хурине те вут-хĕм тĕслине.
Вĕрентсе каларĕ шурсухал:
«Ан çухалтăр ĕмĕрхи хавал.
Йышăнсан та çĕнĕ йĕркене,
Ан пăрахăр ĕлĕк тунине.
Халăха çакна кайса пĕлтер —
Пурнăç пулĕ кунти пек чипер.
Эс çапла тума килĕшмесен
Пулăн çимĕçĕ çак çĕленсен:
Малалла
Чăвашсене хурах тустарнă,
Çаратнă пурлăхне, çунтарнă —
Ялсем тĕпленнĕ вырăна
Хăварнă кĕл купи кăна.
Пуç хунă çапăçса яш-кĕрĕм,
Хирет тăшман татах тискеррĕн.
Ан тив, вăрçма та хал юлман —
Пуçне чăваш питех усман.
Мел тупнă тет вара йăх пуçĕ,
Ăс-хал çӳпçи — Сăваш пĕлӳçĕ.
Вăл пурăннă шыв хĕрринче
Урпа акса хăртнăсенче.
Шур çӳçлĕ тет, чике сухаллă,
Вăл ылтăн шăллă тет, вăй-халлă.
Пытаннă халăха пухса
Кӳлле чӳк тунă пуççапса:
— Эй, кӳлĕ! Хăватна парсамччĕ,
Хурахсенчен эс хăтарсамччĕ!
Пĕтетпĕр ним айăпсăрах.
Чуна упра! Эй, ан пăрах!.. —
Кĕрле пуçланă тĕпсĕр кӳлĕ,
Çĕкленнĕ çавра çил те çӳллĕ —
Шыва хăпартнă тӳпене,
Хупланă тăвăл тĕнчене.
Аçа шартлатнă, çумăр янă,
Нихçанхинчен хаяр шавланă.
Вăл хăваланă тăшмана
Шыва ярас тесе ăна.
Хурах терт курнă: путнă-тарнă —
Çаратнă пурлăхне хăварнă.
Кушлавăш каçĕ – кашниех шăрçа,
çĕнелнĕ уйăх ылтăн çип арларĕ.
Эп çавсенчен тăватăп мăй çыххи,
чуптунă май мăю çине çакатăп.
Хыт пăчăртаннипе эпир пачах сисмен.
Шарт! турĕ çип, саланчĕç шăрçасем…
Хĕврен тухать
тухьяллă ир.
Вăраннисем майлаççĕ
вырăн.
Васканă май мана сукмак
йĕрсе йĕпетрĕ те
чуптурĕ.
Киле кĕретĕп
йăпшăнса,
вырăн çине
вăшт! çеç тăватăп.
Таçтан муртан сисет аннем.
Мăрлать каçхи апат çименшĕн.
Аннем, аса ил-ха пĕрремĕш юратăвна, ыйăх çĕтернĕ каçсене. Епле телейлĕ те асаплă вăхăт вăл! Аса ил те ан ятлаç. Ăнланăн-ши эсĕ, юрататăп ăна, юрататăп!
Те ывăлĕ
çыврать тесе
кĕçех
çӳçрен вăл ачашларĕ.
Аса илӳ-ши,
савнăç-ши? –
Ман пит çине
куççуль тумларĕ.
Йĕпреç. 1973.
■ Страницăсем: 1... 761 762 763 764 765 766 767 768 769 ... 796
|
Шухăшсем
What if your website chuvash...
Did you know that your website ch...
Прочитал от и до...
Your website, chuvash...
What if your website chuvash...
Your website, chuvash...
Elegir el mejor financiamiento inmediato...
Are you making the most of the potential...
What if your website chuvash...
Чăн чăнах та, сатира туйăмĕ Л...