Хапăлласа кĕтсе илетпĕр

 

Ку сайтра эсир чăвашла çырнă хайлавсене тупма пултаратăр. Пур хайлава та авторĕ, çырнă çул тăрăх çăмăллăн тупма пулать. Ку архива ятарласа хатĕрленĕ — сире килĕшекен хайлавсене эсир ку сайтра та, уйрăммăн уçласа илсе те вулама пултаратăр.

Пӗлме: хайлавсем вырнаҫтармалли йӗрке.

 

Кĕнекесем

Ҫул пуҫламӑшӗЫтла та хитреччĕ ун чух çуркуннеПолк ывӑлӗВăрман ачисемИлле ТăхтиКĕмĕл кĕперЙӳçĕ кулă

Тунсăх


Кĕркунне сăнĕсем илĕртеç таврара:

Вăрман ылтăн тумпа пĕркенет,

Лăпкă-лăпкă садри шăнкăр-шăнкăр шывра

Кĕленче пек тӳпе чӳхенет.

 

Астăватăп аван: иртнĕ çул та çапла

Кавир пек ешеретчĕ калча.

Ун чухне эп пĕрремĕш хутчен санпала

Тĕл пулсаттăм—именчĕк ача.

 

Сан çинчен шăп çулталăк айван пуçăмпа

Шухăшларăм эп сăвăласа.

Юрату ăшшипе хĕрнĕ яш чунăмпа

Эп шанаттăм эс те савасса...

 

Кĕркунне кунĕсем илĕртмеççĕ текех,

Курсанах вĕсен капăр сăнне,

Эсĕ сулхăн, сив кăмăллă пулнă пекех,

Тем хĕсет манăн яш чĕрене.

 

Вырăсларан Н. Евстафьев куçарнă.

Сăпка юрри


Ç.Элкере

Хĕвел те килте ăшăрах текен туйăм

анне сĕчĕпех юнăмра юлчĕ-ши?

Кушлавăш текен çав вун ик яллă уйăм

кун-çулăмăн тĕнĕлĕ, чунăм ăшши.

 

Анне чĕрçине улăштарчĕ хыт çĕр,

кипке чĕркевне çут тӳпе ылмаштарчĕ.

Сăпка юррине илтсенех пурĕ пĕр

асамлă хăват хальхине йăлт мантарчĕ.

 

Туратшăн хакли вăл – пĕрремĕш папка,

кайран туратран пысăк йывăç çĕкленĕ.

Баха пĕличчен чылай тунă «паппа»,

асамлă сăпка юррине эп итленĕ.

 

Эй, юрă!

Ачалăхăмран вĕçсе тух,

инçе çулрисем те сана халĕ илтчĕр.

Ӳкес тенĕ чух, парăнас тенĕ чух

кăштах тĕлĕрсе каллех чĕр вăй илччĕр!

 

Йĕпреç, 1974, çу.

Ырăпа усал çинчен


1.

Хĕвел çинче

пĕр çутă илĕртет.

Чечексене тапта-тапта

утатăп

ун енне.

Çитетĕп те…

Ултав!

??!

Пушмак кĕллийĕ айĕнче

вак кантăк

чанкăртатрĕ.

 

2.

Тислĕк çинче ӳстернĕ çимĕçе

çумасăр эп

çимерĕм.

 

3.

Ыр выльăха пусма

хăю

çитерейместпĕр.

Ашне вара

тиркеместпĕр.

 

4.

Çурла хуçийĕн

ырлăхне,

çава хуçийĕн

ылханне

чашларĕ çумăр.

Сăваплă та

ылханлă

çумăр.

 

5.

Вĕлле хурчĕ

тăшмана

сăннипе тирнĕ чух

вилесси çинчен

шутламарĕ.

 

1974, кăрлач

Вăрман çинчен


1.

Вăрман вăйне тункатара

тупаймăн.

Ăна

хунавсенче шыра,

ун хыçĕнчи

хунавсенче.

 

2.

Çав хурăнсем

пит хăвăрт çитĕнеççĕ,

тата часрах

çĕреççĕ.

 

3.

Пĕр хăрăк хурама

хăйĕнчен хунавĕ иртесрен

хăрарĕ.

Ку –

ултав çутă, терĕ те…

хĕвеле

хупларĕ.

 

1974, пуш.

Савнă тусăм тухсамччĕ...


Кăн-кăвак тӳпере çутă çăлтăр

Паçăрах йăлкăшать йăлтăр-йăлтăр.

Вăйăра та паян тунсăхларăм,

Çавăнпах-ши ăна эп сăнарăм.

 

Тантăшсем савăнса юрласан та

Ман юрлассăм килмерĕ çав темшĕн,

Ах, чĕремçĕм, кама тунсăхлатăн?

Мĕнле савăк сăмах эс илтесшĕн?

 

Пилĕк çул ăна кĕтрĕм — сахал-им?

Ун çинчен çеç шутларăм — ахаль-им?

Паян çитрĕ яла кĕтнĕ сар хĕр,

Ун вăййа тухмаллаччĕ-çке кĕçĕр.

 

Анчах çук, вăл тухман кĕçĕрхи çĕр,

Хавас мар вăйăра чун-савнисĕр.

Савнă тусăм, тухсамччĕ, кĕтетĕп

Чăтас çук, ху патнах халь вĕçетĕп.

 

Шартах сикрĕ сасартăк чĕреçĕм,

Илтрĕм эпĕ: «Сывах-и, чĕкеçĕм»

Умăмрах ав, çиçет йăлтăр-йăлтăр

Пуçне çыхнă кĕрен пурçăн тутăр.

Тухать эстрада çине тусăм


Тухать эстрада çине тусăм,

Вулать вăл Çеçпĕл сăввине.

Сасси янравлă унăн, уçă, —

Ярсах илет чун-чĕрене.

 

Ун çутă куçĕсем хĕлхемлĕ,

Ăна итлетĕн те туян:

Тăван çĕршыв çынни илемлĕ,

Юрри-ташши те пит пуян!

Илемлĕ намăслăх ӳкерчĕкĕсем


1.

Чипер инке каçма çинче

кĕпе çăвать,

ик çара пĕç асамласа

куçа пăвать.

Пуçа ыр шухăш

тин çитет,

ара, анне ман

кин кĕтет…

 

2.

Вăтанчăк хĕрччĕ,

халĕ - арăм.

Пепкемĕре парсассăн кăкăрне

илемлĕ намăслăх çине пăхма

çапах та

хăяймарăм.

 

3.

Хăрах алли вĕçертрĕ

тӳммине,

тепри вăтанчăклăн

хупларĕ

кăкăрне.

 

4.

Хĕрарăмсем пляжра-мĕнре

сĕтеклĕ шанкă пек

хĕртĕнеççĕ.

Килĕсене каяççĕ те

пас тытнă йывăç пек

витĕнеççĕ.

 

5.

Хĕр кăкăрĕ

куян пуçĕ пек,

каччă куçĕ

хăлат куçĕ пек.

 

6.

Тăхта!

Ан хывăн хальлĕхе,

эп

куçăма хупам…

 

1974, нарăс.

Тĕне кĕретĕп


Мана çуралсассăн чĕнмешкĕн пĕлмен,

вара «Витали» ят хурать Иртемен.

 

Атте ăшшине ачаран эп туйман,

çавăнпа хушамат та кукаç ячĕ ман.

 

Чиркӳ каткинче кăшт йĕпетнĕ пуçа.

Юрать чĕрĕк ĕмĕр пĕччен хам хуçа.

 

Чĕре тăвăлать, тăкать вут-хĕмне,

кĕмешкĕн ыйтать поэзи тĕнне.

 

Анне ăнланать, Микул турă, каçар.

Мана çĕн тĕнре халь чĕнеççĕ Сăвар.

 

Аннеçĕм, пилле, пуçăм тăрăх шыв яр,

поэзи çĕрне талпăнать сан Сăвар.

 

Сисмерĕ тесе хутаçа ан тултар,

сăмах вут чульне ытларах кăна пар.

 

Чĕре кăварне тытан сăвăра

пĕлсем ӳлĕмрен Эртиван Сăвара.

Кăшкăрсам, хĕр ача, кăшкăрсам


Кăшкăрсам, хĕр ача, кăшкăрсам,

ют çынсем мĕнех калĕç курсан?

 

«Савнă чух пулăшу кам чĕнет», –

хĕр ача çумарах тĕршĕнет.

 

Ик тута çăрапа питĕрнет,

пурçăн çиплĕ йĕке пĕтĕрнет.

 

Çинçе çип ăнсăртран татăлсан

сыпаймасăр ан йĕр татăлса.

 

Хĕр чысне чĕркесен шур пӳспе

çыхма илĕн-ха çакă çипе.

 

Тепĕр ир – çын курман пумилкке,

каялла çаврăнан пĕр йĕке…

 

19.06.1974.

Юлташăм, куратни, çитет кĕркунне


Алик Петрова

Юлташăм, куратн-и, çитет кĕркунне?

Кам савмĕ ун ылтăн та капăр тумне

Часах уйрăлатпăр, часах ăсату, —

Кĕтет сана пысăк хула, институт.

 

Халь эсĕ каятăн; анчах та нихçан

Пĕр тантăшсемпе туслăха эс ан ман.

Уйри сукмака, шăматкун каçсене,

Ачалăхри пысăк çут ĕмĕтсене.

 

Эпир ак юлатпăр кунтах. Вăтам шкул

Пире те çул парĕ. Анчах килес çул...

Сана ăшăтинччĕ ман савнă салам,

Телей те сĕнем, ырă сывлăх сунам.

 

Ăсла-шухăшла, сан ĕçӳ тӳпере

Çӳретĕр вĕçсе çӳлерех, инçерех.

Юрат çынсене, пул хастарлă ялан,

Тăван халăхна нихăçан та ан ман.

 

Юлташăм, часах-çке çитет кĕркунне

Çитет пĕркенсе капăр ылтăн тумне.

Часах эс каян вĕренме: Сывă пул,

Сунатăп сана чи телейлĕ кун-çул.

■ Страницăсем: 1... 759 760 761 762 763 764 765 766 767 ... 796