Хапăлласа кĕтсе илетпĕр
Ку сайтра эсир чăвашла çырнă хайлавсене тупма пултаратăр. Пур
хайлава та авторĕ, çырнă çул тăрăх çăмăллăн тупма пулать. Ку архива
ятарласа хатĕрленĕ — сире килĕшекен хайлавсене эсир ку сайтра та,
уйрăммăн уçласа илсе те вулама пултаратăр.
Пӗлме: хайлавсем вырнаҫтармалли йӗрке.
Силпи ялĕнчеПуш уйăхăн вĕçĕнче
Хĕвел пăхрĕ ăшăтса,
Силпи чăваш ялĕнче
Юр ирĕлчĕ васкаса.
Тусем, сăртсем хуп-хура
Юрĕ кайса пĕтнĕрен,
Тухать курăк çăп-çăра
Хĕвел хытă хĕртнĕрен.
Сивĕ, хаяр хĕл иртет,
Каять йĕрсе, хурланса,
Сивĕ куççулĕпе йĕрет
Иртнĕ куншăн хуйхăрса.
Путăксемпе, варсемпе
Çĕмĕрĕлсе шыв кĕрлет.
Анчах мĕнле йĕрсен те,
Хĕвел хĕртнĕçем хĕртет.
Хĕл куççулĕ шавласа
Юхса кайрĕ çырмара.
Ачи-пăчи выляса
Чупса çӳрет урамра.
Килчĕ ырă çуркунне,
Килчĕ, ячĕ ăшăтса.
Хĕвел савать тĕнчене
Хĕл ыйхинчен вăратса.
Тĕттĕм вăрман чĕрĕлет,
Ешĕл тумтир тăхăнать,
Çеçен хир те ешерет,
Илемĕпе мухтанать.
Тĕрлĕ-тĕрлĕ чечексен
Ырă шăрши сарăлать,
Пур çĕрте те кайăксен
Лайăх юрри янăрать.
Çӳлте, пĕлĕт айĕнче,
Тăри юрри илтĕнет,
Çемçе курăк çийĕнче
Путек-сурăх сиккелет.
Хăй кĕтĕвĕ патĕнче
Ача шăхличĕ калать,
Хырăмĕ пит выçнипе
Силпи ялнелле пăхать.
Малалла
Ашшĕпе амǎшĕ ватлăх енне сулăнсан çут тĕнчене килчĕ Натали. Аслă ачисем тахçанах çитĕнсе çитсе тăван йăваран вĕçсе тухса кайса пĕтнĕччĕ ĕнтĕ. Маюк аппа, çие юлнине пĕлсен, малтанлăха аванмарланса çӳрерĕ. Больницăна кайма та шутланăччĕ хырăм пăрахма, упăшки, Ваççили пичче, чарчĕ: «Çурат. Тен, Турри хамăра ватлăхра пăхма парать пулĕ пепкене …» Вăхăт çитсен, мăшăрне юнашар ялти участок больницине лашапа леçрĕ. Тухтăрĕ вырăнта пулман пирки санитарка йышăнчĕ çăмăлланма хатĕрленекен хĕр арăма. Хăй вара темшĕн мăкăртата-мăкăртата вырăн хатĕрлет: «Тĕнче пĕтет пуль ара…Ваттисем аташа пуçларĕç, намăса та пĕлмеççĕ, ача çуратаççĕ…» Маюк аппа чăтрĕ-ха малтанах, каярахпа вара: «Апла ман каялла киле каяс-ши ĕнтĕ?»-терĕ шăппăн. «Вырт, килнĕ-тĕк,-» лаплаттарса хучĕ хыттăн санитарка, анчахран вара тек чĕнмерĕ…
Пĕчĕкçĕ сарă çӳçлĕ Натали çемьере пуринчен те ытларах юратакан ача пулчĕ: кĕçĕнни вĕт, пылакки. Ашшĕ маччаналла çĕклетчĕ те ăна: «Манăн тĕпренчĕкĕм, чиперккеçĕм»,- тетчĕ ачашшăн. Пиччĕш-аппăшсем те саватчĕç йăмăкне, хуларан ун валли парне илмесĕр килни пулман-тăр пĕрин те. Шăнкăрав пек уçă сассипе пӳрт тулса ларатчĕ, пусăк кăмăл та çĕкленетчĕ. Кăн-кăвак куçĕсем, каçăртарах пĕчĕк сăмси, тулли тутисем, чăнах та, ун сăнне илем кĕртетчĕç. Ахăлтатса кулнă вăхăтра сулахай пит çăмарти çинчи путăк татах та чипертерех кăтартатчĕç ăна…
Малалла
Мĕн-ши вăл телей? - пĕлесчĕ,
Тĕл пулсан ăна пĕрре -
Илĕртесчĕ те кĕртесчĕ.
Ĕçтересчĕ, çитересчĕ,
Çул çинчен мунча кĕртесчĕ,
Хаксăр хаклă хăнана
Юрама пĕлсе çитесчĕ.
Хĕлхемне парас пулсассăн,
Тав туса хĕве чикесчĕ,
Перекетлĕн ас тивесчĕ.
Çил, ан аташ, ан пуçтахлан,
Ан сирпĕтсем куçа тусан.
Те суккăрлантăм, намăс куртăм,
Ултавçă пуканийĕ пултăм.
Йăпанчăк йĕкĕт еккипе
Унта-кунта çĕтсе çӳрерĕм,
Чĕре ыратнине сисмерĕм,
Чун тăвăлне шута илмерĕм...
Куç аташтарчĕ пуль, йĕпенчĕ.
Юрать, тен, суйлама вĕренчĕ.
Сĕм-сĕм вăрман ăшĕнче,
Çырмасенче, уйсенче -
Армак-чармак арçури
Упа евĕр мĕкĕрсе,
Ӳхĕ евĕр ӳхĕрсе,
Урмăшăнса-хӳхлесе
Çухăрашса çӳрет тет.
Шăпи синкер пулнипелен
Чĕрçи ачи сассипеле
Нĕшĕклесех йĕрет тет.
Ирпе ирех ĕçе кӳлнĕ
Лаша куçĕ хĕрелнĕ.
Каç пуличчен тапаçланса
Йывăр лава туртайманшăн
Лавçи ăна чĕн пушăпа
Ятла-ятла хĕненĕ,
Çăварлăхне турттарнă,
Тилхепипе çаптарнă...
Лĕнчĕ-ĕр! кайнă урисене
Лаши - çĕре вырттарнă.
Йывăр çĕкленĕскер,
Тайкаланса утать,
Ыттисенчен кая юлса
Кана-кана ларать.
Малтисене тарăхнипе
Шурă куçне çавăрттарать.
Ан тӳпеле, ан купала,
Çĕклем вăл - кăткăс япала.
Хӳтĕлекен пулас пулсан
Тапăнакан пулмĕччĕ,
Ырă вăйсем вăйлă пулсан
Усал асман пулĕччĕ.
Ырă вăйсем хăватлине
Ĕненессĕм те килет,
Тульккăш темшĕн нумай чухне
Ыррине усал çĕнет.
Шур кушак çури чупса
Пӳртрен тухрĕ картишне.
Йăпăр-япăр хăпарса
Ларчĕ ват йăмра çине.
Пĕрре пăхрĕ çӳлелле,
Тепре пăхрĕ çĕрелле...
"Эсĕ, - терĕ çерçие, -
Чиклететĕн пит хавас.
Хырăм выçрĕ. Çĕр çине
Ман куншăн мĕнле анас?
Кушак çури шăши патне
Çыру çырать.
Çырать, çырать те - çырнине
Саспах вулать:
"Асилтĕм эп паян каллех,
Шăши, сана.
Çак çырăва илсессĕнех
Кил хăнана.
Ан ман.
Эс çук та...
Кунĕпех
Салху мана...
Сак айĕнче чăр-чăр пăхса
Шăши ларать.
Çăвар тулли ахăлтатса
Кулса ярать.
■ Страницăсем: 1... 772 773 774 775 776 777 778 779 780 ... 796
|
Шухăшсем
Did you know that your website ch...
Прочитал от и до...
Your website, chuvash...
What if your website chuvash...
Your website, chuvash...
Elegir el mejor financiamiento inmediato...
Are you making the most of the potential...
What if your website chuvash...
Чăн чăнах та, сатира туйăмĕ Л...
Чăн чăнах та, сатира туйăмĕ Л...