Хапăлласа кĕтсе илетпĕр

 

Ку сайтра эсир чăвашла çырнă хайлавсене тупма пултаратăр. Пур хайлава та авторĕ, çырнă çул тăрăх çăмăллăн тупма пулать. Ку архива ятарласа хатĕрленĕ — сире килĕшекен хайлавсене эсир ку сайтра та, уйрăммăн уçласа илсе те вулама пултаратăр.

Пӗлме: хайлавсем вырнаҫтармалли йӗрке.

 

Кĕнекесем

Хурапа шурăКĕтмен венчетПулать-çке пурнăçраТутимĕрПĕчĕк патшалăхУй куҫлӑ, вӑрман хӑлхаллӑКулăшла калавсем

Икелпеле мăйăр пĕр тĕслĕ


Икелпеле мăйăр пĕр тĕслĕ,

Тĕсĕ пĕр те тути пĕр мар.

Эптелменпе çынсем пĕр тĕсĕ,

Тĕсĕ пĕр те, чунĕ пĕр мар.

 

Çынсен чунĕ — çынсен чунĕ пек,

Эптĕлменĕн — йытă чунĕ пек.

Çутă çăлтăр çӳле хăпарсассăн


Çутă çăлтăр çӳле хăпарсассăн

Çук çыннăн ачисем тăраççĕ,

Çук çыннăн ачисем, ай, тăрсассăн

Куççульпеле питне çăваççĕ.

 

Куçульпеле питне çăваççĕ,

Çаннипелле пусса шăлаççĕ.

 

Ялкăш хĕвел çӳле хăпарсассăн

Пуянăн ачисем тăраççĕ.

Пуянăн ачисем те, ай, тăрсассăн

Шерпетпеле питне çăваççĕ.

 

Шерпетпеле питне çăваççĕ,

Кӳлистанпа пусса шăлаççĕ.

 

Çăлтăр анĕ — вăхăт, ай, çитсессĕн,

Çӳл тӳпере кăна тăрас çук.

Çуклăх иртĕ — вăхăт, ай, çитсессен,

Çук çынсем те шав пулас çук.

 

Çук çынсем те шав çук пулас çук,

Ĕмер-ĕмĕр йĕрсе пурăнас çук.

 

Хĕвел анĕ — вăхăт, ай, çитсессĕн,

Çӳл тӳпере кăна пурнас çук.

Мулĕ пĕтĕ — вăхăт, ай, çитсессĕн,

Пуянсен те шав мул пулас çук.

 

Пуянсен те шав мул пулас çук,

Чухăнсенчен ĕмĕр кулас çук.

 

Хура халăх тăрать кар карласа,

Тăвăл тухсан кайрĕ тăвăлса.

Хура халăх çинчен юр юрлатăп

Хура халăх тăрать карласа.

Малалла

Çĕлен тесе вăрçаç Эптĕлмене


Çĕлен тесе вăрçаç Эптĕлмене,

Сĕм вăрманта куртăм çĕлене.

— Эптĕлмен пек усал эп пулман, — тет, —

Эптĕлмен чул çынна йĕртмен, — тет.

 

Кашкăр тесе вăрçаç Эптĕлмене,

Сĕм вăрманта куртăм кашкăра.

— Эптĕлмен пек тискер эп пулман, — тет, —

Тăр кăнтăрлах пĕртте çаратман. — тет.

 

Явăл тесе вăрçаç Эптĕлмене,

Тĕттĕм каçра куртăм явăла.

— Эптĕлмен пек путсĕр эп пулман, — тет, —

Эптĕлмен чул ылхан эп туман, — тет.

 

Халăх мурĕ тесе вăрçаç Эптĕлмене,

Çеçенхирте куртăм мур чирне.

— Эптĕлмен пек шелсĕр эп пулман, — тет, —

Чĕрĕллех çынсене чикмен, — тет.

 

Эптĕлмен çĕлен мар, кашкăр мар,

Эптĕлмен явăл мар, мур чир мар,

Вĕсенчен те ирсĕр усал вăл,

Вĕсенчен те тискер йĕксĕк вăл.

Эптĕлменĕн килĕнче


Эптĕлменĕн килĕнче те килĕнче

Ай, йытăсем улаççĕ те улаççĕ,

 

Ай, йытсем мар, йытсем мар та

Арăмĕсем йĕреççĕ, йĕреççĕ.

 

Эптĕлменĕн вунçич арăм, вунçич арăм,

Вунçиччĕш те хĕвел пек, хĕвел пек.

 

Эптĕлменĕн çирĕм çич йытă, çирĕм çич йытă,

Çирĕм çиччĕш те кашкăр пек, кашкăр пек...

 

Çирĕм çич йытти пурăнаç пурăнаç — улпутла.

Вунçич арăмĕ пурăнаç пуранаç — хăрхăмла.

Чĕлхе пирки


"Чăн малтан сăмах пулнă", - тенĕ ăслă Библире, авалхи кĕнекере. Сăмахпа сăмах пĕрле, пĕрне-пĕри витерсе, чĕлхе никĕсне тăвать, çĕр çинчи кашни çыннах хăй халăхĕн ăс-халне сăмах урлă çитерсе чунне-чĕрине хывать. Çавăнпа та пурнăçра тăван чĕлхе сăмахне, сăвви-юррин асамне çĕр çине çуралакан кашни пĕчĕк пепкене пехиллеме тивĕçлĕ. Ламран лама куçакан ăру ăслайĕн мулне мăш-мăш сывлан шăпăрлан сăпка юрри тăнласа, юмах-халап итлесе ăшне хывма пултартăр. Кăштах ӳссе вăй илсен ашшĕ-амăш сĕннипе ача пахчин хапхине уçса кĕрсен пепкене савса хăйĕн ытамне илтĕрччĕ тăван чĕлхе! Аслисем ăс панипе, тус-тăнтăшĕ сĕннипе унăн чунĕ тĕпĕнче чĕвĕлти чăваш чĕлхи çирĕп никĕс хывтăрччĕ, ĕмĕрлĕхе вырнаçса хăватланса пытăрччĕ. Ача пахчи хыççăнхи тĕрлĕ сыпăкри пĕлӳ пĕтĕмĕшле ăс парса, тĕнчери ăс-тăн мулне çамрăкăн ăшне хывса унăн чунĕ-чĕринчи тăван чĕлхе туйăмне сĕвĕрĕлме ан патăр, çĕнĕ майпа пурнăçра аталанма çул хывтăр. Ун чух вара, тупата, хамăр савса çуратан ачамăрсем тĕнчере урăх чĕлхе ытамне паянхи пек çăмăллăн тарса кайман пулĕччĕç, чăваш пулса çуралса ют халăха тухмĕччĕç.

Тăван чĕлхе сăвапне, унăн шутсăр хăватне темшĕн ытларах чухне пĕлейместпĕр хаклама, кирлĕ пек хисеп тума. Чăнлăх вара çакăнта: атте-анне чĕлхипе калаçакан-вулакан, ăна сума сăвакан хаклă тĕпренчĕксемсĕр, чăвашла пичетленекен кĕнеке хаçатсемсĕр, тăван юрă-кĕвĕсĕр, театрпа ӳнерсĕр — чăваш ятпа çӳрекен халăх йышĕ сайралать, малалла та ĕç-пуç çав çулпах кусса пырсан чăваш ячĕ çĕр çинчен çухалма та пултарать! Çак инкек сиенлĕхне пултаруллă харсăрсен, тăван халăх шăпишĕн явап илнĕ паттăрсен çĕнме майсем тупмалла — чăваш йăхĕн кун-çулĕ мал еннелле чупмалла!

Малалла

Хĕрсем утă çулма тухса каяççĕ


Хĕрсем утă çулма тухса каяççĕ,

Умĕсене шурă саппун çакаççĕ.

Эп ют кас ачипе калаçнăшăн

Хĕрсем кураймасăр тăраççĕ.

 

Уйăх çути çутă çутатать иккен,

Ун çутипе çӳреме пулать иккен,

Ман чуна савни çунтарать иккен,

Тăшманран та вăйлăрах иккен.

 

Сад пахчинчи кĕрен мăкăнь чечекне

Пĕр кас çумăр çуса йĕпетсе кайрĕ.

Ăш пусаракан чунăм савнине

Тăшман килсе уйăрса кайрĕ.

Хура тур лашине


Хура-тур лашине

Тытма пĕлес пулать,

Тытма пĕлес пулать анчах мар;

Тытма пĕлес пулать,

Кӳлме пĕлес пулать,

Унсăрăн çула çухатан.

 

Ыр тăвансем патне

Кайма пĕлес пулать,

Кайма пĕлес пулать, анчах мар;

Кайма пĕлес пулать,

Килме пĕлес пулать,

Унсăрăн тăван сивĕнет.

 

Хура-тур лашине

Пăхма пĕлес пулать,

Пăхма пĕлес пулать анчах мар;

Пăхма пĕлес пулать,

Савма пĕлес пулать,

Унсăрăн утна çухатан...

 

Тăван, ай, халăха

Савма пĕлес пулать,

Савма пĕлес пулать анчах мар;

Савма пĕлес пулать,

Ыр ĕç тăвас пулать,

Унсăрăн ятна çухатан.

Туймăрсан юлашки юрри


Кăвак кăвакарчăн ман пулас,

Карлăк çине ларса юр юрлас,

Тертпе асап çинчи тăвансене

Ыр сăмахпа кăштах пулăшас.

 

Кăвак кăвакарчăн пулайсан,

Çунат сулса вĕçме пултарсан,

Вĕçĕттĕмччĕ тăван çĕршыва -

Атте-анне панă çĕршыва

 

Кунта, ютра, тусем хитре мар,

Кунта, ютра, çырми таса мар.

Пĕлĕчĕ те ялан хуп-хура,

Хуйхă-терчĕ пĕрмай хам çумра.

 

Ютра эпир телей тупас çук,

Ютра эпир канăç тупас çук.

Ютри кĕтес — амаçури


Ăшă вырăн шыраса, çĕтĕлтертĕм кĕрĕке,

Ырă пурнăç шыраса, килсе лекрĕм Тĕрĕке.

Эх, юлташăм, юлташăм, атя кунтан тарар,

Тăванах та çĕршыва, атя-ха таврăнар.

Эпир каяс çул çинче чĕрĕ тамăк пур,

Чĕрĕ тамăк леш енче Хура тинĕс пур

Хура тинĕс леш енче — ешĕл çеçенхирсем,

Çеçенхирсем варринче тăван ялăм пур,

Тăван ялăм варринче — тăван килем пур,

Тăван килте савнă аннем пурăнать,

Хăй ачине тăван киле йыхăрать.

Чĕкеç кайăк пулса унта вĕçĕттĕм,

Тăван анне патне часрах çитĕттĕм.

Ах, аннеçĕм, анне, тертĕм ытла пысăк,

Ютри кĕтес — амаçури, тĕнче ытла пăсăк...

Туслăх çинчен


"Туслăха тусан ан пустăр", - тенĕ сумлă ватăсем, ăслă шурă сухалсем. Самана улшăннăçемĕн, йăласем хавшанăçемĕн çынпа çын хутшăнасси, пĕрне-пĕри картасси, шел те, пурнăçра пырать йăларан тухса. Халĕ çынсен хушшинче: «Çĕр чухăн тус пуличчен, пултăр çĕр сум сан çумра», - текен каларăш вăйра. Чăннипех те ку çапла, укçа Турри халь сумра. Кĕсйӳ хулăм пулсассăн, мулу тулсах тăрсассăн - эсĕ шанчăклă юлташ, хальхи куншăн саманташ.

Çак шухăша пурнăçра чăнлăх евĕр йышăнма тĕрлĕ-тĕрлĕ майпала пусахласах сĕнеççĕ, куç пăвăртса хистеççĕ. Хавха тухрĕ пулсассăн пĕр витĕмсĕр çухалмасть, хăй тĕллевне çитмесĕр тамаланса лăпланмасть. Нумайăшĕ майĕпен, сисмесĕрех темелле, эй пĕсмелле-чĕмере, çав йăлана йышăнать, хăйĕн тусне-тăванне пурлăх шайне палăртса виçме-картма тытăнать.

Анчах кун-çул урапи ялан кусмасть тӳр çулпа, хăш чух унта тĕл пулать тĕрлĕ-тĕрлĕ сакăлта. Сакăлтана лексенех, çĕнĕ "туссем" çитсенех хайхи-майхи апăрша мăнтăрĕпе мухтанса пăрахăçа кăларнă ĕлĕкхи тусĕсене кăларать куçĕ умне, хăйне нушаран çăлма тилмĕрет вĕсене. Укçа вăйра пулсан та, чăн-чăн туслăх умĕнче пур-пĕр юлать хыçала, мĕншĕн тесен туслăха илейместĕн укçалла.

■ Страницăсем: 1... 775 776 777 778 779 780 781 782 783 ... 796