Хапăлласа кĕтсе илетпĕр
Ку сайтра эсир чăвашла çырнă хайлавсене тупма пултаратăр. Пур
хайлава та авторĕ, çырнă çул тăрăх çăмăллăн тупма пулать. Ку архива
ятарласа хатĕрленĕ — сире килĕшекен хайлавсене эсир ку сайтра та,
уйрăммăн уçласа илсе те вулама пултаратăр.
Пӗлме: хайлавсем вырнаҫтармалли йӗрке.
 Тен, сукмак та — анлă,
Тен, мăн çул та — ансăр...
Япăххи те пулнă, лайăххи те сансăр.
Ир — ӳксе йĕмелĕх, каç — каçса каймалăх.
Савăнăç та хуйхă — талăк хыççăн талăк.
Тĕпĕр-тĕпĕр саслă тĕлсĕр ир те каçшăн
Мĕншĕн шухă кăмăл халĕ хуçăласшăн?
Эп мĕне ĕненĕп, çутă хĕвеле-и? —
Пĕр енчен хуралĕ, тепринчен хĕрелĕ.
Япăххи те пулĕ, лайăххи те халĕ,
Çăлтăр йăлтăр! ӳкĕ — ӳкĕ те çухалĕ.
 Ан ютшăн — туршăн та! — ан ютшăн,
Эпир, юратнă-тăк, ют мар.
Хуркайăксем — шап-шурă ушкăн,
Шутне пĕлеймĕн — ан шутла.
Пулин, ара: шап-шурă, шурă...
Хумсемсĕр кӳлĕ — хуп-хура.
Пăшăлтатса илет те курăк,
Авкаланса илет турат.
Иртни — юлать-тĕр, пур-ха ĕмĕт —
Вĕçет çĕмрен пек çĕмĕрсе.
Савăнасси — пĕртен-пĕр ĕмĕр,
Тертленесси те... — ĕмĕр çеç.
 Çурхи тĕтре пулса юхатăн
Эс ман пата, чун юратни.
Çемçе тӳшек сарса паратăн, —
Йăшать суран пек ыратни.
Çăтмах тĕнчийĕн юхан шывĕ
Юхать, сăпка юрри юрлать —
Ку — манăн, эс çуратнă сăвă,
Ĕмĕрлĕхех чунра юлать.
Савсам, савсам мана ытарлăн,
Эп пулăп сан ят-сум палли… —
Пăшăлтатать вăл пархатарлăн, —
«Тупсамччĕ вырăн ман валли!»
Вăрçă çинчен каласа пама ыйтсан Хĕрлĕ Чутай районĕнчи Вăрманкас ялĕнче пурăннă Кассиров Николай Тихонович сăмаха аякка пăратчĕ, куççульне пытарса шăпланса ларатчĕ. Вăл 15 çулта хăйĕн ашшĕпе пĕрле фронта тухса кайнă. Унăн амăшĕ вăрçă вăхăтĕнче вăрман ĕçленĕ чухне йывăç айне пулса вилнĕ, çемьери 5 ача тăлăха юлнă. Ашшĕ киле курма килсен ывăлне хăйĕнпе пĕрле илсе кайма шутлать. Вăл вăхăтра унăн ашшĕ Харьков хулинчи аэродромра службăра пулнă, самолетсене хуралланă, самолет çине бомба-снаряд тиенĕ. Арçын ачана автомастерскойне слесарь пулма вĕренме яраççĕ, вăл полк ывăлĕ пулса тăнă. Чаçпе пĕрле Европăри çĕршывсене тăшманран хăтарма хутшăннă. Вăрçă пĕтсен киле таврăннă, çул çитсен çар тивĕçне пурнăçланă. Авланнă, ачасем çитĕнтернĕ. Ĕмĕрĕпех колхозра ĕçленĕ. Ватлăхра чирлеме тытăннă, унăн пĕр урине татма тивнĕ. Унăн ачисем хулара тĕпленнĕ, вĕсем ашшĕ патне канмалли кунсенче килсе çӳренĕ, анчах та ветерана кашни кун пăхса тăма çын кирлĕ пулнă. Манăн атте Андриян Григорьевич ăна пăхса пурăнма килĕшнĕ, вăл унпа пĕрлех пурăнатчĕ. Апатлантаратчĕ, мунчана илсе каятчĕ. Эпир те, Кĕрлевре пурăнакан мамакпа тата иккĕмĕш сыпăкри аппапа, вĕсем патне час-часах каяттăмăр. Сĕт кайса параттăмăр. Эпĕ ун чухне 6 çулта пулнă. Унпа мечĕкпе вылянине ас тăватăп. Эпĕ ăна мечĕк персе параттăм, вăл ăна тытса мана каялла персе паратчĕ. Вĕсен кăмака пурччĕ, кăмака хыçне пытанса выляттăмăр. Кăмака хыçĕнчен ун çине пăхатпăр, вăл хăйĕн туйипе пире тытасшăн, туйипе тĕкĕнсен пире тытнă шутланать. Вăл яланах вырăн çинче ларасшăн марччĕ. Пĕррехинче эпир мамакпа тата Вероникăпа вĕсем патне кайрăмăр, вăл костыль çине тăрса пире хирĕç утса тухма хăтланать. Унăн тула тухма юрамасть! Вăл ӳксе аманма пултарать. Эпир Вероникăпа ăна пӳрте каялла кĕме пулăшрăмăр, диван çине лартрăмăр.
Малалла
 Çурма тĕттĕм хăтлăхчĕ пĕр хушă!
Çурма тĕттĕм шăплăхчĕ кăштах!
Вĕренен турачĕ мĕншĕн хуçăк,
Хĕл каçайнă çулçисем ăçта?
Çутçанталăк тĕппипех çырлахнă —
Çак тĕнче хăй пысăкăш кăна!
Ăссăрла юратнăн та — пăрахнăн —
Нимсĕрех юлатăп пĕр кана.
Шурă юр-им çакă, юр анчах-и?
Ирĕлет те шыв пулса юхать...
Хĕлĕн кăмăлĕ, çемми, сăмахĕ
Асăмра çеç хурланса юлать.
 Ман нимĕн те калас килмест.
Тĕнче кĕтмен те — ман валли-им?
Вăл мар, вăл мар ăнланĕ — эс!
Пĕр эсĕ çеç — вилсен те! — килĕн.
Йĕрес килни чĕтрет шалта.
Теме сисни — куççуль сăлтавĕ.
Сăмахсăр юлнă саманта
Куçа хупса тӳсни — ултав-и?
Ман нимĕн те калас килмест.
Калассине каплах каланă.
Салхун кăна кулса илме —
Эс килĕн те — хал пур-ха манăн.
Эп çырăттăм темскер çинчен те,
Темскерĕ çеç тытса чарать.
Эп сикĕттĕм çӳл тӳперен те,
Çунат çукки чăрмантарать.
Эп кĕтĕттĕм сана ирччен те,
Уйăх çукки, шел, хăратать.
Эп калăттăм савни çинчен те,
Хĕр чысĕ саншăн упранать.
Итлемĕттĕм эп аннене те,
Пултараймастăп, вăл шанать.
Чăммашкăн çылăх авăрне те
Ансат. Ыр Туррăм хăтарать.
Пултарайрăн пулсан тиркеме
Кирлĕ мар текехрен шеллем
Ан пытар пуçрине, чунрине,
Каласам йуççине, чăннине.
Кĕллентер шанчăка шалт хăртса,
Йышăнатăп йăлтах шăл çыртса
Эп хытарăп айван чунăма —
Тек ан хăйтăр сана юратма!
Ялта çамрăксем пĕрлешсенех ашшĕ-амăш килĕнчен уйрăлса тухма тăрăшаççĕ. Анчах Ананьевсен çемйи пирки ун пек калаймăн: виçĕ ăру пĕр килтех шăкăлтатса пурăнать. Ял çыннисем Ананьевсем пирки тĕрлĕрен калаçаççĕ, апла пулин те ялта çӳрекен сас-хурашăн Анани йăхĕ кӳлешмест. Вĕсемшĕн пулсан çемьере лару-тăру лăпкă пултăр, пĕр çăвартан сурса пурăнакансен йăвана никам та ан аркаттăр. Çак пысăк çемьери Марине мана пит кăмăла каять (пысăк çын пекех ăслăн пуплет, урамра тĕл пулакан çынна сăмах хушмасăр иртмест). Ăна ватти çапла вĕрентет ĕнтĕ тесе хам ăшра шутлатăп.
Ананьевсем икĕ хутлă çуртра пурăнаççĕ. Санюк аппан кĕçĕн ывăлĕ Саша, ытти çамрăксем пек, ялтан тухса каяс темерĕ, ватлăх кунра амăшне пĕччен пăрахса хăварас теменренех ĕнтĕ. Пĕр вырăнтах каменщик, сварщик специальноçĕсене алла илчĕ те район центрĕнче ĕçлесе пурăнать. Ялтах пулас мăшăрне тĕл пулчĕ, вăл Мăнçурт шкулне ĕçлеме килнĕскерччĕ. Людмила Алексеевна Сашăсен урамĕнчех, Анук аппа патĕнче хваттерте тăратчĕ. Çамрăксем кашни ир пĕр çулпа ĕçелле утатчĕç, малтан пĕр-ик сăмах хушкаларĕç, кăшт вăхăт итрсен туслашрĕç те çемье çавăрчĕç. Санюк аппа ывăлĕн мăшăрне малтанхи кунтанах ăшшăн йышăнчĕ, Людмилăна та хунямăшĕпе пĕр чĕлхе тупма йывăр пулмарĕ.
Малалла
 Çак саслах пулнă çумăр çуни,
Çак тĕслех пулнă, ахăр, хĕлле.
Хăçантан сар чечекĕн туни
Çарăлать кĕр вĕçленнĕ тĕле?
Хăçантан пурăнать уйрăлу?
Ма хăш чух кун çути те хура?
Аран çеç хускалать те куллу,
Калаçас килмен евĕр тăран,
Хĕл туймасть чунсенчи асапа —
Юр çине çумăр шăппăн çăвать.
Унăн хăйĕн — пăлхавлă шăпа,
Ыратни те, савни те — çавах...
■ Страницăсем: 1... 87 88 89 90 91 92 93 94 95 ... 796
|
Шухăшсем
НУРНАТПАР-ХА ТЕСЕ ПЁРИ КАЛАНА вара ...
Мĕнле пулнă, çаплипех тăрать, заблокиров...
Тархасшăн çак ухмахсен шухăшĕсене тасатă...
Сергей Юшков - Етĕрне районĕнчи Атликаси...
Лайăх сăвă ачасемшĕн...
Темле çын та пур çĕр çинче, тĕлĕнместĕп....
Аван ...
кайăксем чăнахта лайăх чĕр - чунсем
Çитмĕлсенчен иртсен те, хаш сывлатпăр, А...
Цикори çинчен ытларах пĕлесшĕннччĕ ...