Ĕмĕр сакки сарлака. 4-мĕш кĕнеке :: Виҫҫӗмӗш пайӗ
— Коля, эсĕ-и?
— Конешнă!
Унччен те пулмарĕ — Ванюк персе çитрĕ.
— Натюш аппа! Эпĕ Микула ывăлĕ, Ванюк!
Натюш кăмăлне хытарма тăрăшсан та куçне шывланма чараймарĕ. Чĕлхи те çухалчĕ. Амăшсене савăнтармалли йĕкĕтсем унăн ытамĕнче.
Тĕмиçе çул пĕр-пĕрне курман тăвансем тĕл пулни пăхса тăракансен чĕрине хускатрĕ.
Сантăр кăна теме сиснĕн вĕчĕрхенчĕ. Мăнукне хăтăрса антарасшăнччĕ, халăх ытла тимлесе тăнипе хăю çитереймерĕ.
Ванюкпа Коля тӳре-шарасем малтан шутласа хунине пăсрĕç. Анчах кĕтмен çĕртен сиксе тухнипе ним тума аптрарĕç. Пăртакрахран тин Лаврскин тăна кĕчĕ те йĕкĕтсем Натюш кăмăлне тепĕр май çавăрасран хăраса ӳкрĕ, сирме васкарĕ:
— Ачасем! Сирĕн вырăн кунта мар, анса итлĕр! Ваккат сăмахĕсем Ванюка курентерчĕç. Çамрăк сатурлăхĕпе вăл тӳртен патлаттарчĕ:
— Сударь, кам эсир? Пире хăвалама мĕнле хăю çитеретĕр?!
Коля та юлташĕнчен юласшăн пулмарĕ:
— Чăнах, мĕн кирлĕ сана? Мĕн çитменшĕн пирĕн çума çыпçăнатăн?!
Ку йĕкĕтсенчен ыррăн хăтăлма çуккине Лаврский часах ăнланчĕ. Халăх хушшинче тем калаçни, пăлханни палăра пуçларĕ. Халех хăваласа ямасан, пушшех чăрмантарĕç.
— Ваймистров юлташ, йĕрке тăвăр, тархасшăн! — хушрĕ вăл.
Хĕçпăшаллă çын ик-виçĕ утăмласах Ванюксем патне çитрĕ.
— Марш кунтан! — Йĕкĕтсем , вырăнтан сикменнипе тăвăлса кайрĕ. — Сире калаççĕ, марш кунтан! — хаяррăн кăшкăрчĕ те Ванюка хулĕнчен çулса илчĕ, каялла тĕксе яма хăтланчĕ.
Ванюк якăр янăн çирĕп тăчĕ.
Бурлаксем пакурĕсемпе хăлаçланса ĕрлешрĕç:
— Юман Паттăр, маххă ан пар!
— Çавăрса çап!
— Охо-хо-хо-хо!
Ванюк Ваймистрова хирĕç тăма хатĕрччĕ, Натюш чарчĕ.
— Коля, Ванюк... Пусма çйнчен анăр-ха. Халăхпа пĕр-ик сăмах калаçса илем. Вара киле пĕрле кайăпăр... — терĕ вăл, çапăçса кайсан тӳре-шарасене тăрă шыв çине кăлараймасăр юласран хăраса.
Ванюк парăнчĕ. Халăх умĕнче намăса кĕнине сиресшĕн пек астутарса хăварчĕ:
— Вăт, çавнашкал шеремет, Натюш аппана тав ту. Унсăрăн нимĕр пулаттăн!
Ваймистров шăлне шатăртаттарса юлчĕ. Анчах мĕнле май тупса тавăрасси çинчен шухăшлама Лаврский сăмах хушни чăрмантарчĕ.
— Надежда Прохоровна, ăссăрсене тăна кĕртнĕшĕн тайма пуçăм. Малалла та хăвăра калаçса татăлнă пек тыткаласса шанатăп.
Натюш сăмахне пуçарчĕ:
— Юлташсем, вунă çул тĕрмере те каторгăра асапланнă хыççăн эпĕ киле чиперех таврăннăччĕ. Çак эсремет, — аллине Лаврский еннелле сулчĕ, — манă каллех хупса лартрĕ. Мĕншĕн тетĕр-и? Çавсем майлă пулса, Вăхăтлăх правительствăна ырламалла имĕш...
Лаврский ирĕксĕрех çуйланчĕ, астутарма васкарĕ:
— Надежда Прохоровна, ухмаха ан ерĕр. Хăвăрах йывăр килĕ. — Çавăнтах хĕçпăшаллă çынсене вăрттăн тем каларĕ.
Натюш ăна йӳпсемесĕр малалла сăтăрттарчĕ:
— Вăхăтлăх правительствăна ырлани мĕне пĕлтерессе чухлатăр-и? Çук пулсан итлĕр! Çĕрпĕ сехметсенех усă курмалла, чухăнсене ĕлĕкхи пек виçĕ аршăн та çителĕклĕ тет. Сехметсене пуйтарасшăн виç çула яхăн халăх юнне тăкни сахал, вăрçа татах тăсмалла иккен. Вăт мĕнле ырă кăмăлла власть туса панă пире мул хуçисем. Акă мĕншĕн хӳтĕлеççĕ çав влаçа ваккатпа тиек!
Натюша хăйсем май çавăрма хăтланса мĕн таран йăнăшнине Лаврский йăлтах ăнланчĕ. Юсама пĕр май çеç ентĕ — тепĕр хут тытса хупмалла та пуçĕпех пĕтермелле. Халăха халех салатмалла.
— Вăл чăннипех нимĕçсен шпионĕ! Илсе кайăр ăна! — хаяррăн хушрĕ Лаврский.
Милиционерсенчен малтан Натюша Павăлпа Улитин çулса илчĕç, кантуралла сĕтĕрме пуçларĕç.
— Халăх!.. Çăлă-ăр!
Натюш сасси çынсене пăлхантарса ячĕ, тӳре-шарасене юнаса ĕрлешни илтĕнчĕ. Бурлаксем пакурĕсемпе хăлаçланса пусма патнелле çывхарчĕç.
Ваймистров пиçиххи хушшинчи наганне туртса кăларчĕ. Куçне кашкăрла çавăркаласа, хйяр сассипе саланма хушрĕ. Çав самантрах тӳпенелле ик-виçĕ хут кĕрĕслеттерчĕ. Ытти милиционерсем те перкелешрĕç. Халăх шартах сикрĕ: малтисем каялла чакрĕç, хĕрарăмсем усал-тĕселрен хăранăн çухăрашма пикенчĕç.
Коля сасартăк ĕшеленсе ӳкрĕ. Аппăшне куç умĕнчех илсе каяççĕ-çке-ха!
— Ванюк, мĕнле-ха капла? Натюш аппана парса яратпăр-и?
— Çук! Манран ан юл кăна! — терĕ те Ванюк пусма çине сиксе хăпарчĕ. Халăха револьверсемпе юнакан икĕ милиционера аялалла сирпĕтрĕ.
Çĕре шаплатса ансанах, Ваймистрова вăрă-хурах хăравçăлăхĕ тыткăнларĕ. Халăх шаккаса пăрахассăн туйăннипе уезд комиссарĕ хушнине те манчĕ, хăвăрт сиксе тăрса, кантур хыçнелле чупрĕ. Тепĕр милиционерĕ те унран юлмарĕ.
Ванюк Натюша сĕтĕрекен Павăлпа Улитина тапа-тапа йăвантарчĕ. Çав самантрах хыçра хаяррăн астутарни илтĕнчĕ.
— Аллусене çĕклĕр! Унсăрăн персе пăрахатăп! Ванюк ялт çаврăнчĕ. Хире-хирĕçех Лаврский тăрать.
— Аллуна çĕклĕр, мерзавец!
Ваккат чăн та револьверне тĕлленĕ. Анчах Ванюк хăраса ӳкес вырăнне çиçĕмле хăвăртлăхпа Лаврский аллине ярса илчĕ. Кĕрĕслетни илтĕнчĕ. Ванюка пенĕ пек ăнланнисем шари çуйхашрĕç. Чĕрисем кăртлатсан та, мĕн пуласса курасшăн, малалла талпăнчĕç.
— Ахă, шеремет, пăшалпа пеме-и?! — револьверне туртса илсе, Лаврские хăйне хул хушшине хĕстерчĕ Ванюк.
— Протестлетĕп! Эпĕ комиссар! Вĕçертмесен, тĕрмене хупатăп! Каторгăна яратăп!
Ваккат кăшкăрашнине Ванюк хăлхана та чикмерĕ. Ун кĕсйинче тахçанах ĕмĕтленнĕ хĕçпăшал. Халĕ вал никамран, нимрен хăрамĕ. Ахăртнех, хăйне улăп паттăр пек шутласа, пĕтĕм сассипе кăшкăрчĕ:
— Охо-хо-хо-хо!
— Охо-хо-хо-хо! — терĕç ăна хирĕç ытти бурлаксем.
— Эй-й!.. Шереметсем, — йыхăрчĕ Ванюк, — Атăлта ят хумалла вĕсене.
— Атăла пуçхĕрлĕ тăрантармалла!
Çапла шавласа илчĕç те бурлаксем, пуринчен ытла Ванюкпа Коля тантăшĕсем, пусма çине кĕпĕрленсе хăпарчĕç. Улитинпа Павăла хуллăн-пĕççĕн йăтрĕç. Халь ĕнтĕ паçăр каялла чакнисем те пухăнчĕç. Кунтан ытла камите хăçан курăн? Тӳре-шарасене пусма çинчен антарсан, юрласа ячĕç:
Пирĕн инке пыл пекех,
Пирĕн инке çу пекех.
Идет ходом, водом
Идет веселее!
Инке терĕм, мĕн терĕм,
Ăш мунчана пыр терĕм,
Идет ходом, водом,
Идет веселее!
Ăш мунчана пыр терĕм,
Милĕк илсе пыр терĕм,
Идет ходом, водом,
Идет веселее!...
Пĕтĕм халăх бурлаксем хыççăн ахăрашса утрĕ. Çав саманта Сантăр Ванюк çулне пӳлчĕ:
— Мĕн хăтланатăн эсĕ?! Ухмаха ертĕн-им?!
Ванюк чарăнчĕ. Лаврские хул айĕнчен вĕçертмесĕрех хуравларĕ:
— Çук, кукаçи, эпĕ ухмаха ермен. Пĕлесчĕ, вăт çак шеремет мĕншĕн Настюш аппана хупнă? Мĕншĕн каллех тытса каясшăн? Мĕншĕн хĕçпăшалпа ашкăнать? Ак ĕнте хăйне мыскара кăтартăпăр. Пирĕннисем пуçран савманнине сăмси çине картса хутăр!
— Александр Кузьмич, ăссăра тăна кĕртĕр, тархасшăн... Ырă тунине нихçан манмăп... — сывлăшĕ пӳлĕннипе аран-аран сассине кăларчĕ Лаврский.
— Яр ăна! — хăтăрса тăкрĕ Сантăр. — Е хуна тытса кайччăр тетĕн-и?! Аçупа аннӳ пĕтни сахал-им?!
— Ванюк саматлăха çухалчĕ. Кукашшĕ сăмахĕнчен халиччен тухман вăл.
— Юман Паттăр! Мĕн туса тăратăн?! Чуп хăвăртрах!
Мĕнле-ха, ара, хăй пуçарчĕ те халь айккинелле пăрăнасшăн-и? Юлташĕсене сутни çакă мар-и вара? Ашшĕ-амăшĕ çавăн ятне çуратнă-и ăна? Çук! Тем сиксе тухсан та, ыттисенчен уйралмĕ!
— Хупаймĕç! Аллисем кĕске! — татса хучĕ Ванюк. Лаврские тата хытăрах хĕстерчĕ.
— Ухмаха ан ер! Пире нушана ан ӳкер, тархасшăн!
Ванюк йӳпсемерĕ. Юлташĕсемпе перле вăл та чӳнкĕртерех çыран хĕррине пычĕ.
— Малтан хăшне ят хурăпăр?
— Ваккатне!
Сантăр чупса çитсе, Ванюка сулса илчĕ.
— Яр тенĕ сана! — шăл витĕр сăрхăнтарса, пичĕнчен çутăлтарчĕ.
Ванюк минресе кайрĕ. Çупкă мар, пичĕ çине хĕртнĕ
тимĕрпе пуснăн туйăнчĕ. Ку тарана çитсе ăна никам, пуринчен ытла кукашшĕ, ал сĕрсе курман. «Нивушлĕ ун умĕнче çав териех айăпа кĕтĕм эпĕ?» Лаврский вĕçенесшĕн тапаланни сасартăках тăна кĕртрĕ. Парăнас вырăнне тăвăлчĕ.
— Кукаçи, тархасшăн, ан çыхлан! — хуллен тĕкрĕ ăна Ванюк.
Сантăр кĕптĕрт кайса ӳкрĕ. Вăл та хăй çине мăнукĕ ал çĕклессе шухăшламан. Халах умĕнче йамăса кĕртрĕ. Куракансем мĕн калĕç? Çиллипе тем туса парахĕччĕ, анчах тепĕр хут мĕнле тытăн ăна? Вирлĕрех парсан, чуна та кăларĕ.
Лаврский кам та пулин пулăшма килессе кĕтсе çуйхашрĕ:
— Караву-ул! Çăлăр!
— Ăхă, шеремет, çăлăр-и?! Кашкăр, кашкăр! Мăю татах тăсăлтăр?
Ӳсĕре тинĕс те чĕркуççи таран тенĕ пек, спиртпа самаях хĕрнĕ бурлаксем Лаврский йалăннине хăлхана та чикмерĕç.
— Юман Паттар, тарăнрах çĕрте чăмтарăр!
— Ăшăхра ят хума чухăн çын мар! — шавларĕç çыран
хĕрринче тăракансем.
Лаврские шыва йăтса кĕчĕç. «Воспоти помилей, пирĕн пуп Данилей... Ваттисем пиллеччĕр, çамрăксем путмар куçарччăр!..» — текелесе, ăна темиçе хут чике-чике кăларчĕç. Çавантах йĕпĕслĕ сăмахсем илтĕнчĕç:
— Ку сана утравшăн!
— Судра суйса бурлаксен укçине пĕтерттернĕшĕн!
— Натюша хупнăшăн!
— Шереметсем, мĕн ят парăпăр?
— Хур мăйĕ! — шавлăн хуравларĕç ыттисем.
Лаврскин шăл çине шăл лекми пулчĕ. Çакăнта отряд килсе тухсан, пурне те пĕтерсе пăрахĕччĕ. Халь çăвар та уçаймарĕ. Шывран кăларсан, тахăшĕ купарчинчен тапрĕ те чикеленсе кайрĕ. Тек тытманнине ĕненсен, сиксе тăчĕ, тарма пуçларĕ. Бурлаксем ăна ĕрлешсе ăсатрĕç.
— Пăхăр, пăхăр, хур мăйĕ вĕçтерет!
— Тытăр!
— Охо-хо-хо-хо!
Лаврский инçех те каяйманччĕ — Сантăрпа темиçе ватă ун çулне пӳлчĕç:
— Господин ваккат, эпир айăплă мар!
— Пире ан çилленĕр!
— Камне куртăм эпĕ. Асăнĕç-ха! — юнаса хăварчĕ Лаврский.
Бурлаксем Улитина та шывалла сĕтĕрчĕç. Лешĕ ӳкĕте кĕртме хăтланчĕ:
— Юлташсем, эсир хăвăр мĕн тунине хăвăр та ăнланмастăр! Халăх суйланă çын çине тапăнни Вăхăтлăх правительствăна хирĕç тăни пулать. Уншăн сире хытă айăплĕç. Кая юлмăн пек чухне тăна кĕрĕр!
Бурлаксем шавлăн татса хучĕç:
— Ан хăрат!
— Эсир пысăк вырăнта ларса çылăха кĕнине кăна чӳхесе тасатăпăр!
Улитин тата тем каласшăнччĕ, шывра шăмпăртаттарчĕç.
— Мĕнле ят паратпăр?
— Старшина йытти!
— Йытă!
Тата темиçе чиксе кăларсан, сула пекех кăвакарнă Улитина тапса сирпĕтрĕç те ĕрле-ĕрле ăсатрĕç.
Хăйне шывалла сĕтĕрме тапăнсан, Павăл тӳрех чĕркуççи çине ӳкрĕ:
— Тархасшăн, ан тивĕр... Эрех ĕçтеретĕп!
— Илтрĕр-и, шеремет мĕн терĕ?!
— Тарăнтарах çĕрĕ илсе кĕрес!
— Ашăх çĕрте юмăç карчăка вĕлерсе çылăха, кĕни тасалмĕ! — терĕç те шампăр! тутарчĕç.
— Куна мĕнле ят парăпăр?
— Унăн ячĕ хăйĕннех. Шыва чиксе çирĕплетмелле кăна.
— Вăрă-хурах!
Темиçе хут чике-чике кăларсан, ура çине тăратрĕç. Павăл ни вилĕ, ни чĕрĕ. Çурхи шывра шăннипе мар, юмăç карчăка çаратни çинчен сăмах хускатни, ашшĕне пуçтарнă пекех асаплантарса вĕлересрен хăрани шĕкĕлчерĕ ăна. Алăран вĕçертсен, вăл каялла çаврăнса пăхмасăр тĕрлеттерчĕ.
V
Атăлкассинче мĕн пулса иртнине пĕлмен пирки Наçтик мăнукне пĕтĕм чĕререн савăнса кĕтсе илчĕ. Мĕншĕн савăнас мар! Тепĕр килте укçа тупма пултаракан арçын йăхĕ юлман, ун килĕнче иккĕн тан укçа тупаççĕ.
— Çитрĕн-и, ыльăм? — Çитрĕм, кукамай!
— Кукаçу ăçта тата? — Ванюк кил хушшине пĕчченех кĕнине асăрхаса ыйтрĕ Наçтик.
— Вĕсем каярах юлчĕç, Эпир Кольăпа тата Натюш аппапа пĕрле путникпе килтĕмĕр.
— Натюш?
— Ийя, кукамай. — Ванюк çак самантрах Атăлкассинчи шăв-шав çинчен каласа парасшăнччĕ, кукамăшĕ хăраса ӳкесрен шарламарĕ.
Ванюк ăна путникне Кĕчĕерти стрелок укçасăрах парнелени çинчен каласа пачĕ. Унăн хакне чухланăран Наçтик Натюш пирки хускалнă сăмаха мансах тĕлĕнчĕ:
— Ытла та ырă çын-çке?!
— Çапла, кукамай. Ман атте-анне тусĕ вăл. Путник çеç мар, сирĕн валли кучченеç те парса ячĕ. — Ванюк кутамккинчен чĕрес кăларса лартрĕ.
— Мĕн ку?
— Пыл! Уляна аппасемпе çурмаран тумалла. «Калллех çавсем. Нихçан хăтăлаймăн...» — ăшĕнче вĕчĕрхенчĕ Наçтик.
Кукамăшĕн кăмăлĕ пăсăлнине Ванюк часах сисрĕ. Сăлтавне тахçанах пĕлсе çитнĕ ĕнтĕ. Хусантан таврăнсан астутарнине маннă иккен. Анчах, хытăрах каласа татас вырăнне, çемçен те тивĕççĕн хуравларĕ:
— Стрелок Уляна аппасемпе те туслă. Прахăр пиччесене ман аттепе анне пекех тăван шутлать. Ун пирки сан та пăшăрханса çылăха кĕмелли çук.
Мăнукĕ ун шухăшне тавçăрни Наçтике аванмарлантарчĕ. Çын тени кама савать, мулне çавна пама пултарать. Пуплесе чăн та çылăха кĕни çеç.
— Пăшăрханса мар эпĕ, ыльăм, икĕ çемье валли тенĕрен кăна. Маншăн мĕн пуррипе те çителĕклĕ. Тавтапуç стрелока. Пылĕ питех кирлĕччĕ. Акă ваттисене асăннă çĕре чиркĕве илсе каймалла. Сăра çине ярса тутлантарсан та ытлашши мар. — Юлашкинчен хушса хучĕ. — Эсир кайсанах çыру килнĕччĕ...
— Мĕнле çыру? Камран?
— Ман суккăран ăçтан пĕлес, ыльăм... — терĕ те Наçтик, иконсем хыçĕнчен конвертпа темле хут татăкĕ кăларса тыттарчĕ.
Ванюк тӳрех конвертне уçасшăнччĕ. Тепĕр хучĕ çинче «Килĕшӳ» тенине асăрхарĕ те ирĕксĕрех тимлерĕ. Вуланăçемĕн пĕр эрленчĕ, пĕр тăвăлчĕ. Акă мĕншĕн Михха çирĕм пин ытла тӳлерĕ иккен. Кукашшĕсен икĕ килĕшӳ: пĕри; — хуçаран укçа илмелли, тепри — халăха укçа валеçмелли. Сасартăках ун куçĕ умне кукашшĕн тӳнтерле сăн-сăпачĕ яр-уççăн тухса тăчĕ. Хапсăнчăкне халичченех сиснĕ те, йӳпсесе çеç кайман. Хăй пуяссишĕн такама улталама, тем тума хатĕр иккен вăл. Темле вăрттăн айкашсан та, халăх çинчи ĕçе пытараймăн. Вăрман хăл-халлă, уй куçлă тесе ахаль каламан. Ун чухне çынсем: кам кукашшĕ — çавăн тейĕç. Апла çеç мар, мăнукĕ пулăшмасăр çаратаймĕ тейĕç. Паян кăна-ха Платун Павăлне карчăка çаратса пуйнăшăн вăрă-хурах ятне пачĕç. Кукашшĕсен ĕçĕ те унран ырах мар. Çĕршер çынна улталанине никам манас çук. Ялйыш умне мĕнле курăнас вара? Уляна аппа, Натюш аппа, Анахвиспе Коля мĕн калĕç? Ванюк Атăлкассинчи сас-хурашăн кукашшĕнчен каçару ыйтма шухăшланине сирчĕ. Халь унăн пĕртен-пĕр ĕмĕт: укçана пĕтĕмпех валеçтермелле. Килĕшмесен? Пĕтĕм халăха пĕлтермелле.
— Çырăвне кам çырать? — мăнукĕ хумханнине сиссе канăçсăрланчĕ Наçтик.
— Çырăвне вулайман-ха, кукамай. Вуласан каласа парăп. Ку хут татăкне ăçтан тупрăн?
— Мĕнле хут татăкне вăл?
— Ак çакна, конвертсăррине, — килĕшĕве тăсса кăтартрĕ Ванюк.
— Кукаçу йĕммине çăвас тесе тытрăм та, кĕсйинче хут лекех кайрĕ, — аса илчĕ Наçтик. — Кирлиех-и тесе кăларса хунăччĕ. Мĕн хучĕ-ши?
Ванюк тĕрĕсне каласа, кукамăшне хăй май çавăрасшăнччĕ — ĕлкĕреймерĕ, Сантăр килсе кĕчĕ.
— Эс те çитрĕн-и? — сывах таврăннипе савăнса, çепĕççĕн чĕнчĕ Наçтик. Сантăр ним хуравламасăр кутамккине тенкел çинелле ывăтнинчен хăраса ӳкрĕ: — Мĕн пулчĕ тата?
Сантăрăн укçа илнĕ чухне сехĕрленнисем йăлтах иртнĕччĕ. Юрать, мăнукĕ ним те шарламарĕ. Хуçи те хăйне улталанине туймарĕ. Атăлкассинчи сас-хура, уйрăмах мăнукĕ пуçсăрланни, пĕтĕм кăмăлне пăсрĕ. Йăлăнса ыйтсан та тӳре-шарасене мăшкăллама чарăнмарĕ. Вĕсем тавăрмасăр хăварас çук. Ку та сахал, хăйне Ĕнел халăхĕ умĕнче тĕксе ӳкерсе намăс кăтартрĕ. Сантăр çул тăршшĕпех никампа сăмах хушмасăр килчĕ. Вăй çитес пулсан, пĕç хушшине хупсах ислетĕччĕ. Пĕччен упа тытакан çамрăк çумне мĕнле çыхланăн! Пурпĕр çиллине пытараймарĕ.
Шухăшсем
Прочитал от и до...
Your website, chuvash...
What if your website chuvash...
Your website, chuvash...
Elegir el mejor financiamiento inmediato...
Are you making the most of the potential...
What if your website chuvash...
Чăн чăнах та, сатира туйăмĕ Л...
Чăн чăнах та, сатира туйăмĕ Л...
Your website, chuvash...