Ĕмĕр сакки сарлака. 5-мĕш кĕнеке :: Пӗрремӗш пайӗ
XXV
Микулана пĕтерме тăсланкă салтака кăларса ярсан та Михха лăпланаймарĕ. «Вĕлерĕ те тӳрех кунта килсе кĕрĕ. Ăна йĕрлесе тупсан, вăл унпа çыхăннине пĕлĕç. Вара ыррине курас çук. Апла тапăнмалла та марччĕ-им?» Ку шухăша Михха çав самантрах сирчĕ. Микула чĕрĕ чухне пурнăç кураймăн. Тен, чиперех иртĕ-ха. Тăсланкă салтака кĕтсе илсе çын куçĕнчен пытарасшăн, Михха кил хушшине тухкаласа çӳрерĕ, унтан каллех кĕрсе выртрĕ. Тарçисене йăпатса е хăратса хваттере хăваларĕ.
Акă тин кăна вырăн çине выртнăччĕ Михха — алăкра шăнкăравланине илтсе сиксе тăчĕ.
— Хапха патĕнчи хуралçă шăнкăравларĕ, — пĕлтерчĕ швейцар.
Михха будка патне васкаса çитрĕ.
— Мĕн пулнă?
— Салтаксем килчĕç.
— Мĕнле салтаксем?
— Лешсем, пулеметчик текенĕ пурччĕ-çке... Юлташĕсемпе. Фельдфебельпе тăсланкă салтак ăçтине ыйтрĕç.
— Эсĕ мĕн терĕн? - Пĕлмесе петĕм. Лашаллисем таçта çухалчĕç, пĕри халĕ те хапха таврашĕнчех çӳрет.
Михха пушшех шикленсе ӳкрĕ. Тăсланкă салтак, таврăнсан, тӳрех вĕсен аллине çакланĕ.
— Çитăр пичче, — хумханнине пытарса, çемçен чĕнчĕ Михха. — Тăсланкă салтак ырă çын. Сана та хисеплетчĕ. Саманашăн та тӳрĕ кăмăллăччĕ. Çавăнпа вăл пулеметчиксен вăрă-хурахла шайккипе çыхланман. Вĕлерме шутлаççĕ пулĕ ăна?..
— Мĕнле апла? — сехĕрленсе ӳкрĕ хуралçă.
— Вĕсем никама та шеллемеççĕ, Çитăр пичче. Тăсланкă салтака упраса хăварасчĕ. Урамри салтакран вăрттăн Энĕшкасси çулĕ çине кайса тăр-ха. Ăна курсанах систер, каялла ан килтĕр.
Хуралçа ăсатнă хыççăн Михха хыçалти хапха патне васкарĕ. Ăна уçрĕ те инçех мар салтак уткаласа çӳренине асăрхарĕ. «Мĕн хăямат ку? Мĕншĕн йĕри-таврах сыхлаççĕ? Вĕлерме тапăнчĕ те ĕç кăлараймарĕ-ши? Хăйне палласа юлнипе шыраççĕ-им? Пуçĕпех пĕтерет-çке капла, сăрнай». Михха упалене-упалене салтакран иртрĕ. Кунтан кирек хăш еннелле те санама май пур. Ав салтак таçта кайре. Хурал тăма пăрахрĕç-ши? Çук. Каялла таврăнчĕ. Кĕçех хĕвел хăпарчĕ. Хуçа пурпĕр кĕме шутламарĕ-ха. Унччен те пулмарĕ — çуллахи сукмакпа çын килни палăрчĕ. Кам-ши?. Патнерех çывхараспа палларĕ — Сантăр. Аранах чун кĕчĕ Сехмете.
— Михаил Петрович, ырлăх сунатăп!
— Салам, Александр Кузьмич, — ал пачĕ ăна Михха. — Мĕн çăмăлпа çӳретĕн ирех?
— Ман кĕрӳ пулнă çынна каç персе ӳкернĕ.
— Николай Степановича-и?
— Çавна, ара. Прахăр тĕлĕнче пенĕ. Халь Хусана илсе кайнă, тет.
— Апла майлах тивертеймен-им?
— Пуля хул калакĕ айĕнчен кĕнĕ те тухайман. Чĕрĕлес шанăç çук теççĕ.
— Вырăнтах пуçтарайман япала... — вилессе питех ĕненмерĕ Михха. Пуринчен ытла тăсланкă салтак килсе тухасси пăлхантарать ăна. Вăл аçтине, çак вăхăтра мĕн хăтланнине пĕлес килчĕ унăн, çавăнпа: — Перекенĕ кам-ши? — тесе ыйтрĕ.
— Салтак. Анчах хăйне те лектерне. Вĕлермеллех.
— Вĕлермеллех?
— Çапла... Апăрша, çурхи çырмара чунне кăларнă.
— Тĕрĕсех-и ку?
— Тĕп-тĕрĕс. Ман кĕрӳ пулни сана та нумай тарăхтарнă. Текех хăрамалли çуккине пĕлтерме килтĕм.
Миххана пуринчен ытла тăсланкă салтак пуçтарăнса выртни савăнтарчĕ. Тăрă шыв çине кăларма пултаракан чĕрчĕлĕх — çĕр айĕнче. Ăна пама пулнă укçа — кĕсъере.
— Александр Кузьмич, эсир ман шухăшлă çын. Çавăнпа хăталанасшăнччĕ. Çамрăксем таврăйсан, пурпĕр ĕмĕте пурнăçлăпăр. Халь тăван пек шутласа ыталама ирĕк пар. Тавтапуç! — Михха Сантăра ыталарĕ. — Ĕнтĕ ман пата атя. Чи хаклă хăна пулăн.
Михха апат-çимĕç хатĕрлеттерчĕ те хăнана черкке хыççăн черкке тултарса пачĕ. Сантăр, нихăçан та ӳсĕрличчен ĕçменскер, тăррисене кăна таткаласа пачĕ. Çав хушăрах гавань карас пирки килĕшӳ тăвассн çинчен калаçса татăлчĕç. Уйрăлма вăхăт çитсен:
— Вăт çапла, Александр Кузьмич. Ĕçпе-и е ахаль-и ман пата килме именсе ан тăр. Эп сана яланах çывăх тăван пек кĕтсе илĕп! — тесе ăсатрĕ Михха.
Пĕччен юлсан, хуçа каллех иртнĕ каç пулса иртнисем çинчен шухăшларĕ. Тăсланкă салтака пĕтернĕшĕн Микулана тав тумалла, вăл хăй те вилсен тата аванччĕ.
Микулан сывлăхне пĕлес шутпа Михха урама тухрĕ. Сыхлакан салтак çук иккен. Хуралçă та курăнмасть. Кĕçех анатран пăрахут килсе пристань çумне çыпçăнчĕ. Михха хăнăхнă йăлипе çыран хĕррине пырса тăчĕ, пăрахутран анаканçене сăнама тытăнчĕ. Тăхта, вĕсен хушшинче хвершăл пур мар-и? Çавă. Микулана ăсатма кайман-я? Михха ăнсăртран пек ун çулне пӳлчĕ. Лешĕ карттусне хывса пуç тайрĕ:
— Сывлăх сунатăп, Михаил Петрович.
— Салам, Алексей Васильевич. Ăçтан таврăнатăн? — кăмăллăн курăнма тăрăшса, ал пачĕ хвершăла Михха.
Хуçа кунашкал айкашнине иихçан курманнине хвершăл хытах тĕлĕнчĕ. Çапах та палăртмарĕ.
— Хусантан.
— Мĕн ĕçпе çӳретĕн?
— Каç Энĕшкассйнчи Николай Стĕпайовича такам персе амантнă та, пульница кайса леçрĕмĕр.
— Ав епле. Иçмасса, сывлăхĕ мĕнле-ши?
Хвершăл калаçас килменрен аллине лаш! сулса иртрĕ.
Михха ăна шанăç çук тенĕ пĕк ăнланчĕ. Курайман Çынна пĕтерме аранах май килчĕ. Микула чухлĕ халăх пуçне пăтраштаракан урăх тупăнмĕ. Прахăр çемйине те тĕп тума вăхăт.
Çĕнĕ хыпара Улитина систерме шутларĕ Михха. Ан тив, вăл та савăнтăр.
Пасарта халăх демонстрацу тунăранпа земски управа председателĕн Ыйхи йăлтах çухалчĕ. Апат анми пулнипе палăрмаллах ырханланчĕ вăл. Вулăсран вуншар пуç ĕне, сурăх, çĕршер пăт тырă пухса памалла. Уесран, кĕпернерен те хĕстереççĕ. Ял-ялĕнче пăтăрмах. Хресченсем халиччен те ирĕксĕрленипе кăна пăхăнкалатчĕç. Микула пасарта митинг ирттернĕ хыççăн пуçĕпех итлеме пăрахрĕç вĕсем. Тӳре-шарасене хăвала-хăвала яни, тытса ватнисем те сахал мар. Улитин çак шухăшсемпе аптраса ларнă вăхăтра Михха пырса кĕчĕ.
— Салам, Арсентий Ксенофонтович! — ал пачĕ Михха. Пĕлетĕп, эсĕ манран хăратăн. Эпĕ хуçа, улпут... эсĕ — революционер. Ан хăра. Паян сан пата ырă хыпарпа килтĕм. Иксĕмĕр те пĕр танах курайман каторжника персе вĕлернĕ.
Улитин çăмăллăн сывласа ячĕ.
— Чăнах-и? Суймастăр-и?
— Суйса çӳреме пĕчĕк ача мар эпĕ. Таврăннă кунах кăнтса хунă пулсан тата аванччĕ.
— Ун чухне йăнăшрăм-и тен. Ан çилленĕр, Михаил Петрович.
— Ку сăмах килĕшет мана. Хăй айăпне чухлаканра шанăç пур. Халь Энĕшкассинчи ĕçсем çинчен Константин Сергеевича систересчĕ. Каторжник хыççăн кайнă салтаксене епле пĕтермелле-ши? Прахăр çемйи пирки те шухашласа пăхасчĕ.
Михха асĕнче мĕн пуррине кăларса хучĕ те сывпуллашмасăрах тухса кайрĕ. Кăмăлĕ çав-çавах хавас. Вăл почта еннелле утрĕ. Халь те хыпар пулмасан, Шупашкара çитсе килме шутларĕ.
— Господин Янашов! — алăк пуканĕ урлă каçнине асăрхасанах чĕнчĕ почтара ĕçлекен. — Сире валли çыру пур, Шупашкартан.
Акă мĕн çырнă унта: «Хисеплĕ сударь, Михаил Петрович! Пирĕн садра ытарма çук çырла пиçнĕ. Татма васкăр. Хакĕ тесен, — хальхи сăмана мĕнлине хăвăрах чухламалла, — тем чул ыйтсан та савăнсах тӳлĕр. Сире ырă сунакан...» Ал пусас вырăнне пăнчăсем кăна лартнă. Кунашкал çырăва Михха халиччен те илкеленĕ. Паян вăл тăшманне пĕтернипе çеç телейлĕ мар иккен, Шупашкара чĕнеççĕ.
XXVI
Михха тухса кайсанах, Улитин Шупашкара шăнкăравларĕ. Вăхăт нумай та иртмерĕ — Лаврский сасси илтĕнчĕ:
— Кам?
— Улитин... Константин Сергеевич-и?
— Çавă... Мĕн хыпар?
— Иртнĕ каç Энĕшкассинчи тăшмана персе вĕлернĕ... Шупашкар енчи сасă пĕр хушă çухалчĕ. Вара каллех илтĕнчĕ:
— Йăнăшмастăр-и?
— Уншăн ан иккĕленĕр, Константин Сергеевич.
— Ырă хыпаршăн тавтапуç, Арсентий Ксенофонтович... Çапах пĕрне пĕтернипе çеç çырлахма юрамасть. Салтаксене хамăра май çавăрасчĕ. Çаврăнмасан, вĕсене те шеллесе тăрас марччĕ. Хĕçпăшалĕсене туртса илесчĕ.
«Юнкун ху та ним тăваймасăрах тухса тартăн. Халь хушса ларма аван сана!» — хаяррăн шухăшларĕ те Улитин;
— Отряд ярсан аванччĕ! — терĕ.
Шупашкар енчи сасă каллех çухалчĕ. Вара шăппăнрах илтĕнчĕ:
— Шел те, çак самантра отряд-мĕн яраймастпăр. Сирĕн пултарулăха шанатпăр. Утаманне вĕлернĕскер, ыттисене аркатма та май тупăнĕ. Усă курма тăрăшăр. Тĕпĕр тесен, пулăшакансем вулăсра сахал мар. Çавсене ăнлантарăр, пĕрле пухăнса тапăнăр!
Калаçни ниме те тăманнине ăнланать Улитин, çавăнпа сывпуллашмасăрах телефон трубкине çакрĕ. «Мĕн тумалла ĕнтĕ? Лаврский салтаксем арканнипе усă курма хушрĕ. Арканман пулсан? Вĕсен пулемет пур. Пĕччен ним шутласа та кăларас çук. Милици начальникĕпе сӳтсе явас, вăл чухламалла». Улитин дежурти милиционера чĕнсе килме хушрĕ.
Кĕçех пӳлĕме хĕçпе наган çакна Балдин кĕрсе тăчĕ. Ура кĕлисене шаклаттарса, чыс пачĕ.
Председатель юлташ, эсир хушнипе килтĕм!
— Пит аван, Афанасий Митрофанович. Ман сирĕнпе пĕр пысăк ĕç çинчен калаçмалли пур. Тĕрĕссипе, сирĕнтен ăс ыйтасшăн. Анчах малтан пĕр хыпар пĕлтерем. Çĕркаç лешне... салтаксене илĕртнĕ çынна вĕлернĕ.
— Таси паха! — савăннине пытараймарĕ Балдин. —
— Ăна пĕтернĕ те, ун майлисен пулемет пур. Çавсене мĕнле хĕçпăшалсăрлантарас?
— Председатель юлташ! — пурне те тума хăват çитерес пек хăпартлăнчĕ фельдфебель. — Калаçса тăмалли çук, каймалла та команда памалла кăна. Ним чăрмавсăрах парăнĕç!
Алăка шаккани вĕсен калаçăвне татрĕ. Улитин ирĕк парасса кĕтмесĕрех Павăл хашкаса кĕчĕ.
— Пĕр таркăнне тытрăм! — терĕ.
— Мĕнле таркăнне?
— Офицерне!
— Вăл пирĕн таврарах-и вара?
— Пирĕн таврара çеç мар, каторжниксен енне куçнă. Ман пата вăрлăх илме пынă. Чухăнсен çĕрне шуратса хăвармалла, тет. Вăт ĕнтĕ, куяна çаклатнă пек, ампара хупса лартрăм, — хавасланнипе тӳсеймерĕ Павăл, кулса ячĕ.
Прапорщик та большевиксен енне куçнинчен Улитин ытлашши тĕлĕнмерĕ. Павăла парăннине çеç ĕненес килмерĕ.
— Мĕнле майпа?
Павăл пит-куçĕнче халь çеç йăлкăшакан кулă сӳнчĕ. Ампарта хĕрĕпе пĕрле пулнă çĕрте иитĕрсе илнине епле пĕлтерĕн?
— Ку сире кирлĕ мар. Ман сăмах тĕрĕсне хăвăрах курăр ак. Халех кайăпăр та ăна халăх çине илсе тухăпăр. Вара çартан тарнăшăй, ман армантан çăнăх çаратнăшăн, вăрлăх илсе кайнăшăн явап тыттарăпăр. Кун хыççăн ыттисем те чĕтресе ӳкĕç.
— Ĕçĕре ырлама тивĕç, Павел Платонович! Тепри салтаксене хăй пăрахса кайнă. Ырă çынсем ăна леш тĕнчене ăсатнă.
— Мĕн терĕн?! — тĕлĕнчĕ Павăл.
— Кĕçĕр пирĕн вилĕмле тăшмана персе ӳкернĕ. Михаил Петрович килсе пĕлтерчĕ.
— Мухтав çулти аттемĕре, — сăхсăхса ячĕ Павăл. Ытла хумханнипе вăйран сулăнса, пукан çине ларчĕ. — Аранах шăпи тулчĕ. Мухтав турра.
Кантур ямшăкĕ пар лашине кӳлчĕ. Офицера тытма васкарĕç. Анчах Павăл, ампар алăкĕ уççине курса, минрерĕ. Чупса пырса пăхрĕ — шалта никам та çук.
— Нимĕн те ăнланмастăп, Арсентий Ксенофонтович. Çак ампара хупса, алăкне хам питĕрсе хăвартăм. Халь çук. Тăхтăр-ха, эп халех...
Павăл пурте кĕнĕ çĕре Варуç тем кăштăртатать. Елюк тĕкĕр умĕнче тирпейленсе тăрать. Арăмĕпе хĕрĕ ннм сас-хура пулман пек калаçса ларни Павăла уртарса ячĕ:
— Ампара кам уçрĕ?! Таркăн ăçта?
Хĕрарăмсем харăсах Павал енне çаврăнчĕç. Варуç хăраса ӳкрĕ. Елюк, кăмăлне тивеçтерсе рехетленнĕрен, куларах хуравларĕ:
— Салтаксем кăларса кайрĕç.
— Ăçтине ма каларăн?! Ма уçрăн?! — арăмне тапăнчĕ Павăл.
— Халь те уçмарăм, — аран чĕлхине тупрĕ Варуç. — Ампарти сасса илтсе, çăрана лумпа çĕмĕрчĕç.
— Мĕн пирки харкашатăр, Павел Платонович? — пӳрте кĕрсенех ыйтрĕ Улитин.
— Телейсĕре йĕмсĕр хĕр тенĕ ваттисем. Чип-чипер хупеа хăвартăм. Салтаксем таçтан сиссе килнĕ те кăларса кайнă каттăршнăя.
Улитина урăх тавçăру пырса кĕчĕ. Командирне инкекрен хăтарма килнĕ салтаксем çухалас çук. Сасартăк ним шутласа кăларайманран Балдинран ăс ыйтрĕ:
— Афанасий Митрофанович, мĕн тăвăпăр ĕнтĕ?
— Энĕшкассине кайăпăр. Вĕсем влаçа парăнасса шанатăп! — терĕ лешĕ.
XXVII
Тăсланкă салтака ниçта тупаймасăр Гришăсем Энĕшкассине, салтаксем патне, таврăнчĕç. Тăсланкă салтака вĕлернĕ иккен. Анчах Микула та вăйлă аманнă. Вăл сывалаймасан, кам ертсе пырĕ салтаксене? Кам лару-тăру çинчен ăнлантарса парĕ? Прапорщик та таçта çухалнă. Те ăна та тирпейлесе хунă, те, пурнăçĕ ырăпа вĕçленессе ĕненмесĕр, хăй пăрахса кайнă. Куна пĕлнĕ пулсан, командира суйлама мар, хăваласа кăна ямаллаччĕ ăна. Иçмасса, Микулана ăсатма кайнă Наумпа Натюшран нихăшĕ те таврăнмарĕç.
Çапла аптраса тăнă вăхăтра Анахвис килсе кĕчĕ.
— Мĕнле-ши ĕнтĕ? Николай Степанович сывалĕ-ши? — сырса илчĕç хĕре пăшăрханнă салтаксем.
Алахвис самантлăха аптраса тăчĕ. Ăна та çав шухăшах кишĕклет, анчах иккĕленĕвне салтаксем умĕнче палăртма юраманнине те тавçăрать вăл, çавăнпа:
— Сывалать! — тесе çирĕппĕн хуравларĕ. — Мана эсир пуç усни тĕлĕнтерет. Мĕнле-ха апла, ĕçхалăх телейĕшĕн çапăçма тупа тукă хĕрлĕ гвардеецсем малтанхи инкекпе тĕл пулсанах хавшанă?!
— Пирĕн вырăнта пулсан...
— Апла иккен! Пирĕн вырăнта пулсан... Эсир пĕлместĕр. Эпĕ çиччĕре чухне станувуй пирĕн пата пырса кĕчĕ, Кукамайран анне ăçтине тĕпчеме тытăнчĕ, ăна саламатпа çапма тăрсан, эпĕ ун аллинс ярса тытрăм. Путсĕр этем мана та саламатпа çапрĕ. Аннене персе пăрахрĕç. Вăхăт нумай та иртмерĕ — кукаçипе Натюш аппана тытса кайрĕç. Кукамай ик ачапа, тăрса юлчĕ. Кăçал та Натюш аппана каторгăран таврăнна-таврăнман хупса лартрĕç. Çав каçах вăрă-хурахсем пирĕн япаласене çаратрĕç. Ну, мĕнле пек ĕнтĕ? Сирĕн вырăнта пулса курнă-и эпе?
Салтаксем вăтаннипе куçĕсене пытарчĕç.
— Çавнашкал, туссем. Ытлашши пăшăрханма сăлтав çук. Натюш аппа е Наум таврăнĕ те Микула пичче сывлăхĕ çинчен тĕплĕн каласа парĕ.
Сăмах çинех Наум хăй çитрĕ. Салтаксем ун тавра пухăнчĕç:
— Николай Степанович сывлăхĕ мĕнле?
— Шанăç пур, юлташсем. Николай Степановича Хусанти чи чаплă прохвессăрсем патне вырттарнă. Ăна чĕртесшĕн пĕтĕм губком ура çине тăнă. Пулине касса кăлармалла теççĕ. Операци ăнăçлă иртессе шанаççĕ. Хăвăр мĕнле пурăнатăр? Перекене тытаймарăр-и?
— Кăлăхах шыранă, Николай Степанович ăна хăех персе ӳкернĕ. Çырма çурăкне кĕрсе выртнипе кăна вăхăтра тупайман. Хăвăр тенĕрен, прапорщик çухалчĕ. Тарасса пĕлнĕ пулсан, персе пăрахмаллаччĕ ăна.
— Тăхтăр-ха, юлташсем, — сасартăк аса илчĕ Наум. Прапорщик пирки çул çинчех шухăшласа килтĕм. Вăрлăх . илме кайсан, вăл Павăл хĕрне килĕштерни сисĕнчĕ çавăнталла çул тытса инкек тупман-ши? Вăл таркăна тухнине ĕненес килмест.
Пуринчен малтан Гриша чăнларĕ:
— Юлташсем, Наум пичче шухăшĕпе эпĕ те килĕшетĕп. Вăхăта ирттермесĕр çитсе килер!
— Атьăр, хам ертсе каятăп! — йыхăрчĕ Коля. Кӳлĕнсех тăракан лав çине ларса, çула тухрĕç.
Вăрă-хурах амантса хăварнă чĕри юсаннă хыççăн. Елюк пуçламăш хут арçын кирлине туйрĕ. Никам та мар, прапорщик килни хускатса хăварчĕ ăна. Магазина уçсанах е варарах-и шпорисене чăнкăртаттарса килсе кĕрессе кĕтрĕ. Юлашкинчен çакна аса илчĕ: прапорщика киле пыма чĕннĕччĕ-çке. Елюк вăхăт çитнĕ-çитмен магазинне хупса таврăнчĕ. Пахчана тухрĕ. Улма-çырла чăмăр-танма пуçланă çĕрте пушшех тунсăхларĕ, хăй тăлăххишĕн тарăхрĕ. Ах, килейтĕрччĕ хăвăртрах. Унпа пĕрле тĕнче хĕрне кайма та килĕшĕччĕ вăл. Кĕçех каç пулчĕ. Кĕтнĕ çын килмерĕ. Елюк, шанăçсăр ĕмĕт-шухăшĕнчен пытанас пек, ампарти шăналăк ăшне кĕрсе выртрĕ. Петрова манса ыйха путма тăрăшрĕ. Ниепле те çывăраймарĕ. Аптранă енне тăрса урама тухрĕ. Ампар умĕнчи тенкел çине ларчĕ.
Шухăшсем
Прочитал от и до...
Your website, chuvash...
What if your website chuvash...
Your website, chuvash...
Elegir el mejor financiamiento inmediato...
Are you making the most of the potential...
What if your website chuvash...
Чăн чăнах та, сатира туйăмĕ Л...
Чăн чăнах та, сатира туйăмĕ Л...
Your website, chuvash...