Сикчевлӗ кун-ҫул :: Пӗрремӗш пайӗ
— Пурте чиперех пулĕ, Кавĕрлен çурăмĕ те часах тӳрленĕ. Эпир сан аçупа сире, пур ачасене те пысăк парне тăвасшăн-ха. Хальлĕхе вăл — вăрттăнлăх. Эсир Кавĕрлепе мирлешĕр, — пурте ачашласа шăлчĕç Çинук пуçне. Вăл часах лăпланчĕ те чăрланă хырăмне апатпа тивĕçтерсе, мĕнле парне-ши тесе кăсăклансах тарăн ыйха путрĕ.
Тепĕр кунне Тăрнапуç ачисемшĕн чăнах та пысăк уяв çитрĕ — ялти усламçă, Кĕçтин Эрçюкĕ Шуршывран футбол пӳскине туянса килнĕ. Вĕсем Элексейпе пĕрле клайла вылякан ачасем патне çав пӳскепе çитрĕç. Ачасем туппа курсан кĕр хупăрласа илчĕç пысăк арçынсене.
— Ку пӳске пире-и, пуриншĕн те-и? — тăкăнаççĕ ыйтусем.
— Кама пултăр ĕнтĕ, паллах, сире, — хуравлать Эрçюк. — Эсĕ, Кавĕрле, ку туппа ман атте туяннă тесе сăмсуна ан каçăрт, ăна пуриншĕн те туяннă, выляман чух кам аллинче упранмаллине хăвăр суйласа илĕр. Кама эсир ытларах шанатăр?
— Кирюкпа Çинука! — тавăрчĕç пĕр саслăн хĕвел пек çиçекен ачасем.
— Ку кăна та мар, эпир Элекçейпе пӳске тапса кĕртмелли хапхисене те лартса парасшăн, ăçтарах меллĕрех, тикĕс лаптăкне хăвăр тупăр та ыранах сирĕн футболла выляма вырăн пулĕ. Халĕ командăсене уйрăлăр та пӳске хăвалама тытăнăр.
Эрçюкпа Элекçей ачасем пӳске тапса ун хыççăн хăшкăлса чупнине кăштах пăхса тăчĕç те ялалла утрĕç.
— Пӳскине парнелерĕмĕр, хапхисене те лартса парăпăр, анчах ачасен урисенче хăшĕн тарăн кулуш, хăшĕн сандали, хăшĕ пачах та çара уран. Çакă пĕртте килĕшмест мана, — сăмах хускатрĕ утнă май Эрçюк. — Шутласан парне тулли мар пек туйăнать. Ăçта каймасть пĕр качака укçи тенĕ пек, туянса парар вĕсене красовкисем.
— Лайăх шухăш, кăмăлпа килĕшетĕп санпа. Пӳске хăваласа урисем, çан-çурăмĕсем тĕрекленĕç, чĕлĕм туртасси пирки шутламĕç, — хавхаланчĕ Элексей те. Кĕçтин Эрçюкĕ пуш сăмах çапмасть, пур ачана та урисене юрăхлă красовкисем туянса парать.
* * *
Вăхăт шăвать. Çинукпа Кирюк та шкула кайма ӳссе çитрĕç. Кĕрĕн пĕрремĕш кунĕ хĕвелĕ те ялкăшса-çиçсе тухрĕ. Кирюк амăшĕ Верук ачине темиçе хут енчен-енне çавăркаласа пăхать, пурте чиперрине тĕрĕслет. Чĕрĕп йĕпписемле кастарнă çӳçне лăп вырттарас тесе туракаласа илет, лешсем пурпĕрех чăнк тăраççĕ. Ашшĕ часах пĕчĕк пахчаран тĕрлĕ чечексен çыххине йăтса кĕчĕ.
Хĕлипсен килĕнче те савăнăçлă хĕвĕшӳ. Кĕтерне Çинук тавра çаврăннă май такмакласа та илет:
Хура юбкă, шурă кофтă хĕре тăхăнтаратпăр,
Хӳхĕм чечек çыххипе эпир шкула каятпăр.
Амăшĕ хĕрĕн пуçĕ çине бантиксем вырăнаçтарас тесе тем пекех тăрăшрĕ, анчах Çинукăн çӳçĕ кĕскерен ниепле те лартаймарĕ, арçын ача пекех курăнас тесе вăл çӳçне ашшĕне кастарсах тăрать. Урисене илемлĕ туфли тăхăнсан Çинук тĕкĕр умне тăчĕ, веçех тĕсесе пăхрĕ те:
— Фу! Эпĕ те Барби пуканене çаврăнтăм, — пăшăрханнăн хашлатрĕ вăл.
— Ах Тур хĕрĕм, чĕрене ан ыраттар-ха, хĕр ачан хĕр пек курăнмалла ĕнтĕ.
— Юрĕ анне, чĕрӳне ан ыраттар, эпĕ те хĕр ача евĕр курăнма тăрăшăп. Эсĕ чечексен çыххине йăтса пыр, эпĕ портфельне илĕп. Кирюкпа амăш пире кĕтсе те ывăнчĕç пуль, — терĕ те Çинукпа Кĕтерне çуртĕнчен тухрĕç.
Чăнах та урамра Верукпа Кирюк, Ваççапа Элексей вĕсене кĕтсе тăраççĕ. Кирюк çурăмĕ çинче илемлĕ пĕчĕк рюкзак çакăнса тăнине курсан Çинук йĕрмĕшме пуçларĕ:
— Ма мана валли çавăн пек сумкă туянман, ытла та меллĕ-çке вăл?
— Ан кулян хĕрĕм, эсĕ шкултан таврăннă тĕле санăн та çавăн пек сумкă пулĕ, — лăплантарчĕ хĕрне Элексей.
Тăрнапуç — пысăк ял. Пилĕкçĕр ытла кил-çурт хуçалăхĕ шутланать кунта. «Тухăç» совхоз чи тĕреклĕ хуçалăх пулнă Шуршыв районĕнче. Таврари пĕчĕк ялсене те вăлах пĕрлештерсе тăнă. Киштек, Çĕмĕртлĕ, Çирĕклĕ, Актай ялĕсем тата ытти пĕчĕк посёлкăсем Тăрнапуçĕнчен çур çухрăмра е çухрăмра çеç ларнă. Асăннă ялсене малашлăхсăррисен шутне кĕртсен, вĕсем вĕтелсе пынă. Киштекре çĕр ытла кил-çурт хуçалăхĕнчен халĕ пурĕ те ик теçеткене яхăн кăна тăрса юлнă. Ытти ялсене те çав шăпах çитнĕ. Çавăнпах унти пуçламăш шкулсене те хупнă. Халь çав ялсенчи ачасем пĕрремĕш класранах Тăрнапуç вăтам шкулĕнче вĕренме тытăнаççĕ. Кулинепе Кĕтернене, Çинукпа Кирюка шкул ача-пăчасен хаваслă сассипе кĕтсе илчĕ. Хĕр ачасем шкул картишне сарнă асфальт çине пурпа клеткăсем çырнă та вĕсене сике-сике выляççĕ. Çинук та çав клеткăсене сиккелесе пăхрĕ, амăшĕ савăнсах кайрĕ Çинукĕ тинех хĕр ачасен вăййине выляма тытăннине курса, анчах хĕрĕ аллипе сулчĕ те ун патне пырса тăчĕ.
— Ма выляма пăрахрăн? — кăсăкланчĕ амăшĕ.
— Лĕкĕш-лĕкĕш сиккелĕве вăйă тетĕн-и, анне? Усси çук çак вăйăра…
Амăшĕ ним калама та аптрарĕ. Часах шкултан директор, вĕрентекенсем тухрĕç, пурне те строя тăма хушрĕç. Пуçласа шкула каякансен ушкăнĕ патне типтерлĕ тăхăннă вăтам çулсенчи хĕрарăмпа çамрăк хĕр пырса хĕр ачасене пĕр ушкăна, арçын ачасене тепĕр ушкăна тăратрĕç, кăçалтан вĕсем уйрăмшар классенче вĕренме пуçланине пĕлтерчĕç. Çакна илтсен Çинук хĕр ачасен стройĕнчен тухрĕ те Кирюкпа юнашар кайса тăчĕ. Ун патне вăтам çулсенчи вĕрентекен пычĕ те:
— Мĕнле-ха сан хушамату, яту?
— Филиппова Зинаида Алексеевна эпĕ, — пăт татса хуравларĕ хĕр.
— Эпĕ Анна Ивановна, арçын ачасен класĕн учителĕ. Санăн, Çинук, хĕр ачасен класĕн стройне тăмалла.
— Эпĕ Кирюк пиччерен ниçта та уйрăлмастăп, — чĕтревлĕ сасăпа тавăрчĕ хĕр. Унăн куçĕсем шывлана пуçланине вĕрентекен асăрхарĕ те ăна çепĕç сăмахсемпе лăплантарчĕ.
— Кирюк пиччин хушамачĕ мĕнлерех-ха?
— Самаев Кирилл эпĕ, — тавăрчĕ Çинук вырăнне Кирюк.
— Мĕнле пичче пултăр-ха вăл? Эсир иксĕр те пĕр çулхисемех тата пĕр çемьерен те мар.
— Çук, пичче! Вăл манран тăватă уйăх аслăрах. Мана унран уйăрсан эпĕ шкула çӳреместĕп! — хăйĕнни çинчех тăчĕ хĕр. Ку кăткăс ыйтăва хăй татас çуккине ăнлачĕ вĕрентекен, шкул директорĕ патне васкаса утрĕ. Часах Анна Ивановнапа директор Çинук умне çитсе те тăчĕç, ăна хĕр ачасен стройне тăма ӳкĕтлеме пуçларĕç. Директорăн кашни сăмахĕ хыççăн хĕрĕн пуçĕ çĕрелле усăнчĕ, пысăккисем ун сăмахĕсене ăнланманнипе ача чунĕ кӳренӳпе тулса пычĕ, стройрах макăрса ярас мар тесе сасартăк Кирюкран хăпрĕ те инçех мар тăракан амăш патне чупса кайрĕ, ун çумне пичĕпе тĕршĕнсе сасăпах макăрса ячĕ.
— Мĕн тăватпăр-ха, Екатерина Фёдоровна? Сирĕн ачăр хĕр ачасен класĕнче вĕренесшĕн мар, вăл арçын ачасен класĕнче вĕренесине хирĕçлеместĕр пуль? Ачан кăмăлне пĕрремĕш кунтанах хуçар мар.
— Мĕн тăвăн ĕнтĕ унпа? Кирюкĕ тăватă уйăх çеç аслă пулин те ăна вăл пичче тесе хисеплет. Аслисене халех сума сăваслăх унра пур-тăк, вăл киревсĕр кăмăллă мар. Вĕрентĕр апла арçын ачасемпех. Çакна илтсен Çинук нăшăклатма чарăнчĕ те йĕпеннĕ куçĕсемпе амăшĕпе директор çине ăшĕнче тав тунăн ăшшăн пăхса илчĕ, йăл кулса Кирюкпа юнашар кайса тăчĕ. Çак хĕр пĕрчи хăйĕн «карахтерĕпе» нумай тарăху кӳрĕ-ха тесе шутласа Анна Ивановна тарăннăн хашлатрĕ.
Çинук урăх нимле тарăхтару та çуратмарĕ. Вĕрентекен часах Çинукпа Кирюк ăспа та, хăйсене тыткалассипе те, тăнпа та ыттисенчен ик-виç картлашка çӳлерех тăнине туйса илчĕ. Пĕлӳ пухаслăха вĕсем тĕплĕн хатĕрленнĕ, кăлай, пӳске хăвалассипе кăна çырлахман. Пушă вăхăтра букварьти саспаллисемпе паллашнă, пĕр такăнми вулама хăнăхнă, арифметикăри примерсене шутлама вĕреннĕ. Анна Ивановнан пăшăрханăвĕ самантрах сӳнчĕ.
Вĕренӳ çулĕн чĕрĕкĕ вĕçленсен шкулта ашшĕ-амăшĕсен пухăвĕсем иртеççĕ. Элексейпе Кĕтерне те Çинукĕнчен йыхрав илчĕç. Вĕсем хушшинче пĕчĕк тавлашу сиксе тухрĕ: камăн пухăва каймалла? Хĕрĕ арçын ачасен класĕнче вĕреннипе вăл тата та хăйне чăрсăртарах тытать пуль тесе шутлаççĕ. Нихăшĕн те пухура питне пĕçертсе ларас килмест. Юлашкинчен иккĕш те кайма сăмах татрĕç. Нина Ивановна пурне те сапăррăн кĕтсе илет. Часах пуху та пуçланчĕ.
— Пĕрремĕш чĕрĕке эпир лайăх вĕçлерĕмĕр, анчах питĕ лайăх кăтартусем патне çитме хăш-пĕр наянрах вĕренекенсем чăрмантараççĕ. Петровсен Çерушĕ, Ваçкинсен Тимушши лайăх паллăсемпе вĕренме пултараççĕ, анчах киле панă ĕçсене тумасăр килеççĕ. Ашшĕ-амăшĕсене ытларах тимлĕх яма ыйтасшăн эпĕ, — япăхрах вĕренекенсен ячĕсене асăннипе пуçларĕ сăмахне вĕрентекен. — Пытармастăп, малтанах Филиппова Зина мана нумай тарăхтару кӳрĕ тесе шутланăччĕ. Халь эпĕ çакăн пек вĕренекен класра пурришĕн савăнса пĕтерейместĕп. Пиччĕшĕпе, Самаев Кирюшапа, пирĕн класшăн кăна мар, мĕнпур шкулшăн тĕслĕх пулса тăраççĕ. Чĕрĕке вĕсем пур предметпа та «пиллĕк» паллăсемпе вĕçлерĕç. Ашшĕ-амăшĕсем вĕсене мĕн пĕчĕкрен тĕрĕс воспитани панă.
Нумаях калаçмарĕ Нина Ивановна. Вăрăмах мар тишкерӳре кам ачин арифметикăпа, камăн Тăван Чĕлхепе, çырассипе туртăнмаллине каларĕ те пуху саланчĕ.
Элексейпе Кĕтерне килне çитсен Çинук патне пычĕç те малтан амăшĕ, унтан ашшĕ чуп туса илчĕç.
— Тавтапуç сана, хĕрĕм, пирĕн пите пĕçертменшĕн, малашне те тăрăшса вĕрен, — пехиллерĕç хĕрне савăнăçпа тулнă Элексейпе Кĕтерне.
Çак пехиле ăсне тарăна хывса вĕренчĕ Çинук. Физкультура урокĕсенче те вăл арçын ачасенчен юлса пымарĕ: вĕсем турник çинче мĕн чухлĕ туртăнаççĕ, вăл та çавăн чухлех туртăнать. Футбол вăййисенче те вăл пӳскене хапхана тапса кĕртессипе ăстисенчен пĕри. Чи тĕлĕнмели — саккăрмĕш класс пĕтернĕ тĕле арçури текен хĕр хӳхĕм пикене çаврăнчĕ. Кăкăрĕсем хăпарса тулчĕç, сăн-пичĕ илемленчĕ, чĕлхи çепĕçленчĕ.
— Çут çанталăк хăйĕнне илетех вăл — чиксĕр савăнать Кĕтерне хĕрĕн чиперлĕхне пăхса ытараймасăр.
— Эсĕ те, Кĕтерне, хĕр чухне ун пекех чиперччĕ. Миçе йĕкĕтпе çапăçнă саншăн — шучĕ те çук, — хушса хурать Элекçей. — Хальхи çăмăлттайрах ăслă хĕрсем хăйсен чысăсене çамрăклах татаççĕ, имĕш, ку чуне хĕрлĕхе упрасси модăра мар. Турă сыхлатăрччĕ пирĕн Çинука çав ухмахла шухăшран.
— Эпĕ те çавнах калатăп, эпĕ те Турăш умĕнче çавăн пек шухăшсенчен Çинука сыхласа упрама кĕлĕсем вуласа ыйтатăп. Ахальтен каламан вĕт ваттисесем чыса çамрăкран упрамалли пирки, — килĕшет упăшкипе Кĕтерне.
Çинукра хĕрлĕх пиçсе çитнин паллисем çиеле тухсанах ун чĕринче халиччен пĕлмен темле туйăм çуралчĕ: ун чунĕ Кирюка курасшăн çунать. Анчах вăл çакăн пирки ӳссе тĕрекленнĕ йĕкĕте калама вăтанать. Ара Кирюк ун çине чи çывăх юлташĕ пек кăна пăхать-çке, юлташĕ хĕре çаврăннине те курмасть. Ниушлĕ ун чун-чĕри суккăр?
Шухăшсем
Прочитал от и до...
Your website, chuvash...
What if your website chuvash...
Your website, chuvash...
Elegir el mejor financiamiento inmediato...
Are you making the most of the potential...
What if your website chuvash...
Чăн чăнах та, сатира туйăмĕ Л...
Чăн чăнах та, сатира туйăмĕ Л...
Your website, chuvash...