Сикчевлӗ кун-ҫул :: Пӗрремӗш пайӗ
— Эсĕ шăпăрт итлесе лар. Ялта кирек хăш çын та ал тупанĕ çинчи пекех. Темле вăрттăнлăх та тăрă шыв çине тухать. Итлеме тӳсĕмĕ пĕтрĕ-им?
— Çук, çук, кукамай, — хăраса ӳкрĕ калав татăласран мăнукĕ, — кала малалла.
— Нумай шырамасть Карачăм кунтелей пулмалли çынна. Хăйсен кассинче хусахла пурăнакан Пракух патне кĕрет. Лешĕ хупăпа пĕçернĕ çĕр улмине килька пулăпа каçхи апат туса ларать.
— Ытла та ансат-çке сан апату, — пуçлать калаçăва каçхи хăна, — атя ман пата хăнана, юна хĕртмелли те кăштах пур…
Пăракух çакна илтсен шалтах тĕлĕнет. Тилишух Карачăмĕ халиччен хăй патне эрех ĕçме никама та чĕнмен, хăй ял тăрăх эрех сĕрсе çӳренĕ. «Ай-хай, ку хыт пăрçа манран куласшăн мар-ши? — тесе те шухăшлать. — анчах мĕн çухататăп-ха эпĕ? Каç тĕттĕмĕнче кам курĕ мана хур кăтартса кулнине?» Утаççĕ вара вĕсем Пӳлме кас урамĕпе. Карачăмсен çурчĕн кантăкĕсенче çутă çуккипе Пракух чунĕнче темле кĕтменлĕх йăшăлтатса илет. Кĕреççĕ вĕсем çурта, çутă çутса сĕтел хушшине лараççĕ. Пĕрер черкке пушатсан Карачăм сасартăк ăшталанса ӳкет.
— Ах ку Яхруçа, алăксене питĕрмесĕрех клуба тухса чупнă, кĕр те çаратса кай пĕтĕм пурлăха, — сиксе тăрса япалисене никам та илмен-ши тесе малти пӳртне кĕрсе çутă çутатать. Шăналăк хыçĕнче тем ĕсĕкленĕ сас илтет те:
— Пракух! Кĕр-ха кунта. Те Яхруçа такам хĕнесе хăварнă…
Пракух кĕрсен шăналăка уçаççĕ те Петруç труçикпе кăна иккенне кураççĕ. Вăл хăяккăн выртнă та Яхруçа хыç енчен ытакланă, аллисем хĕрĕн кăкăрĕ çинче. Яхруç ашшĕпе Пракуха курсанах:
— Атте эпĕ айăплă мар, эсĕ тухса кайсанах Петруç мана пусмăрлама тытăчĕ, — çихĕрешме тыăнчĕ вăл. — Тем пек хирĕç тăрсан та вырăн çине вырттарчĕ. Кăшкăрас тетĕп, унпа кĕрмешнипе, пăлханса кайнипе сасă та тухмасть. Пĕтерчĕ ман хĕр чыслăхне çак путсĕр! Халь кам мана качча илĕ ĕнтĕ?..
— Ан çухăраш-ха, хĕрĕм. Эсĕ, Пракуç, кунтелей пулăн. Енчен те Петруç Яхруç çине авланма хирĕçлесен эпĕ ăна суда паратăп. Эсĕ судра ху куçусемпе курнине тĕрĕс каласа парăн.
— Курнине калăп-ха ăна, анчах эпĕ вĕсен уринчен тытса тăман — те Яхруçă Петруçа пусмăрланă, те Петруç — Яхруçа? Петруçăн пичĕ çинче пĕр чĕрмеленĕ йĕр те çук. Хĕрсем вĕсем кушак евĕр чăрмалама канас.
— Эсĕ тем ан сӳпĕлтет-ха, судра ху курни те Петруçа сакăр çула кирпĕч шутлама ямалăх çителĕклĕ. Эсĕ хальлĕхе çынсене ним те ан шарла. Ыран ирпе Петруçпа калаçатпăр та Яхруçа качча илме килĕшсен суд тăрăхах çӳремĕпĕр — тет.
Петруçăн йăваш кăмăлне çăмăллăнах хуçаççĕ Тилишухсем. Çапла вăл Яхруç упăшки пулса тăрать. Туй пекки те иртет. Йӳççипе аванах хĕрнĕ Пракухăн чĕлхи сӳтĕлсех каять. Туй курма пынисене хăй мĕн курнине, хăй мĕн шутланине веçех каласа парать.
— Яхруç пурнăçра тепĕр артистран ăста вылять. Авлантарчĕ вĕт вăл Петруçа хăй çине. Ватта юлнă хĕрсем мана та çапла майпа хăмăтласран сехре хăпса тăрать.
— Асăрхануллăрах пул ĕнтĕ эс, Анат касри Райкка сана шăл хăйраса пурăнать текелеççĕ…
— Ай чĕмере, ай Тур сыхлатăрах…
Вăт çапларах çынсем çав Тилишухсем. Яхруç сан аçу хăй вăхăтĕнче ăна тиркенĕшĕн тавăрма тĕвĕлесе хунă. Петруçне лавккине тавар сутма ярсан кăшт тăрсанах ăна тĕрĕслеме Яхруç çитет, лавккана кĕрет те унта сан аннӳпе Петруç кăна. Вăт аçуна вĕсем кут-пуç халапĕ ярса тăнине, хăйсем ăçта тĕл пулмаллине калаçса татăгнине хам хăлхасемпе илтрĕм тесе Ваççа кĕрĕве каласа парать. Аçу Верук хыççăн Петруç чупнине манман вĕт. Вăт ĕненет вăл Яхруçăн суя элекне.
Халь çăвар типрĕ, мăнукăм. Атя-ха чей ĕçер.
Кукмăш чей хатĕрленĕ чух пӳрт алăкĕ уçăлчĕ те пӳлĕме Кирюк ашшĕ Ваççа кĕрсе тăчĕ.
* * *
Тӳпери сар хĕвел хăй ăшшине пĕр шелсĕр сапнине те туймасть Маюк, хăйсен кассине каякан тăкăрлăкра юпа пек хытнă та Çинукпа Кирюк савăнăçлăн калаçса пынине, Кирюкĕ хутран-ситрен аллисемпе хăлаçланса илнине ăмсанса пăхса тăрать. Мĕн чухлĕ хĕр упраç, мĕн чухлĕ яш шкулта, вăл çак çут тĕнчере — пĕр-пĕччен. Килĕнче те вăл пĕчченлĕх тыткăнĕнче, хăйне амаçури пек туять. Чун-чĕри хыпса çуннă чух никампа та ăшшăн калаçса ăна пусараймасть. Юрать-ха юлашки вăхăтра ăна дискотекăсенчен, клубран хăйсен кассинчи Кавĕрле ăсаткалать.
Каччи ырă кăмăллă, тӳсĕмĕ çукраххи çеç шиклентерет тата унăн ашшĕ ялта ăнăçлă ĕçлекен усламçă. Вăл хăйĕн килĕнчех, анлă сарайра хăйăр, цемент, вĕт чул хутăшĕсенчен ахаль кирпĕчĕсем евĕр пысăк блоксем ăсталать. Маюк уçламçăсене пурне те ултавçăсен шутне кĕртет. Пурте амăшĕ пекех укçашăн хыпса-çунса несĕпсĕрленсе кайнăн туять. Каярахпа Кавĕрле ашшĕ вĕт-шакăр ачасене футбол пӳскине, вĕсене хăй укçипе красовкисем илсе панине пĕлсен, шухăшне улăштарать. Усламçăсем те ыр кăмăллă пулаççĕ иккен тесе пĕтемлетет. Амăшĕ улшăнас çукки хĕр чунне ыраттарать, вăл кашни пусшăн харкашма хатĕр. Ял хĕрарăмсен калаçăвĕ те чиксĕр пăлхантарать.
— Хăть çакăнтах çапса пăрахăр мана, — илтрĕ вăл пĕринче лавкка патĕнче пĕр хĕрарăм ыттисене каланине, — Яхруçăн Маюкĕ Петруçран мар, хулара чух пĕр каçлăх «упăшкаран» çуралнă. Петруç сар хăват чечкĕ евĕр сап-сарă, Маюк чикансем пек хура, куçĕсем те пиçнĕ çĕмĕрт пек, çӳçĕ те тĕм-хура, Яхруçĕ хăй те вĕт сарă. Апла-тăк, Маюк вĕлтĕрен айĕнче акăннă вăрлăхран тĕвĕленнĕ. Тата тепĕр факăт, — тет чĕлхине йӳле янă хĕрарăм. — Яхруç Петруçпа пĕрлешсен ултă уйăхранах Маюка çуратрĕ. Çут тĕнчене «вăхăтсăр» килнĕ ачасем ик кило та туртаймаççĕ. Хăвăрта илтнĕ пуль: «Ман хĕр пăхаттир ача çуратрĕ — тăватă килона чутах çитеймест», — тесе Тилишух Карачăмĕ мухтанса çӳренине.
— Çапла, тĕрĕснех калан, Кулиç тăхлачă, — килĕшеççĕ ыттисем. Маюка асăрхасанах калаçу татăлать.
Пĕрре кăна илтмен Маюк çакăн пек калаçусене, килĕнче пысăк тĕкĕр умне тăрса хăйĕн питĕнче ашшĕпе амăшĕн сăн-сăпачĕн йĕрĕсене шырать, вĕсем чĕптĕм те çуккипе çынсем тĕрĕснех калаçаççĕ пуль тесе шутлать. Çак шухăша уççăн калама хăюллăх çитмест. Енчен те ашшĕпе амăшĕн иртнĕ ĕмĕрсен несĕлĕсенче Маюк пек хура сăн-сăпатлă çынсем пулнă, вĕсен юнĕ тăхăсем урлă каçса ун патне çитнĕ пулсан, вăл вĕт кăлăхах ашшĕне кӳрентерет. Ăна вĕт амăшех çуратнă пирки хĕр нимĕн чухлĕ те иккĕленмест. «Манăн атте Петруçах иккенне тĕрĕслемелле! — тĕллев лартать хĕр. — Шуршывра ДНК тĕрĕслевне ирттермеççĕ пулсан педагогсен институтне кĕме кайсан Хусанта тишкерӳ тутармалла», — картса хурать асне Маюк. Унччен чăтмалла.
Пĕринче вăл эрех ĕçсе ӳсрĕлнĕ амăшĕ ыйхинче: «Ах, Арсен, Арсен, епле ырă каччă эсĕ», — тесе калаçса выртнине илтсен унăн иккĕленĕвĕ вĕçне тухать.
Маюкăн ăс пухасси малтанах ăнса пымарĕ, пĕчченлĕх те витĕм кӳчĕ пулас. Тунсăхпа тарăн шухăшсене путса вăл темччен ыйхăланă çын пек ларать. Унтан сасартăк урокĕсем çинчен асне илет, анчах хаклă вăхăт пустуя иртнипе киле панă ĕçсене тĕплĕнрех тăваймасть. Çапах та вуннăмĕш класран ыттисемпе танлашма палăрмаллах туртăнчĕ. Паташлăхăн пĕрлĕхлĕ экзаменĕ ăна аванах хăратса тăрать, педагогсен институтне тӳлевсĕр вырăна кĕмелĕх балл пухса çитерйĕ-ши вăл? Амăшĕ ăна тӳлесе аслă пĕлӳ илме укçа парас çук.
— Эпĕ сакăр класс кăна пĕтернĕ, çапах та укçана лайăх шутлап, виçепе те лайăх ĕçлеп, пус çумне пус хушатăп. Тем пекех вĕрентекен пулас тетĕн пулсан, тӳлевсĕр вырана кĕрейсен манран чару çук. Лекеймесен хамăр лавккра тавар сутăн. Атте Шуршывра та лавкка уçасшăн. Ют çынна укçа тӳличчен эсĕ шалусăрах ĕçлесе çемьене пысăк тупăш кӳрĕн…
«Ав епле иккен, — шутлать Маюк, — пĕр лав нухрат парсан та сутуç пулмастăп. Анне пек укçа чури пулма çуралман эпĕ.» Çавăнпах юлашки вăхăтра аллинчен вĕренӳ кĕнекисене ямасть.
Вуласан-вуласан хаш сывласа илет те татах хăй пурнăçне тишкерет. «Аттепе аннене пулах ман юлташсем çук. Юратмаççĕ вĕсене Тăрнапуçĕнче. Кăсăк, анне мана Кавĕрлене качча парасшăн. Мĕншĕнне те чухлатăп. Кĕçтин Эрçюкĕ те пуянланса пырать. Амăшĕ çавăнпах вĕсен çемйипе тăванлашма шутлать. Эрçюкĕ мĕн шухăшланине шута илмест. Кавĕрле сăмахĕсемпе вăл ывăлне аслă пĕлӳ илме хистет, тӳлевсĕр вырăна лекеймесен тӳлесе те пулин вĕрентесшĕн. Вăт вăл атте-тĕк атте, ачин малашлăхĕшĕн ним те шеллемест. Манăн атте анне сăмахĕсенчен иртеймест, аннен хĕскĕч пек аллисенчен ниçта та пăркаланаймасть. Эх, ха-ха…» Пуçне кĕнĕ шухăшсенчен хăтăлать те Маюк кĕнекине алла илет.
Вуласа йăлăхтарчĕ. Ывăннă пуçне урама тухса çуркуннен техĕмлĕ сывлăшĕпе кантарас терĕ. Курткине тăхăннă чух пӳрте вăштăр-ваштăр амăш килсе кĕчĕ.
— Чей ĕçес килчĕ-ха, хам вырăна Петруçа хăвартăм, анчах унра пĕр чеелĕх те çук. Тавара пахучĕпех виçсе парать. Чей ĕçсессĕн санпа кайăпăр лавккана, санăн та сутуç ĕçне хăнăхмалла.
Хирĕçлеймерĕ амăшне Маюк. Акă вăл та пуçласа прилавкă умĕнче. Кăтартмалла Яхруç Анаткасри Калăм Кĕлмукне пĕр кило шăкаладлă канфет виçсе пачĕ. Куç умĕнчех улталарĕ амăшĕ çак арçынна — тавар хуракан чашкине виçнĕ чух лешĕ курмалла мар пӳрнипе кăштах пусса илчĕ. Кĕлмук мучи укçа тӳлерĕ те лавккаран тухса кайрĕ.
— Куртăн-и, нимĕн те сисмерĕ вĕт туянакан. Пӳрнесен сисĕмсĕр вылянчăкĕ çеç — кĕсьене вунă-вунпилĕк тенкĕ кĕрет. Эсĕ те час хăнăхăн сутуçсен вăрттăнлăхне. Халь эсĕ тăр ĕнтĕ виçе патне.
Кăткăсах мар сутуç ĕçĕ. Целофан пакетне сахăр песукĕ е кĕрпе тултаран та тараса çине хуран, ытлашши-тĕк — чакаран, çитмест-тĕк — хушан. Таваршăн укçа илен те ĕçĕ те пĕтнĕ. Ик-виç çынна çеç тавар сутма ĕлкĕрчĕ Маюк, лавккана айăн-çийĕн вăрçăшса Кĕлмук арăмĕ Улюç кинеми килсе кĕчĕ.
— Хĕрне те хăнăхтаратăн апла çынсен укçине катертме.Эпир Кĕлмукпа иксĕмĕр те пенсире. Пысăках мар вăл пирĕн. Анчах кашни уйăхрах пенси панă кун пĕчĕк уяв тăватпăр килте — хаклă конфет туянса тутлă чей ĕçетпĕр. Эсир, Тилишух йăхĕсем, несĕпсĕрлĕх чиккинчен тухса кайнă. Намăс тени пур-и сирĕн е пачах çук?
— Чим-ха, ытлаши ан ятлаç-ха, Улюç кинеми. Маюк пĕрремĕш хут тараса умне тăчĕ, аташтарчĕ пуль кăштах.
— Аха, кăштах иккен! Килти тарасапа виçсе пăхрăм та икçĕр грамм çитмест вĕт пĕр килона.
— Çав икçĕр грамшăн янрашса та çӳреместĕп эпĕ, халех икçĕр грамм конфет виçсе парăп…
— Парăн, ăçта кайса кĕрĕн эсĕ? Эпĕ çак хăтланăва пурпĕрех ахаль хăвармастăп, ыранах Шуршыва Кĕлмукпа çитсе прокурора евитлетпĕр. Çитет сана, Яхруç, çынсене улталаса пуйма!
Шухăшсем
Прочитал от и до...
Your website, chuvash...
What if your website chuvash...
Your website, chuvash...
Elegir el mejor financiamiento inmediato...
Are you making the most of the potential...
What if your website chuvash...
Чăн чăнах та, сатира туйăмĕ Л...
Чăн чăнах та, сатира туйăмĕ Л...
Your website, chuvash...