Синкер :: Саккӑрмӗш сыпӑк
1
Калюков хурахĕсене тупса тытассипе çыхăннă ыйтусене хĕреснашшĕпе иккĕшĕ пĕтĕмпех сӳтсе яврĕç пек ĕнтĕ, çавна май пурте йĕркеллех пулма тивĕç пек. Çапах, мĕн калаçса килĕшнине пурнăçлама тытăнсан, хăй питех те кăткăс ĕçе явăçнине Телегин пирвайхи кунсенчех туйса илчĕ. Чăнах, хĕреснашшĕне сакăр çул каялла пулăшни мĕнех вăл. Ун чухне Ваньккан хурахсем вăрманта ăçта пурăннине кăна пĕлмеллеччĕ. Çитменнине, хурахĕсем те вунпилĕк-çирĕм çухрăмри тавралăхра кăна иртĕхетчĕç, вĕсем вăрманта хăш тĕлерех пурăнни те паллăччĕ. Халĕ вара шыраса туп-ха çĕршер çухрăм унталла-кунталла утпа çӳрекенсене. Чăн та, тĕрлĕ хыпарсене танлаштара-танлаштара, Крапивин çак шухăш патне çитнĕччĕ: Калюков хурахĕссм, таçта та çӳреççĕ пулин те, пуринчен ытларах Йĕпреç тăрăхĕнче явăнаççĕ. Пĕрремĕшĕнчен, кунта вĕсен çулĕсем хĕресленеççĕ. Иккĕмĕшĕнчен, хурахсенчен паллăраххисем, тĕрĕсрех каласан, таркăна тухнисем пĕрисем — Йĕпреçрен кăнтăрарах енчи тутарсем, теприсем — Йĕпреçрен çурçĕртерехри чăвашсем. Хăйсен ялĕсене сайра хутра пыркалаççĕ те, вĕсенче тăтăшах пулмаççĕ вĕсем, пулсан та, нумаях пурăнмаççĕ, влаç аллине çакланасран хăраççĕ. Виççĕмĕшĕнчен, пĕр-пĕр хура ĕç тунă хыççăн хурахсем йĕрне шăпах Йĕпреç патнелле çитеспе тăнч çухатаççĕ. Çак таврара вĕсене çĕр тĕпне çăтакан асамлă вырăн пур тейĕн. Тăваттăмĕшĕнчен, вырăнĕ çакнашкалскер кунта: Совет влаçĕн çулĕсенче кăна чугун çул хĕррипе темиçе пĕчĕк поселок ӳссе ларнă, ытти çĕрте — «шавлать, кашлать сĕм вăрман, вĕçĕ-хĕрри курăнмасть...»
Çаксене пĕтĕмпех шута илсе, Крапивин Телегина хурахсем çинчен ăçта хыпар илтĕннĕ çавăнта кайса çӳреме хушмарĕ, малтанлăха Йĕпреçре кĕтсе пурăнма сĕнчĕ. Вăл хушнине итлесе, Ванькка чугун çул хĕрринчи çак пысăк ялта, унччен уес центрĕ те пулса курнă, халĕ кĕçех район центрĕ пуласскерĕнче, хăйне ĕç шырама килнĕ çын пек кăтартса, пасарпа хĕреслĕ урамри карчăк патне хваттере вырнаçрĕ. Малтан Крапивинпа калаçса татăлнă пекех, кĕçех кунти «Кожтрест» кантурне çаратнă пек турĕç. Милици начальникĕн заместителĕ Демин çавăнтах следстви пуçарчĕ. Çапла вара вăтам пӳрен çӳллĕрех, хыткан, анчах çирĕп шăмшаклă, вăтăрсене çитсе пыракан арçынна пĕтĕм Чăвашъенĕпех шырама тытăнчĕç. Ку хыпара та, Экеç гражданинĕ тĕрмерен тарнине те таврари пур ялсене çитерчĕç, «Кожтрест» кантурне çаратнă хурах е Телегин евĕрлĕ çынсене курсанах административлă органсене пĕлтерме хушрĕç. Ара, ялсенчен чылайăшĕнче, тен, Йĕпреçре те, Калюковăн çывăх çыннисем пурах, эппин, çак хыпарсем вĕсен хăлхине кĕреççех.
Юрĕ, операции ку пайĕ ăнăçлă иртрĕ пултăр, çут тĕнчере, çĕрпе пĕлĕт хушшинче, тепĕр темле хурах çӳрени халĕ нумайăшне паллă тейĕпĕр. Анчах унăн çулне Калюковăннипе епле хĕреслетмелле? Хурахсен ушкăнне лексен те, шанăçа кĕмешкĕн ай-яй... Чи кирли тата — çак пур кăткăс ĕç те хăй юххипе юхса пынăн курăнмалла-çке, унсăрăн пĕр чип-чипер самантра çут тĕнчепе ним мар сывпуллашăн. Çав вăхăтрах хушнине пурнăçа кĕртессине ытлашши тăсма юрамасть. Хурахсен хура ĕçĕсен шучĕ кунсерен ӳссе пырать, çавăнпа вĕсене май килнĕ таран хăвăртрах тытмалла.
«Кожтрест» кантурне çаратнă пек тунă хыççăн Телегин тепĕр вырсарникунах Йĕпреç пасарне тухрĕ. Вăл унта кăнтăрла иртичченех çӳрерĕ, чи хаклă япаласем туянас пек хаклашкаларĕ, çав вăхăтрах «хăй пек пуяннисене» шырарĕ. Шел, унашкал çынсене пĕр-иккĕ кăна асăрхарĕ. Те хăй шырама-курма пĕлмерĕ, те лешсем чăнахах та сахал. Кĕсъе вăрри нумай вара. Анчах вĕсем Калюков хурахĕсемпе çыхăннă пулас çук... Телегин «хăй пек пуяннисемпе» сăмах пуçарса яма та хăтланкаласа пăхрĕ. Лешсем унпа пуплешесшĕн пулмарĕç, сисчĕвленсе, хăвăртрах пăрăнса утма тăрăшрĕç. Тепĕр тесен, мĕн тĕлĕнмелли, кашниннех лăпкăн пурăнас килет.
«Çук, капла май килмест, — шухăшларĕ Телегин, ĕç ăнманнишĕн хăйне тарăхса. — Капла эпĕ Калюковпа ĕмĕрне те çыхăнаяс çук. Ахăртнех, пиçмест манран...»
Чăнах, пĕр шутласан, пасарта хаклашса çӳренипех ху пуяннине ăçтан кăтартăн. Сан кĕсйӳнте укçа пурри-çуккине кам пĕлĕ. Мĕн пирки хаклашнине те çывăхри çынсем кăна илтме пултараççĕ. Енчен эсĕ туянаканни мар, хаклă япала сутакан çын пулсан вăт. Çитменнине, çав япала тинтерех кăна-ха пĕр-пĕр çĕртен çухалнăскер тейĕпĕр. Е ăна таçтан «çаратса» килсен? Капла пушшех лайăхрах пулма кирлĕ...
Çак шухăшпа кăштах хавхаланнăскер, Телегин, вăхăта сая ямасăр, почтăна тухса утрĕ, хутпа кăранташ туянса, çыру çырса ячĕ:
«Сывă-и, Макçăм пичче!
Мĕнле пурăнатăр? Эпĕ кунта чиперех çитрĕм. Ĕçе вырнаçаймарăм-ха, вырнаçасси те пăхса курăнмасть, шалт аптăрарăм. Паян пасарта пултăм. Сехет е çавăн йышши япаласем ыйтакан нумай кунта. Тупса килсе сутсан, питĕ лайăхчĕ, ĕçе вырнаçиччен пурăнмалăх укçа пулатчĕ. Таçтан кӳрсе киличчен, çывăхрах тупсан аванрах та çав, ну, ăна-кăна хăвăр пĕлĕр. Япаласем çитес пасарччен ман алăра пулсан лайăхчĕ. Капла вăхăт иртет, ĕç çук, укçа пач пĕтсе çитрĕ.
Тепре куриччен. Май килсен, йăмăкпа Улькана салам калăр.
Ванькка».
Телегин çырăва конверта чиксе çыпăçтарчĕ, урама тухрĕ, анчах пăртак шухăшласа тăчĕ те ăна почта ещĕкне пăрахмарĕ, чугун çул станцине утрĕ. Тепĕр çур сехетрен унта шăпах Канашалла каякан почта пуйăсĕ килмелле... Ăна кĕтсе илсе, çавăнпа ячĕ вара çырăва. Капла вăл такам аллине лекесрен шанчăклă.
«Макçăм пиччĕшĕнчен» хурав килессе кĕтсе пурăннă май Телегин кашни кунах чайнăя апатланма çӳрерĕ, апат-çимĕçпе эрех-сăра сутакан лавккана кĕре-кĕре тухрĕ, унта та, кунта та эрех ĕçе-ĕçе ӳсĕрĕлнĕ пек тукаларĕ. Анчах ун патне никам та пымарĕ, никам та сăмах хускатмарĕ. Юнкун кăна чайнăйра пĕр çамрăк каччă, вунсаккăрсенчискер, ун сĕтелĕ хушшине ларчĕ те сăра ĕçтерме ыйтрĕ. «Вилетĕп пуç ыратнипе, — тет, — ĕнер ытлашши кӳпсе тултарнă та, паян сăра ĕçмелĕх те укçа çук... Пичче, ырă çын пулса пулăш, тархасшăн. Е сан та кĕсъе пушă-и?» — «Кĕсъе-и? Кĕсъе ман нихăçан та пушă мар, — самант тупăннипе усă курса, пĕр тĕрке укçа кăларса кăтартрĕ «ӳсĕр» Телегин (ара, тен, чайнăйра пĕр-пĕр кирлĕ çын ларать, куртăрах). — Анчах сан пеккисене ĕçтерместĕп эпĕ. Пĕрре тăхăнтартса яриччен тасал кунтан, пшол!» Ачи айванрах пулас та, кӳренме те, тарăхма та пĕлмерĕ, çаврăна-çаврăна пăхкаласа, чайнăйран тухса кайрĕ... Телегин кĕтекен çынсенчен вара пĕри те курăнмарĕ. Эх, вăхăт иртет-çке! Кунашкал усăсăр пурнăçпа Ванькка, тыткăнра асапланнă чухнехине шута илмесен, тупата, ĕмĕрне пурăнса курман.
Эрнекун каçпа Телегин патне «Макçăм пичче» янă хăна çитрĕ. Вăл сĕтел çине темиçе кĕсъе сехечĕ, çĕрĕсемпе сулăсем, ытти эреш япалисем кăларса хучĕ. «Сутасса çак икĕ сехете сутма пултаратăн, — ăнлантарчĕ хăй. — Пĕри — Крапивин юлташăн, тепри — лавккаран хам тин туяннăскер. Ку тăрăхри кооператив лавккисене пурне те кӳрсе килнĕ ун пеккисене. Пасарта чи пирвай шăпах çак сехете сутма сĕнетĕп, мĕншĕн тесен эсĕ кĕçĕр Анатриял лавккине çарататăн. Сана кирлĕ çын хайхи шăпах лавкка япалине асăрхама пултарать. Ытти енĕпе малтан калаçса татăлнă пекех ĕçле...»
Унтан вăл Ванькка лавккана епле «çаратнине» ăнлантарса пачĕ те, ăнăçу сунса, шăппăн тухса кайрĕ.
Хăна пăртаклăха кăна кĕрсе тухрĕ темелле, чей те ĕçсе тăмарĕ, çынни те ĕмĕрне курманскер, Телегинăн çапах кăштах кăмăл çĕкленчĕ. Ара, ятлама мар, пĕр сивĕ сăмах каламарĕç ăна, ăнăçу кăна сунчĕç. Эппин, хушнă ĕçе час тума çуккине хĕреснашшĕ лайăх ăнланать...
Тепĕр вырсарникун Телегин каллех пасара тухрĕ. Çынсене вăл, тархасшăн, суйлăр тенешкел, харăсах икĕ сехет кăтартса çӳрерĕ. Туянас текенсем пур иккен. Телегинăн ирĕксĕрех хаклă ыйтма тиврĕ, унсăрăн сутса пĕтерĕн те, пасарта çӳремешкĕн сăлтав та юлмĕ хайхи.
— Эй, пичче, сехетне кăтарт-ха, — терĕ хыçалта такам кăнтăрла тĕлнелле.
Сасси таçта илтнĕскер пек. Телегин çаврăнса тăчĕ. Юнкун чайнăйра укçасăрах сăра ĕçме сĕмленнĕ каччă иккен. Çынни чăрмантараканскер кăна та ĕнтĕ, мĕн тăвăн, пасарта сутă тăваканăн ыйтаканпа калаçмаллах.
— Укçа тупăнчĕ-им тата? — куларах ыйтрĕ Телегин.
— Эс кăтарт...
Çине тăраканскере сехетсене кăтартма тиврĕ.
— Ак ку, кĕмĕл вăчăралли, аллă тенкĕ тăрать. Теприне вунă тенкĕпех паратăп, — ăнлантарчĕ Телегин.
— Тата пур-и сан? Эпир нумаййăн, — хăнк та тумарĕ çамрăк.
«Нивушлĕ эпĕ кĕтекен çын? — вĕлтлетрĕ шухăш Телегин пуçĕнче. — Чим, енчен вăл мана кирлĕ хурахсемпе мар, милиципе çыхăннă-тăк? — иккĕленчĕ çавăнтах. — Анатриял лавккине çаратакансене шырама тивĕç-çке. Эпĕ кунта мĕн ĕçпе çӳренине вара милицире те пĕлекен сахал... Çук, çук, ку ача чайнăйра манăн укçа нумаййине курчĕ-çке, угрозыск агенчех-тĕк, нэпман мар, кулак та мар манашкал çыннăн ун чухлĕ пулаймасса тӳрех тавçăрса илмелле, ку таранччен тытса, эпĕ камне тĕрĕслемелле...»
— Сехет чăнахах нумай кирлĕ-тĕк, шыраса пăхма пулать, — асăрханса-шахвăртса хуравларĕ Телегин. — Эс пирвай кусене туян-ха. Пĕркун сăра ĕçмелĕх укçу çукчĕ нихак.
— Туянаканни эпĕ мар, — каллех хăнк та тумарĕ çамрăк. — Атя ман хыççăн, çыннине кăтартăп.
Телегин пĕр хушă иккĕленем пек туса тăчĕ. Çук-ха, пек мар, чăннипех иккĕленчĕ. Ара, таçта, такам патне чĕнет-ха каччă, хăй вăл, тен, Калюков ятне те илтмен... Тепĕр енчен, Телегин халĕ Экеç хресченĕ мар ĕнтĕ, шăпах çавнашкал çынсене шырать, мĕншĕн тесен вĕсем урлă çеç Калюков йĕрĕ çине ӳкме пултарать.
— Ан хăра, пурте йĕркеллех пулĕ, — тепре чĕнчĕ каччă, вара çаврăнса малалла уттарчĕ.
Телегин ун хыççăн кайрĕ. Каччă пасартан çурçĕр-хĕвеланăç енчи хапхаран тухрĕ те, сылтăма пăрăнса, чугун çул хĕррипе вăрманалла çул тытрĕ.
— Эй, эс, ăçта илсе каясшăн мана? — чарчĕ ăна Телегин. — Сан хыççăн таçти çăва шăтăкне пымастăп эпĕ. Сире сехет кирлех-тĕк, хăвăр ман пата пырăр. Пĕлмен-палламан çынпа таçта тем тума çӳрес кăмăл ман çук.
Каччă чарăнчĕ, çаврăнса тăчĕ, пасар енне пăхса, тем шухăшларĕ.
— Шанмастăн эппин? Юрать, — килĕшрĕ вара. — Атя, хăвăн патна илсе кай.
Вĕсем, пасар хӳми çумĕпе çаврăнса, хĕреслĕ урама тухрĕç. Аллă-утмăл хăлаç кайсан, Телегин тăпра муклашкинчен такăнчĕ те, пĕшкĕнсе, пушмак пуçне пăхкаларĕ, çав вăхăтрах хыçалалла сăнарĕ. Вĕсем хыççăн пĕр арçын пырать иккен. Ахăртнех, ку урамра пурăнаканскер мар, Телегин ăна халиччен курман.
— Пушмак пуçне шăйăрттарса пăрахрăм, — кăмăлсăррăн мăкăртатрĕ Телегин, хăвăртрах утма тытăннă май.
Хваттерне çитсен, вăл кил хуçи карчăкне эрех илме лавккана ячĕ, лешĕ тухса кайсан, алăка çаклатрĕ, унтан кравать айĕнчи пĕчĕк арчаран сĕтел çине çыхă кăларса хучĕ, ăна салтса, сехетсене илчĕ те ытти япаласене каллех хăйсен вырăнне чиксе хучĕ.
— Акă, суйла, — сĕнчĕ вăл çамрăка. — Анчах эсĕ мана так пустуй пăтратса çӳретĕн пулсан, асту...
Куç хĕррипе сăнанă май, çыхăра мĕн пуррине курсан, каччă картах туртăнса илнине асăрхарĕ вăл. Эппин, ку çамрăкăн мул умĕнче чунĕ йăклатать-ха. Аван...
— Ара, каларăм-иç, туянаканни эпĕ мар терĕм.
— Эппин, мĕн пустуй лăпăртатса ларатпăр кунта. Туянакан çынну ăçта? — кăмăлсăрланчĕ Телегин.
— Урамра. Чĕнсе кĕртем-и?
Телегин ăна алăк уçса пачĕ. Часах каччă паçăр хыçран пынă çынна ертсе килчĕ. Ку вăл сăнран пăхма çирĕм пиллĕксенчи сарă арçын пулчĕ. Хĕрлĕ йăрăмлă кăвак шевиот костюм, çутă симĕс кĕпе, хура пушмак тăхăннă вăл, мăйне пăнчă-пăнчă сарăллă тĕксĕм кăвак галстук çыхнă. Пичĕ типшĕм, çавăнпа тӳрĕ сăмси пысăк пек курăнать. Симĕс хăмăр куçĕ куларах пăхать. Сухал та ӳстернĕ ку çын, анчах ăна касса-тирпейлесех тăрать пулмалла, пӳрне хулăнăшĕнчен вăрăм мар. Пĕр сăмахпа, çак çынна чăваш тесе те, ахаль этем кăна тесе те калаймăн. Нивушлĕ йăнăшрĕ-ши Телегин, нивушлĕ лавкка çаратакана шыракан милиционерсем пулчĕç ку çынсем? Анчах мĕншĕн-ха чайнăйра çамрăкраххи унран сăра ĕçме укçа ыйтрĕ? Ун чухне Анатриял лавккине «çаратманччĕ-ха». «Кожтрест» кантурне тустаракан вăрă вырăнне хучĕç пулинех ăна. Юрать, çапла тейĕпĕр. Эппин, мĕншĕн ун чухне арестлемерĕç? Сăлтав çителĕксĕрччĕ-ши?
— Ну, хаклă юлташ, кăтарт япалусене, — шухăшсене тартса ыйтрĕ кĕнĕ арçын. Чăвашла чип-чипер калаçать иккен хăй.
— Акă вĕсем, пурте сĕтел çинче, — пуçне сĕлтрĕ Телегин, хăйне лăпкă тыткалама тăрăшса.
— Ытти йăлтăр-ялтăрĕ тата?
Каччă ăна хăй кунта мĕн-мĕн курнине каласа пама ĕлкĕрнĕ-мĕн.
— Пирвай кусене туянăр. Вара, укçăр пулсан, ыттине те кăтартма пултаратăп, — ăнлантарчĕ Телегин.
Аслăраххи аллине пиншакĕн шалти кĕсйине чикрĕ, анчах унтан енчĕк мар, сасартăк револьвер туртса кăларчĕ, Телегина кăкăртан тĕллерĕ:
— Енчен эпир сана милицие ăсатсан?
«Эппин, милици çыннисем мар кусем», — халĕ ĕнтĕ çирĕп ĕненчĕ Телегин. Саманчĕ хăрушăскер пулин те, çакă ăна савăнтарчĕ. Анчах вăл хăйне самантлăха çухалса кайнă пек тыткаларĕ, пĕр-икĕ минут пач чĕнмесĕр тăчĕ. «Кусемпе çапах та ытла айванла пулма юрамасть», — шухăш ласаилчĕ çавăнтах.
— Атьăр эппин, милицие виçсĕмĕр те пĕрле каяр, — терĕ вара.
«Хула çынни» кулса ячĕ, револьверне каялла чиксе хучĕ.
— Пуçтарса хур япалусене, пире кирлĕ мар вĕсем, — терĕ вара кăмăллăн. — Санпа паллашма килтĕмĕр эпир. Паллашар: мана Валет теççĕ, ку ача ячĕ — Санькка. Ăна эсĕ астусан та, астумасан та пултаран — вăл уншăн пĕртте кӳренмĕ.
— Эпĕ — Телегин, Иван, — алă пачĕ Телегин. Ялти пекех, Ванькка тесшĕнччĕ те, ку çынсем умĕнче ĕлккенрех курăнсан аванрах-тем. Вырăсла Иван вара чăвашла Ваньккаран хăватлăрах янăрать.
Валет сĕтел хушшине меллĕрех вырнаçса ларчĕ, Телегин сехетсене пурне те пуçтарса чикрĕ. Çав хушăра Санькка тăчĕ те картишне тухрĕ. Хураллама ĕнтĕ. Ачине Ванькка ахалех ăссăртарах вырăнне хунă, лешĕ хăйĕн ĕçне аван пĕлни курăнать. Вăл юнкун та чайнăйра сăра ытахальтен пырса ыйтманни халĕ кĕретех.
— Итле-ха, лягавăйсем сана шыраççĕ пуль? — ыйтрĕ Валет тӳртен. — Ку япалусем санăн Анатриял лавккинчен-и?
— Турă панисем, — уççăн пĕлтересшĕн пулмарĕ Телегин.
— Пĕр сăмахпа, ĕç-пуç çакăн пек, — çирĕппĕн каларĕ Валет. — Турă панă-и сана вĕсене, шуйттан-и — пирĕншĕн пурпĕрех. Анчах эсĕ эпир çӳрекен çĕрте йĕр хăваратăн. Ментсем вара сан пирки пирĕн çинчен усал шухăшлама пултараççĕ. Çавăнпа сунара урăх вăрмана çӳреме сĕнетпĕр.
— Камсем вĕсем — эсир? — кăсăкланса ыйтрĕ Телегин.
Валет каллех кулса ячĕ. Тепĕр чух вăл, темшĕн-çке, сăлтав çук çĕртех ахăра-ахăра илет.
— Нумай пĕлсен, Иван, час ватăлан. Пур çĕре те чикĕнме тăрăшакан сăмсана вара татса илме те пултараççĕ, — терĕ Валет кулма чарăнсан.
— Ну-у, курман-пĕлмен кашни çын хушнине итлесе пурăнсан... — килĕшмене печĕ Телегин. — Тепĕр тесен, эсир ан хăрăр. Пĕр вырăнта нумай пурăнасшăн мар эпĕ. Çавăнпа кĕçех хамах тасалăп кунтан.
— Апла тесен, юрĕ, — çырлахрĕ Валет. — Итле-ха, эс пĕчченех-и е...
— Пĕчченех, — вăл мĕн ыйтасшăн пулнине ăнланса, Телегин ăна каласа пĕтерме те памарĕ.
— Хăрушă мар-и? Тен, лайăх, шанчăклă юлташ кирлĕ сана?
— Пăсмĕччĕ. Анчах юлташĕ лĕпĕр-лепĕр кăна пулсан, пĕччен луччă лайăхрах.
Валет унпа килĕшнĕн пуçне сулчĕ.
— Пĕр çынпа паллаштарас мар-и сана? — куçне чеен хĕссе сĕнчĕ вăл. — Тен, пĕр чĕлхе тупăр?
— «Тен» тенипе кăна çырлахма йывăртарах та-ха... — ĕнсине кăтăрт-кăтăрт хыçрĕ Телегин.
— «Тен» кăна пулмасть. Пĕр чĕлхе тупаймасан та, калăпăр, эпир сана япалусене шăвăнтарма пулăшăпăр, — шантарчĕ Валет. — Вĕсене пурне те хăвах сутас тетĕн-им? Пасара пайтах çӳреме тивĕ капла, пĕринче-тепринче лекме те пултаратăн.
Шухăшсем
Прочитал от и до...
Your website, chuvash...
What if your website chuvash...
Your website, chuvash...
Elegir el mejor financiamiento inmediato...
Are you making the most of the potential...
What if your website chuvash...
Чăн чăнах та, сатира туйăмĕ Л...
Чăн чăнах та, сатира туйăмĕ Л...
Your website, chuvash...