Синкер :: Саккӑрмӗш сыпӑк
— Апла-ха, эппин, — кăсăкланчĕ вăл, унтан, хура куçне хĕссе, тӳрех ыйтрĕ: — Каласа пар-ха, еплерех кĕрсе тухрăн çав лавккана?
Телегин турткалашса тăмарĕ, кăмăлпах каласа кăтартрĕ:
— Шупашкарти тĕрмерех илтнĕ эпĕ: пĕлтĕр-и çав, виçĕмçул-и, унта пĕр шутсăр пултаруллă çын ларнă иккен. Ятне астумастăп халь, анчах вăл тĕрмерен мĕнле тарнине ĕмĕрлĕхех астуса юлтăм. Çавскер кăмака мăрйине салатнă та тĕрме тăрринчен картишне лекнĕ иккен, унтан темле майпа тухса тарнă... Эппин, шухăшларăм эпĕ, çав меслете кутăн çавăрсан, тултан шала кĕме те пулать-çке. Вăт, Анатриял лавккине тасатнă чухне аппаланса пăхрăм çапла. Питĕ ăнăçлă пулчĕ. Икĕ сехет те тăрмашмарăм, лавккана кĕрсе те кайрăм. Алăк-чӳречене пач тĕкĕнмен.
Телегин калавĕ Минăна çырлахтарчĕ кăна мар, рехетлентерчĕ те курăнать.
— Çапла, пулнă ун пекки Шупашкар тĕрминче, — кăмăллăн каларĕ вăл. — Астумастăн-тăк, пĕлтерем: çынни вăл — Мина, сан умра тăраканскер.
— Эсĕ-и? — тĕлĕнчĕ Телегин. — Вăт телей... Сан пек çынпа тĕл пулмашкăн тӳр килĕ тесе ĕмĕрне шутламан.
Анчах Мина рехетленĕвĕ нумая пымарĕ.
— Эппин, Шупашкар тĕрминче ларнă-ха эсĕ, — терĕ вăл каллех сисчĕвленсе. — Мĕншĕн ларнă? Мĕнле тухса тартăн тата? Шупашкар тĕрми вăл Çĕрпӳ пасарĕнчи нушник мар, чул хӳме карнă ун тавра. Е, айăп çук тесе, лягавăйсем хăйсемех кăларса ячĕç-и?
Телегинăн каллех хăйĕн инкекĕ çинчен тĕпĕ-йĕрĕпе каласа кăтартма тиврĕ. Çав вăхăтрах вăл çакна асăрхарĕ: унăн калавне ĕнтĕ пĕлеççĕ пулин те, Йыснапа Валет ăна каллех пĕр сăмах сиктермесĕр итлерĕç. Унччен каланипе танлаштараççĕ иккен. Эппин, ăна тĕрĕслеме пăрахман-ха...
Мина те çырлахрĕ унăн калавĕпе, те пĕр сăмахне те ĕненмерĕ — ăнланма хĕн.
— Ну, юрĕ, — терĕ çеç, Телегина хура куçĕпе шăтарасла пăхса. Унтан пурне те хушрĕ: — Атьăр-ха, манпа самантлăха яла çитсе пăхар. Иртнинче киле килнĕ чухне ментсем таçтан çĕр варринчех персе çитрĕç. Юрать картишĕнче икĕ йытăччĕ, вăхăтра шăв-шав çĕклерĕç те тарса ĕлкĕртĕм. Ăстан пĕлнĕ лягавăйсем эпĕ ялта иккенне? Вăт, шухăшлатăп-шухăшлатăп та, хамăр касри пĕр путсĕр хĕрарăм мана сутса пурăннăн туйăнать. Çавăнпа кайса пуплешмелле пулать. Ялта халь таса, хăрама кирлĕ мар...
Хурахсем пит шухăшласа тăмарĕç, утсене утланчĕç те, вăрман сулхăнĕнчен тухса, Анатри Тĕрере вĕçтерчĕç. Телегинăн мĕн тăвас? Паллах, вăл та «юлташĕсенчен» юлмарĕ. Вĕсем яла аннине курнă-ши леш мăнтарăн хĕрарăмĕ, тата, хăйĕн айăпне туйса, Минин ун патне пырасса чунĕпе сиснĕ-ши, юланутçăсем çитнĕ тĕле вăл, пĕр хресчен каласа панă тăрăх, те тарса, те ăнсăртран, кӳршĕри çĕрме пуян патне каçнăччĕ. Мина та юлташĕсемпе унта вĕçтерсе çитрĕ, ут çинчен анса, вырăсла хапхаран чăмăрĕпе тӳнлеттерчĕ.
— Гордеева, тух! — кăшкăрчĕ вăл. — Эс кунтине пĕлетпĕр эпир. Халех тух! Сăмах пур.
Картишĕнче çын сасси-мĕнĕ илтĕнмерĕ, касмăкри йытă кăна, урам еннелле тапса туртăнаканскер, мăйкăчпа пăвăна-пăвăна хăрăлтатса вĕрчĕ. Кăштахран Мина хапхана урапа тапа-тапа кĕрслеттере пуçларĕ.
— Эй, хуçа, илтетне?! Енчен çав путсĕр хĕрарăма халех кăларса ямасан, пӳртӳ тăррине çиччас хĕрлĕ автан хăпарса кайĕ, — татах кăшкăрчĕ хăй. — Асту, нумай кĕтсе тăмашкăн вăхăт çук.
Хайхи картишĕнче арçын такама ӳкĕтлесе тем калани илтĕнчĕ, унччен те пулмарĕ — хĕрарăм шари! çухăрса ячĕ.
— Ах, кум, тархасшăн, ан пар мана çавсен аллине, турă пул, кум, çăлса-ам! — сехĕрленсе йăлăнчĕ вăл.
Кил хуçи ăна итлемерĕ курăнать, унтан та кунтан çакланма тăрăшакан хĕрарăма урама вăйпах тĕксе кăларчĕ, çавăнтах калинккене шалтлаттарса хупрĕ те сăлăп ярсах питĕрсе илчĕ.
— Мĕн, ара, эс çав териех сехĕрленсе ӳкнĕ? — шăл йĕрчĕ Мина, хĕрарăма хулран тытса. — Эп санпа алла-аллăн тытăнса кулет тăвасшăн.
Ун аллине лекнĕ хĕрарăм лăпланнă пек пулчĕ. Текех кăшкăрашмарĕ, куçне саппун тӳртĕшĕпе шăлса типĕтрĕ.
— Иртĕх ĕнтĕ, иртĕх, — терĕ лăпкăн.
— Атя, килне каяр, унта калаçăпăр, — çурăмран тĕкрĕ ăна Мина. — Халăх умĕнче тăрар мар.
Тепĕртакран вĕсем хĕрарăм килне çитрĕç, картишне кĕчĕç. Телегин ку ĕç ырăпа вĕçленес çуккине ăнланса илчĕ ĕнтĕ. Мĕн тумалла унăн кун пек чухне? Хурахсене чармалла-и? Мĕскĕн хĕрарăма çăлмалла-и? Анчах епле çăлăн? Лешсем пурте пăшалпа. Хута кĕме хăтлансан, Телегин хăй кăна мар, ăна хĕреснашшĕ шанса панă ĕç те пăчланĕ. Тепĕр енчен, инкеке лекнĕ çынна пулăшасах килет...
Ванькка татăклă шухăш патне çитеймерĕ — Мина чăрмантарчĕ.
— Вăт, Иван тусăм, сан кăмăл çирĕплĕхне тĕрĕслесе пăхмалли май тупăнчĕ хайхи, — лăх-лăх кулчĕ вăл. Куçĕ вара хăйĕн яланхи пекех сиввĕн йăлтăртатрĕ. — Çак хĕрарăм, — Ваньккана айăкран тĕксе ăнлантарчĕ çавăнтах, — мана лягавăйсене сутасшăн пулнă, çавăншăн вăл леш тĕнчене ăсанма тивĕç. Персе пăрах ăна çакăнтах!
Телегин тӳрех нимĕн тума, нимĕн калама аптăрарĕ.
— Ара, манăн револьвер çук-иç, — терĕ тепĕр самантран хăйне алла илсе. — Йыснаран туянасшăнччĕ... улăштарасшăнччĕ кĕмĕл сехетпе...
— Пирĕн çĕнĕ туса пăшалпа çӳремешкĕн иртерех пек туйăнчĕ те, эпĕ ăна, чăнах та, кĕпçе памарăм-ха, — ăнлантарчĕ Минăна Йысна.
— Мĕнех вара, — терĕ лешĕ, — халь пама юрать. Тепĕр тесен, Иван, хамăннипе пер.
Вăл аллине кĕсйине чикрĕ... Çак ĕç Телегиншăн темле вĕçленетчĕ — калама хĕн. Анчах хĕрарăм, ку таранччен, сăмах хăй çинчен мар, такам урăххи пирки пынă пек, пач хускалмасăр тăраканскер, сасартăк Минăна мĕнпур вăйран тĕксе ячĕ те, хăрушшăн кăшкăрса, пахчаналла тапса сикрĕ, кĕпи арки вĕрлĕк туратĕнчен çакланса çурăлнине пăхмасăр, карта урлă вăшт кăна каçса кайрĕ. Мина ăна-кăна хăвăрт тавçăрса илчĕ, хĕрарăм хĕвелçаврăнăш хушшине кĕрсе çухалма пултарасса ăнланнăскер, хыçран хăваласа тăмарĕ, револьверĕпе тĕллерĕ те пĕррех кĕрслеттерчĕ. Хĕрарăм малалла мĕнле ыткăннă çаплипех, икĕ аллипе те хăлаçланса, вĕçнĕ пек персе анчĕ. Мина, ун хыççăн ыттисем те вăл ӳкнĕ çĕре чупса кайрĕç. Унтан Мина хĕрарăма, вăл йăшăлтатма пăрахманнине курса, тепре пуçран печĕ.
— Вăт çапла, пире сутма шухăш тытнисене пурне те çакă кĕтет, — терĕ вара, револьверне сулласа, темшĕн тата çак сăмахсене каланă самантра Ваньккана куçран шăтарасла пăхрĕ.
Телегинăн ăна тăнлас шухăш мар. Унăн çынвĕлерен хурах çине сиксе ӳкес, ăна çакăнтах пăвса пăрахас килчĕ. Анчах юрамасть. Пĕрремĕшĕнчен, виçĕ арçын ăна пурпĕрех çĕнтерĕç. Иккĕмĕшĕнчен, мĕскĕн хĕрарăма ĕнтĕ пурпĕр çăлаймăн, Ваньккан вара Крапивин хушнине пурнăçламаллах, хурахсен ушкăнне кам-кам кĕнине, вĕсем ăçта-ăçта пурăннине, камсемпе çыхăну тытнине тĕплĕн пĕлмелле. Çавăнпа, акă, халĕ хăйне чарма, хурахсемпе ним пулман пек тыткалама, кулкаламашкăн та тивет. Çакă вара, ахăртнех, Минăна çырлахтарчĕ.
— Акă мĕн, туссем, — сăмаха урăх енне пăрчĕ вăл, — пирĕн, уйрăмах манăн, çак Анатри Тĕрер халăхĕнчен пĕртте хăраманнине кăтартмалла. Аттуш хăшĕсем мана ял çынни вырăнне хума пăрахрĕç, сутма та хăтланаççĕ. Ара, эпир чăннипе кунтисем мар-çке, Мăкăртан куçса килнĕскерсем.
Вăл, пуçне мăнаçлăн каçăртса, урам еннелле пăхса илчĕ, пĕр самант тем шухăшларĕ.
— Валет, — терĕ вара, — эсĕ урхамахсене леш уçланка кайса яр та ав çав пӳрте, çырма хĕрринчине, пыр. Эпир çавăнта пулатпăр, унта паян тем ĕçки ĕçеççĕ. Хуçисем пире хăналама хирĕç пулмĕç тетĕп, хе-хе. Пĕсехе тулли савăнăпăр пĕрер сехет. Вăл хушăрах ментсене чĕнсе килеймĕç-ха. Ку инкене леш тĕнчене мĕншĕн ăсатнине пĕлсен, малашне, тен, милицие чупаканах та тупăнмĕ.
Валет утсене вăрмана илсе кайсан, Мина, Йысна, вĕсемпе пĕрле — мĕн тăвăн — Телегин та васкамасăр, урам варрипех çырма хĕрринчи пӳрт патнелле утрĕç. Унта, чăнах та, хăна-вĕрле ĕрлешни, хуткупăсăн хăйăлтирех сасси илтĕнет. Унашкал ĕçкĕ шавĕ ялăн тепĕр енче те янăраса тăрать-ха та, Мина, темшĕн, çак çурта суйласа илчĕ. Ку ялсем тырă вырса пĕтернĕ иккен, те çав ятпа савăнать хресчен, те кĕркунне тулăхĕпе усă курса туй-шилĕк кĕрлеттерет — пĕлсе пĕтер çыннăнне...
Ĕçкĕ ĕçекенсем, çирĕм çын ытла та пулĕ, самаях хĕрсе çитнĕ. Çапах, Минăпа тусĕсем пырса кĕрсен, урăлчĕç тейĕн — шăпăрт пулчĕç. Урмăш куçлисем те çăвар уçма хăяймасăр кăн-кан пăхкалаççĕ. Пӳрт ăшчиккине темле хăлхана янраттаракан шăплăх пусса илчĕ.
— Мĕншĕн шăплантăр, ялйыш?! Е пире кăмăлламастăр-и?! — кашнинех пăхса çаврăннă май кăшкăрчĕ Мина.
— Ара, мĕн калаçан эс, Василь Егорчă! — хыпăнса ӳкрĕ кил хуçи арăмĕ. — Иртĕр, хаклă хăнасем, иртĕрех тĕпелелле! Ырăпа килене яланах хавас эпир...
— Ырăпах çӳретпĕр, инке, ырăпах, — сăмах хушрĕ Йысна, питне-куçне йăл-ял тутарса. — Иртсе пыраттăмăр та урамра, ами, сирĕн килĕрте савăнăçлă шав пуррине илтрĕмĕр. Атьăр-ха, кĕрсе пăхар, эпир те пĕрле савăнар терĕмĕр.
— Тĕрĕс тунă, питĕ тĕрĕс! — тăна кĕчĕ кил хуçи те. — Тытăр-ха эппин, пĕрер стакан ĕçсе парăр... Карчăк, сăра ăшăт, сĕтел çинчин, ав, кăпăкĕ пĕтнĕ...
Ĕçкĕ майĕпен каллех хăй еккипе кайрĕ темелле. Минăпа Йысна пĕр-икшер курка ӳпĕнтернĕ хыççăн ыттисемпе пĕрле юрă та ĕнĕрлекелесе пăхрĕç. Телегинăн та курка тытса пама тиврĕ. Анчах савăнас шухăш-и пуçра! Ним айăпсăр вилсе выртнă хĕрарăм куç умĕнчен кая пĕлмест. Пулăшаймарĕ ăна Телегин, эх, хăтарса хăвараймарĕ...
— Стоп! Эс ăçта каясшăн?! — шартах сиктерчĕ ăна Йысна сасси, шухăшсене те хӳтерсе ячĕ.
Хăнасенчен пĕри пӳртрен тухма тăнă иккен те, ăна Йысна пырса чарнă.
— Эс ăçта каясшăн, пичче? — ыйтрĕ вăл тепре, кĕсйинчен револьвер кăларса.
— Ĕнтĕ... сăра хыççăн... ху пĕлен... — аптăрарĕ лешĕ.
— Эпир кунта чухне пурте тӳсетĕр. Фçо! — татса хучĕ Йысна.
Ытти хăнасем хăйсем хушшинче пăшăл-пăшăл туса илчĕç те каллех юрлама-ташлама тытăнчĕç. Урăх мĕн тăвăн кун пек чухне...
Анчах нумаях та вăхăт иртмерĕ — лашасем леçме кайнă Валет хашкаса чупса çитрĕ.
— Атас! — терĕ вăл çавăнтах юлташĕсене. — Ментсем!
Минăпа Йысна чалт! сиксе тăчĕç, çенĕке сирпĕнсе тухрĕç. Пĕр курка сăра та ĕçмен тейĕн çав. Телегин та вĕсенчен юлмарĕ. Мина çенĕк алăкне кăшт уçса пăхрĕ. Чăнах та, урам енчен пӳрт патнелле темиçе милиционер çывхараççĕ. Мина алăка хупса хучĕ, шалтан питĕрсе илчĕ, çенĕке ухтарма тытăнчĕ. Часах таçтан пуртă туртса кăларчĕ, çенĕк хăмине хире пуçларĕ, тем самантра çын тухмалăх хушăк туса та хучĕ. Вăл ĕçленĕ вăхăтра Йысна Телегина револьвер тыттарчĕ. Хурахсен çумра икшер те пулас вĕсем... Хушăкран тăваттăшĕ те самантрах çуртăн хыçал енне сирпĕнсе тухрĕç, çырмана ыткăнчĕç. Милиционерсем кил-çурта хупăрласа илейменччĕ-ха, çапах таркăнсене асăрхама ĕлкĕрчĕç. Чăн та, вĕсем хурахсем пӳртрен хыçал енчен тухса тарасса кĕтмен пулас, çавăнпа тӳрех пемерĕç. Çак самантпа усă курса, хурахсем хăйсем пере пуçларĕç, хăвалакансене çĕр çине вырттарчĕç. Паллах, Телегин та виçĕ-тăватă хут сывлăшалла кĕрслеттерчĕ. Çапла чиперех çырмана анса кайрĕç, вăрманалла талпăнчĕç. Милиционерсем вĕсем хăш еннелле кайнине ăнланса илеймерĕç курăнать, икĕ ушкăна уйрăлса, çырмана икĕ енчен пӳлме васкарĕç. Минăпа тусĕсем кунашкаллине пĕрремĕш хут çеç курман-тăр çав, çĕр хăлаçсем чупсан, çырма тепĕр енне тухрĕç те вăрмана уйпах чавтарчĕç. Вĕсен çулне пӳлме васкакан милиционерсем пач айккинче тăрса юлчĕç...
Çапла хурахсем вăрмана чиперех çитрĕç, уçланкăри утсене утланса, Телегин пĕлмен çулпа сиккипе вĕçтерчĕç.
— Эс вара батыр егет, — ырларĕ Йысна В аньккана. — Ку револьвера парнеленĕ тесе шутла. Дуса панă пек.
Ахăртнех, вăл питĕ хытă пăлханнă. Ахаль чухне чăвашла тасах калаçаканскер, халĕ тăрсан-тăрсан тутар сăмахĕсемпе те перкелешет.
— Эпĕ те сана сехете парнелетĕп! — хытă кайнăран хăлхара çил вĕрнипе кăшкăрса каларĕ Телегин. — Çывăх туса панă пек.
Çапла çичĕ-сакăр çухрăм е ытларах кайсан, самай пысăк вăрман тĕлне çитрĕç те унта пăрăнса кĕчĕç.
— Ку тăрăхра кун çутинче çӳреме хăрушă, луччă каçчен кăштах канса илер, — те сĕнчĕ, те хушрĕ Мина.
Вăрмана шаларах кĕчĕç те, тинех лăш сывласа илсе, канма ларчĕç, утсене курăк çине яриччен йĕнер çумĕнчи хутаçра камăн мĕн пуррине кăларса, кăштах çырткалам пекки турĕç. Анчах никамăн та апат шухăшĕ мар-мĕн.
— Сыснасем, пĕтме маннăскерсем, — ял çыннисене тарăхса ятлаçрĕ Мина, — пире сутас текенсем татах пур-мĕн. Юрĕ-ха, шыраса тупăп эпĕ вĕсене, пурне те, пурне те тăн кĕртĕп.
— Темскер, юлашки вăхăтра пире ăçта ан пыр çавăнта хăвăрт хупăрла пуçларĕç, — терĕ Валет. — Халĕ те, ак, эпĕ лашасене уçланка хăварса, каялла таврăнаттăмччĕ. Пăхатăп та, яла тепĕр пуçĕнчен темиçе тăрантас кĕрет. Кашнин çинче — арçынсем. Тӳрех тавçăрса илтĕм ментсем иккенне. Юрать эсир хăналанакан кил ялăн вăрман енчи пуçĕнче те, вĕсенчен маларах çитме ĕлкĕртĕм.
— Эппин, эпир леш инкепе айкашнă чухнех тахăшĕ милицие тухса вĕçнĕ. Вăт сана хăрату, — пусăрăнчăк кăмăлпа каларĕ Йысна. Çавăнтах пуçне Телегин енне пăрчĕ те: — Эс вара, Иван, аптрамастăн. Каласса пĕр сăмах каламарăн та, хăраса та ӳкмерĕн. Маттур, — терĕ.
Вăл ĕнтĕ лăпланса çитнĕ курăнать, чăвашла каллех тап-таса калаçать.
Çу варри тахçанах иртнĕ çав ĕнтĕ, çанталăк ăшши-сиввипе пит палăрсах каймасан та, вăхăт кĕркунне енне сулăннă. Çавăнпа, хĕллехи пек час çитмерĕ пулин те, каç ĕнтрĕкĕ нумай кĕттермерĕ. Пирвай йывăç вуллисем, каярах турачĕсемпе çулçисем те тĕксĕмленсе-тĕксĕмленсе пычĕç, юлашкинчен, пĕр пĕтĕм хура чаршав пекех, пур енчен те хупăрласа илчĕç. Пур-çук кайăксем паçăрах юрлама-чĕвĕлтетме пăрахнă ĕнтĕ, кăмăла пусаракан шăплăх тăрать йĕри-тавра. Акă, инçех те мар çĕрлехи кайăк — ӳхĕ — чуна çӳçентерсе ихиклетсе илчĕ.
— Ну, пирĕн вăхăт çитрĕ, — терĕ вара Мина, ура çине тăрса. — Çитĕ капла çӳресе, атьăр, халĕ Калюк патне каяр.
Карт! турĕ Телегин чĕри. Тинех тĕп тĕллев патне пырса тухас самант çывхара пуçларĕ. Мĕнле пулса иртĕ çав самант, епле вĕçленĕ? Халĕ ĕнтĕ паян пулса иртни мар, ыран, тен, кĕçĕрех мĕн пуласси пăраларĕ унăн пуçне. Ара, хатĕрленмелле ку тĕлпулăва, çав тери тĕплĕн хатĕрленмелле.
Анăçра хĕрлĕ кĕрен тĕс сӳнсе çитнĕ вăхăтра вăрмантан юланутçăсем тăваттăн харăс тухрĕç те кăнтăр-хĕвеланăçнелле вĕçтерчĕç. Пĕлĕтрен кăшт ӳкекен çутăра вĕсем хура мĕлкесем пек куçса пычĕç.
Шухăшсем
Прочитал от и до...
Your website, chuvash...
What if your website chuvash...
Your website, chuvash...
Elegir el mejor financiamiento inmediato...
Are you making the most of the potential...
What if your website chuvash...
Чăн чăнах та, сатира туйăмĕ Л...
Чăн чăнах та, сатира туйăмĕ Л...
Your website, chuvash...