Синкер :: Вуннӑмӗш сыпӑк
Каярах Крапивин, ăна ирччен янине пăхмасăр, Васильева та чĕнсе илчĕ, Оглоблинпа иккĕшĕн малашне мĕн-мĕн тумаллине кашни вак-тĕвек таран ăнлантарчĕ.
«Калюков эшкерне тытмашкăн пур енчен те хатĕрленсе çитрĕмĕр пек, — тин çырлахса шухăшларĕ Крапивин. — Вăл ăçта чарăнса тăнине кăна пĕлесчĕ. Вара хупăрласа илĕпĕр те...» Енчен Калюков тарса хăтăлсан е хупăрласа иличчен Утара пырса кайма шутласан, ку варианта та шута илнĕ. Леш Мининĕ уйрăм çӳреме пуçлани, чăн та, аван япала мар, капла вăл тытăнмасăр юлма пултарать. Ăна Анатри Тĕрер ялĕ таврашĕнче сыхламашкăн Çĕрпӳ милицине хушма тивет.
Халĕ вара — кĕтмелле. Мĕнле хыпар калĕ Телегин, епле пĕлтерме пултарĕ ăна?
Шухăшсем
Make everyday life more convenient — h...
Our AI-powered traffic solution delivers...
Praktiska pagalba kasdieniams issukiam...
Discover how our AI can skyrocket your C...
I've noticed that your chuvash...
Watch this if you are struggling to get ...
1...
6...
1...
6...