Сĕве Атăла юхса кĕрет. Пĕрремĕш кĕнеке :: Виҫҫӗмӗш пайӗ. Чалӑм крепоҫӗ
Таврана тĕтре хупăрласа илчĕ. Сотниксем кашни кимĕ патне тенĕ пек хурал тăратрĕç. Часах пĕтĕм лагерь тутлă ыйха путрĕ.
Чалăмран лайăх хыпар илнĕ пулин те питĕ канăçсăррăн тытрĕ хăйне çак каçхине Палецкий князь. Вăл хăйне сыхлакан йытăсенчен пĕрне сăнчăр вĕççĕн тытса Атăл хĕррине кая-кая килчĕ, хуралсене тĕрĕслерĕ, çур çĕр тĕлĕнче ыйхă килменнипе хӳшĕ çывăхĕнче нумайччен уткаласа çӳрерĕ. Ăна таçта сăртра çынсем кăшкăрса вăрçнă пек туйăнчĕ. Шанчăклă йыттине çавăтса вăл сасăсем илтĕннĕ еннелле утрĕ.
Çынсем унтан инçетре те мар калаçаççĕ.
— Хуралçă, кил-ха кунта! — чĕнчĕ князь темле карта умĕнче чарăнса тăрса.
Çынсем тăракан çĕртен кам çӳрет унта тесе кăшкăрчĕç, тахăшĕ усал сăмах лаплаттарса хучĕ.
— Ыран эп сире вăрçма вĕрентетĕп ак, пушăпа çаптарма хушатăп! — хăйсем кампа калаçнине систересшĕн пулчĕ князь.
— Ыран сана хăвна лекет! — терĕ лере тăракансенчен пĕри.
Князь каллех хуралçа хăйĕн патне пыма хушрĕ, хирĕç ăна тепĕр хут киревсĕр сăмахпа тавăрчĕç.
Ирхине князь темиçе кимме çармăссем илсе кайнине пĕлчĕ. Тинех ăнланчĕ вăл, çĕрле унпа вăрçакансем хуралçăри ратниксем пулман-мĕн, çармăссем пулнă.
Тул çутăлнă хыççăн тĕтре тата вăйланнă пек туйăнчĕ. Кăна кура Палецкий кимĕсене часрах тапранма хушрĕ. Вăл Чалăм тĕлĕнчен шăп та шай тĕтре сирĕличчен иртесшĕн пулчĕ.
Анчах тĕтре кимĕсем çинчи йышлă çара çăлмарĕ, ун тĕлĕшĕнчен сиксе тухнă инкеке пысăклатрĕ çеç. Умра мĕн пуррине нимĕн те курман кормчисем хăйсен киммисене ăçталла илсе кайнине те пĕлмерĕç. Чалăм тĕлĕнче кимĕсем тĕтре ăшĕнче сылтăм çырана пырса çапăнчĕç. Çӳлтен вара пурин сехрине те хăпартса вĕсем çине тем пысăкăш чул катăкĕсемпе юман кĕрешсем тăкăнчĕç. Кимĕсем çинче çухăрашу пуçланчĕ. Тарса хăтăласси пирки кунта никам та шутламарĕ. Хăтăлма май та пулмарĕ: хăйсен умĕнче мĕн пулса иртнине пĕлмесĕр кайри кимĕсем малтисем çине пыра-пыра тăрăнчĕç.
— Каялла чакмалла мар, вĕçĕмсĕр малалла ишĕр, малалла! — кăшкăрчĕ Палецкий князь. Хăтăлса тухнă кимĕсем чăнах та малалла ишрĕç. Кам пĕтнипе кам чĕррĕн юлнине тĕрĕслесе тăма вăхăт пулмарĕ.
Кăнтăрла тĕлне таçта аякка, вуншар çухрăма сапаланса кайнă кимĕсем Шашкар вăррине пуçтарăнма тытăнчĕç. Ратниксен пысăк ушкăнĕ çыран хĕррине ишсе тухнă çынсене пуçтарса çӳрерĕ. Халĕ ĕнтĕ Чалăм вĕсене мĕнле шар кăтартни пуриншĕн те куç умĕнче пулчĕ. Тăхăр вунă пысăк кимĕ юлчĕ Чалăмра кăвак хуппи йăтăнса аннă чухнехи пек тăкăнакан чулпа йывăç айне! Мĕн чухлĕ çын пĕтмерĕ пулĕ вăл авăрта! Вăтăршар çын вырнаçнăччĕ кашни кимĕ çине, тырă, етрĕ, тĕрлĕ апат-çимĕç нумай тиенĕччĕ.
— У-у, мур тĕпне кайман Чалăм! — юнарĕ тапранса кайнă чухне Палецкий князь. — Ĕмĕр асăнăп сана, ылханлă Чалăм!
Юлашки хут çар киммисем Сĕве Атăла юхса кĕнĕ çĕрте чарăнса тăчĕç. Кунта Палецкий княçа савăнăçлă хыпар пĕлтерчĕç.
— Хабар Симский Тукай мăрсан утлă çарне аркатса тăкнă! — терĕ ăна çыран хĕрринче кĕтсе илнĕ вырăс сотникĕ. — Хусанта Бельский боярин Хабар Симский утлă çарне пĕтнĕ тесе шутлать. Çук, пĕтмен утлă çар! Темиçе кун каялла кăна Атăл урлă каçрĕ те Хусаналла анать.
— Бельский боярин ма ун пек шутлать вара? — ăнланмарĕ Палецкий.
— Ара, тутарсем вăрçа чарса часрах килĕшӳ тăвасшăн, хулана пире парасшăн мар. Çавăнпа вĕсем чееленсе вырăссен утлă çарĕ йăлтах пĕтнĕ тесе хыпар сарнă. Пирĕннисем ĕненнĕ çакна, ухмахсем!
— Мĕнле ĕненме пултарнă-ха вĕсем?
— Сĕве таврашĕнче тутарсем чăнах та вырăссен пилĕк çĕр çынлă отрядне пĕтерсе тăкнă, — ăнлантарчĕ сотник. — Бельский çавна Хабар Симский утлă çарĕ вырăнне хунă пулнă. Кайран воевода виллине илсе пыраççĕ те кураççĕ — Хабар Симский мар, Иосиф Дорогобужский…
— Дорогобужский вилнĕ эппин? — терĕ Палецкий.
— Вилнĕ, князь. Тăпри çăмăл пултăр… Вĕсем иккĕшĕ те çĕлĕкĕсене хыврĕç.
Хусана Палецкий тепĕр кунне кăнтăрла тĕлне çитрĕ. Аслă воевода ăна кĕтсе илме тухмарĕ. Вăл çак вăхăтра тутарсен йышлă посольствине йышăнчĕ. Çапăçу чарăннă хыççăн кунта темиçе кун ĕнтĕ килĕшӳ тăвасси пирки калаçусем пыраççĕ иккен. Ку калаçусене Бельский утлă çар чиперех çитсен те чарса лартман.
Аслă воевода чатăрĕ умĕнче Палецкий çакна курчĕ: Бельский тутар княçĕсен хушшинче кулкаласа тăрать, килĕшӳ тунă ятпа саламласа вĕсене пурне те алă тытать. Ун çыннисем чатăра çĕклемĕ-çĕклемĕпе парне йăтаççĕ. Мĕн каласси пур, пуян таврăнать Иван Федорович Бельский Хусан хулинчен!
18. Вырăс тупписем
Атăлпа шыв юххи майăн анма çăмăл, хăпарма нумай кансĕртерех. Палецкий княçшăн пачах урăхла килсе тухрĕ — вăл хĕнпе анчĕ, хăпарма ăна нумай çăмăлтарах пулчĕ. Каялла килнĕ чухне вăл хăйĕн кимми çинче канса кăна пычĕ.
Çуллахи шăрăх кунсем иртрĕç ĕнтĕ, Атăл çийĕн кĕсменпе ишекен ратниксен кăкăрĕсене уçăлтарса кĕрхи çил вĕрчĕ. Йĕри-тавра шыв чăххисемпе Атăл чарланĕсем тата чĕкеçсем вĕçрĕç.
Чĕрере çĕнтерӳ савăнăçĕ пулмасассăн та воинсем тăвалла юрăпа хăпарчĕç. Вĕсем аслă Атăл çинчен, киле юлнă савнисемпе арăмсем çинчен, Хусан хули çинчен пĕрре шӳтлесе, тепре чунтан хурланса юрăсем тăсрĕç.
Хутран-ситрен çыран хĕрринче йывăç айне пулнă е çап-çара ларакан ялсем курăна-курăна кайрĕç, ку ялсем вĕсене хăйсем çуралса ӳснĕ тăван кĕтессене аса илтерчĕç.
Шашкар тĕлĕнче вырăссем çармăссен туран анакан виçĕ пысăк киммине тытса чарчĕç.
— Камсем эсир? Ăçта каятăр? — терĕ Захарьин воевода, хăйĕн çăмăл киммипе çармăссен çулне пӳлсе.
— Эпир — хан çыннисем! Хусана каятпăр! — илтĕнчĕ сасă.
— Шăналăк айĕнче мĕскер сирĕн?
— Тырă! Виçĕ киммине те тырă тиенĕ!
Воевода вĕсене ĕненмерĕ. Тырă тиенĕ пулсан мĕншĕн айккинчен пăрăнса иртме тăрăшрĕç-ха апла? Вăл темиçе ратнике кимĕ çине кĕрсе тĕрĕслеме хушрĕ.
— Сирĕн эпир мĕн илсе кайнине тĕрĕслеме тивĕç çук! — хирĕçлеме пăхрĕ çармăссенчен пĕри, мăрса пек лайăх тумланнăскер.
— Тивĕç пур! Ан калаçса тăрăр унпа! — терĕ Захарьин. — Эпир кунта уçăлса çӳреме килмен, вăрçă вăрçма килнĕ!
— Ку кимĕ çинче икĕ тупă!
— Кун çинче те икĕ тупă!
— Кун çинче туллиех етре! — кăшкăрчĕç ратниксем.
— Çыннисене çыхăр! Киммисене хамăр ладьясенчен кăкарса ярăр! — кăшкăрчĕ воевода. Вăл хушнипе кимĕсем çине ратниксен тата тепĕр ушкăнĕ кĕрсе кайрĕ.
Часах кунта каярах юлса пыракан Палецкий князь та çитрĕ.
— Иван Федорович, çак тупăсене палламастăн-и? — терĕ Захарьин.
— Палламасăр! Пирĕн тупăсем. Çармăссем Чалăм патĕнче шывран кăларнă та вĕсене халь Хусана ăсатаççĕ. Ара, янтă япала мар-и тутарсемшĕн!
— Юрать-çке, вĕсем пирĕншĕн хамăршăн та ытлашши япаласем мар.
— Тĕрĕс, воевода. Анчах сахал-ха кунта тупă. Ыттисем ăçта? — Кăна вăл пуçне чиксе тăракан çармăс мăрсинчен ыйтрĕ.
— Ыттисене Хусана ăсатнă ĕнтĕ, — терĕ мăрса.
— Суймасни? Тĕл пулмарăмăр-çке эпир?
— Вĕсене лавсемпе ăсатнă.
— Чалăмра лармаççĕ-и? Пире кĕтмеççĕ-и унта?
— Чалăмра пĕри çеç юлнă.
— Ăна та илсе тухатпăр! — терĕ Палецкий. — Эпир ку тупăсене сире валли шăратман! Сана пĕркун пире пăтăрмах кăтартнăшăн шăп та шай Чалăм тĕлне кутăн çакса хăваратпăр!
Мăрса ун сăмахĕсем хыççăн нимĕн те шарламарĕ, сухал айĕн чеен кулса илчĕ те тек никам çине те пăхмарĕ.
Çул çинче вăл ялан çывăрнă пек туса пычĕ. Кимĕсем Ар-Сĕнтĕр патне çывхарсан тин сасартăк вăраннă пек пулса хăйне йĕп çинче ларнă евĕр тыта пуçларĕ.
— Хуралçă, итле-ха, хуралçă, — терĕ вăл. — Эсĕ пĕлетĕн-и, Чалăма кĕреççĕ-и сирĕн кимĕсем çула май? Воевода чăнласах каларĕ-и?
— Сана мĕн ĕç, — терĕ лешĕ. — Кама та пулин салам каласа хăвармалли пурччĕ-им?
— Çук ара. Çапах та ыйт-ха эсĕ воеводăран, Чалăма кĕме шутлать-и вăл?
— Крепăçра çар пур-и? — мăрса канăçсăрлăхĕнчен тĕлĕнсе ыйтрĕ ратник.
— Çук. Мĕн çарĕ пултăр? — терĕ мăрса. — Анчах та кĕме кирлĕ мар. Инкек пулма пултарать…
— Мĕнле инкек? Эс кала, унсăрăн кайран мăйна пăратпăр! Кала часрах! — хĕçĕпе хăмсарса ун патнелле тапăнса пычĕ хуралçă.
Мăрса ăна илтмерĕ ĕнтĕ, хăйне лартса пыракан кимĕ Чалăм сăрчĕ еннелле çул тытнине курса пĕтĕм вăйран кăшкăрса ячĕ:
— Ан пырăр çыран патне! Унта сирĕн çине каллех тем те тăкма пуçлаççĕ! Ан пырăр!
Анчах воеводăсем ун сăмахне ăнланса илсе команда париччен темиçе кимĕ çыран хĕррине çитсе чарăнма та ĕлкĕрчĕ.
Çав вăхăтра хăрушă ĕç пулса иртрĕ. Çӳлте сăрт хĕрринче ларакан ватă юман, хăйне сасартăк чун кĕнĕ пек, вырăнтан хускалчĕ те майĕпен, анчах хăрушшăн кимĕсем çине анма тытăнчĕ. Ку юмана мĕнле майпа чун кĕнине вырăссем çийĕнчех ăнланса илчĕç — ăна çармăссем малтанах касса хунă иккен, кирлĕ вăхăтра йăвантарма темиçе вĕренпе çыхса çеç лартнă, — ăнланса илчĕç те кам мĕнле пĕлет, çавăн пек хăтăлма тăрăшрĕç. Лаштра юман пĕтĕм вăйпа малти кимĕ вĕçне пырса çапăнчĕ. Кимĕ сывлăшра турпас татки пек чикеленсе шывалла чăмрĕ, чылай аякра ишсе тухса тепĕр кимме хыттăн пырса тăрăнчĕ. Ватă юман ӳкнĕ хыççăн аслати авăтнă чухнехи евĕр кĕмсĕртетсе чул муклашкисемпе тĕрлĕ йывăç тăрăхĕсем капланса анма тытăнчĕç. Унта та кунта «çăлăр, путатăп!» тесе кăшкăрашнисем илтĕнсе кайрĕç. Çыран хĕрринче шыва путса йĕп-йĕпе пулнă ратниксем кускаласа çӳрерĕç.
Çакна хăйсен куçĕпе курнă воеводăсем тарăхса темле командăсем пачĕç, асăрхануллă пулманшăн пĕр-пĕрне вăрçрĕç, юлашкинчен, ратниксене ертсе кукăр-макăр сукмаксемпе сăрталла чупрĕç. Тепĕр самантран вĕсем хĕçĕсене сулкаласа крепăçа пырса кĕчĕç. Çакăнта кама та пулин тĕл пулма тӳр килсен вырăссем, паллах, ăна çĕр те пĕр татăк туса вакласа тăкатчĕç ĕнтĕ, анчах крепость таврашĕнче никама та тупаймарĕç. Ку вара вĕсене тата ытларах тарăхтарса ячĕ.
— Тарса пытаннă!
— Крепăçра вĕсем пурте, çавăнта питĕрĕнсе ларнă!
— Ав стрельнăйсенчен вăрттăн пăхаççĕ!
Вырăссен Захарьин воевода ертсе пыракан пĕр ушкăнĕ крепость хапхи умнех çитсе тухрĕ.
— Хусанта килĕшӳ тунă, мĕншĕн перетĕр эсир? Мĕншĕн пирĕн кимĕсем çине кĕрешсем пăрахатăр? — икĕ аллипе хăлаçланса кăшкăрчĕ воевода.
Шалтан тавăрса калакан пулмарĕ. Ун вырăнне пуç тăрринченех ухă йĕпписем шăхăрса иртрĕç.
— Кур-ха, переççĕ!
— Тăхтăр, кăтартатпăр сире куншăн! Нумайччен асăнăр эсир пире!
— Вĕсем татах çапăçасшăн иккен-ха! Ну, астăвăр! — ухă пĕкечисемпе, вăрăм сăнăсемпе, бердышсемпе юнарĕç ратниксем.
— Князь! — терĕ Захарьин кунта ыттисем хыççăн юлан утпа хăпарнă Палецкие. — Крепоçа тупăсенчен персе аркатма ирĕк пар. Ку Чалăма капла хăварма юрамасть!
— Ирĕк паратăп! — терĕ Палецкий. — Тупăсене илсе хăпар та — аркат. Чул купи кăна выртса юлтăр çак усал вырăнта! Бельский Хусана илме чарчĕ пулсан ылханлă Чалăма тепре тустарар, воевода.
Ар-Сĕнтĕр ялĕ витĕр çаврăнса кайса вырăссем Чалăм сăрчĕ çине тупă хăпартрĕç. Кунсăр пуçне чул хӳмисене сирпĕнтерме пĕр пичке тар турттарса килчĕç.
Ухă йĕпписенчен çаврака тимĕр питлĕхсемпе хӳтĕленсе пĕр туппине крепость хапхи умнех вырнаçтарса лартрĕç. Чи малтан кăларса янă чул етре хапхана шăтарса кĕрсе крепость картишĕнче саланса кайрĕ. Çапах та хапха йăлтах ишĕлсе анмарĕ-ха — ăна темиçе хут хулăн хăмаран тунă иккен. Иккĕмĕш етрене те хапхаранах тĕллесе печĕç. Пĕр кĕтессе çĕр айне чавса чикнĕ тар пички темиçе чалăш тăршшĕ хӳмене ним хăварми аркатса тăкрĕ.
Малалла вара ĕç питĕ хăвăрттăн пулса иртрĕ. Хапхаран тата хӳме çĕмĕрĕлнĕ тĕлтен шала хĕç-пăшаллă ратниксем кĕпĕрленсе кĕрсе кайрĕç, вĕсем крепоçри мĕн пур хуралтăсене çавăрса илчĕç. Картишĕнче нимле çапăçу та пулмарĕ. Тĕрĕссипе, кунта çапăçмалăх çар та юлман иккен. Хурала хăварнă çармăссемпе чăвашсем, тупăран пенипе тата хуралтăсене тар хурса сирпĕтнипе хăраса ӳкнĕскерсем, аллисене çӳлелле йăтса вырăссене хирĕç чупа-чупа тухрĕç.
— Урăх никам та çук-и? — тĕлĕнчĕ Палецкий вĕсем ытла та сахаллăн пулнине курса.
— Çук.
— Мăрса ăçта сирĕн? Крепость пуçлăхĕ ăçта?
— Э-э, вĕсем эсир çывхарнине асăрхасанах çармăс ялне тухса шурĕç.
— Суятăр, çĕр çăтманскерсем!
— Тупа туса калатăп. Чăнах, яла тухса кайрĕç. Крепоçра, çĕр айĕнчи нӳхрепре ларакансемсĕр пуçне, урăх пĕр чун та çук.
— Нӳхреп алăкне уçăр! — терĕ князь.
Çĕр айĕнчен тĕттĕмре ӳсекен калча пек шуралса кайнă ултă çынна илсе тухрĕç. Кусем Тукай мăрса хăй Хусана тухса каяс умĕн хупса хăварнă тĕкĕрçĕсем пулчĕç.
— Хуралта пулнă çынсене пурне те кимĕсем çине илсе кайăр, — терĕ Палецкий. — Нӳхрепре ларнисем килĕсене саланма пултараççĕ.
— Тен, вĕсене те çыхмалла? — терĕ ăна Захарьин воевода. — Мĕнле калас, пирĕн тăшмансем-çке-ха…
— Çыхма кирлĕ мар! — çирĕппĕн каларĕ Палецкий. — Чалăм нӳхрепĕнче нуша курнă çынсем пирĕн тăшмансем пулма пултараймаççĕ, воевода. Ак ыйтса пĕл, мĕншĕн ларнă вĕсем çĕр айĕнче? Хусаншăн тăрăшнăшăн хупнă тетне вĕсене Тукай мăрса?
Воеводăн ыйтса пĕлме кирлĕ пулмарĕ, тĕкĕрçĕсем ăна хăйсемех каласа пачĕç.
— Сире хирĕç çапăçасшăн пулмарăмăр, тăвансем, — терĕ Ятламас аран-аран тухакан сасăпа. — Вырăс çарĕ килнине пĕлтĕмĕр те Тукай мăрсана ӳкĕтлеме кĕтĕмĕр. Тукайпа Бурнаш мăрсасем пире, çичĕ çынна, таканласа çĕр айне лартрĕç. Эпир тӳссе ирттертĕмĕр ак, пиртен пĕри, Охримкка старик, унтах вилчĕ. Таçта çакăнтах пытарнă пулмалла ăна. — Ятламас, старикĕн вилтăприне курасшăн пулнă пек, йĕри-тавра пăхса илчĕ. — Мĕнле ырă çынна тĕп турĕç. Охримкка старике сирĕн Лупин-Горбатый князь питĕ лайăх пĕлет, вăл старик Эхмемет текен тепĕр çынпа Василь-Новгородра вырăссенчен шăрт хучĕ илнĕччĕ…
— Ав мĕншĕн ларнă вăл çынсем, воевода, — терĕ Палецкий Захарьина. — Вĕсем сан тăшманусем мар, тусусем. Халех хăвăн сотникна çак çынсене аяла илсе кайса лайăх кăна апат çитерме хуш. Кала ăна, çул çине çăкăр ытларах парса ятăр.
— Итлетĕп, князь, — терĕ Захарьин.
Тĕрмерен тухнă тĕкĕрçĕсем куççулĕсене шăла-шăла вырăс княçĕ çине пăхрĕç. Вĕсем ăна пилĕк таран тайăлса тав турĕç те Захарьин сотникĕ хыççăн пĕр сăмахсăр анаталла утрĕç.
Тĕкĕрçĕсем апатланнă хушăра вырăс ратникĕсем те-миçе пинлĕ йышпа Чалăм крепоçне аркатрĕç. Крепость хӳмисене йăлтах çунтарса ячĕç, мĕн пур пек чулпа кирпĕче çыран хĕррине йăтса Атăла ывăтрĕç.
Палецкий князь крепость картишĕнчи хуралтăсене те йăлтах çунтарса яма хушрĕ. Ратниксем тӳрех ĕçе тытăнчĕç.
— Тĕрĕс, князь! — терĕç вĕсем. — Нимĕн те ан юлтăр кунта! Мăян çеç кашласа лартăр ӳлĕмрен!
Çунакан ăвă татăкĕсене мăкăрлантарса вĕсем йывăç çуртсем патне чупрĕç. Тепĕр самантран Чалăм çийĕн тем çӳллĕш çулăм çĕкленчĕ. Сухăрлă пĕренерен тунă çуртсем типĕ утă капанĕ пекех хăвăрт çунса кайрĕç. Çывăха пыма хăрарĕç пулин те ку вута çывăхри ялсенчи çармăссемпе чăвашсем савăнса пăхса тăчĕç.
— Ахтупай, итле-ха, — юлташне аякĕнчен чышрĕ Ятламас. — Ĕнтĕ чĕре сури турăмăр, çитĕ пире авăн çапма. Асту, каçчен вĕсем пире валли нимĕн те хăвармĕç. Пĕр кирпĕч, пĕр пĕрене татки юлмĕ. Курмастăн-им, пĕтĕмпех çунтарма тытăнчĕç.
— Сан хăвăн та ывăтас килет-им пăртак? — вырăс кулачне çăвар тулли яврĕ Ахтупай.
— Ывăтас килмесĕр! Сахал терт курнă-и эпĕ ку Чалăм крепоçĕнче? Çук, тăвансем, ăна тустарнă чух эпир айкиинче тăма пултараймастпăр. Каяр часрах пурсăмăр та.
— Чăнах, каяр çӳле, — терĕç ытти тĕкĕрçĕсем те. — Апатне ăна турă парсан кайран та çикелĕпĕр…
Шухăшсем
Прочитал от и до...
Your website, chuvash...
What if your website chuvash...
Your website, chuvash...
Elegir el mejor financiamiento inmediato...
Are you making the most of the potential...
What if your website chuvash...
Чăн чăнах та, сатира туйăмĕ Л...
Чăн чăнах та, сатира туйăмĕ Л...
Your website, chuvash...