Сĕве Атăла юхса кĕрет. Пĕрремĕш кĕнеке :: Виҫҫӗмӗш пайӗ. Чалӑм крепоҫӗ
— Пыйтăсăр мĕнле? — терĕ Ятламас. — Вăл халь сан мĕн пур пуянлăху! Унсăрăн мĕн пулатчĕ сан çумăнта? Асту, ку пуртă вăл санăн мар, ĕçе пĕтерсен ăна санран туртса илеççĕ.
— Ку тĕрĕс, — килĕшрĕ Ахтупай. — Унччен ман пуянлăх вырăнне лаша пурччĕ тата ухă пĕкечипе ухă такмакĕ пурччĕ. Вĕсене те туртса илчĕç…
— Ан кулян. Çăлăнса тухнăшăн тав ту пӳлĕхçе.
— Уншăн эп ĕмĕр-ĕмĕр Ивашкăна тав тăватăп. Çав вырăс ăнсăртран Иван Дормидонтовича тĕл пулса ман пирки сăмах хушман пулсан эпир кунта та çакланас çукчĕ, Чулхула тĕрминчех çĕреттĕмĕр. Çапла-и?
— Э-э, кăларатчĕç! — терĕ Ятламас. — Е хамăр тухса тараттăмăр. Эп пĕр хуралçине çавăрма тытăннăччĕ ĕнтĕ.
— Мĕнле çавăрма шутларăн-ха ăна?
— Çаплах ара. Асту, мана ан вĕлер, унсăрăн эпĕ эсрел пулатăп та каçсерен сана хăратма пуçлатăп терĕм. Çын хăраса ӳксе сăх сăхма пикенчĕ. «Чăнах та эс эсрел пекех», — тет. Çавăн хыççăн манпа калаçма та пăрахрĕ…
— Вара мĕн?
— Тепĕр кунне хам хăлхапах илтрĕм, хурал пуçлăхне калать, кăларса ямалла çав шуйттана тет. Куратăп, хурал пуçлăхĕ те ман çине шикленсе пăхать, чăнах, тасалмалла мар-и ку никрес этемрен тет пулас.
— Çапах та мана урамра аякран мĕнле палласа илтĕн-ха эсĕ? Çавна кала, — терĕ Ахтупай.
— Палламасăр! — çав-çавах шăл йĕрсе калаçрĕ Ятламас. — Эс пирĕн мăрса пек-иç! Пăхатăп — пĕр çын кĕреш пек урисемпе лап! лап! тутарса утса пырать. Ун хыçĕнче икĕ вырăс воинĕ сăнăсемпе утаççĕ. Э-э, терĕм, икĕ çын сыхласа пыраççĕ пулсан ку никам та мар, Ахтупай терĕм. Вара аякранах кăшкăрса ятăм. Хăвах куран, йăнăшмарăм…
— Тăхта, ан палка, кунта такам килет, — терĕ Ахтупай.
Мунча алăкĕ валли хăварнă хушăкран вĕсем патне хăйĕн çине кивĕ сăхман тăхăннă, урине вĕр çĕнĕ çăпата сырнă лутра старик кĕрсе тăчĕ.
— Сывлăх сунатăп сире, ырă çынсем! — терĕ вăл вырăсла.
— Килех, асатте, — пуç тайрĕ Ятламас, вырăсла лайăх пĕлекенскер.
— Паян кăмака тумалла пулать-и?
— Урайне сарса пĕтеретпĕр.
— Апла тытăнма юрать?
— Юрать пулĕ.
Старик вучах умне пырса ăшăнма кукленсе ларчĕ.
— Сивĕ çапах та. Ман пек ват çынсен кăмака çине хăпарма та вăхăт.
— Лартмаççĕ-çке кăмака çинче, асатте, — терĕ Ятламас.
— Эсир ăçтисем? — ыйтупа тавăрчĕ старик. — Куратăп, вырăссем мар.
— Аякрисем. Шупашкар леш енчен.
— Чăвашсем апла?
— Çавсем.
— Эп кунти Ватрас вырăсĕ. Илтнĕ-и?
— Илтмен, — терĕ Ятламас.
— Илтмен? Пирĕн пата чăвашсем йышлă çӳреççĕ. Эп сире пĕр кĕреçе сухалпа паллаштарма та пултарап. Кунта манпа пĕрле кăмака тăвать.
— Çак крепоçрех-и? — савăнса ӳкрĕ Ятламас.
Вăл старик мĕн каланине юлташĕ ăнланчĕ-и тесе ун çине пăхса илчĕ. Ăнланнă, паллах, Ахтупай вĕсен калаçăвне сывламасăр тенĕ пек итлесе тăрать.
— Кунтах. Каларăм-çке манпа пĕрле кăмака тăвать тесе. Халь çырмана тăм илме кайрĕ-ха.
— Паллаштар, асатте, пире унпа! Тархасласа ыйтатпăр. Хамăр çынсемпе калаçманни темиçе уйăх пулать.
— Эсир апла тыткăна лекнисем пулас-ха, — вăрттăн япалана пĕлнĕ пек, куç хĕсрĕ старик. — Ма хурал çук сирĕн? Ав Атăл хĕрринче, шывран пĕрене кăларнă çĕрте, сирĕннисем хуралпа ĕçлеççĕ.
— Пире кăнтăрла сыхламаççĕ, — терĕ Ятламас. — Каçхине алăк патĕнче хурал тăрать.
— Ав мĕнле, — терĕ старик, хăй кăмака лартмалли вырăна пырса аллинчи хатĕрĕпе темле паллăсем тума тытăнчĕ.
Ахтупайпа Ятламас мунча тунă çĕрте тата икĕ кун ĕçлерĕç. Виççĕмĕш кунĕнче, пысăк хуран вырнаçтарса лартнă хыççăн Ватрас вырăсĕ мунчана хăех хутса ячĕ.
— Милĕк тупса кил, Эхмемет! — кăшкăрчĕ вăл ытлашши юлнă тăмпа кирпĕче пуçтаракан юлташне.
— Ăçтан тупан халь, Кирша мучи, милĕк?
— Яла кайса кил.
— Парĕç-ши унта мана?
— Воеводăсем валли те. Епле памĕç?
Тыткăна лекнĕ тĕкĕрçĕсем Эхмеметпе юнашарах ĕçлерĕç пулин те çак кунсенче унпа ăш каниччен калаçса кураймарĕç. Кирша мучи текенни вĕсене те, Эхмемете те ялан васкатрĕ, хăй те çамка тарне кăларсах ĕçлерĕ. Пушă вăхăт пĕрре те тупăнмарĕ. Кун хыççăн Ахтупайпа Ятламаса крепость тулашне йĕри-тавра туса çаврăнакан тĕкме валли йывăç шĕвĕртме кăларчĕç, кăмака ăстисемпе вĕсем эрне ытла пачах та курнăçмарĕç.
Часах çĕнĕ хулара вырăссем кунтан куçса каяççĕ текен хыпар сарăлчĕ. Анчах тыткăна илнисенчен хăйсене ăçта ăсатасси пирки никам та нимĕн те пĕлмерĕ. Ахтупайпа Ятламас хăйсен пулас шăпи çинчен май тупса Иван Дормидонтовичран ыйтрĕç — воевода стремяннойĕ те ытлашши нимех те калаймарĕ.
— Кунта пĕрремĕш воевода вырăнне Александр Иванч Стригин юлать, — терĕ вăл. — Унпа пĕрле тата Салтыковпа Михайлов-Бакеев воеводăсем пулаççĕ. Сирĕнпе мĕн тăваççĕ — пĕлместĕп. Иксĕр пирки Борис Иванчпа калаçрăм — нимĕн те шарламарĕ.
— Эх, кăçал та киле çитсе пулмасть пуль пиртен! — ассăн сывларĕ Ахтупай. — Юнашарах ак чăваш çĕр-шывĕ, ялĕсем те курăнаççĕ, анчах кайма май çук…
— Ан кулян, — терĕ Иван Дормидонтович. — Мĕнле те пулин майлаштарăпăр. Эп хам княçпа тепре калаçса пăхăп.
— Çăл пире, Иван Дормидонтович, йăлăхтарчĕ кун пек пурнăç, тăван килте пурăнса курас килет, — йăлăнчĕç йĕкĕтсем.
Çакна пĕлмерĕç-ха, вĕсене ирĕке кăларасси Горбатый княçпа ун стремяннойĕнчен çеç килмен иккен, хăйсем тĕл пулса калаçма тăрăшнă Эхмеметрен те нумай килнĕ.
Çак кăптăрмăш старик пĕр каçхине крепость хапхи умне тем пысăкăш ушкăн çынпа çитсе тăчĕ те хуралта тăракан воинсене Лупин-Горбатый княçа чĕнсе тухма хушрĕ.
— Эс ăсран тайăлтăн-им, старик? — терĕ хурал пуçлăхĕ. — Мĕн тивĕçпе чĕнтеретĕн эсĕ воеводăна? Хăвна нӳхрепе хупса лартма ыйтасшăн-и? Ара, эп сана воеводăсăрах кайса хупма пултаратăп…
— Мĕншĕн чĕнтернине вăл хăй пĕлет, — пĕрре те аптраса ӳкмерĕ Эхмемет. — Эпир унпа ĕнерех калаçса татăлнă. Кайса систер, Эхмемет халăха илсе килчĕ те.
Ку ĕçе вăрçмасăр-харкашмасăр тумарĕ пулин те хурал пуçлăхĕ воеводăна кĕрсе чĕнчĕ-чĕнчех.
— Тухать, сана валли патак йăтнă, — терĕ вăл старике куç хĕссе.
— Патак вăл мана çеç мар, сана та лекме полтарать, — кулма пăхрĕ Эхмемет.
— Мана мĕншĕн?
— Мăрсасане начар хоралланăшăн.
— Хăвăн мăрсусемшĕн ытлашши ан çун, мучи. Вĕсем тарас çук… Эс çавна кала-ха, ма кашни кун кĕпĕрленсе килеççĕ сирĕн çынсем ялтан? Мĕн кирлĕ вĕсене? Кур-ха, пур енчен те халăх утать. Мĕн, пасар уçасшăн-им усламçăсем кунта?
— Тăхта, — терĕ старик. — Поçлăху тохтăр, вара коратăн…
Борис Иванович Лупин-Горбатый нумай кĕттермерĕ, яри уçăлнă хапхара часах унăн çӳллĕ кĕлетки курăнса кайрĕ.
— О-хо, мĕн чухлĕ халăх пуçтарăннă! — терĕ вăл ушкăнăн-ушкăнăн калаçса тăракан çынсем еннелле куç хывса. Унтан вăл хурал пуçлăхне асăрхаса ăна такама чĕнме ячĕ, хăй ăшшăн кулкаласа тӳрех Эхмемет патнелле утрĕ. Кунтан аякра мар ĕçлекен Ахтупайпа Ятламас лайăхах курчĕç: воевода сăхманлă лутра старике алă пырса тытрĕ, вăл ертсе килнĕ йышлă халăха пуç тайса хисеплерĕ.
— Сарыевпа Акпарс мăрсасем ăçта? — ыйтрĕ вăл хăвăрттăн.
— Килмерĕç, — терĕ Эхмемет старик. — Тем пек ӳкĕтлерĕмĕр, нимпе те килесшĕн мар. Тотарсем пĕлесрен хăраççĕ.
— Хăраççĕ апла? — мăйăхĕ айĕн кулса илчĕ князь. — Мĕнле хăравçă мăрсасем вара вĕсем? Кун пек мĕнле? Кун пек эпир сирĕнпе ĕç тума та пултараймастпăр. Епле калаçас манăн ясашнăйсемпе мăрсасем хăйсем пулмасан? Юрамасть ун пек, Эхмемет тусăм. Тата тепре кайса чĕнĕр. Çу-ук, кунашкал май килмест, Сарыевпа Акпарс хăйсем килччĕр…
— Эпир тепре те чĕнĕпĕр, ырă князь, — айăпа кĕнĕ çын евĕр хуравларĕ старик. — Анчах пор пĕр килмеççĕ вăлсам. Каларăм-çке, Хосан çыннисем пĕлесрен хăраççĕ. Эс халăхпа калаç. Мĕн тума кирлĕ сана çав котăн мăрсасам?
— Халăх, халăх, — мăкăртатрĕ Лупин-Горбатый. — Халăх вăл мăрсасем пулмасан сурăх кĕтĕвĕ кăна. Кам ĕненет ун сăмахне? Пире мăрсасем сăмах пани кирлĕ. Ăнланатăн-и?
Эхмемет княçа тавăрса калас вырăнне ун çине тĕлĕнсе пăхрĕ, шухăша кайнă пек пулса вăл куçĕсене çеç мăчлаттарса тăчĕ. Халăха сурăх кĕтĕвĕпе танлаштарни ăна çав тери кӳрентерчĕ курăнать. Çапах та вăл хĕрсе каймарĕ, хăйĕн эрленнĕ кăмăлне тытса чарчĕ те темиçе хутчен пуçне сулкаласа илнĕ хыççăн лăпкăн каласа хучĕ:
— Ан çиллен те, ырă князь, эпĕ сана акă мĕн калам: сотăнчăк çынсем вăлсам, мăрсасам. Вăлсам паян вырăссам майлă, ыран тотарсам майлă. Эс хора халăхпа калаç, халăх сана олталамĕ, — терĕ.
— Мĕнле калаçас ман халăхпа? — кулчĕ Лупин-Горбатый. — Мускавра вечере кăшкăрнă пек, çакăнта урамрах кăшкăрас-и?
— Кунтах калаç çав, кунтах, — пĕрре те тĕлĕнмерĕ Эхмемет. — Урăхла мĕнле пуплен вăлсампа? Ак эпĕ шăпланма хушатăп та, кала мĕн калас пеккине. Миçе кун килеççĕ ĕнтĕ сан сăмахна илтес тесе…
— Юрĕ, эс каланă пек пултăр, — килĕшрĕ юлашкинчен князь. — Кăшт кĕтсе пăхăр. Тен, Сарыевпа Акпарс та килсе çитĕç.
Çав вăхăтра Лупин-Горбатый князь çумне Шигалей хан, çĕнĕ хула воеводисем Стригин, Салтыков, Михайлов-Бакеев пырса тăчĕç. Вĕсем аслă воевода вырăнне юлнă княçа сывлăх сунчĕç те кунта мĕн пулса иртнине сăнама тытăнчĕç.
Крепость хапхи умĕнче халăх хушăнсах пычĕ.
Чăвашсемпе çармăссемсĕр пуçне кунта Сăр леш енчи çывăх ялсенчен вырăссемпе ирçесем те нумай пуçтарăнчĕç.
Анчах та мăрсасем килни курăнмарĕ.
— Пуçлар эппин, Эхмемет, — ал сулчĕ юлашкинчен Лупин-Горбатый Сарыевпа Акпарса кĕтсе илес çуккине ăнланса. — Кала хăвăн çыннусене, кунтарах пуçтарăнччăр. Санпа эпир çавăн пек тăвăпăр: эп пăртак каланă хыççăн чарăна-чарăна тăрăп, эсĕ вара вĕсене ман сăмаха куçарса парăн. Юрать-и?
— Çук, ун пек мар, — терĕ старик. — Куçарса пыма кирлĕ мар. Пирĕн çынсам вырăсла каланине лайăх ăнланаççĕ. Вырăссампа юнашар порăнса, эпир вырăсла калаçма та вĕренсе çитнĕ.
— Апла питĕ лайăх, — хăпартланнă пек пулчĕ князь. — Эп вĕсем мана ăнланаймасран хăранăччĕ…
Эхмемет хушнипе çынсем çывăхарах пырса тăчĕç. Малтисем темиçе ретпе çерем çине ларса тухрĕç. Нумайăшсем итлеме лайăх пултăр тесе çĕлĕкĕсене хыврĕç.
Лупин-Горбатый пиçиххирен çакса янă хĕçне тӳрлетрĕ, кĕске мăйăхне шăлса илсе хулăн саспа калама пуçларĕ.
— Мĕнле чĕнмелле ĕнтĕ сире, кӳршĕсем? — терĕ вăл. — Ял ячĕпе чĕнес — эсир кунта нумай ялтан пуçтарăннă, халăх ячĕпе чĕнес — пĕр йышши халăх кăна мар… Çапла калас пуль: Ту енчи çĕршыв çыннисем! Хусан ханлăхĕнче пурăнакансем!..
Князь каланăçемĕн хăюланса пычĕ, сасси унăн татах та тĕрекленчĕ, ку çирĕп сасса вара аякран пăхса тăракан Ахтупайпа Ятламас та чиперех илтрĕç.
— Нумай çулсем хушши эпир сирĕнпе тăшманла пурăнатпăр. Пĕр-пĕрин ялĕсене çунтаратпăр, вăрçă хирĕнче тĕл пулса çапăçатпăр, пĕр-пĕрне тыткăна илсе каятпăр. Мĕншĕн ку? Мĕншĕн тесен эсир Хусан ханне пăхăнса тăратăр, Хусан мăрсисене ясак тӳлетĕр. Эпир Хусана хамăр хаяр тăшман тесе шутлатпăр. Хусан мăрсисем Мускав лартнă хана хăваласа ячĕç, пирĕн çине вăрçăпа пырса кĕчĕç. Нумай юн тăкрĕç тутарсем кăçал вырăс çĕршывĕнче. Эсир пĕлетĕр, Хусанта халĕ престола пирĕн тăшман, Крымран килсе кĕнĕ Сахиб-Гирей хан, йышăнса тăрать. Мускав унта Сахиб-Гирей хан пулнипе нихçан та килĕшес çук… Кăçал эпир вăрçăпа кунта çитрĕмĕр, сирĕн, çĕр çинче çĕнĕ хула туса лартса, ăна хамăр аслă князь Василий ятне патăмăр. Эп пĕлетĕп, тутар мăрсисем сире ялан кӳрентереççĕ, çулсеренех тӳсме çук йывăр куланай тӳлеттереççĕ. — Князь халăхпа — калаçма витĕмлĕрех сăмахсем шырарĕ пулас, çавăнпа калаçнă чух час-часах чарăна-чарăна тăчĕ. — Эп сире çакна ăнлантарса парасшăн: Хусана парăнтармасăр, унтан Сахиб-Гирее хăваласа ямасăр сирĕн çĕр çинче нихçан та тăнăç пурнăç пулма пултараймасть. Çавăнпа сирĕн вăрçăсенчен хăтăлас тесен пире Хусанпа çапăçма пулăшмалла. Эпир тепĕр çул вăрçăпа татах килетпĕр. Унччен Хусан мăрсисене ясак ан тӳлĕр, хăвăр ывăлăрсене çара ан ярăр. Эпир сиртен пĕр алтын ясак та илместпĕр, тутарсем хĕсĕрленĕ чухне сире пулăшма сăмах паратпăр. Килĕшетĕр-и çакăнпа, ырă çынсем?
— Килĕшетпĕр!
— Ериса! Ериса! — кăшкăрчĕ темиçе çĕр сасă.
— Эсир хăвăр пире хирĕç çапăçмастпăр тесе сăмах паратăр-и?
— Паратпăр!
— Паратпăр!
— Çапăçмастпăр! Пире сирĕнпе çапăçма нимле йӳтĕм те çук!
Князь сăмахне пĕтерсе Эхмемет патне пычĕ те ăна тем ӳкĕтлеме тапратрĕ. Çынсем сисрĕç: вăл старике те темиçе сăмах калаттарасшăн курăнать. Старик малтан аптраса ӳксе, ним те калаймастăп эп тенĕ пек, пуçне çеç сулкаларĕ, унтан сасартăк пуçĕнчи çăмламас çĕлĕкне сӳсе илчĕ те пĕр вырăнта тăпăртатса йĕри-тавра пăхса çаврăнчĕ.
— Мĕн полать те мĕн килет, виличчен манăн та сăмах каласа йолас, — терĕ вăл, «у» вырăнне ялан «о» кăларса. — Хора халăх! Эпир тотарсен аллинче порнатпăр темелле, ясак вĕсене тӳлетпĕр… Анчах пире вырăс вайпучĕсем те, тотар мăрсисем те пĕр пекех çаратаççĕ…
Ку сăмахсем хыççăн Эхмемет хăй ытла хăюланса вырăнсăр япала персе янине сисрĕ те, кăна вырăссем ăнланмарĕç-ши тенĕ пек, воеводăсем çине шиклĕн пăхса илчĕ. Çук, лешсем ăшшăн кулкаласа хăйсем хушшинче калаçаççĕ, старик мĕн каланине тăнламаççĕ те. — Тотарсам килеççĕ — пирĕн ялсам çонаç, вырăссам килеç — пирĕн ялсам çонаç. Çапах та, ман шутпа, вырăссам вăйлăрах. Эппин, пирĕн вăйлисен енче полмалла. Кирек мĕн калăр та, эпир вырăссампа кӳршĕллĕ порăнатпăр. Пасара вырăссам патне çӳретпĕр. Эппин, пирĕн вырăссампа тослă порăнмалла. Çапла-и, хора халăх, эп тĕрĕс калатăп-и?
— Çапла, çапла!
— Тĕрĕс калан!
— Тĕрĕс!
— Мĕнле, Охримкка мучи, сан çармăсусам мĕнле шотлаççĕ? — ыйтрĕ Эхмемет малта тăракан чи ватă старикрен.
— Çапли çапла та-ха, — вăрăм сухалне чĕтретсе каларĕ лешĕ. — Эсĕ вĕсенчен ясак пуçтармастпăр тесе хут ил. Вара шанчăклăрах пулĕ.
Воеводăсем Эхмемет кăвак сухаллă старикпе калаçнине асăрхарĕç те ун сăмахĕсене куçарса пама ыйтрĕç. Эхмемет вĕсене куçарса пачĕ.
— Эпир сире хамăрăн туслăха çирĕплетсе шертнăй грамота паратпăр! — терĕ Лупин-Горбатый князь. — Халех ман пата кĕретпĕр те çавăн пек хут çырса хатĕрлетпĕр.
Эсир çав хута илме хăвăр хушшăртан çынсем уйăрăр. Тепĕр хутне сирĕн ятпа çырса хатĕрлетпĕр. Ериса-и?
— Ериса!
— Ериса!
— Эс каланă пек пултăр!
Воеводăсем Горбатыйпа Шигалей хыççăн крепоçе кĕрсе çухалчĕç.
Эхмемет халăха хăйсен хушшинчен ик-виçĕ çын уйăрса хума хушрĕ.
Çынсем шертнăй грамота илме пĕр тавлашмасăр, кăшкăрашмасăр чăвашсенчен Эхмемете, çармăссенчен Охримкка старике суйларĕç. Лешсем халăха çĕлĕкĕсене хывса пилĕк таран пуç тайса тав турĕç те кулкаласа, шӳт туса воеводăсене кĕтме пуçларĕç.
— Кур, Ятламас, мĕн хăтланать кунти халăх! — терĕ Ахтупай итленĕçемĕн крепость хапхи патне çывăхарах шăвакан юлташне. — Мăрсасăр-мĕнсĕр кунта кĕпĕрленсе килнĕ. Темле хут илеççĕ тата…
— Тĕрĕс тăваççĕ вĕсем. Пулă тарăнрах вырăн шырать, çын — лайăхрах вырăн. Вырăссемпе кӳршĕллĕ пурăнаççĕ пулсан кампа туслашмалла-ха вĕсен?
— Ма пирĕн пата çитмерĕç-ши вырăссем? Эпир те çавăн пек хут илеттĕмĕр.
— Пырса ыйт, тен, сана вăл кунтах парать! — кулчĕ Ятламас.
— Чĕн пушăпа-и?
— Унпа пани те кансĕрлемест.
— Тăхта, ав тухаççĕ, — терĕ Ахтупай, — атя çывăхарах, мĕнле хут панине куратпăр.
Князь халăх умне каллех мĕн пур воеводăсемпе тухрĕ. Вăл пергамент татки çине çырнă шертнăй грамотăна хăйĕн умне чылай аякка тытса кашни сăмаха тăсса вулама пикенчĕ.
Шухăшсем
Прочитал от и до...
Your website, chuvash...
What if your website chuvash...
Your website, chuvash...
Elegir el mejor financiamiento inmediato...
Are you making the most of the potential...
What if your website chuvash...
Чăн чăнах та, сатира туйăмĕ Л...
Чăн чăнах та, сатира туйăмĕ Л...
Your website, chuvash...