Сĕве Атăла юхса кĕрет. Пĕрремĕш кĕнеке :: Виҫҫӗмӗш пайӗ. Чалӑм крепоҫӗ
— Апла эпир санпа тăшмансем пулатпăр? — терĕ элчĕ.
— Тăшмансем, Иван Семенович.
— Эпĕ хам тăшмана ирĕке кăлартăм пулать? Асту, Тукай мăрса, эпĕ хамăр аслă княçа Тукай урăх пире хирĕç çапăçмасть тесе сăмах патăм.
— Сана ман ятпа унашкал сăмах пама никам та хушман. Кăна эс мана çăлас тесе каласа хунă паллах. Ну, кăна эп ĕмĕр манмăп. Эс Хусана тыткăна лекнĕ пулсан эпĕ те саншăн çапла тăрăшнă пулăттăм. Анчах сан ятупа: вăл тек пире хирĕç çапăçмасть тесе мĕнле сăмах парас-ха манăн? Хăвах пĕлетĕн: Мускавпа Хусан — ĕмĕрхи тăшмансем, апла пулсан пирĕн пĕр-пĕрне хирĕç кĕрешме тиветех.
— Ку кĕрешӳ сана нимĕн те памасть, сан çĕр-шывна, Ту енчи çĕр-шыва, пĕтерет çеç. Çавăнпа та эсĕ ахалех çилленетĕн: Мускавпа Хусан хушшинчи кĕрешӳре кам майлă тăрсан лайăхрах пуласси пирки шутласа пăхма сĕнни сана усал сунни мар. Ак эпир санпа пурнăçра туссем. Кăна валли эпир санпа иксĕмĕр мар, пирĕн аттесемех сăлтав тупнă. Çапла-и?
— Çапла, — терĕ Тукай çиллине кăшт пусарса.
— Патшалăх енĕпе туслашма мĕншĕн сăлтав тупăнма пултараймасть вара?
— Çук кун пек сăлтав.
— А эс шухăшла. Тен, пур.
— У-у, Яуза хĕрринчи тĕрмере çур çул шутларăм! Нимĕн те шутласа кăлараймарăм.
— Ну, апла пурнăç сахалтарах вĕрентнĕ-ха сана, — кулчĕ Черемисинов. — Эсĕ хăвна икĕ вут хушшинче пурăнатăп тетĕн те, анчах ку вут сана пĕçертмеллех ăшаласа илеймен.
— Çук пуль, курас пеккине пурне те куртăм пуль, — терĕ Тукай.
— Эс ăнлан, — ун çывăхнерех куçса ларчĕ Черемисинов. — Мускавпа Хусан хушшинчи хирĕçӳ çивĕчленнĕçемĕн çивĕчленсе пырать. Ку историллĕ тавлашу эпир çĕнтернипе пĕтмелле. Пĕр çул вăрçмалла пулать-и, икĕ çул-и, вуннă-и — пирĕн аслă князь нимĕн умĕнче те чарăнса тăрас çук. Пĕлетĕн-çке-ха, вырăс çарĕсем Хусан патне ниçтан та мар, Ту енчи çĕр-шыв урлă каяççĕ. Ăçта кайса кĕретĕн ун чухне, кунтан кашни çул çар иртме тытăнсан? Ху каларăш, аптранă кăвакал пек кутăн чăматна?
— Кĕртместпĕр сире Ту енчи çĕр-шыва, çавă анчах! — чышкипе аяккалла сулса каларĕ мăрса.
— Эпир кĕтĕмĕр ĕнтĕ, Тукай мăрса, сирĕн çĕр çинче çĕнĕ хула туса лартрăмăр.
— Э-э, вăл нимĕн те мар! Унта эсир çухрăм çурă сарлакăш лаптăк çеç тытса илнĕ!
— Çĕр лаптăкĕ пысăк мар, ку хулан пĕлтерĕшĕ пысăк. Шутласа пăх-ха эсĕ, шутласа пăх.
— Çук, эпĕ нихçан та Мускав енне куçмастăп, ку пулма пултарайман япала, — татăклăн каларĕ Тукай. — Хăшĕ çĕнтерет пиртен, ăна турă пĕлет, анчах Мускавра ыррине курмарăм. Мускав княçĕсем те пире ним вырăнне те хумаççĕ. Эсир те пире канлĕ пурăнма парас çук…
— Мускавран килмерĕ-çке хальхинче, Хусантан килчĕ! — терĕ элчĕ. — Хусанпа Крым тапăнчĕç пирĕн çине, Мускав патне çитрĕç. Çул çинче ху каласа кăтартрăн-çке-ха, Чулхулапа Балахнана çунтартăмăр терĕн. Кам айăплă пулчĕ-ха иртнĕ вăрçăшăн?
— Хусан ханĕсем те тепĕр чух ытлашши чăрсăррăн хăтланаççĕ, — айăплăн каларĕ мăрса. — Тем тума тапăнмалла пулчĕ ĕнтĕ икĕ çул каялла Сахиб-Гирейĕн Мускав çине? Мĕн çитмерĕ ăна?
— Çавна пĕлменни хуплать те сире, чăвашпа çармăс мăрсисене, — хăйĕн сăмахне итлеме сĕннĕ пек, Тукая ал хурсинчен тытрĕ элчĕ.
— Ну, ну, — терĕ мăрса.
— Хăй тĕллĕн пулсан ун чухне Хусан пирĕн çине нимпе те тапăнмастчĕ. Кăна тума унăн вăл çуркунне вăйĕ те пулман. Анчах Сахиб-Гирей Крымран килнĕ хан-çке-ха, вăл хăйĕн кашни утăмне Бахчэ-Сарай хушнă пек тăвать. Бахчэ-Сарай ăна часрах вăрçа тухма хĕтĕртрĕ.
— Ăна мĕн çитмен тата? Крым тутарĕсем мĕншĕн пуçĕсене çунакан вута чикме тăрăшаççĕ?
— Итле, — терĕ Черемисинов. — Крым çурăмĕ хыçĕнче кам тăрать тетĕн эсĕ? Турци тăрать. Çак аллă-утмăл çул хушшинче Турци çав тери вăйланса кайрĕ, халь унти башибузуксем пĕтĕм тĕнчипе пуç пулса тăма ĕмĕтленеççĕ. Вĕсем ытла нумаях пулмасть Валахине (Румыние), Молдавие, Украинăн Дикое поле текен кăнтăр пайне, Крыма (Тавридăна), Кубане, Болгарие, Танаиса (Азова), Кавказăн пысăк пайне тытса илчĕç. Халĕ вĕсем Астрахане, унтан вара Атăл тăрăхне пĕтĕмпех туртса илме ĕмĕтленеççĕ. Сахиб-Гирее çак тĕллевпе хан туса хучĕç те ĕнтĕ Крымпа Турци.
— Апла эпир Крымпа Турцишĕн çапăçрăмăр пулать-и? — шӳт тума пăхрĕ Тукай.
— Эс хăвна камшăн çапăçрăм тесе шутлан? — терĕ элчĕ. — Кала, Сахиб-Гирей яман пулсан эс ху тĕллĕн вырăс çĕрне вăрçăпа пыраттăн-и?
— Мĕн шуйттан тума пыраттăм сирĕн пата! — вăрçса тавăрчĕ мăрса. — Мĕн çухатнă эп унта, вырăс çĕрĕнче? Хусан хăваламасан эпир хамăр нихçан та вăрçă вăрçас çук. Çав Гирейсем тăнăç пурăнма памаççĕ пире.
— Эппин, Хусана Крым аллинчен туртса илмелле, Гирее унтан хăваласа ямалла. Унсăрăн вăл сире нихçан та лăпкă пурăнма памасть.
— Кам хăвалатăр-ха ăна унтан? Мускав-и?
— Мускав, урăх никам та мар.
— Мускавăн вăйĕ çитес çук Сахиба хӳтерсе кăларма. Çирĕп ларать вăл хăйĕн хыçлă тенкелĕ çинче.
— Вăл эсир тăрантарнипе, эсир хӳтĕленипе çирĕп ларать.
— Унсăрăн мĕнле-ха? — терĕ Тукай. — Вăл пире тăрантарать, эпир ăна тăрантаратпăр. Çавăнпа тытăнса тăрать те пирĕн ханлăх.
— Тутарсем пекех кутăн эсĕ! — ал сулчĕ Черемисинов. — Мускавра тыткăнта пурăннă хушăра сана нимĕн чухлĕ те ăс кĕмен.
— Э-э, шан ăна, Мускава! Ун пуртти икĕ енĕпе те касать. Май тăк — май, май мар пулсан — Яуза хĕрринчи тĕрмене кайса хупаççĕ. Ай-ай, йывăр тухма вăл нӳхрепрен! Юрать, мана хамăн авалхи тус хăтарчĕ…
Элчĕ сисрĕ ĕнтĕ, вĕсен калаçăвĕ вăраха кайрĕ курăнать, тĕпелте мĕн пур ĕçрен пушаннă Чураппапа Нухрат сĕтел хушшинчи тавлашу пĕтессе кĕтеççĕ. Çавăнпа та Черемисинов, каçарăр, эпир иксĕмĕр çеç хăна пулса ларатпăр тесе хĕрарăмсене сĕтел хушшине илсе пырса лартрĕ, хуçа таврăннă ятпа пурне те черкке çĕклеме сĕнчĕ.
— Чăнах та, арăм, санпа шаккаса ĕçмен вĕт-ха эпĕ! — хăпартланнă пек пулчĕ Тукай. — Кил-ха, Чураппа, кил-ха, Нухрат, мана хăтарнă думнăй дворянин сывлăхĕшĕн ĕçер. Ĕмĕрĕ вăрăм пултăр унăн. Пуçĕ çине ялан ырлăх çуса тăтăр…
Ирхине мăрса кил-йышĕ пĕтĕм ял виттĕр тухса чаплă хăнана Хусана ăсатрĕ. Тем пек вăрçрĕ, ӳкĕтлерĕ пулин те мăрса ăна хăйĕн килĕнче тепĕр кунлăха хăварма пултараймарĕ. Хĕрарăмсем вырăс элчи час тухса кайнăшăн хĕпĕртерĕç те темелле: вĕсем тинех кил хуçипе тăраниччен калаçаççĕ ĕнтĕ, пурин çинчен те ыйтса пĕлсе хăйсем мĕнле пурăнни çинчен каласа кăтартаççĕ.
Анчах, инкеке, вĕсем ĕмĕтленни ахалех пулчĕ. Килте вĕсене хуçасем çуккине пăхмасăрах пӳрте кĕрсе кайнă тепĕр хăна — Хусан ханĕн элчи Бозек — кĕтсе тăчĕ.
— Вырăс элчине йышăнатăн эппин, Тукай мăрса? — сывлăх суннă май çиллессĕн ыйтрĕ Хусан хăни.
— Ырă çынсене пурне те йышăнатăп, — терĕ кил хуçи.
— Вăл саншăн ырă çын пулчĕ апла?
— Вăл мана тыткăнран çăлчĕ. Эс пĕлетĕн-и, киле эпĕ ĕнер кăна таврăнтăм-ха. Хаким патне кайса килме те ĕлкĕреймерĕм.
— Пĕрле килтĕр-и? — çав-çавах чĕрре кĕрсе ыйтрĕ Бозек.
— Пĕрле килтĕмĕр. Унпа мĕн каласшăн? — терĕ Тукай.
— Çук, ним те каласшăн мар, — айккинелле пăхрĕ элчĕ.
— Эс пирĕн хыçранах килнĕ апла, бакши?
— Çын йĕрĕпе çӳреме çăмăлтарах.
— Мĕнле йĕр тăрăх пыратăн вĕт, йăлтах çавăнтан килет. Ман йĕр тăрăх пырас пулсан эс Мускав тĕрмине пырса тухнă пулăттăн, — элчĕ мĕншĕн ун пекех чăркăшнине ăнланмарĕ-ха мăрса.
— Унта вырăссемпе туслашас тесе кайса кĕтĕн-и? — йĕкĕлтерĕ Бозек.
— Тен, çавăнпа. Анчах хан сана кунта çавна тĕрĕслеме яман пулĕ-çке?
— Ара, ахальтен çеç ыйтатăп, мăрса. Эп — хамăр хан чури, тепĕр чухне ун ытти çыннисем хăйсене мĕнле тыткаланине те сăнакалатăп.
— Рехмет, — терĕ мăрса. — Тукай хăйне мĕнле тыткалани пирки халиччен Хусан элчисем çеç мар, хансем хăйсем те иккĕленменччĕ. — Эс хăвăн çине ытлашши ĕç илнĕ пулас, Бозек эфенди?
— Пулма пултарать, — мăн кăмăллăн тавăрчĕ лешĕ.
— Пулма пултарать мар, ку чăнах та çапла. Эп кунта чăваш ĕмпĕвĕн ятне илнĕренпе Хусанта виçĕ хан пулчĕ ĕнтĕ — Магмет-Эминь, Шигалей тата аслă Герай-хан. Вĕсем ку таранччен мана шанмасăр тăни çинчен çăвар уçса каламанччĕ.
— Вăхăт улшăнать, Тукай мăрса, ăна май çынсем те улшăнаççĕ.
— Эп çак сĕтел хушшинче тин кăна вырăс элчипе тавлашса лартăм, — хăна тӳрккеслĕхне аран-аран чăтса ларчĕ кил хуçи. — Халь вара санпа тавлашмалла пулать-и, Бозек эфенди?
— Çук, ман санпа тавлашас килмест. Эп хамăн ăнсăртран сиксе тухнă иккĕленĕвĕме çеç сирсе ярасшăн пултăм. Манăн сана, ĕлĕкхи пекех, Хусан ханĕн чи çывăх тусĕсем хушшинче курас килет. Мĕн пур ĕмĕтĕм те çавă анчах. Хăш-пĕр çынсен чĕлхере пыл, чĕрере пăр теççĕ. Эпĕ ĕнтĕ ав санпа тӳррĕн калаçрăм.
— Чееленсе калаçман çынсене эпĕ юрататăп, — терĕ кил хуçи.
— Ара, эсĕ манăн тахçанхи тус мар-и? Каланă-çке-ха ăслă çынсем юлташ çук пулсан — шыра, тупсан — ăна сыхласа усра тенĕ. Пирĕн пĕр-пĕрне хӳтĕлес пулать, кирлĕ пулсан сыхлас та пулать, Тукай мăрса. Ху пĕлетĕн, вăхăт халь питех те кăткăс, тăшман питех те чее. Пытарма кирлĕ мар, вăл пирĕн çынсене хăй майлă çавăрма тăрăшать…
Халь ĕнтĕ элчĕ вĕчĕхмесĕр калаçрĕ. Вăл хуçа сĕнессе кĕтмесĕрех сĕтел хушшине кĕрсе ларса пĕр-ик татăк какай хыпрĕ, кăмака патне пырса çурăмне ăшăтма тытăнчĕ.
— Мускав элчи ман пирки нимĕн те шарламарĕ-и? — асăрхануллăн ыйтрĕ вăл кил хуçинчен. — Эпир унпа кремльте тĕл пулнăччĕ.
— Çук, шарламарĕ. Пирĕн мĕн пур сăмах-юмах та унпа тавлашни кăна пулчĕ, — арăмне чей лартма хушса Бозекпа юнашар кăмака çумне çурăмпа тăчĕ Тукай.
— Мĕн пур хирĕçӳсене тавлашса кăна татса памалла пулсан эпир, тен, çĕнтернĕ те пулăттăмăр, — терĕ Бозек кунта килсе кĕнĕренпе пĕрремĕш хут кулам пекки туса. — Анчах вырăссемпе сăмах вĕççĕн калаçса татăлма кансĕр пулассăн туйăнать.
— Каллех вăрçмалла пулать-и?
— Вăт, ăна пĕлместĕп.
— Э-э, мур тĕпне! — терĕ Тукай. — Çапăçатпăр. Иртнĕ çулхишĕн тавăратпăр вĕсене! Тен, манăн çапăçу хирĕнче Василий Шуйскипе тата Лупин-Горбатыйпа тепре тытăçса пăхма тур килĕ.
— Çавсем тыткăна илчĕç-и сана? — ыйтрĕ Бозек.
— Çавсем. Шигалей мана Василь-Новгородрах ирĕке кăларасшăн пулчĕ, Шуйский князь яхăнне те ямарĕ, пире Мускава çитиччен сĕтĕрсе кайрĕ.
— III Василий хăй патне чĕнтерчĕ-и?
— Çук, чĕнтермерĕ.
— Ху илсе кайма ыйтмарăн пуль?
— Ыйтрăм, çав Шуйский урлах ыйтрăм. Йышăнмасть терĕç.
— Мана йышăнчĕ, анчах çав тери сиввĕн калаçрĕ. Хăй ватăлса кайнă, чирлĕ пулмалла.
— Мана та сывă мар пирки йышăнмасть терĕç çав, — хуравларĕ Тукай, унтан сăмаха урăххи çине куçарасшăн пулса Бозека ыйту хыççăн ыйту пама пуçларĕ. — Ну, Хусанта мĕн çĕнни пур? Булат Ширин мĕнле пурăнать? Карамыш мĕнле пурăнать?
— Çаплах. Çĕнни нимех те çук.
— Ну, Мускавра çĕнни мĕн илтрĕн эппин?
— Ара, эс ху та ман умран çеç Мускавран таврăнтăн-çке, Тукай? — терĕ элчĕ.
— Эпĕ Мускава вырăс ратникĕсен хĕççисем хушшинчен тата Яуза хĕрринчи тĕрме чӳречинчен куртăм. Вăл хулана ун пек курма турă ан хуштăр сана, элчĕ.
Бозек Тукай патĕнче нумай тăмарĕ. Вырăс элчи пекех, вăл та часрах Хусана çитме васкарĕ.
— Тек хапхана ан уçăр, — терĕ мăрса Бозека ăсатнă хыççăн хăйĕн тарçисене. — Темле чаплă хăна килтĕр — пур пĕр ан уçăр, хуçа килте çук тейĕр.
Тарçăсем ăнланчĕç: Тукай мăрса канасшăн, вăл темиçе кун хушши хăйĕн кил-йышĕпе çеç пуласшăн. Эппин, кĕтсех тăр: ыран тул çутăлнă-çутăлман вăл картишне хуçалăха пăхма тухать, такам çурăмĕ çинче ыран каллех чĕн саламат ташлама пуçлать.
8. Конь ятлă фигурăпа çӳрени
Бозек Мускавран икĕ кун кая юлса тухрĕ: ăна III Василий çырăвне вăхăтра памарĕç. Ун чухнех сехĕрленсе ӳкрĕ Хусан элчи: кун пек ăна хăйĕн ханĕ умĕнче мăшкăл кăтартма пултараççĕ. Хан вырăс государĕн хуравне хăйĕн элчи урлă мар, аслă князь янă хыпарçă урлă пĕлет. Ку чăнах та çавăн пек пулса тухсан Бозек хан керменне кĕмен те пулĕччĕ, кĕрсессĕн те вăл унтан каялла тухайман пулĕччĕ. Анчах тем тесен те аллах Бозека унашкал мăшкăл патне илсе çитерместех. Çамрăк дипломат ун пек телейсĕр кун çуралман пулĕ-ха.
Иртнĕ куна тавăрма çук теççĕ. Бозек тавăрчĕ — Черемисинова Сĕве пырĕнче хăваласа çитрĕ. Вара вăл хăйĕн ямшăкне малти лавран икĕ çухрăмра пыма хушрĕ. Иртсе кайма юрамасть, унсăрăн вырăс элчи Бозек ăçта васканине чухласа илме пултарать. Куçа курăнма та кирлĕ мар, — Бозек таçта темиçе çĕр çухрăмра кайра пырать тесе шутлатăр.
Атăл урлă каçсан хулана вĕсем пĕр вăхăтрах кĕчĕç — Черемисинов пĕр урамран, Бозек тепĕр урамран.
Халĕ ĕнтĕ Бозек пĕрре те кулянмарĕ. Малаллахи ĕçсем йăлтах вăл шутланă пек пулса пыма тивĕç: Черемисинов кĕçĕр е ниçта та тухмасть, е хăй илсе килнĕ çыру çинчен пĕлтерме Хусанти вырăс элчи Андрей Пильменов патне каять; Бозек, паллах, вăл вăхăтра килте чӳречерен пăхса лармасть, кремле çитсе хан çыннисене хăй Мускавран таврăнни çинчен пĕлтерсе хурать.
Вăл иккĕленмерĕ: килте пулас пулсан хан ăна кĕçĕрех йышăнать. Çав тери кĕтет-çке-ха Сахиб-Гирей Мускав мĕнле хурав парассине! Кайнă чухне Бозека çирĕппĕн каласа ячĕ: «Урăх хуравпа ан кил, мир илсе кил!» — терĕ.
Питĕ хитре çыру ăсласа çырчĕ ун чухне Бозек Сахиб-Гирей ячĕпе, анчах хăй сиссе тăчĕ: пулса иртнĕ мĕн пур ĕçсем хыççăн Мускав килĕшӳ тăвас çук. Кăна хан, паллах, хăй те пĕлчĕ, çапах та Булат Ширин умĕнче çамрăк дипломата ырласа илчĕ:
— Санăн бакшей мар, аслă визирь е сеид пулмалла, Бозек! Лайăх хайланă çырăва. Тен, кунпа III Василий чĕрине кăшт çемçетме те пулĕ, э?
— Тăрăшăп, — терĕ ун чухне Бозек. Урăх мĕн калăн-ха? Сана çунакан вут урлă сиксе каçма тĕртеççĕ пулсан пĕçертесрен хăратăп тесе тăмалли çук.
III Василий хуравĕ мĕнле пулни элче сахал пăшăрхантарчĕ. Ку хурав урăхла пулма пултараймасть. Сахиб айван çын мар, ăна вăл хăй те ăнланать. Тепĕр тесен мир тăвас ĕçе хан юлашки вăхăтченех хăй пăсса пычĕ — аслă князь патне умлăн-хыçлăн темле ухмахла çырусем çырчĕ. Вăл çырусем хыççăн аслă князь мир тума килĕшменнишĕн ăна хĕçпе вакласа тăкма Сахиб тăнран тухман пулĕ-ха. Анчах кунта пĕр япала шутласа кăларасах пулать, çырăва вуланă хыççăн ун çиллине ирттерсе яма май шыраса тупасах пулать.
Бозек кун çинчен Хусана çитес умĕн çеç мар, çул тăршшĕпех шухăшларĕ. Мĕнле те пулин ырă сĕнӳ кирлĕ. Сахиб-Гирее хăй шутласа тупайман япала тупса памалла. Анчах мĕн сĕнĕн-ха, ĕçсем пĕрре те вĕсем майлă пулса пымаççĕ пулсан? Çуркунне вăрçăпа кайма сĕнни — ăслă шухăш мар, ăна кашни ухмахах сĕнме пултарать; тепĕр хитре çыру çырни те ĕçе ним чухлĕ те улăштарас çук; Крыма пысăк посольство тата парнесем яма сĕнес — кăна хан хăй те пит аван пĕлет.
Канăçсăр вăл, дипломат пурнăçĕ. Кăткăс вăхăтсем пулаççĕ ун пурнăçĕнче. Туять Бозек, ун пуçĕ тĕлĕнчех хан алли çĕкленĕ çивĕч хĕç йăлтăртатса тăрать. Мĕнле сирсе ямалла ку хĕçе? Сирмеллех, унсăрăн вăл пуçа касса татма пултарать.
Çулĕпе çамрăк мар пулсан та çивĕч ăслă-ха хан элчи Бозек бакши. Лайăх ĕçлет-ха унăн пуç мимийĕ.
Мăнаçлăн пырса кĕчĕ элчĕ кремль картишне. Вăл хăйĕн вăйне шанса тăчĕ. Бозек йăнăшмарĕ. Хан яланхи йăлипе: «Эс мĕн тума сĕнетĕн, бакши?» — тесе ыйтсан кĕçĕр çĕрĕпе куç хупман элчĕ хăй ывăннине пĕрре те палăртмасăр хавхаланса калаçма пуçларĕ:
— Аслă хан, хĕвелпе уйăх ывăлĕ, пирĕн тĕнĕн çĕр çинчи шанчăкĕ, аслăран та аслă çар пуçĕ, — сăмахсене урайне пăрçа тăкнă пек сапрĕ элчĕ, — эп сирĕн вырăнта хальхи пек лару-тăрура акă мĕн тунă пулăттăм…
Шухăшсем
Прочитал от и до...
Your website, chuvash...
What if your website chuvash...
Your website, chuvash...
Elegir el mejor financiamiento inmediato...
Are you making the most of the potential...
What if your website chuvash...
Чăн чăнах та, сатира туйăмĕ Л...
Чăн чăнах та, сатира туйăмĕ Л...
Your website, chuvash...