Сĕве Атăла юхса кĕрет. Пĕрремĕш кĕнеке :: Улттӑмӗш пайӗ. Хусанти ӗҫсем
1. Тата тепĕр Гирей
Сафа-Гирей Хусана Крымран вун виçĕ çулхи ача чухне килсе кĕнĕччĕ. Темиçе эрнелĕхе хăнана çеç чĕннĕччĕ ăна хăйĕн тăванĕ Сахий-Гирей. Аллах пулăшнипе, Булат Ширин тăрăшнипе хан пулса тăчĕ. Ăна Бахчэ-Сарайра утлантарнă ут ахаль йышши пулмарĕ пулас çав, çунатлă, асамлă ут пулчĕ курăнать. Халь ватăлнă ĕнтĕ вăл урхамах, сарăхнă шăлĕсене кăтăртаттарса, типĕтнĕ сĕлле те аран-аран çеç çикелет, çапах сăхăма пусма хушмасть ăна Сафа-Гирей. Асăнмалăх пурăнтăр тет. Хан витинче ун валли вырăн çителĕклĕ.
Ватти ватăлать, çамрăкки ӳсет, çитĕнет. Сафа тек ача мар ĕнтĕ, вăл хĕрсене хăйĕн çине пăхтаракан хитре йĕкĕт. Виçĕ уйăхран ун туйĕ пулмалла. Анчах патшара ларакан çыннăн хăй çитĕннине мăшăрланнипе е ача ашшĕ пулнипе çеç кăтартса памалла-и? Сафа-Гирейшĕн ку ытла та сахал пек туйăнать. Ăна вăрçă кирлĕ. Хусанта туй туни Мускавра илтĕнтĕр. Хĕрарăм туйĕ Хусанта кĕрлетĕр, арçын туйĕ Муромра, Владимирта, Чулхулара шавлатăр. Хулăм укçине III Василий тӳлетĕр.
Çапах та чунĕпе сисет Сафа-Гирей, Мускав енне вăрçăпа кайма кăçал кая юлчĕ. Иртнĕ çул тырă начартарах пулни вăйлă кансĕрлерĕ ăна çуркунне вăрçă пуçлама. Курултайра темиçе хутчен чĕнсе калани питех хавхалантармарĕ бексемпе княçсене, эмирсемпе улансене. Булат Ширин вара вăрçă çинчен калаçасшăн та пулмарĕ. Ватăлчĕ пулать-и аслă карачи? Ăна хăйне тата ун йышлă ывăлĕсене ясырь кирлĕ мар-и тек? Тепĕр чух, тепĕр чух, халь вăхăт килĕшӳллĕ мар тесе кăна тăрать. Хăçан çав тери майлă вăхăт килсе тухать-ши вăрçă пуçлама? Ункайлă, килĕшӳллĕ вăхăта ăна тума пĕлес пулать! Çук, ӳлĕмрен Сафа-Гирей аслă карачине итлемест. Хăнана килнĕ этеме хан туса хунăшăн тавах ăна, çамрăк патшана ку таранччен ăс парса пурăннăшăн рехмет, анчах вăрçă ĕçĕнче Сафа ун ирĕкĕнчен тухать. Вăл тек пĕчĕк ача мар. Вăрçă пуçлас пулсан та вăл çара хăй ертсе каять.
Çын куçĕнчен пăхни, çын аллинче пурăнни такама та йăлăхтарать ĕнтĕ. Сафа-Гирей пек патшара ларакан этеме вăл чунтан тарăхтарса, тулаштарса, эрлентерсе тăрать. Пĕр енчен, вăл хан, çĕр-шывра пуринчен асли, ун аллинче пĕтĕм пăхăт — влаç та пуянлăх, çынсен шăпи; тепĕр енчен, вăл пукане вырăнĕнче çеç — ăна мĕнле çавăрас теççĕ, çавăн пек çавăркалаççĕ. Сеид сăмахне итлемелле, княçсене пăхăнмалла, эмирсене хисеплемелле, улансенчен иртмелле мар. Ытти енĕпе юрĕ-ха, пĕрле сӳтсе явмалла тейĕпĕр, пĕр канаш пулмалла тейĕпĕр. Анчах патшалăх ĕçĕсем тĕлĕшĕнчен çеç мар-çке, ытти ĕçре те йăлтах пусмăрлаççĕ ăна. Ак авланма тăчĕ те пĕтĕмпех хăшкăлса çитрĕ. Пасарта лаша улăштарнă чухнехи евĕр тавлашрĕç ун пулас арăмĕ пирки. Сафа мĕн юлашки эрнечченех пĕлмерĕ хăйне кама илсе парассине. Юлашкинчен «савăнтарчĕç» вара, арăм шырама Нухая кайсан лайăхрах-мĕн. Унта Ших-Мамай мăрсан садри роза пек чипер хĕр ӳсет имĕш. Сеид та, Булат Ширин та уçăлмалла Нухая кайса çӳреме сĕнчĕç. Çамрăк çыншăн унта кайса килесси темех мар, çитсе курчĕ Сафа вăл розăна. Хĕрĕ чăнах та селĕм, пĕр кашăк шывпа çăтса ямалласкер. Пĕр курсан куçа та илме май çук — вĕçĕмсĕр пăхас килет. Ашшĕ, Ших-Мамай, Нухайра аслă князь вырăнĕнче. Ытти мăрсасем пурте ăна пăхăнса тăраççĕ. Мăрсан çеçен хирте кĕтĕвĕ-кĕтĕвĕпе лаша çӳрет. Кăмăлларĕ Сафа Мамай хĕрне, кăмăлларĕ те ашшĕпе туй кунĕ пирки те калаçса татăлчĕ. Туйĕ чаплă пулмалла Сафа-Гирейĕн. Тен, ĕмĕтленнĕ ĕмĕт çитет те пуль: Хусанта туй туни Мускавра илтĕнмелле пулмĕ-ши?
Нухайран таврăннă хыççăн Сафа-Гирей Булат Ширинран уйрăлма та пĕлмерĕ. Ших-Мамай ун валли парса ячĕ тесе, парнесем нумай тыттарчĕ ăна, чĕлхепе çурĕ, туйра туй пуçлăхĕ пуласси çинчен систерсе хучĕ. Булат Ширин хăйĕн шухăшĕнчен пĕр утăм та чакмарĕ, кăçал вăрçă пуçлама май çук, тепĕр çулччен тăхтас пулать, Мускавра мĕнле те пулин инкек пуласса е вăл кампа та пулин вăрçă пуçласса кĕтес пулать терĕ.
— Тăшман Атăл тăрăх хăй анассине кĕтмелле мар-и, хисеплĕ улу карачи? — йĕкĕлтесшĕн пулчĕ Сафа-Гирей.
— Тен, ун пек тусан тата майлăрах, — ним пулман пек тавăрчĕ Булат Ширин. — Лайăх хатĕрленсе тăрса Хусан патĕнче аркататпăр вĕсене. Сахал хăваласа янă-и эпир вырăссене хамăр çĕр-шывран? Сахал путарнă-и Атăла?
— Çапах та туй парни пулать-и мĕн те пулин, улу карачи? — çине тăчĕ çамрăк хан.
— Пулать, аслă хан, пирĕн ханлăх, пирĕн таса тĕн шанчăкĕпе тĕрекĕ. Туй парни пулать. Ун пирки сăмах паратăп.
— Кĕтсе пăхам эппин.
— Кĕтме пултаратăн, аслă хан.
Мĕнле парне кĕтнĕччĕ-тĕр Сафа-Гирей аслă карачирен, вăл ăна уçăмлăн каламарĕ. Булат Ширин ун сăмахĕсене хăй майлă ăнланчĕ. Тата темиçе кунран вăл Василь-Новгород патне икĕ ушкăн çар кăларса ячĕ, вĕсене ертсе каякан улансене ытларах ясырь хăваласа килме хушрĕ. Кремле пуçтарăннă туй халăхĕ çатан урапасемпе, юлан утпа Казанка хĕрринчи улăха анас умĕн çамрăк хана хăйĕн ытарма çук мăшăрĕнчен уйăрса крепость кĕтессинелле илсе кайрĕ.
Вĕсене хирĕç сăрлă алăк уçăлчĕ, аскерсем унтан пĕр ушкăн çамрăк хĕрарăм хăваласа кăларчĕç. Хĕрарăмсене пурне те чаплă, тĕрĕллĕ кĕпе тăхăнтарнă, çӳçĕсене тăрăшса çивĕтленĕ, пичĕсене аманса кăвакарнă вырăнсем ан палăрччăр тесе писев сĕрнĕ.
Сафа-Гирей вĕсен умĕн васкамасăр утса иртрĕ, хăш-пĕрисене янахĕнчен тытса хăйĕн çине ирĕксĕр пăхтарсах тĕрĕслерĕ. Пĕрин патĕнче вăл уйрăммăнах нумай чарăнса тăчĕ.
— Княжна, — терĕ Булат Ширин, ку хĕрарăмсене маларах килсе курнăскер.
— Княжна? — ыйтрĕ хан ĕненмен пек пулса.
— Хăйĕнчен ыйтăр ара, — тавăрчĕ аслă карачи кулса.
— Хитре. Тутарла пĕлетне эсĕ, ырă пикеçĕм?
— ?
— Те пĕлмест, те калаçасшăн мар.
— Вырăсла калаçса пăх унпа, аслă хан, — сĕнчĕ Булат Ширин.
— Тепĕр чух. Эсир ăна уйрăм хупăр, — хушрĕ хан аскерсене.
Каялла таврăннă чухне Булат Ширин çамрăк хан ăна тав тăвасса кĕтрĕ, анчах Сафа-Гирей ун парнине манса кайрĕ тейĕн, нимĕн те шарламарĕ. Çапах та мăн кăмăллă çак Гирейсем — князь арăмĕшĕн те тав тума пĕлмеççĕ. Тĕрĕссипе, княжна сан аллуна çакланмалла та мар, Сафа, ăна Булат Ширин хăйĕн патне те савăнсах илнĕ пулĕччĕ. Туй парни тесе калаçса татăлман пулсан çав хитре хĕрсемпе княжнана куçупа та курса юлаймастăнччĕ эсĕ, Сафа.
Хан туйра Булат Шпринпа сахал калаçрĕ, вăл пуринчен ытла çамрăк княçсемпе, Крымран килнĕ хăнасемпе савăшрĕ. Халăхпа тулнă пысăк залра «вăрçă! вăрçă!» текен сăмахсем янăраса тăчĕç. Сафа-Гирей çамрăксене хăйне Турци султанĕ Сулейман ярса панă хĕçе вĕçертсе кăтартрĕ. Ун çине çырса хунă сăмахсене те хăех вуласа пачĕ вăл. Лайăх пĕлет ку сăмахсене аслă карачи. «Санăн пĕрремĕш тăшману — вырăс» тесе çырса хунă унта.
Хан туйра çапла мухтанни аслă карачие килĕшмерĕ. Чĕннисем хушшинче вырăссем те пур-çке, мĕнле кăшт асăрхануллăрах, сăпайрах пулмалла мар вĕсен умĕнче? Эх, çамрăклăх, çамрăклăх! Сире хĕçпе хăлаçланса пултăр, часрах вăрçă пуçламалла тесе кăшкăрашса пултăр. Вăрçă валли вăй ăçтан пуçтармалла, пуçланă вăрçа мĕнле вĕçлемелле, эсир ун çинчен шутлама пĕлместĕр. Тем пек тапăнса каясчĕ Мускав патнелле, тем пек çунтарасчĕ вырăс ялĕсене, таврăннă чухне темĕн чухлĕ ясырь хăваласа килесчĕ, ку вăл Булат Ширин кăмăлне те каять, анчах çакна тума вĕçкĕнленнисĕр пуçне хăват кирлĕ-çке, аллах пиллени кирлĕ. Аллах темшĕн майлă вăхăт туса памарĕ-ха вăрçă пуçлама. Мускав вăйланнăçемĕн вăйланса пырать. Хусан хавшанăçемĕн хавшать. Курмасть-им ăна Булат Ширин? Мускав çĕнĕ çĕрсем, çĕнĕ хуласем туянать, Хусан халиччен хăй аллинче тытса тăнă çĕрсене те çухатма пуçларĕ. Мускав умĕнче ют çĕр-шывсем ытларах та ытларах çĕлĕк хываççĕ, унпа çыхăну тытма, туслă пулма сĕкĕнеççĕ, Хусан ĕлĕкхи пекех Сулейман фирманĕсемпе пурăнать. Çĕпĕр Хусан аллине çакланмарĕ, ун патне ĕнтĕ вырăссем кармашаççĕ. Нухай орди хăй тĕллĕн тытăнса тăрасшăн, Хусан аллине кĕрсе ӳкесшĕн мар. Ту енчи çĕр-шыв тесен, вăл та пулин пиртен уйрăласшăн, вырăссем патнеллех туртăнать. Ахаль мар ĕнтĕ Булат Ширин, Крымпа кунĕн-çĕрĕн çыхăну тытакан, вырăссене хăйĕн хаяр тăшманĕ тесе шутлакан Булат Ширин, çак çич-сакăр çул хушшинче пĕтĕм вăйне «вăрçă! вăрçă!» тесе çухăрашакансемпе кĕрешес ĕçе хучĕ.
Вăл хушнипе çирĕм улттăмĕш çулта Казы князь, Чура князь, бакши Тевел элчĕ Мускавра калаçусем ирттерчĕç. Нумай тавлă ыйтусене татса панă хыççăн Мускав Хусана питех тапăнми пулчĕ. Çирĕм саккăрмĕш çулта III Василий патне Табайпа Данай княçсем, бакши Ибрагим кайса килчĕç. Унтан вара Девлизер элчĕ те нумай калаçрĕ. Кăçал, çирĕм тăххăрмĕш çулта, мире çирĕплетме Мамачипе Курат тата Шур-Мирген Чурачиков княçсем çитсе килчĕç. III Василий пирĕн çылăхсене каçарчĕ, эпир ăна вырăс çĕрĕсене тек тапăнса кĕместпĕр тесе сăмах патăмăр. Ак халь сăмаха каллех пăсрăмăр пулать. Йывăр çав йытăпа кушак пек тулашнă чух панă сăмаха тытма.
Сафа хăйне кура чее, вăл кама илĕртмеллине пĕлет. Князь, улан, эмир ывăлĕсем ун тавра явкаланса çеç çӳреççĕ. Пĕрне лаша парать вăл, теприне ылтăнланă йĕнер, тепĕрне дамаск хурçинчен тунă хĕç — лешсем вăл хушнипе-вута кĕме те хатĕр. Ывăлĕсем ашшĕсене хăйсем майлă çавăраççĕ, ашшĕсем Булат Ширинпа Ковгоршада, Магмет-Эминь йăмăкне, хĕсеççĕ. Юрать Ковгоршад, хĕрарăм пулсан та, вĕсене итлесех каймасть, унсăрăн аслă карачие пĕччен питĕ йывăр пулнă пулĕччĕ.
Сафа-Гирей туйĕ пĕтĕм ĕçе пăсса хучĕ. Ĕçкĕ-çикĕпе çынсем эрленсе кайрĕç, нухайсен йышлă утлă çарне курсан, нумайăшĕ куçкĕретĕнех вырăссене юнама тапратрĕç. Кун пек пулсан «вăрçă! вăрçă!» тесе кăшкăракансене ӳлĕмрен тытса та чараймăн. Часрах пĕттĕрччĕ ку туй. Часрах пушанччăр Сафа-Гирей нӳхрепĕсем. Пĕрре те савăнтармасть Булат Ширина ӳсĕр мăрсасем кĕрлени, улансем посад тăрăх халăха утсемпе таптаса çӳрени, хан тантăш-пĕлĕшĕсем вырăс посольстви еннелле чулсем вăркăнтарни.
Туй пĕтнĕ тĕле улу карачие нумай пулмасть ятарласа Мускава кайнă Бозек бакши шыраса тупрĕ. Вĕсем пĕр-пĕрне чыслăн сывлăх сунчĕç, айккинерех пăрăнса вăрттăн калаçма пикенчĕç. Чи малтан Бозек ăна Василий патшапа паллакан боярсенчен салам каларĕ. Булат Ширин хăй аслă княçа çеç мар, боярсене те тĕплĕ пĕлнине систерсе вĕсен сывлăхĕ, ачи-пăчи çинчен ыйтса тĕпчерĕ, хăйĕн тахçанхи тусĕнчен именмесĕр боярсене май килнĕ таран хак парса тухрĕ.
— Мускавра халь Глинскисем вăйра, — терĕ вăл. — Эп вĕсене пит пĕлсех каймастăп. Михаилне курнăччĕ пĕрре, унпа та калаçасси пулмарĕ.
— Эп ăна парне патăм, — такам илтес пек, пăшăлтатса каларĕ Бозек. — Сан ятупа та сăмах хушрăм пăртак, улу карачи.
— Лайăх тунă.
— Оболенскине те парасшăнччĕ, кĕсье пушăрах пулчĕ.
— Оболенскисенчен хăшне?
— Иван Федоровичне. Халь çавăн сăмахĕ витĕмлĕ. Бельскисĕр пуçне Хусан ĕçĕпе патша патне ялан çавă çӳрет. Çӳллĕскер, яштакаскер хăй. Ăна патша майри Елена кăмăллать теççĕ. Елена хырăм йăтнă. Часах Василий патшан ача пулмалла.
— Ăна та пĕлтĕн апла? Ну, пултаратăн та эсĕ, элчĕ!
— Йăлт ыйтса пĕлтĕм.
— Апла татах парне хатĕрлемелле пулать.
— Хатĕрлеме тивет, улу карачи.
— Эппин, Мускавра çанталăк лайăх тетĕн-ха?
— Начар мар. Хĕвел те пăхкалать.
— Кунта аслатиллĕ çумăр пулмалла. Сисетне, бакшей?
— Сисетĕп, — терĕ Бозек. — Ĕнер килсе çитрĕм те, малтанхи каçах тарлаттарчĕ. Çумăра вăл.
— Ытла вăйлă çусан Казанка шывĕ те çыранран тухма пултарать.
— Пултарать, улу карачи.
— Тытса чарайăпăр-и?
— Калама йывăр.
— Çапах та хăтланса пăхăпăр, — Бозека хул пуççинчен тытса ытарлăн каларĕ Булат Ширин. — Пирĕн ĕçĕмĕр çавăн пек. Ханлăхшăн мĕнле усăллăрах, çавăн пек тумалла. Хăш-пĕрисем вăрçаççĕ пире, ӳпкелешеççĕ. Анчах мĕн тăвас тетĕн? Пысăк инкек пуличчен пĕчĕк инкек пулсах пытăр теççĕ-и-ха? Вăрçчăр, кайран, тен, ăнланĕç. Эпир уйрăм çынна юрама тăрăшман, ханлăхшăн тăрăшнă.
— Тĕрĕс, улу карачи.
Калаçнă хушăра Булат Ширинпа Бозек бакши патне темиçе хутчен те хан çыннисем пыра-пыра кайрĕç, Сафа-Гирейпе ун çамрăк арăмĕ хушнă тăрăх, вĕсене туй кĕрекине сĕтĕрчĕç. Аслă карачипе ун элчи хушшинче сăмах-юмах пĕтмерĕ-ха. Юлашкинчен хан тӳсеймерĕ курăнать, вĕсем патне хăй чупса пычĕ.
— Килтĕн апла? — çиллессĕн ыйтрĕ вăл Бозека курсан.
— Килтĕм, аслă хан, пирĕн тĕнпе ханлăх шанчăкĕ…
— Алă пусрăр-и?
— Алă пусрăмăр.
— Кăтарт.
Мускавран парса янă грамотăна тем тесен те кунта вуламалла марччĕ ĕнтĕ, анчах мĕн тăвăн, хан ыйтать, Бозекăн ирĕксĕрех кĕсьерен тĕплĕн чĕркенĕ пергамент таткине туртса кăлармалла пулчĕ. Вăл ăна хăвăрттăн сӳтрĕ те икĕ алпа сарса Сафа-Гирее тыттарчĕ. Хан тутисене пăркаласа, мăкăртатса ăна чылайччен вуларĕ. Тăрăшса, мекĕрленсе вуланăран-и е тарăхнипе, ун çамки çине тар тапса тухрĕ, хан ăна сисмесĕр çав-çавах грамотăпа тăрмашрĕ.
— Курăр-ха, пурне те алă пустарнă сире, йĕксĕксене. Эсĕ те алă пусрăн-и, Бозек?
— Эсĕ хушнипе алă пусрăм, аслă хан, пирĕн таса тĕнпе ханлăх шанчăкĕ…
— Маттур. Тăрăшатăн апла? Вĕсемпе килĕштерсе пурăнасшăн-и? Аллуна хĕç тыттарса кĕçĕрех вăрçа кăларса ярсан мĕн тăвăн, Бозек?
— Каятăп, аслă хан. Саншăн пуçа хуратăп. Саншăн тата хамăр ханлăхшăн…
Хан пергамент листине хăйĕн кăкăрĕ тĕлне çĕклерĕ те ик еннелле туртрĕ.
— Çурас-и? — терĕ вăл. — Çурса шăпăр шăтăкне ывăтас-и ăна?
Ĕç шала каяссине сиссе ку таранччен лăпкăн çеç тăнă Булат Ширин ун патне ыткăнчĕ.
— Юрамасть, аслă хан…
— Ма юрамасть? Мĕн тума кирлĕ вăл, çав пергамент татки? Мускавпа килĕшӳ тăватпăр тетне? Нихçан та, виличчен те килĕшӳ пулас çук вĕсемпе. Ак… ак ман хĕçе курăр, Сулейман панă хĕçе. Ун çине «Сан пĕрремĕш тăшману — вырăс» тесе çырса хунă. Пĕрремĕш тăшман, чи хаяр тăшман! Ăнланатăр-и эсир çавна?
— Ăнланатпăр, аслă хан. Çапах та грамотăна ан тив. Вăл — ĕçлĕ хут. Эпир Мускав умĕнче, III Василий умĕнче, сăмах панă…
— Сурап эп сан сăмаху çине. Ме, пуçтарса хурăр, савăнăр ăна вуласа. Коран вырăнне вулăр.
Сафа-Гирей грамотăна çиллессĕн персе пачĕ те тек пĕр сăмах чĕнмесĕр сĕтел патнелле утрĕ. Унта арăмĕ çумне вырнаçса ларсан кăшт пусăрăнчĕ курăнать, евĕклĕн:
— Улу карачи, хисеплĕ Бозек бакши, эпир сире кĕтетпĕр! — терĕ.
— Халех, халех, — илтĕнчĕ Булат Ширин сасси. — Эпир пыратпăр. Ĕçме-çиме тесен эпир яланах хатĕр…
Курай калакансем хаваслă кĕвĕ пуçларĕç. Сĕтел хушшинче черккесем чанклатрĕç. Хан туйĕ çĕнĕрен хĕрсе кайрĕ.
2. Йывăр çулталăк
Думнăй дворянин Иван Семенович Черемисинов каç пуласпа кремльтен таврăнчĕ те хăйĕн стремянной вырăнне шутланакан тарçине çула тухма хатĕрленмешкĕн хушрĕ. Леш хĕпĕртенĕ пек пулчĕ. Уншăн пулсан çул çӳрессинчен ытла кăсăк япала çук. Килте ĕçсĕр ларса йăлăхать пулмалла ватă воин, çул çинче вара вăл кăмăлтан йăлт уçăлса каять. Юрлать, лашипе калаçать, хуçа чарман чух ют çынсемпе тем çинчен те палкать.
Черемисинова инçе çула çӳресси тахçанах савăнтарма пăрахнă ĕнтĕ. Вăл ниçта тухмасăр килте ларĕччĕ, хăйĕн йышлă ачи-пăчине пăхĕччĕ. Ак каллех Хусана çитсе килмелле. Миçе уйăх иртĕ вĕсем таврăниччен, çул мĕнле пулĕ — ăнăçлă-и, ăнăçлă мар-и — ăна халь Иван Семенович хăй те, ăна пуçлăх пулса ертсе каякан Иван Федорович Палецкий князь та калама пултараймасть.
Думнăй дворянин арăмĕ упăшки каллех нумайлăха çула тухассине сиснĕ ĕнтĕ, ун çине хурлăхлăн пăха-пăха илет. Иван Семенович чăтаймасть, ăна çупăрласа тытать те хăйĕнпе юнашар лартать.
— Эс ан кулян, Любаша, — тет вăл. — Халь çу кунĕ, кайса килме асап пулмасть. Кун пек çанталăкра час çитсе килетпĕр.
Шухăшсем
Прочитал от и до...
Your website, chuvash...
What if your website chuvash...
Your website, chuvash...
Elegir el mejor financiamiento inmediato...
Are you making the most of the potential...
What if your website chuvash...
Чăн чăнах та, сатира туйăмĕ Л...
Чăн чăнах та, сатира туйăмĕ Л...
Your website, chuvash...