Сĕве Атăла юхса кĕрет. Пĕрремĕш кĕнеке :: Улттӑмӗш пайӗ. Хусанти ӗҫсем
— Эп кулянмастăп, — макăрас пек тавăрать арăмĕ. — Сахалтан та виçĕ уйăх иртет çав ĕнтĕ…
— Ун чухлех мар, Любаша.
— Ну, ик уйăх. Вăл сахал-и? Кĕтнĕ чухне икĕ уйăх та икĕ çул пекех туйăнать. Çитменнине, сехĕрленсе пурăнатăн-ха тата — те вĕлересси пур сире Хусанта, те çул çинче ушкуйниксем тапăнасси пур…
Иван Семенович арăмне лăплантарма тăрăшать. Тутарсем халь вĕсене тивес çук: тек харкашса пурăнмастпăр тесе сăмах панă. Çул çинче те хăрама кирлĕ мар, князь хăйĕнпе шанчăклă хурал илет.
Тата темиçе кунран вĕсем Мускавран тухса Чулхула çулĕ çине ӳкрĕç. Ку çулпах эрне каялла Хусана каякан пысăк посольство иртнĕ. Ăна Андрей Пильменов князь ертсе пырать. Посольствăн Хусанта тутарсене тупа тутармалла. Иван Палецкий княçа патша тутарсем тупа тунине сăнама ярать. Хусан посольстви Мускава килсе кайрĕ ĕнтĕ, вăл Василий Иванча килĕшӳ тăвасси пирки тупа туса сăмах пачĕ.
Князь Чулхулара чылайччен тытăнса тăчĕ: ăна III Василий Хусантан Андрей Пильменовран хыпар киличчен тăхтама хушнă. Шанмасть аслă князь Хусан мăрсисене. Сăмах параççĕ те çав сăмах çине тăмаççĕ. Мускавра чиперех калаçаççĕ хăйсем, тупа та тăваççĕ, грамотăсене те алă пусаççĕ, Хусанта çав грамотăсене тепĕр хут çирĕплетме тăрсан ялан тавлашу сиксе тухать.
Вĕсем шутланă пекех, хальхинче те çавăн пек пулса тухрĕ. Хусантан ырă мар хыпар çитрĕ: Сафа-Гирей килĕшӳ условийĕсене йышăнмасть, вăл Андрей Пильменова тем те пĕр каласа кӳрентерсе пĕтернĕ, тухса каймасан халех тытса хупассипе хăратнă. Апла Мускавран илсе кайнă грамотăна алă пусасси çинчен сăмах та пулма пултараймасть. Унтан та ытларах, Хусан ханĕ хăйне хӳтĕлеме Нухайпа Крым çыннисене чĕнет.
Иван Палецкий князь пĕр тăруках икĕ енне юлан утсем ячĕ: Мускава — аслă князь патне, Хусана — Андрей Пильменов патне. Çав хушăра Хусантан тепĕр хыпар илсе çитерчĕç: Сафа-Гирей вырăс элчине вĕлерме хушнă, Нухайран пысăк çар чĕнсе илнĕ. Юсуф мăрса ертсе пыракан ку çар çула тухнă та ĕнтĕ.
— Ак хайхи Хусана кайса килтĕмĕр те, — тарăхса каларĕ Палецкий князь хыпар çитернĕ çынсем тухса кайсан. — Грамотăна алă пустартăмăр…
— Кун пек пулсан ĕç чĕрре кĕрет, — терĕ думнăй дворянин.
— Халь пуçланчĕ ĕнтĕ. Анаталла посольство хыççăн мар, пысăк çарпа анмалла пулать. Василий Иванович кăна ахаль каçарас çук.
— Каçарма та юрамасть. Ытла сĕмсĕррĕн хăтланчĕ Сафа…
— Эпир Хусана çитессе те кĕтмерĕ тесшĕн-и эс? Тен, санăн ун аллине çакланса мăшкăл тӳссе курас килетчĕ пуль, думнăй дворянин?
— Унашкал кăмăлăм çук та-ха, çапах тупа тунине курасшăнччĕ эпĕ.
— Вăрçă хыççăн тупа тăвать ак Сафа-Гирей, — терĕ çиллессĕн Палецкий.
— Унашкал тупа пире хакла ларать.
— Хусан пире пур енчен те, кирек хăш вăхăтра та хакла ларнă. Вăрçă вăрçман чухне йӳне ларать тетни ăна?
— Вăл та тĕрĕс, князь, — килĕшрĕ Черемисинов. Думнăй дворянин Иван Федоровичпа çул çӳреме яланах хавас. Мăнаçлă тытмасть вăл хăйне, князь тесе пуçне каçăртмасть. Унпа тем çинчен те калаçма пулать, кирек мĕнле ыйтăва та хускатма, ху пĕлнĕ пек сӳтсе явма пулать. Тĕрлĕ çĕртен килекен хыпарсене те унран пытармасть князь, пĕлет, Василий Иванович патша Черемисинова питех те кирлĕ ĕçсем хушать, думнăй дворянин унăн паллă элчи, шанчăклă çынни.
Анчах Чулхулана Хусан ханĕ пулнă Шигалей пырса çитсен князь Черемисиновран чылай ютшăнчĕ, мĕн пур хыпарсене унпа çеç сӳтсе явма тытăнчĕ. Куншăн кӳренмерĕ Иван Семенович, — хан пур чухне княçа чаплă йăхран тухман çын тем тума кирлĕ пултăр!
Шигалей Чулхулара нумай пурăнмарĕ. III Василий ăна Касимов таврашĕнче çар пухса Василь-Новгорода тухма хушнă. Шигалей кайнă хыççăн Палецкий князь та Мускава таврăнчĕ, Черемисинов çеç «аслă князь сăмахĕ çитиччен» Атăл хĕррине тăрса юлчĕ. Вăл ĕнтĕ сисрĕ: кăçал Атăл лариччен киле таврăнасси пулас çук. Мускав çар пуçтарать, Мускав Хусанпа ыррăн калаçса татăлаймарĕ.
Çĕртме уйăхĕн пуçламăшĕнче Чулхулана Василь-Новгород хулине тутарттарнă Александр Борисович Горбатый воевода килсе çитрĕ. Вăл Черемисинова тӳрех хăй патне чĕнтерчĕ.
— Эсĕ кунта мĕн туса пурăнатăн? — терĕ вăл думнăй дворянина хăтăрнă пек кăтартма тăрăшса.
— Аслă князь сăмахне кĕтетĕп, — терĕ сăпайлăн Черемисинов.
— Итле эппин, ун сăмахĕ çапла: санăн ним тăхтаса тăмасăр Мускава таврăнмалла. Таврăн та тӳрех кремле чуп. Мĕн ĕçпе чĕнет сана аслă князь — пĕлместĕп, каламарĕ.
Иван Семенович савăнса кайрĕ: çапах та вăрçă пуçланиччен вăл килне тепре кĕрсе тухать. Ун хыççăн кирек ăçта ятăр ăна Василий Иванович (паллах, çакăн пек вăхăтра вăл ăна ĕçсĕр лартас çук), анчах ачасене тепре курмалла пултăр, Любашăпа тепре куçа-куçăн калаçмалла пултăр.
Тепĕр кунне Черемисинов Чулхула воеводин çыннисемпе ермешсе Мускавалла тухса вĕçтерчĕ. Воевода çыннисем питех те майĕпен пынăн туйăнчĕ ăна, вăл васкарĕ, унăн часрах тăван киле, тăван Мускава çитесси килчĕ.
Лашасем вунă кун хушши пылчăк çăрчĕç, вун пĕрмĕш кунĕнче умра Мускав çывăхĕнчи заставăсем курăнса кайрĕç.
Любаша упăшкине савăнăç куççулĕпе кĕтсе илчĕ. Анчах кремле чĕнеççĕ тенине илтсен каллех салхуланчĕ.
— Татах ăçта та пулин кăларса яраççĕ сана, Иван. Унта ахаль чĕнес çук.
— Тĕрĕс, Любаша, унта ахаль чĕнмеççĕ. Мĕн тăвас ĕнтĕ, манăн ĕçĕм çавăн пек. Эп патша службинчи çын.
— Юрĕ, кай, часрах пĕл. Тен, инçех те ямĕç, — терĕ арăмĕ.
— Хусантан инçе ярас çук, — кулса тавăрчĕ Черемисинов.
— Чим, Иван. Эп пĕркун калама манса кайнă. Хусана ярас пулсан Шупашкара кĕрсе тухатăн, аçупа аннӳ вил тăприне кăштах йĕркелетĕн. Эп ĕнтĕ тек çитсе кураймăп унта…
— Ма ун пек калатăн, Любаша? Кăрмăша кайсан ма çитсе курмастпăр вара?
— Ватăлтăм, Иван. Тата ачасем те йышланчĕç. Вĕсем ӳссе çитиччен тăван Кăрмăшра та пулса курас çук эпĕ.
Упăшки ăна каласа пĕтерме памарĕ.
— Ха, тупăннă карчăк! Эпир халь унта вунă хутчен те çитсе куратпăр. Пуçна ан ус, Любаша! Ак Хусана илетпĕр те Атăл тăрăх юрласа кăна анатпăр. Ун чухне никампа вăрçă вăрçмалли пулмасть вăл таврара…
— Темĕн, çитет-ши ун пек вăхăт? — ĕненесшĕн пулмарĕ арăмĕ.
— Çитет, чунăмçăм. Александр Борисович Горбатый воевода калать, хальхинче пирĕннисем Хусана илмеллех тет. Эп ăна ĕненетĕп. Лайăх воевода вăл, калама çук паттăр çын, Василий Иванович та питĕ юратать ăна. Хусан ханлăхне парăнтарсан пирĕн Русь Вăтам Атăл таран сарăлса выртакан пулать. Вăйлă пулатпăр ун чух, никамран та хăрамастпăр, Любаша. Ман аттепе анне вилнĕ çĕр-шыв, Ту енчи çĕр-шыв, ун чух пирĕн алăра пулать.
— Апла, тен, кайса та килĕпĕр.
— Каятпăрах, каятпăр! — хавхаланса калаçрĕ Иван Семенович.
Аслă князь ăна яланхи пекех çĕрле йышăнчĕ. Ун йăли çавăн пек: кăнтăрла вăл боярсене, тĕрлĕ çĕр-шывсенчен килнĕ элчĕсене йышăнать, каçхине е çĕрле пысăкрах ĕçсенчен пушансан хăйне кирлĕ ытти çынсене чĕнтерет.
Василий Иванович сăнран ывăннă пек, самай ватăлнă пек курăнать. Ун пысăк мар кӳлепи татах пусăрăннă, çурăмĕ пĕкĕрĕлнĕ. Хăй хул пуççирен кăштах сарăлнă пек, анчах курпунтарах сăмси йăлтах шĕвĕрĕлсе юлнă. Çамрăкланас тесе сухалне кастарман пулсан чике старик хур сухал темелле çав. Йывăра килет-тĕр Василий Ивановича çамрăк арăмпа пурăнасси. Тăватă çул хушшинчех хевтесĕр пулнă.
Черемисинов аслă княçпа куçа-куçăн, никам çук чух, иккĕмĕш хут калаçать. Пĕрремĕш хут вăл ун патĕнче çичĕ çул каялла, хăй Хусана Сахиб-Гирей патне кайса килсен пулнăччĕ. Унтанпа аслă князь ăна пĕччен нихçан та чĕнтермен, ĕç хушас пулсан, ăçта та пулин кайма тĕл килсен яланах ыттисем урлă хушнă. Ак халь вăл унпа хăй калаçасшăн. Савăнмалла-и куншăн е хурланмалла? Ырă ĕç хушать-ши государь паллă мар элче е теветкел ĕç хушса таçта тамăка кайса чикет-ши?
Чулхулари ĕçсем çинчен, унта Шигалей ханпа ытти воеводăсем пырса кайни çинчен аслă князь ячĕшĕн çеç ыйтса пĕлчĕ. Кунта нимĕнле сăсăк та пулмарĕ-ха унăн. Хусан пирки, Сафа-Гирей пирки мĕн илтнине вăл тĕплĕрех пĕлме тăрăшрĕ. Тепĕр чухне пĕр ыйтăвах икĕ хутчен пачĕ, пĕрре каласа иртсе кайнă сăмаха тепĕр хут хускатрĕ.
Чи кирлине патша калаçу вĕçне хăварнă иккен. Ку, чи кирли, Черемисиновшăн пĕр кĕтмен япала пулса тăчĕ. Ăна илтсен вăл малтан сехĕрленсе ӳкрĕ.
— Эсĕ Иван Дмитриевич Бельский боярина лайăх пĕлетĕн-и, думнăй дворянин? — пăшăлтатнă евĕр ыйтрĕ аслă князь.
— Мĕнле калас, кăшт пĕлкелетĕп, — сăмах мĕн çинчен пынине ăнланмасăр хуравларĕ Черемисинов.
— Михаил Львович Глинский воеводăна тата?
— Ăна та пĕлкелетĕп.
— Хăшне ытларах кăмăллатăн эсĕ вĕсенчен? — тĕпчеме пăрахмарĕ Василий Иванович.
Черемисинов йăлт аптраса ӳкрĕ. Мĕн каламалла ун пек чух? Вĕсене иккĕшне те пĕр пекех хисеплет-çке вăл. Думнăй дворянин çавăн пек тавăрчĕ те:
— Ман шутпа, вĕсем иккĕш те чыслă та хисеплĕ çынсем, иккĕш те саншăн, аслă князь, пуçĕсене хума хатĕр.
— Эпĕ те çавăн пек шутлатăп, — терĕ Василий Иванович кăшт тăхтасан. — Тивĕçлĕ стратилатсем, ятлă-шывлă çынсем, Руçăн шанчăклă ывăлĕсем… Анчах эпир пурте турă аллинчи чурасем-çке. Эпир çĕр çинче турă туса янă ăмансем, хурт-кăпшанкăсем кăна. Пирĕн кашнин çылăх пур, кăлтăксем пур. Святой писанинче мĕнле каланă-ха? Çын турăран хăйне валли ырлăх çеç мар, хурлăх та ыйтса илет, вăл çĕр çинче таса япалана çеç мар, тем тĕрлĕ йĕрĕнчĕке те пырса сĕртĕнет тенĕ-и? Çавăнпа хисеплĕ Иван Дмитриевичпа Михаил Львовича эсрел пăсмĕ тесе ăçтан калама пултаратпăр-ха иксĕмĕр? Турă сыхлатăрах вĕсене, ĕçре турă ăнăçлăх патăр. Турă ирĕкĕнчен ан тухчăр вĕсем. Ман ирĕкрен те ан тухчăр. Эп сана, думнăй дворянин Черемисинов, чыслăран та чыслă ĕç хушасшăн: эсĕ Иван Дмитриевич çарĕнче пулса унти дьякпа пĕрле боярина мĕн пур усалтан сыхлатăн, ун чĕри ман умра мĕн тери таса пулнине сăнаса тăратăн. Енчен мĕн те пулин курсан-илтсен тӳрех мана пĕлтеретĕн. Мăн кăмăлланса пĕр-пĕринпе вăрçса каяççĕ-и, манăн ытти воеводăсене кӳрентереççĕ-и е кирлĕ-кирлĕ мар çĕртенех тăшманпа çыхăну тытма пуçлаççĕ-и — кашнинчех мана систеретĕн. Иаков янă çырура мĕнле каланăччĕ-ха? Турă мăн кăмăллисене телей памасть, хăйне пĕр сăмахсăр парăнса тăракансене çеç ырлăх кӳрет тенĕччĕ-и? Турра ан кӳрентер, мана парăнса ĕçле, вара сăваплă пулăн…
Черемисинов киле канăçсăр чунпа таврăнчĕ. Шухăшсем йăлт пăтрашса кайрĕç. Вăл хăйне аслă князь темшĕн çав тери кӳрентернĕн туйрĕ. Чăнах, ырă ĕç хушмарĕ ăна Василий Иванович, пĕрре те килĕшмерĕ паян кремльти пĕчĕкçеç пӳлĕмре пулса иртнĕ калаçу. Черемисинов ку таранччен патша службинче тăрса вăрттăн калаçусенче пулман мар, анчах кун пеккине илтменччĕ. Мĕскер, хыпарçă пулса тăрать-и ĕнтĕ вăл малашне? Иван Бельскипе Михаил Глинский мĕн тунине çеç шăршласа çӳремелле-и унăн çак вăрçăра? Мĕн каласси пур, аван хăтланать аслă князь: вĕсене хăех пĕрне утлă çар воеводи, тепĕрне кимĕсемпе анакан çар воеводи туса хурать, çавăнтах шанса та пĕтереймест иккен, айккинчен сăнаса тăма хушать. Тупата туршăн, хăйсене каласчĕ çакăн пирки Бельскипе Глинские. Мĕн тейĕччĕç-ши? Пур пĕрех килĕшнĕ пулĕччĕç-ши Хусан патне кайма? Тепĕр тесен вырăнсăр çуйкăнланмасть-ши Черемисинов — воеводăсем хăйсене дьяксем, тĕрлĕ служилăй çынсем куç хупмасăр сыхласа-сăнаса тăнине ахаль те пĕлеççĕ пулĕ-ха. Местничество тени, вăрçăра пĕри тепĕрне путарса е элеклесе ят илме тăрăшни, вăрçă хыççăн воеводăсене Белоозера пуç яни ĕлĕк те йышлă пулнă. Хăшне тĕрĕс айăпланă вĕсенчен, хăшне тĕрĕс айăпламан, хăшĕ сутăннă тăшмана, хăшĕ сутăнман — ăна турă çеç пĕлет.
Утлă çар воеводи Михаил Львович Глинский, аслă княçăн иккĕмĕш арăмĕн — Елена Глинскаян тăванĕ, Черемисинова курсан сиввĕн çеç пăхса илчĕ. Патша ун пирки хăй каласа хунăран-тăр, вăл Иван Семеновичран ним çинчен те ыйтмарĕ. Тен, воевода думнăй дворянин ун патне мĕнле ĕçпе килнине пĕлмерĕ те пулĕ-ха, патша ăна чăнах та элчĕ ĕçĕсенче пулăшма янă терĕ пулĕ. Кун пек шутласан питĕ те лайăхчĕ Черемисиновшăн.
Михаил Львович хăйне çул тăршшĕпех хаваслă тытрĕ, ытти воеводăсенчен пĕрре те ютшăнмарĕ. Пĕррехинче каçхи кану вăхăтĕнче вăл воеводăсене хăй Белоозерта мĕнле пурăнни çинчен шӳтлерех каласа пачĕ.
— Нимрен те начар мар унта, Вологда таврашĕнче, — терĕ патша майрин тăванĕ. — Кайăк кăвакал пĕлĕт пек вĕçет, пулă тытатăн, сунара çӳретĕн. Кам халиччен упа тытса курман, кайма пултаратăр. Упа унта — вăрман тулли. Ну, тупас тесен чуна ислетме манашкă та ним те мар тупма пулать. Белоозерта — кӳлĕ йĕри-тавра мăнастир…
Бельскисен, Шуйскисен йăхне Глинский çав тери юратмасть-мĕн, ăна вăл пытарма та шутламасть. Кĕвĕç те ĕмĕтсĕр çынсем имĕш ку боярсем, вĕсен сарăплăхне, кĕрмеклĕхне пула вырăс патшалăхĕнче нумай юн юхнă. Ку сăмахсене çын илтмеллех каламалла мар та çав Глинскин, анчах чĕлхе чараксăртарах пулни, хăй таврашĕнчи ятлă çынсене ытлашши шанни пĕтерет. Çавăнпах çакланнă та ĕнтĕ вăл темиçе çул каялла Белоозера, пĕри ун пирки элеклесе кăтартнă пулнă.
Хусан патне утлă çар утă уйăхĕн малтанхи кунĕсенче çитрĕ. Атăл урлă вăйлă çумăр çунă хушăра каçрĕç. Çумăр кайран та чарăнмарĕ. Воевода кăмăлĕ самаях пăсăлчĕ.
— Яланах çавăн пек, — вăрçрĕ Михаил Львович, — килнĕ чухне ытарма çук лайăх çанталăк тăрать, кунта çитетпĕр те — чĕреслетсе çумăр çума пуçлать. Мăсăльмансен турри Илья пророкпа питĕ туслă пулмалла.
— Вăл та пулма пултарать, — терĕ Оболенский князь. — Анчах тĕп сăлтавĕ çапах та урăххи, воевода. Вăрçăпа килнĕ чух ялан кая юлатпăр, лайăх кунсене çул çинче ирттеретпĕр.
— Куншăн эпĕ, воевода, айăплă тесшĕн-и эсĕ, князь? — шăртланчĕ Михаил Львович.
— Çук, ун пек шухăш пуçра та çук манăн. Эпир халь ĕлĕкхи вăрçăсем пирки сăмахлатпăр, мĕнле калас — пĕтĕмĕшле…
Воевода ăна пуç тайнă пек турĕ.
— Апла пулсан тавах сана, князь. Унсăрăн эс мана хăратса пăрахрăн.
Часах Атăл хĕрринчи хӳшĕре вăрăм канашлу пуçланчĕ. Черемисинов пек пĕчĕк те ятсăр-шывсăр çынсене унта чĕнмерĕç, анчах вĕсем хӳшĕре мĕн çинчен сăмах пынине пур пĕр лайăх пĕлсе тăчĕç: Бельскипе Глинский тата вĕсен çывăх çыннисем çапăçăва камăн малтан кĕресси пирки тавлашаççĕ. Кăна пурте тенĕ пекех кĕтнĕччĕ, унран малтанах хăраса тăнăччĕ, ак халь пĕр-пĕринпе кĕлешесси пуçланчĕ. Мĕн калĕ ĕнтĕ Черемисинов патшана, вăл çак харкашу пирки ыйтса тĕпчеме тытăнсан? Куçпа курасчĕ хăть вĕсем мĕнле çапăçнине, ку тавлашăва хăйĕн хăлхипе илтесчĕ! Çук, начар хыпарçă эсĕ, думнăй дворянин. Мĕнле те пулин сăлтав тупса, кăшт ăлапа çын пулса çав канашлăва та çакланаймарăн.
Утă уйăхĕн 10-мĕш кунĕнче Черемисинов ытти пин-пин çынпа пĕрле çапăçăва кĕчĕ. Вырăссем Булак патĕнчи хӳмене тытса илчĕç. Малалла кайма çул уçăччĕ ĕнтĕ, утлă çар крепоçа илме пĕр çĕре, пĕр чăмăра пуçтарăннăччĕ, çав вăхăтра инкек сиксе тухрĕ: Михаил Львовича тутарсем хĕç-пăшал кошне (обозне) ярса илни çинчен пĕлтерчĕç. Воевода обозшăн çапăçма пысăк вăй хăварчĕ те хăй крепоçалла ыткăнчĕ. Утлă çар хыççăн крепость патне Бельский çарĕнчи ратниксем пырса çитрĕç, хапхасем патĕнче хаяр çапăçу пуçланчĕ. Черемисинов пушăрах вырăнсем шыраса крепоçĕн Муралей хапхи патне васкарĕ — вăл воевода çав хапхаран кĕрсе кайнине курчĕ. Хапхаран ун умне мулаххай тăхăннă, пĕтĕмпех юнланса пĕтнĕ çӳллĕ аскер тухса тăчĕ, тутар хăлхана çурмалла тем çухăрса ячĕ те вăрăм сăннине тӳрех Черемисинов еннелле вăркăнтарчĕ. Куçпа пăхма сăнă хул пуççи çийĕн айккипе иртсе кайнăн туйăнчĕ, анчах Иван Семенович куçĕнчен вут тухрĕ, тăнлавра туптавпа çапнă пек тем янăраса кайрĕ, вăл тăнне çухатса йĕнер çинчен çĕре тĕшĕрĕлсе анчĕ…
Шухăшсем
Прочитал от и до...
Your website, chuvash...
What if your website chuvash...
Your website, chuvash...
Elegir el mejor financiamiento inmediato...
Are you making the most of the potential...
What if your website chuvash...
Чăн чăнах та, сатира туйăмĕ Л...
Чăн чăнах та, сатира туйăмĕ Л...
Your website, chuvash...