Сĕве Атăла юхса кĕрет. Пĕрремĕш кĕнеке :: Улттӑмӗш пайӗ. Хусанти ӗҫсем
Сулехве вилни Ятламаса хăйĕн Альпине аса илтерчĕ. Чĕре ăна пытарнă чухнехи пекех хыттăн ыратса тăчĕ. Нумай пулмасть пăрчăкан пек чупса çӳретчĕ картиш тăрăх çамрăк хĕр ача, юрă юрласа тĕрĕ тĕрлетчĕ. Ак халь вăл çут тĕнчере урăх çук. Такамăн усал кăмăлне пула вăхăтсăрах сӳнчĕ ун пурнăçĕ. Йăмăк мар, савни мар уншăн çармăс хĕрĕ Сулехве, анчах ун вилĕмĕ чĕрере суран турĕ. Тата мĕн курмалла-ши-ха Ятламасăн ют çĕрте тарçăра пурăнса?
10. Крымри шăрăх çанталăк
Хусантан тарса таврăнсан вунă çул ытла кĕтрĕ Сахиб-Гирей Крымра хăйне валли престол пушанасса. Юлашкинчен кĕтсе илчĕ, вăтăр иккĕмĕш çулта Бахчэ-Сарайри хан керменне чăн-чăн хуçа пулса пырса кĕчĕ. Хан вырăнне хурса пурте пăхăнма пулчĕç ăна Гирейсем, пĕр Ислам-Гирей çеç саламлама пымарĕ. Вăл асли тесе хăй патшана ларасшăнччĕ. Темĕн чул калаçсан та калаçса татăлаймарĕç тăвансем хăйсем хушшинче. Паллă ĕнтĕ, халь Ислам ăна юнаса пурăнать, хăтлă вăхăт килсе тухсанах Сахиба хан керменĕнчен хӳтерсе кăларма тăрăшать.
Хăй престола ларнă хыççăн тепĕр çултан Сахиб-Гирейшĕн тепĕр инкек тупăнчĕ — Хусантан Сафа-Гирее хăваласа ячĕç. Хуньăшĕ патĕнче пурăнчĕ-пурăнчĕ те вăл кĕтмен çĕртен Бахчэ-Сарайне килсе тухрĕ. Ăна та трон кирлĕ пулĕ-ха. Кĕрекере ларма вĕреннĕ çын шăпăр шăтăкĕнче хĕсĕнсе тăма юратакан мар.
Кăçаллăха ĕç тупса пачĕ-ха Сахиб-Гирей хăйĕн тăванĕсене — пысăк çара ертсе икĕ Гирей Мускав патнелле тапăнса кайрĕç. Ĕнер хыпар килчĕ: пĕр çарĕ Рязань патнех çитсе тухнă, Никола-Заразскинчен вунă çухрăмра Дмитрий Палецкий отрячĕпе çапăçать. Сафа Иван Овчина-Телепнев-Оболенский утлă çарне сапаласа янă. Аванах хăратнă-ха апла ун тăванĕсем Мускав патшине. Аслă князь кремле те тупăсем лартнă тет, хăй Коломенское ялне тухса кайнă.
Çапах та Ислампа Сафа ясырь нумай илсе килеймерĕç. Тепĕр çул хăйĕн каймалла пулать пуль Сахиб-Гирейĕн Мускав патнелле. Василий Иванович парнесем ями пулчĕ, çырусем çине те ячĕшĕн çеç хуравлать. Семен Бельские, аслă княçа улталаса малтан Литвана, унтан Константинополе тарнăскерне, укçа парса султанран илсе килнĕшĕн каçармасть ĕнтĕ.
Кăрлач уйăхĕнче элчĕ хан патне ятарласа кăларса янă чапар урлă III Василий вилни çинчен пĕлтерчĕ. Мускавра халь патшара виçĕ çулхи ача — Иван Васильевич ларать, влаçа пĕтĕмпех боярсен думи тытса тăрать.
Сахиб-Гирей çуркунне вăрçă пуçласси çинчен шутлать. Ĕнтĕ Бахчэ-Сарайран тухса кайма та хăрушă мар, ун телейне, Ислам-Гирей Нухай мăрсисемпе çапăçса пуçне хучĕ.
Сафа-Гирей пысăк чăрмав кӳрес çук — вăл каялла Хусана çул тытасшăн. Ăна кунтан часрах тухса кайма пулăшас пулать. Сахиб Булат Ширин патне çыру хыççăн çыру çырать. Мĕн туса усраççĕ вĕсем Мускав лартнă Джаналие? Хăваласа ямалла е вĕлермелле ăна. Пĕлет-çке-ха Сахиб-Гирей, Булат Ширин хăй те юратмасть Шигалей шăллĕне.
Сафа хăйне кура ухмах мар: вăл улу карачипе мирлешме лайăх сăлтав шырать. Çак уйăхра Сафа Крымри Ширинсен хĕрне çураçмалла. Кунта тăванлашсан лере те калаçса татăлма пулать вара Ширинсемпе. Тем каласан та чи вăйлă, чи хисеплĕ çынсем Булат Ширинпа Ковгоршад халь Хусанта. Сафа унта пырса кĕрессипе кĕмесси пĕтĕмпех вĕсенчен килет.
Çулла Сафа-Гирей Константинополе кайрĕ те йывăр чирлесе ӳкрĕ. Султан лекарĕсем аран-аран сыватрĕç ăна. Бахчэ-Сарайне вăл питĕ шуранка килсе кĕчĕ. Унтан тепре чирлесе ӳкрĕ. Хальхинче ăна Сахиб-Гирей лекарĕсем пăхрĕç. Лекарьсем мĕнле эмел панине пĕлмест хан, анчах вăл хăй Хусан патши пулнă çынна ырă канаш пачĕ.
— Сана, ырă тăванăм, Тавридăри вĕри сывлăш юрамасть. Эсĕ Атăл çинче çурçĕрте пурăнса уçăрах çанталăка хăнăхнă, — терĕ.
Ăнланчĕ пулас Сафа хăйĕн тăванĕ мĕн каласшăн пулнине, тек унпа чир çинчен пĕрре те калаçмарĕ.
Вăтăр пиллĕкмĕш çулхи кĕркунне Сафа-Гирей кашни кун чапарсене çеç кĕтсе ларчĕ: Хусантан Джаналие вĕлерни çинчен калакан хыпар килсе çитрĕ. Мĕн тăваççĕ ĕнтĕ халь Булат Ширинпа Ковгоршад — чĕнеççĕ-и, чĕнмеççĕ-и Сафа-Гирее Хусана? Малтанхи хыпарсем ăна чунтан тарăхтарчĕç — Хусан княçĕсем хан пулма Шигалее илсе пырасшăн. Сафа-Гирей Булат Ширина чи усал сăмахсемпе ылханса вăрçрĕ. Шигалей миçе çул ĕнтĕ Белоозерта пурăнать, аслă князь ăна Хусанта шăллĕне хирĕç кавар тума хăтланнăшăн пуç янăччĕ, улу карачи çав путсĕре хан туса хурасшăн. Вăхăт çитсен тавăрать-ха куншăн Сафа-Гирей, хăçан та пулин çак кĕркуннене лайăх аса илтерет. Юлашкинчен Атăл хĕрринчи шĕкĕр хуларан Ходжа Ахмед княçпа темиçе улан çитрĕç, вĕсем Сафа-Гирее хăйне Хусанта кĕтни çинчен пĕлтерчĕç.
Ку хыпар Гирейсене пурне те савăнтарчĕ. Хан элчĕсем ячĕпе вăйлă ĕçкĕ ирттерчĕ, тепĕр кунне Сафа-Гирейпе ун çыннисене хуларан тухсах ăсатса ячĕ.
— Тепĕр çулччен, эппин, — терĕ вăл лашине ташлаттарса тăракан тăванне. — Тепĕр çул Мускав çывăхĕнче тĕл пулмалла пултăр.
— Эс каланă пек пултăр, — терĕ Сафа-Гирей пурне те илтĕнмелле.
Хусан çывăхĕнче ăна нухайсен пысăк çăрĕ кĕтсе илчĕ. Çар пуçлăхĕ — вилнĕ Джанали хуняшшĕ Юсуф князь. Вăл хăйĕнпе пĕрле хаклă парне — пĕр кĕтӳ урхамах — илсе килнĕ. Ватă князь çул тăршшĕпе Джаналие çисе пычĕ.
— Виçĕ çул асаплантăмăр эпир унпа Хусанта, — каласа кăтартрĕ вăл. — Ним тума та пултараймасть айванскер. Пĕрре вăрçăпа каймарĕ Мускав еннелле. Лере патшара пĕчĕк ача ларать, унран та хăрать мулкач чунлăскер. Кĕсьесем йăлт пушанса юлчĕç. Чун тӳсмерĕ вара, леш тĕнчене хăваласа ятăмăр. Ман Сююнбике тăлăх арăм пулса тăчĕ. Пĕчĕк хĕр пур унăн Джаналирен…
Сафа-Гирей темшĕн Юсуф княçа кăмăлламасть. Ашшĕне юратманнишĕнех хĕрне илмерĕ унăнне пилĕк çул каялла. Князь ăна Сююнбикене сĕнсе пăхнăччĕ. Халь ăçта-ши тăлăх арăм, Нухая тухса кайма ĕлкĕрнĕ-ши? Ăна шарламарĕ Юсуф князь. Хĕрĕ çав тери хитре теççĕ. Курасчĕ пĕрре.
Кремльте ăна хирĕç сеид, Булат Ширин тата Ковгоршад тухрĕç. Ывăлне ыталанă евĕр ыталаççĕ, куçĕсенчен куççуль шăпăртатать. Виçĕ çул каялла ăна мĕнле хăваланине маннă пулмалла. Чĕнсе илсе килтĕмĕр, вăл пире пĕтĕмпех каçарчĕ теççĕ пулĕ. Каçарăп эп сире! Леш тĕнчере те аса илтерĕп хăвăр çылăхăрсене. Сахал кулянтăм-и эпĕ Хусаншăн çак виçĕ çул хушшинче? Тек сирĕнпе çемçе пулмастăп. Йăваш çынна пусмăрлатăр эсир. Джанали сире хытă тыткалайман ĕнтĕ, çавăнпа эсир ун пуçĕ çине утланса ларнă, юлашкинчен хăвăр аллăрпах вĕлернĕ ăна. Эпĕ тек никама та пăхăнмастăп, никам сăмахне те итлеместĕп. Булат Ширин, сана та пăхăнмастăп ӳлĕмрен. Вăрттăн ан кул, ун пек кулни мана йăлăхтарнă. Чĕнме пĕлтĕн пулсан эп хушнине итлеме те, эп хушнине тума та пĕл. Ыттисем те туйса тăрăр: ĕнтĕ эп ача мар, сирĕн пата пачах урăх Сафа-Гирей килсе кĕчĕ — вăй питти çын, вăрçăсенче пулса курнă çар пуçĕ.
Çакăн пек шухăшсемпе пырса кĕчĕ вăл Крымран килнĕ эшкерпе кремле. Ун тавра ялан Нухай мăрсисем явкаланса çӳрерĕç. Ку мĕне пĕлтернине сисрĕ-ха вăл, анчах юри асăрхаман пек пулчĕ. Кунтах пулсан Юсуф хĕрĕ унран ниçта та тармĕ. Икĕ арăмĕ те аякра халь Сафа-Гирейĕн, ун патне çитсе тухма вăхăт тупăнĕ.
Çапах та Булат Ширинпа Ковгоршад пуçтахланни ăна чунтан тарăхтарчĕ. Вăл килнĕ çĕре Сююнбикене хан керменĕнчен те кăларса яман, çӳлти хутра пусма вĕçĕнче юри сарнă палас çинче хĕрарăмсен пĕчĕк ушкăнĕпе Джанали арăмĕ тăрать. Упăшки вилнĕ пулсан мĕншĕн юлнă вăл кунта? Ют арçынна мĕн туса кĕтсе тăрать? Хан хĕрарăмсен тĕлĕнчен мăнаçлăн, пĕр сăмах чĕнмесĕр иртсе каясшăнччĕ, анчах апла иртме май пулмарĕ. Ун çулне Ковгоршад пӳлчĕ, ăна Сююнбике умне илсе пычĕ.
— Ку пирĕн мĕскĕн Сююнбике пулать, — чĕвĕлтетрĕ вăл çамрăк арăм аллипе хан аллине пĕрлештерме тăрăшса. — Упăшки вилсен тухса каяймарĕ пирĕн патăртан. Халь сан ирĕкӳ ĕнтĕ, аслă хан, ун шăпине эсĕ татса пар. Вăл сан аллунта…
Пуçне пĕксе, вăтанса тăракан Сююнбикене темле сăмахсем каларĕ, Сафа-Гирей вĕсене ăнланса юлаймарĕ. Вăл чыслăн пуç тайрĕ те тăлăх арăма хăйĕнпе пĕрле пыма сĕнчĕ. Çав вăхăтра Нухай мăрсисенчен пĕри шӳтлесе илесшĕн пулчĕ:
— Çакăн пек чечек хан пахчинче ытлашши пулас çук, вăл ăна илем кӳрсе çеç тăмалла, — терĕ. Капла шӳтлени тӳрккесрех пулчĕ пулмалла, анчах ытти княçсем ăна ырласа йышăнчĕç.
Хан пӳлĕмĕсем патне çитсен пурте чарăнчĕç. Ĕнтĕ хай кăмăлне тĕрĕслемелли теветкеллĕ самант килсе тухрĕ: кама чĕнет, кама чĕнмест Сафа-Гирей хăйĕн хисеплĕ çыннисенчен пĕрле сĕтел хушшинче калаçса ларма. Çак Сююнбикепе, Булат Ширинпа тата Ковгоршадпа кĕрсе каять-и вăл пӳлĕме?
Çук, Сафа-Гирей никама та кӳрентерме шутламарĕ.
— Эсир, ырă княçсем, мăрсасем, эмирсемпе карачисем, улансемпе юзбашисем, мана хисеплесе кĕтсе илтĕр. Çакăншăн чĕререн тав туса сире пурсăра та хам палатăна чĕнетĕп. Тархасшăн, — терĕ вăл. — Пĕр çын та юлмалла мар, пурин те, пурин те кĕмелле…
Пуçтарăннă пек чаплă çынсем хан палатине кĕпĕрленсе кĕчĕç, кам мĕнле пĕлнĕ пек вырнаçса ларчĕç.
Тепĕр кунне хан хăйĕн çыннисене хыпар пĕлтерме хушрĕ: Сафа-Гирей Хусана таврăннă ятпа виççĕмĕш хут авланать. Хан пĕтĕм хула халăхне туя чĕнет.
Çав кунах Ту енчи çĕр-шыва ханлăхри мĕн пур даругăсене аскерсен ушкăнĕсем тухса кайрĕç. Халлĕхе вăрçă вăрçма каймарĕç-ха вĕсем, çар пуçтарма, утă-улăм хатĕрлеме кăларса ячĕ вĕсене çамрăк хан.
Сафа-Гирей хăйĕн пулас арăмне Константинопольти пурнăç çинчен савăнса та хавхаланса кала-кала кăтартрĕ.
— Куратăп та, Хусан çав тери чухăнланса юлнă, — терĕ вăл лара-тăра пĕлмесĕр уткаласа çӳресе. — Кун пек пурăнма юрамасть, юрамасть! Эпĕ Турцири пек çирĕп йĕрке туса хуратăп. Сулейманăн çарĕ те пысăк, тупă-етре те нумай. Сулейман керменĕнче вун пилĕк пин тарçă ĕçлет! Бахчэ-Сарай гаремĕнче виç çĕр хĕр ытла. Пирĕн те тарçăсем йышлă пулччăр. Пинĕ-пинĕпе хăваласа килмелле вĕсене вырăс çĕрĕнчен…
— Эппин, вăрçă пулатех-и, хаклă Сафа?
— Пулать, чунăм, пулать. Астăватни, коранра мĕн каланă? Мĕнле те пулин халăх сĕмсĕррĕн тапăнса кĕрессине пĕлетĕн пулсан ун тĕлĕшĕнчен ху та сĕмсĕр пул: аллах сĕмсĕррисене тавăрма хушать.
— Атте те калать, вăрçă пулмаллах тет. Вĕсем питĕ кĕтрĕç сана, Сафа…
— Кĕтрĕç пулсан пит аван. Ан ӳркенччĕр, эп вĕсене ĕç тупса парăп.
11. Хаяр ача
Мускавра ĕнтĕ темиçе çул боярсен правленийĕ пырать. Василий Иванович ачи çамрăк-ха — пурĕ те улттăра кăна. Çапах патша тесе ăна ялан шалпар терлик тăхăнтараççĕ. Уринче унăн — сафьянран çĕленĕ çемçе атă. Атти юрать-ха, пултăр, унпа чупма йывăрах мар, анчах терликĕ Ивана пĕтĕмпех йăлăхтарса çитерчĕ. Асăрханса утмасан такăнса ӳкме те пулать. Такăнса ӳкрĕн — макăрма юрамасть: сан çине пур çĕртен те вуншар куç пăхать. «Государь, государь», — пăшăлтатаççĕ пурте. Рындăсемпе тарçăсем çеç мар, бояр ачисем те çавах. Хăйсем выляма та хăраççĕ унпа, часрах тарма тăрăшаççĕ. Ачасем выляма чĕнменни, ним çинчен те калаçманни кӳрентерет ăна, Иван юнтарса амăшĕ патне чупса кĕрет.
— Мĕскер, ывăлăм, мĕн пулчĕ? — тет вара амăшĕ. — Кам сивĕ куçпа пăхма хăйрĕ сан çине? Каласа пар йăлтах, ывăлăм.
Иван пĕр вăхăтлăха хăй государь пулнине манса каять. Амăшĕ çумне лăпчăнса ачашланать, тепĕр чухне макăрса та илет. Ытти чухне вăл патша, ăна кун çинчен ялан астутарса тăраççĕ. Усал çанталăкра пĕчĕк палатăсенче е вырăн çинче ларнă хушăра амăшĕ, Елена Васильевна Глинская, Ивана ашшĕ, III Василий, хăварнă духовнăй грамотăран илнĕ сăмахсене вула-вула парать. «Хамăн ывăлăма, аслă княçа, турă аллине, турă амăшĕпе светуйсен аллине паратăп тата, Даниил атте, пĕтĕм Русь митрополичĕ, сан аллуна паратăп, — тенĕ унта. — Хамăн государствăна, мана хамăн тăван аттерен — Иван Васильевичран юлнă государствăна, ун аллине хăваратăп. Эсир, ман шăллăмсем, Юрипе Андрей, хăвăр хĕрес чуп тунă чухне тупа туса каланине ан манăр, патшалăх ĕçĕсенче е пирĕн çĕр-шыв тĕлĕшĕнчен хăрушлăх килсе тухсан ман ывăлăма пулăшса тăрăр, православи тĕнĕпе пурăнакансен çĕр-шывне басурмансен аллине ан парăр; эсир, боярсемпе бояр ачисем, княçсем, маншăн тăнă пекех, ман ывăлшăн тăрăр».
Ку сăмахсене нумайăшне пĕчĕк Иван ăнланмасть, анчах туять: ашшĕ унăн чаплă та хăватлă çын пулнă, вăл Ивана та çавăн пек çын пулма хушса хăварнă. Пурин те, вăл шутра ашшĕпе пĕр тăвансен — ялан чĕмсĕр çӳрекен Юрипе Андрейăн та, ăна пăхăнса тăмалла. Çавăнпа ăна чаплă çынсене йышăнас умĕн çӳллĕ тенкел çине лартаççĕ, боярсем пурте ун ик айккипе вырнаçса тухаççĕ. Мĕнле сăмахсем каламаллине ăна малтанах вĕрентсе хураççĕ. Вăл çав сăмахсене калать те пĕр чĕнмесĕр ларать. Ытти вара — мăннисен ĕçĕ. Шуйскисен, Бельскисен, Глинскисен, Оболенскисен ĕçĕ. Вĕсем кремле йышлăн çӳреççĕ. Шуйскисем хăйсемех вунна яхăн — Андрей Шуйский, Иван Шуйский, Василий Шуйский тата вĕсен ачисем.
Мĕн пирки те пулин калаçса татăлма пуçтарăнсан боярсем пĕр-пĕринпе вăрçса каяççĕ. Ун пек чухне вĕсем питĕ хаяр. Иванăн боярсем кăшкăрашнине пĕрре те итлес килмест, часрах тухса тарас килет. Çамрăк патшана уйрăммăнах çакă кăмăла каймасть: боярсем пĕр-пĕрне çӳçрен ярса илес пек тавлашаççĕ-тавлашаççĕ те Ивана курсан тӳрех йăпăлтатма тапратаççĕ. Вĕсем ăна ырласа тăранаймаççĕ: пĕвĕпе те пысăк имĕш вăл, утти те хитре унăн, сăмахĕсем те ăслă. Çамрăк патшан икĕ питлĕ боярсене: «Суятăр эсир, мана юрас тесе çеç çапла калатăр!» — тесе кăшкăрса тăкас килет. Чăнах, куç хыçĕнче темĕн калама та хатĕр иккен хăйсем. Пĕррехинче пусмапа чупса хăпарнă хушăра лайăх илтрĕ вăл, ун ашшĕпе, III Василипе, никамран та ытла эпĕ туслă пурăннă тесе мухтанакан Василий Васильевич Шуйский хăйпе калаçса тăракан тепĕр боярина: «Питĕ хаяр ача вăл. Ӳссен мĕнле патша пулĕ», — тесе хучĕ. Эп çакăн пек сăмахсем илтрĕм тесе Иван ун çинчен амăшне те каласа кăтартнăччĕ. Амăшĕ вăрçрĕ-ши хăть куншăн Шуйские? Е ним чĕнмесĕрех ирттерсе ячĕ-ши? Темскер, хăранă пек туйăнать вăл Василий Васильевичран. Иван Федорович Телепнев-Оболенский боярина, амăшĕ патне час-час кĕрсе çӳрекенскере: «Эс унпа ан харкаш, нихçан та ан харкаш, унсăрăн тем курса тăмалла пулĕ», — тесе асăрхаттарать.
Çĕнĕ çул иртсен пĕр сивĕ кунхине боярсем Ивана патшан хыçлă тенкелĕ çине лартсах Шигалее йышăнчĕç. Хусан патши пулнă Шигалей, хитре мар тутар, ун умне чĕркуçленсе ларчĕ те макăрма пуçларĕ. Упăшкипе юнашар арăмĕ — çамрăк Фатьма-Салтан — чĕркуçленчĕ.
— Сан аçу, аслă князь, Василий Иванович, мана пĕчĕклех хăй патне илчĕ, хăйĕн ачине ӳстернĕ пек пăхса ӳстерчĕ, — куççульне шăла-шăла калаçрĕ Шигалей. — Сан аçу, аслă князь Василий Иванович, мана Хусанта хан туса хучĕ. Хусан княçĕсем вăйлă хирĕç тăчĕç, вырăссем лартнă хана юратмарĕç, манăн каллех аçу патне килмелле пулчĕ. Аçу каллех мана тăван пек йышăнчĕ, хуласем пачĕ. Анчах мана эсрел пăсрĕ, шуйттан илĕртрĕ ун чухне, эпĕ йăнăшрăм, турă мана уншăн асап-хурлăх кăтартрĕ. Халь акă эсĕ ырă кăмăл сĕнетĕн, мана, çылăха кĕнĕ çынна, Белоозертан илсе килме хушрăн, боярсемпе пĕрле йышăнатăн. Тавах сана, государь, рахмат сана куншăн.
Иван ăна чĕркуçленнĕ çĕртен тăма хушрĕ, алă пама хăй патне чĕнчĕ. Шигалейĕн алли хĕрарăм алли пек çемçе иккен. Унтан Иван Шигалее сылтăм енне хăйĕнпе юнашар лартрĕ, ăна парне парасси çинчен пĕлтерчĕ. Çамрăк патша чĕркуççийĕ çине пырса хунă кĕрĕке илнĕ чухне Хусан ханĕ каллех макăрса ячĕ.
— Ай ыр кăмăллă эсĕ, государь, аçу пекех ыр кăмăллă! — терĕ вăл.
Василий Шуйскипе Телепнев-Оболенский княçсем тата икĕ дьяк — Путятинпа Мишутин çамрăк патшана амăшĕ патне ăсатса ячĕç. Елена Глинская ку йышăнура пулмарĕ.
Кайран вăл боярсенчен çакна пĕлчĕ: Хусан ханĕ пулнă Шигалейпе ун арăмĕ аслă княгиньăпа тĕл пулса калаçасшăн иккен. Елена малтан иккĕленсе тăчĕ: аван-и ăна Шигалейпе калаçма, килĕшет-и ку аслă княгиньăна? Боярсем пурте килĕшет терĕç, вара тата темиçе кунран Елена Шигалейпе унăн арăмĕ Фатьма-Салтан ячĕпе йышăну туса ирттерчĕ.
Шухăшсем
Прочитал от и до...
Your website, chuvash...
What if your website chuvash...
Your website, chuvash...
Elegir el mejor financiamiento inmediato...
Are you making the most of the potential...
What if your website chuvash...
Чăн чăнах та, сатира туйăмĕ Л...
Чăн чăнах та, сатира туйăмĕ Л...
Your website, chuvash...