Сĕве Атăла юхса кĕрет. Иккĕмĕш кĕнеке :: Пӗрремӗш пайӗ. Ырӑ кӳршӗ
— Эс çар çынни пекех калаçатăн паян, — мухтарĕ ăна Сафа-Гирей.
— Эп сан аскеру, аслă хан, пирĕн ханлăхпа таса тĕн шанчăкĕ, — тавăрчĕ ăна Ибрагим бакши.
Ку калаçу хыççăн темиçе эрнеренех элчĕ васкавлăн Мускава тухса кайрĕ. Хан ăна вырăссен шĕкĕр хулинчи ĕçсене тĕплĕрех пĕлсе килме хушрĕ. Таврăнсан вăл Сафа-Гирее шанчăклăнах калама пултарчĕ: вырăссем чăнах та вăрçа хатĕрленеççĕ, Иван Шереметев, Семен Пунков, Давид Палецкий, Василий Серебряный воеводăсем тĕрлĕ çĕре çар пуçтарма тухса кайнă.
— Эппин килеççĕ, — терĕ хан. — Кăçал çуркунне эпир тапăнса кĕнине каçарасшăн мар Мускав. Юрать, тепре çапăçса пăхăпăр. Иван патша хăй килес темест-и Хусан курма?
— Иван çамрăк-ха, вун пиллĕкри ача кăна, аслă хан.
— Эп вун пиллĕкре чухне Чулхула патне вăрçăпа кайнă, Ибрагим бакши!
— Астăватăп, — терĕ элчĕ. — Хитре вăрçă туса ирттернĕччĕ вăл çулхине. Чулхула воеводи кăшт çеç тыткăна çакланмарĕ Лысков патĕнче.
— Ай-ай, ăсу çивчĕ санăн, бакши! Хăçан мĕн пулнине лайăх асра тытатăн.
Кун хыççăн Сафа-Гирейĕн сунара çӳреме те, хăнасемпе йăпанса ларма та вăхăт пулмарĕ: хан вăрçа хатĕрленчĕ. Хусанпа Арск çывăхĕнчи паллăрах княçсем патне çитсе килчĕ вăл, Ту енчи çĕр-шыва хан утлă çарне кăларса ячĕ, Кучак таврăнсан пĕрле шутласа пăхрĕç — çар халичченхи чухлĕ пуçтарăнмасть.
— Сахал, — терĕ хан. — Ту енчи çĕр-шыв ытларах пама тивĕç.
— Тивĕç те — памаççĕ, — терĕ Кучак. — Ту енчи çĕр-шыв уйрăласшăн пиртен.
— Уйрăласшăн?
— Ара. Унти халăх пĕтĕмпех вăрмана тарса пĕтнĕ. Миçе яла çитмерĕмĕр пулĕ — пурте тенĕ пекех пуш-пушă, стариксемпе карчăксем çеç юлнă ялсенче.
— Çынсене кунта хăвалăр! Ясырь пек, пурне те тыткăна илĕр!
— Тепре кайсан çавăн пек тăватпăр, аслă хан.
Çуркунне çитесси инçе те юлмарĕ ĕнтĕ, хирти, вăрманти çулсем юлашки çил-тăманпа питĕрĕнсе ларчĕç, хан çавах княçсемпе, мăрсасемпе, хакимсемпе чĕрре кĕрсе харкашрĕ.
— Çар парăр, çар! Вырăссем вăрçăпа килеççĕ, эсир, йĕнĕри упа пек, çывăрса выртатăр. Вăрçă куланайĕ пуçтарăр часрах, çынсем, утсем, гулюфе ытларах парăр.
Ăна княçсемпе мăрсасем нумайăшĕ вырăссене сутăннăн туйăнчĕ, вăл хăйĕн патне чĕнтернĕ çынсене пурне те çакса вĕлерессипе хăратрĕ. Çитменнине, çав кунсенчен пĕринче мăрсасен пысăк ушкăнĕ Мускава тухса кайма хатĕрленни çинчен пĕлтерчĕç. Сафа-Гирей темиçе çынна хупса лартма хушрĕ. Сююнбике сĕннипе вăл Нухая хуньăш патне çын ячĕ, часах унтан хуньăшĕн аслă ывăлĕ Юнус персе çитрĕ.
— Тархасшăн пулăш, тăванăм, — пĕрремĕш хут куçран ӳксе ыйтрĕ Сафа-Гирей. — Йывăр вăхăт килсе çитрĕ халь маншăн. Вырăссем Хусан патне вăрçăпа килеççĕ...
— Килсен çапăçатăн ара. Санăн Сулейман панă хĕç пур — терĕ йĕкĕлтесе Юнус.
— Пĕччен хăваласа яраймастăп пуль гяурсене.
— Тавридăна чĕн. Унти хан ют çын мар саншăн.
Юнус тек чăркăшса тăрса шăл шурри те кăтартмарĕ. Мĕншĕн чăркăшас унăн? Хан мĕн каланипе диван пĕр сăмахсăрах килĕшесси пирки вăл нимĕн чухлĕ те иккĕленмерĕ.
7. Поэтпа хан
Ходжа Углы Мухамедьяр кремль картишĕнче пăртак та пулни хăй тĕллĕн уткаласа çӳресшĕнччĕ, анчах ăна пĕччен виç утăм кайма та памарĕç. Вăл сисиччен тахăш кĕтесрен аскерăнни евĕрлĕ казакин тăхăннă хуралçă сиксе тухрĕ, ман хыççăн пыр тесе хĕрлĕ чул сарнă çулпа хан керменĕ патнелле утрĕ.
«Эхĕ, кунта утсене чĕлпĕр вĕççĕн кăна çӳретеççĕ иккен, — шухăшларĕ Мухамедьяр. — Эс, айван, мĕне ĕмĕтленнĕччĕ? Пур çĕре те çитсе куратăп, картишĕнче хан пек саркаланса çӳретĕп тенĕччĕ-и? Асту, алăксене яри уçса кĕтсе тăраççĕ сана унта!»
Çапах та палламан çын, хăйне Мухамедьяр тенĕскер, хуралçăна тарăхтармаллах темиçе çĕрте чарăна-чарăна тăчĕ. Çул хĕрринчи темле катмар чулсене, крепость хӳмине, хан мечĕтне сăнакаласа пăхрĕ вăл. Хуралçă ăна куншăн вăрçмарĕ, анчах дервиш пек тумланнă палламан çын кăмăла та каймарĕ ăна.
— Халь кашни çĕтĕк-çатăк хан патне кĕме васкать, — мăкăртатрĕ вăл.
Хуралçă тĕлĕнмеллипех тĕлĕнчĕ курăнать: мĕн тума кирлĕ пулма пултарать Сафа-Гирее çак ыйткалакан евĕрлĕ мĕскĕн этем? Мĕн çинчен калаçтăр вăл чаплăран та чаплă, ăслăран та ăслă, малалла мĕн пулассине витĕр курса тăракан ханпа? Тата кам-ши ку этем — таçтан килнĕ ăста çĕвĕç-и, çăлтăр шутлакан-и е темле юмăç?
Картишĕнчи хуралçă палламан çынна хан керменĕнчи аскер аллине пачĕ, халĕ ĕнтĕ Мухамедьяр йышлă пӳлĕмсен хушшипе ун хыççăн утрĕ.
— Ак кунта кĕмелле санăн, — терĕ аскер алăкне сарлака пурçăн келем-паласпа карнă пӳлĕм патне çитсен.
Кĕрсе тăрсан ку вăл пӳлĕм мар, тем пысăкăш палата пулса тăчĕ. Палатăра иккĕн калаçса лараççĕ — хан тата пĕр хитре хĕрарăм.
Мухамедьяр кунта кам пуррине асăрханă-асăрхаман хăвăрттăн йĕри-тавра пăхса çаврăнчĕ. Ун куçне тӳрех чул пĕрене çумĕнчи хитре орнаментсем, Меккăпа Мединăн тата Константинополĕн уйрăм вырăнĕсене кăтартакан ӳкерчĕксем, коран сăмахĕсене çырнă шамаилсем курăнса кайрĕç. Лутра сĕтел сине хрустальрен тунă шкатулкăсем, слон шăмминчен тунă кĕлеткесем лартса тултарнă.
— Акă пирĕн поэт та çитрĕ! — терĕ хан хитре хĕрарăма унпа паллаштарма çавăтса пырса.
Вĕсем пĕр-пĕрне пуç тайса саламларĕç. Ку хĕрарăм Сафа-Гирейĕн виççĕмĕш арăмĕ Сююнбике пулчĕ. Вăл каçару ыйтса пĕр самантлăха шалти пӳлĕме кĕрсе кайрĕ, унтан ылтăнланă ывăспа ĕçме-çимелли илсе тухрĕ.
— Кăмăллăн калаçса канса ларар-ха пăртак, паян урăх никама та ан йышăн, Сафа, — терĕ вăл пурин умне те ахах шăрçи пек йăлтăртатса тăракан иçĕм çырли çупкăмĕсем хурса тухса. — Эп поэтсене ăнлансах каймастăп, çапах та хамăр поэт сăввисене киленсех итленĕ пулăттăм.
— Эсĕ, чунăмçăм Сююнбике, кăкшăмна ил те унти сим пылпа сăйла. Мухамедьяр пире поэзин тĕпсĕр савăтĕнчи сим пылпа сăйлатăр, — сăмах килтересшĕн пулчĕ хан. Вăл хăех пуçласа ячĕ:
Кермен турăм эпĕ эреш сăвăран.
Нимрен хăрамасть вăл — çилтен, çумăртан.
Çав сăвă-кермен вăхăта парăнмасть,
Унтан ырă çын нихăçан татăлмасть.
Çавăн пекех, эсĕ те çыратăн та çыратăн ĕнтĕ, Мухамедьяр Ходжа Углы? Вĕçĕмсĕр сăвă-юрă шăрçалатăн?
— Пыл хурчĕ ялан пыл пуçтарать. Эпĕ те халăх сăмахлăхĕнчи пыла пуçтарса ырă çынсем валли ялан сăвă çыратăп, аслă хан, — терĕ поэт.
— Кăшт вуласа пар-ха пире, Сююнбикепе иксĕмĕре. Эпĕ Сулейман библиотекинчен темиçе кĕнеке илсе килнĕ те пушă вăхăтра поэтсемпе аташкалатăп вара. Чун-чĕрене кантарать вăл сăвă тени, кичемлĕхе сирме пулăшкалать...
Тин килсе кĕнĕ Мухамедьяр сывлăш çавăрма ĕлкĕрейменччĕ-ха, сăвă вулама пĕрре те хатĕр марччĕ вăл, çапах хăйне часрах алла илчĕ те хавхаланнă пек пулса пĕр хĕрӳлĕхсĕр вулама пикенчĕ:
Мана çынсем темле чиртен сиплĕç,
Анчах хăйсем вăл чир мĕнне пĕлмеç.
Вутпа çунать ман канăçсăр чĕрем.
Вăл — юрату, — сире эп пĕлтерем.
Çав чир мана нумайранпа кăшлать,
Мĕн виличчен иртмессĕн туйăнать.
Хăй тĕллĕнех иртес пулсан çак чир,
Юрату мар ку тетпĕр-çке эпир.
— Ку кам сăввисем-ха? — терĕ Сююнбике поэт сăввăн ытти йĕркисене аса илес тесе кăшт тăхтаса тăнине курса.
— Низами сăвви, — пуç тайса тавăрчĕ Мухамедьяр.
— Тата вула, тата.
Мухамедьяр вуларĕ:
Чипер çав вăл, чипер. Ăна пĕрре курсан
Чĕрӳ кăрт-кăрт тапма пуçлать-çке сан, —
Питçăмарти тин тухнă уйăх пек,
Куç харшисем чĕкеç çуначĕ пек.
— Камăн ĕнтĕ ку? — терĕ каллех Сююнбике.
— Ку хамăн-ха.
Унтан ăна Саади, Омар Хаям, Рудаки сăввисене вулаттарчĕç (сăввисене пĕлмеççĕ пулин те хăш-пĕр поэтсен ячĕсене астуса юлнă иккен ханпа арăмĕ). Сафа-Гирей сăввисем кăмăла кайнипе кăмăла кайманнине нимĕнпе те палăртмарĕ, вăл чĕмсĕррĕн çеç ларчĕ, анчах Сююнбике поэта кăсăкланса итлерĕ.
— Питĕ лайăх, питĕ лайăх, — мухтарĕ вăл лĕпĕш вĕçнĕ пек сĕтел йĕри-тавра чупкаласа çӳресе. — Ах, çав поэтсем, темле те каласа хума пĕлеççĕ вара! Сăмахĕ ăçтан çитет вĕсен...
— Тата вула, Мухамедьяр Ходжа Углы! — ыйтмарĕ, хушрĕ хан.
Поэт тархаслаттармарĕ. Кăштах каçăрăлса тăрса, пуçне илемлĕн уха-уха илсе сăвă хыççăн сăвă вуларĕ.
Уйăх çӳрет тӳпере.
Эп — пĕр-пĕччен тĕнчере;
Ĕмĕр иртрĕ — сисмерĕм,
Телей мĕнне пĕлмерĕм.
Ялĕ пирĕн пĕчĕк мар —
Тăкăрлăксем пит тăвăр.
Тĕнче тени хĕсĕр мар,
Пурнăçĕсем пит йывăр.
Уй варринчи ват юман
Халь те пĕччен ларать пуль.
Эпир телей курмарăмăр,
Турă çырни çапла пуль.
Поэт курчĕ, халăх юррисенчен илнĕ çак йĕркесем ханпа унăн арăмне килĕшмерĕç. Сафа-Гирейпе Сююнбике пĕр-пĕрин çине пăхса илсе кулам пекки турĕç. Хан пĕр сăмахсăр ура çине тăчĕ, васкамасăр пӳлĕм тавра утса çаврăнчĕ, унтан Мухамедьяр патне çитсе чарăнса ăна куçран тинкерчĕ.
— Санăн мана хирĕçле сăвăсем пур теççĕ. Çавсене вула-ха, — терĕ вăл йĕкĕлтекен сасăпа.
— Кам каларĕ сана манăн ун пек сăвăсем пур тесе, аслă хан?
— Илтрĕм эпĕ. Аллах ырăпа усала йăлтах курса, пĕлсе тăрать, вăл хăйĕн ирĕкне шанчăклă çынсем урлă пурнăçа кĕртсе пырать. Пур санăн ун пек сăвăсем. Нумай ан кĕттер, вула.
— Тĕлĕнтеретĕн эсĕ, аслă хан...
— Вула! — халь-халь çапса ярас пек хăмсарса кăшкăрчĕ Сафа-Гирей.
Мухамедьяр ăнланчĕ: кунта турткалашса тăни усăсăр. Ăна кремле ырăпа чĕнмен, такам элекĕпе чĕнтернĕ.
Вăл каллех пуçне ухса илчĕ, каллех мăнаçлă каçăрăлса тăчĕ.
Пулать ун пекки: çынĕ нишлĕ, ухмах,
Çапах мухтанса утланать урхамах.
Лаши итлемест, ĕрĕхет те каять,
Çынни çĕр çине лаплатса çеç анать, —
янăрарĕ ун сасси.
Ыр çын тĕнчере ырă ят хăварать.
Усал ĕмĕрех усалтан тĕп пулать.
Эп вăйлă тет пуль хăш тӳре тепĕр чух,
Ытла ан алхас, ак тулать сан шалчу.
Хире тухса пăх, ав çӳреç кашкăрсем,
Кăшлаç пĕр-пĕрне, алхасаççĕ вĕсем.
Кăшлаччăр урса пĕр-пĕрне кăлăхах,
Вĕсем тулашни килĕшет сурăха.
— Суятăн, ку вăл санăн мар! — çухăрса ячĕ Сафа-Гирей. — Ку вăл Саадин. Çĕр те çичĕ çул пурăннă теççĕ, пур пĕрех ухмах пулнă. Патшасем пирки ун калама юрать-и? Ухмах пулнă сирĕн Саади, чăн-чăн ухмах...
Туссем! Халăха усал çеç сунакан
Ыр ят, ыр сăмах илтес çук нихăçан, —
чарăнма пĕлмерĕ поэт.
— Эс мĕн, манран кулас тетне? Ку вăл санăн мар! Эс хăвăнне вула, хăвăнне!
Мухамедьярăн вара ирĕксĕрех хăйĕнне вулама тиврĕ.
Çичĕ ют мар пире инкек кӳрет,
Этем тӳсми хĕн-хур, пĕр çавă пĕтерет.
Кяфирăн çылăх шутсăр-çке нумай.
Пусмăрлăхра çĕр-шыв асап курать пĕрмай.
— Тата, тата, — хистерĕ хан.
Мухамедьяр татах вуларĕ. Халĕ ĕнтĕ унăн малтанхи шиклĕхĕ йăлтах иртсе кайрĕ темелле, вăл хăрушă пек туйăнакан йĕркесене те сиктерсе хăвармарĕ. Ăна çакăншăн чĕннĕ пулсан, унпа çакнашкал тӳрккессĕн калаçаççĕ пулсан Мухамедьяр та парăмра юлас çук хан умĕнче. Кайран кирек те мĕн туччăр, анчах вăл çын мăшкăлĕ пулмастех. Калас пеккине калать. Кяфирăн та этем пулмалла, çынпа çын евĕр пуплемелле.
Поэт хăйĕн сăввисене Саадипе Фирдоуси сăввисене кĕртсе вĕсемпе хутăштарса вуларĕ, чаплă поэтсен сăввисене пăхмасăр каланă чух юри хăйĕн сăввисенчи йĕркесене кĕрте-кĕрте лартрĕ. Çав йĕркесем Саадипе Фирдоуси сăввисемпе пĕр кĕвĕллĕ пулни, вĕсене çакăнта, ханпа ун арăмĕ умĕнче ним такăнмасăр хутăш вулама май пурри Мухамедьяра савăнтармаллипех савăнтарчĕ.
Поэт самаях хĕрсе кайрĕ. Вăл ханпа ун хитре арăмĕ ыйтмасăрах Гази сăввисене вуларĕ. Упăшки куштанланнине кура Сююнбике поэтран «Ку кам сăвви?» — тесе ыйтми пулчĕ, вăл ĕнтĕ çемçе минтер çинче пĕр хускалмасăр ларчĕ. Мухамедьяр такампа ăмăртнă евĕр хăй юратнă сăвăсене шăрантарчĕ.
— Халь вулани йăлтах хăвăн-и? — пӳлчĕ хан кĕтмен çĕртен.
— Çук, ку пăлхар поэчĕн сăввисем, — тĕрĕссине каларĕ Мухамедьяр.
— Çав ним пĕлмен халăхăн поэтсем те пулнă-и?
— Пулнă, аслă хан. Пăлхарсене ним пĕлмен халăх теме çук, аслă хан. Вĕсем ăста та ĕçчен çынсем пулнă, тем тума та, вăл шутра сăвă çырма та пĕлнĕ. Ак итлĕр, мĕнле янравлă та хитре Гази сăввисем:
Илемлĕ эс, пике, шевле пек сан сăну.
Ман чĕрере çуралчĕ хăватлă юрату.
Сăмахусем сан ăслă, сăмахусем шерпет,
Ман чĕрене йĕплеççĕ чи çивĕч сăнă пек.
Мĕнпе танлаштарам? Ахахпала мерчен
Вут пек-çке сирпĕнеççĕ асамлă питӳнтен.
Туту çине пăхсан ӳсĕрĕлсе каяп.
Ку ырлăха тӳсме ытла та-çке асап.
— Сăввисем чăнах та чипер — терĕ Сююнбике.
— Кусем пыраççĕ-ха. Эс пăлхарсем çинчен çырнине вула, Мухамедьяр. Астăватăн-и вĕсене? Мĕнле мухтать вăл унта çав ăçти çук пăлхарсене!
— Кирек хăш поэт та тăван халăх çинчен çырать, аслă хан, — хирĕçлеме пăхрĕ Мухамедьяр. — Гази пăлхарсем çинчен çырнă...
— Эс кам çинчен çыратăн?
— Эпĕ те хамăн тăван халăха мухтатăп. Тăван халăха хурлас пур çут тĕнчене поэт пулса та çуралас мар.
Юратса пуç таяп сан умра, тăван халăх,
Чунăмпа-чĕремпе эпĕ сан ывăлу, —
пуçласа ячĕ вăл тахăш поэтăн хăй тĕллĕн аса килне сăввисене. Анчах темле хавхаланса вуласан та ку сăвăсем хан чĕрине хускатмарĕç. Сафа-Гирей поэт пăхмасăр каланă сăвăсене Гази çырнă тесе шутларĕ курăнать, çавăнпа вĕсене пушшех кăмăлсăр йышăнчĕ.
— Апла пăлхарпа аташатăн, Мухамедьяр Ходжа Углы? — терĕ хан сăвăсене аран-аран итлесе пĕтерсе. — Хусан патшалăхĕ, ман ханлăх кăмăла каймасть сана?
Шухăшсем
Did you know that your website ch...
Прочитал от и до...
Your website, chuvash...
What if your website chuvash...
Your website, chuvash...
Elegir el mejor financiamiento inmediato...
Are you making the most of the potential...
What if your website chuvash...
Чăн чăнах та, сатира туйăмĕ Л...
Чăн чăнах та, сатира туйăмĕ Л...