Сĕве Атăла юхса кĕрет. Иккĕмĕш кĕнеке :: Иккӗмӗш пайӗ. Сӑхманлӑ ҫар
Кăшт тăхтасан чатăра лутрарах кăна пӳ-силлĕ, кăтра çӳçлĕ, сăнран пит илемлĕ çамрăк воевода чупса кĕчĕ, ăшталанса аслă князь умне пырса тăчĕ.
— Аслă князь мана...
— Чĕннĕ, чĕннĕ, — терĕ Иван Васильевич ăна каласа пĕтерме памасăр. — Акă итле, Михайло Иванович, ман пата службăна куçнă Хусан княçĕсем кунта çĕнĕ хула тунă çĕрте юлаççĕ. Эсĕ вĕсемшĕн ман умра, государь умĕнче, явап тытатăн. Хăвăнпа пĕрле паянах леш енне илсе каç, вырнаçтар. Эс халь вĕсемшĕн ашшĕ те, пиччĕшĕ те, ăс параканĕ те пулатăн. Паллатни вĕсене? Пуринпе те паллаштарса тухас мар-и?
— Паллатăп, — терĕ Воротынский.
— Апла юрать. Эппин васка. Леш енче унта сана çынсем кĕтеççĕ. Ĕçӳ ăнса пытăр сапăн, Михайло Иванович. Халĕ санпа воинсем пек сыв пуллашсан та юрать...
Аслă князь воеводăна ик аллипе ыталаса илчĕ те кăкăрĕ çумне пăчăртарĕ, вĕсем пĕр авăк ним чĕнмесĕр, вырăнтан хускалмасăр тăчĕç. Унтан пĕр-пĕрне тĕртсе янă евĕр хăвăрт уйрăлчĕç.
Воротынский шывланнă куçне шăлкаласа чатăртан утса мар, чупса тухса кайрĕ. Государь Хусан княçĕсемпе ĕç пĕтнине систерсе хăйĕн тем пăшăлтатса тăракан дьякĕсем еннелле çаврăнчĕ.
Чатăр тулашĕнче çурхи çил кашларĕ.
Юнашарах Атăл хăйĕн капмар хумĕсене анаталла ывăтрĕ.
9. Ашшĕпе ывăлĕ
Ахтупай аслашшĕ Пикпав мучи ватăлмаллипех ватăлчĕ. Пĕчĕк ача пек, ялан чӳречерен пăхса ларать, алла нимле ĕç те тытаймасть.
— Эс, пăятам, ăçта та пулин халапа кайса лар пĕрех хут, — тет ăна Пинеç инке старике пĕртен-пĕр чӳрече патĕнчен хăвалама тăрăшса.
— Кайăп-ха, кайăп-ха, — тет старик, анчах хăй вырăнтан та хускалмасть.
Çĕр-шыв типеспе яла унăн тахçанхи тусĕ — кĕслеçĕ Янтуш мучи килчĕ, Пикпав ăна та паллаймарĕ. Мăнукĕ Ахтупай унран: «Кам пулчĕ ку? Пĕлетĕн-и, асатте?» — тесе ыйтсан:
— Таçта курнă пек те, таçта курнă пек те, — тесе çеç сухалне шăлкаларĕ. Çавăнтах вĕсем çинчен манса кайса чӳрече патнелле пăрăнчĕ, хăй тĕллĕн мăкăртатма пикенчĕ.
— Асатте, кам килнине пĕлеймерĕн-и? — ăна тĕк ларма памарĕ Ахтупай. — Калаçса пăх-ха ĕнтĕ килнĕ çынпа, мĕн ху тĕллĕн пакăлтататăн?
— Ан тив, ачам, — терĕ ăна Янтуш мучи. — Вăхăчĕ çитсен çавăн пек вăл, Ахтупай. Ун çулне çитсе пăх-ха, ху та çавăн пекех пулăн.
— Тепĕр чух чиперех калаçать вăл. Хутран-ситрен тем пулать вара, йăлт манса каять. Кампа калаçса ларнине те астумасть. Чарсах ыйтать: «Эс кам пулатăн-ха? Темскер, сан ятна астуса юлаймарăм», — тет. Унпа ларас пулсан пĕрре апат пиçиччен виçĕ хут ята каламалла.
— Питĕ шел, эп ун валли çĕнĕ юрă илсе килнĕччĕ. Савăнтарас тенĕччĕ старике...
— Каласа пăх, тен, ăнланĕ, — терĕ Ахтупай.
— Çук ĕнтĕ, — терĕ Янтуш мучи. — Пĕр шултăркасан каткара шыв тăмастех вăл...
Янтуш мучи килнине пĕлсен Ахтупайсем патне хăвăрт çынсем пуçтарăнчĕç, суккăр старикĕн вара кĕслине михĕрен кăларса алла тытмалла пулчĕ.
— Кала, Янтуш мучи, сана итлеменни нумай пулать, — терĕç кăшт ватăраххисем.
— Эпĕ те, Пикпав пекех, ватăлтăм ĕнтĕ. Пӳрнесем пит итлесех каясшăн мар. Çапах та пĕр юрă юрласа парам сире...
Çапла каласа кĕслеçĕ майĕпен юрă пуçларĕ.
Чăнах та, ку çĕнĕ юрă пулчĕ. Кĕвви ĕлĕкхиех унăн — Янтуш мучи нумай юрра çак кĕвĕпе юрлать, сăмахĕсем — урăх. Ахтупай çакна çеç астуса юлчĕ: Мускавпа Хусан хушшинче Атăл юхать, çав Атăлпа ялан çарсем çӳреççĕ; Атăл çинче тăвăл кашлать, кимĕсем шыва путаççĕ; ишеççĕ-ишеççĕ çынсем хум çинче, çăлăнса Çаврака сăрт çине тухаççĕ. Çамрăк патша, сăрт çине пуринчен малтан ишсе тухнăскер, кунта чаплă хула пуласси çинчен пĕлтерет. «Вырăс хули пулать ку! Хусанпа тавлашакан хула пулать!» — тет вăл; сăрт синче пуртă сассисем янăраса каяççĕ, патша дружинникĕсем хула тума тытăннă та иккен; патша патне кимĕпе унăн савнийĕ анать, вĕсем çĕнĕ хулара савăнăçлăн пурăнма тытăнаççĕ.
Пĕр çамрăкĕ старикрен ыйтмасăр та чăтаймарĕ:
— Янтуш пичче, — терĕ вăл, — Хусан çывăхĕнче вырăссем чăн та çĕнĕ хула тăваççĕ тет. Эс илтнĕ-и ун çинчен, Янтуш пичче?
— Илтмен пулсан çак юрра юрласа та памастăмччĕ, — ытарлăн тавăрчĕ старик. — Вырăссем Хусан çывăхне тепĕр хула лартаççĕ, шăллăмсем. Ятнех чăвашсем валли лартаççĕ тет çав хулана. Пирĕн Тукай ĕмпӳ халь çав хулана тунă çĕрте ĕçлет тет. Илтмен-и эсир çавна?
— Илтмен — терĕç çынсем темиçен пĕр харăс.
— Чăнах, курăнмасть пирĕн мăрса.
— Тем тесен те, çавăнта вăл!
— Çавăнта, — çирĕплетрĕ Янтуш мучи.
Тухса каяс умĕн старик Ахтупай аслашшĕпе тата тепре калаçса пăхасшăн пулчĕ, анчах Пикпав ăна çав-çавах паллаймарĕ.
— Эх, Пикпав тусăм, — терĕ вăл чунтан пăшăрханса, — саманасем мĕнле улшăнаççĕ халь, эпир санпа иксĕмĕр ватăлтăмăр пулас. Çăпатасем çĕтĕлчĕç. Эп çапах та тата пăртак çӳресшĕн-ха тĕнче тăрăх, çынсене кĕсле каласа та пулин савăнтарасшăн. Сывă пул эппин тепре куриччен. Турă парсан, тен, тĕл пулăпăр. Ку тĕнчере-и, леш тĕнчере-и, телейĕмĕрсем мĕнлерех çав ĕнтĕ...
Нимех те тумарĕ старик: килчĕ те юрă юрласа пачĕ. Унтан тухса кайрĕ. Ăçта каяссине те каламарĕ хăть. Ахтупай ун юррине итленĕ хыççăн канăçне çухатрĕ. Ун куçĕ умĕнче ĕнтĕ халь вĕçĕмсĕр Атăл хумĕсем шавларĕç, кимĕсем путрĕç, вилĕмрен çăлăннă çынсем хăйсен çамрăк патши хыççăн çыран патнелле тапаçланчĕç. Вăл тĕлĕкре те Хусан çывăхĕнче ӳссе ларнă çĕнĕ хулапа аташрĕ.
Çынсем çĕнĕ хула пирки тĕрлĕ майлă пуплерĕç. Пĕрисем каланă тăрăх, ăна вырăссем кăна тăваççĕ, вăл Хусанпа çапăçмалли тĕреклетнĕ вырăн пулать, ахаль çынсене унта никама та кĕртмеççĕ. Теприсене ĕненес пулсан ку хулана тума тыткăнри çынсене пинĕ-пинĕпе хăваласа пынă, вĕсем хушшинче чăвашсем те пур имĕш. Тукай мăрса вырăссемпе пĕрле чăнах та çавăнта кайнă теççĕ, çĕнĕ хула тунă çĕре.
Çак сăмахсене кашни кун илтекен Ахтупай тек килте ларма пултараймарĕ, амăшĕ вăрçнине пăхмасăр юлан утпа Кив Тукайкассине тухса вĕçтерчĕ. Акара ĕшеннĕ лашине чăм шыва ӳкерчĕ вăл, анчах пĕлес пеккине ыйтса пĕлчĕ: Тукай мăрса чăнласах Сĕве вăрринче пурăнать иккен. Унта мăрса пĕччен те кайман, хăйĕн кĕрӳшне — Магмет Беззубова тата темиçе тĕкĕрçе илсе кайнă. Мăрса килĕнче Ахтупай Нухратпа та калаçрĕ, мăрса хĕрĕ ăна пĕр хăраса тăмасăр Сĕве вăррине кайма сĕнчĕ. Эрнепипе Иливаншăн кулянса та илчĕ Нухрат.
— Тен, телей пулĕ, тупăн вĕсене, — йăпатрĕ вăл. — Çитсе кил, Ахтупай. Анчах пĕччен ан кай, пĕччен хăрушă. Эс кама ил, вырăс тимĕрçине. Пирĕн ялтах пурăнать-и-ха вăл?
— Ăçта кайтăр ĕнтĕ пĕр хăнăхнă çын! Авланса ячĕ те сан пекех ача ӳстерет, — терĕ Ахтупай.
— Авланчĕ тетне? Суятăн пуль, Ахтупай!
— Ма суяс? Авланчĕ çав. Ывăл та пур вĕсен.
— Апла манран салам кала, — чунтан кăсăкланса сăмах хушрĕ Нухрат.
— Юрĕ, калăп, — терĕ Ахтупай.
Нухратпа Чураппа ăна мăрсасем валли кучченеç парса ярасшăнччĕ, анчах Ахтупай илмерĕ, каяймасан улталанă пек пулать терĕ.
Килте ăна ашшĕпе амăшĕ ан кай тесе каламарĕç, çапах та систерсе хучĕç: юлан утпа кайсан, ывăлĕ вĕсене лашасăр тăратса хăварма пултарать. Ахтупай вĕсемпе килĕшрĕ. Çул çинче темле çын аллине çакланасси пур, темле инкек сиксе тухасси пур. Лашапа кайăн та çуран таврăнăн.
Ашшĕ-амăшĕпе тата хăйĕн хĕр ачипе вăл кил картинчех сыв пуллашрĕ, Северьяна вара ял тулашне çитиччен те хăйĕнчен уйăрмарĕ.
— Шел, иксĕмĕр пĕрле каяймастпăр, — терĕ Ахтупай юлташĕпе юнашар утса. — Авлантăн та ялтан тухми пултăн.
— Ватăлтăм, — терĕ Северьян. — Ниçталла та чун туртмасть тек. Кăмака çинче ларакан старик пулса тăтăм.
— Арăму çамрăк-çке, ватăлма парас çук-ха, — терĕ Ахтупай.
— Авланман пулсан эп халь ним мар санпа пыраттăм. Хам кайсан тупассăнах туйăнать мана Эрнепипе Иливана.
— Атя, ма пымастăн? Арăму качча тухмасть эс киличчен.
— Юрамасть, Ахтупай. Пĕчченех кайса кил ĕнтĕ. Çула май Ятламас патне кĕрсе тух.
— Мĕнле пулать унта. Кимĕпе анмасан кĕретĕпех ун патне.
— Унсăрăн кичемрех ялта пурнăç. Эс туймасна çавна, Ахтупай?
— Туятăп та-ха, мĕн тăвас ĕнтĕ? Тарчĕ-çке ялтан, сан пекех, ватăлас енне кайсан авланма шут тытрĕ чĕмере хутлатса лартманскер!
— Ача пур тет-и унăн та?
— Пур тет. Ывăл тет.
— Ав мĕнле пуян эпир Ятламаспа!
— Эсир иксĕр те телейлĕ, Северьян. Ак ман пурнăç ăнмарĕ.
— Ытлашши ан хуйхăр. Вилмен пулĕ-ха арăмупа ачу.
— Ăна турă пĕлет ĕнтĕ. Тепре кайса пăхам. Мĕн пулать те мĕн килет.
Хăй шутласа хунă пекех, анаталла Ахтупай ĕçе кĕрĕшсе кимĕпе анчĕ. Кривĕшре вăл пĕр купсапа паллашрĕ те ăна хăй инкекне каласа пачĕ. Лешĕ ăна хĕрхенем пек турĕ, хаклă хак памарĕ пулин те ĕçе илчĕ. Тата тăватă кунтан купса киммисем Сĕве вăррине çитсе чарăнчĕç. Янтуш кĕслеçĕ суймарĕ, Çаврака сăрт çинче хула валли вăрман касаççĕ.
Атăлпа анакан мĕн пур çынна чарнă пекех, вĕсен киммисене хуралçăсем тытса чарчĕç. Купсаран илнĕ укçа çул хырçи тӳлеме кайрĕ. Алран алла куçса Ахтупай пĕр сотник патне çитрĕ, ăна Тукай пирки каларĕ.
— Пур пулмалла ун пекки, — терĕ сотник ыйхинчен вăранса çитеймесĕр. — Кай, шыра ху. Эп сан пеккисене тыта-тыта хупса йăлăхрăм ĕнтĕ. Тасал куç умĕнчен.
Ахтупай ăна ăшра тав туса илчĕ: сотник аллинчен кунашкал час вĕçерĕнсен лайăх вара, ун пек пуçлăха ырă çын тесе шутла!
Вăл çĕр пӳртсем, çĕтĕк шăналăксенчен карса тунă хӳшĕсем çуммипе малалла утрĕ. Унта та кунта çынсем апат çисе лараççĕ, çывăрса выртаççĕ, çăпата хуçаççĕ, пыйтă вĕлереççĕ, ушкăнпа ахăрса лараççĕ.
Пысăк мар путлăх урлă каçсан ăна кӳсмек, юман кĕрешĕ пек тĕреклĕ вырăс тытса чарчĕ.
— Чим, ку хутаçа камăнне шăхăртрăн, пиччем? — терĕ вăл Ахтупай хутаççине карт! туртса. — Хыв-ха эс ăна, патша хушнипе унта мĕн пуррине тĕрĕслетпĕр...
— Ан çыхланнă пул! — терĕ Ахтупай ăна хыттăн тĕртсе ярса. — Тĕрĕслекенсем сансăр пуçнех нумай кунта.
— Кур-ха, сĕкĕшме те пĕлет-иç ку! Мăйрака çук — сĕкĕшет. Эс кама хирĕç тăратăн? Офоня Хлебника хирĕç тăратăн-и?
Вырăс Ахтупая кăкăртан ярса тытрĕ, ăна тумтирне çураслах хăй патнелле туртрĕ.
— Сана мĕн кирлĕ, Офоня Хлебник? — çилленмеллипех çилленсе кайрĕ Ахтупай.
— Ха, пĕлмĕш пулать тата! Вĕçерт, вĕçерт часрах хутаççуна.
— Хăлха чикки кирлĕ мар-и лайăхрах?
Çапла каласа Ахтупай сулахай аллипе вырăса çӳллĕ хул пуççийĕнчен тытрĕ, сылтăм аллипе хыттăн чышса ячĕ. Офоня Хлебник текенни чакса-чакса пычĕ, юлашкинчен ури темскер çакланнине пула купарчи çине кайса ларчĕ.
— Эй, харам пырсем! Пулăшăр! Мĕн шăл йĕрсе ларатăр? — терĕ вырăс çывăхри ушкăнти юлташĕсене.
Ахтупай патне тата виçĕ çын пырса тăчĕç. Курчĕ вăл — виççĕшĕ те тĕреклĕ вырăссем.
— Эс пит вăйлă-им, тăванăм? — терĕ вĕсенчен пĕри. — Кунта хăвăн вăйна кăтартма килтĕн-и?
— Мĕн тивĕçпе ман хутаçа илесшĕн вăл? Хăй ма çапăçать? — парăнма шутламарĕ Ахтупай.
— Çапăçать пулсан ун тивĕçĕ те пур. Эппин, кирлĕ ăна сан хутаçу. Эсĕ ку çынпа палламасни вара? Вăл Офоня Хлебник. Ăнлантăн-и? Офоня Хлебник! Ав çав Çаврака сăрт хуçи. Аслă князь ун утравне туртса илнĕ те кунта хула тума хушнă. Офоня çĕрсĕр тăрса юлнă. Мĕнле те пулин тăранмалла-и унăн, тăранмалла мар-и? Сан çăкăру пур пулсан хĕрхенсе ан тăр, çур çăкăрне пар ăна. Уншăн хăвнах сăвап пулать, ырă çыннăм.
— Мейĕр, илĕр ман çăкăра! — терĕ Ахтупай хутаçне вăр-вар хывса парса. — Çисе кӳпĕнĕр. Пырне лартăр ман çăкăр сирĕн Офоньăнне!
Вырăссем вăл вăрçнине итлесе тăмарĕç, хутаçа салтрĕç те унти ăпăр-тапăра çерем çине силлерĕç.
— Э-э, кунта пĕр татăк çăкăр та çук! — терĕ пĕри. — Пуш михĕшĕн çапла хирĕç тăтăн-и? Маттур! Апла тулли михĕшĕн эсĕ пыра та кăшласа тататăн пуль?
— Кирлĕ пулсан хĕрхенсе тăмастăп! — терĕ Ахтупай.
— Пултараканскер ку! Офоня, хамăр ушкăна илместпĕр-и ăна?
— Илес ара, — терĕ Офоня текенни. — Эс мĕн ятлă, тăванăм?
— Ахтупай.
— Эппин, Ахтупай, эс ман ушкăнра пулатăн. Çăкăрсăр лартмастпăр, ан хăра. Пурте сан пек пушă хутаçлă мар кунта, тулли хутаçлисем те пур.
Çак каç ăна Офоня Хлебникпа ун юлташĕсем алăран вĕçертмерĕç. Тĕттĕм пулас умĕн вĕсем таçтан пĕр витре пиçнĕ пулă тупса килчĕç, ăна ним хăварми çисе ярса темле хӳшше çывăрма кĕрсе выртрĕç.
Тепĕр кунне Ахтупай вĕсенчен ырă кăмăлпах тарма шутларĕ.
— Итле, Офоня, — терĕ вăл. — Куратăп, эсир кунта ĕçлеме килмен, ашкăнма килнĕ. Эп ал ăсти çынни, ĕçсĕр пурăнма пултараймастăп. Сывă пулса юл, çăкăр-тăваршăн тавах сана.
— Каятăн апла, атте? — терĕ Офоня.
— Каятăп. Ман хамăн çынсене тупмалла.
— Ну, кайса шыра. Пуйсан хăнана кĕрсе тух.
— Тен, кĕрĕп те, — терĕ Ахтупай пуш хутаççине çурăм хыçне çакса.
— Ĕç пирки эс пире ахалех хурласа тăкрăн. Офоня аллисем тем тума та хăнăхса çитнĕ. Кур ман хулсене, ав мĕнле выляса тăраççĕ. Тиха пĕççи пек! — вăл çаннисене хăпартса хулĕсене выляткаларĕ, кĕрешме сĕннĕ пек, Ахтупая кăкăртан чышса илчĕ. — Пирĕн ĕç пуçланман-ха. Иван патша пирĕн пирки указ кăларман...
— Ĕçлемех килнĕ апла эсĕ? — терĕ Ахтупай.
— Мĕн тума пултăр тата? Шăхлич калама килнĕ ку тетнем?
— Эпĕ çавăнпа тесе.
— Ĕлкĕрĕн. Эпир хамăра кăтартатпăр-ха. Пирĕн ĕçе Иван патша хăй пăхса савăнĕ.
Тата тепĕр эрнерен Ахтупай Офоньăпа ун юлташĕсене Çаврака сăрт çинче тĕл пулчĕ. Вĕсем çыранран инçе мар кирпĕч хĕртетчĕç.
— Ну, мĕн, чул çурт лартма шут тытрăн-им, Офонька? — чĕнмесĕр иртсе кайма пултараймарĕ Ахтупай, платниксен ушкăнĕпе пыраканскер.
— Чул çурт — турă çурчĕ лартатпăр, — ĕçлĕн тавăрчĕ Офоня.
— Мĕскер, мечĕт тăватри?
— У-у, басурман! Мечĕт мар, чиркӳ туса лартатпăр, чиркӳ!
— Ларт, ларт, — терĕ Ахтупай. — Çӳллĕ купала. Хăвăн çылăхусене каçарттарма кирлĕ пулĕ.
— Эс ăçта ĕçлетĕн, атте?
— Патша валли мунча лартатăп. Чулĕ ахахран пулать, милĕкĕсем пурçăнтан. Кĕме пыр.
— Пыратпăр. Анчах ма хуралпа илсе каяççĕ сана ĕçе? Шанмаççĕ-им басурмансене? — шăл йĕрсе ăсатма тăчĕ Офоня.
— Хăвăра ма сыхлаççĕ тата? Кирпĕчне вăрласа тарасран хăраççĕ-им? — кăшкăрчĕ Ахтупай.
— Ку вăл хуралçă мар, ку вăл — Иван патша шăллĕ, — ахăрчĕ Офоня. — Эпĕ каçчен миçе кирпĕч ватнине шутласа тăрать.
Хуралти воин ăна чарăн, ан палка тесе вăрçса тăкрĕ. Ахтупая часрах куç умĕнчен тасалма хушса вăрăм сăнăпа хăмсарчĕ.
Темиçе кун хушши Ахтупай ĕçе тухмасăр Тукай мăрсана шырарĕ. Çыннисене тупрĕ вăл, марсана хăйне тĕл пулаймарĕ.
— Тукай çывăхри тутар ялĕнче пурăнать, пирĕн пек çумăр айĕнче шапармасть, — терĕ ăна Кив Тукай çынни. — Пирĕнпе калаçмасть те халь, чапланса кайнă пĕтĕм. Эпир мĕн çисе пурăннине килсе курасчĕ хăть...
— Апат енчен начар вара кунта, — терĕ Ахтупай выçă хырăмне сăтăркаласа.
— Мĕн каласси пур, йытă апачĕ!
— Ураран ура иртейми пулчĕ ĕнтĕ.
— Кун пек пулсан вилсе пĕтетпĕр ак.
Тепре кайсан Ахтупай мăрса çыннисене тупаймарĕ, вĕсем апатран касăлса çитсе тухса тарма та ĕлкĕрнĕ. Çыннисем тарни çинчен мăрса хăй те илтнĕ иккен. Вязовăй сăрчĕ айĕнчи çĕр пӳртсем патне юлан утпа вĕçтерсе те пычĕ. Хăйĕн тĕкĕрçине курсан тĕлĕннĕ пек пулчĕ.
— Ăçта ман çынсем? — терĕ вăл лаши çинчен сиксе анса. — Курмарăн-и эс вĕсене?
— Курман, Тукай ĕмпӳ. Ĕçлеççĕ пуль çавăнта, халăхпа пĕрле, — терĕ Ахтупай.
— Унта çук. Сотник пырса каларĕ мана. Тарнă, мур тĕпне кайманскерсем! Эсĕ мĕнле юлтăн тата, хаяр киремет тивменскср? Пĕччен мĕн туса çӳретĕн кунта?
Шухăшсем
Did you know that your website ch...
Прочитал от и до...
Your website, chuvash...
What if your website chuvash...
Your website, chuvash...
Elegir el mejor financiamiento inmediato...
Are you making the most of the potential...
What if your website chuvash...
Чăн чăнах та, сатира туйăмĕ Л...
Чăн чăнах та, сатира туйăмĕ Л...