Тутимĕр :: ÐккÄмÄÑ Ð°ÐºÑ
Тĕвик-тĕвик текерлĕк,
Мĕншĕн çӳлте текерлĕк?
— Çӳл ту çинчен пăхсассăн,
Йĕри-тавра хаваслă.
Тĕвик-тĕвик текерлĕк,
Мĕншĕн апла, текерлĕк?
— Тырă-пулă хумханать,
Аслă халăх савăнать.
Икĕ вăйă пĕрлешеççĕ.
Пĕри
Куратăр-и, пĕлĕт хĕрелчĕ.
Тепри
Вăрман улпучĕн çурчĕ, ахăр,
Çунать пулас.
Виççĕмĕш
Чăнах та çавă,
Капан пек пысăк çулăмсем
Вĕçеççĕ.
Тăваттăмĕш
Паçăрах каларăм.
Куратăр-и, Чемей сехмечĕ
Пуçланчĕ ĕнтĕ тепĕр кун.
Пиллĕкмĕш
Тинех тăван ялне Тутимĕр
Килсе кăтартĕ тамаша.
Хăй ашшĕн чĕлхине каснишĕн Улпутсемпе тиексене
Вĕри çатма çинче ташлатĕ.
Вăçкĕн каччăсем — Кăрликпе Эрхем — килсе тухаççĕ.
Кăрлик
Ыран туйра çăп-çăмăллăн
Ташлас тесе, апат çименччĕ.
Епле пĕркенчĕк пĕркенме
Манман-ши эсĕ, Эрпике?
Эрпике
Пĕркенчĕк çĕлемен. Хĕвел
Ирех пĕлтерĕ чăннине.
Эрхем
Пуса каччи пуласшăн эпĕ
Чĕн саламат ярапине
Хур çăвĕпе çемçетнĕччĕ.
Хапхасене çапса пулмарĕ.
Кăрлик
Ан ӳкĕн! Кирлĕ саламат
Унпа пĕрре Тутимĕр каччă
Авкалĕ-ха.
Эрхем
Кама?
Кăрлик
Э... Эр...
Калас-и?
Эрхем
...пи...
Кăрлик
...кене...
Кулаççĕ.
Тимĕркке
Çĕлен пек йăшăл-йăшăл чĕлхĕр Эрпикене сăхасшăн-и?
Ташлас килет-и? Вăхăт çитĕ,
Сире ташлатĕ-ха Тутимĕр.
Кăрлик
Ăна хăйне ташлатакан
Салтак эшкерĕ тупăнĕ.
Тимĕркке
Сире, пуян çăхансене,
Апла майра патша салтакĕ
Тăван та хурăнташ та.
Эрхем
Эччĕ,
Ытла хăюллă чĕлхӳне
Кастарасса кĕтетĕн-и?
Вĕçкĕн каччăсем пăрăнса каяççĕ.
Тимĕркке
Пĕр ырă çамрăк пушкăрт йĕкĕт
Ĕнер çеç пулчĕ ман патра,
Сана хĕ-рӳ салам каларĕ
Тутимĕртен.
Эрпике
Чăнах-и?
Тимĕркке
Чăн.
Сана салам çеç мар, ытти те.
Эрпике
Мана вăрçса-и?
Тимĕркке
Пурçăн тутăр,
Хитре парне Тутимĕртен.
Ме, ил те чик, хăюлла пул!
Эрпике
Мана çураçнă, хулăм илнĕ.
Апла мана мĕн пулĕ?
Тимĕркке
Нимĕн те
(Тутăр парать, вăйă енне çаврăнать.)
Сире, туссем, салам калам-и?
Сассем
Çилпе шывран-и?
Тимĕркке
Килмелле
Яла, пĕлетĕр-и, Тутимĕр.
Эпир ăна кĕте-кĕте
Сахал-и вутлă юрă хунă?
(Алă сулать. Вăйă юрлать.)
Унта йĕнерлесе, Тутимĕр,
Сиктеретĕн аслă çул çинче.
Ăçта иртет сан паттăр ĕмĕр,
Ăçта, хăш çăлтăр айĕнче?
Шуратăл хĕрринче пулсассăн,
Ăсна килет-и хăвăн кил?
Эс çумăр пул та кĕр-кĕр саслă
Пире курмашкăн халĕ кил!
Пĕлĕт пулса çуса ирт те,
Шăвар çеремлĕ хирсене,
Тăр-кăнтăрла, каçпа та, ир те
Ӳстер çăра çарансене.
Çемçе кăлкан çулса çитерĕр,
Тусем, йĕнерлĕр утсене!
Сана кĕтсе эпир, Тутимĕр,
Йăтатпăр çиçĕм хĕçсене.
Кунта килсем, килсем, Тутимĕр!
Йĕнер хуратпăр ут çине.
Сан сассуна эпир кăтетпĕр,
Хăйратпăр хамăр хĕçсене!
Пĕр каччă
Уй хапхинчен пĕр юланут
Кĕрет. Куратăр-и? Лашаллă.
Тепĕр каччă
Пăшалĕ уйăх айĕнче
Çап-çутă курăнать.
Пĕр хĕр
Тарар-и?
Улпут-и, е тиек-и?
Пĕр каччă
Эй, хĕрсем,
Тарса пытанăр! Хăвăртрах!
Хĕрсем чупаççĕ.Тутимĕр кĕрет.
Тутимĕр
Тутимĕр — эпĕ! Хавăрăн!
Сасăсем
Салам, салам Тутимĕре!
Тутимĕр
Авланисем хур тĕк минтерĕ
Çемçе хăпартăр! Тутлă ыйхă —
Сухал ӳстернĕ çырсене!
Сире, пĕр тантăш-тусăмсем,
Сар уйăх-куçăрсем умне,
Шеп юрă-чĕлхĕрсĕм çине!
Вăйă пухăнать. Пурте Тутимĕрпе паллашаçĕ.
Тимĕркке
Аллу тукмак пекех шак хытă.
Ĕçленĕ-тĕр.
Тутимĕр
Çăмах çиме
Çăтмах çĕрне кайманччĕ эпĕ.
Кăлканлă пушкăрт хирĕнче,
Карланкă пур тесе, атьсемĕр,
Никам та кашăк хыттармасть.
Туйтирĕк
Кунта чухне, Тутимĕр, санăн
Кĕрвен пĕвӳ манпа пĕр танччĕ.
Кашта пек ӳснĕ. Яштака.
Хăлхи таран та пулмăп эпĕ.
Тутимĕр
Эсир кĕсре сĕтне ĕçмен-и?
Çăра хăймаллă вăл, сипетлĕ.
(Эрпикене алă парса)
Хăяккăн тайăлнă кăна
Мана пăхатăн, Эрпике...
Эрпике
Ахаль, сисмесĕр, ăнсăртран...
Кăрлик
Ан вăлт! Ан тун! Çап-çамрăк вăкăр
Уру çине пырса таптанă.
Эрхем
Таптанă хыççăн ватă евчĕ
Сан селкĕ-тутăрна çакман-и
Пĕкки çине?
Эрпике вăйă хушшинчен сиксе тухать.
Эрпике
Атте-анне
Ман тутăра çакса ярсан та,
Ман тепĕр хӳхĕм тутăр пур!
(Тутимĕр умне пырса тăрать, тутăр вĕлкĕштерет.)
Пĕр каччă
Эпир сана, Тутимĕр тусăм,
Кĕтетпĕр ĕнтĕ ик çулталăк.
Ик çул хушши тăван ялна
Çитмерĕ санăн хыпару.
Хĕрпе кайран та ачашланăн,
Ăна хăватлă аллупа
Ыталаса илсе авкалăн.
Малтан ху пушкăрт çĕрĕнче
Çӳренине, мĕн курнине
Йĕркипеле, тĕрĕс-тĕкеллĕн
Кала пире, кала, Тутимĕр!
Сасăсем
Кала! Пĕлесшĕн çамрăк халăх!
Тутимĕр
Эппин, пĕлтерĕп, тантăшсем!
Кунти çич ялăн пăлхавне
Майра патшан салтак эшкерĕ
Кассан та хытă пусарсан,
Пĕччен турпас пек эпĕ юлтăм, —
Турпас пĕтет-и кăлăхах?
Шыва ӳксен те вăл — путаймĕ.
Ниçта та хӳтлĕх çуккипе
Вăрмансенче тарса çӳрерĕм,
Çырла та курăксен тымарĕ —
Яра кунхи апатчĕ ман,
Выртма çерем — çемçе тӳшекчĕ,
Пăхма сар уйăх — хăйчикки.
Кĕрки çанталăк сивĕтсен,
Çул тытрăм пушкăрт хирнелле,
Шăнтсан — хур-кайăк кăнтăра!
Çаплах ман евĕр таркăнсем
Епле пулин те канлĕ вырăн
Тупасшăн пухăннă унта.
Пĕр ватă пушкăрт-аксаккал
Тара тытсан, — кĕтӳçĕ пултăм,
Тăватçĕр лашана пĕччен
Çеçенхирте кĕтсе-çӳрерĕм.
Пĕр каччă
Унта-мĕн ирĕк, чăн тенче!
Тутимĕр
Шыва — юхма, çиле — вĕрме
Унта чăнах та аслă, ирĕк,
Анчах çынна унта та тамăк.
Чăваш пекех тӳсмест-и пушкăрт
Çăхан сăмси пек пусмăра?
Хирсем нумай, анчах çăраллă,
Уççи-харамăн аллинче.
Унта та улпутсем пыраççĕ.
Нихçан та суха пуç тивмен
Кĕмĕл кăлканлă çĕрсене
Касаççĕ те, мăнтарăн пушкăрт
Çарансăр юлнă, çап-çара
Ачусене тĕве çине
Тие те кай, — салтак пăшалĕ
Персе ӳкерĕ унсăрăн.
Асапĕ пушкăрт халăхĕн
Турта пек, хытă тыттарать,
Парать хăлха чикисенчен.
Улпут, тиек тата сутуçă
Мăйран çаклатнă та ăна
Анранă пушкăрт сывлаймасть.
Çавна кура унта, кунта та
Хутран- ситрен пăлхав хĕлхемĕ
Шухăшсем
Прочитал от и до...
Your website, chuvash...
What if your website chuvash...
Your website, chuvash...
Elegir el mejor financiamiento inmediato...
Are you making the most of the potential...
What if your website chuvash...
Чăн чăнах та, сатира туйăмĕ Л...
Чăн чăнах та, сатира туйăмĕ Л...
Your website, chuvash...