Тутимĕр :: ÐккÄмÄÑ Ð°ÐºÑ
Пĕр май сикеть, ĕнер улпут
Юпа çинче, паян тиекен
Çуртне çуланă вут-кăвар.
Ыран сутуçă пĕверне
Тивертнĕ ухă çĕмĕренĕ.
Тепри
Сутуçă суттăр. Ун таварĕ
Йĕплеть пушкăрт çурăмне?
Тутимĕр
Сутуçă-и? Улпут кукашшĕ,
Тиекĕн йыснăшĕ. Пĕрех!
Кунта пĕр пуртăшăн пĕр сум
Тӳлеппĕр-и? Унта ун хакĕ
Пĕр лайăх çеç лаша.
Сассем
Ай! Ай!
Епле сĕвеççĕ пушкăрта!
Тутимĕр
Сар пилĕ евĕр, пушкăртăн
Тирне сĕвеççĕ те, хăйне
Карта хыçне çеç ывăтаççĕ,
Тытса хупаççĕ тĕрмене.
Пĕр сас
Унта йĕп хакĕ пĕр ĕне-и?
Тутимĕр
Пĕр татăк тимĕр-тăмăр та,
Пĕр хурçă иĕп те пушкăрта
Парасшăн мар майра патша.
Унта кĕпе çĕленĕ чух
Чупать-и сӳс хӳреллĕ йытă?
Унта ахаль йĕппе çиппе
Курмарăм, — выльăх шăнăрĕ
Çĕлен çип вырăнне пырать.
Унпа çĕлеççĕ тумтирсем.
Чӳречесем те кĕленчесĕр,
Лаша хăмпийĕ-карăнтăк.
Тепĕр сас
Эрех ĕçеççĕ-и унта?
Тутимĕр
Эрех сутма хавас сутуçă.
Эхер те пушкăрт ĕçсенех,
Çири кĕпи те юлмиччен
Туллаççĕ темĕн те суйса,
Çĕрне илеççĕ, урăлсан, —
Параççĕ мухмăр вырăнне
Чĕн саламат. Çаралнă пушкăрт
Каять вара хăй çĕрĕнчен.
Хăй тутă чух, çумри телейĕ
Хăйпе пĕрле çӳрнĕ чух,
Пур çын та ыррăн курăнать,
Çук, эпĕ выçă хырăмпа,
Лăстанкă çĕтĕк тумтирпе
Çитейрĕм те çеçенхире,
Хăй выçă чух та пушкăрт -тусăм
Мана тăрантрĕ, пачĕ вăй,
Тумтир те.
Пĕтĕм чун-вартан
Юратрăм пушкăрт халăхне,
Унта чĕрен пĕр татăкне
Хăвартăм эпĕ, ыттине
Илсе çитертĕм хам яла
Сире пама, тăванăмсем.
Тĕлĕнмелле çеçенхирте
Ирех сиксе тăратăн та,
Пуç тăрринче çӳлте-çӳлте
Вĕçет хăватлă амăрткайăк,
Хăй паттăр пушкăрт халăхĕ
Хăй ашшĕ-амăш çĕрĕнче
Çӳресшĕн ăмăрткайăкла
Кервен те, ирĕк те.
Анчах
Тӳре-шара та, упутсем те
Ăна памаççĕ куç уçма,
Хĕçше те пăшалпа кăнтаççĕ.
Кĕтсе тăраççĕ çĕр çинче
Пĕр пушкăрт чунĕ юлмасса.
Юпа çине çакса тухсан та,
Вутра ĕнтсен те, харсăр халăх
Вилсе пĕтет-и?
Çук, вилмест,
Хăрмасть нихçан та ун тымарĕ.
Пăлхав пуçларĕç пушкăртсем,
Тискер майра патша çарне,
Харам улпутсене те хирĕç
Пĕр харăс тухрĕç çапăçма.
Вĕсен юратнă утаманĕ,
Юлай агайăн ывăлĕ —
Çап-çамрăк паттăр Салават
Чăвашсене салам каларĕ.
Сассем
Сыв пултăр паттăр Салават!
Тутимĕр
Чăваш пăлхавлă пушкăртпа
Тăванлăн тухасса шанса,
Мана йыхравлă хыпарпа
Кайма васкатрĕ.
Сассем
Утăрья!
Сыв пултăр пушкăрт утаманĕ!
Тимĕркке
Салаватран салам илсен,
Эпир салма çисе анчах
Ларар-и шăппăн пуç усса?
Пĕр сас
Салма тумалăх çăнăх çук.
Тепĕр сас
Мăян çеç тутлă.
Сассем
Халăх выçă.
Пĕр сас
Пӳлме çара. Унтан шăши те
Тарать, выçса.
Тепĕр сас
Ялта вĕçмест
Çерçи те, кăвакарчăн та.
Туйтирек
Эпир, чăваш йăваш тесе,
Тире сĕвессине кĕтсе,
Куян пекех ларасшăн мар,
Сиксе тăрасшăн-ха, Тутимĕр.
Эпир те ырă пушкăрт пек
Тӳсетпĕр мăшкăл та инкек.
Сĕнсе тăраççĕ улпутсем
Пире, чăвашсене те, — вилĕм.
Вĕсем хушсассăн, салтаксем
Арçынсене çакса вĕлерчĕç,
Вара яла вут тĕртнĕ чух
Килти нумай хĕрарăма,
Ачасене вута пăрахрĕç.
Хура пупсем, нӳхреп куçсем,
Таса чӳк вăрманне кастарчĕç,
Пĕтерчĕç, каснă йывăçран
Ялта чи çӳллĕ вырăнта
Чиркӳ ларттарчĕç ирĕксĕр,
Унта пире кĕл тутарма
Илсе çӳреççĕ салтакпа.
Кĕлтумасан, хĕне-хĕне
Тӳлеттереççĕ хырçă-марçă.
Тимĕркке
Вĕсен хăйсен тӳре-шари,
Хăйсен судйи, хăйсен пăшалĕ,
Хăйсен ултавĕ. Тĕрĕсси
Вĕçсе çӳрет, ватти каларăш,
Чăпар чакакăн хӳринче.
Тăварлă тар та, юн та тăкнă,
Юратнă хамăр çĕрсене
Касса илеççĕ те кайран
Пире калаççĕ: савăнăр,
Пуç çапăр вырăс туррине.
Тутимĕр
Чиркӳн суя турри — улпутăн.
Вăл чухăн вырăс халăхне
Телей парса тăмасть нихçан та.
Хĕн-хурлă вырăс халăхĕ
Чăваш пекех — синкеклĕ,
Чăваш пекех вăл çĕтĕк-çатăк,
Чăваш пек выçă. Халĕ вырăс
Услап улпутсене пурне те
Юпа çине çакса тухасшăн
Çĕкленнĕ, çанă тавăрнă.
Пăлхав хĕлхемĕ ялкăшса
Таçта-таçта та амаланнă,
Вут хыпнă пĕтĕм çĕршыва
Хӳмеллĕ Ĕрĕнпур çинчен
Пĕлетĕр-и?
Сассем
Тăвар хули.
Тăварĕ хаклă.
Тутимĕр
Вăл йӳнелĕ.
Хӳмеллĕ Ерĕнпур енчен
Патша çарне тылла-тылла
Чăн-чăн патшамăр Пăкачав
Килет. Хресчен патша сакунĕ
Кунта вăл!
(Хĕвĕнчен кăларать.)
Халăх умĕнче
Ăна вуласчĕ, ăнланасчĕ,
Анчах пурте эпир сĕм-суккăр,
Хут пĕлекен çынсем пĕрре те
Тупма çук хамăр хушăра.
Пĕр сас
Тутар-и, вырăс-и патша?
Кала, Тутимĕр!
Тутимĕр
Хам курман.
Ăна тĕл пулнă пĕр тутар
Мана каларĕ: вырăс, терĕ,
Хура сухаллă, яштака.
Тепĕр сас
Тутар суйман-ши?
Тутимĕр
Чăн-чăнах,
Патшамăр пирĕн Пăкачав.
Сассем
Сыв пултăр ĕмĕр-ĕмĕрех
Хресчен патши, чипер патша,
Тĕрĕс патшамăр. Утăрья!
Пĕр сас
Пире патшамăр ирĕк патăр!
Тепĕр сас
Пире çĕр кирлĕ.
Сассем
Утăрья!
Тутимĕр
Пĕр тиеке хушсан, вăл вулĕ
Ыран патшамăр çырнине.
Пĕр сас
Тиек вулать-и тĕрĕсне?
Тутимĕр
Пуçне каска çине хурсан,
Эсрел манифестне те вулĕ.
Тепĕр сас
Ахрумкă пуп пĕлет. Чĕнер-и?
Пĕр сас
Ăна тытса килес. Вулатăр!
Вуланă хыççăн ирхине
Хăйне вакка чăмтарăпăр.
Тепĕр сас
Çăп-çăмăлах анса кайма
Мăйне пĕр чул çаклатăпăр.
Пĕр сас
Вăл мăнтăр. Хăй те путĕ.
Сассем
Уйăх
Пытанчĕ пелĕт хушшине
Вулаймĕ. Юлтăр ырана.
Тутимĕр
Саккун ялавĕ вĕçтерме
Чĕнет пире чăн-чăн патшамăр. Лашăрсене ыран йĕнерлĕр,
Ирхи хĕвелĕн çутинче
Хĕрелччĕр халăх хĕçĕсем.
Пĕр сас
Тăпра айне пытарнăччĕ.
Хĕç тутăхнă.
Тутимĕр
Çава та пуртă
Улпут мăйне касма тиркемĕç.
Ыраш кĕлти пек пупсене
Сиктерĕ сенĕк.
Сассем
Утăрья!
(Вăйă кĕрлет. Юрă янрать.)
Хир-хир урлă, ял-ял урлă
Ярăн, пирĕн юррăмăр!
Сĕм вăрман пекек хĕн-хурлăх
Тӳсрĕмĕр те куртăмăр.
Ан çӳре хирте, сухаçă,
Вăхăт мар суха тума,
Вăхăт мар халь ирĕн-каçăн,
Каçăн-ирĕн тар тăкма.
Ĕмĕрех эпир ĕçленĕ,
Пĕттĕр пусмăр панă ĕç!
Хăвăртрах суха тĕренĕ
Çивĕч пултăр, пултăр хĕç!
Çамрăксем хирпе пыраççĕ
Вылятса сăннисене,
Учĕсем вĕсен таптаççĕ
Улпутсен тыррисене.
Тимĕрçсем хĕçсем тăваççĕ
Мур-тăшман пуçне касма.
Йĕнерле утна, сухаçă,
Вăхăт мар суха тума!
Шухăшсем
Прочитал от и до...
Your website, chuvash...
What if your website chuvash...
Your website, chuvash...
Elegir el mejor financiamiento inmediato...
Are you making the most of the potential...
What if your website chuvash...
Чăн чăнах та, сатира туйăмĕ Л...
Чăн чăнах та, сатира туйăмĕ Л...
Your website, chuvash...