Таркăн :: IV
...Тӳррипе каласан, юратсах каймастчĕ Ваçук пĕчĕк вырăса. Стройра юнашар утни çитменччĕ-ха, вăл тата Дорогобужра та чăвашсенчен хăпа пĕлмерĕ. Ваçукпа ун юлтăшĕ, хăйсен ялĕсемех, Иванов Дементий салтак, кирек ăçталла утсан та, виççĕмĕшĕ çак вырăс ермешсе пырать. Кунĕпех, кăкарса янă пек, чăваш йĕкĕчĕсем тавра çаврăнкаласа çӳрерĕ вăл. Григорьев ăна малтан вĕсем мĕнле ĕçленине сăнама хушнă пуль тенĕччĕ; çук, ун пек çын мар-мĕн вăл, сăнĕнченех паллă. Хăйсĕр пуçне никама та курмасть тейĕн ăна. Ваçук ун ятне-шывне те пĕлместчĕ-ха, хушаматне çеç илткеленĕ. — Коротков тесе чĕнетчĕç ăна паллакан салтаксем. Унпа туслашасси пирки те шухăшламан Ваçук: пĕли-пĕлми чĕлхепе ăçта унта вырăс çыннисемпе туслашма тенĕ. Вăл шухăш çумне ĕнер тĕксе ӳкернĕшĕн вырăса кăштах çилленни те хутшăннă пуль. Сисет, курать халь Григорьев: лăпкă мар ун ăшĕ, темĕн канăçсăрлантарать пулас Короткова, сăнĕ хурлăхлă. Тен, çынпа калаçса чунне пусарасшăн вăл?
Чылайăшĕ, вырăссемех, вăл шутра прапорщикпа фельдфебель те, темшĕн юратмаççĕ Короткова. Юратмалăх та çук ĕнтĕ тенĕ паянччен Григорьев та, айван. Хăй те вăл çӳллĕ çын мар-ха, анчах сарлака хул-çурăмлă, вăйлă. Çул çинче вĕсем юнашар та, строй варринчи Григорьев Коротков пуçĕ урлах сылтăм енчи хирсене ирĕккĕн курса пырать. Каялла чакакан француз çарĕсем пăрахса хăварнă урапа çĕмрĕкĕсемпе лаша шăммисем курăна пуçларĕç. Коротков пукан пек лутра, типшĕм, чышкă пек пĕчĕкçĕ пит-куçлă. Вăйĕ те хăйне тайăн çеç пулас ун, каçчен тăнч халтан кайса çитет. Çапах стройри салтаксенчен ниçта та юласшăн мар вăл. «Чысĕ-хисепĕ» те ăна «вак» халăх çыннисемпе пĕр тан çеç. Канма чарăнсан пĕр-пĕр ĕçпе ăçта та пулин чупма чăваш, çармăс е тутар çамракне хушман чух кашнинчех «черет» йăваш Короткова лекет. Лапăстатать вара ватă салтак. Каçхи хуралта та çавах: çав халăх çыннисемех е вĕсемпе пĕрле Коротков тулта ентĕркесе тăраççĕ. Çывăрма выртсан вăл ыйхă тĕлĕшĕпе пĕççинчи суран вырăнне сăтăркалать. Тепĕр чух кăнтăрла хай сисмесĕрех уксахласа илесси те пулать ун. Аманнă хыççăн пуçĕпех киле янăскер, Коротков сывалса çитмесĕрех, ухмах, строя таврăннă теççĕ ăна.
Мĕнле ывăнсан та, салтаксем мăшкăлланине пăхмасăрах, Коротков, çерçи пек, паттăрланса çӳреме юратать. Яланах кăмăллă тейĕн ăна. Йăл та йăл кулать вăл. Вырăнсăр та пулин, шӳт тума хăтланать. Утма та вăл, иçмасса, «пысăккисенчен» курмалăх, сумлăн та васкамасăр утать.
Тен, ку вырăс пирĕн çумра хӳтлĕх шырать тесе шухăшларĕ Ваçук Дорогобужра. — Чăвашсене хăйсене те такам хӳтĕлемелле-çке. Хăйсенчен кашни утăмра çынсем кулнипе е чĕмсĕрленсе ларнă вĕсем, е мĕскĕне персе пĕр-пĕр пуçтахăн «хӳрешки» пулса тăнă, лешĕ тем хушсан та итлеме хатĕр, е хăйсен тусĕ-юлташĕсене тăшман вырăнне хурса вĕчĕхсе çӳреççĕ. Пĕрне-пĕри пулăшмаллине çеç вĕсем час манаççĕ.
Ку ватă салтак та, чăвашсем пек, Хусан кĕпĕрнинченех иккен. Григорьевран чылай аслă вăл. Ваçук пĕрремĕш çул салтакра, Коротков вунă-вун икĕ çул ирттернĕ салтак хĕсметĕнче. Çапăçусенче пулнă. Аманнă. Паян тата хырăнма хăтланса питне касса пĕтернĕ вăл. Каçхи апатран хваттере таврăннă чухне Григорьева вăл çапла каласа хучĕ:
— Ĕнерхишĕн ан çиллен эс мана, шăллăм, — терĕ. — Выляса çех эп ăна, ват супнă. Вăйăран кăшт çех вăкăр тухмарĕ ав.
— Такăнтарса ӳкернине калатни? — аран тавçăрса илнĕ пек пулчĕ Григорьев. «Ăна эс ыттисене юрас тесе хăтлантăн-ха», —шухăшларĕ вăл хăй ăшĕнче. — Çавăн чухнех маннăччĕ эп ун çинчен, —кирлĕ мар калаçăва часрах вĕçлес тесе суйрĕ Ваçук.
Анчах вырăс салтакĕн калас сăмахĕ пĕтмен курăнать-ха, вăл çаплах юнашар утса пычĕ.
— Каçар, — терĕ вăл хуллен. — Тепри пулсан çавăнта мана ухмахланнăшăн хăлха чикки тыттарса ярĕччĕ, эсĕ вăйлă йĕкĕт, тивмерĕн мана. Шеллерĕн пуль айвана. Тавтапуç сана уншăн. Прапорщик курнăçланнăшăн та йăвăра илмерĕн. Кăмăлу лайăх сан. Çынсем хушшинче пурăнма та, вырăсла вĕренме те çăмăл пулать сана, каларĕ тейĕн, Вася.
— Вася? — салтак хăйне ятран чĕннишĕн савăнчĕ Григорьев. — Эсĕ ху мĕн ятлă? Темиçе кун пĕрле утса та эпĕ сан ятна ăйтма вăтантăм. Хушаматна çех пĕлетĕп.
— Çук, хушамата та пĕлместĕн эс манне.
— Коротков теççĕ-çке сана?
— Ун пек калаççĕ пулсан та Коротков мар эпĕ, — çине тачĕ ватă салтак.
Григорьев ним калама аптрарĕ.
— Эппин... чăнах та... — текелерĕ вăл кӳрентересрен хăраса.
— Долгов ман хушамат. Акă вула-ха, — Григорьев еннелле темле хут татăкĕ тăсрĕ вырăс.
— Вулама та пĕлместĕп эпĕ, — терĕ Ваçук. — Ма, эппин, сана... мĕн теççĕ?
— Коротков теççĕ-и? Юратса калаççĕ пуль ара. Пирен йăхра пурте, арçынсем енчен, ман пек путра пулнă. Анчах вăйлă. Те çавна шута илсе, те пирĕн пурнăç тымарĕ çирĕппине кура кантуртисем пире Долгов хушамат панă. Салтаксем халь мана юлташла тăрăхласа Коротков теме тытанчĕç. Тинех сана тĕрĕс хушамат патамăр теççĕ.
— Çын лутра пулнăшăн айăплă мар-çке вăл, ма кулмалла унран?
— Кулса мар вĕсем ăна, ахаль çеç. Ĕçсĕр аптраса кăна. Сăлтавне... е кăлтăкне темелле-и?.. Кăштах... Тен, кăштах çеç те мар, пĕтĕмпех — хамра шырамалла?
— Санран шăл йĕрнине курап та эп тепĕр чух — тарăхас килет.
— Ăна ĕнтĕ ним тума та çук. Çынсене эпĕ хам ирĕкпĕ салтака вирхĕнсе килни те вĕчĕрхентерет пулмалла. Эпĕ пăшал çӳллĕш çеç ӳсни те кулăшла пуль. Асси вăкăра кĕтӳре хисеп çук. Асси çыннăн та çураличчен çуралманни. — Кулма хăтланчĕ те çулланнă салтак — кулаймарĕ. Куçĕсене куççуль тулса ларчĕ. Айккинелле пăрăнса вăл кăшт пĕшкĕнчĕ те аллипе тĕкĕнмесĕрех куççульне юр çине тумлатрĕ.
«Ху ирĕкӳпе салтака килтĕн пулсан ăмма макăран? — шухăшларĕ Ваçук. — Сан вăюпа кунта мĕн тума пулĕ-ши? Ялта ĕçлĕттĕн-ха хуллен».
— Эсĕ чи малтанах салтака çапла килтĕн-и? — ыйтрĕ вăл.
— Çук, аманса сывалнă хыççăн çеç, — терĕ вырăс — Лазаретран мана пуçĕпех киле янăччĕ. Тĕрĕссипе ун чух ура та тӳрленсех çитменччĕ-ха.
— Эсĕ салтаках таврăнас терĕн пуль.
— Хăнăхнă ĕç тесе-и? Кĕçех ак хамăр çарсене хăваласа çитетпĕр; хĕрӳ ĕçсем тапранса каяççĕ. Вилнисем ют патшалăхсен çĕрне выртса юлăпăр. Ыттисем тепĕр çапăçуччен-иккĕччен малалла талпăнĕç.
— Каçар та эс мана, те пичче темелле сана, те хушаматпа чĕнмелле, эсĕ вилме хатĕрленнĕ çын пек юмахлатăн темшĕн.
— Çапла, эпĕ вилес çын. Эсĕ — çук-и? — хальхинче питне кулнă чухнехилле турĕ вырăс.
— Эпĕ те ĕмĕр пурăнма çуралман, — унпа килĕшрĕ Григорьев. —Анчах ыран-тепĕр кунах вилесси пирки те шухăшламастăп-ха. Вилĕм вăл вăхăт çитсен хăех нумай кĕттермест.
Халĕ весем çывăрма кӳртнĕ пӳрт умĕнче тăраççĕ. Ваçук вырăсла сăмахсене çăркалать кăна. Анчах вăтанмасть уншăн. Автор ун чĕлхине юри пăсса кăтартнă тесе каласран йĕркеллех çырса пырать.
Тепĕр тесен, урăх халăх чĕлхине пĕлменнишĕн мĕн вăтанмалли пур? Прапорщика е фельдфебеле сасартăк малороссилле е эрменле, нимĕçле е акăлчанла калаçтарас пулсан нумай пĕлĕччĕç-и вĕсем вăл чĕлхесемпе? Ма пĕр-пĕр чĕлхене çеç хуçа чĕлхе, приказ парса ларакан чĕлхе вырăнне хумалла, ытти чĕлхесем вара тарçă чĕлхесем, хăрхăм чĕлхесем, чура чĕлхесем кăна-и? Кирлĕ пулать, нуша килет — темле чĕлхене те вĕренет çын. Григорьев Ваçуках халь вырăс сăмахĕсене аран-аран тупкаласа, вĕсене те пулин хуçкаласа пĕтерсе калаçать. Тепĕр икĕ-виçĕ, тăват-пилĕк çултан итлесе пăхăр-ха эсĕр вăл вырăсла мĕнле юмахланине — такама сутса ярĕ салтак.
Урăх чĕлхесене пĕлмен, пĕлме те кирлĕ мар текенсем мĕнле пулнă — çаплипе тăрса юлаççĕ, çĕнĕ чĕлхе(сем) вĕренекенни улшăнать, ăнланманнине ăнланма тăрăшать, пĕлменнине пĕлме васкать; вăл ăс-тăн тĕлĕшпе пуянланать. Пăхăсăн: нумай çул та иртмест, хăйĕн тăван чĕлхипе калаçакан этем чунĕнче тепĕр халăх культурине алла илнĕ иккĕмĕш çын çитĕнсе ларать тейĕн. Çавăнпа каланă та ĕнтĕ: пĕр чĕлхе çеç пĕлекенĕн — пĕр ăс, ик чĕлхе (е ытларах та) пĕлекенĕн икĕ ăс тенĕ.
Тен, чăнах та пирĕн çумра (е ман çумра çеç?) хӳтлĕх шырать Долгов-Коротков? Ытла та хевтесĕр вăл. Пурте кулаççĕ унран. Пур пĕр вăл хăй ирĕкĕпе салтака килнĕ. Эппин, килĕнче ун кунтинчен те йывăртарах?
— Каçар та ыйтса тĕпченĕшĕн, пирĕн çынсен çавнашкал йăла. Тĕл пулнă çынран эпĕр йăлт пĕлме тăрăшатпăр: хăш ялсем вăл, кам таврашĕ, пирĕн тăвансене мĕнле картать, ячĕ-шывĕ епле, хăçан çуралнă вăл, ачи миçе т. ыт. те. Вара çавăнта хамăр çинчен те каласа паратпăр. Çавăн пек калаçсах пĕрне-пĕри юратса пăрахассисем пулать, тус е хăйматлăх туса, пĕрне-пĕри выльăх-чĕрлĕх парнелесе пĕрле ĕçсе çиессисем таранччен çывăхланаççĕ. Е мĕнле юттăн тĕл пулнă, çав майлах юттăн уйрăлса каяççĕ. Пирĕн халь кунта ни хурăнташланмалли, ни уйрăлса каймаллисем çук. Пур пĕрех юнашар çын кам иккенне пĕлмелле пирĕн, çапла-и?
— Паллах, — терĕ вырăс — Çавăнпа сăмах хускатрăм та эпĕ.
— Сан яту мĕнле терĕн эс?
— Каламарăм-и эп хам ята? Пăрамун теççĕ мана. Пăрамун Досифеевич Долгов пулатăп эп.
— Тавтапуç, Пăрамун Досифеевич. — Вирьял çынни Григорьев вырăс салтакĕн ашшĕ ятне хăйсен енчи чăвашсем пек Тосивейчă терĕ.— Эсĕ авланнă пуль?
— Тĕрĕссипе каласан мана ик-виçĕ хут та авлантарма хăтланса пăхрĕç, авлантарса çитереймерĕç. Ытла хитрине хапсăннипе ĕç тухмарĕ пирĕн. Хам ирĕкпе пулнă пулсан эпĕ ку таранччен пĕр-ик ача ашшĕ пулмаллаччĕ ĕнтĕ.
Çапла каларĕ кăна ватă салтак, Григорьев хăй те сиссе ĕлкĕреймерĕ — шухăшĕпе ăна татса хучĕ: «Ху пек вĕт-шакăр ĕрчетсе тултарăттăн çав», терĕ.
— Атте-анне пире ялан лайăх арăм тупса парасшăн-çке.
— Вăл пурин те ĕмĕт çавăн пек-ха. Анчах пирĕн унта урăх сăлтав та пурччĕ-ха. Ĕçкĕ-çикĕрен таврăнмассерен аттепе анне пирĕн йăха çĕнетесси пирки сăмах тапрататчĕç. Мĕнле çĕнетме пулать асси йăхне? Кин тума (ман валли арăм ĕнтĕ) çӳллĕ те парка хĕр илсе, хĕрне (ман йăмăка) çавăн пек çĕре качча парса. Йăмăк ман чиперех качча тухрĕ-ха. Хĕре лутра пулнăшăн питех тиркемеççĕ. Мăтăк арçынна та качча пыракансем пур. Çӳпçине кура хупăлчи тупăнать. Анчах та хитре те яштака хĕрсем, çӳллисем, паркисем ман пеккине мар, хăйсем евĕрлине е хăйсенчен те чиперрине шыраççĕ.
Евчĕсене ĕçтере-ĕçтере çур ĕне хакĕ те тухрĕ пуль пирĕн, ĕç чĕрĕк утăм та малалла шумарĕ. Хăтана эпĕр аяккарахри ялсене, хамăра сахал пĕлекеннисем е вуçех те пĕлменнисем патне яраттăмăр. Апла та ĕç ăнмарĕ. Пурте мана курнă-курман кутăна перетчĕç. Тепĕр çакăн çӳллĕш ӳссен тин пирĕн пата хĕр шырама килтĕр тетчĕç.
Çапла икĕ çул иртсе карĕ пирĕн. Виççĕмеш çулĕнче, те чăнах ман ят тухнăччĕ, те ял старасти сутрĕ мана, тепĕр çур çултан манăн салтака ăсанмалла терĕç. Шăп çав хыпара пĕлтернĕ кунсенче анне çĕнĕ евчĕ тупнăччĕ. Чăваш хĕрарăмĕччĕ вăл хальхинче. Пиртен инçе мар чăваш ялĕсем чылай. Ку евчĕ пире чăваш хĕрĕ тупса пама пулнă. «Ĕçшĕн» пĕр сурăх ыйтнă. Хĕрне хăй патне чĕнсе аннене кăтартнă та, ăна çав тери юратса пăрахнăччĕ анне. Хĕрĕ вăл, Эрнепи ятлăскер, амăшĕпе кăна пурăннă, ашшĕ вилнĕ пулнă ун. Евчĕ ăна, чăвашсен йăлипе, пире вăрласа килме хушнă. Анчах кĕрӳ, — эпĕ ĕнтĕ, — хăй ан пытăр, Эрнепипе вăл çĕрле çывăрма выртсан паллашĕ терĕ тет.
Хĕр вăрлама кайма эпĕр кӳршĕ ачипе ун юлташне чĕнтĕмĕр. Хăюллăрах пулччăр тесе çамрăксене анне эрех ĕçтерчĕ. Атте лаша тытса пыраканни пулчĕ. Вĕсем тĕттĕм пулас умĕн тухса карĕç те кĕтӳ хăваланă вăхăтра ирхине каялла таврăнчĕç. Кӳршĕ каччи тăнсăр пулнă хĕре ман пата пăлтăра йăтса кĕчĕ. Анне тул енчен алăка çаклатса лартрĕ.
— Пирĕн ун пеккине хĕве хупни теççĕ, — пĕлтерчĕ Григорьев. — Хĕр унтан арăм пулса тухать.
— Эпĕ тивмерĕм ăна, — терĕ вырăс ĕшенчĕклĕн.
— Юратмарăн-и?
— Юратрăм тесе тăнсăр выртакан хĕр çине хăпарса каяс-и? Тен, çын вилес патне çитнĕ?... Кайран тав турĕ вăл мана уншăн.
— Кулкаласа каларĕ-и?
— Эс ăçтан пĕлен кулса каланине?
— Паллă вăл. Тен, хĕрӳ эс ыталаса илессе çех кĕтсе выртнă?
— Апла мар пуль. Мана парăнсан та йăнăшпа кăна парăнма пултарнă вăл. Эрнепи мана тĕттĕмре хăйне вăрласа килнĕ йĕкĕт пуль тенĕ. Хăйсен ялĕнче те варли пулнă ун.
— Чипер хĕрĕн мĕнле ан пултăр варли. Ăна эсĕ те тиркеменччĕ пуль?
— Тиркеме терĕн-ха. Ĕненме май çук тĕлĕк пек тăрса юлчĕ вăл ман пурнăçра. Пĕрре курас пулсан эс ăна ĕмĕрне манас çук, Вася! Кăçал кайсан куртăм та, халь вăтăра çитсе пырать ĕнтĕ, анчах çав-çавах... хĕвел пек вăл. Ун çине пăхма куç вăйĕ çитмест.
— Халь кам саншăн Эрнепи? Мăшăру-и?..
— Тăхлачă.
— Кам тетĕн?
— Илтрĕн эсĕ.
— Нимĕн те ăнланмастăп. Киле илсе пынăскере — тытса чараймарăн-и?
— Ырă тĕлĕке тытса чараятăн-и эс?
— Тĕлĕке — çук. Мăшăрăм ман... яланах... — пăтранчĕ Ваçук. —Икĕ ача çуратса пачĕ.
— Ман валли çырман пулнă Эрнепие турă. Юратаймарăм эп ăна. Çĕрпе пĕлĕт ăçтан перлешме пултарччăр? Илсе пынă кунах шыв ăсма тесе карĕ те вăл килне тарчĕ.
— Эх, эс те çав...
— Хам та пĕлетĕп — япăх çын эпĕ. Çын та мар-ха, ял кулли эпĕ, пахча мĕлки... пӳрнеккей... асси, пĕр сăмахпа каласан!
— Хăвна ху та пулин вăрçас марччĕ сан, Пăрамон.
— Каласа ĕненмĕн, хама хам курас килми пулса çитрĕ. Хам ăшран таçта тухса тарăттăм — тарма çук. Мана пулах аттепе анне çука юлчĕç...
— Ма — «сана пула»?
— Ара, пирĕн майлă калаçчăр тесе, карма çăварсене чысласа, Эрнепи амăшне тӳлемелле мар çĕртен хулăм укçи тӳлесе, вĕсен тăванĕ-хурăнташĕсене темиçе хут хăналаса, евчĕсене «сĕрсе», ял-йыша ĕçтерсе сахал пĕтнĕ пуль тетĕн-и укçа? Ăçтан тупмалла ăна? Пĕрмай мĕн те пулин сутнă, сутнă... Пĕр уйăхран хĕрне каялла илсе пычĕ амăшĕ. Анчах Эрнепи мана пур пĕр хăй çывăхне те ямастчĕ. Эпĕ хама сан валли усраман тетчĕ кăна. Эпĕ çĕрле урайĕнче выртаттăм, Эрнепи — путмар çинче. Е эпĕ путмар çинче, Эрнепи урайĕнче. Тепĕр эрнерен çаплах хĕр халлĕн пурăнакан ман арăм пекки сасартăк çухалчĕ. Хальхинче — пуçĕпех. Хăйсен ялĕнчи савнийĕпе иккĕшĕ те арăмĕпе упăшки тесе вăрман ĕçне кĕрĕшнĕ-мĕн. Эпĕ пăртакран салтака ăсантăм. Хусанта мана çарти хуçалăх уйрăмне хăварасшăнччĕ те, эпĕ строях яма ыйтрăм.
— Тĕрĕс тунă! — килĕшрĕ Григорьев. — Кунта уçă сывлăш çапах. Ялти пурнăçа эсĕ кăçал та юратмарăн пулмалла.
— Унта мана валли вырăн юлман, — терĕ вырăс ĕшенчĕклĕн. —Анне вилнĕ те, атте, утмăлалла çывхарнăскер... Эрнепи амăшĕпе пĕрлешнĕ. Эпĕ таврăнсан, мана курмалла пек, Эрнепипе упăшки амăшĕ патне хăнана пырса карĕç.
«Ак мĕншĕн тăхлачă халь ăна Эрнепи» тесе тĕлĕнсе шухăшларĕ Григорьев Ваçук.
* * *
Григорьевран сулахай енче утакан тепĕр салтак колоннăра йăлтах урăхла çынччĕ.
— Мĕншĕн... çынччĕ? Халĕ вăл ăçта? — тейĕç вулакансем. Вăрçăра эс паян пур, ыран — çук пулма пултаран. Çавăн чухне, Григорьевпа ун юлташĕсен салтак хĕсмечĕн (службин) малтанхи çулĕнче, вĕсемпе пĕрле хĕвел анăçнелле утакан çамрăксенчен чылайăшĕ унтах сапаланса выртса юлнă. Е йывăр аманса киле таврăннă.
Швецова илес пулсан, — халь эпĕр калакан çыннăн хушамачĕ çаплаччĕ, — пурнăç тути-масине пĕлмелли çынччĕ ĕнтĕ вăл, темиçе хут та çапăçура пулса курнă вăл, аманнă, вилме те пултарнă унта, анчах те турă çырнине курса пĕтереймен вара, кăçаллăха сывă юлнăччĕ-ха. Пур енчен те çĕр ĕçĕпе пурăнма çуралнă çынччĕ Швецов, вăрçă вăрçма мар. Куçĕ яланах çĕртеччĕ ун, шухăшĕ ялтаччĕ. Фельдфебель ăна пуçне çĕклеме хушсан, ахаль те лӳпперскер, Швецов пушшех катемпиленсе каятчĕ. Çав тери юттăн туйăнатчĕ вăл салтаксем хушшинче. Пуçне каçăртса пĕччен уттарсан Швецов виç-тăват утăмранах çĕре персе анатчĕ. Ытти чухне вăл куçне çĕртен илместчĕ терĕмĕр. Çĕр шăниччен Хусан урамне уçăлма тухсан Швецов кашнинчех мĕн те пулин тупса кĕсйине яратчĕ. Анчах мĕн тупнине ним тусан та пире кăтартмастчĕ. Тен, укçа тупатчĕ пуль? Эпĕр темле пăхсан та укçа курмастăмăр.
Шухăшсем
Прочитал от и до...
Your website, chuvash...
What if your website chuvash...
Your website, chuvash...
Elegir el mejor financiamiento inmediato...
Are you making the most of the potential...
What if your website chuvash...
Чăн чăнах та, сатира туйăмĕ Л...
Чăн чăнах та, сатира туйăмĕ Л...
Your website, chuvash...