Таркăн :: IV
Швецов «вăрттăнлăхне» эпĕр тепĕр çул çеç, вăл Европăри Кульм ятлă хула патĕнчи хаяр çапăçура пуçне хурсан пĕлтĕмĕр. Ун япалисене килне ярса пама хатĕрленĕ май пăхрăмăр та — пĕтĕм «пурлăхĕ» те салтакăн ăпăр-тапăр тултарнă пĕртен-пĕр хутаçчĕ. Мĕн кăна çукчĕ пуль вара унта! Тĕрлĕ тӳмесем, тимĕр пăта, курка тумалли граната пуçĕ, темĕнле винтсем, гайкăсем, болтсем... Ялти хуçалăхра вĕсен валли пурин валли те вырăн тупăнатчĕ пуль те, илсе çитереймен вĕсене кирлĕ вăхăтра салтак пулса тăнă çĕр ĕçлекен. Пурăнмах ĕмĕтленнĕ-мĕн те мĕскĕн, пурăнайман ав.
Çав çынна пытарнă хыççăн шухăша кайрăм эпĕ. Кашни ĕçĕн, кашни профессийĕнех шăп кăна çав ĕç валли, çав професси валли çуралнă çынсем пулмалла пек туйăнать мана. Вăрçă вăрçмалли çынсем хăйсем пулаççĕ пуль. Сăмахран, казаксем. Тата çак çулсенче чапа тухнă темле Давыдов Тинĕс пирки салтаксем нумай калаçаççĕ, Вăрçă вăрçман чухне унран пусăрăнчăк çын пулман теççĕ. Халĕ, тăшманпа çапăçнă çулсенче, унран хăюлли те çук иккен. Вутлă пирĕшти пек ыткăнса çӳрет тет вăл çичĕ ют çарĕсем хушшинче. Вăл юланутпа иртсе кайнă хыççăн тăшман салтакĕсем кĕлтесем пек выртса юлаççĕ тет1.
Усламçăсен хăйсен çыннисем пуль. Юмăçсен, çĕр ĕçлекенсен, тимĕрçĕсен — хăйсен...
Ытти чух чĕмсĕрскер, калаçу ялти пурнăç пирки тапрансан Швецов та çăварне уçатчĕ. Çаварне уçатчĕ çеç мар, пĕр хĕрсе кайсан хăйсен ялĕпе хăйсен тавралăхе çинчен вăл сехечĕ-сехечĕпе калаçма хатĕрччĕ, итлекенсем çеç пулччăр; унти пек хитре çырма-çатра, вăрмансемпе уйсем, сăртсемпе тусем урăх тĕнчере те çук тейĕн. Салтаксем ялта чух мĕн тырă туса илнисене, мĕнле выльăх усрама юратнине ыйта-ыйта пĕлетчĕ вăл. Вĕсен хăйсен уйрăмах лашасем лайăх ĕрченĕ-мĕн. Ĕне чунĕ те икĕ пуçран кая пулман вĕсен.
Шухăшсем
Did you know that your website ch...
Прочитал от и до...
Your website, chuvash...
What if your website chuvash...
Your website, chuvash...
Elegir el mejor financiamiento inmediato...
Are you making the most of the potential...
What if your website chuvash...
Чăн чăнах та, сатира туйăмĕ Л...
Чăн чăнах та, сатира туйăмĕ Л...