Шурă акăш çулĕ :: Хӳтлĕх шыраса
Ача чухнехи çивĕч ăспа тахçан Мускава епле кайса килнине астуса юлнăскер, Питтăпай ушкăна çул кăтартса пычĕ. Унчченхи пекех пĕрремĕш кун Улатăр юхан шывĕ хĕрринчи мăкшă ялĕнче çĕр каçрĕç. Кунти халăх вырăссемпе туслашсах кайнă иккен, хăйсене Хусан ханлăхĕнче пурăнать текен пĕр çын тĕл пулмарĕ. Алатур ялĕнчен тухса малалла вырăссен çĕрĕпе кайнă чухне Питтăпая çулсем такăрри тĕлĕнтерчĕ. Çӳрекенсем нумайран çеç мар, вĕсене пăхса тăни сисĕнет. Юр хĕвекен вырăнсенче çулсен икĕ айккипе хыр лăссисем лартса тухнă, вырăссем вĕсене маяксем теççĕ. Ку чухне хурахсем те питех алхасмаççĕ курăнать, купцасен караванĕсем хуралсăрах çӳреççĕ. Çакна ыттисем те асăрхарĕç.
— Çирĕп тытса тăраççĕ халăха вырăс çĕршывĕнче, — терĕ Пайпулат юлташĕсене пĕррехинче апата чарăнсан. — Ăт ку патшалăх тăк патшалăх!
Тепĕр уйрăмлăх — çарăçсем унчченхи пек таçта та пĕр курăнманни. Каярах Чакăр çакна пĕлчĕ: çарăçсем — вĕсене вырăссем стрелецсем теççĕ — уйрăм слободасенче пурăнаççĕ-мĕн. Çакă вĕсене çар ĕçне лайăхрах вĕрентме, кирлĕ чухне хăвăрт пухма тата алăра çирĕп тытма май парать иккен.
Мускав патши Тăваттăмĕш Иван чăваш элчисене питĕ кăмăллăн кĕтсе илчĕ. Хăнасем хăйне парнесем панă чухне вăл унашкал тирсем ĕмĕрне курманла савăнчĕ, кашнине тенĕ пек тыта-тыта пăхса акăш-макăш мухтаса пĕтерчĕ. Питтăпая, тахçан Виççĕмĕш Ивана курнăскере, хальхи патша ытла та çамрăк пек туйăнчĕ. Сухалĕ те хытсах çитеймен-ха унăн. Тепĕр тесен, патшалăх пуçĕсен пурнăçне пĕлсе пĕтереймĕн. Хусан ханлăхне авă сăпкаран тинтерех çеç тухнă ача тытса тăрать... Çӳллĕскер, хытканрахскер, вырăс патши лара-тăра пĕлмест, каллĕ-маллĕ сарлакан уткалать, калаçнă чухне вара васкамасть, кашни сăмах умĕн сухалне шăлкаласа шухăшлать. Çапла, Виççĕмĕш Иванпа танлаштарсан Тăваттăмĕш Иван чăвашсене пачах урăхла кĕтсе илчĕ. Тĕл пулу хыççăнах патша вĕсене лайăх кăна хăналарĕ. Ĕçкине паллă боярсене те чĕнтерсе пыртарчĕ. Чăнта, çынсем хăйсене еплерех тыткаланинчен чăвашсене кунта чи хисепли боярсем мар, Макарий митрополит пек туйăнчĕ. Çынни вăл пысăках мар, анчах кĕрнеклĕскер, сĕтел хушшинче чул палăк пек тăн-тăн ларать. Патша калаçнă чухне ун çине пăхкаласах тăрать, вăл пуçне кăшт палăрмалла сулса илсен малалла хавхалансах пуплешет. Чăвашсемпе пулнă чухне çамрăк патша ют çĕршыв элчисене никама та йышăнмарĕ, Пайпулатпа юлташĕсем умĕнче хăйĕн пулăшуçисене çаплах каларĕ: "Халĕ эпĕ хаклăран та хаклă хăнасемпе калаçатăп, манăн никама йышăнма та ерçӳ çук".
Малтан пурте ĕçрĕç-çирĕç кăна. Тĕрлĕ апат-çимĕç сĕтел тулли пулнăран чăвашсем чылайччен нимĕне тĕкĕнме пĕлмесĕр аптраса ларчĕç. Çитменнине апачĕ чаплă çеç мар, ăна тата чашăксем çине çав тери илемлетсе-эрешлетсе хурса тухнă, çав илеме тĕкĕнсе пăсмашкăн хăюлăх та çитеймессĕн туйăнать. Çакна асăрхаса-ши Иван патша чăвашсене хăй сăйлама тытăнчĕ. Кашнин умне хурса панă сенчĕке илет те эреш апат чашăккине тăрăнтарать, унтан тачка татăка туртса кăларса сенчĕк хуçине тыттарать... Пайпулат асăрханă тăрăх, вырăссем ытларах аш-пăша кăмăллаççĕ. Кăмакара лартса пăшăхланă сысна çури ăна хăйне те çав тери кăмăла кайрĕ. Унсăр пуçне сĕтел тулли хур-кăвакал, пăру, така какайĕ. Вĕсене тĕрлĕ курăк, кĕрпе, ытти тем те пĕр хурса пăшăхланăран пĕр йышши какайăнах кашни татăкĕн хăйĕн тути. Çавăнпа пĕрлех вырăссем йӳçĕтнĕ тата тăварланă çимĕçе те нумай çиеççĕ. Кăчăр хăяр, купăста, кăрăç çырткаласан ытти çимĕçсем пушшех тутлăнрах туйăнаççĕ, апат та вăйлăрах анать. Сăрапа сим пыла та вырăссем чăвашсем пекех ĕçеççĕ. Çавăнпа пĕрлех тата вĕсен тĕрлĕ улма-çырла эрехĕсемпе çав тери хаяр çутти те пур. Тăваттăмĕш Иван çав çуттине тĕслĕхе тесе чарккă текен пĕчĕк куркана ярса хăй çăварне хоп! кăна ӳпĕнтерчĕ те кайран кашни чăваша ĕçтерсе тухрĕ. Хайхи Пайпулатпа çыннисем, унччен хăйсене хытарарах тытма сăмах татнăскерсем, чĕлхе-çăвар уçăлнине сисмерĕç те, вырăс патшине хăйсем мĕн шухăшланине нимĕн пытармасăр, пĕр чееленмесĕр каласа кăтартрĕç. Тăваттăмĕш Иван чăвашсене вĕçнелле шĕвĕрĕлсе пыракан сухалне вĕçĕмсĕр шăпкаласа питĕ тимлĕн итлерĕ. Анчах юнашарах ларакан Макарий митрополиг хăнасене унран та ытларах тимлерĕ. Патша вара Пайпулатпа ытти чăвашсем каланине вырăсла куçаракан Питтăпая итлерĕ-итлерĕ те сасартăк хаваслăн кулса ячĕ.
— Чăваш тусăмсем, эпĕ сирĕн иккĕленĕвĕре пĕртте ăнланмастăп! — хĕрнĕ боярсене шартах сиктерсе хыттăн каларĕ вăл. Лешсем самантрах шăпăрт пулчĕç. — Хăвăр уйрăм патшалăх туса хураймасса эсир ăнлантăр ĕнтĕ. Тата вак халăхсене тĕрĕссипе вăл кирлех те мар. Шутсăр тăкаклă япала вăл — патшалăха тытса тăрасси. Мĕн чухлĕ тӳре-шара кирлĕ пулать. Кашнинех ахаль хапăхран лайăхрах çитермелле, чаплăрах тумлантармалла. Уйрăм пурăнас тесен сирĕн çĕршывăра кӳршĕ патшалăхсенчен хӳтĕлеме пултаракан çар тытса тăма тивĕ. Ун пек пысăк та хăватлă çар туса хумашкăн вăй çитереймессе эсир хăвăрах ăнлантăмăр терĕр. Пайпулат тусăм, эппин мĕн тума кирлĕ сире уйрăм патшалăх?
— Ну... Хамăр пĕлнĕ пек пурăнма. Пире никам та ан пусмăрлатăр, хамара килĕшмен тĕне ан явăçтартăр.
Тăваттăмĕш Иван тата хаваслăрах кула пуçларĕ. Унтан каллех Пайпулат енне çаврăнчĕ.
— Хăвăр ĕмĕтленнĕ пулăмăра эсир пĕтĕмпех Раççей патшалăхĕнче тупма пултаратăр! — терĕ вăл. — Пусмăрçăсем пулмĕç сирĕн, ма тесессĕн эсир — ирĕклĕ хресченсем. Ку кăна-и, эпир сиртен хырçă-марçă та ыйтмăпăр. Ну... пĕр виçĕ çул хушши. Кайран пăртак пухмах тивет. Тӳре-шара тытса тăмалăх. Унсăрăн патшăлахра йĕрке пулас çук. Эй, боярсем! Пухмăпăр-и чăвашсенчен хырçă-марçа?! — кăшкăрса ыйтрĕ çавăнтах хăйĕн çыннисенчен.
— Мĕнле апла... — калама тытăннăччĕ пĕри кĕреçе сухалне силлентерсе, анчах ăна ыттисем ăнлануллăн кăшкăрни хупласа хучĕ:
— Пухмастпăр, государь!
— Пурăнччăрах хăйсем пĕлнĕ пек!
— Государь, эс мĕн калан — çапла пулĕ!
Боярсен шавне каллех патшан хăватлă сасси пӳлчĕ:
— Ну, хорош! Атьăр пирĕн туссен ырă малашлăхĕшĕн тепрер чарккă ĕçсе парар!
Хăй кунта çук та пек шăпăрт ларакан митрополит патша енне куçне сивлевлĕн çиçтерсе пăхса илчĕ, анчах шарламарĕ. Тепĕр тесен пăртак сыпнă çамрăк патша халĕ ăна тимлеме пăрахрĕ ĕнтĕ.
Вăрăм сухаллă, вăрăм çуçлĕ арçынсен кĕмĕл чарккисене сĕтел пăхакансем самантрах çуттипе тултарса тухрĕç. Чăвашсене те манмарĕç.
— Государь! Пире çитет пуль, — терĕ Пайпулат. — Темскер ӳсĕрĕлсех кайрăмăр.
— Мĕнле апла тата? — кӳренчĕ Иван патша. — Эпир сирĕн ырă малашлăхăршăн ĕçесшĕн. Эсир мĕн, пирĕнпе килĕшместĕр-им? Аван мар капла, пирĕн патра ун пек хăтланмаççĕ.
Мĕн тăвăн, хуçана кӳрентерме юрамасть. Чăвашсем иккĕмĕш чарккăна та вырăссем пекех ӳпĕнтерчĕç. Çутти ăша хыт пĕçертнĕрен хыççăнах сим пыл куркине те пушатрĕç. Хайхи чăвашсем шухăш вылянма тытăннине, шăм-шак çамăлланнине туйса илчĕç. Кĕç-вĕç çӳлелле вĕçсе хăпарас пек. Анчах хăйсем темшĕн пукан çинчен те тăрайми пулчĕç. Ăт тамаша тăк тамаша-а!
— Ну, Пайпулат тусăм! Пĕрле пулăпăр-и малашне? — юнашар ларакан Пайпулата юлташла хул пуççинчен ыталарĕ Иван патша. — Эпир сире тутарсенчен ним мар хӳтĕлĕпĕр. Эсир пире Хусана çул кăна уçса парăр.
— А мĕнех вара! — хăпартланчĕ Пайпулат. — Мĕн тумаллине кала та... Çапла-и, атьсемри? — ыйтрĕ хăйĕн çыннисенчен.
— Тĕрĕс, Пайпулат! — пуçне ланк! сулчĕ Пичура. — Патша панă сăмах пире килĕшет!
— Ăт, государь, эпир сирĕнпе пулма хатĕр, — тепре çирĕплетрĕ Пайпулат. — Эс пире мĕн тумаллине кăна вĕрент.
— Аван. Лады! — ырларĕ Тăваттăмĕш Иван. — Ытти пирки ыран урă пуçпа калаçăпăр. Эй, боярсем, çĕнĕ туссен ячĕпе ярар тепрер чарккă!
Патша палатисенчи ĕçкĕ çур çĕр иртичченех тăсăлчĕ. Тепĕр кун кăнтăрла тĕлнелле вăрансан Пайпулатпа тусĕсем хăйсем хăна çуртне мĕнле çитнине те, епле хывăнса выртнине астумарĕç. Пуринчен малтан тăна кĕрекенни Питтăпай пулчĕ. Çутă эрех хăватне унчченех пĕлнескер вăл чарккисене тĕппи пушатса пыман иккен, çавăнпа ытти ентешĕсенчен урăрах юлнă. Çавăнпа ĕнерхине те вăл тĕллĕн-тĕллĕн астукалать. Кăмака хыçĕнчи кумканри шывпа питне-куçне йĕпетсе уçăлкаласан Питтăпай юлташĕсене ĕнер ĕçре мĕн пулса иртнине хăй астунă таран каласа пачĕ. Çакăн хыççăн Пайпулатпа ыттисем намăссипе çĕр тĕпне анса кайма хатĕр пулчĕç. Ара, патша палатисене каярах скоморохсем текен путишле çынсене илсе пынă-мĕн те, лешсем кĕсле каласа та, ташласа-юрласа та чăвашсене шалт тĕлĕнтерсе пăрахнă. Хайхи Пайпулат, ун пекэпир те пултаратпăр тесе, пысăк зал варрине тухать те хăватлă сассипе "Алран кайми аки-сухине" янраттарса ярать. Сасси вара унăн, сăмах май, кирлĕ чухне мăн пуху шавне хупламалăх пур. Хальхинче Пайпулат пушшех тăрăшса юрлать, çавăнпа палата чӳречисем кĕç-вĕç кантăкĕсем сирпĕнсе тухасла тăр-тăр-тăр! чĕтреме тытăнаççĕ, хăш-пĕр боярăн вара вăхăтлăха хăлхи те хупланнă. Унччен те пулмасть зал варрине Чакăр сиксе тухать, кĕслеçĕсене ташă çемми янраттарма ыйтать. Тытăнать вара урайне ислетме. Тапăр-тапăр-тапăртăк, тапăр-тапăр-тапăртăк! тутарать кăна. "Хăвăртрах! Хăвăртрах! Хăвăртрах!" — вĕçĕмсĕр васкатать хăй вăйăçсене. Унтан тата кĕçех Тăваттăмĕш Иван умне пырса ура тапать. Вырăс патши аптраса тăмасть, хĕрлĕ кафтанне йӳле янăскер, Чакăр тавра тепĕр майраран якăшрах шукалама тытăнать. Унтан тата сумлăн ларакан боярсене те ташша турта-турта кăларать. Пуçланать вара-а! Кам мĕн туса тĕлĕнтермест-ши? Чăвашсем тăрст! тăрст! тутарса сикеççĕ, вырăссем урисене тимле те пĕр хуçлатса тĕлĕнтереççĕ. Пĕр Макарий митрополит кăна сĕтел хушшинче мăшăл ларать... Çак арпашу ĕçкĕри çынсем çурри таран йăванса выртичченех тăсалать. Йăванасса вара чăвашсем пуринчен малтан йăванса пĕтеççĕ.
— Ăт ача-а! — сухал пуснă карланкине хыçкаласа хаш! кулянчĕ Пайпулат. — Чакăр, тусăм, епле-ха капла? Хайхи эпир пуринчен халсăртараххисем пултăмăр-иç. Епле намăс, э, епле намăс. Чăваш ятне çĕртрĕмĕр-иç. Ах анчах та çав!
Кĕçех чăвашсем çĕр каçнă хăна çуртне Иван патша хăй пырса çитрĕ.
— Ну, туссем, хăвăра мĕнле туятăр? — сывлăх суннă-сунман ыйтрĕ вăл.
— Пит чаплах мар çав, государь, — тунмарĕ Пайпулат. — Пуç ыратать, ăш пăтранать. Тата ĕнер эпир аташса пĕтнĕ тет, каçар, тархасшăн.
— Ништо-о! — лăплантарчĕ патша, унтан сарлакан утса алăк патне чакрĕ те тулалла кăшкăрчă: — Эй, тарçăсем! А ну халех пĕр пулăштух илсе килĕр! Çынсен мухмăр чĕртмелле.
Тарçăсем пĕри эрехпе чарккăсем, тепри пĕр чашăк тăварланă хăяр йăтса кĕчĕç, чăвашсене пĕрер тулли чарккă тата пĕрер хăяр тыттарчĕç.
— Ĕçĕр! — хушрĕ патша. — Вара каллех йĕркеллĕ çын пулса тăратăр.
— Государь, ху тата ма ĕçместĕн? — ыйтрĕ Пайпулат.
— Ман мухмăр çук. Ахаль тесен иртен ĕçместĕп. Ĕç нумай. Эсир канакан çынсем, сире юрать. Тата пĕр чарккăшăнах ӳсĕрĕлмĕр, ав епле тĕреклĕ çынсем эсир. — Унтан Чакăр енне аллине тăсса ахăлтатсах кулса ячĕ: — Ак ку пăхаттир ĕнер мана ташласа ăшша пиçтерчĕ вĕт, э. Молодец!
Чарккăпа хăяр тытнă чăвашсем ĕçме именчĕç, нимĕн тума аптраса пĕр-пĕрин çине чăл-чал пăхкаласа тăчĕç.
— Ĕçĕр, ĕçĕр хăвăртрах, — хистерĕ вĕсене патша — Вырăссем мухмăра çапла чĕртеççĕ. Вара апата кайăпăр. Макарий митрополит пире кĕтет ĕнтĕ. Апат вăхăтĕнчех ĕç пирки калаçăпăр. Анчах ан кӳренĕр те, каçчен тек эрех-сăра ĕçтермĕп. Кирлĕ сăмаха урă пуçпа татмалла.
Апат вăхăтĕнче патша питех шарламарĕ, ытларах митрополит калаçрĕ. Çакă Пайпулат пуçĕнче аван мар шухăш çуратрĕ: "Енчен Раççейре православи тĕнне тытса пыракансем хуçа пулсан? Вĕсем чăвашсене хăйсен тĕнне йышăнтарасах теме те пултараççĕ".
Макарий Раççейĕн тата унпа куршĕллĕ çăршывсен пуласлăхне сăнласа кăтартрĕ. Ун шучĕпе, Хусан ханлăхĕ нумай тытăнса тăраймĕ. Вырăссем тутарсене йĕри-тавра хупăрласа илнĕ. Çитес çулла вĕсем патне Атăлпа пĕр кимĕ пыраймĕ. Ханлăха илсе çитерекен ахаль çулсем те вырăссен аллинче. Вятичсем Раççей шутне кĕнĕ хыççăн тутарсем халĕ кăнтăралла е анăçалла мар, çурçĕрелле те çуреймеççĕ. Вĕсен Çĕпĕре кăна çул уçă. Анчах Çĕпĕр ханлăхĕ вăл питĕ кая юлнă çĕршыв, унпа туслă пулни Хусана малалла аталанма пулăшаймĕ. Çапла вара тутарсен суту-илĕвĕ те, хуçалăхĕ те хавшаса пырĕ. Митрополит Хусан ханлăхĕ тĕрлĕ халăхран тăнине аван пĕлет-мĕн, çав халăхсем вырăссем енне хальтерех куçса ĕлкĕрсен вĕсен малалла аталанмалли майсем уçăлĕç тесе шутлать.
— Хисеплĕ митрополит, хисеплĕ государь! Эпир пĕлнĕ тăрăх çитес çулла Хусан пире, чăвашсене, талккишпех пăхантарас тесе çар пухать. Çавăнпа эпир вырăссем тутарсене çĕнтерессе кĕтсе илеймессе те пултаратпăр. Çакна пула килтĕмĕр те ĕнтĕ сирĕн пата, — аса илтерчĕ Чакăр.
— Ан хăрăр, çулла вĕсен сире тапăнас шухăш пулмĕ, — шантарчĕ Иван патша. — Кĕçех эпир вĕсене пĕтĕмпех пăчăртаса илĕпĕр. Анчах ку ĕçре сирĕн пире пулăшмалпа пулать. Унсăрăн çак ĕç вăрăма тăсăлма пултарать.
Вара хăнасемпе каллех патша калаçа пуçларĕ. Вырăссем 1549-мĕш тата 1950-мĕш çулсенче Хусана илме хăтланса пăхнине чăвашсем пĕлеççĕ-ха. Анчах илейменнине те пĕлеççĕ. Çапах çак икĕ тытăçу пач ăнăçсăр вĕçленнĕ теме те çук иккен. Ма тесессĕн, унченех каланăччĕ ĕнтĕ, вырăссем халĕ тĕрĕссипе Хусан çывăхĕнчех тăраççĕ, унта çитерекен тĕп çулсене пӳлсе лартнă. Çавна май вĕсем тытăçу мелне улăштарасшăн иккен. Хусан — кăна йышăнмах тивет — лайăх хутĕленнĕ хула. Ăна елĕкхилле уйранах тапăнса хӳньсем çине пусмапа хăпарса кайнипех çĕнтереймĕ. Çавăнпа малтан Хусан çывăхĕнче хăватлă карман — вырассем ăна крепость теççĕ — туса лартмалла. Тата ханлăх чиккинче — тепĕр крепость. Унта çар пайĕсене çителĕклĕ таран куçарса çитернĕ хыççăн пухăнна пĕтĕм вăйпа Хусан çывăхĕнчи крепоçе часрах куçма пулĕ. Çакăн хыççăн тутарсен тĕп хулине хăвăртах парăнтарма май килĕ.
— Анчах икĕ крепость туса лартмашкăн пысăк йышпа ĕçлемелле. Çавăнпа вырăнти халăхсен пулăшăвĕ пире питĕ кирлă, — терĕ патша лару-тăрава ăнлантарса пĕтерсен Макарий митрополит. — Чăвашсемпе çармăссем тата Сăр тăрăхĕнчи мăкшăсемпе ирçесем пире пулăшасса пысăк усă кунĕ пулĕччĕç.
— Унашкал кармансем туса лартмашкăн йывăç, кирпĕч, чул нумай кирлĕ. Вĕсене ăçтан тупса пĕтерĕр? — ыйтрĕ Питтăпай.
— Кун пирки пуç ватма кирлĕ мар. Архитекторсемпе инженерсем мĕн тата мĕн чухлĕ кирлине пăта таран шутласа тухнă ĕнтĕ. Япалисене те пухутлах хатĕрлесе хунă. Вĕсене юр ирĕличчен вырăна турттарса çитермелле. Юр кайсан шывпа турттарăпăр. Пире халăх крепоçсемпе пурăнмалли çурт-йĕр, казармăсемпе хĕç-пăшал склачĕсем хăвăрт хăпартса лартма кирлĕ. Пиншер çын. Ма тесессĕн çав крепость-хуласене эпир темиçе уйăхрах туса лартасшăн.
— Сире Атăлпа çӳреме Шупашкар чăрмантармĕ-и? — ыйтрĕ Пайпулат. — Унти мăрса юлашки вăхăтра Хусанпа çывăхланнăн туйăнать.
— Вăл мăрсана пирĕн Чулхулари наместник лайăх пĕлет. Çынни нĕрсĕрскер, мул тесен шуйттанпа туслашма хатĕр. Анчах пире хирĕç тăма хăяймĕ. Тата унăн хирĕç тăмалăх вăй та çук, — лăплантарчĕ патша.
— Вăй тенĕрен, çапах та эсир вăрçа пуçличчен тутарсем пирĕн пата пырса арçынсене касса тухма пултараççĕ. Эпир паллах пултарнă таран хирĕç тăрăпăр, анчах вăйсем тан мар. Çитменнине пирĕн тăрăхри чăвашсем те халĕ пĕрлĕхе çухатрĕç, ку та пире самай хавшатрĕ, — пăшăрханса калаçрĕ Чакăр.
— Эсир вăхăтран вахăт тăтăшах унт та кунта хирĕç тăру йĕркелĕр. Хусан ханлăхне ертсе пыракансем çарне ăçта ямаллине пĕлмесĕр аптраччăр. Ку ĕçе çармăссене те явăçтарсан аван. Эпир пĕлнĕ тăрăх вĕсем те тутарсене пăханса пурăнасшăн мар, — сĕнчĕ митрополит. — Ан хăрăр, сире Турă пулăшĕ.
Шухăшсем
Прочитал от и до...
Your website, chuvash...
What if your website chuvash...
Your website, chuvash...
Elegir el mejor financiamiento inmediato...
Are you making the most of the potential...
What if your website chuvash...
Чăн чăнах та, сатира туйăмĕ Л...
Чăн чăнах та, сатира туйăмĕ Л...
Your website, chuvash...