Шурă акăш çулĕ :: Хӳтлĕх шыраса
Чăвашсем пур ĕçе те çĕр варринче туса ĕлкĕрнĕрен вĕсене Пăвара пурăнакансем асăрхаман та курăнать. Е асăрхасан та тутарсене систерес темен-ши? Çапах кунти "тутарсенче" чăваш юнĕ юхать-çке. Мĕнле пулсан та Хусан çарĕ кăнтăрла тĕлнелле Сĕве урлă ним шиксĕр каçрĕ те Пăва ялĕнчен тачă тăсăмпа тухрĕ. Инçете çывхартакан труба витĕр — иртнĕ çапăçу вăхăтĕнче ăна Питтăпай парнеленĕччĕ — Чакăр малта пыракан çар пуçĕсен пичĕсене те курать. Вĕсенче нимĕнле шик те палăрмасть. Çавăнпах пулĕ юлан утлă сăнавçăсем те малтанлăха тĕп çартан ытла уйрăлсах каймарĕç. Ахăртне чăваш çарăçĕсем вĕсене çывăхрах кĕтсе илессе никам та шутламан.
Акă тинех сăнавçăсем васкамасăр малалла юрттарчĕç. Хыççăнах юлан утлă нукерсен çĕрпĕвĕ пырать, вĕсем хыççăн çураннисем утаççĕ, хыçра — тулли лавсен караванĕ. Чакăрпа пăшаллă чăвашсем вырнаçнă тӳпем айккипе тутар сăнавçисем таврана пит тимлесе пăхмасăрах иртсе кайрĕç. Вĕсене кура пĕтĕм çар малалла пĕр шиксĕр куçса пычĕ.
— Чакăр, хаплаттарма вăхăт мар-и? — ыйтрĕ тупăçсенчен пĕри. — Кунтан аванах лектерме пулать. Çăттăн пыракансене тăрăшса тĕллеме те кирлĕ мар.
— Çапах та тĕллесе çеç перĕпĕр, — асăрхаттарчĕ Чакăр. — Тата патнерех çитчĕр. Тупăран кăна мар, пăшатан та тивертмелĕх хушă пултăр.
Ĕнтĕ тутарсем çывхарсах çитрĕç. Пурте пĕрлех пыраççĕ-ха, юлан утлисем те ыттисенчен уйралас мар тесе шухă ăйăрĕсене юртса каясран йĕвен хытарса чаркалаççĕ.
— Тупăçсем, хатĕрленĕр! — асăрхаттарчĕ Чакăр. — Пĕрремĕш ретри стрелецсем, маларах тухса пеме хатĕрленĕр, иккĕмĕш ретрисем, хыçалта хатĕр тăрăр! — Унтан сылтăм аллине çĕклерĕ те кăшкăрса ячĕ: — Пали!
Унччен те пулмарĕ тăватă тупă кĕрслеттерсе ячĕç. Çавăнтах тата хĕрĕх пăшал харăсах тухайман залппа таврана хăватлăн кĕрлеттерчĕç. Пăшалçăсем çавăнтах каялла чакрĕç, çĕнĕрен авăрлама тытăнчĕç, хыçалтисем вара вĕсен вырăнне тухса йышăнчĕç. Чакăр тупăçсем те тулписене авăрласса кĕтсе илчĕ те тепре кăшкăрса хушрĕ:
— Пали!
Пăшалсен пĕрремĕш залпĕ хыççăнах тутарсен вуншар нукерĕ хăшĕ ут çинчен тĕшĕрĕлсе анчĕ, хăшĕ йĕнертен тухса ӳкмесен те аманнипе пĕкĕрĕлсе ларчĕ. Анчах унтан та хăрушăраххи — йĕтресем çарăçсен ретне ӳксе аркатни. Çавна пула çынсем, тен, йышлах та вилмерĕç, анчах сехре хăпнипе пурте сасартăк пăтрана пуçларĕç. Çинех тата хуçасăр юлнисемпе аманнă нукерсене сĕтĕрсе пыракан лашасем хăранипе хартлата-хартлата унталла та кунталла ниме пăхмасăр тапса сикрĕç, çуран пыракансене таптама тытăнчĕç.
— Вырăссем! Вĕсен тупписем кунта! — кăшкăрса ячĕ пĕр нукерĕ, вара утне çавăрчĕ те каялла Пăва енне вĕçтере пачĕ.
Чакăр тупăçĕсемпе пăшалçисем вара çаплах кĕрслеттереççĕ те кĕрслеттереççĕ. Кашни залп хыççăн тутарсем тата темиçе теçетке çын çухатаççĕ. Акă ĕнтĕ вĕсем тӳсеймерĕç, пурте Пĕва еннелле пĕр-пĕрне таптасах асар-писеррĕн чака пуçларĕç. Кунта тата вĕсене усрав вăрманĕнче пытанса тăнă пăшалçăсемпе тĕкĕрĕçсем пульăсемпе те çĕмренсемпе ăшаларĕç. Çавна май тутарсем хушшинче унта та кунта сехĕрленсе кăшкăрни илтĕнсе тăчĕ:
— Вырăссем кунта çитнĕ!
— Пирĕн хăвăртрах Хусана таврăнса пытанмалла!
Çар пуçĕ таракансене ахалех тем те каларĕ, темпе те хăратрĕ — сехĕрленсе ӳкнĕ çынсене ĕнтĕ ниепле те чарма май килмерĕ.
— Чакар, атя тутарсене Сĕве патне çитичченех хăвалар! — сĕнчĕ Пичура.
— Çук, хăваламастпăр, — татăклăн хирĕçлерĕ Чакăр. — Эпир йышлă маррине курсан вĕсем каялла çаврăнма та пултараççĕ. Тата эсĕ Хусан ханĕн çарĕнче пирĕнпе тăван чăвашсем чылай пулнине ан ман. Ма так ахаль вĕлерер вĕсене?
Пичура ассăн сывласа илчĕ.
— Эх анчах та çав, кам çапăçтарать пире, пĕр юнлă çынсене. Тата тутарсем те чăннипе пирĕн йышши çынсемех. Мĕн çитменрен килĕштерсе пурăнаймастпăр-ха эпир пĕр-пĕринпе, э? Кам пăтратать пирĕн халăхсене?
Чакăр ăна нимĕн хуравлама пĕлмерĕ. Çар çыннин ĕçĕ мар вăл, унашкал ыйтусене хуравласси.
Анатри чăвашсем Хусан ханĕн çарне хăваласа янă самантра тин çеç ӳссе ларнă çĕнĕ Свияжскра Питтăпай ертсе пыракан чăвашсем карман хунĕн юлашки сыпăкне хупласа хучĕç. Çав тери вăхăтра тăрланчĕ ку ĕç. Чăн та, çакă темиçе кунран тин палăрчĕ.
Вырăссем Шурă Атăл хĕрринче тыткăна илнĕ Кучак оглана Мускавра вĕлернĕ хыççăн Хусанта çĕнĕ правительство йĕркеленнĕ. Вăл турех вырăссемпе мирлешесси çинчен калаçу пуçланă, çак тĕллевпе Свияжска элчĕсем янă. Правительство ячĕпе элчĕсем Хусан престолне Мускав тахçанах сĕнекен, çавна май ăна çĕнĕ хула-крепоçе хăйсемпех илсе килнĕ Шах-Галие лартма килĕшнĕ. Çакăн хыççăн Шах-Гали тутарсемпе çирĕм кунлăха мирлĕ килĕшу туса Хусан элчисене Мускава яма ыйтнă.
Хусан тутарĕсен Шах-Галие хан вырăнне йышăннисĕр пуçне тата Мускава Утямыш ханпа унăн амăшне Çуйăм-Пикене, вĕсемпе пĕрлех Крымран килнĕ пур тутара, тыткăна лекнĕ вырăссене пама тивнĕ. Вырăс правительстви çакăн хыççăн Хусан ханлăхне пыракан çулсене уçнă, çапла вара тутарсем каллех ирĕккĕн çӳреме, суту-илӳ ĕçне пуçăнма пултарнă. Тен, Хусан çакăн хыççăн Мускавпа хирĕçме пăрахатчĕ тени, анчах çурла уйăхĕн пуçламăшĕнче мирлĕ Килĕшĕве алă пусса çирĕплетнĕ хыççăн Раççей правительстви Свияжскра вырнаçнă Шах-Алие инструкци ярса парать. Унга кăтартнă тăрăх текех Хусан ханлăхне Атăлăн сулахай енчи çĕрсем çеç кĕмелле-мĕн, сылтăм енчисем вара пĕтĕмпех вырăссен аллине куçмалла. Çак инструкцие пăхăнса Шах-Гали Хусанти вăхатлăх правительствăна çĕнĕ договор çине алă пусма элчĕсем яма ыйтать. Сăмах мĕн пирки пынине пĕлсен тутар дипломачĕсем шалт аптраççĕ. Шах-Галипе вырăс боярĕсем. Вĕсене тем пек укĕтлесен-ăнлантарсан-хăратсан та вĕсем çак килĕшӳ çине алă пусма хăюлăх çитереймеççĕ.
Лару-тăру калама çук кăткăсланса çитнĕрен Хусан правительствин çурла уйăхĕн варринче курултай пухма тивет. Унта пĕр ыйту — ханлăхăн Атăлăн сылтăм енчи çĕрĕсене Раççее парасси е памасси çинчен сӳтсе яваççĕ. Курулгай пĕтĕм халăх пухăвĕ шутлансан та унăн ĕçне тĕпрен илсен халăх ячĕпе имамсем, оглансем, бексем, мăрсасем тата сутуçăсем çеç хутшăннă. Чăвашсемпе çармăссенчен кунче курултая пурĕ те пĕрер çын чĕннĕ, Шупашкар мăрси те, çармăс мăрси те аслă пухура пĕр сăмах шарламан, ыттисем мĕн каланине вара хăлха тăратсах итлесе ларнă.
Курултай пуçламăшĕнче вырăс боярне сăмах панă. Вăл Раççей правительстви Хусан ханлăхĕнчен мĕн-мĕн ыйтнине хут тăрăх вуласа тухнă та урăх нимĕн шарламасăр айккине кайса ларнă. Çакă эсир килĕшетĕр-и пирĕн патша хушнипе, килĕшместĕр-и — пирĕншĕн çавах, эпир пурпĕр хамăра кирлĕ пек тăвăпăр тенĕнех туйăннă. Çавăнпа оглансем пирвай Тăваттăмĕш Иван патша сĕнекен килĕшĕве хирĕçле калаçма тытăннă. Анчах сутуçăсем сăмаха пач урăх енне куçарса янă. Вĕсем вырăс патши ханлăхăн чылай çĕрне туртса илет пулин те тутарсене суту-илӳ тумашкăн пĕтĕм Раççейре ирĕк панине аса илтернĕ. Хайхи ханлăхри ятлă-сумлă çынсем, нумайăшĕ суту-илӳпе çыхăнса мул пухнăскерсем, ĕнсе хыçкала пуçланă. Чăнах, вырăссемпе татах вăрçăнса кайсан те çĕнтерĕн-ха, те çĕнтереймĕн, çукка тухма вара ним мар пултаратăн. Капла тесен пĕтĕм Раççейре суту-илӳ туни вăл услам илсе татах мул хушасса шантарать... Çапла вара тавлашсан-тавлашсан çĕнĕ килĕшĕве курултай йышăннă-йышĕннах...
...Чăвашпа çармăс мăрсисем Хусантан пĕрле таврăнчĕç. Кокшага юппине çитичченех вĕсем пач чĕнмесĕр тенĕ пек пычĕç. Кунта уйрăлас умĕн çеç çармăс мăрси ассăн сывларĕ те тарăхса каласа хучĕ:
— Эх, çав мулшăн хыпса çунакансене! Унашкал çынсене влаç патне яхăнне ямалла мар та çав...
— Халь тин мĕн пуплешмелли кун пирки, — алă сулчĕ Шупашкар мăрси. — Тата тӳррипе эпир хамăр та шăтăк йĕмпе çӳреместпĕр.
— Эс... — нимĕн хуравлама аптрарĕ çармăс. — Тепĕр тесен, апла-и, капла-и те, пирĕн Хусана пуç çапма пăрахмалла. Сирĕн чăвашсем ав Мускава кайса килнĕ, вырăс патшипе туслашнă теççĕ.
— Вĕсем анатрисем, — ăнлантарчĕ Шупашкар мăрси.
— Анатрисем-и, таçтисем-и, çил ăçтан вĕрнине вĕсем вăхăтра туйса илнĕ. Пирĕн çармăссем те, сирĕн енче пурăнаканнисем, Мускавра пулнă теççĕ. Манăн та çаппах тумалла-ши вара? Тен, вырăссем пире мĕнле те пулин çăмăллăхсем пама килĕшĕç, — пĕлтерчĕ хăйĕн шухăшне çармăс мăрси.
— Шел, тусăм, эпĕ нимĕн сĕнме те хăймастăп, — терĕ чăваш мăрси. — Хам та малашлăх пирки çул тăршшĕпех пуç ватса пытăм...
Сыв пуллашрĕç. Çармăс мăрси Кокшага хĕррипе тăсăлакан çулпа çурçĕр — хĕвел анăçнелле пăрăнчĕ, чăваш мăрси кĕпер урлă каçса малалла Атăл хĕррипех юрттарчĕ. "Манăн та Мускава кайса килмеллех пулĕ, — шухăшларĕ вăл. — Хусанпа текех пăтă пĕçереси пулмасть курăнать. Чулхула вайпучĕпе кăна сăмахлани вара текех ниме те пĕлтермест.
Хусанти курултай хыççăн тепĕр икĕ кунран Шах-Гали Мускава пăхăнакан Касым тутарĕсемпе вырăс стрелецĕсене пĕтĕмпе çур пин çын илсе Хусана куçрĕ. Свияжскра юлнă вырăс воеводи çав кунах крепость тунă çĕрте ĕçленĕ чăвашсене тав туса ăсатрĕ. Лайăх ĕçленĕшĕн вĕсене кашнинех сахалтан пĕр лаша туянмапăх укçа тата паха тумтир çĕлемешкĕн вуншар аршăн пустав пачĕ. Питтăпая вĕсемсĕр пуçне çирĕм аршăн атлас, çирĕм аршăн ылтăн çиппе эрешленĕ бархат, йĕнерлесех тăратнă чаплă ăйăр парнелерĕ. Ку чăваш çурт-йĕр лартас ĕçре тепĕр вĕреннĕ архитектортан та, инженертан та ирттернине воевода ăнланнă ĕнтĕ, çавăнпа кирлĕ чухне ăна татах ĕçе чĕнме калаçса татăлчĕ.
Питтăпай Эпеçе тулли кăмăлпа таврăнчĕ. Çул тăршшĕпех юратнă мăшăрĕпе ывăлне мĕнле тумтир çĕлесе савăнтарасси çинчен шухăшласа пычĕ. Ах, мĕн тери тунсăхласа çитнĕ вăл арăмĕпе ывăлне курассишĕн. Ĕçленĕ чухне кун пирки шухăшламан та темелле, халĕ вара чаплă урхамах та хуллен пынăн, кун та ытла вăрăма тăсăлнăн туйăнать. Çук, Питтăпай текех ниçта та тухса çӳремĕ. Пĕтĕм укçана ĕçлесе илеес çук, кил-йыша вара арçынсăр йывăр килет. Мул тесен, чăвашсем калашле вăл сахал та çитет, нумай та пĕтет. Йĕркеллĕ пурăнмалăх Питтăпай ăна ялта пурăнса та тупма пултарать. Каллех кирпĕч çапма тытăнĕ, çынсене чул çурт лартса, вырăсла кăмака купаласа парĕ. Ӳркенмен алăшăн ĕç ялан тупăнать...
Эх, шухăш, шухăш, пурнăç санпа тӳр килинччĕ! Анчах çук çав, эсĕ çынна пĕр енне туртатăн, пĕр ĕмĕтпĕ илĕртетĕн, пурнăç тени вара чылай чухне ăна пач тепĕр енне сĕтĕрет.
Шухăшсем
Прочитал от и до...
Your website, chuvash...
What if your website chuvash...
Your website, chuvash...
Elegir el mejor financiamiento inmediato...
Are you making the most of the potential...
What if your website chuvash...
Чăн чăнах та, сатира туйăмĕ Л...
Чăн чăнах та, сатира туйăмĕ Л...
Your website, chuvash...