Хĕçпе çурла :: 8
Кун каçа ĕшенсе-ывăнса çитнĕ пулин те, темшĕн ыйхă килмесг Укçинен. Ĕç пĕтерсе килне таврансан, питне-куçне çукаласа апат çиме ларсан, кашăкне тути патне илсе çитереймерĕ: пӳрнисем итлеттерме çук чĕтреççĕ. Ытла шăнтăм-шим е чирлемерĕм-ши? — шухăш вĕçсе иртрĕ ун пуçĕнче. Вăл çамкине алă тупанĕпе тытса пăхрĕ. Чиперех. Вĕри мар.
— Мĕншĕн лартса панă апатна çиместĕн, хĕрĕм? — ыйтрĕ аллисене саппунĕ айне хурса, хулĕпе чăлан алăкне таянса тăракан амăшĕ. — Мĕншĕн текех стена еннелле куç илми пăхса ларатăн?
Укçине, хытă чĕреллĕ çын пек, амăшне хирĕç пĕр сăмах чĕнмерĕ. Вăл, тен, унăн чунĕ тĕпĕнчен тухакан вĕри сăмахне тăнламарĕ те, нумайччен-нумайччен стена еннелле пăхса ларчĕ. Унтан хăй çине Йăкăнатпа иккĕшин пысăклатса ӳкерттернĕ портречĕсем юнашар пăхса лараççĕ. Иккĕш те çамрăк сăн-сăпатлă, илемлĕ, хитре тумланнă, Йăкăначĕ, халь-халь стена çинчен анса, ун умне утса пырас пек те: «Сывă-и, Укçине!» — тесе, ăна хулпуççинчан ыталаса илес пек йăвашшăн, унтан пилĕкĕнчен тытса çӳле-çӳле çĕклессĕн туйăнса каять. Вăл ăна çапла çĕклеме юрататчĕ.
Укçине ларнă çĕртен ерипен ура çине тăчĕ, стена патне шăпăрт утса пычĕ, вара Йăкăнат патретне пăтаран вĕçертсе илчĕ те, ăна кăкăрĕ çумне тытса, чӳрече умне пырса таянчĕ.
— Геройăм! — терĕ вăл илтĕни-илтĕнми сасăпа. — Каччă чухне эсĕ хытă юрататтăн мана, хам хыççăн хамăр ялтан та, кӳршĕ ялсенчен те сахал мар йĕкĕт чупнă пулин те, мана вĕçертмерĕн, никам аллине памарăн. Мĕншĕн? Хамăн та чунăмпа ӳтĕм-юнăм сан çумналлах туртăннă пулĕ çав. Эсĕ илемлĕччĕ. Шурă питлĕ хĕрсенни пек сарăрах çăра çӳçлĕ, уяр кунри тӳпе пек сенкер куçлă, кăмăллă сăн-сăпатлă, йăрăс кĕлеткеллĕ йĕкĕтчĕ. Кам ан сăхлантăр, кам хĕрĕ куç ан хывтăр çавăн пек маттура? Авă Наçтук — вăл та манран ним чухлĕ кая мар илемлĕ хĕрччĕ — саншăн каçсерен минтерне çырта-çырта йĕнĕ. Кайран вăл мана ун çинчен хăй каласа пачĕ. Халĕ эпир унпа питĕ туслă пурăнатпăр.
Эсĕ ăслăччĕ, геройăм! Лайах вĕренеттĕн. Анчах вăтам шкул пĕтерсе тухсан, хăш-пĕр юлташусемпе пĕрле вĕренме пысăк хулана каяймарăн. Аçу-аннӳне пулăшмалла пулчĕ. Кĕçĕннисем, сан хыççăнхисем, пĕчĕкчĕ-ха ун чухне, малашне вара вĕсене инçете вĕçсе кайма эсĕ çунат патăн. Нимĕнле ĕçе те тиркесе тăмарăн, йывăртан хăрамарăн, пăрăнмарăн, тăрăшам мар тенĕ çĕртен тăрăшнăн туйăнмастăн (ĕç тени саншăн кулленхи çăкăр-тăвар пекех кирлĕ пулнă) — сана колхоза ертсе пыма пуçлăха суйларĕç.
Эсĕ, Йăкăнатăм, лăпкă арçынччĕ. Кахалсене ятланă чухне те чĕрре кĕрсе каймастăн. Эсĕ хăвна ху тытма пĕлеттĕн. Туйра-çуйра е хăнара çынсемпе яланах савăнăçлăччĕ, ташлаттăн-юрлаттăн, хăвна пысăка хумастăн, ĕçеттĕн-çиеттĕн, анчах нихăçан виçерен иртсе каймастăн, хăшĕсем пек, этем чысне çухатмастăн. Пурнăçра тĕрĕслĕхрен пăранмастăн, ху сăмаху çине тăраттăн, çавăнпа сана çынсем ваттисем таран хисеплетчĕç.
Савнă Йăкăнатăм! Эсĕ — лăпкă çын, пăхма йăваш чăваш епле çав териех хăюллăн çапăçма пултартăн. Герой ятне илме тивĕçлĕ пултăн? Ăçта-ши санăн таса вилтăпру? Унта вĕçсе ӳксе, тăпруна куççулĕпе шăварăттăм, ун çине чечексем лартса хăварăттăм.
Укçине, пуçне чӳрече янахĕ çине хурса, сасăпах йĕме тытăнчĕ. Чăлантан, чаршав хыçĕнчен, итлесе тăнă амăшĕ шăппăн тухрĕ те, аллине çурăмĕ çине хурса:
— Лăплансам, хĕрĕм, — терĕ йăвашшăн. — Мĕншĕн хăвăн чĕрӳне хĕрхенми таткалас? Эпĕ те мăшăрăма, сан тăван аçуна, çамрăклах çухатрăм. Вăл мĕнле пысăкинкек, мĕнле йывăр хуйхă иккенне аван пĕлетĕп. Анчах чăтас пулать. Çын тени пĕр савăнăçшăн, телейшĕн кăна çуралмасть хĕвел çути курма, ăна çав хĕвел айĕнчеххуйхи-суйхине те чĕринче йăтса çӳреме тивет пурнăçра. Лăплан... Яшку сивĕнсе те кайрĕ пулĕ. Тепĕр хут ăшăтса парам-и?
— Санăн, анне, аттерен пĕр ача та пулин — эпĕ — юлнă, — терĕ Укçине, пуçне çĕклесе, куçне шăлкаласа. — Манăн пĕр ача та çук, çук! Хăйне асăнмалăх ăна хăйĕн пек çын тума пăхса ӳстернĕ, çитĕнтернĕ пулăттăм. Çук! Телейсĕр эпĕ. Телейсĕр чун.
Унтан Укçине пăртак лăпланчĕ. Амăшĕ тепĕр хут ăшăтса панă яшкипе ӳркевлĕн çикелерĕ те кашăкне сĕтел хĕрринелле ывăтса ячĕ. Хăвăрт-хăвăрт тăчĕ, тĕпеле кĕрсе васкаса пит-куçне çукаларĕ, шăлăнчĕ, унтан çиелти кĕпине улăштарчĕ, тумланма тытăнчĕ.
— Ăçта пуçтарăнатăн эсĕ капла, — ыйтрĕ амăшĕ, — кунĕпе ĕçлесе ывăннă çинчен?
— Наçтук патне, — терĕ Укçине лăпкăнрах ĕнтĕ. — Унпа калаçса ăша пусарам пăртак. Хăй чĕннĕччĕ, сăра та пур, тенĕччĕ.
— Вăраха ан юл вара, ыран каллех ир тăмалла пулать-çке, — астутарчĕ амăшĕ.
— Чунра, ал-урара, хул-çурăмра вăй пур-ха, — хавасланса кайнă пекех каларĕ хальхинче хĕрĕ. — Мĕншĕн хĕрхенес ăна, çав вăя? Ăна çамрăк чух пĕтерес пулать, ватăласпа вăй вăл пурпĕрех хушăнми пулать, каярахпа, кĕркуннехи ăвăс çулçи пек, типсе хăрса ларать. Унпа, тепĕр хут калассăм килсе кайрĕ, вăйпитти чухне усă курса юлмалла.
— Пĕлнĕ пек, ху курнă пек калаçатăн.
— Сана курса калатăп, анне. Ан çиллен. Мĕнле ĕçлеттĕн, эпĕ ача чухне! Халĕ ун пек сикейместĕн ĕнтĕ. Тĕрĕс-и сăмахăм?
— Тĕрĕс сăмахăн суйи çук, теççĕ, — ассăн сывласа илчĕ амăшĕ. — Чăннине чăн калатăн.
Укçине урама тухрĕ. Шăнтнă. Ура айĕнче юр кăчăртатать. Тӳпере кăвак çăлтăрсем йăлтăртатаççĕ. Çаврака уйăх çӳллĕ те лăпсăркка йăмра турачĕсем витĕр таçталла çул тытать. Вăрăм сăрт хĕрринчи йăмрасем шарламасăр лараççĕ. Çанталăк тӳлек.
Наçтук çырма урлă пурăнать. Тарăн çырманалла анма каçхине мар, кăнтăрла та хăрушă, ансан тепĕр енне улăхса кайма тата йывăртарах: вăл енчен те ку енчен унта ачасем çунашкапа ярăннăран сукмак якалса, пăрлансах ларнă. Тепĕр урама кĕперпе каçса кайма çаврăнăç. Йĕри-таврара сана курса тăракан пĕр чун та çук. Укçине вара кукленчĕ те, хăй çунашка пулса, ача чухнехи пек, анаталла ярăнтара пачĕ. Çырма тĕпне çитсе чарăнсан йăваланса кайрĕ. Каллех ача чухнехине аса илсе, унăн ахăлтатса кулса ярасси килчĕ. Çук, кулмарĕ, кĕрĕкне юртан тасатрĕ, салтăннă тутăрне пуçтарса çыхрĕ те, ура çине тăрса, çырман тепĕр аннелле пăхрĕ. Чăнкă çыран. Каçхине темшĕн тата чăнкăрах курăнать вăл. Мĕнле улăхса çитмелле? Укçине çаврăнăç туса кĕперпе каçса кайманшăн ӳкĕнчĕ. Халĕ ним тума та çук: вăл çырма тĕпĕнче тăрать, ун икĕ енче те çӳллĕ, чăнкă çыран.
Вара сукмакпа мар, ун хĕррипе юр ашса улăхса кайма шут тытрĕ Укçине. Хаш! сывласа илчĕ те, пĕтĕм вăйне-халне пухса, тăвалла тапаçланма тытăнчĕ. Çурма тăва çитсен чарăнса тăчĕ, сывлăш çавăрса илчĕ, малалла вара хăяккăн улăхса кайрĕ. Ывăнсах çитрĕ, мăнтарăн. Каялла çаврăнса пăхрĕ. Чун сӳлетмелле хăрушă. Пурпĕрех каçрăм! Ăшĕнче кулса илчĕ савăннă Укçине.
Наçтуксен килĕнче çутă пур-ха. Вĕсем иккĕн çеç пурăнаççĕ: вăл хăй тата упăшкин Улюна ятлă кĕçĕн йăмăкĕ. Аслисем качча кайнă. Наçтукăн упăшки — Михала — фронта тухса кайнăран вара пĕртен-пĕр çыру çырнă, унтанпа ун çинчен нимле сас-чĕвĕ те çук. Наçтук ĕçчен, ăслă, тирпейлĕ хĕрарăм. Хĕр чухне Укçинепе Наçтук хушшинчен хура кушак каçса кайнă пулнă пĕррехинче, унтан каллех вĕсем туслашнă, халĕ пĕр-пĕринсĕр пурăнма пултараймаççĕ тейĕн, шывпа сапса уйăраймăн.
Укçине чӳрече умне пырса тăчĕ те тĕлĕнсех кайрĕ: шалтан хытă калаçни, шавлани, тĕпĕртетни илтĕнет. Мĕн пулса иртет кунта?
Укçине вĕрлĕк урлă картишне сиксе каçрĕ, пăлтăр алакĕ патне пырса, ăна туртса пăхрĕ — питĕрмен, вара пӳрт алăкне яри уçса вăр-вар кĕрсе тăчĕ. Те вăрçмалла-ятламалла ĕнтĕ, те чăтаймасăр кулса ямалла? Пӳртре шакăл хĕрарăм, вĕсем сĕтел тавра, тăрăхла сак çине, телеграф пралукĕ çинчи çерçисем пек, йĕркерен ларса тухнă. Наçтукĕ хăй, улпут майри пек, урай варринче çиелтен йĕри-тавра касса тĕрленĕ алтăр-курка тытса тăрать. Акă вăл алтăрне пĕр витре тата кĕленчесем лартса тултарнă сĕтел çине хучĕ те Укçине патне пычĕ.
— Каçар, тархасшăн, Укçине тусăм, — терĕ вăл, пуçне тайса. — Эпĕ хам кĕçĕр çапла пухăнса ларасса шухăшламанччĕ, кĕтменччĕ (хăвна çеç: каçса лар пĕр-пĕр чух, сăра та пурччĕ-ха, тенĕччĕ), çавăнпа сана кун çинчен кăнтăрла пĕлтереймерĕм. Акă хамăр урамри хĕрарăмсем калаçмасăрах калаçса татăлнă пек пухăнчĕç те ман пата, хуйха-суйха пусарас тесе — вăл пурсăмăрăн та пĕр евĕрех — камăн мĕн пуррине сĕтел çине кăларса лартрăмăр-хутăмăр. Сана чĕнсе килес — çырма урлă каçма шиклентĕм. Юрать-ха, ху килтĕн. Хывăн хăвăртрах!
— Юрĕ эппин, — терĕ вара Укçине питĕ лăпкăн, кĕрĕкне хывнă май. Наçтук ăна хăвăртрах алăк патĕнчи пăтаран çакрĕ. — Хуйхи-суйхи те пĕрле, ĕçки-çики те пĕрле пултăр, терĕр эппин. Анчах эпĕ пĕлмен, çавăнпа нимĕн те илсе килеймерĕм.
Ăна сĕтел хушшине, чи хисеплĕ вырăна ларма сĕнчĕç: вĕсен бригадирĕ-çке, Герой арăмĕ, ун пек чысли халиччен ялта мар, таврара пулман!
— Çук! — терĕ пуçне-куçне вылятса илсе Укçине. — Малтанхи куркăра урай варринче ура çинчех тăрса тĕппи ĕçсе ярам! Мĕн пуррине тултарса пар, тантăшăм!
Наçтук ăна темле шĕвек тултарнă стакан тыттарчĕ, тепĕри — Пăлаки ятли — хайхи хитре алтăрпа вĕсем умнех тăчĕ. Укçине Наçтук сĕннĕ стакана тути патне илсе пычĕ, сывлăш çавăрмасăр, темле шĕвеке тĕппи ĕçсе ячĕ. Шăршлă. Пăлаки васкаса алтăр тыттарчĕ. Сăра. Ку вара леш аван мар шăрша пăртакçă сирчĕ, пыра уçăлтарса ячĕ.
Унтан Наçтук тепĕрер стакан хăйĕнне, ăна пулăшаканĕ Пăлаки сăрине йĕркерен ĕçтерсе çаврăнчĕç.
— Мĕншĕн шăппăн ларатăр? — ни салхуллăн, ни хавассăнах та мар каларĕ Укçине, ирĕксĕрех хăйĕн вырăнне йышăннăскер. — Мĕнле юрлатчĕç-ха эпир хĕр чухне — астăватăр-и? маннă пулсан хам асăра илтерем — пирĕн аннесем? «Шăппăн-шăппăн лармашкăн шăпчăк чĕппи мар эпир?» Çапла-и?
Пăлаки, вăрçăччен колхоз хорĕнче чи пултараканнисенчен пĕри пулнăскер, юрă пуçласа ячĕ. Юрри савăнăçлăн тытăнмарĕ, ун сасси çумне пурпĕрех ыттисен те ерипен хутшăнсах пычĕç:
Мĕн çиçĕм çиçет, аслати авăтать,
Типĕ кăлкан тăррине вут çапса çунтарать?
Типĕ кăлкан тăррине вут çапса çунтарать.
Çамрăксем-яшсем вăрçа хатĕрленеççĕ.
Çамрăксем-яшсем вăрçа хатĕрленеççĕ,
Хăйсем хатĕрленеççĕ, хăйсем йĕреççĕ...
Хĕрарăмсем аллисене кăкăр айне хĕреслетсе тытнă. Юрлаççĕ, кĕввипе сăмахсене аран сĕтĕрсе пыраççĕ, хăйсен шухăшĕсем таçта инçетре, вăрçă хирĕнче, тунсăхласа çитнĕ мăшăрĕсем патĕнче пулас. Пӳртре салхуллă.
— Мĕншĕн ытла хурланса ларатпăр? — терĕ Наçтук, хăвăрт-хăвăрт ура çине сиксе тăрса. — Юррине те тупнă! Тахçан ĕлĕк-авал чăваш патши çăпата сырса çӳренĕ чухнехине. Пирĕн çамрăксем вăрçа йĕре-йĕре хатĕрленмен, çапăçăва та йĕре-йĕре кĕмеççĕ. Çĕнтерессе кăна ĕмĕтленеççĕ. Хурлăх тесен, вăл хамăртан утăм юласшăн мар. Эпир ăçталла, вăл та çавăнталлах. Тĕртсе хăварар-ха пĕрре те пулин ăна аяккарах!
Чӳречесем хупă, урама çутă ӳкмест, çынсем тахçанах çывăрма выртнă, кӳршĕсемпе хирĕçрисем çывăхра мар — илтес çук. Улюна аппăшĕ патне кӳршĕ яла выртмаллах кайнă. Акă хаваслă юрă чĕркуççисене хускалантарма тытăнчĕ. Ăна та Пăлакиех пуçласа ячĕ:
Шăппăн-шăппăн, ай, лармашкăн
Эпир шăпчăк чĕппи мар.
Вăрттăн-вăрттăн чуптумашкăн,
Савни, çума килсе лар.
Куç хĕссен те ăнланманшăн
Çилленес килет ай-хай!
Эпĕ — саншăн, эсĕ — маншăн,
Улах çĕре илсе кай...
Наçтук юрă кĕвви май, аллисемпе саркаланса, урай варринче ермĕрккери карусель пек çаврăнкаланма тытăнчĕ. Ыттисем çаплах юррине шăрантараççĕ, алă çупаççĕ; акă ташша çаптаракан тусĕ умне сĕтел хушшинчен Укçине сиксе тухрĕ те, урипе тап! тапрĕ, аллипе çат! çапрĕ, вара пĕр аллине çĕклерĕ, тепĕрне пилĕкĕ çине хучĕ; халĕ-халь таçта вĕçсе каяссăн туйăнчĕ... алăк яри уçăлчĕ те, пӳрте икĕ арçын кĕрсе тăчĕç.
— Акă ăçта пытанса ларнă иккен вĕсем пиртен! — тутине пăрса, хăрăк шăлне кăтартса куланçи пулчĕ Мирун Тимахвийĕ. — Эпир пур, хĕрарăм шăршине çухрăмран сисекенскерсем, шыраса тупрăмăр, тупрăмăрах! Савăнтар ытарайми чиперккесене, Çтаппан!
Вĕсем иккĕш те палăрмаллах хĕрĕнкĕ. Юманкка Çтаппанĕн — ăна хăрах ури кĕскерех пирки салтака илмен, теççĕ; «тапак шывĕ ĕçсе фронтран хăтăлса юлнă» сăмах та илтĕнкелет ун çинчен ялта — çĕтĕк-çатăк хут-купăсĕ пур. Унпа вăл туйран туя çӳрекенччĕ, вăйăсенче кĕвĕ калаттараканччĕ, вăрçă пуçлансан вăл ăна пăлтăрти чăлана ăпăр-тапăр хушшине кăларса пăрахнă, паян акă Мирун Тимахвийĕ хĕтĕртнипе, пӳрте илсе кĕнĕ, турткаласа пăхнă, нăйăлтатать, хăрăлтатать иккен-ха, тусанран тасаткаланă, вара хулпуççи урлă çакнă та, тайкаланкаласа, урам тăрăх уттара панă.
Урам тăрăх йĕр кайнă,
Хитре питлĕ хĕр кайнă, —
юрă ĕнĕрлеме тытăннă Çтаппанĕ. Мирун Тимахвийĕ ăна алсипе çăварĕнчен хупланă:
— Никам илтмелле мар пире! — асăрхаттарнă вăл ăна. — Ыранах Гурьянов хăлхине кĕме пултарать. Вара «мĕншĕн те мĕншĕн?» Эпĕ района кайса хăй çинчен мĕн каласа хăварнине сисĕ. Шăпăрт пул!..
Вĕсене те пĕрер стакан шăршлине ĕçтерчĕç, анчах хăйсем ĕнтĕ шĕвек мĕн тути калавине пĕлеймерĕç. Хĕрарăмсем те, хĕрнĕскерсем, ĕçесрен турткаланса тăмарĕç, хăнари пек, стакана алă тӳртĕмĕпе сирмерĕç, пилĕк пӳрнипе ярса тытакан пулчĕç, пуçран таккаса сăхнă симĕс кайăк вара каллех юрлама шуйттан пек илĕртрĕ.
— Лар çакăн çине, Çтаппан! — урипе тапрĕ Наçтук, аллипе пукана кăтартса. — Турттар, нăйкăнлаттар çĕмрĕк-çамрăкна. Пире сасси пултăр, вăл та паха. Лар, тенĕ сана! — пуканне çĕклесе урай варрине шаклаттарчĕ.
Çтаппан ларчĕ, кулкаласа купăсне туртса ячĕ. Ун тавра хĕрĕнкĕ хĕрарăмсем такмак кала-кала, алă çупа-çупа çаврăнкалама пуçларĕç.
Укçине те, йăлине туса тенĕ пек, кăшт-кашт çаврăнкаласа илчĕ. Анчах кĕçех вăл, те ывăннăран, е çав йӳçĕ шĕвек пуçне пуснăран, тен, пуçне сасартăк хăрушă шухăш, хура пĕлĕтсем капласа килнĕ пек, пырса кĕнĕрен, сак кĕтессине тĕшĕрĕлсе ларчĕ. Хĕрарăмсем, аллисене саркаласа, пĕрре пĕшкĕнсе, тепре пуçĕсемпе пĕсехисене каçăртса, Мирун Тимахвийĕ тавра çаврăнкалани, кăçатă тăхăннă урисене тăпăртаттарма тапса тăрăшни, лешĕ вĕсем варринче куçне-пуçне вылятса, алă çупса, лĕнчĕр-лĕнчĕр сиккелесе тăни — çакă пĕтĕмпех ăна, Укçинене, хăсас килтермелле йĕрĕнчĕк пек туйăнса кайрĕ. Вăл хăвăрт ура çине çирĕппĕн тăчĕ, йĕри-тавраналла сивĕ куçпа пăхса çаврăнчĕ.
— Çитет, хĕрсем! — аллине шарт! çупрĕ Укçине. — Капла çĕр каçа сикме пулать, ыран кун каçа, чирлесе ӳкрĕм тесе, вырăн çинче хуп туртма пулать. Чарăн,Çтаппан, шăтăка ывăтмалли хуткупăсна вилес умĕн тăскаласа асаплантарма. Тух тар шăрши çапакан вăйă картинчен, Тимахви! Мана уçă сывлăшпа киле ăсатса яр.
Çакна илтсен, Мирун Тимахвийĕ Укçине умке сиксех ӳкрĕ тейĕн, шăши йăва çавăрмалăх çӳçне-пуçне урайне çитиех тайрĕ (кĕçех хăмана çамкипе тирĕнмерĕ), хырăмĕ таçта кĕрсе кайрĕ, çурăмĕ çине курпун шăтса тухрĕ.
— Яланах хатĕр! — хăрăлтатрĕ вăл.
Хĕрарăмсем шăпланчĕç, пуçтарăнма пуçларĕç, пĕр Наçтук кăна, пĕр аллине стакан, тепĕр хул хушшине четвĕрт кĕленчи хĕстернĕснер, урай варринче ăшталанса çӳрет:
Шухăшсем
Прочитал от и до...
Your website, chuvash...
What if your website chuvash...
Your website, chuvash...
Elegir el mejor financiamiento inmediato...
Are you making the most of the potential...
What if your website chuvash...
Чăн чăнах та, сатира туйăмĕ Л...
Чăн чăнах та, сатира туйăмĕ Л...
Your website, chuvash...