Хĕçпе çурла :: 8
— Çул курки! Çул курки!..
Укçине текех ĕçмерĕ. Кĕрĕкне пăтаран вĕçертсе илчĕ, хăвăрт-хăвăрт тăхăнчĕ (Мирун Тимахвийĕ вăл хăçан тумланса пĕтерессе алăк патĕнче кĕтсе тăчĕ), çăм тутăрне пуç тавра тирпейлĕн чĕркесе çыхрĕ, вара юлташĕсемпе сывпуллашса, Тимахвие çаннинчен туртса пӳртрен илсе тухса кайрĕ.
— Эсĕ пурнăçран питĕ кая юлнă çын иккан, Тимахви, — терĕ урама тухсан Укçине. — Хĕрарăма тумланма арçын пулăшать, хисеплет пулсан. Эсĕ, каçар та-ха, эпĕ тумланнă чух, тăмсай пек, алăк патĕнче тăратăн.
— Ху каçар мана, — мăкăртатрĕ Миронов. — Эпĕ, кăшт сыпкаланăран, ун-кун çинчен мансах кайнă пулмалла.
Уйăх йăмра турачĕсем витĕр тухса тӳпене хăпарнă, анаталла сулăннă, ун тавра çаплах кăвак çăлтăрсем нăлтăртатаççĕ. Çанталăк паçăрхи пекех тӳлек.
Ура айĕнче юр кăчăртатать. Ярса пусмассерен çав кăчăрт-кăчăрт сасă Укçинене чĕрине чĕрмелет пек туйăнса каять. Халĕ тин иртсе кайни çинчен шухăшламасть-ха вăл — иртнине каялла çавăраймастăн та, каярах тĕплĕн ăнкарса илме пулĕ, — ун чунне çумра лĕнтĕркенсе пыраканни канăç памасть. Хăй вăл, те чĕнсен чĕлхи çыхланасран, ним шарламасть. Мирун Тимахвийĕ халĕ пĕтĕм шăмми-шакки, пуç мими таран унăн аллинче иккенне Укçине лайăх туять. «Мĕскĕн ухмах, мана юратма пăхнăшăн мĕнпе, мĕнле тавăрам-ши сана? — шухăшлать хĕрарăм. — Алексей Гурьяновича элеклесе тинкине илме тăрăшнăшăн, çамрăк кинĕмĕре пĕррехинче çулла çул çинче хăратнăшăн санăн ӳркевӳ-кахалушăн, тĕк пек çăмăл вĕçкĕнлĕхӳшĕн, ӳлĕмрен нихçан ура айĕнче мăклă тунката пек чăрмантарса ан вырт тесе, — мĕнле, мĕнпе тавăрам-ши сана? Вăрçса-хăртса тăкам-и? Мĕн усси! Питрен çупса ярам-и? Аллăма варалас килмест. Çитменнине, пичĕ кĕçĕрех тӳрленĕ. Ĕмĕр манмалла мар инкек е мăшкăл кăтартасчĕ».
— Тимофей Миронович! Мĕншĕн пĕртте чĕнместĕн? — лăпкăн сăмах пуçласа ячĕ вара Укçине хăй. — Эсĕ пухусенче питĕ лайăх калаçатăн. Анчах кăшкăрса. Вăл ытлашши. Кăшкăрса кама хăратас, мĕншĕн хăратас? Пурнăçĕ халĕ унсăрах йывăр... Юрĕ-çке, ун çинчен текех калаçмăпăр. Хĕрарăмпа юнашар утса пынă чух ун валли ăшăрах сăмах тупăнмасть-ши санăн?
— Эх, Укçине, Укçине! — терĕ тинех тăстарса, хаш сывласа Мирун Тимахвийĕ. — Калăттăм та, халăм çук. Çитменнине, куç хывнă хĕрарăмпа калаçма чĕлхем пуклак. Хĕрарăма ăна çепĕç сăмах, тутли кирлĕ.
— Мĕн тума кирлĕ çав çепĕç сăмах? Пирĕн, ял хĕрарăмĕсен, ал-ура хыта, ӳт-тир ленчешке мар, тăн-тăн. Эпир хулара парикмахерскинче, çӳçне-пуçне кăтралатса, чĕрнисене писев сĕртерсе, куç харшисене чĕкеç çунатти пек якаттарса ларакан пукане пек хитре хĕрарăмсем мар. Пире типнĕ çăкăр сăмси пек хытăрах сăмах та пырать, анчах тĕрĕсси пултăр... Кала-ха эппин тĕрĕсне: кама куç хыврăн пулать эсĕ?
— Пĕлмен пек, мĕншĕн ыйтатăн?
— Ăçтан пĕлем-ха эпĕ?
— Чуна ан асаплантар, Укçине!
— Санăн чуну та пур-и?
— ?
— Ан çиллен, сăмах май çеç, айван, теплерен персе ятăм.
— Юрĕ-çке, темех мар, — мăкăртатрĕ хусах. — Пире те çепĕç йăхсем çуратман. Пурнăçра тем те илтме тивет, чăтма тивет.
Çакăн пек курайман çын та чиперех калаçса пынишĕн хăй ăшĕнче çав тери тарăхса çитсен те, Укçине ирĕксĕрех кăмăлне çемçетенçи пулчĕ. Унăн ăна пĕтĕмĕшпех, пуç тӳпинчен тытăнса ури тупанне çитичченех, лайăх пĕлесси килчĕ. Ху лайăх пĕлсе тăран тăшмана улталама çăмăлтарах, теççĕ. Çакна темле кĕнекере вуланăччĕ Укçине.
— Итле-ха, Тимахви, — чĕвĕлтетрĕ вăл хальхинче. — Халĕ мар, мĕн пулни-иртни манăçа тăрса юлсан, хурлăх хăварнă суранăм тӳрленсен, тейĕпĕр, ман пата евчĕ карчăк яма пулăн-ши?
Мирун Тимахвийĕ, ку сăмахсене илтсен, хăй сисмерĕ, тăпах чарăнса тăчĕ, чĕри тухса тарасран хăранă пек, хăрах аллине кăкăрĕ тĕлне хучĕ.
— Укçине! — терĕ вăл, аран сывлăш çавăрса. — Эсĕ мана çав тери телейлĕ тунă пулăттăн. Эпир санпа, мăшăр кăвакарчăн пек, кăвăлтатса кăна пурăннă пулăттăмăр.
— Кăвăлтатса пурăнма шăл хушшине хумалли кирлĕ-çке. Эсĕ — хам куратăп — ĕçлеме ӳркенетĕн. Çăкăр-тăварне манăнах, пĕчченех тупмалла пулать-и?
— Мăн калаçатăн эсĕ, Укçине! Эпĕ хама ăçта та пулин — руководствăна паллах — лартассине ним иккĕленмесĕр кĕтсе тăратăп. Ун пирки систерекенсем пулчĕç. Халĕ — хăвах пĕлетĕн — çын сахалланнăçем сахалланать...
— «Йĕксĕк! — кĕçех питĕнчен çупса ямарĕ ăна Укçине. — Асту-ха, çын сахалланни, урăхла каласан, çынсем вăрçăра тăкăнни çак ухмаха савăнтарать!»
Çук, Укçине питрен çупмарĕ, хăй, мĕн шухăшланине вĕçне çитичченех илсе пырас тесе, чĕрине пăчăртаса, чăтма пулчĕ.
— Юрĕ-çке, — сăмах пуçларĕ Укçине пĕр самант ним калама аптраса. — Пĕр-пĕр вырăнта ларма сан ăсу-халу («купарчу та çук мар», терĕ хăй ăшĕнче) çителĕклине ĕненес килет. Пысăк вырăна ларсан, пĕр-пĕр хĕрарăм çумне çыпăçмăн-ши?
— Эпĕ турра ĕненекен çын мар, анчах тур сыхлатăрах! — персе ячĕ Мирун Тимахвийĕ. — Хĕрарăм тенĕрен, вĕсем мана халех утăм ярса пусма памĕччĕç, анчах эпĕ вĕсенчен юри куçа тартатăп.
«Такам пăхтăр сан çине, ухмах! Такам сан хыççăн чуптăр, услап!» — чĕлхи çине килнĕ сăмахне Укçине каллех персе ямарĕ, ăшĕнче çеç шухăшларĕ.
Вĕсем чăнкă çыр хĕррине çитрĕç, сулахая пăрăнса, тарăн çырма урлă каçса каймалли сукмак еннелле ерипен утрĕç. Чи чăнкă тĕле çитсан, Укçине, чĕтренсе илнĕ пек пулса, тăп чарăнса тăчĕ.
— Кур-ха, Тимахви! — кăшкăрса ярасран хăйне аран тытса чарнă пек пăшăлтатрĕ Укçине. — Çырма урлă мĕн çути унта? Вут-кăвар ан тухтăрах. Пушар?..
Мирун Тимахвийĕ, хăвăрт çаврăнса, çыр хĕрринех пырса, çырма урлă тепĕр урамалла пăхкалама тытăнчĕ кăна, хăй те сисмерĕ, вĕлтĕр-вĕлтĕр, пăлтăр-палтăр, йывăç çинчен персе ӳкернĕ хура курак пек, аялалла саркаланса, чикеленсе анса кайрĕ.
Укçине хăй чавсипе кăшт çеç хыçалтан тĕртнĕ çак йĕксĕк чун ăçта çитсе юр ăшне пуçпа пашлатнине пăхса тăмарĕ, çырманалла анмалли сукмак патне çитрĕ те, кĕрĕк аркине чĕркуççи хутламĕ таран хутлатса, кукленсе ларчĕ те пăрала пек ярăна пачĕ. Леш енне те вăл — таçтан вăй кĕрет кун пек чухне! — хăвăртах улăхрĕ. Хăйсен хапхи умне çитсен тин сывлăш çавăрса илчĕ.
Мирун Тимахвийĕ, юр çине хура курак пек вĕçсе ӳксен те, темиçе хут чикелене-чикелене аялалла анса кайнă. Анса çитсен тăрса ларнă. Айăк пĕрчисене, ури-аллине, çĕлĕксĕр юлнă пуçне хыпашласа пăхнă — ытла ыратакан вырăн пулман. Тавтапуç çанталăка тарăн юрĕшĕн! Ут-пӳ тĕрĕс-тĕкелех. Пуçĕ те чиперех ĕçленĕ. «Мĕншĕн мана Гурьянав Лекçейĕн кинĕсем çырманалла вăркăнтараççĕ? — шухăшласа ларнă Мирун Тимахвийĕ. — Пĕррехинче çулла унăн кĕçĕн кинĕ кĕперпе каçнă чух урапа çинчен тапса шыва чăмтарчĕ, халĕ ку, асли... Вĕлерме шут тытман-ши вĕсем мана? Кăна каçарма, каплипе хăварма юрамасть. Юрамасть!»
Мирун Тимахвийĕ аран-аран ура çине тăнă. Çапла пăлтăр-палтăр вĕçсе ӳксе чикеленсе кайсан та, мухмăрĕ сĕвĕрĕлмен пулнă-ха унăн. Пуç, çил хускатнă вăрманта тăнă чухнехи пек, шавланă. Ăçта тăнине тӳрех ăнкарса илейменрен-и, вăл, çырмана анса çитсе урăх сукмак шырас вырăнне, тайкалана-тайкалана, çӳлелле тапаçланма тытăннă. Çавăн чухне вара, çурăмĕпе каялла сулăннă та, такам-çке мунча валли турттарса килсе пăрахнă чул çине пуçпа хаплатса ӳкнĕ, тăнне çухатнă.
Шухăшсем
Прочитал от и до...
Your website, chuvash...
What if your website chuvash...
Your website, chuvash...
Elegir el mejor financiamiento inmediato...
Are you making the most of the potential...
What if your website chuvash...
Чăн чăнах та, сатира туйăмĕ Л...
Чăн чăнах та, сатира туйăмĕ Л...
Your website, chuvash...