Кĕпер :: Кĕрхи каç
Сахар таврăнмарĕ. Лисук, çамрăк хĕрарăм пек, каллех салтак арăмĕ пулса тăчĕ. Халь килте, туса пĕтермен кил-çуртра, тăр-пĕччен юлчĕ вăл. Верук хăнана килнĕччĕ. Вăл ашшĕне курса юлаймарĕ, пăртак пурăнчĕ те Тараса хăйпе пĕрле илсе кайрĕ.
— Марье кинемей тунсăхлаиă, Тараса илсе килме хушрĕ, — терĕ.
Кăнтăрла ĕç нумай. Хĕл каçма лайăхрах хатĕрленес пулать. Пир пĕветсе, Тарас валлн кĕпе-йĕм çĕлемелле, пусма тавар лавккана килет пулсан та — илме укçа çук. Лисук кунĕпе е килкартинче, е пӳртре мĕшĕлтетет, каçсенче вара, хăй çутмасăр, пĕчченех куççуль юхтарса, сасăсăр хӳхлесе ларать. Лешеккинче ватăлнă хĕрсем хурланса юрлани илтĕнет. Майра хĕрĕсем улах ларсах каймаççĕ, кĕркунне те урама тухаççĕ. Каччисем çук вĕсен, вăрçăра.
«Мăнтарăн хĕрĕсем! — вĕсене те шеллесе хуйхăрать Лисук. — Качча каймасăрах талăха юлтар. Эх, самани-самани! Арçын юн тăкать, хĕрарăм куççуль юхтарать... Йăпанма пĕчĕк ача пулинччĕ, — каллех хăй пирки шухăшлать вăл. — Юлашки хĕрача та пулин пурăнмарĕ... Юлашки пулчĕ çав вăл. Усрав ача тупса илес мар-ши пĕрех хут?..»
Хĕрарăмăн иксĕлсе пĕтмен туйăмĕ тăлăх чĕрен суранне пушшех араслантарать. Тарас кайсан, Лисук чĕри тата хытăрах касăла пуçларĕ.
Пĕрре çапла каçхине Лисук, хăй çутмасăр, хуйхăрса, хӳхлесе ларнă чух пӳрте такам килсе кĕчĕ, чăвашла:
— Ман килес, анне! — терĕ.
Лисук çанçурăмĕ çӳçенсе илчĕ, вăл сăмах чĕнейми пулса кайрĕ.
— Пĕчченех-и, анне? Тараска таврăнмарĕ-и? — халь сасă тĕпелтех илтĕнчĕ, урай хăми те чĕриклетрĕ. Лисук тинех тавçăрса илчĕ: Оля! Хĕрарăм чĕрине чăвашла та, вырăсла та каланă «анне» сăмах çемçетсе ячĕ.
Оля хăй çутма хушмарĕ. Вăл Рамашăн тăван мар амăшĕ çумне юнашар пырса ларчĕ.
— Пурăнмаллах килтĕм... Рамаш çулĕие тӳрех каçрăм. Ыран япаласене лашапа илсе килеççс. Вăхăт çитрĕ ĕнтĕ. Тахçанах каçмаллаччĕ те, анне ямасăр тăчĕ. Халь хăех ăсатрĕ. «Кай, эппин, тăхлачă пĕчченех юлнă, эпир хуть сансăр та виççĕн юлатпăр килте», — терс.
Оля вырăсла калаçать. Лисук — чăвашла. Çапах вĕсем пĕрне-пĕри лайăх ăнланаççĕ.
Автансем авăтичченех калаçса ларчĕç çамрăк салтак арăмĕпе ватă салтак арăмĕ. Çывăрма выртас умĕн Оля Лисук аллине тытса хăйĕн хырăмĕ çине хучĕ.
— Раштавсем иртсен асанне пулатăн, — терĕ вăл.
Пурнăçра хуйхăпа пĕрле савăнăçĕ те çӳрет çав. Текех анне пулаймĕ Лисук, асанне пулма тивĕçех вара. Усрав ача шырама та кирлĕ мар иккен.
Оля çĕнĕ çĕрте выртсан та тӳрех çывăрса каяймарĕ. Савăнăçне çеç каларĕ-ха вăл хунямăшне, хуйхине каламарĕ. Хуйхи те пур çав: Рамашран çыру килми пулчĕ.
Паян яла çул ман Илюша кĕрсе тухрĕ. Вăл ялта çулталăк ытла пулмаи, хăй çава.х таçта васкать. Дезертирсене тытма хушнă иккен ăна. Улшăннă Илюша, хаярланса кайнă. Кăнтăр фронтне Деникиппа çапăçма каясшăн пулнă вăл, анчах унта ăна яман. «Эс партизан пулса вăрманта пурăннă. Халь вăрманта дезертирсем тарса пурăнаççĕ, Совет çыннисене вĕлереççĕ. Çав усалсен йăвине шыраса туп», — тенĕ штабра. «Тупатăп, пĕрне те чĕрĕ хăвармастăп. Персе вĕлеретĕп», — тенĕ Илюша.
— Сана хăвна пеме право паман пуль-ха? — ыйтрĕ унран Оля.
— «Только в перестрелке», терĕç штабра. Перестрелка тăвап эп вĕсене! Пурне те хирсе тăкăп. Кам мана пырса тĕрĕслĕ унта, — терĕ Чугунов, шăлне шатăртаттарса.
Хаярланнă Илюша. Оля Рамаш пирки пăшăрханса калаçнине илтсен, кăмăлпа пăртак çемçелчĕ пек. Оля çумне пырса ларчĕ, шӳтлеме пăхрĕ.
— Мана юратмаллаччĕ сан, Олюша, — терĕ вăл. — Сывлăх енчен ăраскаллă эп, пульăсем тивмеççĕ мана, тивсен те вĕлермеççĕ, ӳте шăтараççĕ кăна. Виç хутчен суранлантăм — аптрамарăм. Рамаш темле паттăр ĕçре, темле хăрушлăхра пулсан та, пуля лекменччĕ, хĕç касманччĕ ăна. Орденоносец вăл. Пуля шăйăрмасть ăна, лексен — е чĕрине, е пуçне шăтарать. Мĕншĕн тесен телейлĕ вăл, юратура телейлĕ. Телейлĕ çын иурнăçĕ вăрăм пулмасть. Ман пек ăраскалсăррисем çĕр çул пурăнаççĕ...
— Эс ма апла калатăн? Пĕр-пĕр начар хыпар пĕлместĕн-и, Илюша? — шуралса кайрĕ Оля.
Илюша каллех те шӳт турĕ, те кĕвĕçрĕ:
— Хыпар? Мĕнле хыпар? Сана курнипе ăсран кайрăм пуль? Рамаш пулмасан, Оля мана юратма пултаратчĕ, тесе шухăшланăччĕ... Хыпар пĕлекен çын мар эп, Оля. Штабсем хыпар каламаççĕ мана, приказ пама çеç пĕлеççĕ.
Илюша сăмахĕсене аса илсе, тарăхса, аптраса выртать ыйхă çухатнă Оля.
«Ма апла калаçрĕ-ши Илюша? Кевĕçет-шн е... чăнахах Рамаш телейне ăмеанать-ши? Е тата, чăнах та, Рамаш пирки усал хыпар пĕлет-ши?..»
Шурăмпуç палăрнă çĕре Лисук Анук ĕнине сума тăчĕ.
Ма савăк туйăмпа вăранчĕ-ха вăл паян? Çавăнтах астуса илчĕ: Оля пурăнмалла килчĕ. Тата вăл часах асанне пулать! Тарас кравачĕ патне пырса, вăл хальтерех çывăрса кайнă çамрăк кинĕ çине пăхса тăчĕ. Унтан ăна тепĕр утиялпа витрĕ те, урай хăми чĕриклетесреи асăрханса утса, пӳртрен тухрĕ.
«Тарас аппăшĕ патĕнче уйăх пурăнсан та аптрамăп ĕнтĕ, халь пĕччен мар», — шухăшларĕ Лисук «çичсакпа» витре йăтса аннă май.
Анчах Тарас Якалĕнче уйăх пурăнмарĕ. Уйăх мар, эрне те тăмарĕ. Çутăлса çитессе кĕтмесĕрех, вăл килне, вуникĕ çухрăма, çуранах тухса чупрĕ. Тахçан-тахçан хĕвеле вупăр çинĕ чух ун ашшĕ çак çулпах макăрса чупнăччĕ, Тарас макăрмасть. Хушăран куççуль шăпăртатса тухнине те сисмест вăл. Кăшт чарăнса, питне çаннипе шăлса илет те татах чупать.
Тул çутăлса çитрĕ ĕнтĕ. Те ывăнса ӳкнипе, те пуç кăшт йĕркене кĕре пуçланипе, Тарас чупма чарăнчĕ. Пĕр самант шухăшласа тăчĕ:
«Аппана та каламарăм. Каялла таврăнас мар-и? Выртмари ачасем калĕç-ха, кукка лашисене те çавăтса таврăнĕç. Хут киличчен пырса çитесчĕ: Антонина Павловна урлă почтальона систерес: Олк ячĕпе хут килсен, ан патăр хутне. Хам ятпа килнине хамах илĕп».
Пĕр чупса, пĕр утса васкать Тарас. Мĕн пулнă-ши ăна? Хĕвеле те, уйăха та мар, Тарасăн хальччен хура-шур курман чĕрине вупăр çиет халь. Çуркунне, Иĕнерлĕ Ту хыçĕнче тупăсем кĕрленĕ чух, пĕчĕк ача пек кунĕпех макăрчĕ вăл. Халь макăрма та пĕлмест. Унăн чĕри типĕ хуйхăпа касăлакан пулнă.
Якалĕнче Тарас аппăш патĕнче мар, Темен куккăш патĕнче пурăнчĕ, куккăшне вăрçтарчĕ, Марье кинемее савăнтарчĕ. Каçсерен куккăшĕн икĕ лашипе выртмана çӳрерĕ вăл.
Тĕрĕссипе каласан, чăн-чăн куккăшĕ Тарасăн çук та. Амăшĕ унăн тăлăх-турат пулнă. Чулçырмари куккăшсем — амаçури енчен, Темен куккăш — асламăш енчен. Ашшĕ енчен тачă хурăнташ çук. Тарас çавна пĕлмест мар, лайăх пĕлет. Пĕррехинче вăл таврари хурăнташсене пурне те хут çине çырса илчĕ. Кам хăш енчен, мĕн таран хурăнташ пулнине ашшĕне тĕпчесе тĕрĕслерĕ. Мĕн тесен те, Темен куккăш чи çывăх хурăнташ пулса тухать.
— Чи çывăх хурăнташу сан вырăсра ĕнтĕ халь. Ольăран çывăххине тупаймăн. Çӳлти сыпăкра мар, аялти сыпăкра шыра хурăнташна. Ольăн ачи сан чи çывăх хурăнташу пулать ак, — терĕ ашшĕ, Тарас списокĕнчен кулса.
Оля пирки ашшĕсĕрех пĕлет-ха Тарас. Вăл унпа ашшĕнчен маларах паллашнă та, туслашнă та. Халĕ ашшĕ-амăшĕ енĕпе хурăнташ çукки хăртать ăна. Асатте енĕпе те çук, асанне енĕпе кăна. Çавăнпа Тарас Темен куккăшне курасшăнах пулчĕ. Ана юратма та тăрăшрĕ вăл, икĕ кун кунĕпех юратса пурăнчĕ, виççĕмĕш кунне пиччĕшĕн сăмахне ирĕксĕрех аса илчĕ: «Чăнахах та, Тĕве кукка иккен», — терĕ. Куккăшĕнчен писрĕ Тарас, уншăн выртмана та çӳремĕччĕ, анчах Марье кинемей пур вĕт-ха. Шухăшласа пăхсан, тăванлăх енчен ют çын вăл. Асаннен кинĕ çеç, хăй çапах темле тăванран та тăванрах.
Рамаш Темен куккăшне мĕнле «арестлени» çинчен те каласа култарчĕ Тараса ырă карчăк. Ялта пĕлтĕр пулса иртнĕ ĕçсем пирки те ачапа мăн.çынпа калаçнă пек калаçрĕ. Çав Марье кинемейшĕнех Якалĕнче тем чул пурăнĕччĕ Тарас, пурăнмалла пулмарĕ çав.
Тарас Якаль ачисемпе хăвăрт наллашрĕ. Кĕлеткепе вунвиççĕри ача вӳнпиллĕкри пек курăнать. Якаль ачисем, чăвашсем те, вырăссем те, хавас йышăнчĕç ăна. Нумайăш пĕлтĕр ун пиччĕшне курса юлнă. Рамаш пирки пĕр-пĕрин умĕнче ăмăртсах тĕрлĕ легендăсем каласа пачĕç, Тараса хăйне «Трибунал шăллĕ» тесе чĕне пуçларĕç.
Кĕçех Тарас выртмана çӳрекеи «кавалеристсем» хушшинче «командир» пулса тăчĕ.
Самлей енчи вăрманти Вăрăм уçланкăна Якаль ачисем выртмана çӳреми пулнăччĕ. Унта выртмари ачасене çĕрле темле усал çынсем пырса тапăнаççĕ, тет.
Тарас те ĕненмерĕ, те хăйĕн паттăрлăхне кăтартас терĕ, — хăй пек харсăр юлташĕсене çавăнта ертсе кайрĕ.
Лашисене тăлласа ячĕç ачасем, хăйсем, кăвайт хурса, улма пĕçерчĕç те вут тавра юмахласа ларчĕç. Тарас темиçе хут та лашасене кайса тĕрĕслесе килчĕ. Уçланкăрах сиккелеççĕ-ха вĕсем, таçта вăрмана кĕрсе каймаççĕ, уçланкăри курăк тутлăраххине хăйсем те пĕлеççĕ.
Ачасем çывăрса кайрĕç. Тарас, çывăрма хатĕрленнĕскер, вут сӳнсе ларасса кĕтсе выртрĕ.
Çав самантра Самлей енчи вăрман хĕрринче сасă илтĕнчĕ. Тарас ура çине сиксе тăчĕ. Вут умне икĕ юланут çывхарчĕç. Пĕри лаша çинчен анчĕ. Тепри, пĕр ача çывăрманнине курсан, йăвашшăн:
— Ан кăшкăр, ан хăра гшртен, — терĕ. — Сире тивместпĕр, пире лаша мар, апат кирлĕ. Юлташусене ан вăрат.Апат пур-и?
Тарас калаçакан çыннине палларĕ те, тĕлĕнсе, сăмах чĕнейми пулса кайрĕ. Лаши çинчен анни çав хушăра ачасен хутаççисене тустарса тухрĕ, ачасем çисе ярайман улмана кĕсйине пуçтарса чикрĕ.
— Санька! Мĕн туса çӳретĕр эсир кунта? Хĕрлĕ Çарта апат памаççи сире? — çывхарчĕ Тарас юланут патне. — Кăнтăрла яла килĕр. Çăкăр, аш, кĕрпе парса ярăп.
— Спасибо, Тарас, — палларĕ Санька та Тараса. — Кăн-тăрла çӳреме юрамасть пире. Эпир вăрттăн отрядра. — Вăл темшĕн кулкаласа илчĕ. — Эс ма Якальне килтĕн? Асту, ялта мана курннне никама та ан кала. Хăвăртрах, Васька, мĕн мĕшĕлтететĕн унта? — юлташне васкатрĕ Санька.
«Васька. Фальшин вăл! Ун пирки Оля вăрмана тарнă тесе каланăччĕ. Санька та унпа пĕрле. Акă мĕнле вăрттăн отряд вĕсен», — тавçăрса илчĕ Тарас. Вăл сасартăк вырăнтан хускалчĕ те тапраннă юланутсем хыççăн чупрĕ.
— Санька-а! Чим-ха, — тарăхса кăшкăрчĕ Тарас. — Эс дезертир вĕт. Таврăн. Пурпĕрех тытаççĕ сире, персе вĕлереççĕ. — Ку сăмахсене Тарас, Васька ан ăнлантăр тесе, юриех чăвашла каларĕ. Санька чарăнса тăчĕ, юлташне чарăнма хушмарĕ; вăл, чеерехскер, вăрманти вăрттăн пурнăçра пуян ачине хăйне пăхăнтарма та пĕлнĕ.
Шухăшсем
Прочитал от и до...
Your website, chuvash...
What if your website chuvash...
Your website, chuvash...
Elegir el mejor financiamiento inmediato...
Are you making the most of the potential...
What if your website chuvash...
Чăн чăнах та, сатира туйăмĕ Л...
Чăн чăнах та, сатира туйăмĕ Л...
Your website, chuvash...