Кĕпер :: Кĕрхи каç
— Эх ты, Тарас! Аçта маларах вĕлереççĕ, çавна пĕлместĕн çав эс. Молокосос! Сана кзлас мар тенĕччĕ. Мана дезертир тесе хăртнăшăн калам, эппин. Сан пиччӳ крышка, капут пулнă. Çук пиччӳ. Был и нет. Пĕтĕм Хĕрлĕ Çар капут пулнă. Чапай тоже капут, был и нет. Кĕçех сире те, камунсене...
Юлашкинчен Санька намăс сăмах каласа ихĕрчĕ те лашине Васька хыççăн сиктерчĕ.
Тарас сасартăк вăйсăрланса кайрĕ, вăрахчен вырăнтан та хускалаймарĕ. Кăвайт патне таврăнсан, Тарас çĕрĕпе чăлăм куç хупмарĕ:
«Тĕрĕс каларĕ-ши Санька е хăйне дезертир тенĕшĕн çеç вĕчĕрхенсе суйрĕчпи? Эп ăна хĕрхенее каларăм... Усал çын вăл Санька. Суйма ăста. Суйрĕ пуль. Пĕтĕм Хĕрлĕ Çар капут темен пулсан, ĕненме те пулĕччĕ. Суять».
Тем те шухăшларĕ Тарас çĕр хута. Шухăшĕ вара çаплах пиччĕш тавра явăнчĕ.
Пиччĕшĕ хăйпе хăçан мĕн калаçнисем, Пасарлă ялти савăк кунсем аса килеççĕ. Тарас кăшт çеç астăвать: Наполеона çĕнтернĕренпе çĕр çул тултарнă кун уяв пулчĕ. Яп-яка, вăрăм-вăрăм юпа тăррине никам та хăпараймарĕ. Рамаш хăпарчĕ, юпа тăрринчен çап-çутă пушмак илсе анчĕ. Кустăрма пек кусса çӳренĕшĕн пурçăн тутăр пачĕç.
Шăна пуçланипе Тарас çĕнĕрен вут чĕртсе ячĕ, пиччĕш хăçан мĕн çырнисене йĕркипе аса илме тăрăшрĕ...
Рамаш çыру çырсах тăчĕ — Лешеккине те, Чулçырмана та. Киле Тарас ячĕпе çырать: пурпĕр атте килте нумаях пурăнаймĕ тенĕ пуль çав...
Оля, çыру илсен, Чулçырмана каçать. Анчах вуламасть вăл Рамаш çырăвне, хыпарсене сăмахпа çеç кĕскен каласа парать. Тарас тĕлĕнет. Çырăвĕ пысăк, темиçе листа, хыпарĕ виç сăмахран ытла мар.
«Мĕн çырнă-ши пичче инке патне çавăн чул хут хуратса? Ма инке пичче çырăвне пĕтĕмпех вуламасть?» — шухăшлать Тарас.
Инкĕшĕнчен çавăн пирки ыйтма хăяймасть вăл, ашшĕнчен ыйтса пăхрĕ. Ашшĕ йăл кулчĕ те:
— Тата виç-тăват çултан хăвах пĕлекен пулăн ăна, — терĕ.
...Хĕвĕшеççĕ, вĕреççĕ шухăшсем ача пуçĕнче, анчах ăçталла пăрăнсан та каллех дезертнрăн усал сăмахĕсене аса илтереççĕ.
«Сан пиччӳ крышка, капут пулнă...»
Выртмаран таврăнсанах, киле кайма шухăш тытрĕ Тарас. Тен, унта çыру килмен-ши?..
Кĕрхи каç вăрăм, çавах вртсе кая пуçларĕ вăл. Вĕчĕрхенсе, ывăнса çитнĕ ача кăшт выртса тĕлĕрес терĕ. Çук, кĕрхи хура каç иртмен иккен-ха...
Шурăмпуç палăрнă çĕре Тарас вута юлашки вут-шанкă пăрахнăччĕ, çулăм çĕнĕрен ялкăша пуçланăччĕ. Çав вăхăтра ял енчен тепĕр юланут кустарса килчĕ. Вут умне çитсен тин, юланутçă хура урхамахне, сасартăк чарса, чĕвен тăратрĕ. Тарас вĕриленнĕ лаша айĕнчен аран пăрăнса ĕлкĕрчĕ.
— Асăрхан, ухмах! Ачасене ан тапта! — кăшкăрчĕ вăл.
— Таптамастăп, Тарас, ан хăра. Сана выртмасем тăрăх шыраса килтĕм çакăнта. Эс мана курмастăн, эп сире кăвайт çутинче пурне те курап. Ухмах тенĕшĕн таптасан та юратчĕ пуль те, юрĕ ĕнтĕ, — терĕ юланутçă; çăварлăха кăшласа тулхăракан лашана лăплантарма тăрăшрĕ.
Вут çывăхĕнче хура урхамах та, шĕвĕр çĕлĕклĕ юланутçă та куçа лайăх курăнакан пулчĕç.
— Илюша! Эсĕ вĕт?! — макăрса ярас пек хавасланса кăшкăрчĕ ача.
— Эпĕ, Тараска, эпĕ. Атя-ха, пăрăнар аяккалла. Атту сан кавалеристсем вăрана пуçларĕç, ав, — терĕ те Илюша, хура урхамахне каялла çавăрчĕ.
— Эс, мĕн, Тарас, часовой пултăн-им, тутлă ыйхă вă-хăтĕнче те çывăрмастăн? — терĕ вăл, пăртак аяккалла кайса, лаши çинчен ансан.
Тарас ăна çĕрлехи юланутсĕм çинчен каласа пачĕ. Васькăпа Санька ячĕсене илтсенех, Илюша тарăхса кайрĕ.
— Эх, ухмах, тăм пуç! — çилĕллĕн кăшкăрчĕ вăл. — Якалĕнче канма кирлĕ марччĕ пирĕн, сана та ирхине мар, каçранах шырамаллаччĕ. Ухмах çав эс, Чугунок!
Тарас Илюшăна Санька пĕлтернĕ хăрушă хыпара та, Рамашран çыру килменни пирки те, хăй пăшăрханнипе çĕрĕпе çывăрманни çинчен те каласа пачĕ. Лешĕ вара пушшех хĕрсе кайрĕ, ачаран вăтанмасăрах, Санькăран та ирттерсе, пӳтсĕр сăмахсем каласа кăшкăрашрĕ.
— Кăтартăп эп вĕсене «капут!» — чышкипе вăрман енне юнарĕ вăл юлашкинчен.
Тарас, çак кăра çилĕллĕ вырăса нуçласа курна пек, тĕлĕнсе кайрĕ. Пĕлтĕр ялти пăлхав вăхăтĕнче паллашнăччĕ унпа Тарас, ун чух лайăх астуса юлчĕ пек вăл пич-чĕшĕн тусне. Пĕлтĕрхи пек мар халь Илюша, чăнах та, темле «Чугунок». Ун сасси те улшăннă. Сăнĕ темĕскер те пер каласа вăрçнă чух пăхма хăрушă.
Илюша, ача кăмăлне сиснĕ пек, сасартăк лăпланчĕ.
— Каçар, Тараска! Çав шакалсемпе çапăçмалла ĕнтĕ ман. Эс арçын вĕт, пысăклансах пыратăн. Пăх-ха, мана сăмса таран пулнă! — терĕ те вăл, Тараса хăй çумне туртса илчĕ.
— Арçын эс, — тепĕр хут каларĕ Илюша. — Арçын пулса итле, эппин. Ольăна каламарăм, аппуна каламарăм. Хĕрарăм макăрнине тӳсме пултараймастăп. Сана каласах пулать... Чăнах та, хурлăхлă хыпар пур, анчах тӳрех калам, Рамаш пирки ним те пĕлместĕп эпĕ. Пĕтĕм Хĕрлĕ Çар пирки суять Санька. Пĕгĕм çар мар... Чапаев пĕтнĕ, унпа пĕрле дивизи штабĕ, штабран пуçне тата нумай çын пĕтнĕ. Никам та çăлăнайман, теççĕ.
Тарас макăрса ямарĕ. Ун куçĕсем алчăраса кайрĕç, вăл сăмах та чĕнеймесĕр пăхса тăчĕ. Çавна курсан, Илюша хăй те хумхана пуçларĕ.
— Кутяков бригади пулман Лбищенскра. Мана Рамашран çыру çукки çеç пăлхантарать. Чапаев штабĕнче пулма пултарайман вĕт пиччӳ! — Тараса çухаран тытса силлесе кăшкăрчĕ Илюша.
— Штаба, политотдела куçарнăччĕ ăна, — терĕ Тарас ютшăннă сасăпа.
— И-е-ех!, бога-душу!.. — уласа ячĕ Чугунов.
Вăл Тарас çинчен çавăнтах маиса кайрĕ пулмалла. Яштах сиксе, урхамахĕ çине утланса ларчĕ, самантранах вара Тарас çул çинче пĕчченех тăрса юлчĕ.
Ял енчен тата пĕр вунă юланут килни курăнчĕ. Уттарса çеç килеççĕ. Калаçни илтĕнчĕ.
— Чугунока кĕтмеллеччĕ, — терĕ пĕри.
— Мĕн кĕтмелли! Çур сехетрен кĕтмесĕрех тапранăр, тесе хăварчĕ вĕт. Кустарар тӳрех Самлейне, — хистерĕ тепри.
Малти хирĕç пулнă ачаран хура юланутçа пирки ыйтрĕ. Тарас сăмах калаймарĕ, алăпа сулса çеç кăтартрĕ.
...Çавăнтанпах чупать Тарас. Тӳрех хир урлă. Якальне те, Куçминккана та кĕмесĕр, тахçан ашшĕ пĕчĕккĕ чух чупнă çулпа чупать.
Чупать Тарас. Кăшт сывлăш çавăрса канать те татах чупать. Пĕр шухăш çеç пуçра:
«Оля сасартăк пĕлсен, мĕн пулĕ!»
Хăй пирки шухăшламасть Тарас. Арçын вăл!
Макăрмарĕ Тарас Илюша умĕнче. Халĕ те макăрмасть вăл. Куççуль çеç хушăран капланса килет...
Шухăшсем
Прочитал от и до...
Your website, chuvash...
What if your website chuvash...
Your website, chuvash...
Elegir el mejor financiamiento inmediato...
Are you making the most of the potential...
What if your website chuvash...
Чăн чăнах та, сатира туйăмĕ Л...
Чăн чăнах та, сатира туйăмĕ Л...
Your website, chuvash...