Пирвайхи юрату :: Иккĕмĕш пайĕ
Кăнтăрла иртсен виçĕ сехетре, вăйă пĕтнине систерсе, отбой патăмăр. Хайхи Федя та тухрĕ. Тарăхса çитнĕскер, эпĕ ăна ятлама пуçларăм, вăл пур хăнк! та тумасть, кулать кăна. Пионерсен умĕнче харкашма юраманнипе лăпланмалла пулчĕ.
— Кайран калаçăпăр, Федя, — терĕм эпĕ.
Вăйă иртнине кĕскен пĕтĕçтертĕм те, пионерсене отрядсем тăрăх пухрăмăр.
«Взвейтесь кострами, сивие ночи,
Мы — пионеры, дети рабочих...»
юрра шăрантарса, перевоз патнелле утрăмăр.
Опасов юлташ Атăл урлă каялла та пирĕнпе пĕрлех каçрĕ.
— Вăйă мĕнле иртрĕ? — ыйтрĕ вăл.
— Чиперех, — терĕм эпĕ, Федя çине хаяррăн пăхса. — Йĕркеллех иртрĕ тес пулать...
Спасов юлташ кăмăлне хуçас килмерĕ.
12
Июль пуçламăшĕнче эпĕ, пĕр уйăха отпуск илсе, Мăнъяла таврăнтăм.
Пĕр кунхине пирĕн пата Плаки пырса кĕчĕ.
— Манăн килес, — терĕ вăл, мана курнипе куçне пуçне чăр-чар вылятса илчĕ, — Миша килнĕ-çке!
— Килнĕ-ха, — терĕм эпĕ.
— Килех, Плаки, килех, — сăмах хушрĕ анне, — ирт малалла...
— Кунта та юрать-ха, — терĕ вăл. — Эпĕ наччаслăха кăна. Атте çава туптатма ярас терĕ те, сирĕн те туптатмалла мар-ши тесе, кĕрсе пахаç терĕм...
— Тавтапуç хисеп тунăшăн, — терĕ анне. — Парса ярас пулĕ, ӳркенместĕн пулсан.
Анне çава илме тухрĕ, эпир Плакипе пĕр-пĕрин çине пăхса илтĕмĕр.
— Эсĕ Шупашкара куçнă тет-и, Миша? — ыйтрĕ вăл.
— Хĕллех куçнă.
— Аван пулĕ Шупашкарта?
— Аптрамасть.
— Çинçе пилĕклĕ майрасем те сахал мар пуль?
— Купипех, — терĕм эпĕ, Плаки манран тăрăхлайа шутланине асăрхаса. — Каç-каç бульвара тухсан, хыçалтан кĕшĕлтетсех çӳреççĕ...
— Хуларă пулĕ те, — терĕ Плаки, эпĕ хам унран тăрăхлама шутланине чухласа.
Кăшт кăна тăхтасан, Плаки каллех йĕкĕлтеме пуçларĕ:
— Леш Вăрманпуç хĕрĕпе — Иринăччĕ-и-ха вăл — ĕç тухмарĕ-и мĕн?
— Тухмарĕ, — терĕм эпĕ. — Тиркерĕ вăл мана.
— Нумай та пулмасть эпĕ ăна хамăр ялта курнăччĕ...
— Чăнах-и? — тӳсеймерĕм эпĕ. — Чăнах каларăн-и, Плаки?
— Чĕпĕтет-и? — кулкаларĕ Плаки. — Çавăн пек вĕрĕнтеççĕ сирĕн йышшисене...
Эпĕ Плакирен вăл Иринăна мĕнле курни çинчен тĕплĕрех ыйтса пĕлесшĕнччĕ, анне килсе кĕнипе, пирĕн калаçу татăлчĕ...
Тепĕр ирхине эпир Кольăпа пасара тухса утрăмăр. Коля та тин çеç Çĕрпӳрен каникула таврăннă. Вăл шурă костюмпа, çара пуçах тухнă. Вăшăл-вăшăл ăшă çил унăн сарă çӳçне вĕлкĕштерет... Кольăпа эпир каçхинех пасара кайма калаçса татăлнăччĕ. Пĕр тесен, Коля маншăн юратура тăшман пулчĕ ĕнтĕ. Нумай тарăхнă эпĕ ăна, сахал мар хурлантарнă вăл мана. Мăнкăмăллăхĕ те чуна килмест, çапах та эпĕ ăна темшĕн пуçĕпех путсĕр çын тесе калаймастăп. Пĕчĕкрен пĕрле çитĕннĕрен-ши? Çын усал тунине хирĕç усалпа тавăрма пĕлменни те пур-тăр çав манăн. Халь ак эпир каллех пĕрле. Утатпăр, хайхисем, тинĕс пек хумханса ларакан ыраш пуссипе. Çутçанталăк савăнăçлă пулнипе чун-чĕрере те ырă, утма та питĕ çăмăл.
— Миша, — сăмах хушрĕ юлташăм, — коммунизм обществинче пасара çуран çӳрекен пулать-ши? Эпĕ кулмасăр тусеймерĕм.
— Ан кул-ха, Миша, ман шутпала, кунта кулмалли нимĕн те çук.
— Мĕнле кулас мар! — хирĕçлерĕм эпĕ. — Коммунизмра мĕнле пасар пултăр тата?
— Эпĕ техника пирки каласшăн, — терĕ Коля, — коммунизмра техника çав тери вăйлă аталанать. Тен, ун чухне кашни çыннăнах хăйĕн самолечĕ е моторлă çунат пулĕ. Çавăн пек çунат кăкарать те этем хăйĕн çумне, вĕçтерет кирлĕ çĕре...
— Пулĕ, — килĕшрĕм эпĕ, Кольăн шухăшне ăнкарма пуçласан. — Техника пирки тĕрĕс шутлатăн... Тен, ун чухне Марспа Венера çине те вĕçме вĕренĕç, уйăх çине вĕçесси çинчен каламастăп та...
— Тен, чавашран та вĕçсе кăякансем пулĕç... — хушрĕ Коля.
— Пулма пултарать, — терĕм эпĕ. — Чăваш тени мĕнрен катăк вара?
Эпир шарламасăр утрăмăр...
Пасар пухăнса çитнĕ, халăх уяври пекех нумай. Пасар урамĕпе çаврăнса тухрăмăр тă сăра ĕçме тесе, столовăя кĕтĕмĕр. Икĕ курка сăра шӳтернĕ пăрçа илтĕмĕр.
— Вĕренме каяс тетĕп, Миша, кĕркунне, — терĕ Коля, пăрçа хыпнă май. — Эсĕ шутламастăн-и?
— Ăçта?
— Мускава, индустриллĕ педагогика институтне. Мĕн шутлатăн кун пирки?
— Мĕн шутламалли пур унта? — терĕм эпĕ. — Яраççĕ пулсан, каяс пулать...
Коля шӳтернĕ пăрçа хыпрĕ те, чăмласа ямасăрах, татах ыйтрĕ:
— Вĕренесси пирки эс хăв мĕн шутлан?
— Кам? Эпĕ-и?
— Эсĕ ĕнтĕ, тусăм, сан пирки сăмах, — кулкаласа каларĕ вăл. — Вĕренесси çинчен пачах мантăн-и вара? Вăтам шкултан та пулсан вĕренсе тухас пулать вĕт...
— Вăл манран çеç килмест-çке...
— Тата камран-ши?
— Павел апостолтан! — терĕм эпĕ, тарăхса. «Мĕншĕн тăрмалать-ха чĕреме? Эпĕ вĕреннипе вĕренменни мĕн тума кирлĕ ăна?..»
Столовăйран тухсан, Коля мана шалт тĕлĕнтерчĕ:
— Иринăна курас килет-и?
— Мĕнле Иринăна?
— Ирина Петровнăна çитĕ, — кулкаласа илчĕ вăл. — Килме кирлех вăл кунта. Ăçтан чăттăр-ха хĕрупраç тени çав хушă ялта пулман хыççăн та пасара тухмасăр? Атя, халăх хушшине кайса шырар.
Коля мĕнлерех калаçни килĕшсех каймарĕ, вăл манран мăшкăллас шут тытнă пекех туйăнчĕ. Хăтăрса та тăкас килчĕ ăна. Çапах килĕшмерĕм, — манăн Иринăна курас килнипе мĕн танлаштăр ĕнтĕ?
Эпир пасар урамĕсем тăрăх, ерипен утса, темиçе хут та тухрăмăр. Иксĕмĕр те куçа-пуçа чарса пăрахнă. Çук, Ирина куç тĕлне пулмарĕ... Хĕвел те каçалана чылай сулăннă, пасар та саланма пуçларĕ, Иринăна çав-çавах кураймарăмăр. Çӳресен-çӳресен, киле каяс терĕмĕр. Çул çинче те кашни хĕре Ирина мар-ши тесе пăхрăмăр. Эпĕ хыпса çунни кăлăхах пулчĕ...
Яла кĕрсен Кольăпа уйрăлтăмăр. Сиввĕн уйрăлтăм эп унпа, — Иринăпа тĕл пулайманнишĕн вăл айăплă пулнă пекех. Вăл килне кайрĕ, эпĕ çырма урлă каçрăм та хамăр тăкăрлăка кĕтĕм. Мана хирĕç, пуш витресем çакса, Плаки пырать.
— Пасартан-и, Миша? — терĕ хайхискер.
— Çавăнтан.
— Иринăна курса савăнтăн пулĕ апла?
— Мĕскер эсир пурте Иринăпа çулăхатăр? — хăтăрса илтĕм Плакине. — Эпĕ нимĕнле Иринăна та курман.
— Ан çиллен-ха, — йăпатрĕ Плаки, — эпĕ тăрăхласа каламастăп... Вĕсем çак тăкăрлăкпа тухнăранпа çур сехет те иртмерĕ пуль...
— Ан мăшкăлла!
— Тупата туршăн! — сăхсăхса илчĕ Плаки. — Суятăп пулсан, çакăнтах аçа çаптăр.
— Ирина кампаччĕ вара?
— Юнус Лисукĕпе. Сирĕн кил çине пăхса тăчĕç-тăчĕç те анкарти витĕр уя хухса кайрĕç.
— Лисукĕ ăçта кайрĕ, эппин?
— Ăсатма кайрĕ пуль...
Питĕ тарăхса пырса кĕтĕм киле Плакине курса калаçнă хыççăн. «Куçпа курсан та алăпа тытаймăн» тенĕ пек, Иринăна куçпа курма та пулмарĕ. Вăл эпĕ утнă çул çинчех пулнă вĕт-ха: пасара тухнă, пирĕн ялта пулнă, çитменнине хамăр анкарти витĕрех тухса кайнă. Çака ĕнтĕ типшар мар-и-ха? Хам та çав, айван, сĕтĕрĕнсе çӳрерĕм Коля хыççăн пасарта. Меншĕн вăхăтра уйрăлса кайма пĕлмерĕм-ха унран? Йĕппе çип мар-çке эпир Кольăпа, тепĕр тесен! «Плаки мана улталамарĕ-ши?» — -тесе те пăхрăм аптăранă енне.
Пӳртре анне курăнмарĕ. Унта-кунта пăхрăм, тĕпел кукрине пытăм. Вучахра пăтă хуранĕ лăкăртатса вĕрет.
— Эсĕ килнĕ-çке, Миша, — терĕ анне, алăкран кĕрсе.
— Килтĕм-ха, — терĕм эпĕ.
— Лапатка илсе килме пĕлмерĕн пулĕ пасартан?
— Мĕнле лапатка?
— Çава лапатки, — терĕ анне, — Плаки çава туптаса та килчĕ ав.
— Эсĕ аса илтермерĕн-çке пасара кайнă чухне...
— Арçыннăн хăйĕннех пĕлмелле пуль килте мĕн кирлине?
Анне тĕрĕс каларĕ: эпĕ илмесен, камăн илмеллеччĕ-ха ĕнтĕ? Лайăх мар пулчĕ. Эх, лапатка шухăшĕ пулнă-ши вара ман пуçра?
Эпĕ халĕ те-ха, акă, Иринăна пуçран кăларса ывăтаймастăп. «Мĕнле капла? Иринăпа Лисук туслашса кайни мĕне пĕлтерет? Мĕншĕн вĕсем пĕрле çӳреççĕ? Кушакпа йытă туслашсан, вĕсем повара хирĕç каварлашнине пĕлсех тăр! Кама хирĕç каварлашма пултараççĕ-ха Иринăпа Лисук?
Чистах аташса кайнă-çке эпĕ: Ирина та йытă мар, Лисук та кушак мар, — мана хирĕç каварлашас çук вĕсем!..» Чăнах та ахалех усал шутларăм хĕрсем çинчен...
13
Тепĕр ирхине ирех çырма-çаран çулма тухрăмăр. Кунта пĕтĕмпех çамрăксем: шап-шур тăхăннă хĕрсемпе çамрăк арăмсем уяври пек савăнаççĕ. Коля та кунта, Лисук та, Çтаппан арăмĕ Верук та... Канма ларсан, Верук хăйĕн йăс шăнкăрав пек сассипе пурне те тĕлĕнтерет.
«Утă çулма тухмăттăм,
Утă çулма тухмăттăм,
Çут çава сассине пит юратап,
Çут çава сассине пит юратап...»
— Ах, çав Верукăн сасси, — илтĕнет унтан та кун мĕнле пулма пĕлнĕ-ши?
Коля паккус йышăнчĕ, эпĕ те уй хыçне пырса тăтăм. Çави унăн хура çĕлен пек шăхăрать, паккусси пĕр тикĕс выртать. Эпĕ те вăй хурсах çулатăп, çавах та Кольăран юлнăçемĕн юлса пынă пек туйăнать. Хам хыçăмра кам çулса пынине пăхса илме те вăхăт çук. Çава вăштик-вăштик! тунине кăна илтетĕп. «Ах, намăс курас марччĕ-çке, юлăс марччĕ Кольăран...»
Коля паккус вĕçне тухрĕ. Эпĕ те пĕтĕм вăйпа ĕçлетĕп, хул вăйĕпе кăна мар, пĕтĕм пӳ вăйĕпе çулса пыратăп.
— Ну, мĕнле? — кулкаларĕ Коля. — Лайăх-и утă çулма?
— Питĕ аван! — терĕм эпĕ, çамка çине пăчăртатса тухнă тара шăлса. Ман хыçранах паккус вĕçне пике тухрĕ, вăл Верук пулчĕ иккен. Пирĕн çине пăхрĕ те йăл! кулса ячĕ.
— Питĕ маттур ĕçлетĕн-çке, Верук, — терĕм эпĕ.
— Пултарать вăл Верук, — хушрĕ Коля. — Йĕкĕт тупса парас пулать те-ха ăна...
Верук вăрт кăна çаврăнса пирĕнтен уйрăлса кайрĕ.
— Верук! — терĕм эпĕ, — мĕншĕн пăрахса хăваратăн пире?
Верук чĕнмерĕ, инçе мар ĕçлекен Лисук патне чупса пычĕ те унпа калаçма пуçларĕ.
Эпĕ шутларăм: «Вырăнсăр персе ячĕ Коля çак сăмаха. Кӳрентерме кирлĕ марччĕ Верука. Упăшкине аса илтерни çеç пулчĕ-çке ку! Ахаль те вăл пире айăплă тесе шутланă пуль те...»
Эпир Кольăпа çĕнĕ паккус йышăнтăмăр, чашлаттарса çулма пуçларăмăр... Малтан, ĕçлеме пуçласанах, мана йывăр пек туйăнчĕ. Каярахпа, хĕрсе çитсен, шăмшак та çăмăлланса кайрĕ, ĕçленĕçемĕн ĕçлес килекен пулчĕ. Ывăничченех утă çултăмăр вара. Кăнтăрлаччен Аслăвар çаранне пĕтĕмпех çулса тухрăмăр, киле кайса апат турăмăр. Апат хыççăн тавăрса типĕтрĕмĕр, валемсем турăмăр, утине шăпа ярса уйăртăмăр.
Апатран таврăннă чухне Лисука хуса çитрĕм. Вăл мана асăрхаман пек пулчĕ.
— Лисук, — терĕм эпĕ, ăна çитсе, — эсĕ мана паллами пултăн-и?
Лисук ман çине сăнавлăн пăхса илчĕ те, шăл витĕр каланă пек, тавăрса хучĕ:
— Мĕншĕн апла калатăн вара?
— Мĕншĕнне чухлатăн пуль. Иксĕмĕр курнăçманни мĕн чухлĕ пулать, халĕ аран-аран хуса çитрĕм те, эсĕ хăвна палламан çын пек тыткалатăн...
— Ах, каçар, — тăрăхласа каларĕ Лисук, — сан умăнта ташласа тăмаллаччĕ пулĕ те-ха, вăхăтра тавçăрса илеймерĕм-çке, «Юрату сăмсахĕнче» ташлани çитмерĕ-и мĕн?
Лисук капла «аланинчен тĕлĕнтĕм апĕ. «Мĕн пулнă-ха чăнах, ку Лисука? Капла тăрăхласа калаçнине пачах астумастăп-çке!..»
Эпĕ ăна аллинчен тытрăм. Лисук хирĕçмерĕ, аллине вĕçертесшĕн пулмарĕ. Манăн унран вĕсем пасарта Иринăпа пĕрле пулни çинчен ыйтса пĕлес килчĕ. Мĕншĕн-ха вĕсем пирĕн анкарти витĕр тухса кайнă?
— Каçар, Лисук, — пуçларăм эпĕ, — сана саламлама та манса кайнă...
— Мĕншĕн саламлатăн-ши?
— Совпартшкултан вĕренсе тухнă ятпа! Тавтапуç ырă сăмахшăн.
— Ĕçлеме ăçта ярасси паллă-и?
— Паллă мар-ха, — терĕ вăл.
Калаçса пынă хушăрах Лисук яшт пĕшкĕнсе илчĕ те ыраш хушшинчен кăн-кăвак утмăлтурат чечекне татрĕ. Çав чечеке вăл ман тута патне илсĕ пычĕ, çавăркаласа пăхрĕ те çапла каларĕ:
— Çакăн пек кăн-кăвак куçлă пикесене юратмасăр мĕнле тӳсме пулать-ха?
Кăшт кăна шухăшласа илтĕм те Лисукă çапла каларăм:
— Кăвак чечеке пăхни — кăвăк тӳпене аса илтерет, кăвак тӳпе такама та илĕртет ĕнтĕ... Мана хура куçлисем килĕшеççĕ.
— Ирина пеккисем-и?
— Ирина тенĕрен, — васкаса каларăм эпĕ, вăл ята Лисук хăй асăннипе савăнса, — эсир ĕнер Иринăпă пасара тухнă-и?
— Иринăпа пасара? — тĕлĕннĕ пек пучĕ вăл. — Тĕлĕкре те тĕлленмен!
Эпĕ шалтах аптрарăм. «Тăрăхламасть-и Лисук манран? Тен, Плаки улталарĕ? Кама ĕненес-ха ĕнте?»
— Мĕскер пуçна усрăн? — терĕ Лисук. — Ан кулян, эпĕ шӳтлесе çеç каларăм.
— Эппин, пирĕн анкарти витĕр те тухрăр-и?
— Пасарта та пĕрле çӳрерĕмĕр, сана нумай шырарăмăр. Эсĕ килтĕ пӳль тесе, Мăнъялă кĕтемер, тăкăрлăкпă сирĕн тĕле тухрăмăр. Иринăна сирĕн пахча витĕр Вăрманпуç çулĕ çине кăларса ятăм... Кунта ĕнтĕ чăпкăм суя та çук!
— Пасарта мĕнле тĕл пулмарăмăр вара?
— Пĕлместĕп, — терĕ Лисук, — эпир пĕрре те пытансă çӳремен...
Майăн Лисукран ыйтса пĕлмеллисем тата пурччĕ. Аслăвар патне çитнипе калăçма пулмарĕ.
— Çынсем пăхаççĕ пирĕн çине, — пӳлчĕ вăл сăмаха каçхине калаçăпăр... пирĕн тĕле пыр...
— Юрĕ, — терĕм эпĕ. Эпир халăх хушшине кĕтĕмĕр. Каллĕх хĕрӳ ĕç пуçланчĕ.
14
Хĕвел ансан эпĕ Лисук каланине аса илтем те ун панне кайма шутларăм. Анне эпĕ пуçтарăннине курчĕ, асăрхаттарса çапла каларĕ:
— Ытла нумай ан çӳре, эппин. Çанталăк уяр тăнă чухне, ыран пахча çулас тетĕп...
...Лисуксен хапхи çумĕнчи сак çинче хĕрсем лараççĕ. Вĕсем патне çитрĕм, хĕрсене алă парса тухрăм.
— Сирĕн сакка ăшăтма юрать-ши?
— Пирĕн сакки ахаль те сивĕ мар, ларса пăх килнĕ пек чухне, — ăшшăн кулса илчĕ Лисук.
Эпĕ Лисук çумне лартăм, хĕрсем мĕн калаçнине итлерĕм. Малтан вĕсем ун-кун çинчен калаçкаларĕç, кулмалли çук çĕртех кула-кула илчĕç.
Пирĕн пата Борисов çитсе тăчĕ:
— Мĕскер шăппăн ларатăр, шăпчăк чĕпписем мар пулĕ-çке?
— Сăмах пине çитрĕ пуль, — терĕç хĕрсем. Лисук уйрăмах пĕр чĕнмесĕр ларнине асăрхарăм.
— Вася, — терĕ Маруç Борисова, — лар-ха юнашар, ыйтса пĕлмелли пур санран.
— Мĕн-ши? — терĕ Борисов, Маруçпа Лисук хушшине ларса. Вăл мана тин палласа илчĕ.
— Миша! — савăнса кайрĕ вăл, — Александров юлташ, чăнах сана куратăп-и?
— Мана куратăн, — терĕм эпĕ, вăл тăснă алла чăмăртаса..
— Мĕн çăмăлпа çитрĕн Мăнъяла? Хăçан килтĕн? Нумай пурăнатăн-и?
— Ытла нумай ыйтатăн, — терĕм эпĕ кулса. — Хăш ыйтăвĕнчен пуçлас ответлеме?
— Пурпĕрех, — терĕ Борисов, — кирек хăшĕнчен пуçласан та юрать.
Эпĕ ăна отпуска килни çинчен пĕлтертĕм. Вăл вара Маруçпа Лисук хушшинчен тухса Лисукпа ман хушша кĕрсе ларчĕ.
— Ыран килтех пулатăн-и?
— Килтех, — терĕм эпĕ, — анне пахча çулас тетчĕ те...
— Ĕрçместĕн, апла пулсан! — терĕ Вася. — Вырсарникуна хăварăпăр, эппин...
«Мĕскер вырсарникунччен хăвармалла?» тесе ыйтма хатĕрленнĕччĕ кăна, ман сăмахăма Лисук пӳлчĕ:
— Вася, — терĕ вăл, — Улай Хĕлĕпне тытса кайнă теççĕ, тĕрĕсех-и вăл?
— Тĕрĕсех, — пуçне сулчĕ Борисов, — кооператива кĕçех пĕтеретчĕ вăл... Добров çине тăнипе тăрă шыв çине кăларчĕ те ăна...
— Мĕн хăтланнă вара вăл? — ыйтрĕ Лисук.
— Каласа та пĕтерес çук, — алă сулчĕ Вася. — Пĕр лавкка хуçипе çыхăнса кайнă та кооператива килекен чи лайăх таварсене ăна парса тăнă. Лешĕ вара çав таварсене хăй лавккинче хаклă хакпа сутнă. Тупăшне, паллах, çурмаран уйăрса тăнă...
Шухăшсем
Did you know that your website ch...
Прочитал от и до...
Your website, chuvash...
What if your website chuvash...
Your website, chuvash...
Elegir el mejor financiamiento inmediato...
Are you making the most of the potential...
What if your website chuvash...
Чăн чăнах та, сатира туйăмĕ Л...
Чăн чăнах та, сатира туйăмĕ Л...