Кăвак çĕмрен :: Стенькке-утаман мĕлки
Ĕлĕкхи ĕмĕрсен ĕлĕкхи кĕлетки
Куçăма курăнать аякран.
Çеçпĕл Мишши.
Укаслушăн çак кун питĕ йывăр пулчĕ. Кĕтмен çĕртен тăшманпа тĕл пулни, хаяр çапăçу, тусĕсене çухатни, ялти пуянсемпе пупсене вĕлерни...
Пуринчен ытла хĕр-полковнике çапăçу асра юлчĕ. Тискер çапăçу... Ун çинчен шухăшласа, Укаслу ырă кăмăллă Алюнова унпа пĕрле хусахсене янăшăн темиçе хутчен те тав турĕ. Тимофей хусах кăна мĕне тăрать! Вăрçă — ун тĕнчи. Вăрçă ĕçĕнче вăл — хĕрарăм яшка çакассине пĕлнĕ пекех... Вăл пулман-тăк, çапăçу мĕнле пĕтессине те калама йывăр... Çухату тата та нумайрах пуласси паллах ĕнтĕ.
Патька-патша ăна полковник ятне панипех çар çынни пулса тăма май çуккине Укаслу халĕ питĕ лайăх ăнланса илчĕ. Чăн-чăн çар çынни — хăй ĕçĕнчи ăста. Ку ăсталăха алла илме ăна Тимофей-хусах пулăшасса хĕр-полковник чунтан-чĕререн шанать.
Чăннипе калас пулать ĕнтĕ: çапăçу умĕн Тимофей-хусах вăл килĕшни-килĕшменнине пĕлмесĕрех ун ячĕпе хушусем пама тытăнсан, çара икĕ пая уйăрсан, хĕр-полковник чĕринче тарăху та çуралма пуçланăччĕ. Анчах халĕ ун пеккин йĕрĕ те юлман. Укаслу халĕ Тимофей-хусаха тав сăмахĕсĕр пуçне урăх нимĕн те калама пултараймасть. Паянтан пуçласа вăл вăрçă ăсталăхне унран вĕренсе пырĕ...
Эх, çухатусăр пулмарĕ çав çапăçу... Кашни çухату, паллах, этем чун-чĕрине суран пулса кĕрет. Эмир, Эмир, ырă кăмăллă чĕмсĕр каччă, ăна тĕл пулнă кунранпах патька-патша элчи тесе ĕненнĕ шанчăклă нукер. Сăваплă ĕçшĕн вăл пуринчен те малтан пуçне хӳчĕ.
— Эй, аслă Пӳлĕхçĕ, пулăш пире! Кун пек йывăр çухату ан кӳр ӳлĕмрен пĕрре те! — кĕлтурĕ Укаслу.
Эмире çав кунах Валтиел çăви çине чăваш йăли-йĕркипе пытарчĕç. Малтанласа Укаслупа юлташĕсем иккĕленсе те тăчĕç, тен, пĕр-пĕр тутара шыраса тупмалла мар-ши терĕç. «Çук, никама шырама та кирлĕ мар. Вăл — пирĕн юнташ, чăваш çарĕн нукерĕ. Пирĕнпе юнашар çапăçса пуç хунă. Çавăнпа хамăр пек чысласа пытарнинчен пахи ним те пулас çук!» — терĕ Ишмук. Унпа вара пурте килĕшрĕç...
Эмир тăпри çине çӳллĕ юпа лартрĕç. Юпине ăсталаканĕ Атлай пулчĕ. Вăл Эмирпе уйрăмах туслăччĕ, çавăнпа уншăн питĕ тăрăшрĕ: юпа çине чи малтан арçын сăнĕ касса кăларчĕ, унтан çӳлерех вара ырă ĕçшĕн, этем телейĕшĕн кĕрешсе пуç хунă паттăр паллине — ăмăрткайăка — ӳкерчĕ. Кайран тата, тин çеç пытарнă çыннăн чи çывăх тусĕ пулса, сывпуллашу юррине те вăлах юрларĕ:
Çĕрти çырла пиçнĕ чух,
Çĕртен-шывран уйрăлтăм.
Хурăн çырли пиçнĕ чух,
Хурăнташсенчен уйрăлтăм.
Манăн вăхăт çитрĕ,
Кĕрекене ăсатрĕç.
Хам пилĕкри пиçиххие
Йăрхаха çакса хăварăп.
Ман кĕрекене илсе тухнă,
Йăвантарăр-ярăр!
Йытта парăр,
Кушакка ан парăр!
Юлашки йĕркесене Эмир тусĕсем пурте пĕрле каласа хӳхлерĕç:
Тухатна, тухатна?
Тухас пулсан, халех тух!
Пыратна, пыратна?
Пырас пуслан, халех пыр!
Кун хыççăн вара масар çинче ĕçрĕç-çирĕç, хăйсен çĕре кĕнĕ юлташне вĕçĕмсĕр ырăпа асăнчĕç. Атлай, хăйне хуçа вырăнне тытса, кĕлĕ вуларĕ:
— Пил ту!
Сан умăнта пурте ытлăн-çитлĕн пултăр. Çакăнта, пирĕнпе пĕрле тăраничченех ĕçсе çи те хăв килне кай. Эпир пĕр турам пани те сана пĕр çăкăр пултăр. Масар пуçлăхин те, иртсе çӳрекенĕн те умĕнче пултăр.
Пил ту!
Ĕçсе-çи те килне кай...
Çынна пытарас йăла-йĕрке кашни халăхăнах хурлăхлă пуль çав ĕнтĕ. Эмир тăпри çинче унăн юнташĕсем чылайччен ларчĕç, пулни-иртнине аса илчĕç, тусне çăтмахра ĕмĕрлĕх телей сунчĕç. Ĕнтрĕк килсен вара яла кайма пуçтарăнчĕç, ура çине тăчĕç. Атлай юрă пуçларĕ:
Кайăк-кĕшĕк кĕр каять те çур килет,
Эсĕ пĕр кайсан килес çук.
Тӳпери çăлтăр хăçан пирĕн ума
Манит пулса анни пур?
Пирĕн тăван пĕр çĕр айне кĕрсен,
Хăçан арча усламçи пулса тухни пур?
Ыттисем те унпа пĕрле юрлама тытăнчĕç:
Калпак çуса çакрăм карлăк çине,
Хĕвел çӳле кайрĕ, типес çук.
Пирĕн юнташ кайрĕ уйрăлса,
Çыру çырсан çыру çитеç çук.
Вара, юрла-юрла, çăва çинчен тухса, ялалла утрĕç:
Урам тăрăх шур пӳрт лартрăм,
Чӳречисем умне пахча чĕртрĕм.
Пур кайăксем пурте пухăнчĕç,
Селемин-кайăкăн сасси çук.
Пур тăвансем пурте пухăнчĕç,
Манăн юнташăн çеç сасси çук...
Укаслу çарĕ Валтиелех çĕр каçма юлчĕ.
Çĕрле, çывăрма выртас тенĕ чухне, хĕр-полковнике çенĕ хурлăхлă хыпар пĕлтерчĕç: леш аманнă Ачакасси çынни, тăна кĕреймесĕрех вилсе кайнă.
Каллех çухату, каллех куляну... Укаслу тарăн шухăша путрĕ. Чи маттуррисем пуçĕсене хураççĕ. Эмир — унăн чи шанчăклă юнташĕсенчен пĕри. Ачакасси паттăрĕ тата... Вăл та патька-патша ĕçĕшĕн мĕн çĕре ӳкичченех кĕрешнĕ. Ыран тата кама черет çитĕ? Кам çĕре кĕрĕ? Кĕрешӳ çулĕ çинче — тата та хаяр çапăçусем. Çуттĕнче хуçи аслă Танкăр кама упраса хăварĕ, кама Эсрел аллине парĕ... Эх, телейлисен çĕршывне çитме çăмăл мар çав! Мĕн чухлĕ çичĕ ют, курайман тăшман...
«Епле-ха вĕсем патька-патша ирĕкне хирĕç пыма хăю çитереççĕ? — тĕлĕнсе шухăшларĕ Укаслу. — Епле хăрамаççĕ-ха? Хăйсен ирĕкĕпех çапла çӳреççĕ-ши?»
Вăл салтаксене аса илчĕ.
«Ара, вĕсем патька-патша пире, чăвашсене, ирĕк панине, хамăр йăла-йĕркепе, авалхи тĕнпе пурăнма чарманнине пĕлмелле-çке! Апла мĕншĕн Валтиеле килсе çынсене хĕсĕрлеме, мăшкăллама, вĕлерме тытăннă-ха вĕсем?..»
Укаслу вилнĕ салтаксене мĕнле пытарнине аса илчĕ. Валтиелсем вĕсене çаппа-çарамаслантарса, пĕççи-каççисенчен тытса выльăх масарне сĕтĕрсе кайрĕç те, тислĕк купи пек пĕр шăтăка ывтăнтарчĕç.
Халĕ, акă, салтаксем çинчен шухăшласа, шеллес тесе те шеллеймерĕ вĕсене Укаслу.
«Эпир мар, вĕсем пирĕн çĕр çине килнĕ. Эпир мар, вĕсем пире хĕсĕрленĕ, çаратнă, мăшкăлланă, — шухăшларĕ вăл. — Никам та чĕнмен вĕсене!.. Вĕсем кунта хăна пек мар, хуçа пек, каппайланса килнĕ, пире çын вырăнне хуман. Çук, ун пек йăх-яха урăхла вилĕм тивĕç те мар...»
Укаслу виççĕмĕш аманни, Асмантей патне çын ячĕ, вăл хăйне мĕнле туйнине пĕлсе килме хушрĕ.
— Чиперех туять, тăнĕ пур, сывалас пек! — пĕлтерчĕç ăна. — Эй, Пӳлĕхçĕ, эй, аслă Хайпӳрен! — кĕлтума тытăнчĕ хĕр, çакна илтсен. — Куна та пулин çуттĕнчерен ан уйăрăр. Ăна та пулин сыватсамăр. Эй, аслă Пихампар, упра пире! Патька-патшашăн çапăçма, телейлисен çĕршывне çитме сывлăх парсам!..
Юнашар çуртра Аçтăрхан, Атлай тата Ишмук çĕрĕпех калаçса ларчĕç.
— Мĕн тери лайăх çынччĕ вăл, — Эмира час-часах аса илчĕ Ишмук. — Эпĕ сахал мар тĕнче каснă: кам мĕнлине пĕрре курсах пĕлетĕп.
— Вилессе те чаплă вилĕмпе вилчĕ, — килĕшрĕ унпа Аçтăрхан. — Çапăçу хирĕнче. Патька-патша тăшманĕсене тĕп туса.
— Тĕрĕс калатăр. Эмир мĕн тери лайăх çын иккенне ман пек пĕлекенни те çук, — терĕ Атлай та. — Эпир унпа уйрăмах çывăхчĕ. Тем çинчен те калаçаттăмăр, ĕмĕтленеттĕмĕр. Кайран, патька-патша тăшманĕсене пурне те çĕнтерсен, тăван таврана пĕрле таврăнма шухăшлаттăмăр. Эх, ашшĕ килне çитсе курма турă çырман иккен ăна...
— Пуçа хурас-тăк, манăн та ун пек çапăçура, алла хĕç тытса, пуçа хурасчĕ! — кăшкăрсах каларĕ Аçтăрхан.
— Вилĕм çинчен тек калаçар мар, — чарчĕ ăна Ишмук. — Çапăçура паттăррăн пуç хуни, паллах, лайăх ĕнтĕ. Анчах... анчах çапăçура пулсан та эпĕ хама штыкпа чиктерес марччĕ тетĕп. Ыттисенчен хăрамастăп. Хĕçрен те, çĕмренрен те...
— Пĕрех мар-и вара сана?
— Пĕрех мар çав, — пуçне енчен-енне сулкаласа илчĕ Ишмук. — Ман кăкăра пĕрре салтак штыкĕ шăтарнă ĕнтĕ. Вăл мĕн сарлакăшне эпĕ лайăх пĕлетĕп. Тек шăтарттарас килмест.
— Хăравçă иккен эсĕ, — сиввĕн кулам пекки турĕ Аçтăрхан.
— Тĕрĕссипе каласан, чăнах та вилĕмрен хăратăп. Уйрăмах штыкпа чиксе вĕлересрен.
— Кашни вилĕмех хăрушă, — терĕ Атлай. — Мĕн каламалли пур, Лештĕнчере унта мĕнлине пĕри те пĕлместпĕр-иç.
— Тен, пирĕн пек патька-патша ĕçĕшĕн, телейшĕн кĕрешсе пуç хунисене унта пĕрре те япăх мар пулĕ?
— Кам пĕлет çав. Унтан никам та каялла таврăнман, мĕнлине каласа кăтартман.
Тепĕр кун ирхине Укаслу патне Валтиел йĕкĕчĕсем пычĕç те вĕсене те хăй çарне илме ыйтрĕç.
— Юрĕ, тусăмсем! — килĕштерчĕ вĕсене хĕр-полковник. — Пĕрле кайăпăр. Пĕтĕм Кĕтнепе Хырла тăрăхне патька-патша панă ирĕке çитерĕпĕр. Паянтан пуçласа, ку таврари чухăнсемпе тăлăхсем выçă пурăнма пăрахĕç.
— Хускалас! Ытти ялсене васкас! — терĕç пурте харăссăн. Çав вăхăтра Укаслу патне Ишмук пычĕ. Асмантей чиперех çĕр каçнине, сывалас енне кайнине, çавăнпа ăна çемçе курăк сарнă тăрантас çине хурса пĕрле илме юранине каларĕ.
Ку хыпар Укаслăва питĕ савăнтарчĕ. Вăл вара хăй çарне çула тухма хушрĕ.
Ял хĕрринче вĕсене хирĕç пĕр ватăлса супнă шурă сухаллă старик туйи çине таянса аран-аран утса пыратчĕ. Пичĕ-сăпачĕ тăртăнса пĕтнĕ, куçĕ-мĕнĕ йăлтах пĕркеленчĕк айне путнă.
— Чарăнăр-ха, чарăнăр! — хăйăлти сассипе вăйĕ çитнĕ таран кăшкăрчĕ вăл, — эсĕ пултăн-и, ачам, патька-патша утаманĕ, — терĕ сăмахĕсене чăмла-чăмла Укаслу патнех пырса. — Эх-тур, çамрăк-çке! Пил, ачам, пил сана!
— Тавах, асатте, — кăмăллăн сăмах хушрĕ Укаслу.
— Кĕтни çитрĕ иккен, ачамсем, — шухăша кайса калаçа пуçларĕ старик, — кĕтни çитрĕ иккен. Пирĕн утаман калатчĕ çав, хура халăха ирĕк паракан патша вилмен — килĕ, тетчĕ... Пил, ачамсем, сире!. Пил! Пурсăра та ват çын пилĕ...
Хĕвел пĕлĕтсем хыçĕнчен тухса тавралăха ăшă куллипе ăшăтса-савăнтарса ячĕ. Унăн пайăркисем улăм витнĕ çурт тăррисене, лапсăркка йăмрасен шăпăл-шăпăл çулçисене ылтăн тутипеле чуптурĕç. Тӳпе васкасах тĕрлĕ йышши пĕлĕтсенчен тасалма тытăнчĕ.
— Тавтапуç, асатте.
— Чим, тата каламалли пур, — терĕ старик. — Анчах мана ура çинче тăма йывăр. Ларам-ха эпĕ. Эс те манпа лар.
Старик ял хĕррине шурсухалсем валли ларма ятарласа хунă якалнă пĕрене çине пырса ларчĕ. Укаслу та, пăрахса кайса ăна кӳрентерес мар тесе, ун çумне пырса тĕршĕнчĕ.
— Эпĕ, акă, мĕн çинчен каласшăнччĕ, ачам, — терĕ старик.
— Пайтул çинчен илтнĕ-и эсĕ?
— Пайтул? Ара, вăл ĕлĕк-авал пурăннă паттăр, — хуравларĕ Укаслу тахçан аслашшĕ каласа панине аса илсе.
Ун чухне Стенькке ятлă хусах утаманĕ тискер патшана хирĕç кĕрешĕве çĕкленнĕ, хăй патне хресченсене, ирĕклĕхе юратакан паттăрсене чĕннĕ. Çĕршер-çĕршер чăваш çынни Стенькке утаман патне васканă, вĕсене пурне те Пайтул ятлă улăп пек паттăр ертсе пынă. Пайтул ертсе пынипе чăваш йĕкĕчĕсем тем тĕрлĕ чаплă ĕçсем тунă, пусмăрçăсене хӳтернĕ...
— Те ĕлĕк-авал, те çĕр çул ĕлĕкрех темелле ĕнтĕ, — иккĕленчĕ çав хушăра старик. — Эпĕ, ачам, Пайтул юнташĕ пулнă.
— Пайтул юнташĕ тетĕн-и? — тĕлĕнсех кайрĕ Укаслу. Вĕсен калаçăвĕ вăрăма кайнине курса, пĕрене патне йĕкĕтсем пухăна пуçларĕç. Хăйсен çарпуçĕпе шурсухал калаçăвĕ вĕсене те кăсăклантарчĕ.
— Стенькке утаман пире, чăвашсене, Чĕмпĕр патĕнчен каялла, тăван çĕре таврăнма, мĕнпур халăха кĕрешĕве çĕклеме хушрĕ, — калама тытăннăччĕ ун чухне старик. — Вăл хăй, Чĕмпĕре илнĕ хыççăн, Мускава кайма, унти тискер патшана тытса çакма, ун вырăнне чăн-чăн патшана, хура халăха ирĕк паракан патшана лартма шутлатчĕ. Эпир вара, чăвашсене пурне те ура çине тăратас тесе, Чĕмпĕр патĕнчен тăвалла кĕпĕрленсе тухрăмăр. Пире Пайтул паттăр ертсе пычĕ. Сирĕн пекех маттурччĕ, хăюллăччĕ, нимрен те хăрамастăмăр эпир. Хырла патне чиперех çитрĕмĕр. Хырла урлă каçас тенĕ чухне вара пире тискер патша çарĕсем хупăрласа илчĕç.
Старик пĕр саманта, сывлăш, çавăрас тенĕн, чарăнса тăчĕ. Пурте вăл малалла каласса кĕтрĕç.
— Тăшмансем пире Хырла урлă каçарса ярас мар, тенĕ. Вĕсем эпир Хырла ку енчи ялсене вăрçа çĕклесрен хăранă ĕнтĕ.
Каç пулса килчĕ. Пайтул хăй патне паттăрсене, çарпуçĕсене пухрĕ те: «Ну, туссем, мĕскер тăватпăр? Вăрçа кĕретпĕр-и, е чакса каятпăр-и?» — терĕ.
— Вăрçа кĕретпĕр! Тăшмана çĕмĕрсе, хамăр ялсем патне каçса каятпăр! — хуравларăмăр.
— Апла хатĕрленĕр. Ыран ирех тăшмана тапăнатпăр! — пĕлтерчĕ Пайтул.
Хам юнташсем патне кайиччен эпĕ Пайтула тата çапла каларăм. «Пайтул, тусăм, эпир санпа пĕрле ӳснĕ, Стенькке утаман патне пĕрле килнĕ. Анчах эсĕ халь — пиртен асли, пирĕншĕн ĕмпӳ пекех. Тăшман та çакна пĕлет тĕр. Çавăнпа вăл чи малтан сана тытса илес, пире пуçсăр хăварас тейĕ. Çавăнпа атя тăшмана улталар: юпăнчасене, утсене улăштарар», — терĕм.
— Э-э, çук, йĕксĕк тăшманран хăраса хам вырăна юнташа хăрушлăх умне тăратăп-и вара! — килĕшмерĕ Пайтул.
Анчах ытти çарпуçĕсем ман сăмаха ырларĕç. «Вăл тĕрĕс калать. Эсĕ пире кăна мар, Стенькке утамана та, ялсенчи пиншер-пиншер чăваш çыннине те кирлĕ. Тăшман сана тытса илсен, пирĕн çар сапаланса кайĕ, эсĕ пур чухне чăмăртанса тăрĕ», — терĕç.
Ирĕксĕрех килĕшрĕ вара Пайтул. Эпир юпăнчасене, утсе улăштартăмăр. Тепĕр кун ирех тăшман çине çĕмĕрсе кĕтĕмĕр. Анчах тăшман çарĕ вăйлăччĕ, йышлăччĕ. Вĕсем пире пăшалсемпе, тупăсемпе печĕç. Эпир пурĕпĕр чакмарăмăр, хĕçпе çапăçма тытăнтăмăр.
— Чĕрĕлле тытăр! Çав шурă лашаллине! Хĕрлĕ юпăнчаллине! — кăшкăрашрĕç тăшман çарпуçĕсем ман çине кăтартса. Вĕсем мана Пайтул вырăнне шутланă ĕнтĕ.
Чăнах та тăшмансем ман пата сăпса пек çыпăçрĕç. Эпĕ урса кайса çапăçрăм. Упа кашкăр кĕтĕвĕпе çапăçнă пек. Анчах эпĕ çапа-çапа ӳкернĕ кашни тăшман вырăнне вуншар тăшман пырса тăчĕ, ниçта тухма çук темиçе хут ункăна çавăрса илчĕ.
— Шыв урлă каçса кайăр! Усă курăр çак самантпа! — кăшкăртăм эпĕ Пайтула. Манăн хам вилсессĕн те юлташсене çăлас килчĕ.
— Шыв урлă каçса ĕлкĕрчĕç-и вара вĕсем? — чăтаймасăр ыйтрĕ Аçтăрхан.
Старик пуçне çĕклерĕ те ун çине нимĕн сăмах чĕнмесĕр пĕр самант пăхса ларчĕ.
— Çук, каçса каймарĕç, — терĕ юлашкинчен. — Пайтул сасси янăраса кайрĕ: «Тусăмсем, юнташа çапла тăшман аллине пăрахса хăваратпăр-и вара!..»
Мана тăшмансем вĕренпе яваклама та тытăннăччĕ ĕнтĕ, çав вăхăтра куратăп хайхи: шыв хĕррине çитнĕ Пайтул утне каялла çавăрать. Çиçĕм пек пырса çапрĕ вăл тăшмана. Хăй тĕлне пулнисене вĕлерсе пĕтерчĕ, ыттисем тарса кайрĕç. Эпĕ те вĕренрен хăтăлтăм.
— Вара пурте Хырла урлă каçса кайрăр-и? — каллех ыйтрĕ Аçтăрхан.
Шухăшсем
Прочитал от и до...
Your website, chuvash...
What if your website chuvash...
Your website, chuvash...
Elegir el mejor financiamiento inmediato...
Are you making the most of the potential...
What if your website chuvash...
Чăн чăнах та, сатира туйăмĕ Л...
Чăн чăнах та, сатира туйăмĕ Л...
Your website, chuvash...