Кăвак çĕмрен :: Стенькке-утаман мĕлки
— Çук, — терĕ старик. — Тăшман çарĕсем шыв патнелле каймалли çула хупласа хучĕç.
— Эсир мĕн турăр вара?
— Çав хушăра каç пулчĕ. Вара çапăçу чарăнчĕ. Ире кĕтме тытăнтăмăр. Эх, пĕлесчĕ сирĕн: йĕри-тавра тăшман кăвайчĕ çунатчĕ. Тӳпери çăлтăрсен шучĕ те çав кăвайтсенчен сахалтарахчĕ пуль. Эпир пурĕпĕр хăраса тăмарăмăр, тепĕр кун каллех хамăр тапăнтăмăр... Çапла виçĕ кун çапăçрăмăр. Тăваттăмĕш кунне вара, тăшмана сапаласа ярса, Хырла урлă каçрăмăр та тăшмантан татăлтăмăр.
— Кайран мĕн пулчĕ вара, мучи? — шăппăн ыйтрĕ Укаслу. Старик калавĕ ăна тарăн шухăша ячĕ.
— Кайран эпир чылай хушă тăшман пуçĕсене касрăмăр, — хуравларĕ шурсухал. — Хырла, Пăла, Кĕтне тăрăх, Çавалпа Сăр еннелле тухрăмăр. Пĕтĕм халăха çĕклерĕмĕр. Çав кĕрхи кунсене ĕмĕрне те манас çук. Тăшмана эпир ăçта кăна çĕмĕрмерĕмĕр пулĕ. Пирĕн çарта пин-пин чăвашчĕ. Пайтул пирĕн çулпуçĕччĕ...
Старик калаçма чарăнчĕ.
— Тата кайран? — ыйтрĕ Укаслу. Старик каласа кăтартни хальхи саманара тепре çаврăнса килнĕ пекех туйăнчĕ ăна.
Шурсухал ассăн сывласа илчĕ:
— Хĕле кĕнĕ чухне пирĕншĕн йывăр кунсем пуçланчĕç, — терĕ вăл. — Чăвашстана пур енчен те, тискер хура пĕлĕт пек, путсĕр патша çарĕсем килсе тулчĕç. Вĕсем тупăсемпе, пăшалсемпе. Эпир — хĕçсемпе те айпăлтасемпе тата сăнăсемпе те ухăсемпе çеç. Пĕтĕм чăваш çĕрне тăшман капланса килчĕ. Эпир çичĕ юта темиçе те çапа-çапа çĕмĕртĕмĕр, анчах пурне те пĕтереймерĕмĕр çав. Сутрĕç пире. Улталарĕç... Хĕллехи хаяр сивĕ кунсенче Пайтула ярса тытрĕç.
— Хăтараймарăр-и вара ăна? — кăшкăрсах ячĕ Аçтăрхан.
— Ан васка, — танлăн каларĕ старик. — Кашни калавăн хăйĕн тилхепи. — Вăл Аçтăрхан çине кăмăлсăррăн пăхса илчĕ. — Эсĕ, мĕн, эпир хамăр çарпуçне çапла тăшман аллинче хăварнă тесе шухăшлатăн-им?.. Çук, ачам, ун пекки пулма пултараймасть. Виççĕмĕш куне çĕрле эпир патша вăйпучĕ чарăннă çĕре çĕмĕрсе кĕтĕмĕр те Пайтула ирĕке кăлартăмăр. Вăл питĕ вăясăрланса çитнĕччĕ. Тăшмансем ăна выçă усранă, питĕ тискеррĕн асаплантарнă. Çавăншăн эпир тăшмансене пурне те ним юлми тураса тăкрăмăр...
— Малалла вара мĕскер пулчĕ? — татах ыйтрĕ Аçтăрхан.
— Анчах, тепре калатăп, пĕтĕм тăшмана пĕтереймерĕмĕр çав. Тата пирĕн Пайтула та ура çине тăратмаллаччĕ. Эпир вара Сăр вăрманне чакса кайрăмăр та юр кайма тытăниччен унта пурăнтăмăр. Пайтул часах ура çине тăчĕ. Вара, юр кайса пĕтсессĕнех, эпир тискер тăшман çарĕсене тепĕр хут пĕтерме тытăнтăмăр... Анчах...
— Мĕскер анчах? — старикрен ыйтрĕç темиçен пĕр харăс.
— Çавал шывĕ Атăла кĕрекен çĕрте патша салтакĕсем пĕр пысăк чăваш ялне ним юлми çунтарса янăччĕ. Эпир Çавал шывĕн хĕррипе пырса çав тăшман çарне тавăрас терĕмĕр. Питĕ хаяр çапăçу пулчĕ. Çавăн чухне Пайтула питĕ йывăр, питĕ йывăр амантрĕç.
— Çăлаймарăр-и вара? — шăппăн ыйтрĕ Укаслу.
— Çук, çăлаймарăмăр, — хурлăхлăн каларĕ шурсухал. — Хам ытамрах ĕмĕрлĕхе куçне хупрĕ Пайтул... Пĕтĕм чăваш çарĕ куççульпех йĕчĕ çавăн чухне. Анчах ним тума та çук. Лештĕнчене кайнă çынна каялла Çуттĕнчене çавăрса килейместĕн... Çавăнтах, Çавал шывĕ хĕрринех пытартăмăр вара эпир Пайтул паттăра. Питĕ пысăк сăрт турăмăр ун вилтăпри çине. Йĕкĕтсем хăйсен ялккасĕсемпе тăпра йăтрĕç. Пайтул сăрчĕ пулса тăчĕ çапла. Халĕ те пур вăл. Ура утнă чухне эпĕ унта темиçе хутчен те кайса килнĕччĕ, хамăн вилĕмсĕр юнташăма пуç тайса аслă турăсене асăнса чӳк тунăччĕ.
Старик пуçне усрĕ те, кулянса, нимĕн чĕнмесĕр чылайччен ларчĕ. Никам та, ыйту парса, ăна чăрмантарма хăяймарĕ.
— Пĕтерчĕç, Пайтул-паттăра та, Стенкке-утамана та пĕтерчĕç тăшмансем. Анчах эпир, чĕрĕ юлнисем, кĕрешме пăрахмарăмăр. Ура утнă чухне, алă хĕç тытнă чухне тăшмана ялан тĕп турăмăр. Стенькке-утаман каланине, хура халăха ирĕк паракан патша килмеллине эпир нихăçан та манман... Анчах ытла нумай кĕтмелле пулчĕ ăна. Тусăмсем пурте çапăçусенче пуçне хучĕç. Эпĕ, акă, пĕччен кăна тăрса юлтăм ĕнтĕ. Вăйăм та çук, çапах та вилес килмесчĕ ман. Хура халăха ирĕк паракан патшана кĕтсе илес тесе пурăнтăм.
Старик хăйне итлекенсене пăхса çаврăнчĕ.
— Халĕ ĕнтĕ, ачамсем, вилсен те юрать. Çăтмаха кайăп та тусăмсене, Пайтул-паттăра, Стенькке-утамана каласа кăтартăп, эсир кĕтни çитрĕ, хура халăх патши тупăнчĕ, тейĕп.
Старик шăпланчĕ. Пурте нимĕн чĕнмесĕр шухăша кайса тăчĕç.
— Мĕнлерехскерччĕ вăл Пайтул? — пĕлесшĕн пулчĕ Укаслу.
— Çап-çамрăкчĕ. Ытлашши çӳллех те мар, сарлака хул-çурăмлăччĕ. Вăйĕ вара... тем тума та çитетчĕ. Лаша таканне ик аллипе авасси уншăн нимĕн те марччĕ.
Старик пуçне çĕклесе, Укаслу çине сăнаса пăхрĕ.
— Пĕлетĕн-и, ачам, — терĕ, — тата вăл юрлама юрататчĕ.
— Юрлама? Юрăсем-и?
— Юрă юрлама çав. Эх, сасси епле уçă та янравлăччĕ унăн. Пĕр-пĕр ĕшнене канма чарăнсан юрласа яратчĕ те пĕтĕм вăрман ян та ян каятчĕ.
— Мĕнле юрăсем юрлатчĕ? Астумастăн-и?
— Эй, ачам, — ӳпкевлĕн хуравларĕ старик. — Астумасăр! Пайтул юррисене те астумасăр!
— Юрласа пар-ха, мучи, — ыйтма тытăнчĕç пурте.
— Юрлама-и? — тĕлĕнчĕ старик. — Вăйăм çук çав. — Унтан сасартăк килĕшрĕ: — Кăшт ĕнĕрсе пăхам эппин. Эсир те астуса юлăр. Пайтул юррисене ачусене пĕлтерĕр.
Старик тӳрленсе ларчĕ, аллисене чĕркуççийĕ çине хучĕ. Самантрах темĕнле çамрăкланнăн туйăнчĕ, унтан хăрăлти сассипе вăйсăррăн юрласа ячĕ.
Йĕрлерĕç те виçĕ кун,
Хăваларĕç çичĕ кун.
Тытатпăрах, терĕç пуль,
Çакатпăрах, терĕç пуль.
Пире паяр тупас çук
Сĕм вăрмансем пур чухне.
Пире вăйпут тытас çук
Пăши ури пур чухне.
Хупăрларĕç çичĕ хут,
Çапăçрăмăр виçĕ кун.
Çĕнтертĕмĕр, терĕç пуль,
Пĕтертĕмĕр, терĕç пуль.
Пире улпут çĕнес çук
Алра вут-хĕç пур чухне.
Пире никам çĕнес çук
Алра çĕмрен пур чухне.
Юрă вĕçленчĕ.
— Куна йăлтах асра тытса юлмалла, — терĕ Аçтăрхан. — Ку вăл — кĕрешӳ юрри.
— Килĕшрĕ-им, апла, ачамсем? — ыйтрĕ старик.
— Килĕшрĕ, килĕшрĕ! — хуравларĕç пурте.
— Апла сире Пайтулăн тепĕр юррине те юрласа парам. Старик паçăрхинчен те вăйсăртарах саспа юрлама тытăнчĕ:
Эй, çилсем, кăра çилсем,
Ăçта кăна çитместĕр-ши?..
Ăçта кăна пулмастăр-ши,
Эй, çилсем, кăра çилсем!..
Хумсем хыççăн чупатăр.
Кимĕсене лăскатăр.
Сирĕнпе эп вĕçĕттĕм,
Тӳпене çĕкленĕттĕм.
Атăл çинче, Сăр çинче,
Хырлапа Çавал çинче
Чарлан пек эп кумăттăм,
Ирĕкре çеç пурнăттăм.
Эй, çилсем, кăра çилсем,
Ма эсир йĕретĕр-ши?..
Ма чуна илетĕр-ши,
Эй, çилсем, кăра çилсем!..
Старик шăпланчĕ, пурин çине те вăйсăр куçĕпе пăхса çаврăнчĕ те пуçне çĕрелле усрĕ...
Хĕвел самаях çӳле хăпарчĕ. Кайма та вăхăт ĕнтĕ. Пурте старикпе сывпуллашрĕç те учĕсем патне чупрĕç.
Укаслу ватă çынна çĕре çитиех пуç тайрĕ.
— Тавтапуçах сана, мучи, калавушăн, юррусемшĕн, — терĕ. — Тавтапуçах çак тарана пурăнса çитнĕшĕн.
— Хăвăра телей сунатăп, ачамсем, — терĕ старик, ури çине тăрса. — Каяс çулăр такăр пултăр, ларас вырăнăр типĕ пултăр. Сирĕн пуçăр сывă пултăр, тăшман пуçĕ тĕп пултăр.
Вăл, туйи çине таянчĕ те, йĕркеленсе тăракан çарçыннисене куç илми пăхрĕ.
Çула хатĕр юланутçăсем Укаслу сăмахне кĕтрĕç. — Кайрăмăр! — терĕ хĕр-полковник, утне хускатса. Утлă çар çула тухрĕ.
— Сывă пул, мучи! — кăшкăрчĕ Укаслу, хыçалалла çаврăнса. Старик вĕсене ним чĕнмесĕр пăхса юлчĕ.
— Кам пулчĕ вара ку? — кăштах малалла кайсан, Валтиел çыннисенчен ыйтрĕ Укаслу.
— Кăшт ăсран тайăлнăскер вăл. Тем-тепĕр пулман япаласем каласа пама юратать. Хăшпĕр юмахсене те чăн пулнă тет. Пĕр çĕр çул каялла çак пирĕн таврара Стенькка ятлă питĕ вăйлă утаман çыннисем çӳренĕ, пуянсене вĕлернĕ, чухăнсене ирĕк панă. Хăвах илтрĕн пуль, вăл та вĕсемпе пĕрле çӳренĕ пулать.
Стенькке ятлă маттур утаман çинчен Укаслăва аслашшĕ те юмахсем ярса паратчĕ. Тахçанах пурăннă тет вăл. Çавна аса илчĕ те хĕр старик тăрса юлнă енне çаврăнса пăхрĕ.
Ватă мучи çаплах çул çинче тăрать. Сĕт пек шурă çӳçĕ унăн çилпе арпашăнса кайнă.
Асра юлмалли старик. Тен, вилес вырăнĕ çинчен тăрса вĕсене саламлама тухнă пулĕ вăл? Тен, паянхи кун уншăн юлашки пулать пулĕ?
— Тен, вăл калани пĕтĕмпех тĕрĕс те пулĕ? — хăй шухăшне пĕлтерчĕ Укаслу.
— Кам пĕлет çав, — терĕç валтиелсем. — Вăл вăхăтра эпир никам та пулман та-ха.
— Миçере вара вăл старик?
— Ăна та калама пĕлместпĕр. Çĕр çулхи ватăсем те ăна «мучи» теççĕ.
Калаçа-калаçа юланутçăсем çырманалла анса кайрĕç.
Юланутçăсем курăнми пуличченех старик çаплах хăй вырăнĕнче тăчĕ: хускалмасăр, сиккеленмесĕр, пуçне çӳлелле каçăртса. Вăл çынсене Стенькке-утаман çинчен калакан кивеле пĕлмен юмаха аса илтерчĕ, хăй те Стенькке-утаман мĕлки пек, хăй вăйне туйса илнĕ халăх сĕмĕ пек туйăнчĕ.
Юланутçăсем курăнми пулсан, ватă çын хуллен каялла çаврăнчĕ те килнелле пĕр утăм ярса пусрĕ. Тути хăйĕн вĕçĕмсĕр пăшăлтатрĕ:
— Кĕтни çитрĕ. Ахальтен кĕтмен иккен. Халĕ ĕнтĕ вилме те юрать...
Каласа пĕтереймерĕ, çав тери майĕпен тайăлса-тайăлса пычĕ те çĕрелле тĕшĕрĕлсе анчĕ.
Шухăшсем
Прочитал от и до...
Your website, chuvash...
What if your website chuvash...
Your website, chuvash...
Elegir el mejor financiamiento inmediato...
Are you making the most of the potential...
What if your website chuvash...
Чăн чăнах та, сатира туйăмĕ Л...
Чăн чăнах та, сатира туйăмĕ Л...
Your website, chuvash...