Кăвак çĕмрен :: Юлашки çапăçу
Лап-лап тăрăх чупнă чух,
Сăрса илчĕ куршанак.
Чун савнисем килес чух
Килсе тухрĕ çичĕ ют.
Юрăран.
Халиччен пулса, патька-патша сахал мар вилĕм курнă. Çапах та Укаслу çарĕнчи темиçе çын тăшман аллине лексе çав тери асапланса вилни ăна тарăн шухăша ячĕ. Вăл уйрăмах Асмантее манма пултараймарĕ. Ун патĕнче хăна пулни, ывăлне ят хуни, хăй пĕчĕк Упан аталăхĕ пулса тăни аса килчĕ.
«Акă, ман пĕчĕк Упа ашшĕсĕр тăрса юлчĕ, — шухăшларĕ Пăкачав. — Этем телей курма çуралать, теççĕ. Упа та пурнăçне телейлĕн пурăнса ирттерме çуралнă. Ашшĕне, амăшне савăнтарнă. Анчах халĕ ашшĕ çук ĕнтĕ унăн...»
Халĕ вăл, патька-патша, Упашăн ашшĕ ĕнтĕ. Аталăх йĕрки ăна çапла хушать. Анчах мĕн тума пултарĕ-ха вăл паян кун уншăн?
Аталăх йĕрки çинчен Пăкачав тахçанах, Дон шывĕ тăрăхĕнче пурăннă чухнех илтнĕ. Аталăх йĕрки Кавказри халăхсен те пур. Анчах паян кунччен вăл аталăхĕн пысăк пĕлтерĕшĕ пирки шухăшламанччĕ те. Паян вара çавна ăнланса илчĕ. Кашни этемĕн тĕрлĕрен тăшман пулать. Унсăр пуçне кашни этеме тем тĕрлĕ хăрушлăх кашни кĕтесрех кĕтет. Анчах епле пулсассăн та унăн йăхĕ малалла тăсăлмалла. Вара, вăл çĕре кĕрес пулсассăн, ун ачине аталăх пăхса ӳстерет, ашшĕн ĕçне малалла тăсаканĕ тăвать. Ачалăх вăл, урăхла каласан, иккĕмĕш атте. Чăн-чăн ашшĕ вилнĕ хыççăн вара ачашăн чи çывăх çын пулса тăмалла унăн.
«Эх, çывăхра пулсассăн Упана хампа пĕрле кăна илмелле те çав», — шухăшларĕ Пăкачав. Анчах ку шухăша вăл тӳрех пăрахăçларĕ. Юрамасть ачана Хăйпе илме. Мĕншĕн тесен ун çулĕ çйнче — пиншер инкек, унăн халĕ çавсене пурне те çĕнтермелле. Майра-патша салтакĕсем пиншерĕн-пиншерĕн ун хыççăн йĕрлеççĕ.
Пăкачав шухăшĕ урăх еннелле куçса кайрĕ. «Чи маттур, чи шанчăклă туссем çĕре кĕреççĕ, — шухăшларĕ вăл. — Тин кăна Асмантейпе унăн юнташĕсем пуçĕсене хучĕç. Çав çухату ан пултăр тесен мĕскер тумалла-ха манăн?» Чи пысăк инкек — пăлхавçăсем çар ĕçне кирлĕ пек пĕлменни. Чăн ĕнтĕ, вĕсем пусмăрçăсене чунтанах кураймаççĕ анчах, майра-патшаи лайăх хĕçпăшалланнă, вăрçăсенче пиçĕхнĕ çарне хирĕç уççăн тăма пултараймаççĕ çав. Эх, пĕр-пĕр çĕрте чарăнса тăрасчĕ те çарне вĕрентме тытăнасчĕ патька-патшан. Вара ун çарĕ никам çĕнейми пулмалла та çав...
«Вăхăт, вăхăт кирлĕ, — шухăшларĕ Пăкачав. — Чарăнса тăрасчĕ пĕр-пĕр хулара. Вăхăтлăха та пулин. Çар пухасчĕ. Çар ĕçне пĕлменнисене вĕрентесчĕ... Эх, мĕншĕн çакăн пирки вăл ĕлĕкех, Ейĕк çинче чухнех шухăшламан-ха? Ун чухне майĕ те, вăхăчĕ те пурччĕ. Пиншер-пиншер çынлă çар хыççăн çар хатĕрлеме пултарнă-çке-ха вăл ун чухне... Çав çарсем вара, Ейĕк çинчен Раççейĕн тĕрлĕ кĕтессине туха-туха кайса ирĕклĕхшĕн кĕрешме тытăннă пулĕччĕç... Эх, вăл çав хресченсемпе хусахсен вăйне ытларах шанчĕ пулать-ши вара?»
Çак шухăш патька-патша пуçĕнчен кая пĕлмерĕ. Вара вăл Дон шывĕ хĕрринелле кайма, унта çитсе, пĕр-пĕр çĕрте çирĕпленсе ларма шутларĕ.
Çурла уйăхĕн вĕçĕ.
Виçĕ кун умлă-хыçлах пăт-пат çумăр ӳккелерĕ. Малтанах Пăкачав савăннăччĕ — çумăр вăйлăн лашлаттарса янă пулсан, лӳшкенчĕк çулсемпе хăйне хыçалтанах хăваласа пыракан Михельсон пит малаллах каяйман пулĕччĕ. Анчах савăнни кăлăхах пулчĕ. Тӳпе кашни çумăр пĕрчине шелле-шелле кăна ӳкеркелерĕ. Çĕр пичĕ типшĕрсех тăчĕ. Паян, акă, çитменнине тата хĕвел те ирех пăхса ячĕ...
Пăкачав Чулхуларан пăрăнса кайрĕ, унта ăна Михельсон драгунĕсем хĕсĕрле пуçланăччĕ. Вăл Сальниково Ватага ятлă ял çывăхĕнче тапăра тăчĕ.
Дон хусахĕсем — хăйне çуратса ӳстернĕ ирĕк Дон хусахĕсем — пулăшмарĕç ăна. Темиçен тĕрлĕ кармансенчен ун енне каçнăччĕ, вĕсем те пулин, авă, виçĕмкун тупă кĕпçисене тем тепĕр тултарса лартса, таçта тарса кайнă.
Пăкачав каялла Ейĕк шывĕ çине кайма шухăшлать.
Унта вăл çунатне сарнă, унтисем ӳкме памĕç.
Паянлăха çынсене кантарĕ те ыран Атăл хĕррине тухĕ, вара урлă каçса, Ейĕк çине ӳкĕ. Унта çĕнĕ вăй пухĕ те вăл каллех анăçалла çул тытĕ.
Çапла шухăшласа ларатчĕ Пăкачав.
Анчах ĕмĕчĕ пурнăçланасси пулмарĕ унăн. Таврана тăратса тухнă хурал ушкăнĕсем ăна кăнтăрла çитеспе çурçĕр енчен Михельсон çарĕ килсе тухнине пĕлтерчĕç. Йĕрпех килет иккен, вĕшле йытă.
«Мĕн тумалла? — шухăш вĕлтлетсе иртрĕ Пăкачав пуçĕнче. Халиччен вăл пысăк çапăçу-мĕнрен пăрăнса пычĕ. — Тен, халĕ те пăрăнса каймалла мар-ши?..» Унтан вăл саспах кăшкăрса ячĕ:
— Çук, çитет вĕшле йытăран тарса пыни. Çитет. Çапса сирпĕтес пулать ăна. Чăтма çук пулса çитрĕ капла!
Пăкачав самантрах улшăнчĕ. Шухăша кайнă вăйсăр çынран тăруках тем те тума пултаракан чун-хаваллă çарпуçĕ пулса тăчĕ. Хулăм сассипе вăл утне илсе пыма хушрĕ, генералĕсемпе полковникĕсене çарне епле йĕркепе тăратса тухмаллине ăнлантара пуçларĕ.
Куçĕ çунать унăн. Сăнĕ тĕксĕм.
Вăштах сиксе утланчĕ Пăкачав илсе пынă учĕ çине. Çӳллĕ тĕмеске çине юрттарса хăпарчĕ те çарĕ, йĕркене тăрса, Михельсона хирĕç тухма хатĕрленнине сăнама тытăнчĕ.
Аслă утаман Андрей Овчинников ертсе пыракан Ейек хусахĕсен юлашки отрячĕ çапăçу йĕркине тăрса, сăрт çинелле юрттарса улăхрĕ, Чархула патĕнче пурăннă вырăс хресченĕсем çăмăллăн чупса пĕчĕк вĕтлĕх вăрман хĕррине çитрĕç, чăваш юланутçисем Атăл еннелле пăрăнса юртăпа кайрĕç, вĕсем Михельсон çарне аяк пĕрчинчен пырса çапмалла, тутарсемпе ирçесем тӳрем хирпе утса-чупса иртрĕç, юлашкинчен чи шанчăклă çарсем тĕмеске таврашне тупăсене сĕтĕрсе тухрĕç.
Нимĕнле вăйпа, нимĕнле ирĕкпе чарайми хаяр та юнлă çапăçу саманчĕ çывхарчĕ.
Драгунсем кĕтмен çĕртен сиксе тухрĕç те тупăсен енне çиçĕм пек чĕвĕнчĕç. Ахăртнех, патька-патша тупписене туртса илсе Пăкачавăн пĕтĕм çарне халсăрлатса хăварас тенĕ пулĕ хăй шучĕпе вĕшле йытă Михельсон.
Çумĕнче тăракан Иван Творогов генерал-поручике патька-патша çапла хушрĕ:
— Сапасри хусахсене ил те хирĕç кай! Тытса чар драгунсене! Ытла та иртĕхсе кайнă вĕсем.
Тытăçу пусланнă тĕле чăвашсем драгунсене аяккинчен пырса çапасса кĕтрĕ Пăкачав. Хир тăрăх сапаланса кайнă Ейĕк хусахĕсем те драгунсемпе Михельсонăн ытти çарĕ хушшине кĕрсе кайрĕç тесе шухăшларĕ вăл.
Генерал-поручик хусахсене илсе тухнă пулсан, çапла пулмаллаччĕ те. Михельсон ури тупанне çу сĕре-сĕре тарнă пулĕччĕ...
Анчах сапасри хусахсене илсе тухнă Творогов, драгунсене хирĕç каяс вырăнне, Пăкачав тăракан тĕмескерен иртрĕ те уçă хирте, тем пулнăн, чарăнса тăчĕ.
Çав вăхăтра Чумаков полковник ертсе пыракан Чархула вырăсĕсене драгунсен тепĕр ушкăнĕ пырса çапрĕ. Хресченсем паттăррăн çапăçаççĕ, анчах халиччен çапăçура пулманскерсем, драгунсем савăл пек хĕсĕне-хĕсĕне кĕнине чăтаймарĕç, сапаланса кая пуçларĕç. Творогов, ав, çаплах тăрать-ха, тăшмана тапăнмасть.
— Атакăла! — кăшкăрса ячĕ Пăкачав генерал-поручик хăйне илтеймессине пĕлетăркачах. — Атакăла!
Пăкачав лайăх курчĕ: Михельсон обозне туртса илме янă Ейĕк хусахĕсем лере тăшмана ăнăçлăн тустараççĕ, флангран драгунсене чăвашсем, тутарсем, ирçесем пырса çапнă. Кунта кăна тем ăнланса пĕтерме çук ĕç пулса иртет. Мĕншĕн унăн тĕп вăйĕсем, чи лайăх çарпуçĕсем ертсе пыракан отрядсем çапăçăва халĕ те кĕмеççĕ-ха? Кашни çарпуçнех хăш вăхăтра çапăçăва кĕмеллине лайăх каланăччĕ-çке вăл!
Пăкачав вара хĕçне йĕннинчен туртса кăларчĕ те утне тăшман еннелле хускатрĕ. Хăйĕн çарĕсене вăл атакăна хăй ертсе кайма шухăшларĕ. Анчах шăп та лăп çав вăхăтра таçтан унăн виçĕ утаманĕ сиктерсе тухрĕç, вĕсенчен пĕри тимĕр пек аллипе Пăкачав утне йĕвенĕнчен ярса тытрĕ:
— Пĕтрĕмĕр, государь! Тарас пулать! — кăшкăрашрĕ вăл. Пичĕ чалăшса сăнсăрланса кайнăччĕ унăн.
— Тасал! — хĕçĕпе сулма тăчĕ ун енне Пăкачав. — Сутăнчăксем! Атакăлас пулать! Тăшмана атакăлас пулать! Нимĕн те çухатман-ха эпир! Çĕнтерӳ — пиртех! Малалла! Ман хыççăн! — чĕнчĕ вăл. Анчах лешсем ăна йĕрти-тавра çавăрса илчĕç, хăйсен учĕсемпе ун утне Атăл еннелле хĕстере пуçларĕç.
— Пĕтрĕмĕр, государь! Пĕтрĕмĕр! — кăшкăрашрĕç вĕçĕмсĕр вĕсем.
Вĕсем Пăкачава ниепле те тĕп вăйсем патне кайма памарĕç. Енчен те хăйсен çарпуçĕ ертсе пынипе харăссăн тапăннă пулсассăн вĕсем паян Михельсона çĕнтеретчĕçех пулĕ.
— Сутăнчăксем! — кăшкăрчĕ Пăкачав. — Çара пăрахса таратăр! Сутăнчăксем! Халех каялла çаврăнăр! Халех ман хыççăн! Малалла!..
Пăкачавăн хĕçĕ аллинчен тухса ӳкрĕ, вăл вăйлă аллисемпе утаманĕсене сире-сире ячĕ.
Çав вăхăтра ун патне Сюльдяшов полковник сиктерсе çитрĕ, унăн сăнĕ-пичĕ те такама çилленнипе, те тарăхнипе урмăшса кайнă.
— Государь, пĕтрĕмĕр эпир! Пĕтрĕмĕр! — кăшкăрса ячĕ вăл хăй учĕпе Пăкачав утне Атăл еннелле пăрса.
Государь ăна та чышса сирпĕтрĕ, вара пĕр пĕчченех çапăçу пыракан еннелле утне чуптарчĕ.
Анчах вăл кая юлчĕ. Хресченсен çарĕсене çĕмĕрсе тăкса, драгунсем ним хускалми тăракан хусахсене пырса çапрĕç, халь тин çапăçу йĕркине патька-патша хăйне кирлĕ пек улăштарма пултараймарĕ ĕнтĕ...
— Утăрья-я-я! — кăппсăрса Укаслу хăй хыççăн чăвашсене çапăçу вутне ертсе кайрĕ.
— Утăрья-я-я! — кăшкăрчĕç пурте, ун хыççăн вĕçтерсе. Укаслу ут-урхамахĕ, çунат хушнă пек, малалла ыткăнчĕ.
Укаслу хăй те çунат хушнă пекех туйрĕ. Хăрасси-тăвасси çинчен нимĕн те шухăшламарĕ вăл. Хăй хыççăн, тытса чарайми хум пек, чăваш юланутçисем сиктерсе пынине туйни хĕр-полковникăн вăйне ӳстерчĕ.
Драгунсем вĕсене хирĕç çапăçу йĕркине тăрса тухаймарĕç. Васкаса, хăйсене пырса çапиччен йĕркеленме хăтланчĕç, анчах чăвашсем çывăхрах ĕнтĕ. Хăйпеле тăшман хушшине куçпа виçсе илчĕ те Укаслу ухăсене карăнтарма вăхăт çитнине ăнланчĕ. «Драгунсене çĕмрен çумăрĕ айне тумалла!»
Вăл утне чармасăрах, кăшт тӳрленсе ларчĕ те, уххнне карăнтарса туртса, хăйĕн Аванкай мучи туса панă кăвак çĕмренне вĕçтерсе ячĕ.
— Вшик! — илтсе юлчĕ вăл кăвак çĕмрен сассине.
— Вшик! Вшик! Вшик! — илтрĕ вăл хăй пуç тăрринче. Ун хыççăн пыракан юланутçăсем те ухăпа печĕç иккен.
«Çĕмрен сасси пит сахал-çке», — шухăшласа илме ĕлкĕрчĕ хĕр-полковник. Анчах çавăнтах хăй йăнăшнине ăнланчĕ: ара, вăл темĕн чухлĕ ут ури сассинче ăçтан ĕнтĕ пур çĕмрен сассине те илтейтĕр! Хăй пуç тăрринчен вĕçсе иртнисене илтсен те... Куçĕпе вара вăл çакна асăрхарĕ: чăваш юланутçисем пенĕ шутсăр çĕмрен хура пĕлĕт пек драгунсем енне вĕçрĕ, пĕр саманта тăшмана хупласа хучĕ.
Шухăшсем
Прочитал от и до...
Your website, chuvash...
What if your website chuvash...
Your website, chuvash...
Elegir el mejor financiamiento inmediato...
Are you making the most of the potential...
What if your website chuvash...
Чăн чăнах та, сатира туйăмĕ Л...
Чăн чăнах та, сатира туйăмĕ Л...
Your website, chuvash...