Кăвак çĕмрен :: Юлашки çапăçу
Чăваш юланутçисен атакине сирсе яма тесе çапăçу йĕркине тăма пуçланă драгунсем кутăн чакрĕç. Вĕсен учĕсем хыттăн кĕçенсе, чĕвен тăчĕç, ӳкрĕç...
Укаспу аллине тепĕр кăвак çĕмрен тытрĕ.
— Вшик! — вĕçсе кайрĕ каллех çĕмрен.
— Вшик! Вшик! Вшик! — вшиклетрĕç çĕмренсем. Каллех драгунсем çине хура пĕлĕт пек тирĕнтерчĕç.
Драгунсем хушшинче темиçе çурăк пулса тăчĕ, çав çурăксене чăваш юланутçисем кăшкăра-кăшкăра кĕрсе кайрĕç.
Чи хăрушă вăхăтра, тăшманпа тытăçса ӳкес чухне, Тимофей-хусах маларах вĕçтерсе тухрĕ те Сыхча турă пек хăй учĕпе Укаслăва хупларĕ. Вăл пуринчен те малтан хăйĕн йывăр хĕçĕпе курайман тăшмана тапăнчĕ. Ытарайми ырă çын — Тимофей-хусах, вăл çак тарана çитичченех Укаслушăн чи шанчăклă нукер та, вĕрентекенĕ те, сыхлавçă та пулчĕ.
«Паян маншăн хăрамалла мар, — шухăш вĕлтлетсе иртрĕ Укаслу пуçĕнче. — Халĕ эпĕ хамшăн хам тăма пултаратăп ĕнтĕ...»
Хаяр çапăçу пуçланса кайрĕ. Кашни хĕç сулăмĕ — е вилĕм, е суран. Никам никама та шеллесе тăрас çук кунта. Самантлăха пурте çапăçу шăв-шавĕнче çухалнă пек пулчĕç. Утсем кĕçенни, çынсем хаяррăн кăшкăрашни, хĕçсем чанклатни таврара хуçа пулса тăчĕ. Укаслу çарĕ драгунсене самантрах йĕри-тавралла хупăрласа илчĕ. Анчах лешсем те çапăçусенче пиçĕхнĕ, урса кайсах хирĕç тăчĕç, чакасси пирки шухăшламарĕç те.
Укаслу хĕрлĕ çӳçлĕ драгунпа тытăçса ӳкрĕ. Вĕсен хĕçĕсем пĕр-пĕринпе çапăнса тискер кайăк йĕнĕн чанклатса янăрарĕç. Ача чухне Пинер вĕрентни хĕр-полковнике çав тери юрарĕ: унăн хĕçĕ çĕлен пек авкаланса кăна тăчĕ, драгуна чĕрĕмлĕх те канăç памарĕ.
Юнашарах Укаслу юнташĕсем мĕлтлете-мĕлтлете иртрĕç, драгунсене хĕсрĕç те хĕсрĕç. Хĕрлĕ çӳçлĕ драгун та çакна туйрĕ пулас, сăсартăк утне çавăрчĕ те хыçалалла тарса кайма тытăнчĕ. Анчах ĕлкĕреймерĕ, Укаслу хĕçĕ ăна хулпуççинчен пырса çапрĕ те вăл, юнпа пĕвенсе, йывăррăн учĕн ури айне тĕшĕрĕлсе анчĕ.
Сасартăк Укаслу хăй умĕнчех Тимофей-хусаха виçĕ драгун хупăрласа илнине курчĕ. Лешĕ, мĕнпур вăйне пухса, вĕсен ункинчен тухма тăрăшать.
— Тимофей-хусах! — кăшкăрса ячĕ Укаслу çинçе сассипе. — Ан парăн! Пыратăп!
Вăл Тимофей-хусаха пулăшма ыткăнчĕ. Çав хушăра шакла пуçлă драгун, аяккинчен тапăнса, Тимофей-хусаха хĕçĕпе пуçĕнчен çапрĕ. «Ах! Пĕтрĕ!» — шухăшларĕ Укаслу. Анчах лешĕ ăна асăрхама ĕлкĕрчĕ: тахăш самантра учĕ айне шуса анчĕ те тĕпĕр енчен кăлтăрмач пек кусса тухса, драгуна аялтан çулелле çапрĕ. Лешĕ çавăнтах йăванса кайрĕ. Тимофей-хусах каллех учĕ çине сиксе ларчĕ, анчах хăйне кĕтекен ылтăн пакунлă тăшмана асăрхаса ĕлкĕреймерĕ пуль çав. Драгун, эхлетсе, ăна пуçĕ урлă çапрĕ...
— Тимофей-хусах! — ахлатнăн кăшкăрса ячĕ те Укаслу, хыçалтан сиктерсе тухса, учĕпе курайман тăшман лашине купарчинчен чыштарчĕ. Лешĕ сулăнса кайрĕ. Çав хушăраУкаслу хĕçĕ драгуна çурăмĕнчен яшлаттарчĕ.
Хĕр-полковник çарĕ хĕснине текех чăтса тăма çуккине драгунсем ăнланса илчĕç пулас, пĕрин хыççăн тепри учĕсене çавăра пуçларĕç. Вĕсем сăрт хыçне, çирĕп йĕркепе йĕркеленсе тăнă çуран салтаксен хӳттинелле чавтарчĕç.
Укаслу çерем çинче выртакан Тимофей-хусах умне чĕркуçленсе ларчĕ.
— Кала Алюнова, — пăшăлтатса илчĕ шанчăклă нукер, — вăл ыйтнине эпĕ нихăçан та манмарăм. Сана упраса хăварас тесе мĕн май пуррине пĕтĕмпех турăм. Анчах турă пире уйăрас терĕ пулас çав. Текех санпа юнашар çӳрес çук ĕнтĕ эпĕ, Укаслу-полковник... Упра хăвна... Ан ман, кала Алюнова эп вилнине...
— Çук, çук, вилместĕн, вилместĕн, Тимофей-хусах! — йĕрес вырăнне кăшкăрса ячĕ Укаслу.
— Çут тĕнчепе сывпуллашма тытăнтăм ĕнтĕ эпĕ, — терĕ ăна шăппăн Тимофей-хусах. — Сывă пул, Укаслу. Ан ман эпĕ мĕн вĕрентнине. Ним шутламасăр тăшман çине кĕрсе кайни паттăрлăх мар. Кам çĕнтерме пĕлет, çавă çеç паттăр...
Тимофей-хусах чĕрĕлеймессе пĕлчĕ пулсассăн та Укаслу ĕненесшĕн пулмарĕ. Ах, çакăн пек хаклă çын унран уйрăлмалла-шим ĕнтĕ вара?!
— Ан вил, Тимофей-хусах! Ан вил! Тархасшăн, ан вил! — йĕре-йĕре калаçрĕ вăл. Йывăр суранне питшăллипе çыхрĕ... Анчах паттăр хусах унăн юлашки сăмахне илтмерĕ ĕнтĕ. Кĕтмен çĕртенех тӳперен çумăр тăкăнса анчĕ. Патька-патшан шанчăклă çынни, Укаслу ертсе пыракан чăваш çарĕн ăслă та ырă кăмăллă тусĕ çĕре кĕнишĕн йĕчĕ пулмалла вăл...
Çав хушăра чăваш юланутçисем тĕк татнă пек таракан тăшманран юлмарĕç. Вĕсене хăйсен пĕчĕк çитĕнĕвĕ хавхалантарса ячĕ. Тен, кам пĕлет, ку вăл тăшман чеелĕхĕ çеçччĕ пуль. Çак çитĕнӳ кайран сиен те кӳме пултарĕ, анчах ун çинчен никам та шухăшламарĕ. Тен, Тимофей-хусах сывă пулнă-тăк тăшман чеелĕхне çийĕнчех палăртнă пулĕччĕ...
Чăвашсен çитĕнĕвне аталантарса яма вĕсен хыççăнах çапăçăва ирçесемпе тутарсем кĕмеллеччĕ. Вĕсене патька-патшан чи çывăх çыннисем ертсе пымалла. Анчах мĕн пулчĕ-ха вĕсене? Укаслу та, ытти чăваш юланутçисем те вĕсене курмарĕç-ха. Тем инкек мар пулĕ те?
Çӳллĕ сăрт умĕнчи тĕмескене йышăнчĕç те чăвашсем салтаксене тапăнма хатĕрленсе, тепĕр хут çапăçу йĕркине тăрса тухрĕç. Акă халĕ ĕнтĕ ирçесемпе тутарсем килсе çитмелле. Вĕсен пулăшăвĕ кирлĕ.
— Килеççĕ! Килеççĕ! Ирçесемпе тутарсем килеççĕ! — илтĕнсе кайрĕ темиçе çын сасси.
Чăвашсен тылĕнче тусан çĕкленчĕ. Юланутçăсен пысăках мар отрячĕ курăнса кайрĕ. Юланутçăсем хыççăн çуран çар çыннисем васкаççĕ. Вĕсен кăралĕ хĕвел çинче ялтăрать.
Чим, çуранçар çыннисен аллинче — пăшалсем. «Пăшаллă çар çыннисем пулмалла мар-çке ирçесемпе тутарсем хушшинче», — шухăшлама ĕлкĕрчĕ Укаслу. Çавăнтах такамăн сасси янăраса кайрĕ:
— Салтаксем! Тылра салтаксем!
Кусем тутарсем те, ирçесем те мар иккен. Кусем Михельсон салтакĕсем. Епле килсе тухнă вĕсем чăваш юланутçисем хыçне? Ара, унта патька-патша çарĕн иккĕмĕш хумĕ тăмаллаччĕ-иç! Укаслу нимĕн те ăнланса илеймерĕ. Такам хăраса кăшкăрса ячĕ:
— Пире хупăрласа илнĕ!
Çак самантра чăваш юланутçисем умĕнче тăракан салтаксем вĕсем çине атакăна кайрĕç. Хыçал енчен те тăшман çывхарать.
«Капкăна çаклантăмăр!» — вĕлтлетсе иртрĕ Укаслу пуçĕнче çиçĕм пек шухăш.
— Трах! Трах! — пăшал сасси илтĕнсе кайрĕ. Салтаксем аякранах переççĕ.
— Трах! Трах!
Темиçе чăваш учĕ çинчен персе анчĕç. Ыттисем çавăнтах уххисене ярса тытрĕç те хирĕç пеме тытăнчĕç. Анчах çĕмренсем тапăнса килекен салтаксем патне çитмесĕрех çĕре тăрăнчĕç.
— Пире капла пĕрин хыççăн теприне пере-пере пĕтереççĕ! — кăшкăрса ячĕ хăшместĕр.
Укаслу ним калама та пĕлеймерĕ.
— Салтаксене хăйсене тапăнмалла! Вĕсен ункине татса тухма тăрăшмалла! — кăшкăрчĕ каллех хăшместĕр.
Капла ним хускалмасăр тăма юраманниие Укаслу хăй те ăнланчĕ. Пурне те пăшалпа пере-пере ӳкереççĕ. Çынсем хирĕç тăраймасăрах пĕтеççĕ. «Тапăнмалла, халех тапăнмалла. Тен, çăлăнса тухăпăр!» — шухăшларĕ вăл. Пĕр самант та сая ярас мар тесе, чăвашсен хăйсен умĕнчи салтаксене тапăнмаллаччĕ. Эх, Тимофей-хусах кирлĕччĕ те çав Укаслăва çак самантра. Вăл хĕр-полковнике мĕн тумаллине тĕп-тĕрĕс каланă пулĕччĕ. Анчах вăл çĕре кĕнĕ ĕнтĕ, Укаслун халь хăйĕн мĕн тумаллине пĕлмелле. Вăл вара, урăхла шухаш турĕ, учĕсене çавăрас та хыçран килекенсем çине пырса кĕрес, вĕсен йĕркине тата-тата ха-мăрăннисем патне пырса тухас, терĕ. Ăна Атăл енче патька-патша çарĕ тăрассăн туйăнчĕ.
Анчах Атăл хĕрринче ку хушăра нимĕнле патша çарĕ те çукчĕ ĕнтĕ, пăлхавçăсем ушкăнăн-ушкăнăн сапаланса пĕтнĕ, чи хăюллисене тăшмансем хупăрла-хупăрла илнĕ. Анчах Укаслу куна пĕлме пултарайман çав. Çавăн пирки йăнăш турĕ те ĕнтĕ вăл.
Учĕсене каялла çавăрнă хушăра чăвашсене тăшман кĕтсе илме хатĕрленсе тăма ĕлкĕрчĕ.
— Трах! Трах! Трах! — харăссăн пăшал пени илтĕнсе кайрĕ.
Пăшал сасси кĕтмен çĕртен пек илтĕнчĕ хĕр-çарпуçне. Юнашарта сиктерсе пыракан чăваш каччи йĕнерĕ çинчен йывăррăн шуса анчĕ. Учĕ, хыттăн кĕçенсе, Укаслу хыççăн ыткăнчĕ.
Ухăпа пеме халь тин вăхăт пулмарĕ ĕнтĕ. Юланутçăсем хĕçĕсене турта-турта кăларчĕç те çӳле çĕклерĕç.
— Утăрья-я! — хăрушă саспа кăшкăрса ячĕ Укаслу. Унăн куçĕ вутпа çунчĕ. Вăл хăй утне васкатрĕ те васкатрĕ, хĕçĕн сулăмне тăшман пуçĕ çине антарма хăçан вăхăт çитĕ-ши тесе кĕтрĕ. Çав тери нумай вăхăт иртнĕ пек туйăнчĕ. Тĕрĕссипе темиçе чĕрĕм çеç иртрĕ-ха. Акă ĕнтĕ, акă ĕнте хĕçе курайман тăшман пуçĕ çинелле сулма та юрать.
— Ш-ш-ши! — сас кăларчĕ хĕçĕ тăшман пуçĕ çине ӳксе.
— Утăрья-я! — кăшкăрчĕç юланутçăсем пĕрин хыççăн тепри хĕçне сула-сула.
Тăшмансăр пуçне урăх ним те курмарĕ Укаслу. Шт! Шт! çапрĕ вăл хĕçĕпе. Сасартăк хайхискер хăй уçă вырăна сиктерсе тухнине асăрхарĕ. Салтаксем ытла нумайăнах та пулман иккен. Укаслу çакна кĕтнĕччĕ те ĕнтĕ. Анчах... анчах тени çав. Укаслу тӳрех асăрхарĕ, вĕсем çине, хĕçĕсене çĕклесе, драгунсем вĕçтерсе пыраççĕ. Чăвашсем каллех унка лекрĕç.
— Эй, Çӳлти Турă, пулăш пире! — теме çеç ĕлкĕрчĕ Укаслу. Утсем пĕр-пĕрне пырса çапрĕç, хĕçсем чанклатрĕç. Икĕ утлă çар çапăçу пуçласа ячĕç. Драгунсем нумайăнччĕ. Лайăх вĕренсе, çапăçусенче пиçĕхнĕскерсем вĕсем е тапăнса е чака-чака кайрĕç, чăвашсене хăйсем хушшипе ниепле те ирттерсе ямарĕç.
Атлай, Укаслуран сулахайра тăрса, курайман тăшмансемпе урса кайсах çапăçрĕ. Икĕ куçĕ те унăн шĕл-кăвар пек çиçетчĕç, пичĕ юнпа вараланнăччĕ. Хăй вăл тискер кайăк пекех курăнатчĕ. Тăшмансем унран, халертан хăранă пек, тара-тара каятчĕç. Вăл хĕçĕпе пĕрре сулахаялла, тепре сылтăмалла çапатчĕ, драгунсен ункинчен тухас текенсене малалла та малалла илсе пыратчĕ.
Сасартăк Укаслу хăиĕнчен сулахайра çапăçу шавĕ лăпланнине туйрĕ. «Атлай каярах тăрса юлчĕ-ши?» — вĕлтлетсе иртрĕ ун пуçĕнче шухăш. Çав хушăра ун патне, тăшмансене сире-сире, темиçе юланутçăпа пĕрле хăшместĕр çывхарчĕ.
— Атлая вĕлерчĕç! — терĕ вăл, хăй çине хăнкăла пек сĕкĕнекен сарă мăйăхлă драгуна мăйĕнчен яшлаттарнă май. — Эпир питĕ сахалăн юлтăмăр. Епле пулсан та пирĕн çак ункăран тухас пулать! Ушкăнпа! Ушкăнпа тапăнăр! — хушрĕ вăл хăй хыççăн пыракансене.
Чĕрĕ юлнă чăвашсен юланутçисем Укаслупа хăшместĕр хыççăн ыткăнчĕç. Вĕсем хăйсен çулĕ çине тухнă драгунсен ушкăнне тĕрлĕ еннелле çапса сирпĕтрĕç те, ытти салтаксенчен май çитнĕ таран пăрăнма тăрăшса, Атăл еннелле сиккипе вĕçтерчĕç...
Шухăшсем
Прочитал от и до...
Your website, chuvash...
What if your website chuvash...
Your website, chuvash...
Elegir el mejor financiamiento inmediato...
Are you making the most of the potential...
What if your website chuvash...
Чăн чăнах та, сатира туйăмĕ Л...
Чăн чăнах та, сатира туйăмĕ Л...
Your website, chuvash...