Ĕмĕр сакки сарлака. 1-мĕш кĕнеке :: Виççĕмĕш пайĕ
Вырăссем патне кăнтăрла иртсен икĕ сехет тĕлнелле çитрĕ вал. Упăшки ĕçрен таврăнман пулин те, Дуся ăна тăван шăллĕ пекех йышăнчĕ. Темшĕн ăна ку кил пĕлĕш кил пек, ку хĕрарăм тăван хĕрарăм пек туйăнчĕ.
— Ялти шкулта мĕне вĕрентнĕ сире? — ыйтрĕ Дуся, сăмах пуçарса.
— Арифметикăна. Кăштах вырăс чĕлхипе грамматикине. Турă саккунĕсене тата чиркӳ йĕркисене пăхăнмалли çинчен.
Дуся, шкулта ытларах турă йĕркисене вĕрентнине пĕлсен, Микула, шкултисĕр пуçне, тата мĕнле кĕнекесем вуланине ыйтса пĕлме тăрăшрĕ. Микула сăваплă çынсен пурнăçĕ çинчен çырнă кĕнекесен ятне асăнчĕ. Вырăс писателĕсен кĕнекисене сахал вуланă вăл. Кун хыççăн Дуся чăваш хĕрарăмĕсен пурнăçĕпе йăлисем çинчен ыйтрĕ.
Кăнтăрла иртсе тăватă сехет тĕлнелле Кузнецов ĕçрен таврăнчĕ.
— Николай Степанович килнĕ-çке! Эпĕ кĕмесĕрех каятăр пулĕ тесе шухăшланăччĕ, ― терĕ вăл хавасланса.
— Сăмах панă япала, кĕмесĕр ма каятăп-ши!
— Ку тата авантарах, Николай Степанович. Сăмах çине тăрасси вырăс халăхĕн чи аслă кăмăлĕ. Чăвашсем те çавах пулас!.. Ну, суд мĕнле иртрĕ?
— Эсир каланă пекех, Леонид Сергеевич!
— Мĕнле апла?
— Пишсене те, утрава тара илме шанса, укçине Михха панă.
— Куртăр-и ĕнтĕ?.. Суд мĕн тесе йышăнчĕ?
— Ĕçе тепĕр чухне пăхса тухма йышăнчĕ, ваккатсемпе уполномоченнăйсем хăйсем ыйтрĕç те.
— Каларăм-и сире?
— Çапла, Леонид Сергеевич, каларăр... Анчах вĕсем тĕрĕс турĕç тес килет.
— Тĕрĕс? Хăш енчен?
— Вĕсем утравăн планĕ çук терĕç. Ку тĕрĕс те ĕнтĕ. — Кузнецов кулса ячĕ. Микула, кăштах кӳренсе:
— Ăнланмастăп, Леонид Сергеевич, мĕнрен кулатăр эсир? Ман шутпа, кулăшли нимĕн те çук унта? — терĕ.
— Каçарăр, тархасшăн, Николай Степанович, — кулма чарăнса каларĕ Кузнецов. — Эпĕ сире кӳрентересшĕн марччĕ. Кунта, чăнах та, ним кулмалли те çук. Макăрни килĕшӳллĕрех!
— Ĕнтĕ пуçĕллех нимĕн те ăнланмастăн, Леонид Сергеевич!
— Халех ăнланăр, Николай Степанович, — чăнласа калама пуçларĕ Кузнецов: — Эсир, мĕн, план кирлине ваккатсем халиччен пĕлмен тесе шутлатăр-и? Çук, вĕсем ăна малтанах пĕлнĕ. Ĕненĕр, Николай Степанович, суд хăçан пулассине пĕлтернĕренпе икĕ уйăх ытла иртнĕ, çак вăхăтра вĕсем, мишавая чĕнсе, утрава план çине ӳкерме те ĕлкĕретчĕç. Ăна туман пулсан, план çукки вĕсемшĕн ĕçе тăсмалли сăлтав çеç. Тепринче каллех мĕнле те пулин сăлтав шыраса тупĕç. Çав хушăра эсир утрава Миххана тара парăр. Тĕрĕссипе, эсир утрав пуçĕпех Михха аллине куçичченех судлашăр! Акă ăçта, Николай Степанович, кулăш та, куççулĕ те!
Кузнецовăн витĕмлĕ сăмахĕсем Микулана ытларах та ытларах ĕнентерчĕç. Çаплах парăнас килмерĕ унăн.
— Ниепле те тăна кĕрсе çитейместĕп, Леонид Сергеевич... Мĕнле-ха, çав тери хисеплĕ, прихучĕпе ăстăнлă çынсем çав ултава сисме пултарайман?
— Ан хăрăр, вĕсене никам та улталаман. Миххана вĕсем пĕлсех пулăшаççĕ. Уншăн хăйсене тивĕçлине те илĕç. Ахальтен мар сирĕн аçуна сиресшĕн пулнă вĕсем, пур ĕçе те сирĕнтен вăрттăн тума тăрăшнă.
— Унашкал нихăçан та пулас çук! — кĕтмен çĕртен хĕрӳленчĕ Микула.
— Мĕн пулас çук?
— Утрав нихăçан та Миххан пулас çук!
— Мĕнле майпа?
— Эсир ман куçа уçрăр!
— Апла тесен ĕнентĕр-и?
— Ĕнентĕм, Леонид Сергеевич! Киле таврăнсанах пуху пуçтарăпăр та пĕтĕмпех тăрă шыв çине кăларăп!
Микула хĕрӳленни Кузнецова килĕшрĕ.
— Ку шухăшсем аван, Николай Степанович... Анчах ытти хресченсем ĕненĕç-и сире?
— Ĕненĕç! — хĕрӳллĕн хуравларĕ Микула.
— Юрĕ, ĕненĕç тейĕпĕр. Анчах Миххана хирĕç тухма хăрушшине хăвăр пĕлетĕр-çке?..
— Пултăр! Пурпĕр тăрă шыв çине кăларăп! Пухура ĕç тухмасан, хут çыратăп!
— Кам патне?
Микула труках çăварне шыв шыпнă пек пулса ларчĕ. Уретникпе земский начальник те Михха хутне кĕнине аса илчĕ.
Кузнецов кăштах тăхтанă хыççăн:
— Николай Степанович, эпĕ сире акă мĕн астутарасшăн: сирĕн утрава Михха туртса илме шут тытнă пулсан, туртса илетех. Халь тĕнче çавăн çинче тарать, — терĕ.
— Апла тесен, тĕнчере терĕслĕх çук? ―ассăн сывласа илчĕ Микула.
— Эпĕ унашкал каламарăм сире. Тĕрĕслĕх çук мар. Вăл пур.
— Ăçта вăл? — çĕнĕрен чун-чĕрĕлчĕ Микула.
— Кун çинчен пĕр сăмахпа каласа пама хĕн, Николай Степанович.
Микула ирĕксĕрех иртнĕ каç калаçнисене аса илчĕ. Ун чухне те Кузнецов шухăшĕсене вĕçлемесĕр чарăнчĕ.
— Леонид Сергеевич, тӳрĕ каласан çилленместĕр-и?
— Тархасшăн, калăр.
— Иртнĕ каçранпах туятăп, эсир тем пытаратăр манран, калас сăмаха каламасăр тăратăр. Пурпĕрех ăнланас çук тетĕр пулмалла?
— Тĕрĕслĕх çинчен сăмах хускатиччен, пирĕн калаçса татăлмалли пур, Николай Степанович. Эсир киле хăçан каясшăн?
— Хăçан та хăçан сирĕн сăмахсене итлесе пĕтеретĕп, çавăн чухне каятăп!
— Питĕ аван! — терĕ те Кузнецов кăшт шухăша кайса ларчĕ.
Ку таранччен ăна рабочисем хушшинче çеç ĕçлеме тивнĕ. Вĕсен ретĕнче те тĕрлĕ çын пур: пĕлекеннисемпе пĕлменнисем те, малта пыракан шухăшлисемпе кайра пыракан шухăшлисем те... Анчах рабочисем хăйсен интересĕшĕн пыракан революцилле кĕрешĕвĕн идейине хăвăртрах ăнланаççĕ. Халь ун умĕнче нумай миллионлă хресченсен, Хусан кĕпĕрнинче пурăнакан кая юлнă вырăс мар нацин представителĕ ларать. Вăл хут пĕлет, çав вăхăтрах сĕм-тĕттĕм. Тĕрĕслĕхе тупма ĕмĕтленет, пуянсене чĕререн кураймасть. Çав вăхăтрах унăн çĕр пур, харпăр хăй хуçалăхпа пурăнас кăмăл-шухăшлă çитĕннĕ. Кунашкал çынна йăнăшрах ăнлантарсан хăратма, рабочи класăн çулĕпе пырасран пăрса яма пулать. Тĕрĕс те витĕмлĕ ăнлантарсан, вăл хăй халăхĕ революцилле юхăма хутшăннă çĕрте кирлĕ çынах пулĕ. Кузнецовсене вырăс мар нациллĕ халăхсем хушшинче революцилле ĕç тăвакансем питĕ кирлĕ. Вĕсене рабочи класăн революцилле юхăмĕнчен айккине тăратса хăварма юрамасть. Анчах мĕнле майпа, кĕске вăхăтра историлле нумай событисем çинчен каласа парса, ăна кăштах та пулин тĕрĕс çул çине кĕртсе ярас? Юлашкинчен Кузнецов ăнланмалла чĕлхепе, класлă общество мĕнле аталанса кайнинчен пуçласа, обществăлла пĕр формацинчен тепĕр формаци çине куçса, çула май Разинпа Пугачев çинчен, вĕсем мĕншĕн çĕнтерме пултарайманни çинчен каласа пачĕ. Çав хушăрах, Микула ăнланнипе ăнланманнине тĕрĕслесшĕн, ыйтусем пачĕ. Лешĕ тĕлĕнмелле аван ăнланса пынине ĕненсен, тата тимлĕрех калама тăрăшрĕ. Раççейри хальхи лару-тăру çинчен, рабочи класпа унăн ролĕ çинчен каларĕ. Сыхланарах пулсан та, рабочи класăн революцилле юхăма ертсе пыракан организацийĕ пурри çинчен те пĕлтерчĕ.
— Вăт çакнашкал, Николай Степанович, влаçа рабочисемпе хресченсем хăйсен аллине илсен, пирĕн тĕреслĕх, рабочипе хресчен тĕрĕслĕхĕ çитĕ! — тесе вĕçлерĕ сăмахне Кузнецов.
— Хăçан çитĕ вăл? — чĕрине çулăмлантаракан хыпара пĕлесшĕн ыйтрĕ Микула.
— Хăçан çитесси çинчен татăклăнах каласа пама пултараймастăп. Тен, уншăн нумай юн юхтарма тивĕ. Анчах вăл пурпĕр çитĕ!
Тепĕр ирхине, Микулапа иккĕшĕ килтен тухса кайма хатĕрленсен, Дуся юнашарти пӳлĕмрен михĕ йăтса тухрĕ те:
— Николай Степанович, ывăлу валли пирĕнтен кучченеç йышăнăр-ха! — терĕ.
— Мĕн тума? Кирлĕ мар, Евдокия Ларионовна!
— Илĕр, илĕр, Николай Степанович. Унта упа çук, хăрама кирлĕ мар! — шӳтлесе каларĕ Кузнецов.
Дуся вĕсене калинкке патне çитиччен ăсатрĕ.
— Николай Степанович, аçупа арăмна манран салам калама ан манăр вара!
— Тавтапуç, Евдокия Ларионовна. Тем пулсан та манассăм çук! — сăмах пачĕ Микула.
Çул çинче Микула пуçарса сăмах хускатрĕ:
— Утрава çăлса хăварма май çук тетĕр-ха эппин?
— Эпĕ çапла шутлатăп. Çапах та иксĕмĕр калаçса татăлнă пек туса пăхăр. Вара мĕн пулĕ.
— Тăрăшăпăр, Леонид Сергеевич. Киле çитсенех çынсене пухăва хатĕрлеме пуçлатпăр. Пирĕн майлисем тупăнасса ним иккĕленмесĕр шанатăп. Пишсем патне те çитĕпĕр!
— Ку пуху сирĕн çав тери интереслĕ иртмелле. Эсир тĕплĕнрех астуса юлма тăрăшăр-ха. Вара ман пата килсен каласа парăр!
Станцăра нумаях кĕтме тивмерĕ. Ирхи пуйăс çула хатĕр тăрать. Билет илчĕç те вĕсем перрона тухрĕç. Сывпуллашнă май Кузнецов Микулана пуху хыççăн хăй патне килме тепĕр хут та чĕнчĕ. Çавăнтах ытлашши тăрăнма, çапăçăва хутшăнма юраманнине тата пуринчен ытла тӳре-шарасем куç хывасран упранма кирлине астутарчĕ.
IX
Çтаппанпа Анук ытти уполномоченнăйсем Хусантан таврăннине çав кунах пĕлчĕç те хăраса ӳкрĕç. «Микула мĕншĕн таврăнаймарĕ! Мĕн пулчĕ-ши ăна? Ăçта çухалчĕ-ши?» Çтаппан тӳсеймерĕ, каçпулттипе Касмухха патне кайса килчĕ. Вăл каласа панинчен Микула Хусана пынă каçах таçта уйрăм çĕрте çĕр каçнине, судран тухсан, каллех ытти уполномоченнăйсенчен уйрăлса кайнине пĕлчĕ.
Анук çĕр хутах çывăраймарĕ. Микула вăрă-хурах аллине лекнĕ пек туйăнчĕ ăна. Ан тив, укçи вунă тенкĕ çеç пултăр. Вăрă-хурахшăн ку нимех те мар. Вĕсемшĕн çынна пĕтерни паха.
Тепĕр ир Çтаппанпа Анукшăн салхуллă та хуйхăллă килчĕ. Вĕсем пĕр-пĕрне йăпатмалли сăмах та тупаймасăр чĕмсĕрленсе çӳрерĕç. Кĕтмен çĕртен Микула килсе кĕни вĕсене тĕлĕнтерчĕ те, савăнтарчĕ те.
— Ăçта çухалса çӳрерĕн çак таранччен?
Тĕпчевлĕн те ӳпкелерех кĕтсе илчĕç вĕсем Микулана.
— Атте... Анук... Эпĕ тĕрĕслĕхе тупрăм... — Микула куçĕсенче хальччен курман темĕнле ырă йăлтăрккасем пуррине асăрхаса илчĕç Çтаппанпа Анук. — Анчах ун çинчен кайран каласа парăп, — терĕ те Микула, миххипе пештĕрне сак çине хурса, сăпка патнелле утрĕ.
Анук, ăмăрткайăк чĕппине хăрушлăхран хӳтĕленĕ пек, упăшки çулне пӳлчĕ.
— Сивĕ çĕртен тӳрех ан пыр. Ачана шăнтса сывмарлатас тетĕн-им? Малтан хывăнса ăшăн.
— Сывах-и вăл? — пăшăлтатса ыйтрĕ Микула,
— Сывах, сывах...
Анук упăшкине хывăнма пулăшрĕ, пиншакĕпе çĕлĕкне йăрхаха çакрĕ, çăпатипе çăм тăлине кăмака çине хучĕ, çăматă илсе пачĕ, Микула кăмака умне пырса ăшăнчĕ те çăпка патне пычĕ. Ывăлĕ яланхи пекех канлĕ çывăрать. Микула ун аллисене хуллен тыткаласа пăхрĕ, ывăç тупанĕне пит-куçне сăтăрса ачашларĕ.
— Ĕнтĕ кунта мĕн пуррине курăпăр! — миххе салта пуçларĕ Микула. — Тĕттĕм кăвак саттин пулас?
— Микула, ытла та тĕлĕнтеретĕн эсĕ... куларах сăмах хушрĕ Анук, — ху мĕн тĕслĕ япала хунине те пĕлместĕн иккен?
— Хам хуман çав. Мĕнпур йăрăслăхĕ çавăнта! — Микула пысăк çыхă кăларчĕ. Вĕсен куçĕ умне ваткă хурса çĕленĕ ача утиялĕ тухса выртрĕ. Унтан икĕ кĕпе, икĕ çивитти, икĕ мăшăр чăлха, тапăчки, клеенка, ĕмкĕч тата вылямалли хăнкăрма сиксе тухрĕç.
Анук савăннипе чуть çеç макăрса ямарĕ. Хăй ывăлне кунашкал юратса, çав тери хаклă парне илсе паракан ашшĕ Энĕшкассинче ку таранччен те пулман вĕт. Пурин ачисем те улача кипкепе ӳсеççĕ. Чиркĕве те çĕтĕкпе чĕркесех илсе каяççĕ. Анук хăй ывăлне юр пек шурă çивиттипе, саттинтан çĕленĕ утиялпа чĕркесе чиркĕве кайĕ. Мĕн таран кĕвĕçĕç вара хĕрарăмсем! Анчах хуняшшĕ çине вăрттăн пăхса илчĕ те хăй шухăшĕпе савăнăçĕнчен хăй аванмарланчĕ. Ку ырă япаласемшĕн ытла та хаклă тӳленĕ пулмалла? Анук кăмăлĕ улшăнчĕ.
— Микула, ку япаласене илсе, ахалех тăккаланнă эсĕ. Пирĕн йышшисене килĕшмеççĕ вĕсем. Тата укçи хуçалăхра кирлĕ пулĕччĕ...
Мăнукĕ валли ытла та хӳхĕм парне илсе килни Çтаппана та савăнтарчĕ. Çав вăхăтрах вăл кинĕ ӳпкеленипе те килĕшрĕ.
— Паçăрах каларăм, Анук, мĕнпур йăрăслăхĕ те çакăнта ĕнтĕ... Ку япаласемшĕн эпĕ пĕр пус та тăккаланман. Ку япаласене ывăл валли парне парса ячĕç.
— Камсем парса ячĕç?
— Вырăс çыннисем парса ячĕç! — хавхаланса хуравларĕ Микула.
— Вырăс çыннисем? — тепĕр хут ыйтрĕ Çтаппан. Вырăссем чăвашсенчен кулаççĕ тенине илтмен мар вăл, çавăнпа та ку сăмахсене ĕненес те килмерĕ.
— Вырăс çыннисем парса ячĕç! ―çирĕплетрĕ Микула. — Вĕсем мана тăван пек йышăнса хăна турĕç. Ача валли çак япаласене парса ячĕç. Курасчĕ сирĕн... Эпĕ вĕсем пек вашаватлă та ырă кăмăллă çынсене нихăçан та тĕл пулман... Каçарăр тархасшăн, савăннипе йăлтах манса кайнă. Вĕсем сире салам калама хушрĕç.
Ку ытла та кĕтмен çĕртен хыпар пулнипе Анукпа Çтаппан ним хуравламасăр тăчĕç.
Микула пештĕрне уçрĕ, тутăрпа пĕр татăк çитсă кăларса, Анука пачĕ.
— Куна сан валли хам укçапа илтĕм.
Анук упăшкин хисеплĕ парнине кăкăрĕ çумне тытрĕ. Чĕри савăннипе тухса ӳкес пек вăркăшма тытăнчĕ. Чăвашсен сăпайлăхĕ çыхса тăман пулсан, вăл çак самантрах упăшкине ыталаса, хĕрӳллĕ чуптуса илĕччĕ! Халĕ мĕнпурĕ те «тавтапуç!» тенипех çырлахрĕ.
Микула пештĕрĕнчен тепĕр татăк çитсă кăларса ашшĕне пачĕ:
— Атте, ку сан валли кĕпелĕх!
— Тавтапуç, тавтапуç, ачам... — хуллен каларĕ Çтаппан, хĕпĕртенипе куçĕсем шывланчĕç. Вăл ывăлне вĕрентнишĕн тепĕр хут рехетленсе илчĕ. Хут пĕлекен çын пурнăçне те лайăхрах аталантарма пултарĕ!
Ыйхăран вăраннă ывăл ачи сасă пачĕ. Пурте ун патне пычĕç, Анук кипкине салтма тытăнса:
— Ванюк, ывăлăм... Аçу килчĕ... — терĕ çепĕççĕн. Ывăлĕ кипке ăшĕнчен тухса ӳкес пек тапкаланчĕ.
— Ав мĕнле куштан иккен эсĕ. Аçуна та палласшăн мар!
Самай вăхăт савăнăçлăн калаçса ларнă хыççăн Çтаппан суд мĕнле пулни çинчен ыйтса пĕлме шут тытрĕ. Ăна ĕçе тепĕр вăхăтра пăхса тухмалла тунă хыпар çырлахтармарĕ. Вăл та, Ĕнелри ытти хресченсемпе танах, утрава хăйсен тесе шутланă-çке-ха. Тата утравра вĕсен те касса хатĕрленĕ йăмрапа хăва самаях выртса юлнă. Ĕнтĕ турттарма ирĕк кĕтеççĕ пурте.
— Мĕншĕн татса памарĕ вара суд пирĕн ĕçе?
— Миххана çавнашкал кирлĕ пулнă, атте.
— Миххана? — тĕлĕнчĕ Çтаппан. — Миххан мĕн ĕç унта?
— Эпир пишсемпе тавлашса кайни пĕтĕмпех Михха ĕçĕ. Çав пире, ухмахсене, вĕслетсе янă та, эпир тăна-пуçа çухатсах çапăçатпăр. Кĕçех хăй утравпа усă курма тытăнĕ.
Ывăлĕн сăмахĕсем Çтаппана имретсе пăрахрĕç. Ытти уполномоченнăйсем Хусантан таврăнсанах сарнă хыпар тăрăх, ĕçе план çуккипе тепĕр чухне пăхмалла тунă тенине пĕлнĕччĕ.
— Микула, эсĕ тем аташатăн пулĕ? Михха мĕнле майпа икĕ общинăна çапăçтарса яма пултартăр-ха? Мĕнле майпа община утравĕпе усă курма пултарĕ?
Микула ашшĕ ĕненменнине ăнланчĕ. Малтан хăй те çавнашкалах хăтланман-им!
— Çук, атте... Эпĕ ним те аташмастăп, — терĕ те Микула, кашни сăмахнех витĕмлĕ çыпçăнтарса, хăй мĕн пĕлни-илтни çинчен тĕпĕ-йĕрĕпе каласа пачĕ.
Çтаппан ывăлне тимлесе итленĕ май икĕ общинăна сăлтавсăрах Михха çапăçтарса янине ăнланчĕ. Сехметĕн хăрушă йăрăсне уçса панăшăн палламан вырăс çыннине чун-чĕринчен тав турĕ.
— Хăвах куратăн ĕнтĕ, атте, эпир пишсемпе тавлашни ним усă та кӳрес çук. Леонид Сергеевич ахальтен мар пишсемпе килĕшсе утрава пайлама канаш пачĕ. Урăхла май çук. Вĕсемпе тавлашсан, утрава пуçĕпех çухатасси паллах, — тесе вĕçлерĕ сăмахне Микула.
Ку Çтаппан кăмăлне лармарĕ. Çулталăкра çиче-сакăр пин купа утă туса илмелли утрава пишсене ирĕккĕнех мĕнле парăн! Анчах ывăлне хирĕç ним калама аптранă енне ассăн сывласа илчĕ те:
— Пӳлĕхçĕм çырлахтăр... Пишсемпе мĕнле килĕшсе татăлăн? — терĕ.
— Ку пирĕнтен килĕ, атте!
— Çук, Микула, эпир иксĕмĕр нимĕн те тăваймăпăр. Община пухăвне хальчченхи карма çăварсемех пухăнса ирттерĕç. Вĕсем шкалькăлла утрава çеç мар, пĕтĕм общинăна та сутма хатĕр.
— Атте, эпир карма çăварсенчен йышлăрах. Леонид Сергеевич та çапла каларĕ. Вăхăт пур пек чухне атя хамăр тăвансене, тус-йышсене ăнлантарса парар. Вĕсем хăйсен тăванĕсене, хăйсен тус-пĕлĕшĕсене ăнлантарĕç. Ялти пухусенче пирĕн майлă çынсене суйлама тăрăшĕç. Çакнашкал хатĕрленсе община пухăвне кайсан, тен, ĕç тухĕ! — терĕ Микула. Çавăнтах астутарса та хăварчĕ: — Анчах кун çинчен Миххапа ун йыттисем пĕлесрен сыхланмалла. Тата вырăс çынни çинчен пĕр сăмах та ан пултăр.
Шухăшсем
Did you know that your website ch...
Прочитал от и до...
Your website, chuvash...
What if your website chuvash...
Your website, chuvash...
Elegir el mejor financiamiento inmediato...
Are you making the most of the potential...
What if your website chuvash...
Чăн чăнах та, сатира туйăмĕ Л...
Чăн чăнах та, сатира туйăмĕ Л...