Йăмраллă ял :: Пĕрремĕш пай
Çапах та юлашки эрнере Ваçук Людмила умĕнче хăйне герой пек тытрĕ: вĕсем кашни кунах хĕрарăмсенчен ытларах йывăç касрĕç. Киле таврăнăс ӳмĕн вара Сехрепе Ваçук çĕнтернине Марине те йышăнчĕ:
— Маттур, пиртен мала тухрăр, преми пама юрать, — терĕ вăл.-Çавăнтах тата хушса хучĕ: — Ара, эсир арçынсем-çке. Пирĕнпе тан çеç татсан, сире намăс пулать.
Киле каяс тенĕ чухне вăрмана хыçлă çунапа Кăтра Михала персе çитрĕ. Атăлкассем, ĕçе пăрахсах, ун патне кĕпĕрленсе пуçтарăнчĕç.
— Эп шутланă тăрăх, эсир виçĕ кун каяллах плана тултармалла, — терĕ Михала пичче.
— Яланах шутланă пек пулмасть çав, — ун умне тухса тăчĕ Марине. — Плана тултарас тесен, тата виçĕ кун ĕçлемелле.
— Ан тĕлĕнтер! — куçне чарса пăрахрĕ Михала. Ку хыпар ыттисемшĕн те кĕтмен сăмах пулчĕ: вĕсем ĕнтĕ паян-ыран киле кайма хатĕрленнĕччĕ, нумайăшĕн çимелли те пĕтсе çитнĕ.
— План виçĕ кун каялла мар, тăватă кун каялла тулнă пирĕн. Эсĕ пире ытла начар ĕçлекенсем вырăнне хуратăн, — тепĕр майлă хыпарларĕ Марине.
— Мĕн туса пурăнатар апла? — терĕ Михала.
— Вара плана кăшт та ытларах тултармалла мар-и? Вăрман касакансем шавласа кайрĕç.
— Вăт, Марине! Пире систермест те!
— Эпĕ калаçса татăлнă пек тунă. Мана Михала пичче пыриччен ĕçлемелле тесе каласа янă.
— Юрĕ-çке, — кулмасăр чăтаймарĕ Михала пичче, — ытлашши пулни вăл виçене çитерейменни мар. Уншăн сăвап çеç пулать.
Çул çинче Сехре Иванне малтанах ыйăх пусса антарчĕ, вăл чылайччен унран хăтăлаймасăр суптăркаса пычĕ. Çул такăр çĕрте çывăрсах каять, çуна çулăнка пырса çапăнсан вара, шартах сиксе ӳксе, умри лавсем çине пăхса илет. Унта та кунта лавçăçсем: «Но, но! ерипе! тесе кăшкăркалани илтĕнет, анчах ку çĕнĕрен ыйха кайма кансĕрлемест. «Кăтăш туса илем-ха» тет те вăл, унтан пăхатăн ун çине — сăмсипе шăхăрттара та пуçлать.
Атăл патне çывхарнă çемĕн çынсем ытларах калаçма лавсем çинчен сиксе анса час-час çуран утма тытăнчĕç, хăшпĕр лавсем çинчен çывракансене юр ăшне те йăвантаркаларĕç курăнать. Сехре ыйăх сирĕлнипе мар, ури шăнса кайнипе çуран утма пикенчĕ. Ваçук хыççăн ташлакаласа пырса, вăл Маринесен лавĕ патнех çитсе çапăнчĕ.
— Ташлаттарать-им, Иван? — илтрĕ вăл юнашарах Марине сассине.
— Сивĕрех, çӳçентерет, — чупма чарăнса унпа юнашар пысăкрах утăмсемпе утма тăрăшрĕ Иван.
— Эх, çакăнта сан çур литру пулсан, — терĕ лешĕ, те кулса, те кулмасăр.
— Вара мĕн?
— Халĕ турткалашса тăман пулăттăм. Ĕçсе янă-и эсĕ ăна?
— Эс чĕнессе кĕтетĕп-ха, — терĕ Сехре.
— Апла çула май хăнана илсе кĕретĕн пулĕ?
— Кĕмесĕр. Эрех вăл чĕре ăшши — сăмах уççи... Яла çитеспе Сехре эрех пирки хăй асăрхаттарчĕ:
— Тен, Марине, ман пата кĕрес мар, хăвăн патна илсе пырас? — сĕнчĕ вăл.
— Мĕскере? — ăнланмасăр ыйтрĕ Марине.
— Ара, эрехе...
— Э-э, эс ун пирки-çке! — аса илчĕ вăл, унтан малти çынсем илтмеллех кулса ячĕ: — Вара эсĕ чăнласах-и?
— Чăнласах пулмасăр, — терĕ Сехре.
— Çу-ук, çăвар вылятса каларăм. Эпĕ нимĕн чухлĕ те шăнман. Хăвах ĕç ĕнтĕ, мĕн тытса усрамалла ăна пĕр илнĕскере?
— Пурпĕрех пĕрле ĕçмелле пулать, — ассăн сывласа илчĕ Сехре.
Тӳррипе каласан, Сехрене кун пек шӳт туни пĕрре те кăмăла каймарĕ. Ăна куннинче Марине пĕр сăлтăвсăр кӳрентернĕ пек туйăнчĕ.
XX
Галимджан хăйĕн çырăвĕнче Алексее асăннă хыççăн Хаят час-часах Кĕтерне патне килекен пулчĕ. Çыру пулманни пĕр эрне ытларах иртсенех чупса килет те «Сирĕн Алексей çырать-и?» тесе ыйтать. Алексей çырăвĕ пулсан вара, Кĕтерне ăна малтан пуçласа вĕçне çитичченех вуласа парать. Унта Галимджана асăнни çук, малтан курнă хыççăн вĕсем тек пĕр-пĕрне тĕл пулман, çапах та Алексей çыруне вулани Хаятшăн хăйĕн ывăлĕн çыруне вуланă пекех туйăнать. Ывăлĕнчен çыру илсен, ăна Хаят инке Кĕтерне инке патне чиксе килет.
— Ак эпĕ те çыру илтĕм, çав-çавах çапăçать-ха ман Галимджан, — çыруне сĕтел çине кăларса хурать вăл.
— Телейĕсем пулсан, вĕсем чиперех таврăнĕç-ха, — тет Кĕтерне.
Ĕнер Хаят сăмах май Кĕтернене хăйсен колхозне çитсе курма сĕнчĕ, — вăл та колхозра ĕне пăхнă çĕрте ĕçлет иккен. Лешĕ хисеплесе чĕннĕшĕн тав турĕ, анчах кайма шутламарĕ: мĕн лайăххи пултăр çав кайра пыракан колхозăн ферминче? Вĕсен калаçуне илтнĕ Кăтра Михала ăна пушă чухне чăнах та Тутаркасса çитсе курма хушрĕ.
— Сăвăр пек килте ларнипе те пулмасть, хутран-ситрен кӳршĕри колхозсене те çитсе курас пулать. Сăна, çынсем мĕнле ĕçлеççĕ?
— Эпĕ «Динамо» колхоза кайса килнĕ пулăттăм, — терĕ Кĕтерне. — Вĕсен ферми вăйлă теççĕ. «Алга» ферминче курмалли мĕнех пултăр?
— Кам пĕлет, тен, вĕсен ферми пирĕннинчен те лайăх. Эсĕ кайса курман вĕт-ха?
— Кайса курмасăрах паллă: пĕр ăратлă вăкăр та çук, ĕнисене чуптарма ялан пирĕн вăкăра илсе каяççĕ.
— Тупнă: вăкăр та вăкăр...
Ĕнисем те пирĕннинчен начар, — пăранмарĕ Кĕтерне. — Ыйтса пĕлтĕм, чи лайăх ĕнерен те икĕ пин литртан ытла суса илеймеççĕ.
Упăшки ăна вăрçарах каларĕ.
— Апла пулсан, вĕрент. Малтисен кайра пыракансене вĕрентмелле, пулăшмалла.
— Ăна ĕнтĕ сирĕн, пуçлăхсен, пулăшмалла. Пире хамăр ĕçе йĕркеллĕ туса пырсан та çитет.
— Ха, мухтанчăк карчăк, — терĕ Михала. — Вĕренесшĕн те мар, ыттисене те пулăшасшăн мар. Мухтанчăк карчăк…
Каçкӳлĕм Кĕтерне фермăна кайсан, Михала вулама тесе сĕтел çунтăхне пуçтарса хунă хаçатсене пăхса тухрĕ те каллех ĕçсĕр аптранă пек пулчĕ. «Мĕн тумалла ĕнтĕ халĕ? — шухăшларĕ вăл, правленине кайма хатĕрленсе. — Халап çапса лармалла-и? Вăрмантах лайăхчĕ, унта çынпа тан ĕçлеме пулатчĕ».
Ку шухăш унăн Алексей çыруне тепĕр хут вуласа тухсан пушшех вăйлăланчĕ: ывăлĕ атăлкассисем фронта мĕнле пулăшни çинчен çырса яма хушать, унтан та ытларах — Ферапонт Головатый пек самолет илекен çын пирĕн таврара çук-и тесе ыйтать. «Ăçта унта самолет илме? — тет Михала, — аçу ав ĕçсĕр анраса ларать». Паян унăн колхоз пухăвĕнче пулмалла-ха, унта колхоз фронта епле пулăшни çинчен доклад та тумалла, анчах, ваттисен йăлипе, ,вăл пуху таврашне ĕç тесе шутламасть, уншăн пулсан, ал вăйĕпе тумалли ĕç кăна, чăн-чăн ĕç шутланать. Ĕç вăл тарламалăх, халран каймалăх, алă хăпарса тухмалăх пултăр.
Пуху пуçланас умĕн вăл правленинче райком секретарьне Камышина тĕл пулчĕ. — Камышин, тин çеç килсе çитнĕскер, кĕçĕр колхозра пуху пулассине те, унпа Кăтра Михала доклад тăвассине те пĕлет иккен. Вăл Михалапа Ятмана хăйпе юнашар лартрĕ те докладра мĕн çинчен калассине ыйтса пĕлчĕ.
— Пулăшкалатпăр,— терĕ Михала, цифра хыççăн цифра асăнса,— Танковăй колонна тума укçа пухнă, бронепоезд тума пуçтарнă...
— Сирĕн Головатыйсем çук-и-ха? — терĕ секретарь кĕтмен çĕртен.
— Э, вĕсем çук.
— Мĕншĕн çук?
— Çĕр пин вăл пирĕншĕн ытла пысăк укçа.
— Чăнах та, пĕчĕккĕ мар ĕнтĕ, — Михала çине сăнанă пек пăхрĕ Камышин. — Шутланă-и пурин укçине те? Тен, çĕр пин мар-тăк, аллă пин пуçтарăнать пуль? Сирĕн, коммунистсен, çакна пуринчен малтан асра тытса тăмалла.
— Эпĕ коммунист мар-çке, — Ятман енне çаврăнчĕ Михала.
— Эпĕ сана коммунист тесе шутлатăп, — терĕ Камышин.
Вăл пухура та çавăн евĕрлех каларĕ:
— Эсир ялĕпе нумай укçа-тенкĕ пухнă, фронта тĕрлĕ парне те сахал мар ăсатнă. Çапах та сирĕн Головатыйсем çук-ха. Ман шутпа, вĕсем пирĕн районра та пулмалла. Кашни хăвăрăн укçăра шутласа пăхăр, тен, перекетлсе усракан укçана çакăн пек кирлĕ вăхăтра патшалăха ытларах тупса пама та пулĕ. Укçана вăрçă хыççăн тата та перекетлĕпĕр, халĕ кашниннех, Головатый пек патриот пулса, тăшмана паттăррăн çĕмĕрсе пыракан Хĕрлĕ Çара пулăшмалла.
Кăтра Михала ăна итленĕ май ялти хăйĕнчен пуян колхозниксем çинчен шутларĕ. Çук, ытлашши запаслă колхозник пуррине вăл пĕлмест, пысăк сум укçа никам та параймасть пулĕ. Шухăш тĕллĕн яла тĕрĕслесе тухса, вăл хăйне те манса хăвармарĕ; укçине те, тыррине те хушса пăхрĕ: унăн та ытла сахал пуçтарăнать.
Çапах та Михала мĕн чухлĕ укçа-тенкĕ тупма пултарассине тĕрĕс мар шута илнĕ мĕн, кăна вăл киле таврăнсан Укахвипе пĕрле шутласа пăхнă хыççăн тин пĕлчĕ. Тем тесен те, унăн укçа-тенкĕ сахал мар, анчах ун пирки Кĕтернепе мĕнле калаçса татăлмалла-ха? Çитменнине, арăмĕ кĕçĕр пухура та пулаймарĕ, унта пулнă пулсан, тен, ăна ӳкĕте кĕртме çăмăлтарах пулатчĕ.
Вăхăт чылая кайнă пулсан та, упăшки арăмне лампă сӳнтермесĕрех кĕтрĕ. Арăмĕ таврăнсан, хырăм выçрĕ тесе, унпа тепĕр хут апат ларса çирĕ, фермăри ĕçсем çинчен каласа панине пĕр хирĕçлемесĕр итлерĕ. Лешĕ чарăнсан вара, сăмах мехелĕпе хăйĕн калаçуне пуçларĕ.
—Вăт, карчăк, — терĕ Михала, — эпир кунта мĕшĕлтететпĕр — мĕшĕлтететпĕр, усси фронта те çитет, те çитмест. Çынсем фронта мĕнле пулăшаççĕ пулĕ тетĕн эс? Çынсем хăйсен укçипе самолет илеççĕ!
— Ан ухмахланса лар, — вăрçса тăкрĕ карчăкĕ. — Мĕнле çын самолет илме пултартăр? Ăна пасарта сутмаççĕ вĕт?
Пĕлетĕп, карчăкăм, пасарта сутмаççĕ, заводра тăваççĕ. Çынсем заводра пĕр самолет туса кăлармалăх укçа параççĕ. Пĕлетĕн-и?
— Вăл пит хаклă тăрать пуль? — интересленчĕ арăмĕ.
— Хакли-масарĕ — çĕр пин тенке яхăн.
— Пĕр çын çĕр пин тенкĕ ăçтан парайтăр?
— Параççĕ çав.
— Кам панă вара?
Ан васка, хамах каласа парăп, — чарчĕ ăна упăшки. — Саратов облаçĕнчи пĕр колхозра Ферапонт Головатый текен колхозник самолет илме пĕчченех çĕр пин тенкĕ хывнă. Çакăн çинчен Сталина пĕлтернĕ те, Сталин ăна хăй ячĕпе телеграмма панă. Хĕрлĕ Çаршăн тăрăшнăшăн тав тăватăп, сан укçупа самолет тума хушăп, тенĕ. Куртăн-н?
Кĕтерне малтан упăшки шӳт тăвать пулĕ тесе шутларĕ, вăл ăна пĕрре те ĕненмерĕ. Ăçтан-ха пĕр çын çĕр пин тенкĕ укçа тупса патăр? Пĕр колхоз çавăн чухлĕ тупса панă пулсан çеç.
— Эппин вăл çав тери пуян пулĕ, унсăрăн ахаль кохозникăн çĕр пин тенкĕ укçа пулма пултараймасть.
— Пуянни масарĕ, пухнă çав ĕнтĕ вăл, перекетленĕ. Сталин патне янă çырăвĕнче те вăл çаплах çырать: хам перекетленĕ укçаран, тет.
Юлашкинчен Кĕтерне ĕненчĕ пулас, нимĕн те шарламарĕ. Пăртак ларсан çеç упăшкинчен:
— Пĕр çын панă пулĕ те-ха, ун пекки тата пур-и? — тесе ыйтрĕ.
— Пур çав. Ахаль пулсан, санпа калаçмăттăм та. Тата пур. Головатый хыççăн ыттисем те параççĕ. Чăваш çĕршывĕнчи çынсем те параççĕ. Ак, сăмахран...
Кунта вăл арăмне паян хаçатран вуласа пĕлнĕ çынсем çинчен каласа пачĕ, вĕсем патшалăха самолет е танк тума çĕршер е аллăшар пин пани çинчен пĕлтерчĕ: Улатăр патĕнчи пĕр вырăс çĕр пин панă, Пăрачкав патĕнчи пĕр хĕрарăм аллă пин тенкĕ панă, Елчĕк районĕнчи пĕр колхоз председателĕ çĕр пин тенкĕ хывнă.
— Çапла, — терĕ Михала арăмне. — Çынсем ывăлĕсем валли танксем илеççĕ, сан пек хытса лармаççĕ. Эсĕ ăна укçа йӳнеçтеретĕн те тӳрех перекет кассине чупатăн.
Ку юри тĕртсе каланă сăмахсене илтсен, Кĕтерне вĕри шывпа сапнă чухнехи пек сиксе ӳкрĕ.
— Мĕнле вăл «хытса ларать»? Кам хытать? Мĕн эс мана тарăхтарса тăратăн?
— Ан вăрç, — терĕ Михала лăпкăн. — Чăн самахшăн ан çилен. Хытăлăху пур ĕнтĕ сан, ăна ан пытар. Мĕн чухлĕ тырă халь пӳлмере? Çав тырра хăçан çисе яран-ха?
— Пур тырра çисе ярăпăр ăна. Вăрçă вăхăчĕ тĕрĕс-тĕкел тăрас çук. Тепĕр çул выçлăх пулас пулсан, мĕнпе пурăнас тетĕн!
— Ха-ха-ха! — кулчĕ упăшки. — Ав мĕншĕн ун чухлĕ тырă тытса усрать вăл! Выçлăхран хăрать. Халь ĕлĕкхи выçлăх пулмасть ĕнтĕ вăл, карчăк. Пĕр çĕрте тырă пулмасан, тепĕр çĕрте пулать, сан пĕтсен, теприн пур. Пĕрлешӳллĕ хуçалăхра çынсем пĕр-пĕрне выçă вĕлермеççĕ. Тĕлĕнтеретĕн эс, тепĕр çул валли тытса усрасшăн! Мĕнле намăс мар-ха сана?
Мĕн, пирĕн ытлашши нумай-им? — вĕриленчĕ Кĕтерне.
— Шутла-ха, — терĕ Михала, ун çумнерех куçса.
Вĕсем вара мĕнпур илнĕ тата илес тыррине тĕплĕн шутларĕç, ăна укçа çине куçарса пăхрĕç. Тырăсăр пуçне вĕсен сутмалли сухан, кишĕр, çĕрулми нумăй пуçтарăнать иккен. Вĕсенчен те чылай укçа тухать.
— Пулăшасчĕ вăй çитнĕ таран, — килĕшрĕ юлашкинчен Кĕтерне.
Çакăнтан вара, тата пĕр-ик кун иртсен, Михала пĕтĕм кирлĕ укçине йӳнеçтерчĕ те каçхине шутлама пикенчĕ.
— Куратăн-и, мĕн чухлĕ пуçтарăнать! — хаваслăн каларĕ вăл арăмне. — Самолет илме çитмесен те, танк илме ытлашшипех çитет, карчăк. Мĕн шухăшлатăн эсĕ?
— Парас, ара, парас, — терĕ лешĕ. — Патшалăхĕ, хамăрăн... Укçи таçта каймасть, тăшмана аркăтнă çĕре каять...
— Чăнах та паратпăрах-и, карчăк? — сиксе тăчĕ упăшки.
— Памасăр. Хĕрсем пур, хамăр ĕçлетпĕр, халăхран кая юлар мар ĕнтĕ.
Михала арăмĕ патне пырса ун аллине ярса тытрĕ, унтан леш сисмен çĕртенех арăмне çамкаран та, питĕнчен те, пуçĕнчен та чаплаттарса чуптума тытăнчĕ.
— Вăт, арăм ман! Арăм мар — ылттăн, тупата туршăн, ылттăн! А эп ӳпкелесе пурăнап: мĕншĕн качча илнĕ çакна, мĕншĕн качча илнĕ, тетĕп. Çакна илмесĕр кама илмелле пулнă-ха?
— Э-э, усал, — хăмсарчĕ ăна Кĕтерне. — Мĕн калаçа пуçларĕ хайхи ватсупнă…
— Ан вăрç, — чарчĕ ăна упăшки. — Кăмăллă пул. Патшалăха вăрçса панă укçа кирлĕ мар, ăна таса кăмăлран панă укçа кирлĕ. Ăнлантăн-и?
— Ăнлантăм. Эп патшалăхна мар, хам ухмах упăшкана вăрçатăп. Тем кирлĕ-кирлĕ мара сӳпĕлтетме юрататăн çак эсĕ...
Çав вăхăтра тĕпелти пӳлĕмрен паçăрах çывăрма выртнă Укахви сиксе тухрĕ те, çине çӳхе пиншак уртса ярса, сĕтел патне пĕр сăмахсăр пырса тăчĕ. Ашшĕ куç хӳрипе пăхсах асăрхарĕ: вăл çывăрман, йăлтах итлесе выртнă, çавăнпа ун пит-куçĕ хаваслăн çутăлса тăрать.
— Лар, — терĕ ăна ашшĕ, чернил кĕленчипе хут илсе парса. — Çыр.
Анчах çырасси, çăмăл пулмарĕ. Укахви телеграмма тексчĕпе нумайччен асапланчĕ. Темиçе хутчен çырса тултарнă хут листине çура-çура тăкрĕ. Юлашкинчен вара, виççĕш те пĕрле тăрăшса, пурин кăмăлне те каякан çыру çырса хатĕрлерĕç. Укахви çак сăмахсене шултра саспаллисемпе тап-тасан тепĕр хут куçарса çырчĕ:
«Мускав, Кремль, Верховный Главнокомандующине Иосиф Виссарионович Сталин юлташа.
Хаклăран та хаклă çулпуç Сталин юлташ! Пирĕн халь пĕр ĕмĕт — нимĕç путсĕрĕсене тытса чарасси, вĕсене пĕтерсе тăкасси. Эпир, колхоз хресченĕсем, çакна пурнăçлассишĕн нимĕскере те хĕрхенсе тăмăпăр. Эпĕ, Чăваш республикинчи «Атăл» колхоз членĕ Кудрявцев Михаил Михайлович, хам перекетленĕ 50 пин тенкĕ укçана Хĕрлĕ Çар валли -боевой техника тума паратăп. Сиртен вăл укçана танк илнĕ çĕре пама ыйтатăп.
«Атăл» колхоз членĕ Кудрявцев М. М.»
Кун çумне çавăн пек пысăк саспаллисемпех адресне çырчĕ.
— Ме, атте, алă пус, — терĕ Укахви, хутне ун патнелле шутарса.
— Пуриншĕн те алă пус, — хистерĕ Кĕтерне инке. Упăшки вара, васкамасăр та тăрăшса, аяла хăйĕн хушаматне çырса хучĕ.
Çĕр нумая кайнă ĕнтĕ тул çутăласси те инçе мар, Кăтра Михала çемйинче никам та куç хупман-ха. Вĕсем халь пĕр-пĕринпе калаçмаççĕ, çав вăхăтрах çывăрса кайма та хал çук. Ытла пысăк ĕç пулса иртрĕ-çке-ха паян çемьере! Сĕтел хушшинче ларакан Михалан ĕненес те килмерĕ: чăнах та ун çырăвĕ Сталин патнех кайĕ-ши? Фронтсенчи ĕçсене сăнаса тăнă хушăра, çав тери пысăк ыйтусене татса панă хушăра çулпуç таçти чăваш ялĕнчен янă çырăва вулама та вăхăт тупĕ-ши? Сталина аса илсен, ун чĕри тата хавасланарах кăртлатса тапрĕ. Михала хăйне чĕннĕ çын патне именсе пынă пек, васкамасăр портрет патне пырса тăчĕ. Сталин ун çине тăванла ăшшăн пăхать. Вăл Кăтра Михала шухăш-кăмăлне пĕлет те пек ĕнтĕ, ун тутисем шăппăн çеç: «Ан шиклен, старик, пирĕн вăй пур, тӳссе ирттеретпĕр эпир ку инкеке» тесе калама хатĕрленнĕ пек.
Шухăшсем
Did you know that your website ch...
Прочитал от и до...
Your website, chuvash...
What if your website chuvash...
Your website, chuvash...
Elegir el mejor financiamiento inmediato...
Are you making the most of the potential...
What if your website chuvash...
Чăн чăнах та, сатира туйăмĕ Л...
Чăн чăнах та, сатира туйăмĕ Л...