Йăмраллă ял :: Пĕрремĕш пай
— Эпĕ вăрçма та, тĕрĕс тунă тесе калама та шутламастăп-ха. Ман пĕлессĕм кăна килет.
— Вăрçă вăхăтĕнче корзинкăсем туса хăтланни ытлашши ĕç пек туйăнчĕ мана. Колхозник, колхозра ĕçлес вырăнне, килте корзинка авса лартăр-ха, пысăк усă парĕ-и вара вăл?
— Пушă чухне автăр кăна, сана кансĕрлемест вĕт вăл? -терĕ Ятман. — Корзинкăпа пирĕн çынсем хĕл вăхăтĕнче айкашаççĕ.
— Эртел колхоза пĕр пус та усă памасть. Чăрмавĕ çеç.
— Сана ытлах усă памасан та, патшалăха усă кӳрет. Çавна ан ман.
— Халь вăрçă вăхăчĕ, — алă сулчĕ Левентей.
Ятман кăна илтсен кăшт вĕриленнĕ пек пулчĕ:
— Сан шутпа вăрçăччен промысла эртелĕ кирлĕ япала пулнă, халь кирлĕ мар, халь ăна пĕтермелле çеç. Тĕрĕс мар вĕт ку философи!
Вăл Левентее эртел колхоза та пысăк усă кӳни çинчен, вăрçă вăхăтĕнче вăл кирлĕ япаласемех туса кăларма пултарни çинчен ăнлантарма пикеннĕччĕ, анчах лешĕ пĕрре пĕтернĕ эртел пирки нумай калаçма кăмăл тумарĕ курăнать, юлташне пӳлсех хыттăн каласа хучĕ:
— Итле-ха, Ятман, октябрь уйăхĕнче эсĕ ман вырăнта председатель пулнă пулсан, мĕн тунă пулăттăнччĕ — колхозниксене çĕрулми кăларттарăттăна е хăва касма ярăттăна?
Эртел пирки тавлашнă чухне нумай çынна парăнтаракан çак сăмахсем Ятмана пĕрре те витмерĕç темелле, вăл çииĕнчех хăй ыйту пачĕ:
— Кала-ха, пирĕн эртел членĕсем эртел ĕçĕ пирки колхоз ĕçне тухмасăр тăни пулнă-и? — терĕ.
— Пулман, тейĕпĕр, анчах пулма пултараймасть-и вара?
— Туман тихан пилĕкне ан хуç-ха эсĕ. Хăраса тăмалли сăлтав çук. Эртел сана кансĕрлемĕ. Ăна пĕтерме мар, ӳстерме тăрăшмалла, часрах çĕнĕрен туса ĕçе кĕртмелле. Ан тив, тăшманла çапăçакан эртел пултăр.
— Тăшманпа çапăçаканни? — юриех хыттăн, ыйтрĕ Левентей.
— Çапла. Эпĕ сана Камышин сăмахĕсене калатăп, — терĕ Ятман.
— Ха, капла эсĕ мана йăлтах аркатса тăкрăн, Ятман, — айăплăн кулчĕ председатель. — Темле пысăк ĕç шухăшланă курăнать те эсир, анчах эпĕ шансах пĕтерейместĕп-ха.
— Пысăк ĕçне малашне хăвах курăн акă, — ура çине тăчĕ Ятман.
— Ай-яй, мĕнле пăхатăн эс эртел çине... Эпĕ санăн ăна пĕтерме мĕнле те пулин урăх сăлтав пулнă пуль тесе…
Левентей çав-çавах ăна парăнасшăн пулмарĕ:
— Ара, маçтăрсем вăрçа кайса пĕтрĕç, маçтăрсемсĕр ĕçлеме те май çук! — икĕ аллипе те хăлаçланчĕ.
— Ват çынсем маçтăрсем мар-и вара? — терĕ Ятман. — Вăрçа кайнă маçтăрсем камран вĕреннĕ тетĕн эсĕ? Сахрун пиччесенченех мар-и?
— Çавсенчен вĕреннĕ те-ха, — ирĕксĕртен тенĕ пек килĕшрĕ Левентей, — анчах вĕсемпе кăна эртеле тытса тăма май çук.
Ятман тухса кайсан, вăл хăйне çине-çине ыйтусем пачĕ. «Мĕншĕн питĕ тăрăшать çак парторг — эртеле пĕтернĕшĕн вăрçать-и е çынсем хистенĕ тăрăх ăна çĕнĕрен уçасшăн çунать-и? Çак пĕчĕк эртел мĕнпе ытлах пулăштăр иккен фронтовиксене? Эртеле вырăнсăр хупрăн тесе ӳпкеленине тӳссе ирттерме пулĕ, вăл эртеле çĕнĕрен уçни мар, анчах Ятман, стариксем хыççăн кайса, ку ĕçе хăй çине илсен, начар вара, ун пек пулсан, эртеле çĕнĕрен туса хурĕç те колхозра ĕç дисциплини начарланĕ. Вăт, Ятман, — терĕ Левентей, — çитнĕ-çитменех маншăн чăрмавлă ĕç пуçласа ячĕ».
IX
Чӳрече патĕнче тăракан Ятман, тарланă кантăка шăлса, Сехре Иванĕн пахчи урлă çырма леш еннелле, Тутаркас ялĕн сăрталла тӳп-тӳрĕ хăпаракан урамĕ çинелле тинкерет. Пăхма вăл çывăх пек, урампа çын иртсе пыни те е мăрьерен тĕтĕм йăсăрланса тухни те курăнать, Тутаркас правленине çитме сахал та, çухрăм утас пулать. Çухрăм вăл халĕ Ятмана вуникĕ çухрăма тăрать. «Çапах та паян икĕ колхозне те çитсе курас пулать, — тет хăйне Ятман. — Кун пек килте ларсан, мĕнле парторг пулатăп-ха эпĕ?»
Тĕпелте амăшĕ тулă çăнăхĕнчен икерчĕ пĕçерет. Ун çатми кашни çу ямассеренех хыттăн чашлатса илет, пĕтĕм пӳлĕме сăмсана çуракан йӳçĕкрех шăршă сарать. Унччен те пулмасть, амăшĕ сĕтел çине турилкке тулли икерчĕпе пĕр чей чашки шăратнă çу илсе пырса лартать.
— Сивĕниччен çи, ывăлăм, — тет вăл.
— Эсĕ ху хăçан çиен? — тет ывăлĕ, икерчине хуçлатса тытса.
— Эпĕ кайран та çийĕп. Кăвар пур чух пĕçерсе пĕтерем.
Ятман малтан сĕтел хушшинчех ларчĕ, икерчĕсене çупа пуçа-пуçа пĕрин хыççăн тепĕрне питĕ юратса çирĕ, унтан пысăк икерчине хуçлатрĕ те чӳрече патне пырса тăчĕ. Пĕчĕкрех чухне пулсан, амăшĕ ăна чипер апат çиме те пĕлместĕн тесе хăтăрса та тăкнă пулĕччĕ, анчах халĕ, ывăлĕ вăл çулсенчен иртнине кура, пĕр сăмах та каламарĕ, хăй тĕллĕн «ял çыннисене сăнать, чунĕ тунсăхласа çитнĕ ĕнтĕ» тесе çеç шухăшларĕ.
Çав вăхăтра Ятман урампа вĕсен пӳрчĕ умĕнченех Укахвипе Олимпиада Осиповна утса иртнине асăрхарĕ те чӳрече рамине ал чăмăрĕпех шаккама тытăнчĕ. Лешсем, кăна илтсе, чарăнчĕç те ун еннелле çаврăнса пăхрĕç.
— Хĕрсем, кĕрĕр-ха! — чĕнчĕ вăл.
— Мĕн тума?
— Кĕрĕр-ха, кĕрĕр. Пĕр минутлăха кăна...
Хĕрсем кăшт иккĕленсе тăчĕç, пĕтĕм çын куçĕ умĕнче каччă патне кĕме аван мар терĕç пулас, унтан васкаса пӳрте чупса кĕчĕç. Ятманпа амăшĕ иккĕн пĕр тăруках вĕсене тĕпелелле иртме сĕнчĕç.
— Пĕри Укахви пулас, тепĕрне эпĕ палламарăм та-ха, — терĕ амăшĕ.
— Тепри вăл хамăр ялта участковăй агроном, Олимпиада ятлă, — ăнлантарчĕ ывăлĕ.
— Липа ятлă.
— Липа тесен, калама пулать.
Тем пек турткалансан та, карчăк хĕрсене пĕрер икерчĕ тутантарса пăхтарчĕ, вара тин, Яттман вĕсене ĕçпе чĕннĕ пулĕ тесе, кăмака умне пăрăнчĕ.
Укахвипе Липа, кунта нихçан та кĕрсе курманскерсем, калаçнă хушăрах пӳрте йĕри-тавра пăхса çаврăнса, ăçта мĕн выртнине куç хыврĕç.
Ятмансен пӳрчĕ пысăк мар, кăмака умĕсĕр пуçне унта пĕр пӳлĕм те çук. Пахча енчи чӳречесем хушшинче клеенкăпа витнĕ диван ларать. Стена çинче вăрçăчченхи картинкăсĕм çакăнса тăраççĕ. Пĕр картини айĕнче Липа пĕлтĕрхи календаре те курчĕ — Ятман амăшĕ ун листисене ывăлĕсемсĕр татса пыма та хăяйман, календарь килтен чи кайран тухса кайнă ывăлĕ уçса хăварнă числопах — июлĕн 10-мĕшĕпех çакăнса тăрать. Этажерка çинче кĕнекесем чылай, вĕсем те хăйсен хуçисем кайнăранпа пĕр хускалмасăрах тăнă курăнать.
— Малтан сире хамăн секрета кăтартам, — терĕ Ятман, сентре çинчен салтак кутамккине сĕтĕрсе антарса. Анчах унта вăл шыранă япалине тупаймарĕ. — Анне, эсĕ кунти тулă вăррине курман-и?
— Эп ăна хаçатпа чĕркесе çав урайĕнчи пĕчĕк арчана хунăччĕ, — терĕ амăшĕ.
— Калăр мана, агрономпа звеньевой, мĕнле вăрлăх çакă — лайăх-и, начар-и? — сĕтел çине пĕр пĕчĕк хутаç тулă лартрĕ Ятман.
— Ăçтан илсе килнĕ эсир ăна? — часрах пĕлесшĕн пулчĕ Липа.
— Фронтран.
— Фронтран? — тĕлĕнчĕ Укахви.
— Чăнах, ара. Хама амантсан манăн пĕр санинструкторпа темиçе сехет хушши хирте выртмалла пулчĕ, нимĕçсем десант антарнă та, ниепле те иртсе каяймастпăр. Пирĕнпе юнашар кăкăр çӳлĕш тулă кашласа ларать. Эпĕ ура ыратнăран вĕçĕмсĕр тулă шĕкĕлчетĕп, çапла икĕ кĕсье шĕкĕлчесе тултартăм. Санинструктор тăкасшăн — эпĕ памастăп. Мана ăна киле илсе çитермех пӳрнĕ иккен: госпитальте сестрасене хутаç çĕлеттертĕм те хам пуçелĕк айнех чиксе хутăм.
Шултăра кăна, пуклак сăмсаллă сап-сарă тулă пĕрчĕн-пĕрчĕн суйласа пуçтарнă пек курăнать. Суйласа тăман тенĕрен Олимпиада кашни пĕрче тыта-тыта ытараймасăр пăхрĕ.
— Унпа мĕн тăвасшăн эсир? — терĕ агроном.
— Аксă пăхасшăн. Тулă ӳсекен çĕрĕ пирĕнни пекехчĕ, эп юри чавса пăхрăм.
— Парăр мана, эпĕ çуркунне акатăп.
— Çу-ук, Олимпиада Осиповна, памастăп, — тулла вĕсен умĕнчен пуçтарса илчĕ Ятман. — Эп хам та кăшт агроном. Çуркунне малтан пахчара сăнаса пăхма ĕмĕтленетĕп-ха. Лайăх ӳсет пулсан, хире акатпăр.
— Апла кĕркунне сирĕн пата тул кулачи çиме килмелле-çке! — кулчĕ Укахви.
— Мана памасан, шăтмасть ун вăрлăхĕ, хĕл каçиччен типсе каять акă, — терĕ Липа.
— Эп сире парасса парăп та-ха, — çемçен каларĕ Ятман, — анчах ман ăна хамăн акса тăвас килет. Сирĕншĕн вăл варлăх ун пекех хаклă пулас çук, маншăн çав тери хаклă. Ăнланатăр-и?
— Ăнланатпăр, ăнланатпăр, — тăрăхласа хыттăн тавăрчĕ агроном. — Пысăк супинккеçĕ эсĕ, Тогаев, ху пахчуна тулă акса пуйса каясшăн. Çавăнпа вăрлăхне ман алла пама та хăратăн.
— Эппин памастăпах, — терĕ Ятман. — Тем пек намăслантарсан та, памастăп.
Хăйĕн ăшĕнче вăл çамрăк агроном пирки çапла шутларĕ: «Тем каласан та, лайăх хĕрача ку агроном. Ав епле çемçен пăхаççĕ унăн кăвак куçĕсем. Эпĕ ăна именчĕк çын тесе, вăл самаях хăюллă иккен. Хăй хакне пĕлекен, хушнă ĕçе ăстан туса пыракан çын çавăн пек хăюллă пулать те». Унăн Ашмарина ĕçĕпе часрах паллашасси килчĕ, агроном хăйне шанса панă колхозсенче мĕн тунине часрах пĕлесшĕн пулчĕ.
Укахвирен вăл комсомолецсен пухăвĕ хăçан пуласси çинчен ыйтрĕ. Пуху пуçтарманни чылай пулать иккен, секретарь паян тесен паян пухма хатĕр.
— Эс пире, Левентейпе иксĕмĕре, чĕн вара, систермесĕр ан хăвар, — асăрхаттарчĕ Ятман.
— Эпир Левентейсĕр пĕр пуху та ирттермен, ак çак анчах пымасть пирĕн пухăва, — Липа çинелле кăтартрĕ Укахви.
— Суять, суять, ан ĕненĕр, яланах пынă! — терĕ лешĕ.
— Иртнĕ пухăва пымарăн-çке?
— Ну, ун чухне ĕçсем çавăн пек килсе тухрĕç, пушанаймарăм.
— Э-э, агроном, эс пухусене те çӳреми пулнă курăнать, — хирĕç тăрăхларĕ Ятман. — Аван мар, аван мар...
— Эпĕ пухăва çӳренĕ чухлĕ эсир салма та çиместĕр пулĕ! — хыттăн каларĕ Липа. — Кашни ялта колхозниксен пухăвĕнче пулатăп, комсомолецсен пуххисене çӳретĕп, ăçта кăна мĕнле канашлу пулать, унта пур çĕре те пыратăп.
— Çапах та Укахви пуххине çӳреместĕн?
— Çӳресе йăлăхтартăм та пулĕ ĕнтĕ. Çавăнпа хутран-ситрен сиктеркелесен те юрать.
— Эпĕ малашне санăн парти пухăвĕсене те çӳремелле пулать пулĕ тетĕп-ха, — тĕртсе хучĕ Ятман.
— Вăл мĕншĕн тата?
— Сан учетра кунта тăмалла.
— Шухăшлаттăм-ха ун çинчен, — терĕ Липа савăнăçлăн.
— Кунта пурăнакан çыннăн сирĕн организацинче тăмалла ĕнтĕ. Манăн хамăн та сирĕнпе пĕрле ĕçлес килет.
— Ку савăнтарать вара мана та, — терĕ Укахви, кайма хатĕрленсе.
Хĕрсене Ятман тата темиçе минутлăха тытса тăчĕ.
— Укахви, эпĕ сана акă мĕншĕн чĕнсе кĕртнĕччĕ, — терĕ вăл. — Эсир правленире хаçат витрини тунă. Куншăн ырламалла çеç. Анчах та ĕçĕре кăшт туса çитереймен пек. Правление пыракан кашни çын фронтри ĕçсем çинчен сводка ыйтать. Çынсем ытла аптратнăран паян Куçма пичче сводкăна радиопа йышăнса хăй аллипе çырса çапнă. Ман шутпа, ку ĕçе сирĕн, комсомолецсен, тăвас пулать. Çăмăллăн вуламалла çыракан çынна уйăрса лартăр та задани парăр: кашни кун ирех сводка çырса çаптăр. Тума пулать-и çавна?
— Пулмасăр, — терĕ Укахви. — Эпĕ çав тери йывăр ĕç хушатăн тесе.
— Ку вăл йывăр япала мар, анчах питĕ кирлĕ ĕç.
— Тăватпăр! — шантарчĕ Укахви. — Сводкине ăçтан çырса илмелле?
— Левентей пӳлĕмĕнче — радиопа.
Хĕрсем тухса кайсан, Ятман, манăçа хăвариччен тесе, тулă вăрлăхне кĕлете тухса хучĕ. Кунта вăл типсе те каймалла мар пек тата колхозран илнĕ тулă çинче нимĕнпе те пăсăлмалла мар пек.
Амăшĕ ятнех пĕçернĕ вир пăттине тăраниччен çинĕ хыççăн Ятман, хăйĕн хурамаран тунă кукăр патакне алла илсе, кĕпер патнелле уксахларĕ. Вăл кӳлĕ хĕррипе васкамасăр утса тухрĕ, юнашар çырмари пĕвене пырса тĕрĕслерĕ, унта çĕннине нимĕн те тĕл пулмасăр, кĕпер урлă каçса, сăрталла çул тытрĕ.
Тутаркас урамĕпе унăн пĕччен утмалла пулмарĕ, пĕр-ик кил умĕпе иртсенех ăна çак ял çынни, унччен малтан ял Совет председателĕ пулнă Гариф хăваласа çитрĕ. Ятман вăрçăран таврăннăранпа пĕрремĕш хут курнăçнăран вĕсем ĕлĕк пĕр-пĕрне юратмасăр пурăннине манса кайсах шавлăн калаçса пычĕç. Пĕрре пăхса илсех Ятман çакна асăрхарĕ: Гариф çак çулталăк çурă хушшинче сăнран ытла ватăлса кайнă пек, унăн мăнтăр пичĕ лапкăшпех пĕркеленнĕ, çурăмĕ унчченхинчен ытларах пĕкĕрĕлсе тухнă, аллисене хыçалалла тытса утнăран ун курпунĕ пушшех те пысăк пек курăнать.
— Çарта командир пултăн-и е рядовойра çапăçрăн? — терĕ Гариф, Ятмана пуç тӳпинчен пуçласа ура тупанĕ таран виçсе илсе.
— Командир пултăм, — терĕ Ятман.
— Кунта кам пулатăн ĕнтĕ?
— Кунта — рядовой.
— Тем, ĕненес килмест. Пуçлăх пулма вĕреннĕ çынна рядовой пулма йывăр пулĕ ăна? — кăмăлсăр кулчĕ Гариф.
— Эсĕ кам, мĕнле пуçлăх? — хăй пекех тăрăхласа ыйтрĕ Ятман.
— Эпĕ пуçлăх мар. Эпĕ хамăн юрра юрласа пĕтернĕ ĕнтĕ. Халĕ пирĕн çамрăксем ăслă, пур вырăна та çавсене суйлаççĕ.
— Килĕшесех килмест, — унран юлас мар тесе хытăрах утма тăрăшрĕ Ятман. — Хăвăр ялтах колхоз председателĕ ват çын. Кабир çамрăк-и вара вăл? Пирĕн колхозра Кăтра Михала ĕçлет.
— Çав икĕ ват çын пур ĕнтĕ, ыттисем пурте çамрăк...
— Çамрăксем ĕçленинче начарри ним те çук пулĕ унта? — ăнă питрен пăхса каларĕ Ятман.
— Çук, паллах, — мăкăртатрĕ Гариф. — Каларăм-çке-ха, хальхи çамрăксем ăслă тесе. Пур ĕçе те пултараççĕ, пирĕн пеккинчен ыйтса та тăмаççĕ...
— Эс правленине-и? – терĕ Ятман, ун йĕплĕ сăмахĕсене питех хăлхана чикмесĕр.
— Çавăнта çитсе курас. Пуçлăхсем мĕн калаçаççĕ, çавна итлесе пăхас.
«Характерĕ ним чухлĕ улшăнман, мĕнле пулнă, çавăн пекех юлнă, — шутларĕ Ятман хăй тĕллĕн Гариф çинчен. Ваттисем тĕрĕс каланă çав, курпуна тупăк çеç тӳрлетет тесе».
Ятман Гарифа мĕн ачаранпах астăвать. Ăçта кăна ĕçлемен пулĕ Гариф çак вунă-вунпилĕк çул хушшинче: ялăн счетовочĕ пулнă, кооператив лавкинче тавар сутакан пулса ĕçленĕ, ун хыççăн икĕ çул ял Совет председателĕнче тăчĕ, вăрçă пуçланас умĕн хăйсен колхозĕнче кладовщикра ĕçлетчĕ. Хăшпĕр руководительсем ун пек çынна активист теççĕ, — вăл пур çĕре те çитет, хĕрӳллĕ сăмах калать, сĕнӳсем парать, унран ытла ĕçшĕн хыпса çунакан çын та çук пек. Ял çыннисем вăл мĕнле активист пулнине питĕ лайăх пĕлеççĕ: калаçма вăл пуринчен те ăста, ăçта та пулин суйламалла пулсан, куç умĕнчех хăй сĕкĕнет, ĕçре вара çынсем мĕн тунине çеç пăхса çӳрет. Колхоз тунăранпа ăна суха тунине, сӳре сӳреленине е тырă вырнине никам та курман. Ялта ăна пурте, «начальник» тесе чĕнеççĕ, ĕç патĕнче тĕрĕслем пек туса çӳренине курсан, «ак начальник килчĕ, ăс парать вăл сире» теççĕ. Гариф хăй çак сăмахсене илтет, анчах вĕсем ун чĕрине нимĕн чухлĕ те хускатмаççĕ курăнать, — калаçчăрах, вĕсем тăрăхланине пăхас пулсан, унăн тахçанах ялтан тухса тармалла. Ятман ыйтмасăрах сисет, Гариф халĕ пачах вырăнсăр тăрса юлнă, çапах та ĕçлĕ çын пек правленине утать. Ĕçлекен çынсене кансĕрлеме килет ĕнтĕ, килте ларма кичемрен пырать, анчах ун пирки кала-ха, вăл сана уншăн тем тума хатĕр пулĕ.
— Кабир, сан пата атăлкассисене илсе килтĕм, йышăн хăнана, — терĕ Гариф, председатель алăкне Ятманран малтан уçса.
— Йышăнас, мĕншĕн йышăнмалла мар? Вĕсем виçĕ çулта пĕрре çеç килеççĕ, — терĕ Кабир.
— Кам виçĕ çулта пĕрре килет?
— Ара, эсир, атăлкассисем!
— Эп килсе кайни çулталăк çурă çеç-ха, — кулчĕ Ятман.
— Эс кайнăранпа кунта никам та пулман. Левентей вăрçă пуçланнăранпа та пĕрре кĕрсе тухман.
— Ан тĕлĕнтер!
— Чăнах, ара. Вăл çын патне çӳреме юратмасть. Пирĕн пата килме ун кăмăл та çук: кайра пыракан колхоз.
— Çавăн пекех юлса пыратăр-и вара? Ĕлĕк пит кайра марччĕ-çке, — тарланă çамкине шăлса илчĕ Ятман.
— Халĕ те чи кайра сĕтĕрĕнместпĕр ĕнтĕ, çапах та Атăлкассинчен юлса пыратпăр. Тĕрĕссине пытарас мар.
Шухăшсем
Прочитал от и до...
Your website, chuvash...
What if your website chuvash...
Your website, chuvash...
Elegir el mejor financiamiento inmediato...
Are you making the most of the potential...
What if your website chuvash...
Чăн чăнах та, сатира туйăмĕ Л...
Чăн чăнах та, сатира туйăмĕ Л...
Your website, chuvash...