Пулас кинсем :: Виççĕмĕш пайĕ
Мана хальхинче çула çавăтса тухакан этем Пăлли ятлă. Эпĕ ăна куçпа курман. Тимрек ялĕнче пурăвать. Халĕ те-ха нумайăшин килне радио кĕртеймен, кун вара пӳртĕнче радиоприемник пур, таçти çĕршывран паракан турра ĕненме вĕрентекен передачăсем итлет. Хапхине питĕрсе ларать теççĕ. Çынсене суйласа кăна кĕртет. Суйласа илнисем камсем-ши?
Укăлчаран кĕтĕм. Кил çумĕсемпе пыратăп. Тĕресех-мĕн, хапхи питĕрĕнчĕк. Шашулккине халтăртаттаратăп.
— Кам унта? — сас пачĕ хĕрарăм.
— Пăлли тăхлач, кĕртсем, тархасшăн, — тилмĕререх каларăм юри. — Пуплемеллеччĕ те...
Уçрĕ. Ман умра хĕсĕк куçлă хĕрарăм. Ватах мар. Нумай пулсан, хĕрĕх пиллĕксенче.
— Кĕр эппин, — чĕнчĕ хайхискер. Сасси хăйĕн арçыннăн майлă — хулăн. Хапхине питĕрес тесе сăлăп яма пуçланăччĕ, анчах мана тĕсерех сăнаса илчĕ те сăлăпне каялла шутарчĕ.
— Итемри юлташ? Такам çăхав çитернĕ ĕнтĕ райкома. Çектант та терĕç пулĕ-ха? — питĕ кăмăлсăррăн мăкăртатса илчĕ Пăлли. — Эх, çăварĕсене пăкă пересчĕ.
— Çăхавç-масарĕ тарам пултăр-ха. Хыпарĕ пур, чăнахах. Анчах пирĕн тĕллев: çынна пулăшасси. Пачах пĕтме памалла мар.
— Каларăн та, — çиллессĕн пит-куçне пĕрĕнтерчĕ. — Сирĕн йышши мар вăл йывăр самантра çынна пулăшаканни. Ял çыннисем те, куршĕ-кӳп те мар.
Мĕншĕн çавнашкалах шанма пăрахнă-ха вăл ял халăхне. Хуçалăха ертсе пыракансене. Сăлтавĕ пурах ĕнтĕ. Çавăнпа та, ялйыша хӳтĕлесе, Пăллипе чăркăшас темерĕм. Пĕрех усси пулас çук. Тӳсĕмлĕн кĕтетĕп хăй каласа парасса. Ман шухăш тĕрĕсех пулчĕ. Малтанах ун-кун çинчен юмахлакаларăмăр. Майĕпен Пăлли хăйĕн чунватмăшĕ патне çитрĕ.
....Иртнĕ çулла правлени колхозниксене вăрман кастарнă иккен. Пăлли ывăлĕ те, вунçиччĕрискер, халăхран юлман. Çак инкеклĕ кун калама çук шăрăх тăнă. Кăнтăрла апатне лариччен Пăлли ывăлĕ ĕçри юлташĕсемпе пĕрле шыва кĕме кайнă. Тарланăскер тӳрех чăмнă кӳлле. Шăнăр хуçлатса лартнă пулĕ-и, чул евĕрех шыв тĕпне анса каять. Çапла путнă ытарма çук хитре каччă — Пăллин пĕртен-пĕр ачи.
Тӳсме çук пысăк хуйхă-суйхăпа килте, тăватă стена хушшинче, пĕчченех ăшталаннă Пăлли. Никам та лăплантарса йăпатман ăна, чунне пусармалла пырса пуплекен никам та тупăнман. Хуйхăпа апат пĕçерсе çиме те маннă вăл. Вăйĕ чакнăçем чакнă, вара ураранах ӳкет мĕскĕн хĕрарăм.
Йăлана кĕнĕ тăрăх ĕçе хăвалакан бригадир малтанхи вăхăтра чӳречерен шаккакаланă. «Чирлетĕп», — пулнă сăмахĕ Пăллин. Шанмасăр пĕр-ик хутчен кĕрсе те тухнă. Тĕрĕсех-мĕн. Сывлăхсăрланнă хĕрарăма тек чăрмантарма хăяйман-ши, шав ирте-ирте кайнă. Тен, хĕрхеннĕ те? Кунсем иртнĕçемĕн пачах маннă ăна.
Сисĕнмесĕр кĕркунне çитнĕ. Çынсем хăйсен пахчинчи çĕрулмине кăларма тытăннă. Пăллин çаплипех выртнă. Хуçи пăшăрханман мар, паллах, анчах йывăр пуçне минтер çинчен çĕклеме те вăйĕ юлман. Ал сулнă вара вăл, çутă тĕнчепе уйăрăлма хатĕрленнĕ.
Пĕррехинче ун патне пĕр темле ватăпа вăтам çулхи хĕрарăм пырса кĕнĕ... Хĕрхенсе калаçнă вĕсем Пăллие. «Хуйха-суйха çăмăллатма турă çеç пултарать, вăл çеç асапланакан чун-чĕрене сыватать. Ир те, каç та кĕлту!— хушать хайхи сухаллă старик. — Эпир сана пур енĕпе те пулăшса тăрăпăр». Суйман çав этем. Нумай та вăхăт иртмест, икĕ хĕрарăм ертсе килет. Вара вĕсем пахчари çĕрулмине кăларса нӳхрепе тирпейлесе хураççĕ. Кайнă чух укçа та парса хăвараççĕ. Аш-какай, сĕт-çу туянма. Пăлли вăрçă вăхăтĕнче ĕнине сутнă пулнă, çавăнпа вара, чăх-чĕпсĕр пуçне, тек выльăх-чĕрлĕх те усраман.
Килкелесех тăнă çакăн хыççăн сухаллă старик.
— Кĕлту турра. Çав çеç хуçăлнă чуна юсать, — вĕрентнĕ çаплах чирпе асапланакан вăйсăр хĕрарăма.
— Пĕччен тăрса юлсан, çумра кирек мĕнле çын та питĕ паха çав, — ассăн сывласа илчĕ халь Пăлли. — Халиччен нихăçан курман старикпе юмахласа, тепĕр чух тавлашса, çулăм хыпнă ăша пусараттăм.
«Пурнăçра усал ĕçпе çыхланман: вăрра, ясара кайман. Çылăхсăр эпĕ, — тӳрре тухма тăнă малтан Пăлли сухаллă старик умĕнче. — Мĕншĕн çӳлти турă раснах ман пуç çине хурлăх хыççăн хурлăх тиерĕ-ха?» «Турра çапла кирлĕ пулнă. Унăн ирĕкĕ. Пире вăл хуçса ватма та, тӳрлетсе юсама та пултарать. Эпир — ун чурисем. Ытларах кĕлтумалла. Çынсене хамăр енне çавăрма тăрăш. Сăвап çитĕ те вара. Леш тĕнчере хăвăн упăшкупа тĕл пулса ывăлăра шыраса тупăр. Пурăнăр вара савăнса та ырă курса», — кăмăллăн, ăшшăн калаçнă хайхи ватă.
Пĕррехинче вăл темĕнле ещĕк çĕклесе килнĕ. «Мĕн япали ку?» — тĕлĕнсе ыйтнă Пăлли. «Чиркӳ, — тет лешĕ.— Малашне халăхпа пĕрле килтех кĕлтăвăн. Шанчăклă çынсене хăвăн патна чĕнме пултаран».
— Тепĕртакран шăпах, ак, пирĕн чиркӳ кĕлле кĕрет. Итлесе пăхас шухăш çук-и, Итемри юлташ? Атьăр, — чĕнчĕ вăл.
Эпĕ аптраса, пăлханса ӳкрĕм. Мĕншĕн-ха ку хĕрарăм тӳрех хăйсен вăрттăнлăхне уçса парать? Манран, райком инструкторĕнчен, нимĕн чухлĕ те шикленмест-и?
Çухалса тăма юрамасть.
— Кĕрсе итлем, — килĕшрĕм эпĕ çийĕнчех.
Пӳрте кĕтĕмĕр. Кил хуçи хĕрарăмĕ, тăрăхла сак çинче выртакан кĕпине илсе, пăлтăра кĕчĕ. Икĕ чӳрече хушшинчи стена çумĕнче радиоприемник ларать. Ăна куçлă-куçлă шаль тутрипе витнĕ. Пăлли шутарчĕ те пуканне мана ларма хушрĕ. Хăй хыпалансах пĕчĕк çаврашкана пăркалама пуçларĕ.
— Ăна ĕçе яма питĕ ансат, — чăн-чăн ăста радист евĕрлĕ хăтланать Пăлли. — Халех пуçланать.
Эфирта тĕрлĕрен хумсем шатăртаткалани хăлхана ыраттарчĕ. Унччен те пулмарĕ, пĕр мăн сасă юрлани илтĕнсе кайрĕ. Пăлли чĕркуçленсе ларчĕ, сăхсăхма пуçларĕ. Пуççапсах. Мăн сасă турăран паян пурăнмалăх çăкăр ыйтать. Кĕлĕ сăмахĕсем вырăсла. Юрă вĕçленчĕ. Çакăнпа çырлахать пулĕ тенĕччĕ. Çук иккен. Ачасем çинçе сассисемпе юрлама пикенчĕç, сăвă каларĕç. Унтан хĕрарăм диктор лекци вулама тытăнчĕ. Таçти-таçти çынсем ялĕпех турра ĕненеççĕ. Çавăншăн вĕсене турă пур енĕпе те çăмăллăх парат имĕш.
Юлашкинчен кĕлĕ-юрă пулчĕ каллех.
— Чим-ха, ку передача ăçтан пулчĕ вара? — ыйтрăм эпĕ.
— Пĕлейместĕп, — терĕ Пăлли. Тепĕр тесен, ăçтан пĕлтĕр-ха вăл?
— Эсĕ, Итемри юлташ, кĕлтумарăн, сăхсăхмарăн. Элле турра пачах ĕненместĕн? — ман çине шеллесе пăхрĕ Пăлли. Ку хĕрарăм çав териех мĕскĕнех те мар иккен...
— Çук турра ма ĕненес-ха?
— Эппин, мана хуптаратăн пулĕ?
Тӳрех чухлаймарăм та, чăнласах пăшăрханать-и вăл, е йĕкĕлтеме шутлать? Унсăрăн: «Пирĕн çĕршывра турра пуççапнăшăн айăпламаççĕ. Ун пеккисене Совет влаçĕ хӳтĕлет», — тесе хумĕччĕ.
— Нумай пĕлетĕн иккен эсĕ, Пăлли, — терĕм эпĕ вара кулкаласа. — Анчах асту, сухаллă стариксем ытахаллĕнех пулăшас çук.
Сывпуллашса тухса кайрăм. Пăлли йышшисем, пĕр-пĕччен асапланакансем, ялĕнче сахал тупăнмаççĕ. Пулăшмалла вĕсене. Анчах мĕнле? Халлĕхе хам та чухлаймастăп.
36
Уй-хир çийĕн, систермесĕр тенĕн, хура пĕлĕт катрамĕсем килсе капланчĕç те миххисен çыххисене салтса ячĕç. Малтан пăр кĕрпи сапăнчĕ, вара, кункраран тул çăнăхĕ кăшăлл юхса тăкăннăн, юр тĕшĕрĕлчĕ. Талăк хушшинчех ура пакăлчакĕ таран кĕрт хывăнчĕ. Ирĕлмерĕ юр, выртмаллипех выртрĕ. Çапла вара мĕшĕлти колхозсене, хăйĕн хаяр çиллине кăтартса, чăннипех хур кӳчĕ. Темиçе колхоз уйран тырпула пачах пухса кĕртме ĕлкĕреймен. Намăса ячĕç вĕсем. Кунашкаллисем вăрçă вăхăтĕнче те пирĕн районта пулман теççĕ.
Мĕн чăрмантарнă вĕсене ĕçе вăхăтра вĕçлеме? Пуриншĕн те паллă-çке кĕркуннен ăшă та хĕвеллĕ кунĕсем çулталăкĕпех тăсăлманни.
Парти райкомĕ мана каллех Тимрек ялне ячĕ. Колхозăн Темиçе гектар çĕрулми, сĕлĕ юр айне юлнă.
Ку хутĕнче манпа пĕрле Юльттине, комсомол райкомĕн секретарĕ, пычĕ.
Колхоз председателĕ патне кĕтĕмĕр. Калаçу пуçланчĕ. Эпир ыйтнипе вăл ĕç планне кăтартать. Миçе ĕçкунĕпе тата миçе кунта тырпул пухса кĕртессине палăртнă. Ку йăлтах хут çинче çав. Колхоз пуçлăхĕсем халăха кирлĕ пек ĕçе кӳлĕнтереймен. Пĕрисем енчĕке ытларах укçа чышас шутпа унта-кунта тухса кайнă, теприсем пасарпа туслашнă, виççĕмĕшсем эрехпе пăнтăхнă.
Тырпула юр айне янин мĕнпур сăлтавĕ те çакăнта.
Пуриншĕн те паллă, ку тапхăрта колхозăн пысăк вăйĕ— хĕрарăм. Хальхинче лăп та шай çавскерсене пула ĕç юхăннă темелле. Апла пулсан, вĕсене йĕркене кĕртсе ура çине тăратмалла. Çакна тума Юльттинепе иксĕмĕр çеç хал çитерейместпĕр.
Пĕр-пĕрин шухăш-кăмăлĕсене пĕлме чи хастар, чи пултаруллă хĕрарăмсене чĕнтертĕмĕр. Акă вĕсем: çамрăк учительница — Нина Шенкерри, фермăра ĕне сăвакан —Мавра Янтракина, уй-хир бригадирĕ — Наçтук Кошкина тата Селле фельдшерица. Калаçăвăн тĕп ыйтăвĕ — хĕрарăмсене пулăшасси. Вĕсем кирлĕ пек ĕçлеме те, кирлĕ пек канма та пултарччăр.
— Ял хĕрарăмĕсене пĕр йыша пуçтармалла,— сĕнет çамрăк учительиица. — Çав йышăн хăйĕн чăмăрĕ пулмалла. Унта халăхра ырă ятлă хĕрарăмсене кĕртмелле.
Лайăх ăс.
— Ирттерер-ха, акă, пуху. Унта вара хĕрӳ калаçу пуçлар, — хĕрарăмсен куçĕнчен пăхса çаврăнатăп.
— Ертсе пыракан ушкăна, е, эсир каланă пек, чăмăра, хитре кăсăклă ят кирлĕ, — тет Юльттине. — Вăл пурне те илĕртсе тăтăр.
— Тен, «Чиперрисем» темелле?
— Тупата янăрать! — килĕшсе пуçа сĕлтетĕп.
— Кашни хĕр е арăм илемлĕ пулма тăрăшать. Ваттисем те тĕкĕре пăхса юсанаççĕ, — йăл-йăл кулкалть Юльттине. — Сăн-пит çеç мар, чун та чипер кирлĕ. Анчах çакна кашниех чухламасть-ха халлĕхе.
— «Чиперррисем» вĕрентĕ, — сăмах хушрĕ Нина Шенкерри.
Юльттине сĕнĕвĕпе килĕшрĕмĕр пурте. Ял хĕрарăмĕсене пухăва йыхăракан темиçе пĕлтерӳ çыртăмăр. Вĕсене урамсенче çакма шкул ачисем илсе кайрĕç. Хамăр кайри касра пурăнакан хăшпĕрисем патне кĕрсе тухма шутларăмăр.
Ку касра Пăлли пурăнать. Çул çинче ун пирки сăмах тапратрăм.
— Сывалса çитнĕ-и?
— Пĕринчен сывалать, тепринпе чирлет, — тарăхса каларĕ Наçтук бригадир. — Йăлтах ухмаха ернĕ вăл: ялйышран уйăрăлчĕ.
Ку калаçуран акă мĕн пĕлтĕм: Пăлли хăйĕн эрешмен картине аслăлатсах пырать. Танатине темиçе анра-сухра лекме ĕлкĕрнĕ.
Чи малтан Пăлли патне кĕтĕмĕр. Ун патĕнче темле хĕрарăмпа арçын лара параççĕ. Радиопа таçти мурти чиркӳре турра кĕлтунине итлеме килнĕ пулĕ ĕнтĕ? Хăйсем те пуç-çапаççĕ-тĕр? Вĕсене курсан, пирĕнпе пĕрле килнĕ Наçтук бригадирăн куçĕ-пуçĕ чарăлсах кайрĕ.
— Ай-уй! Ялти ăслă-пуçлă, чи сумлă çынсене кунта курасса сунманччĕ, — терĕ вăл тĕлĕннипе. — Кĕлтума-и?
— Тӳрех ун пек каласа ан тат-ха, Наçтук, — кӳренчĕ арçынпа юнашар ларакан хĕрарăм. — Пăлли, ав, çуртне сутать. Эпир туянма шутлатпăр. Килĕшсе татăлайăпăр-и?
— Ăçта кайма пуçтарăннă, Пăлли аппа? — кăсăклантăм эпĕ.
— Кунтан пăхсан курăнмасть. Сирĕн куç умĕнчен тухса çухалам, атту колхоз председателĕ кун памасть, — шăл витĕр каласа хучĕ Пăлли. — Ял çыннисене пăсатăп имĕш. Турра ĕненмен çынна ăна, çыхса лартсан та, ĕнентереймĕн. Ман пата хĕрарăмсен килме те юрамасть, ами.
— Каях, — алне сулать бригадир. — Кахалпа та кăмăлсăр ĕçпе пăнтăхнăскерсем ялтан тасалсан, сывлăш уçăлать. Каялла тапса ан килех.
— Ура ярса пусмастăп, эсĕ виличчен те, — кăшкăрчĕ Пăлли.
— Ха, эпĕ санран çамрăк. Кураймăн эпĕ вилнине...
— Пĕр-пĕрне унашкалах ан кӳрентерĕр-ха, — вĕсен хушшине кĕтĕм. — Пăлли каятех пулсан, пирĕн унпа ним пирки те пуплемелли çук.
— Мĕн каласшăнччĕ, — куçне чăрлаттарчĕ Пăлли.
— Ыран ял хĕрарăмĕсен пухăвĕ пулать. Сана унта пыма чĕнесшĕнччĕ. — Çапла каларăм та алăк патнелле утрăм.
Пăллипе юнашар киле кĕмерĕмĕр. Кунта ĕçчен çынсем пурăнаççĕ терĕç.
Акă пирĕн умра урама тăрăхла тăпăл-тăпăл пĕчĕк кăна пӳрт. Ун хуçи — çамрăк хĕрарăм. Вăл Хветтис ятлă, фронтра пулнă. Колхоз ĕçне тухмасть. Эрех юхтарать, ĕçет, сутать те. Кунпа çеç çырлахмасть, яшсене те ĕçке явăçтарать.
Кунашкал хĕрарăм патне мĕнле кĕмĕн? Хветтис килтех. Хĕрĕнки тӳрех куçа тăрăнчĕ. Питçăмартисем йăмăх хĕрлĕ, тепле юн пĕрĕхмест. Мана тӳрех тĕшмĕртрĕ.
— Эпир санпа фронтовичкăсем! — кăшкăрашма тытăнчĕ. — Никамран та хăрама кирлĕ мар. Иртĕр, хăна пулăр.
Унччен те пулмарĕ, Хветтис чăлантан пĕр четвĕрт сăмакун илсе тухса сĕтел çине лартрĕ.
— Итемри юлташ ман пекех фронтра асапланнă, — эрехне стакан çине тултарчĕ те йăнк! йăнклаттарчĕ. — Пурте çапла, ман пек, тĕппипе ĕçмелле. Хăй юрра яра пачĕ.
Лутра кăна хурăн хур пулмĕ,
Хурăн шывĕнчен те пыл пулмĕ.
Йĕрсе-хуйхăрса халь ан тăрар,
Хуйхăран чĕресенче çу пулмĕ.
Эпир ним тума пĕлмесĕр тăратпăр айванла. — Юрă-сăвă вăл, хĕрарăмсем, тăвăннă чуна юсать, — тет Хветтис, пире ирĕксĕрлесех эрех ĕçме хистесе.
— Тăхта-ха, — эрех сĕннине сивлетĕп, — эпир сан патна хăналанма килмен, фронтовичка мĕнле пурăннине курас тесе. Анчах та эсĕ, шел, эрехпе хытах туслашнă курăнать.
— Тĕрĕс, ĕçетĕп!
— Мĕншĕн?
— Хуйха-суйха манма.
— Фронтран çĕнтерсе сывă таврăннă. Мĕн хуйхи халь сан?
— Мăшăр юрăхсăрри лекнĕшĕн ĕçетĕп, — ӳлесех йĕме тытăнчĕ Хветтис. — Усал упăшкаллă пурнăç — чĕр тамăк. Эх-ха-хай! Фронтран пĕрле таврăнтăмăр. Авлансан, стрилккара ĕçлеме пуçăнчĕ. Этемсĕр çын пулчĕ вăл. Мана, арăмне, çаппа-çарамаслантарса, туртаран пăявпа кăкарса, чăпăрккапа шăтти-шат çапа-çапа лашапа шай чуптарчĕ вăрман варринчи çулпа. Шар куртăм. Юлашкинчен уйрăлчĕ те таçта мура кайса çухалчĕ. Ачапа тăрса юлтăм.
Мĕнле тӳсмелле, тет, ман çак мăшкăла? Мăй таран инкек тиенчĕ. Эрех кăна чуна лăплантарать: ĕçетĕп те самантлăха йалтах манатăп. Атту тахçанах ухмаха тухса кайнăччĕ...
— Ыран ял хĕрарăмĕсен пухăвне ирттереççĕ.
— Эй, мĕн усси?
— Мĕнле мĕн усси? Ĕçкĕ çинчен мар, ĕç çинчен шухăшлăс пулать. Тăнăç пурнăç çинчен. Ачамăрсене упрамалла. Акă мĕн. Эсĕ пур, эрехпе супан. Юрамасть капла, — ятлатăп ăна.
— Каллех вăрçа тухасшăн мар пулĕ те? Эпĕ кунта ханша ĕçсе выртнипе ним те пĕлместĕп çав, — пăшăрханса ӳкрĕ Хветтис.
— Совет çĕршывне курайманскерсенчен тем те кĕтме пулать. Пухура калаçăпăр. Кая юлса ан пыр.
— Халиччен пирĕн ялта пуху таврашĕ ирттермен те... — куççульпе йĕпеннĕ питне саппун аркипе шăлкалать Хветтис.
— Куншăн чи малтан эсĕ айăплă, — тетĕп.
— Мĕншĕн эпĕ?
— Эсĕ фронтра пулнă, Тăван çĕршыва хӳтĕлесе алла пăшал тытса тăшмана хирĕç çапăçнă. Эсĕ тĕнчери малта пыракан хĕрарăмсен ретĕнче пыма тивĕçлĕ. Тух хăвăртрах йăнăш çул çинчен.
— Хама та йĕпхĕртрĕ кунашкал пурнăç, — ассăн сывласа илчĕ Хветтис.
— Ыран пухура чипер, йĕркеллĕ пурăнма сăмах пар. Урăхла килĕшмест сана, фронтовичкăна. Вара хĕрсех колхозра ĕçе тытăнăн. Ав, тырă, сирĕн пеккисен пайĕ, юр айне юлнă. Вăтанасчĕ кăшт, — намăслантаратăп.
— Пӳрт-çурт илемĕ те çук хăвăн, — асăрхаттарать Селле фельдшерица. — Урайне хăçан çунине те астумастăн-тăр? Кĕркунне пылчакĕ халĕ те çаплипех. Сан пӳртӳнтен тухсан, урамри таса юра варалăн, чăнах.
— Паянах çăватăп, тасататăп, —сăмах парать кил хуçи.
Нина Шенкерри учительница та питлемесĕр юлмарĕ. Хветтисăн ывăлĕ шкулта чаплах вĕренмест иккен.
Эпир татах та темиçе çын патне кĕре-кĕре тухрăмăр. Ĕçке ярăннă хĕрарăмсем ик кил сиктерсе тенĕ пекех ку касра.
— Атьăр-ха, сире тепĕр йышши хĕрарăм кăтартам, — чĕнчĕ колхоз бригадирĕ Наçтук Кошкина, кермен пек хитре çурт енне ал сулса.
Эпир килĕшрĕмĕр. Алăка шаккамасăрах кĕтĕмĕр. Ялта ку йăла çук.
Шухăшсем
Did you know that your website ch...
Прочитал от и до...
Your website, chuvash...
What if your website chuvash...
Your website, chuvash...
Elegir el mejor financiamiento inmediato...
Are you making the most of the potential...
What if your website chuvash...
Чăн чăнах та, сатира туйăмĕ Л...
Чăн чăнах та, сатира туйăмĕ Л...