Ĕмĕр сакки сарлака. 3-мĕш кĕнеке :: Иккĕмĕш пайĕ
I
Çăварни эрни тухас кун, аслă типпе кĕрес умĕнхи юлашки вырсарникун, чиркӳре халăх тăп-тулли. Кунта кашниех харпăр хăйĕн пурнăç май кăмăл-шухăшĕпе пухăннă. Кăçалхи ӳтре çеç мăшăрланнă, çылăха кĕнине сисмен, пурăнмалли кунçулсем малашлăхра тата нумай тесе шутлакан çамрăксем пуçĕсене тӳрĕ тытса тăраççĕ. Вĕсен пит-куçĕнче хаваслăх çиçет. Кĕлĕ йĕркисем, клирос çинчи хавхалануллă юрăсем вĕсен юратупа тулăх чĕрисене килентересшĕн кăна пынăн туйăнаççĕ. Пурнăçа кун тăрăх шутлама пуçăннисем, çылăха кĕнине чухлакансем аслă типпе тивĕçлĕн кĕтсе илсе, Христос юнне ăша илме тасалса çитесшĕн йăвашшăн кĕлтăваççĕ. Ватăлнисем, çут тĕнчери пурнăç вĕçне çитнĕ тесе шутлакансем, типĕ умĕнхи юлашки вырсарникуна урăх курас çуккине ĕненсе, ассăн та йывăррăн сывласа, аял пуç таяççĕ. Ут тăршшипех хăтана пырасса кĕтнĕ, анчах никам пыманнипе каллех тăрса юлнă çулланарах панă хĕрсем те салху. Вĕсем кĕлтумаççĕ. Турă ӳтре кĕлтунине илтмесĕр каччă тупса паманнипе чĕрисем хытнă.
Кăнтăрлахи кĕлĕрен тухас вăхăт паçăрах çитнĕ те, пуп ĕненекенсене кăларса ямасть-ха. Вăл, арăслан çилхи пек çӳçне силле-силле илет, хулăн та янравлă сассине янратать, антихрист турра çирĕп ĕненмен этемсене аташтарса вĕсен чунне тамăка путарасшăн çĕр çине килни çинчен калать. Пуп ĕнентерме хăтланнă тăрăх, ку антихрист хура халăха турă панă патшана хирĕç тăратасшăн, унăн пурнăçне пĕтересшĕн. Çак антихрист хăватне парăннă усал этемсем Раççей çĕршывне, унăн таса ывăлĕпе хĕрĕсене урăх тĕнпе пурăнакан яппунцăсен ирĕкне парăнтарасшăн. Енчен Энтрей вырăнче кам та пулин урăххи пулсан, пуп антихристăн ятне каласах ылханĕччĕ. Кунашкал тума кирлине ăнланать вăл. Энтрей чăвашсен ăраскалĕсене çăмăллатасшăн кĕрешнипе асап тӳсекен паттăррăн курăннăран халăх хушшинче ăна тытса хупакансене кӳренекенсем те сахал маррине аван пĕлет. Анчах Энтрее тĕрмене хупасса шанманнипе, ун ятне асăнса ылхансан, пуян ашшĕпе йыснăшне çиллентересрен хăрарĕ. Юлашкинчен пуп пăлхав саракан антихристсене ĕненекенсен хушшинчен хăвалама хушрĕ. Аскăн та усал кăмăл-шухăшсене сирме турăран пулăшу ыйтма чĕнчĕ.
Микула пуп каланисене йăвашшăн та тимлесе итленĕн курăнать, чĕринче кăра çилĕ чашкăрать. Пуп халапĕ нумайăшĕн кăмăлне çемçетнине сисет вăл. Ахальтен-и шăп тăракан ĕненекенсен хушшинче ассăн сывласа кĕлтуни, турăран каçару та пархатарлăх ыйтнисем илтĕне-илтĕне каяççĕ... Микула çак самантрах амвон çине хăпарĕччĕ те, пĕтĕм ăстăн хăвачĕпе витерсе, пупа тăрă шыв çине кăларĕччĕ. Капла хăтланни ырлăх кӳрес çуккине аван анланнипе çеç чĕлхине çыртса тăчĕ.
Пуп хăй сăмахне пĕтерчĕ те алтарьтен хĕрес илсе тухрĕ. Хулăн та уçă сассипе чиркӳ стенине кисрентерсе:
— Императору нашему и великому государю Николаю Александровичу многие лета! — тесе юрласа ячĕ.
Клирос çинчисем хавхалануллăн юрларĕç:
— Многие лета!..
Унтан ĕненекенсем пуп аллинчи хĕрĕсе чуптума тытăнчĕç. Ку вăл чиркĕвĕн чи ирсĕр йăли. Хĕресе чирлисемпе сыввисем те, сĕлеке юхтаракансемпе тасисем те чуптăваççĕ. Микулапа Анукăн кашнинчех кăмăлĕ пăтранать. Енчен чиркӳре паллакан çынсем çук пулсан, пуринчен ытла пуп палламасан, хĕрес патне пымасăрах тухса шăвĕччĕç. Халь апла тума пултараймарĕç, ыттисем пекех хĕресе чуптурĕç. Пуп астутарнине те илтрĕç:
— Эсир тӳрех ман пата уттарăр. Эпĕ нумай тăмастăп, çитетĕп!
Микулапа Анук айккинелле пăрăнчĕç. Алăк латĕнче вĕсене Касмухха кĕтсе илчĕ, яланхи пекех пуç тайрĕ.
— Николай Степанович... Анук кин... праçник пĕрле пултăр...
Микулапа Анук чĕрисем вĕриленсе авăкланчĕç, Пăхма Касмухха çынах. Хăйне ним айăпсăрла тыткалать. Ашĕнче хура çĕленĕн наркăмăшлă сăннине упрать. Леш каç çеç-ха Микуласене ним шеллемесĕр сутнă. Кун хыççăн вĕсен Касмуххана курас та килмест. Çавăншăнах кашни вырсарникун лартакан çуртине те илмерĕç. Анчах хăйсем пĕлнине систересшĕн мар хирĕç саламларĕç:
— Эсĕ калашле пултăр, Петĕр пичче!
Касмухха савăнчĕ. Микула ним те туйманнине ĕненчĕ, йăпăлти сасă çине куçрĕ.
— Николай Степанович... Ман пата кĕрсе пĕрер курка сăра ĕçме кăмăл тумăр-ши?...
Саламланине йӳпсемесĕр ирттереймерĕç пулсан, хăнана кĕрессинчен пăрăнма нимех те мар тесе шутларĕ Микула. Касмуххаран йĕрĕннине пытарма тăрăшмасăр хуравларĕ:
— Кĕрсе çӳреме вăхăт çук, Петĕр пичче. Пачăшкă чĕннĕ-ха. Вара Михаил Петрович патне каймалла.
Микулапа Анук пăрахса кайни Касмухха мăнкăмăллăхне хуçрĕ. Вăл пуçламăш хут Микулана сутма хăтланни вырăна килменшĕн пăшăрханчĕ.
Пуп арăмĕ Микуласене хаваслăн кĕтсе илчĕ. Вăл ĕçме-çиме хатĕрленĕ çĕре пуп та персе çитрĕ. Вĕсем сĕтел хушшине ларчĕç, ĕçнĕ-çинĕçемĕн чĕлхисем те уçăлчĕç.
— Пачăшкă, — терĕ Микула, — паян эсир пархатарлă та витĕмлĕ калаçрăр. Май пур таран асăрхарăм та, сирĕн сăмахсем ĕненекенсен чĕрине вут тивертнине, турăпа патша хăватне парăнтарнине сисрĕм. Хамăн чунăм та сирĕн чĕлхерен тухнă хăватпа çунатланчĕ. Ашăмра тĕншĕн, аслă патшашăн ниме шеллемесĕр тăрас кăмăл татах çĕкленчĕ.
— Ман куçран та сăваплă куççуль тухрĕ. Эпĕ çеç-и вара... Ытти хĕрарăмсем те макăрчĕç... — упăшки шухăшне ăнланса, сăмах хушрĕ Анук.
Прихучĕпе чаплă та тус-йышлă икĕ çын ырлани пуп кăмăлне килентерчĕ. Энтрее арестленĕ хыççăн хускалнă чĕри пурпĕр лăпланаймарĕ.
— Халиччен эпĕ те проповедьсем ĕненекенсен чунне ырă май çавăраççĕ тесе шутланă. Чăвашсем хушшинче патшана хирĕç кайма пикенекен çын тупăнасса аса та илмен. Пурте турăпа патшана пăхăнса пурăнасса шаннă. Эпĕ йăнăшнă иккен. Вĕсен хушшинче пăлхавçăсем хыççăн каяс кăмăллисем те пур-мĕн. Çитменнине, кунашкал этемсенчен пĕри манпала çăкăр-тăварлă пурăннă. Вăл пĕччен марри паллах. Антихристла листовка пĕлĕтрен персе анман. Иккĕленмелли çук, Кураковăн тус-йышĕсем те пирĕн çывăхрах, чăвашсен чун-чĕрисене наркăмăш парса чирлеттерме тăрăшаççĕ. Эпĕ куна сирсе яма мар, халĕ те тĕпĕ-йĕрĕпе пĕлместĕп. Çавăншăн пăшăрханатăп, Николай Степанович... Çавăншăн канăçа çухатрăм...
Итлесе ларнăçемĕн Микула çакна ăнланчĕ: пуп паçăр амвон çинче хăйне шанăçлăн та хăватлăн тыткалани халăха кăтартмалăх кăна иккен. Тĕрĕссипе, Энтрее хупни, тимĕрçĕ çинчен сарăлнă хыпар ăна йăлтах минретнĕ. Ку Микулана рехетлентерчĕ. Çапах та петĕм кăмăл-шухăшĕпе турăпа патшана çеç парăннăн пуп хутне кĕчĕ.
— Шухăшласан, питех тĕлĕнмелле çăв... Халăх çинчи халапсене ĕненсен, Кураков, чăн та, пăлхава хутшăннă. Ман нимпе те ĕненес килмест. Нивушлĕ вара Андрей Кураков чухлĕ вĕреннĕ çын та киревсĕр этемсемпе çыхăннă? Çук, пачăшкă, татах калатăп, пуссан-кассан та ĕненес килмест. Кунта тĕмле, халлĕхе ăнланмалла мар ĕç сиксе тухнă. Акă тĕпчесе пăхĕç те ăна кăларса ярĕç.
— Эсир калашле килсе тухсан аванччĕ те, Николай Степанович...
Микула пупăн кăмăлне татах çĕклеме тăрăшрĕ.
— Тепĕр тесен, Андрей Кураков йăлтах урăх йышши этем. Ун пуçне тем те пырса кĕрĕ. Хут пĕлмен чăвашсене шăнатăп эпĕ. Вĕсем эсир вĕрентнинчен иртмĕç,
— Турă пулăштăрччĕ, Николай Степанович.
— Акă мĕн, сударьсем, — сăмаха хутшăнчĕ пуп арăмĕ, — халапăрсем йăлăхтарса çитерчĕç. Туррăн — турăшăн пултăр. Ун çинчен калаçмалли вырăн чиркӳре. Полицейскисен ĕçне полицейскисем тишкерччĕр. Эпир ахаль çынсем çеç, вĕсен йăлине тума пухăннă. Эсĕ, пачăшкă, кил хуçи тивĕçне манса, хăнасене пăхмасăр ларатăн.
— Питех тĕрĕс, матăшка, каçару ыйтатăп, — терĕ те пуп чие çырлинчен тунă хĕрлĕ эрехе черккесене тултарчĕ.
Микулапа Анук пĕрер черкке ĕçсенех кайма пуçтарăнчĕç. Пуппа арăмĕ татах ларма сĕннине хирĕç:
— Хăвăрах пĕлетĕр, пачăшкă, матăшкă... Сирĕнпе пĕрле пире те Михаил Петрович патне чĕннĕ. Унта кайиччен килте ĕçсем кăштах пурччĕ-ха, — терĕ Микула.
Микулапа Анук çитнĕ çĕре Энĕшкассинче вĕçĕ-хĕррисĕр катаччи чупаççĕ. Пĕкĕ çинчи шăнкăрав сасси савăнăçлăн янрать. Мĕн-мĕн кӳлсе тухман-ши кунта: çара çуна, кĕске çуна... Суха хăмине кӳлсе тухнисем те пур. Лашисем, лаши таврашĕсем çумне мĕн кăна çакса тултарман-ши? Хăшпĕрисен пĕкки çинче илемлĕ тутăрсем, турти пуçĕ çинче питшăллисем вĕлкĕшеççĕ. Теприсен тата улăмран çыхса çакнă ярапасем чăшăлтатса пыраççĕ.
Катаччи чупманнисем те урамра ушкăнăн-ушкăнăн пухăнса тăна та çынсем чупнине кураççĕ. Çавăнтах тыт-йыттулла вылякансем пĕр-пĕрне çурăмран чăмăрпа ислетеççĕ. Сисмен чухне пĕр-пĕрин алсишĕсене хывса пăрахаççĕ те, лешĕ илме пĕшкĕнсен, «пасар!» тесе çурăмĕнчен кӳпкесе ахăраççĕ. Ачасем çунашкапа ярăнса савăнаççĕ. Вĕсем çăварни эрнине кĕрес умĕнех урам тăваткăлĕнче юр купи тунă та варрине юпа лартнă. Юр купине шыв сапса пăрлантарнă. Юпа çине кустăрма тăхăнтартнă. Кустăрма çине вăрăм сайхах çыхнă та ун пĕр вĕçне пĕчĕк çунашка кăкарнă. Тепĕр вĕçĕнчен тĕксе, çунашкана çил-тăман кăларттарса чуптараççĕ. Пурте ларса ярăнасшăн. Чикеленсе юлманнисем питĕ сахал.
Яла кĕрсен, умра пыракан лавсем çула пӳлнипе, Микула урхамахне уттипе ячĕ.
Килте вĕсене Ванюк тата Кĕтерук ачисем — Анахвиспе Коля кĕтсе илчĕç.
— Атте, атте! Катаччи чуптар пире! — терĕ Ванюк.
— Ха, Коля та кунта-çке! Катаччи чупма килтĕн-и? — ачашшăн чĕнчĕ Микула.
Коля пуçне сĕлтсе çирĕплетрĕ.
— Юрĕ, юрĕ... Халех чуптарăп.
— Эсир апат çинĕ-и? Выçă мар-и? — ăшпиллĕн ыйтрĕ Анук.
— Çинĕ! — хуравларĕ Ванюк.
— Эсĕ çинĕ пулĕ те, тус-йышусене хăна турăн-и? Ванюк аванмарланса кайрĕ. Вăл юлташĕсене хăналама чăнах та маннă.
— Çук, анне...
Анахвис Ванюк хутне кĕме васкарĕ:
— Аппа, пирĕн пĕртте çиес килмест. Эпир тин çеç çисе тухнă.
— Килте çини килех юлнă вăл, Ванюкăн хăйĕн юлташĕсене хăна тумаллах. Микула пиччӳ катаччи чуптарма хатĕрленнĕ хушăра сăйлама та ĕлкĕрĕ!
Анук кĕрĕкне хывса çаксан, сĕтел çине апат-çимĕç хатĕрлесе хучĕ, ачасене сĕтел хушшине лартрĕ.
Микулапа Наум урхамаха сăрланă хыçлă çуна кулчĕç, касса чĕнтĕрленĕ пĕкĕ айне икĕ шăнкăрав, пĕкĕ икĕ енне виçшер çӳçеллĕ тутăр çакрĕç, çуни çине кавир сарчĕç.
Ачасем çисе тăранчĕç те тумланчĕç. Ванюк хуткупăсне йăтрĕ. Анук вĕсене кил хушшине илсе тухрĕ. Çунан ик хĕррине Ванюша Анахвисе, варрине Кольăна лартрĕç. Микула малти ларкăч çине вырнаçсан, Наум вĕсене хапха уçса кăларса ячĕ.
Ванюк хуткупăсне туртса ячĕ. Анахвис янравлă сассипе юрларĕ:
Чупрăм антăм çырмана
Шур хут укçа пуçтарма.
Шур хут укçа пичетсĕр,
Чухăн çын хĕрĕсем хисепсĕр...
Микуласен, тен, таврари пĕртен-пĕр чаплă урхамахĕ энĕшкассисене яланах тĕлĕнтернĕ. Халь вĕсене ку çеç мар, чаплă çуна, пĕкĕ айккисенче вĕлкĕшекен пурçăн тутăрсем, ларса пыракансен хаваслă юрри те тыткăна илчĕ. Микула çитнĕ чух курса тăракансен ушкăнне айккинче вылякан çамрăксем те хутшăнчĕç. Хушăра Кĕтерук тăрать. Чунĕ ытла та хавасланнипе куçĕ шывланнă. Ан тив, вĕсем чухăн пурăнаççĕ те, Микула кумăшсем ырă суннипе ачисем ытти çынсем пекех катаччи чупаççĕ, ялпа пĕрлех савăнаççĕ.
Курса тăракан ушкăн тĕлне çитсен, Микула урхамахне чарчĕ те:
— Эй, ачасем! Килĕр кунта, çуна çине ларăр! — тесе йыхăрчĕ. Ачасем ĕненсех каймарĕç курăнать, вырăнтан та сикмерĕç. — Мĕн пăхса тăратăр?! Ларăр!
— Ларăр! Ларăр! — хаваслăн сĕнчĕ Ванюк та. Вара пĕр хĕрарăм ачине çавăтса пычĕ те, Микула ăна тӳрех йăтса илчĕ. Кун хыççăн ыттисем те хăюланчĕç, çунана сырса илчĕç. Вĕсен катаччи чулас килет, анчах ашшĕ-амăшĕсен лаша çук. Халь акă кĕтнĕ ырлăх ума килсе тухрĕ. Самант хушшинче çуна лăк тулчĕ. Вырнаçайманнисем айккинче салхуллăн пăхса тăраççĕ. Микулан пурне те катаччи чуптарас килет.
— Кума, пирĕн пата кайса кала-ха: Наум пиччепе Уçка икĕ лав кӳлсе тухчăр та ытти ачасене те катаччи чуптарччăр, — Кĕтерука хушрĕ вăл. Лешĕ çав самантрах вĕçтерчĕ. Микула айккинче тăракан ачасене: — Кăштах тăхтăр-ха. Сире те катаччи чуптарĕç, — терĕ. Вара çуна çинче ларакансене юрлама хушрĕ.
Ванюк хуткупăсне каларĕ, Анахвис юрласа ячĕ. Ана кура ыттисем те юрлама пуçларĕç. Ан тив, вĕсен сассисем лармаççĕ пултăр. Кунта Коля пекех пĕчĕкскерсем, юрлама пĕлменнисем сахал мар. Вăхăт нумай та иртмерĕ, — ачасем лартнă тата икĕ лав хуса çитрĕ. Урам шăнкравпа, ачасен уçă та янравлă сассипе тулчĕ.
Микула, ачасене темиçе хут та ял тавра чуптарса çавăрсан, урхамахне хапха умне пырса тăратрĕ. Ун хыççăн Наумпа Уçка та çитсе чарăнчĕç. Анук хирĕç тухса хапха уçрĕ. Ачасем юрласах хапхаран кĕчĕç. Ванюк хуткупăсне калама пăрахса çуна çинчен сиксе анчĕ те:
— Çитрĕмĕр! — терĕ хаваслăн.
Ачасем çуна çинче кăткă пек кĕшĕлтете пуçларĕç. Хăйсем тĕллĕн анайманнисене Микулапа Анук тата Наумпа Уçка йăта-йăта антарчĕç. Кашнине икшер канфет парса кăларса ячĕç.
Ванюк тата Анахвиспе Коля çенĕке кĕрсе çухалсан, Анук упăшкине астутарчĕ:
— Эсир катаччи чупнă вăхăтра каллех Михха çынни килсе кайрĕ. Ытти хăнасем пурте пухăннă, эсир çеç çук тесе калама хушрĕç, тет. Сехмет эпир пыманшăн кӳреннĕ имĕш... Мĕн тăватпăр ĕнтĕ?
— Каятпăр.
— Ман питех каяс килмест те...
— Ман хамăн та çавах, Анук. Кайма тиветех. Чипер выртакан йытта хăмсарса вăрçтарас мар, çыртасран хăрушă. Тата тăшмансене çывăхран курар: мĕнле пурăнаççĕ вĕсем? Мĕн калаçаççĕ? Тăшмансем мĕн шухăшланине пĕлсен ĕçлеме çăмăлрах. Анчах урхамахпа кама леçтерĕпĕр?
— Уçкана.
— Аван мар-çке. Вăл çамрăксемпе выляса куласшăн-и, тен? Ахаль те эрни-эрнипех ял хушшинче пулаймасть.
— Уншăн ним те ан пăшăрхан. Вăл хаваспах килĕшĕ. Эпир ăна пач пĕччен мар, Марьепе иккĕшне илсе кайăпăр. Пире леçсе хăварсан, катаччи чупчăр.
Анук ытарлă калаçнине ăнланчĕ Микула.
— Хĕрпе каччăна çеç катаччи чуптарни аван-ши? Çынсем тем каласран вăтанмĕç-и? — пăшăрханчĕ вăл.
— Ял çинче ан сăмахлаччăр тесен, тата тепĕр май пур. Уçкасемпе пĕрле Ванюкпа Анахвисе те лартса каятпăр. Ан тив, вĕсем те савăнччăр.
Маттур, маттур... Аван шутланă эсĕ, — терĕ те Микула Уçкана чĕнсе илчĕ. — Пире Атăлкассине леçетĕн!.. Ан пăшăрхан, пĕччен илсе каймастпăр. Санпа пĕрле Марье тата Ванюкпа Анахвис пыраççĕ.
Çамрăк ачасене лартса тухасси Уçкана çырлахтармарĕ. Вĕсен умĕнче юратакан хĕрпе чуна мĕн килнине калаçас çук, çапах та кăмăлпах килĕшрĕ. Калаçма май килмесен те, вĕсем пĕрле катаччи чупĕç. Кунтан пысăк ырлăх тата мĕн пултăр!
— Ну вăт... Икĕ урхамахне тăварăр. Атăлкассине хам катаччи чупнă урхамахпа каятпăр.
Анук пасар çиппинчен тĕртнĕ пиртен çĕленĕ, аркипе çанни вĕçĕсем шăтăклаллă кĕпине тăхăнчĕ. Умне кĕрен çаппун çакрĕ. Ун аркине те шăтăкла тытса илемлетнĕ. Сурпан сырчĕ, хушпу тăхăнчĕ. Хушпу çинчен симĕс тĕрĕпе илемлетнĕ çӳçеллĕ кăвак пурçăн тутăр çыхрĕ. Таллер тенкисенчен тунă мăй çыххи çакрĕ. Уринче унăн — чуссăнккипе çут калуш.
Микула çухавине тĕрленĕ катанпир кĕпе çинчен ярапаллă пурçăн пиçиххи çыхрĕ.Тройка костюм кĕсйине ылтăн сехет чиксе, унăн ылтăн вăчăрине кăкăр сарлакăшпех тăсса çакрĕ. Уринче лакланă сăран атăпа калуш. Пуçĕнче тилĕ тирĕнчен çĕлетнĕ çĕлĕк. Çийĕнче драп сăртăрса çĕлетнĕ каракуль çухаллă пальто.
Ачасен пӳлĕмĕнчен Марье, Ванюкпа Анахвис тухрĕç. Анук, кумăшĕн хĕрне çураçнă пекех шутланипе, ăна ывăлĕпе танах пăхма тăрăшать. Çавăншăн ĕнтĕ Анахвис сатин кĕпе тăхăннă, пуçĕнче кĕшемĕр тутăр. Мăйĕнче тенкĕлĕх тенкисенчен тунă мăй çыххи. Уринче чуссăнккипе çут калуш. Çийĕнче Анукăнни пекех хаклă пустав сăртарса çĕлетнĕ кĕрĕк.
Ванюк та капăр тумланнипе вĕсем Анахвиспе иккĕшĕ уйрăмах ăшă та ырă хĕвел çутипе ӳссе çитĕннĕ пек ытармалла мар илемлĕ те чечен курăнаççĕ.
Уçкапа Марье Микуласене ларкач çинче кĕтсе илчĕç. Çуна çине малтан Микулапа Анук вырнаçрĕç, хăйсен умне Ванюкпа Анахвисе лартрĕç. Ванюк хуткупăсне калама тытăнчĕ. Анахвис сăвăллă юрласа ячĕ:
Аллă хăма — пĕр кĕпер,
Епле утса тухам-ши?
Ĕмĕр вăрăм, пуç çамрăк,
Епле пурăнса ирттерем-ши?..
Марьĕ те юрласшăнччĕ — именчĕ. Ахаль те вăл каччăпа юнашар ларкăч çинче ларса пынине ялĕпех кураççĕ, юрласан тем калĕç тата.
Уя тухсан, ĕнтĕ çула пӳлекен пĕр лав та çуккипе, Микула хытăрах хăвалама хушрĕ.
Уçка тилхепине хускатрĕ çеç — урхамах çил-тăвăл кăларса хăварчĕ.
Аслă кил хушшине шăнкăрав сассиллĕ лав, хуткупăс каланă май чăвашсен юррине шăрантарса кĕнине пуринчен малтан Клавье курчĕ.
— Анне, килчĕç! — систерчĕ вăл.
— Камсем килчĕç?
— Камне пĕлместĕп. Ав, кил хушшинче!
Клавьепе амăшĕ калаçнине илтсе, хăнасем чӳречерен пăхрĕç те çамрăк кучăр кăвак урхамаха параднăй крыльца умĕнче чарса тăратнине асăрхарĕç.
— Нумайранпа кĕтнĕ хăнасем аранах çитрĕç! — те кĕвĕçсе, те ырă сунса каланă сасăсем илтĕнчĕç.
— Анне, анне! Вĕсемпе пĕрле эпĕ те катаччи чупма каям-и? — йăлăнчĕ Клавье.
— Ав, ларкăч çинчи каччăран ыйтар, вăл килĕшсен — кайăн!Лукарьепе хĕрача халь çеç килсе çитнĕ хăнасене хирĕç тухрĕç. — Эсир ма çак тери кая юлтăр? — хаваслăн чĕнчĕ Лукарье.
Микуласемпе Миххасем ĕнтĕ ик-виçĕ çултанпа çăкăр-тăварлă пурăнаççĕ. Вĕсен хушшинче нимле сас-хура та пулман тейĕн. Анук Лукарьене сехмет арăмĕшĕн çеç мар, ӳсĕр ушкăн хăйне хурал пӳрчĕ патне илсе кайнă чухне пичĕ çине сурнине паянхи пекех астунăран пĕтĕм чун-чĕринчен курăнман. Çавăншăн вăл, акă халь те, хĕрарăма чи малтан хĕрарăм хуравламаллине пĕлсех шарламасăр ирттерчĕ.
Çакна сиссе, Микула арăмĕшĕн те, хăйшĕн те сăмах калама васкарĕ.
— Хуçисене йăлăхтарма ĕлкĕрĕпĕр-ха. Тата эпир кайран килсе малтан каймалли йăлана та çирĕп тытасшăн.
— И-и... — Лукарье пичĕ çинче çамрăк чухнехи сар çиçрĕ. — Эпир хамăра йăлăхтаракансене хăнана йыхăрмастпăр. Эсир те ыттисенчен малтан тухса кайăр-и-ха. Вăт, черетрен сиксе юлнине тултарма тиветех.
— Айăпа кĕнĕ шутласан — тӳсĕпĕр вара, — шӳтлерĕ Микула.
Уçка Ануксемпе пĕрле Ванюкпа Анахвис те анса юласса, юратакан хĕрпе иккĕнех катаччи чупма май килессе шаннăччĕ. Лукарье ун ĕмĕтне татрĕ.
— Уçка, — терĕ вăл, — хăвăрпа пĕрле ман Клавьене те катаччи чуптарăр-ха!
Микула каччă кăмăлĕ пăсăлнине сисрĕ, çапах та Лукарье хутне кĕчĕ.
— Чуптарса çаврăн, Уçка. Кайран кĕртсе хăварăн. Клавьепе Анахвисе юнашар лартрĕç. Вĕсем пĕрне-пĕри йăлтах пĕлмен пирки сăмах та хушмарĕç. Куçĕсем çеç пĕри тепринчен ютшăннăн выляса илчĕç.
— Клавье, катаччи чупса таврăнсан, тус-йышусене тӳрех пӳрте илсе кĕрт! — асăрхаттарчĕ Лукарье хĕрачине.
— Юрать, анне!
— Ĕнтĕ вĕçтерĕр! — юлашкинчен хушрĕ Анук. Ытти япаласемпе пĕрле баронран Михха ирĕкне куçнă, уп чухнехи тумне те улăштарман швейцар алăк уçса кĕртрĕ те аял пуç тайрĕ. Тепĕр лакейĕ çиелти тумĕсене хывма пулăшрĕ.
Анук кĕпе вĕççĕн çеç юлсан, Лукарье ун çине куç пăвнă пек пăхрĕ. Микулана хăй май çавăрасшăн вăл юсав тумланман-и вара? Анук тата юсаврах курăнать. Анчах Лукарье яланхи пек кĕвĕçсе вĕчĕрхенес вырăнне пуçламăш хут парăнса ăшĕнче пуç тайрĕ. «Турă çырлахтăр, çав тери чипер арăмĕ пур çĕртен Микула мана мĕн тесе юратĕ-ши?» Микула çине тинкерсен, чĕри каллех ăмсанса тапма пуçларĕ. Вăл кунашкал маттур арçын иккенне паян çеç асăрханăн туйăнчĕ ăна. Пурпĕр чун туйăмĕ хыççăн кайса пуçа çухатма юрамасть. Лукарье, хăйне хай алла илме ĕлкĕрсе, хăнисене малалла ертсе кайрĕ.
Кам кăна çук-ши кунта? Ав земски начальникпе арăмĕ. Аллă пилĕк çула çитнĕ пулин те, Бернадский хăйне вăтăр-хĕрĕх çулхи çынла тыткалать. Унпа юнашарах станувуйпа арăмĕ. Вара пуппа арăмĕ. Вăтăр пилĕк çула çитнĕ пуп чăрсăр та аскăн куçне хĕрарăмсем çинелле çулăмлă ыткăнтарать. Арăмĕ сăваплă хĕрарăм пек курăнма хăтланать. Унтах старшинапа арăмĕ. Вăл, хресченсен сехрисене хăпартма хăнăхнăскер, халь çын çине тапăнасла куçне çавăркалать. Чи хисеплĕ вырăнта Çейенпе карчăкĕ. Вĕсем ĕнерхи хуйхă пусарнипе самаях кукленнĕ. Куçĕсем имшеррĕн выляççĕ. Çеменпе хирĕç — Лаврскипе арăмĕ... Пурăна киле Лаврскин мăйĕ татах тăсăлнăран-и, тен, пуçĕ юпа çине тăхăнтарса лартнă кавăн евĕрех курăнать. Сĕтел хĕрринерех Касмуххапа ывăлĕ арăмĕсемпе лараççĕ. Касмухха, чиркӳре тăнă чухнехи пек, çӳçне йывăç çу сĕрсе якатнă. Чĕри вырăнта мар пирки хăюсăрланни палăрать: каçару ыйтасла пĕрре Огуречников çине, тепре Михха еннелле пăха-пăха илет. Унпа юнашар Макçăмпа Верук. Макçăм юмăç карчăкăн пирĕсене торгипе илсе тупăшлă сутнă хыççăн пĕр-икĕ çул хушши выльăх пусса аш-какайпа суту-илӳ тукаларĕ те Микула пулăшнипе Энĕш юхан-шывĕ çине шыв арманĕ лартрĕ. Макçăмпа юнашар тиечук. Платун ывăлĕ Павăл та арăмĕпех килнĕ. Ашшĕ юмăç карчăка çаратса тунă укçипе вăл виçĕмçулах лавкка уçнă. Сĕтел хушшинче тата темиçе мăшăр чăваш, мари, тутар лараççĕ. Микула кусене пурне те паллаймасть.
Шухăшсем
Прочитал от и до...
Your website, chuvash...
What if your website chuvash...
Your website, chuvash...
Elegir el mejor financiamiento inmediato...
Are you making the most of the potential...
What if your website chuvash...
Чăн чăнах та, сатира туйăмĕ Л...
Чăн чăнах та, сатира туйăмĕ Л...
Your website, chuvash...