Ĕмĕр сакки сарлака. 3-мĕш кĕнеке :: Иккĕмĕш пайĕ
— Матăшкă... Турă сан пата тата тепĕр ырлăх ячĕ. Часовньăра его священство архиерей пур, — хушса хучĕ пуп хăйĕн арăмĕ çав-çавах çаврăнса пăхманнипе.
Упăшки сассине илтсен, пуп арăмĕ пуçне çĕклесе пăхрĕ те архиерее палласа пуççапрĕ.
— Ваше священство, пиллĕх парсамăр....
— Сăваплă матăшкă... Эсĕ мар, эпĕ санран пиллĕх ыйтмалла. Эсĕ аслă турă умĕнче тĕлĕнмелле хăват илме тивĕçлĕ пулнă... Аллуна чуптума ирĕк парсам мана... — часовня тулашĕнчи çынсене илтĕнмелле каласа пуççапрĕ архиерей, пуп арăмĕн аллине чуптурĕ. Вара пуп ăна часовньăран çавăтса тухрĕ. Килнĕ çулпа каялла çул тытрĕç. Самай кайсан, архиерей сăмах пуçарчĕ:
— Сана эп благочиннăй тăватăп. Сăваплă иккун тупни çинчен Раççей талккăшĕпех хыпар сарма пулăшăп. Киле çитсенех, художниксене, фотографсене ярса ӳкерттерĕпĕр те ăна пиншер экземпляр сарăпăр. Кĕнеке çыракансем те тупăнĕç. Анчах матăшкăна çеç усрама юрамасть унта. Вăл пĕччен ывăнĕ, пур ĕçе те тума ĕлкĕреймĕ. Çавăнпа кунта манашкăсем килĕç. Часовня Шупашкарти мăнастир çумĕнче шутланĕ.
Пуп ĕненекенсенчен кĕрекен мулне хăй аллинчен тытса илнине йăлтах чухларĕ ĕнтĕ. Чунĕ пăшăрханнипе ним тума аптраса:
— Ваше священство, вара ман арăм кирлĕ те мар унта, — терĕ.
— Çук, çук... матăшкă та унтах пултăр. Манашкăсене ăна пулăшма кăна яратăп... Апла çеç те мар, вăхăт килсен, вăл хăй те манашка куçĕ.
— Ваше священство, вара ман мĕнле?..
— Хисеплĕ благочиннăй... Турăшăн ним те шеллеме юраманнине хăвах пĕлетĕн. Чун-чĕререн турра парăнсан, ӳт-пӳ аскăнлĕхне сирме ним те мар. Эпĕ ĕмĕр тăршшинех хăраххăн пурăнатăп...
Чиркӳ тĕлне çитсен, архиерей пупа антарса хăварчĕ.
Шухăшсем
Прочитал от и до...
Your website, chuvash...
What if your website chuvash...
Your website, chuvash...
Elegir el mejor financiamiento inmediato...
Are you making the most of the potential...
What if your website chuvash...
Чăн чăнах та, сатира туйăмĕ Л...
Чăн чăнах та, сатира туйăмĕ Л...
Your website, chuvash...