Ĕмĕр сакки сарлака. 4-мĕш кĕнеке :: Пӗрремӗш пайӗ
— Юрĕ, кукамай, —килĕшрĕ Ванюк. Вăл хуткупăсне илесшĕнччĕ. Салтак ачисем пур чухне ахаль йĕкĕт хуткупăс çакса тухни аван мартан хăварчĕ.
Урам хушши шăп. Хăй çутисем те сайралнă. Краççын хакланннпе кашниех ир выртма тăрăшать. Каçхи сивĕ хытарма ĕлкĕрнĕ юр çăматă тĕпне кăчăртаттарса касни, темле, чуна вĕчĕрхентерет. Анчах Ванюк шухăша путса пынипе йӳпсемерĕ. «Анахвис улаха тухса кайман-ши? Кай-сан та нимех мар, шыраса тупăп-ха. Вара пĕтĕм ача-пăча, хĕрупраç умĕнче ăна тутăр çыхтарăп, мăй çыххи çакса ярăп, Кам куракан ăмсантăр та кĕвĕçтĕр». Ванюк Хусанти юлташĕсем хăйне: «Çук, Анахвис сан йăмăку çеç мар, чун савнă хĕрӳ», — тесе каланине аса илчĕ те, тĕлĕннĕ пек пуçне сулкаларĕ, ăшĕнче кулчĕ.
VI
Анахвис улаха кайма ерçеймен-ха. Паян шăматкун пирки староста кантуртан çырусем илсе килнĕ те, вĕсем патне кун çутипех салтак маткисем пухăннă. Кашниннех çыру вулаттармалла, çыртармалла. Ялта тăватă çул вĕреннĕ çамрăксем татах пур та, Анахвис пек ăнланмалла вулакана, пушшех те лайăх çыракана урăх тупаймăн; Тĕрĕсех, Ванюк килте чухне ун патне те çӳретчĕç, халь уншăн та Анахвисе çырма лекет. Анчах хĕр ку ĕçе йывăра хумасть. Çыру çырса панипе те пулин çынсен нушине çăмăллатас тесе, килти ĕçе пăрахса кăмăлĕсене тивĕçтерме тăрăшать. Салтак арăмĕсем хăш чухне пĕр пус, икĕ пус тӳлеме хăтлансан, кукамăшепе иккĕшĕ те куренеççĕ, ятласах кăларса яраççĕ.
Халь пӳртре виçĕ салтак арăмĕ кăна юлнă. Анахвис пĕрин çырăвне вуласа пачĕ те пуçламăшне хăех çырчĕ. Салтак арăмĕсем урăхла çырнине йышăнмĕччĕç те. «Чунран юратакан мăшăрăм... ача-пăчасен ашшĕ — Уник. Сан хыпара пĕлтĕмĕр. Эсĕ сываххишĕн питех савăнтăмăр. Турă ырлăхĕпе эпир те шĕкĕрех. Сана та турă упратăр, сывлăх патăр. Пире тăрантарса усрамалăхне чиперех çавăрса килтĕр...»
— Тата мĕн çырас? — ыйтрĕ Анахвис сĕтел пуçĕнче тăракан хĕрарăмран.
— Çакна çыр, хĕрĕм... Хура сурăхĕ икĕ путек пăранласа пачĕ. Куншăн Пурте хĕпĕртерĕмĕр. Сывă пулсан, ачасен çийĕ-пуçĕ валли пĕр саплăк. Шур сурăхĕ те тапратса тултарнă. Чипер сыхласа илесшĕн çĕр хутах çывăрмастăп. Чăхсене пӳрте кĕртсе çитеретĕп-ха, Тулта сивĕреххипе пăтратни шăнасран хăратăп. Тырă пама —тырă çук. Курасчĕ эсĕ, Матви ӳснĕ ĕнтĕ. Сурăхсемпе путексем валли пĕчĕк çунашкапа утă тăккаланчăкĕ пуçтарма каять. Санран хырăмра юлнă Елин та калаçма пуçларĕ. Атте хăçан таврăнать тесе хăшкăлтарать. Çăнăх нумай юлмарĕ. Çапах аптрамăпăр-ха. Кĕçех çура тухатпăр. Серте, пултран яшки пĕçерĕпĕр. Вăрлăх çукки кăштах пăшăрхантарать. Уншăн та ан хуйхăр, турă сывлăх парсан йунеçтерĕп. Сантăр патне кивçене кайса пăхас тенĕччĕ-ха.
Салтак арăмĕ чĕмсĕрленчĕ. Унăн урăх каламалли çуккине сисрĕ Анахвис. Çырăва хăй пĕлнĕ пек вĕçлерĕ: «Кĕске çырнă тесе ан çиллен ĕнтĕ, тепĕр чухне ытларах çырăп. Çемйипех сана курасшăн çунатпăр. Чипер çавăрса килтĕр тесе, турра кĕлтăватăп. Кӳршĕ-аршăсенчен, хурăнташсенчен, ман аттепе аннерен пысăк салам. Çырăва илсенех хирĕç çыр. Çĕрĕн-кунĕн сан хыпара кĕтетпĕр...»
Анахвис çырма чарăнчĕ те вуласа пачĕ. Салтак арăмĕ шывланнă куçне тутăр вĕçĕпе шăлса типĕтрĕ, пуç тайса тав турĕ.
Ĕлĕк пĕри тав тунăшăн виç çул ĕçленĕ, тет. Çынсем тав туни ырлăх кӳрсен, Анахвисрен телейлĕ хĕр тĕнчере те пулмĕччĕ. Вăрçă тухнăранпа вăл хăйне тав тунине пин хут та илтнĕ. Çакăншăн кукамăшĕ питех савăннă, кăштах мăнаçланнă та. Амăшĕнчен Анахвис ултă çулхи хĕрача, Коля тăватă çулта юлнă. Вĕсене чипер пăхса ӳстернĕшĕн, ял çинче çын пек тăвасшăн Уляна пуçне çытар çине хумасăр пайтах çĕр каçнă. Тăрăшнин ырлăхĕ килчех. Икĕ мăнукĕ те ăссăр ачасем мар: тем тытса тем ĕç тума пултараççĕ. Ав халь те хĕрĕ çыру çырать, ывăлĕ хуçнă çăпатине тирсе пăрахма васкать. Тепри пулсан, паçăрах улаха тухса-чупĕччĕ. Коля бурлака кайиччен пурин валли те çу хута сырмалăх çăпата туса хатĕрлесшĕн. Кĕлетри пӳлме çинче тăхăр пушăтпа, çичĕ пушăтпа хуçни вуншар мăшăр çакăнса тăрать. Мăнукĕ пурпĕрех çырлахмасть. Улянан куç лупашкине хаваслă куççуль тулчĕ. Ыттисене кăтартасшăн мар вăрттăн шăлса илчĕ.
Анахвис теприн валли çырма пуçларĕ. Ку хĕрарăмăн савăнăçĕ те, нуши те хăйне май. Вăл халь çеç çыру çыртарса тухса кайнă салтак арăмĕнчен тăпрах пурăнать. Унăн ывăлĕ, Кольăпа пĕр çултаскер, амăшне самаях пулăшать. Кĕçех мольă хăваланă çĕре кайĕ. Ашшĕ килте пулнă пулсан, иккĕшĕ ĕçлесе укçа тупĕччĕç те çынран начар пурăнмĕччĕç... Тына тапратса тултарчĕ ĕнтĕ. Качаки икĕ путек пăранласа пачĕ. Анчах пӳртре усранипе сак çине, вырăн çине хăпарса тарăхтараççĕ. Тăлласа кăна чарать. Кăштах ăшăтсан пурне те тула кăларать те-ха, халь сивĕрех. Качака тени тӳсĕмсĕр, шăнса вилесрен хăрушă... Ку салтак арăмĕн килĕнче тата тепĕр инкек сиксе тухнă иккен.. Сарай тӳпинчи кашта çинче ларакан чăпар чăххине тăмана тытнă. Пуçне шăтарса мимине кăна çинĕ, каяннăй. Вара ывăлĕ чăхсем ларакан тĕле тилхепе карнă та тăмана çакланнă. Çĕрле сарай тӳпине кĕме пырсан, тилхепе çине ларнă та, палт çеç пуçхĕрлĕ çаврăннă. Укесрен хăранипе чĕрнине вĕçертмен. Ывăлĕ вара ăна чĕрĕллех тытса кĕнĕ. Урăх килни-туни сисĕнмест-ха. Ытти чăхсем шĕкĕрех пурăнаççĕ...
Салтак арăмĕ шухăшне вĕçлемесĕрех чарăннине сисрĕ Анахвис.
— Тата мĕн çырас?
— Тата-и?.. Ман ыратаканни пур та. Çыракансем умĕнче калама аван мар. Çаплах çыр. Мĕнне хăех тавçăрать вăл.
Çыру вĕçне Анахвис каллех хăй терлерĕ. Конверт çине адрес çырсан, хĕрарăм тав туса тухса кайрĕ.
Тĕрĕссипе, Анахвисăн канас килет. Улаха та каймалла. Тата тепĕр салтак арăмĕ пур-ха. Çав вăхăтра Ванюк пырса кĕчĕ. Пӳртре кирек хăшĕ пулсан та хăйне тарават йышăнасса кĕтнĕччĕ вăл. Уляна çемйи пĕтĕмпех килте, анчах пĕри те йӳпçемĕрĕç. Ванюк кăштах эрленчĕ те, вăраха тăсмарĕ. Çакна асăрхама ĕлкĕрчĕ: Анахвис аллинче конверт. Паян шăматкун пирки ун патне, паллах, салтак арăмĕсем килнĕ. Хĕр темиçе çыру çырçа, вуласа ывăннă та-и, тен. Уляна алĕç туса ларать. Çавăнпа Ванюк килсе кĕнине сисеймерĕç ĕнтĕ. Ют çын пек тăнă та мартан хăй пуçарса чĕнчĕ:
— Ман килес... Мĕнле пурăнатăр?!
Пурте алăк еннелле çаврăнса пăхрĕç. Коля çăпатине пăрахса сиксе тăчĕ:
— Юман Паттăр, ăçтан персе антăн?!
— Çăлтăр çинчен! Шеремет Чумари пĕçерсе хатĕрлемен-ши, кĕрсе курас-ха терĕм! — шӳтлерĕ Ванюк.
Пӳртрисем кулса ячĕç. Кольăна мĕншĕн Чумари тесе чĕннине ялта пĕлмен çын çук ĕнтĕ. Чăн та, ку пĕр хуйхă — пĕр кулăш пулса иртнине аса илтерчĕ.
Коля улттăра чухне, тырă вырнă вăхăтра, кукамăшĕ кирлĕ юр-вар янă хурана вучаха çакнă та пĕçерме хушса хăварнă. Анчах Коля çăмах яшки юратнă. Ку пултармалла ĕç пек туйăннă ăна. Кукамăшĕ е Анахвис чуста çăрса çăмах тунине сахал сăнаман-çке. Вăл йывăç тирĕке пĕр курка шыв янă. Кĕлетрен савукпа салмалăх çăнăх ăсса кĕртсе тирĕке тултарнă. Шывĕ сахалрах пулнипе татах шыв хушнă, Ытларах тĕвелнĕ те, çăнăх хушнă. Çапла айкашнипе чуста икĕ хурана та кĕрейми пулнă. Мĕн тумалла ĕнтĕ? Коля нумай шухăшласа тăман, тунă çăмаха кирлĕ таран вучахри хурана тултарнă та, ыттине пусма айне тăкнă. Кĕтӳ килсен, выльăх-чĕрлĕхне кил хушшине кĕртнĕ. Пăртакран кукамăшĕсем те пусăран таврăннă.
— Эпĕ çăмах яшки пĕçертĕм! — тенĕ Коля.
— Çăмах яшки? Пит аван. Хамăн та çăмах çиес килетчĕ-ха, — ачан кăмăлне пăсас мар тесе мухтанă кукамăшĕ.
Инкекĕ каярах палăрнă. Уляна сурăхсене картана хупма тăрсан, пĕри çуккине асăрханă. Унталла-кунталла пăхкаласа йыхăрнă — сурăх курăнман. Шырама пуçланă. Коля кĕлет айнелле пăхкаланă, Анахвис пусма айне кенĕ.
— Кукамай, кунта кил-ха! Ав, сурăх выртать... — аллипе тĕллесе кăтартнă Анахвис.
Сурăх кăннă иккен. «Ах, анчах, мĕн амак тивнĕ ăна?» — Çăмах купине курсан Уляна пĕтĕмпех ăнланнă. Макăра-макăра сурăха сĕтĕрсе кăларнă. Тепĕр хĕрарăм патак илĕччĕ те мăнукне çунтарĕччĕ. Уляна, ачисем çине ал хурса курманскер, хăю çитереймерĕ. Тата ашкансă мар, ырă тăвасшăн, анчах çамрăккине пула чухлайман пнрки пулнă-çке ку инкек. Ытла куляннипе çеç:
— Ах, анчах, ачам! — тесе ӳпкелерĕ.
Çакăн çинчен Анахвис Ваиюка каласа панă. Лешĕ вара кулăшăн «çăмах» тесе йĕпĕсленĕ. Çавăнтанпах ку ят Коля çумне çыпçăнса юлнă. Ĕнтĕ чăвашла мар, вырăсла Чумари тесе чĕнеççĕ. Малтанах Коля çилленкелетчĕ, пурăна киле хăнăхса çитрĕ те йӳпсемесĕр шӳтлесе ирттерет. Халĕ те ак:
— Хатĕрлевĕ, Юман Паттăр. Çиме шăрпăк илсе килтĕн-и? —терĕ.
— Манса хăварнă çав.
— Апла тесен чумари те çук!
Иккĕшĕ пĕр-пĕрне ыталаса çурăмĕнчен чăмăрпа кӳплеттерсе илчĕç. Коля Ванюкран виçĕ çула яхăн кĕçĕнтерех те, йĕкреш тăван пекех ырă-татуллă пурăнаççĕ.
Анахвис куçĕ умне хальчченхинчен тасарах та маттуртарах йĕкĕт тухса тăчĕ. Кольăпа пĕрле вăл та ыталĕччĕ ăна, кукамăшĕпе ют хĕрарăм умĕнче ун пек айкашма епле хăю çитерĕн?
— Уй, шăллăм, çитрĕн-и? — чĕнме çеç пултарчĕ вăл.
— Çитрĕм, йăмăкăм.
Ванюк таврăннипе пурнăç ним чухлĕ те улшăнман пек кăтартасшăн, Анахвис хушса хучĕ:
— Шăллăм, кăштах лар-ха, эпĕ çыру çырам. Вара калаçăпăр.
— Хаваспах, йăмăкăм, — килĕшрĕ те Ванюк Кольăпа Анахвис кукамăшне ал пачĕ:
— Сывлăхусем мĕнле, Уляна аппа?
— Хăрăк-харăк йывăç час тӳнет-и вăл? Пурăнатăп! Ху мĕнле çӳресе таврăнтăн?
— Чиперех, Уляна аппа.
— Апла тесен, пит аван... — Ванюка хăйĕн мăнукĕсемпе танах юратни Уляна сассинченех палăрчĕ.
Унтан Ванюк салтак арăмне сывлăх сунчĕ те Коля патне таврăнчĕ. Иккĕшĕ пĕр-пĕрне тăрăхлама тапратрĕç.
— Чумари юлташ, эсĕ çĕр çумĕнчен кăштах хăпнă-çке. Каччă шутне те кĕтен-и, тен?
— Конешнă, Юман Паттăр! Эсĕ майра тупса килĕн те, ташлама тесе çĕнĕ çăпата тăватăп, Çаклатаймарăн-и? Е вăлта ярса лараймарăн-и?
— Вăлтине янăччĕ те, çакланмарĕç. Чăваш ачи тесе тиркерĕç.
— Ытла айван эсĕ, Юман Паттăр! Ман асатте те майрана качча илнĕ темеллеччĕ, вара хăрах уран сикĕччĕç!
— Кайнă чухне вĕрентсе ямарăн та, аса илеймерĕм.
— Коля! — тарăхнăн чĕнчĕ Анахвис. — Мĕнле йăла вăл: çын çумне сухăр пек çыпçăнатăн!
— Каçарăр, тархасшăн, Анфиса Егоровна! Эсир йăмăкĕпе шăллĕ иккенне маннă. Урăх чĕнместĕп.
Ку шӳтлĕ сăмах кăна та, теме систернĕн туйăннипе Анахвис пит-куçне вут тивертнĕн пĕçертрĕ. Çакна палăртасшăн мар йӳпсеменçи пулса çыру вулама пуçларĕ. «Чунран юратнă аннем, мăшăрăм Тумье! Ачасем — Уçтик, Хветĕр! Сирĕн çырăва илтĕм. Килти пурнăç çинчен хыпарланăшăн тавтапуç. Эпĕ тӳрă ырлăхĕпе сывах-ха. Сире те турă сывлăх, сиплĕх патăр. Эсир манран киле хăçан таврăнатăн тесе ыйтатăр. Куна пĕр турă кăна пĕлет. Эпир пурте унăн ирĕкĕнче. Ĕнер митинг туса ирттерчĕç...» Çырăвăн малаллахи виçĕ йĕркине хуратнă. Кунашкаллине юлашки вăхăтра час-часах куркаланă Анахвис. Митинг тенине хальччен тĕл пулман. Мĕнне тавçăрса илеймесĕр чĕмсĕрленчĕ.
— Тата мĕн çырнă?-тусеймесĕр васкатрĕ салтак арăмĕ.
— Хуратни пур. Çавăн çинчен шухăшласа лартăм. Тем çырнăччĕ ĕнтĕ? — хăй айăпа кĕнине сирнĕн ӳпкелерĕ Анахвис. Митинг мĕн сăмахне Ванюкран ыйтасшăнччĕ, салтак арăмĕ умĕнче пĕлменнине систересшĕн мар шарламарĕ, çырăва малалла вуларĕ: — «Хутран-ситрен Хлебников таçта çухала пуçларĕ. Мясникова пуçĕпех курмастăп. Ясмуковпа кашни апатрах юнашар ларатпăр. Вăл мана мăй таранах йăлăхтарса çитерчĕ...»
— Кам пирки çырнă-ши? Унашкал хушаматлисем пирĕн тăванра та, паллакансем те çук-çке? Ахăртнех, окопра пĕрле выртаççĕ пулмалла... — Анахвис вуласа пĕтеричченех сăмах хушрĕ салтак арăмĕ.
— Митяç пичче çынсем пирки çырмасть, Тумье аппа.
Хлебников çухалать тени —çăкăр ытлăн-çитлĕн памаççĕ, Мяснйков тени — аш-какай çуккине, Ясмуков тени — ясмăк яшки çитерсе тарăхтарчĕç тенине пĕлтерет.
Анахвис сăмахĕсем Ванюка килĕшрĕç. «Мĕн тери ăслă та маттур çав ман йăмăкăм...»
Малалла окопри пурнăç çинчен, мунча тахçан та кĕменни çинчен, юлашкинчен ытлашши ан хуйхăрăр, турă упрасан чиперех таврăнăп тесе çырнă. Пĕтĕм тăванĕсене, хурăнташĕсене салам каланă.
Салтак арăмĕн куçĕнчен куççуль шĕпĕртетсе анчĕ. Çырăва вуланă чухне упăшки çывăхрах, унăн сасси те илтĕннĕ пек туйăнатчĕ. Çыру вĕçленсен, вăл каллех инçете, кашни утăмрах вилĕм кĕтекен çĕрелле кайса çухалчĕ.
— Ах, турă... Кама кирлĕ пулчĕ-ши вăрçă? Мĕн çитменшĕн кăларчĕç-ши ăна?
Ку ыйту пурне те канăçсăрлантарнă, тупсăмне кăна тупайман. Большевиксен тĕрĕс сăмахĕ халлĕхе Энĕшкассине çитеймен-ха. Мĕн тăвăн, çавăн пиркиех Ванюкпа Анахвис та Тумьене ăнлантараймарĕç. Ассăн сывласа кăна ирттерчĕç.
Салтак арăмĕн нушине Уляна питех чĕрине хунипе йăпатма тăрăшрĕ:
— Ним тума, Тумье. Этемĕн куççулĕ вăрçа чарма хăват çитерсен, вăл тахçанах чарăнĕччĕ те... Çук çав... Вĕри куççульпе, вĕри сывлăшпа пĕтермелли инкек мар. Упăшку каларăшле, Турă пиллĕх ярсан, вăрçă пĕтĕ, Митяç ачи-пăчине пăхса ӳстермелĕхне чиперех таврăнĕ. Ытлашши хуйхăрса сывлăхна ан çĕмĕр.
— Ырă сăмахшăн тавтапуç, Уляна аппа.
Анахвис çырăва васкасарах çырса пачĕ те, салтак арăмĕ тухса кайрĕ.
— Шăллăм, ĕнтĕ каласа пар, сутă тума вĕрентĕн-и? — шӳтлерĕ Анахвис Сантăр лавкка уçăсшăн çуннине, Ванюка çавăн пиркиех Хусана янине чухланăран.
Ванюк та кулса хуравларĕ:
— Вĕрентĕм, йăмăкăм. Лавкка уçсан пырса ан çакланах. Куç хупса илме ĕлкĕриччен икĕ кĕрепенккĕ вырăнне керепенккĕ тайтарса тыттарăп!
— Уй, шăллăм, шульăка тухса килтĕн-и апла?
— Сана Юман Паттăр мар, шульăк паттăр тесе чĕнĕпĕр! — тăрăхларĕ Коля та.
— Унта ирĕксĕрлесех шульăка кăлараççĕ, — терĕ те Ванюк. хуçа улталама хистенине, сăлтавсăрах укçа тытса юлма тапăннине каласа пачĕ.
— Шуйттан сехмечĕсем темерĕн, хăйсем çăткăнни сахал, çынсене шульăка вĕрентеççĕ! — чунĕ тăвăлнипе эхлетрĕ Коля.
— Сехмет хыççăн кайса ятна пăсманшăн мухтав, шăллăм! — терĕ Анахвис, Ванюк хуçа кăмăлĕ хыççăн кайманшăн савăнса.
— Ылхавлă сĕлĕхсем, мул тесен такама улталĕç, такам пуçне çийĕç. Елĕк Микула кум пуянсен шăпи тулас пек калаçатчĕ, çав самана хăçан çите-ши? — тарăхса ыйтрĕ Уляна.
Çамрăксем сăмах пине çитнĕн чĕмсĕрленчĕç. Вĕсем Улянана ăнлантарĕччĕç, хăйсем те çӳресе курман çул юппи çине тухнине нихăш еннелле пăрăнма аптранăн тăчĕç.
Самай вăхăтран Анахвиç шăплăха сирчĕ:
— Юмах-сăмах нумай пулĕ, кĕпĕрнатăрĕ кăна пĕррех тенĕ ваттисем. Мана тусăмсем кĕтсе хăшкăлчĕç-и, тен. Улаха кайма вăхăт. Шăллăм, эсе пыратăн-и?
— Хаваспах, йăмăкăм. Анчах эпĕ сан валли парне илсе килнĕ!
— Мĕнле парне вăл?
— Хаклиех мар та... Вăй çитиĕ таран... — Ванюк кĕсйинчен мăй çыххиле тутăрне кăларса пачĕ.
Урăх каччă парнине Анахвис тытса ята кĕмĕччĕ. Путлĕ хĕр çураçмасăрах парне йышăнса лармĕ! Ванюк урăх шут, вăл унăн шăллĕ. Хисепленĕшĕн савăнмалла кăна. Тата, çавăркаласа пăхрĕ те, тутăрĕ аванскер. Тĕсĕ, тĕрри питех илемлĕ. Шăп çамрăк хĕре килĕшӳллĕ.
— Ай, хӳхĕм! —уççăнах ырларĕ Анахвис.
— Кăмăлна кайрĕ пулсан, мăй çыххине çак та тутăра çых, мана ырăпа асăнса çӳре.
— Эпĕ сана ахаль те асран ямастăп, шăллăм. Маншăн тăкакланмасан та юратчĕ.
— Шереметех эсĕ! Тата камшăн тăкакланмалла, тех? Эсĕ манăн пĕртен-пĕр йăмăкăм-çке!
Анахвис чĕри пушшех ăшăнчĕ: Вăл мăй çыххине хăвăрттăн çакрĕ, тутăрне çыхрĕ. Стена çумĕнче çакăнсă тăракан пĕчĕк тĕкĕр çине пăхрĕ. Тутăрĕ хӳхĕм çеç мар, сăн-сăпата та илемлетет иккен.
— Ку парнешĕн мĕн парса çырлахтарам-ши?
Шухăшсем
Did you know that your website ch...
Прочитал от и до...
Your website, chuvash...
What if your website chuvash...
Your website, chuvash...
Elegir el mejor financiamiento inmediato...
Are you making the most of the potential...
What if your website chuvash...
Чăн чăнах та, сатира туйăмĕ Л...
Чăн чăнах та, сатира туйăмĕ Л...