Уçланкă


Уçланкăра


Каччă сар хĕре тĕл пулчĕ

Капăр ĕшнере,

Именсе пăхса, йăл кулчĕ,

Сикрĕ «кăлт» чĕре.

 

Пăшăлтатрĕ çамрăк хурăн,

Хумханса илсе:

«Юратсассăн, çумма-çуммăн

Пулăрах» — тесе.

 

Ыратмасть-ши пĕшкĕнсессĕн

Пилĕкĕ пикен?

Сар хăва хунавĕ, тейĕн,

Хĕр пĕвĕ, — черчен.

 

Хĕрĕмĕр-çке — оператор,

Ĕшнере ирех.

Çинçе пилĕкĕ, куратăр,

Авăнать ĕçре.

 

Хĕвелпе çиçет шур будкă —

Пĕчĕк шурă çурт.

Чечеке ĕшнемĕр путнă,

Калăн: çунă юр...

 

Сулхăнне сарать шур хурăн,

Будкăмăр çине.

Çакăнта эс пĕлĕн, курăн,

Илтĕн нефть шавне...

 

Пăрăх çулĕпе каç-ирĕн

Пин-пин çухрăма

Ăсатать пикемĕр пирĕн

Шĕвĕ ылтăна.

 

Пăрăхра чăта пĕлмесĕр,

Нефть ырми кĕрлет,

Çав кĕввех-и, тен, чипер хĕр

Пĕшкĕнсех итлет?..

 

Йĕкĕтпе пике тĕл пулчĕç

Капăр ĕшнере.

Хĕр качча пăхсе йăл кулчĕ,

Сикрĕ кăлт чĕре.

 

Малалла

Тихăртни уçланки


Энтряль çывăхĕнче

Кашласа ларать вăрман.

Халăх çӳрет вăрмана,

Çырлана е кăмпана,

Вутă-шанкă пуçтарма.

Касупа та ял çынни

Уттарать çав вăрманах.

Тихăртни уçланкинче

Ыр курать вăл кунĕпех.

— Тихăртни те Тихăртни,

Мĕн тени пулать-ши вăл? —

Ыйтрăм эп асаттерен.

— Ĕлĕк-авал çак ялта

Пурăннă тет пĕр арçын.

Тихăн ятлă пулнă та

Пĕлнĕ вăл асамлăха.

Кашни кунах кăнтăрла

Вăл çӳренĕ вăрмана.

Çап-çамрăк хурăнсене

Касса янă та Тихăн

Çыхнă сиплĕ милĕксем.

Çапла тунине пула

Çакă аслă вăрманта

Юлнă тет пĕртен-пĕр хурăн.

Тихăн ан туптăр тесе

Вăрманти пур йывăç та

Хупăрланă хурăна.

Çынсем пырса кĕрейми

Чăтлăх туса хунă та.

Тихăн вара вăрмана

Кĕреймен тек шалалла.

Йывăçсем туратсемпе

Тĕртнĕ те ăна унтан

Кăларса ывăтнă.

Вара Тихăн тарăхса

Шут тытать çав вăрмана

Тĕпĕ-йĕрпе кăклама.

Вĕрет, сурать, шăхăрать,

Аллипе сулкалашать,

Урипе çĕре тапать.

Малалла

Вăйă уçланкинче


Кунта эп халĕ тин — хăна кăна...

Мĕскер курма çавра уçланкăна

Кĕпĕрленсе тухаççĕ чечексем —

Пĕлĕтпеле вăрман хĕрачисем?

 

Астăвăмăр, ах тур, ытла кĕске, —

Ара, паян хĕвеллĕ çимĕк-çке!..

Вăй картине яш-кĕрĕм тухмалла,

Çут çăлтăр юррине юрламалла.

 

Куçран пăхать, пăхать кăвак çеçке,

Мана мĕскер каласшăн вăл, мĕскер?

Çур ахрăм пĕр каять те пĕр килет,

Ăна пĕччен итлетĕп эп — поэт.

 

Чун юхăмĕ пулса хускалнă çил

Уçса пăхать çăка çулçисене:

Мĕн каласа ытарлăн çырнă-ши

Чăваш шăпи пирки вĕсем çине?..

«Мăн вăрманти çĕршер уçланкăран...»


Мăн вăрманти çĕршер уçланкăран

паян асра пĕр пĕчĕкçĕ уçланкă.

Вăл тĕссĕр — ыттисем пек пулнăран.

Хитреччĕ — ма тесен асра пĕр çакă.

 

Чечеклĕ те çырлаллă виçкĕтес —

колхоз утарĕ çумĕнчех — виç утăм.

Илемлĕ — хăй илемлине пĕлмест.

Чĕлхесĕр — пурнăçра вăл хăй-çке тупсăм!

 

Сана мухтас килет, ачалăхри

йĕри-тавра çĕкленнĕ симĕс чатăр!

Сана пулах кăкăрăмри тăри

ырма пĕлмесĕр кĕвĕлет тăр! та тăр!