Eniri | Registriĝo | Сайта кӗрсен унпа туллин усӑ курма пулӗ
 +18.2 °C
 

Reklamo

La lastaj notoj en Taglibroj de uzantoj

256 ҫул пурӑннӑ Ли Чинг-Юн

  17.07.2014 22:40 | 5198 Пурĕ пăхнă

1933 ҫулта Time Magazine тата New York Times хаҫатсенче некрологсенче 256 ҫулти Ли Чинг-Юн пурнӑҫран уйрӑлни пирки пӗлтернӗ. Ҫав вӑхӑталла вӑл 23 арӑм пытарнӑ, 180 ачана воспитани панӑ. Ҫак ҫын чӑнах та ҫав тери нумай пурӑннӑ-ши? Кӑна Environmental Graffiti уҫӑмлатма тӑрӑшнӑ.

Ли Чинг-Юн яланах лӑпкӑ пулнӑ, риспа тата хӗрлӗ эрехпе сӑйланнӑ. Ҫаксем – унӑн вӑрӑм ӗмӗр вӑрттӑнлӑхӗ-мӗн. Ли Чинг-Юн ачалӑхӗпе ҫамрӑклӑхӗ пирки сахал пӗлеҫҫӗ. Вӑл Китайри Сычуань провинцире ҫурални, унта пурнӑҫӗ тӑршшӗпех пурӑнни паллӑ.

Ли Чинг-Юн 10 ҫул тултарнӑ тӗле ӑслӑ пулнӑ.

Далее...

 

Планетӑри телӗнмелле вырӑнсем

  13.07.2014 18:14 | 5203 Пурĕ пăхнă

Тӗнчере курмалли-телӗнмелли нумай. Акӑ вӗсенчен хӑшӗ-пӗри.

 

Ҫутӑ кӑвак тӗслӗ тарӑн шӑтӑк (Белиз).

Лайтхаус-Рифа центрӗнче вырнаҫнӑ. Диаметрӗ – 305 метр, тарӑнӑшӗ – 120 метр. Ҫак шӑтӑк тӗнчери дайверсене питӗ илӗртет.

Аризонри «хум» (АПШ).

Вӗсем тӗрлӗ эрешпе витӗннӗ тейӗн. Ҫакӑ ӑна тӗлӗнмелле илем кӳрет. «Хум» пысӑк ялсем ҫывӑхӗнче вырнаҫнӑ, ҫавӑнпа унта ҫулсерене пин-пин турист ҫитсе курать.

 

Филиппинӑри шӑккалатлӑ сӑртсем.

Далее...

 

Кӑмӑла каймалли хальхи вӑхӑтри 17 кӳлепе

  11.07.2014 08:48 | 5591 Пурĕ пăхнă

Хальхи вӑхӑтра та пултаруллӑ скульпторсем пур. Мӗнех, кӑмӑла каймалли ӗҫсемпе паллашар-ха эппин.

Михай Эминеску поэт, Румыни

Михай Эминеску ячӗ паян кирек епле румынпа молдаваншӑн та ҫветтуй евӗрех. Ун ячӗпе Румынинче ҫакӑн пек скульптура лартнӑ.

Лас-Колинасри (АПШ) тискер лашасем

Бронзӑран шӑратса тунӑ тискер лаша кӳлеписем вӗсен чӑн виҫинчен 1,5 хут пысӑкрах. Скульптурӑн тӗп шухӑшӗ – чарӑнми вӑй-хала, пуҫарулӑха тата ирӗклӗ кӑмӑл-туйӑма палӑртасси.

Далее...

 

Сахалли те илӗртӳллӗ

  11.07.2014 07:30 | 4419 Пурĕ пăхнă

Кун каҫипе эпир мӗн тӗрлӗ кӑна информаци «ҫӳп-ҫапӗпе» пуҫа тултармастпӑр-ши! Ҫавӑнпа та AdMe.ru портал ытлашшине сирсе кирлине кӑна хӑварас тесе сахал ӳкернипех шухӑша уҫса панӑ 20 сӑнӳкерчӗке пухнӑ.

 

 

 

 

 

 

 

 

 

 

 

 

 

 

 

 

 

 

 

 

 

Далее...

 

Совет мультфильмӗсенчи сӑнарсене сасӑ паракансем

  11.07.2014 07:20 | 9628 Пурĕ пăхнă

Ачаран юратса ӳснӗ, вилӗмсӗр совет мультфильмӗсенчи сӑнарсен ячӗпе хӑш актер калаҫнине пурте пӗлмеҫҫӗ-тӗр. Ачасене кӑна мар, аслисене те кӑсӑклантаракан ҫав фильмсенчи чӗрчунсене паллӑ та чаплӑ артистсем «калаҫтарнӑ». Ҫавсен шутӗнче Василий Ливанова, Евгений Леонова, Олег Анофриева, Юрий Никулина, Анатолий Папанова тата ыттисене асӑнмалла. Мультфильмсенчи сасӑсене пула та кинокартинӑсем ят ҫӗнсе илнӗ теме юрать пулӗ. Акӑ, Фрекен Бока Фаина Раневская, Кеша попугая Геннадий Хазанов калаҫтарман пулсан асӑннӑ сӑнарсене урӑх сасӑпа йышӑнаяссӑн та туйӑнмасть.

Далее...

 

Трак ен кунӗ: Карайри кӳлӗ чӳкӗ

  10.07.2014 02:41 | 5559 Пурĕ пăхнă
 

Ача иртӗхсе ӳсессин 5 палли

  08.07.2014 10:01 | 5450 Пурĕ пăхнă

«Пӗчӗк-ха вӑл. Ӑнланмасть», – тет кутӑн-пуҫӑн тӑма хатӗр шӑпӑрланӗ пирки хӑш-пӗр ашшӗ-амӑшӗ. Лаша пуласси тихаран паллӑ, ҫын пуласси – ачаран тесе ваттисем ахальтен каламаннипе психологсем те килӗшеҫҫӗ. Ача иртӗхсе ӳсессине пӗчӗклех палӑртма пулать иккен. Сӑнасарах пӑхмалла кӑна.

1. «Ман тӑвас килет».

Ку вӑл ача ӳлӗмрен иртӗхсе каяссин пӗрремӗш палли иккен. Ҫемьере ачана ытлашши ирӗк панине кура вӑл хӑйне ҫӗр ҫинчи чи пӗлтерӗшлӗ фигура евӗр туять. Ашшӗ-амӑшӗ ҫакӑн пек тытнин сӑлтавӗ тӗрлӗрен пулать иккен.

Далее...

 

Туслӑх

  30.06.2014 20:07 | 5094 Пурĕ пăхнă

ТУСЛӐХ

тенос

 

Пӗлетпӗр, туссенчен пӗри хуҫа,

Тепри вара чура текен "теори"

Чӑнах та кӗнӗ пирӗн пурнӑҫа.

 

Ӑна ҫыравҫӑ асӗнчи Печорин

Юп курнӑ ӗлӗк, иртнӗ ӗмӗрте —

Анчах вӑл халь те сисӗнет пирте!

 

Каҫса кайса шавлатпӑр: пиччӗш, шӑллӗ...

Мӗскӗнлӗхре курас ҫук пархатар —

Пурне те йӗкӗрешлӗхре туяр:

Лӳппер сӑмах урамӑрсене тӑллӗ.

 

Пӗкӗрӗлевҫӗ ӗмӗр пулӗ тӑлӑх.

Асли те, кӗҫӗнни те пулас мар.

Йӑвашлӑха куллен ан мухтӑр кӑлӑх,

Ҫине тӑрса пӗртанлӑха туптар.

 

Тӗнчери чи тарӑн юханшывсем

  29.06.2014 21:26 | 5348 Пурĕ пăхнă

Миссисипи

Ҫурҫӗр Америкӑра Миссисипи юханшывӗ питех те пӗлтерӗшлӗ вырӑн йышӑнать. Вӑл 30 ытла штатӑн шывне пӗр ҫӗре пухать. Юханшывӑн тарӑнӑшӗ – 60 метр таран. Ҫавӑнпа та ун тӑрӑх карап таврашпе ҫӑмӑллӑнах кайма пулать.

Сент-Лоуреанс

Канадӑра та тарӑн шыв пур. Унӑн тарӑнӑшӗ – 65 метр таран. Вӑл Аслӑ кӳлӗсемпе ҫыхӑннӑ, вӗсене Атлантика океанӗпе тата Ҫурҫӗр Америкӑри ытти юханшывпа ҫыхӑнтарать.

Гудзон

Нью-Йоркра ку юханшыв паллисенчен пӗри.

Далее...

 

Тӗнчери чи хӑрушӑ 10 ҫул

  29.06.2014 20:49 | 6230 Пурĕ пăхнă

Юнгас ҫул

Юнгас ҫула «Вилӗм ҫулӗ» тесе те калаҫҫӗ. Ун ҫинче ҫулсерен 300-е яхӑн ҫын пурнӑҫӗ татӑлать. Боливин тӗп хулинчен, Ла-Пасран, асӑннӑ ҫӗршыври Коройко хулине илсе каять. 60 ҫухрӑмлӑ ҫул тем тӗрлӗ хӑпармалли вырӑнсемпе, ҫул ҫаврӑнӑшсемпе пуян. Вӑл ҫулпа чӳк уйӑхӗнчен тытӑнса пуш уйӑхӗччен пачах камйа сӗнмеҫҫӗ: тӗтрене тата ҫумӑра пула ҫул курӑнманпа пӗрех. Ҫул ик айккипе вырнаҫнӑ тӗлӗнмелле хитре вӑрмансемпе шыв тапписем ытарайми илемпе куҫа йӑмӑхтараҫҫӗ.

Далее...

 
Paĝoj: 1, ... 276, 277, 278, 279, 280, [281], 282, 283, 284, 285, 286, ... 390
Orphus

Reklamafiŝoj

Kalkuloj

0 Флудилня (чат)