Eniri | Registriĝo | Сайта кӗрсен унпа туллин усӑ курма пулӗ
 -0.7 °C
 

Reklamo

La lastaj notoj en Taglibroj de uzantoj

Чӑвашла тӗрлӗрен ҫапма май паракан mercen TE7 клавиатура сарӑмӗ

  02.04.2011 17:14 | 6637 Пурĕ пăхнă
http://sites.google.com/site/mercen77/home/mercen-te7

Ҫак сарӑмпа усӑ курса Тӑван Ен хаҫатра текстсем ҫапаҫҫӗ. Кунашкал клавиатура меслечӗ ArialCyrChuv е TimesET Chuvash шрифтсемпе ҫапма хӑнӑхнӑ ҫынсемшӗн уйрӑмах лайӑх.
Ӑӑ - "Ёё" ҫинче
Ӗӗ - ",." ҫинче
Ҫҫ - "+=" ҫинче
Ӳӳ - "\/" ҫинче

Ҫав хушӑрах "AltGr+" меслетпе ҫапма хӑнӑхнисемшӗн те юрӑхлӑ. "." "Shift+7" е "AltGr + ." ҫинче, "," "Shift+," е "AltGr+Shift + ." ҫинче пулнине ас тумалла).

Чӑвашла сас паллисене ҫапла ҫапмалла:

Ӑӑ 1) RU: "Ёё" 2) AltGr+"Аа"

Ӗӗ 1) RU: ",." 2) AltGr+"Ee"

Ҫҫ 1) RU: "+=" 2) AltGr+"Сс"

Ӳӳ 1) RU: "/\" 2) AltGr+"Юю"



.

Далее...

 

Николай Егорович Лукианов каланӑ доклад (ЧАП уявӗнче)

  22.03.2011 19:40 | 5719 Пурĕ пăхнă
Ытарсапӗтермеллемарскерӗмӗрӗмрсем.

Чи малтанах сире пурне те Чӑваш аталану партине йӗркелесе яни ҫирӗм ҫул тултарнипе саламлама ирӗк парсамӑр.
Вӑл событи пулса иртнӗренпе пуҫ йӗри тавра шутламалӑх, ӑна анализламалӑх, ҫак вӑхӑтчен пуҫтарӑннӑ опытпа усӑ курса паянхи чӑваш наци аталанӑвӗнче туса ирттермелли ӗҫсене палӑртмалӑх вӑхӑт ҫителӗклех иртрӗ темелле пуль.
Хам тӗп сӑмаххӑма пуҫличчен чи малтанах эп ҫак событипе ҫыхӑннӑ икӗ япалана акцентласах палӑртса хӑварасшӑн.
Пӗрремӗшӗ. Ҫав кун таранччен чӑваш халӑх историйӗнче халӑх, наци интересӗсене хӳтӗлеме хӑйне хӑй политика партийӗ тесе ят парса йӗркеленнӗ организаци пулман пулнӑ.

Далее...

 

Манифест чувашей Ульяновской области

  18.03.2011 19:42 | 33712 Пурĕ пăхнă
Крепка дружба бывает лишь между равными, а равные те, которые не возвеличивают себя, принижая других.


МАНИФЕСТ ЧУВАШЕЙ УЛЬЯНОВСКОЙ ОБЛАСТИ

Бывший президент Чувашской Республики Н.В. Федоров пишет: «Я призываю вас провести разъяснительную работу в своих диаспорах, отстаивать чувство национальной ответственности, гордости, чтобы не потерять себя, свою нацию, свои корни, чтобы не превратиться в манкуртов» (Ман – забыть; Курт – племя, народ).

В целях обращения внимания на данную проблему, и призывая к помощи, чуваши Ульяновской области направляют свое обращение к уполномоченным лицам по адресам:


  • В Правительство РФ;
  • В Государственную Думу РФ (по национальным вопросам);
  • Министру образования и науки РФ;
  • Министру культуры РФ;
  • Губернатору и Правительству Ульяновской области;
  • Законодательному Собранию Ульяновской области;
  • В Городскую Думу г.

Далее...

 

Ребрендинг?

  18.03.2011 19:22 | 5379 Пурĕ пăхнă
Ребрендинг теҫҫӗ, ребрендинг теҫҫӗ...

Чӑваш халӑхне «сувар» ята тавӑрни тем тесен те унбрендингпа (UNbrending) танлаштармалла — киввине тавӑрни.

Ребрендинга тунӑ чухне фирма е тавар ятне улӑштармаҫҫӗ, ытларах чухне ӑна тепӗр май илемлетеҫҫӗ ҫеҫ. Т-х: Билайн, МТС дизайнсене логотипӗсене улӑштарчӗҫ, анчах ячӗ вӗсен ҫавах юлчӗ.

Ребрендинг уссийӗ — компанире ытти пысӑк улшӑнусем ҫук чухне аталану пуррине кӑтартасси. Компанире ҫӗнӗ функционал кӗртсех пынӑ чухне ребрендинг кирлех те мар — улшӑнусем ун аталанӑвне кӑтартаҫҫӗ. Улшӑнусем ҫук чухне вара компани пӗр вырӑнта тӑманнине кӑтартас тесе ҫавнашкал ребрендинг ирттерсе компани патне интерес ҫуратаҫҫӗ.

Далее...

 

Юратава чару сук

  13.03.2011 18:11 | Ŝanĝi | Forigi | 14795 Пурĕ пăхнă
Предлагаю скачать фильм «Юратава чару сук» - мне очень понравился!

http://tfile.ru/forum/viewtopic.php?t=424017
 

Наци радиовӗ чӑн та чаплӑ!

  08.03.2011 14:16 | 5326 Пурĕ пăхнă
Тахҫантанпах итлеменччӗ. Шупашкара куҫнӑ хыҫҫӑн вара итлес килсе кайрӗ. Чӑн та, малтанхипе танлаштарсан чӑн та чаплӑ радиоканал пулса тӑнӑ. Халь ӗнтӗ, 105 хума тавӑрнӑ хыҫҫӑн ӗҫ тата та вӑйлӑрах каймалла.
Уйрӑмах «Юрӑ вӑчӑри» (юрӑ авторӗсене пӗлтерни питӗ лайӑх ман шутпа), «Каҫхи Микс», «Чӗререн тухакан сӑмахсем», «Радиотеатр» кӑларӑмсем кӑмӑла каяҫҫӗ, вӗсене ертсе пыракансем те хайсен ӑсталӑхне чылай ӳстернӗ. Чӑн та итлеме кӑмӑллӑ.
 

Аsамат. Улма йывӑҫҫи

  28.02.2011 22:05 | 5140 Пурĕ пăхнă


Юрра Леонид Антонов хӑй парнелерӗ, сайтра тулли варианта лартма (альбом тухиччен) ирӗк пачӗ.
 

ЧӐВАША ВӖРЕННӖ ҪЫНСЕМ ПӖТЕРЕҪҪӖ!!!

  27.02.2011 23:23 | Ŝanĝi | Forigi | 58796 Пурĕ пăхнă
Ҫамрӑк чухне те мана ҫак ыйту канӑҫ паман: мӗншӗн ЭПИР, ХАМӐРА ХИСЕПЛЕКЕН МАТТУР ЧӐВАШСЕМ , вырӑсланса пыратпӑр??? Тен, эсир пӗлетӗр? Камран кӑна ыйтмарӑм, кампа кӑна кун пирки канашламарӑм, анчах та хуравӗ ҫук темелле. Ҫак ыйту ҫине хурав тупаймасан тӑван халӑхӑмӑрӑн пуласлӑхӗ пирки калаҫма йывӑр. Пирӗн халӑх ЧИРЛӖ. Чире юсама тӗрӗс диагноз лартас пулать. Унсӑррӑн сыватма хӗн. Хӑвӑрӑн шухӑшӑрсене ҫырӑр тархасшӑн. Тавлашура чӑнлӑх ҫуралать.

Ман шутпа, пӗтӗм айӑп – вӗреннӗ ҫынсенче. Вӗсем тӑрӑшнипе эпир пӗтетпӗр. Хамӑн шухӑша ҫирӗплетме историрен темиҫе тӗслӗх те илсе пама пултаратӑп: вырӑссем французланни, пуҫлӑхсем ашшӗ-амӑш тӗнне манса ют религие халӑх хушшинче сарни…
 

Камсем ЭПИР?

  27.02.2011 21:17 | Ŝanĝi | Forigi | 34420 Пурĕ пăхнă
Салам, ЧӐВАШСЕМ! Паян кун та чӑваш чӗлхи пӗтесси пирки калаҫатӑр-и? П.Хусанкай та, Я.Ухсай та хӑйсен вӑхӑтӗнче тӑван чӗлхе пуласлӑхе пирки пӑшӑрханнӑ пулсан та эпир паян кун та ЧӖРӖ! ЭПИР ЧӖРӖ ПУЛСАН, ХАЛӐХ ТА ПАЯН-ЫРАН ВИЛМӖ-ХА! Апла пулсан пурӑнар-ха пурнӑҫа!... Ӗмӗрсем иртсен те мӑнукӑмӑрсем пуҫа каҫӑртса пирӗнпе мухтанма пултарччӑр.
Паян сӑмах вара пачах та урӑххи пирки. Мана пачах та урӑх ыйту кӑсӑклантарать. Мӗншӗн пирӗн халӑха чӑваш тесе ят панӑ? Ҫак сӑмахӑн этимологийӗ мӗнлерех-ши? М.Р.Федотова ӗненес пулсан чӑвашсене марисем ят панӑ пулать.

Далее...

 

Национальное радио Чувашии вернётся на 105 FM законно

  27.02.2011 18:57 | Ŝanĝi | Forigi | 5909 Пурĕ пăхнă
Отныне Чувашское национальное радио будет вещать на частоте 105 FM совершенно законно: сегодня, 24 февраля, АУ "Национальная телерадиокомпания Чувашии" выиграла конкурс в Министерстве связи и массовых коммуникаций РФ "на получение права на наземное эфирное радиовещание на частоте 105,0 МГц, г. Чебоксары (пункт установки передатчика - Цивильск), Чувашская республика, время вещания ежедневно, круглосуточно". За право вещания боролись две общефедеральные и две региональные телерадиостудии, сообщили ИА REGNUM в Минкультуры Чувашии. При этом отмечается, что Национальная телерадиокомпания Чувашии получила наибольшую поддержку: из шести членов комиссии пятеро проголосовали за неё, в том числе председатель конкурсной комиссии, руководитель Роскомнадзора Сергей Ситников.

Далее...

 
Paĝoj: 1, ... 292, 293, 294, 295, 296, [297], 298, 299, 300, 301, 302, ... 371
Orphus

Reklamafiŝoj

Kalkuloj

0 Флудилня (чат)