Eniri | Registriĝo | Сайта кӗрсен унпа туллин усӑ курма пулӗ
 +18.3 °C
 

Reklamo

La lastaj notoj en Taglibroj de uzantoj

Сӑмахсар сайтӗнче ӗҫлемелли май турӑм

  28.03.2008 11:52 | 5762 Пурĕ пăхнă
Ҫапла темиҫе кун ларса ӗҫлерӗм те малашне сӑмахсарсен сайчӗ ӗҫлеме юрӑхлӑ — ҫӗнӗ статьясем кӗртме, пуррисене кӑларса пӑрахма та улӑштарма пулать.

Тепре шутларӑм та, сӑмахсен талицине тен чӗлхе паллине кертме кирлӗ те мар — ҫӗнӗ таблица кӑна тумалла. Пӗр таблицӑра вӗсем пӗр-пӗрне чӑрмантараҫҫӗ кӑна. Сӑмахсарсен таблицине сӑмахсарӑн чӗлхе паллине кӗртсен лайӑх пулӗччӗ.

Эх,.. Ашмаринӑн сӑмахсен пуххине пӗрисем электронлӑ варианта куҫарнӑ тет. Ҫавна кӗртсен епле лайӑх пулӗччӗ. Анатолий Миронов тата таҫта ҫухалчӗ... Никольскийӗн сӑмахсарне мӗн пуррине вырнаҫтармаллаччӗ — курӑнмасть темскер.

Далее...

 

Ҫӗнӗ орфографине хирӗҫ япала

  27.03.2008 19:51 | 6085 Пурĕ пăхнă
Эдурад Фомин мана хӑй кӗнекине ярса пачӗ. Сайтра вырнаҫтармашкӑн. Халӗ, вӑхӑт ирттерес тесе вуласа ларатӑп... «Йӑӑнш тескта тӗрӗс влуасси» статья патне ҫитрӗм.

«Тӗпчевҫӗсем асӑрханӑ тӑрӑх, сӑмаха эпир сас паллисерен мар, пӗтӗмӗшле ӗлкипе ӑнкарса илетпӗр. Сӑмах пуҫламӑшӗпе вӗҫӗнчи сас палли ҫеҫ вырӑнта пулмалла.» — ҫырать Эдуард. Кӑна тахҫанах ӑнкарса илнӗ. Ҫапла май уйрӑм ҫырасси вулама та кансӗрлет теме пулать. Ара «ар ҫын» ҫырнӑ чухне малтан эпир «ар» вулатпӑр, кайран — «ҫын». Вӑт вара малалла унта пуҫланать шухӑшлав — тӑн ҫак икӗ сӑмаха ҫыхӑнтарма пуҫлать.

Далее...

 

Сӑмахсарсен сайтне татах ҫӗнетрӗм

  26.03.2008 23:40 | 6034 Пурĕ пăхнă
Паянхи кун питӗ тухӑҫлӑ пулчӗ. Ӗҫре те хамӑн ӗҫе самай турӑм, килте те.
Сӑмахсарсен сайтӗнче ҫӗнӗлӗхсем:
* Хутшӑнакансем регистрациленме пултараҫҫӗ. Хальлӗхе регистраципе сайта кӗрессине ҫеҫ тӗрӗслесе. Вӑрттӑн сӑмаха ярса парассине — тӗрӗслемен.
* Хутшӑнакансем валли привелеги системине хатӗрлерӗм: кашни хутшӑнакан уйрӑм сӑмахсарта ҫак ӗҫсене тума пултарать:
- ҫӗнӗ статья кӗртме;
- статьясене тӳрлетме;
- статьясене кӑларса пӑрахма.
Пурте статьясене вулама пултараҫҫӗ. Тата статья шайне кӗртесшӗн те, анчах та шухӑшлатӑп. Ку кирлӗ е ҫук.

Далее...

 

Сӑмахсарсен сайтне ҫӗнетрӗм

  26.03.2008 00:12 | 5687 Пурĕ пăхнă
Сӑмахсарсен сайтне ҫӗнетрӗм:
* Сайт питӗнче халӗ сӑмахсарсен списокӗ вырнаҫнӑ. Ҫавӑн пекех эсир унта тӳрех сӑмахсарӑн кӗске ӑнлантарӑвӗпе паллашма пултаратӑр.
* Сӑмахсар ҫине пуссан сире сӑмахсарти сӑмахсен спиокне кӑтартӗҫ — унтах сӑмахсарта пурӗ миҫе сӑмах вырнаҫнине курма май пур. Сӑмахран, Скворцов редакциленӗ сӑмахсарта 25 пин сӑмахран кӑшт нумай кӑна. Чӑваш ячӗсен шучӗ — 1710 иккен!
* Ку улшӑнусене пурнӑҫа кӗртмешкӗн кӑштах базӑна улӑштарма тиврӗ.

==Тата мӗн тума палӑртнӑ:==
1. Словарьсем ҫумне ахаль статьясем ҫыпӑстармалли май тумалла (кӗскетӳсем, умсӑмахсем валли)
2.

Далее...

 

Паркур...

  25.03.2008 13:19 | 6155 Пурĕ пăхнă
Цитата с http://bash.org.ru
Вот все говорят паркур, паркур..... в наше врея это называлось "пойдём по стройке полазим"

Сразу вспоминается детство — побегать по стройке было так интересно!
 

ubuntu urlӑ internet radio!

  24.03.2008 20:52 | 7708 Пурĕ пăхнă
Playlist je Live radiovӗ. Problema pӗrre te şuk!

(shvetle)
http://ubuntu-se.org/wiki/Multimedia/Starta_LIVE_webradio_med_Ubuntu

Kunta webb account ta paraşşӗ...
 

Гениологине ӗненме йывӑр

  23.03.2008 11:33 | 5920 Пурĕ пăхнă
Чӑнах та йывӑр ӗненме ку ҫӗнӗ ӑҫлӑлӑха. Пӗр тӗпчев пӗр тӗрлӗ калать те тепӗр тӗчевӗ — урӑхла.

Кӑрлач уйӑхӗнче «The American Journal of Human Genetics» журналта вырӑс генофондӗн тӗпчевне вырнаҫтарнӑ иккен. Ӑна ӗненес пулсан ку тӗпчев малтанхисене хирӗҫлет иккен: вырӑссенче монгол генӗсем питӗ сахал, ҫуккипе пӗрех. Маларах, астӑвасса, пачах урӑхла пӗтӗмлетӳсем тупнӑччӗ вӗсем :) Хӑшне ӗненмелле-ши? Хӑшӗ ытларах килӗшет — ҫавна? Шел те, апла хуравне тупаймӑн.

Статьине кунта тупма пулать:
http://www.ajhg.org/AJHG/fulltext/S0002-9297(07)00025-0

Ку статья пирки вырӑсла «Комсомольская парвда» хаҫатра нумай пулмасть статья тухнӑ.

Далее...

 

Регистрациленни

  21.03.2008 10:47 | 4846 Пурĕ пăхнă
Эпӗ паян кунта петем йӗркене пӑхӑнса регистрациленес терем.
 

А,Н,Никитин щинчен.

  20.03.2008 15:27 | 5857 Пурĕ пăхнă
А.Н.Никитин 1948 ҫулта Вӑрнар районӗнчи Хирпуҫ ялӗнче уралнӑ, шкул ҫул ҫсем унӑн Йӗпреҫ районӗн Пукуян ялӗнче иртнӗ. Унтан вӑл Ҫӗрпӳри культура училищине пӗтернӗ. Аслӑ пӗлӗвне Мускаври культура институтӗнче, халӑх инструменчӗсен уйрӑмӗнче туптанё. Ун хыҫҫӑн пултаруллӑ музыкант Чӑваш Патшалӑх юрӑпа ташӑ ансамблӗнче 12 ҫул хӑйӗн ӑсталӑхӗпе пин-пин ҫынна савӑнтарнӑ. Анатолий Никитич кунпа та ҫырлахса ларман, юрӑ, ташӑ ҫеммисем, тӗрлӗ инструментсем валли кӗвӗсем хайланӑ. Татах ӑсталӑхне аталантарас тӗллевпе Уфари консерваторире 5 ҫул хушши композиторсен уйрӑмӗнче вӗреннӗ.

Далее...

 

25го марта буду в чебах пару часов, уезжаю в москву на поезде

  19.03.2008 16:38 | 6412 Пурĕ пăхнă
25го марта буду в чебах пару часов, уезжаю в москву на поезде. если кому интересно пишите. приеду 24го утром в деревню и обратно на поезде 25го
 
Paĝoj: 1, ... 335, 336, 337, 338, 339, [340], 341, 342, 343, 344, 345, ... 386
Orphus

Reklamafiŝoj

Kalkuloj

0 Флудилня (чат)