Eniri | Registriĝo | Сайта кӗрсен унпа туллин усӑ курма пулӗ
 +15.3 °C
 

Reklamo

Малалла утар!

Хыпарсен архивӗ

  14.01.2006 20:59 | 7108 Пурĕ пăхнă
Хыпарсен архивӗн кодне тӳрлетсе ҫырса пӗтертӗм. Эх... темскер ҫав вӑхӑтра ҫырса пӗтерейместӗп. Ҫырмалли те унта нумаях юлман-ҫке-ха, страницӑсен списокне кӑтартакан кода анчах кӗртсе лартмалаччӗ... Халӗ ҫырса пӗтертӗм.
Пӗрре тытӑннӑ тыттӑнӑскер Хыпарсен валли иконкӑсене те ӳкрермелле пулӗ.
 

Ҫӗнӗ ҫулхи Шупашкар

  09.01.2006 17:43 | 7397 Пурĕ пăхнă
Эх... Шупашкарта мӗн те пулин ӳкерес тесе тухрӑм та... пӑшарханса ӳкрӗм. Енчен те малтан Ҫӗнӗ Ҫул валли хулара темиҫе юр скульптури туса лартатчӗҫ пулсан, кӑҫал вара вӗсем питӗ сахал. Аран-аран "Мега-молл" патӗнчи перекрестокра пӗр пӑртан тунӑ скульптурӑна шыраса тупрӑм. Тата залив патӗнчи хӗрлӗ площадьре каток патӗнчи чӑрӑш ҫывӑхӗнчи пӑртан тунӑ пӗчӗк (чӗре евӗрлӗскерне) скульптурӑна асӑнма пулать. Урӑх ҫук. Ҫӗнӗ Лапсарта та, малтан темиҫе юр кӗлетки туса лартатчӗҫ пулсан, кӑҫал вара пӗрре-иккӗ кӑна туса лартнӑ. :(
Эх... нимӗн те ӳкермелли пулмарӗ тесен те юрать.

Далее...

 

Зачем нужна история?

  16.12.2005 11:32 | 7704 Пурĕ пăхнă
Зачем нужно копошиться в Истории? Как правильно подметил edem, что будет если чуваши окажутся (доказано) наследниками ВБ? Думаю, что просто народ находится в смятении, не знает куда двигаться, и нужен некий толчок, чтобы отолкнуться и пойти вперед. И платформа нужна хорошая, мощная. Вот и пытаются выбрать в качестве платформы ВБ. Как и татары.
Если бы народ не находился в смятении, то никакая платформа не нужна. Не нужно ни откуда оталкиваться. Все воспринимается как должное, как само-собой разумеещеся.
ЗЫ: Интересно, неужели платформа ВБ такая маленькая, что места для отталкивания для чуваш и татар вместе там не хватит?

Далее...

 

Лапсар—Йӑршу-2005" фотосесси. 3 пайӗ

  11.12.2005 21:46 | 7965 Пурĕ пăхнă

Чӑваш ҫыравҫисем

  11.12.2005 20:47 | 7532 Пурĕ пăхнă
Акӑ ӗнтӗ "Литературный мир Чувашии" кӗнекери А саспалли ҫине пуҫланакан ҫыравҫӑсене Википедине кертсе пӗтертӗм. Ку пурӗ 46 сӑвӑҫ, ҫыравҫӗ, прозаик, драматург, литература критикӗсем.
Б саспалли ҫине пурӗ 11 анчах... :)

Халӗ "Лапсар—Йӑршу—2005" фотосессиӗнчи сӑнӳкерчӗксен тепӗр ушкӑнне кӑларса хурас ӗҫе пикенес.
 

"Лапсар—Йӑршу-2005" фотосесси.

  28.11.2005 14:00 | 7933 Пурĕ пăхнă

Литературный мир Чувашии

  23.11.2005 13:23 | 7577 Пурĕ пăхнă
Халӗ ҫак кӗнекере Петӗр Хусанкай ҫинчен ҫырнине Википеди валли чӑвашла куҫаратӑп.
"Им издано более 50 книг, в том числе 15 на русском языке" - ҫырни килӗшмерӗ. Вырӑс чӗлхин калӑпӑшӗ темӗн чухлӗ пысӑкрах тесе каланиех вуланать. :(
Петӗр Ялкир кӗнекен авторӗ...
 

Википедири ӗҫсем ҫинчен

  11.11.2005 10:00 | 7835 Пурĕ пăхнă
Ээх. Вырӑссем хыҫҫан хӑваласа ҫитеймӗн пуль. Вырӑссем кашни 10 ҫӗнӗ статья ҫырни валли это 1 статья ҫырасшӑнччӗ. Анчах та халӗ вырӑс википедиӗ 100 статьяран ытларах нумайланать. :( Уявсем хушшинче ҫырман чухне ку графикран юлса пынине эпӗ 3 кун ӗнтӗ хӑвалатӑп — хӑваласа ҫитейместӗп. Ҫаплипех 20 статья патнелле ҫырмалли юлать :(
 

Шыв тасалӑхӗ

  24.10.2005 21:47 | 8249 Пурĕ пăхнă
Ак халӗ Чулхулара пурӑнса кранран юхакан шыва ӗҫме те хӑрамалла пулса тӑчӗ. Вӗретсе ӗҫмелле.
Астӑватӑп, пӗчӗк чух, эпир ҫырмасем тӑрӑх чупа-чупа шыв таса марлӑххи ҫине пӑхса та тӑман. Тӑрӑ пулсан ӗҫнӗ. Тӑрӑ мар пулсан шыв юххинчен ҫӳлӗрех такан шыва пӑтратнӑ тесе шутланнӑ. Кӑштах кӗтсен шыв тӑрӑлатчӗ те ӑна ӗҫме пулатчӗ. Хайхи Попойра килнӗ чухне те тӑрӑ шыв юхнине курсан чӑтаймарӑм — ӗҫсе тӑрантӑм. Ачалӑх ун чухне еса килчӗ...
 
Paĝoj: 1, ... 42, 43, 44, 45, 46, [47]
Orphus

Reklamafiŝoj

Kalkuloj

0 Флудилня (чат)