(c) РИА Новости / Александр Кряжев
Чӑваш ялӗсене пӑрӑхпа килекен газ кӗртсе пӗтерме 2003 ҫулхи февралӗн 25-мӗшӗнче Н.В. Федоров алӑ пуснӑ Указпа килӗшӳллӗн пуҫласа ячӗҫ. Унтанпа ҫирӗм ҫул ҫитрӗ. Асӑннӑ Указра ҫакна палӑртнӑччӗ: «Газ кӗртсе пӗтерессине чи кирлӗ патшалӑх задачи тесе палӑртас»; «ҫак ӗҫе 2003 – 2004 ҫулсенче республика тата федераци укҫи-тенкипе, халӑхран пуҫтарнӑ укҫапа тата ытти майсемпе туса ҫитерес»; «газ кӗртме халӑха банксенчен укҫа кивҫен илме пулӑшас».
Далее...
Чӑвашсен паллӑ композиторне Геннадий Воробьева хӑй пурӑннӑ чухнех «хӗвеллӗ гени» тесе хисеплени пулнӑ. Шӳтлесе каламан ҫав сӑмахсене. Геннадий музыкӑна аван чухлакан специалистсене сасӑсемпе кӗвӗсене тӗлӗнмелле ҫивӗччӗн илтме пултарнипе тӗлӗнтернӗ. Вӑл кӗвӗленӗ юрӑ-кӗвве халӑх хапӑлласа итленӗ. Питӗ сахал пурӑннӑ пулин те (1939 ҫулта вилнӗ) пултарулӑх еткерлӗхӗ ун ашшӗнни чухлех. Унпа пӗр вӑхӑтра Мускав консерваторинче камсем вӗреннӗ-ха? Серафим Туликов, Арам Хачатурян, Назиб Жаганов тата ыттисем.