 Pri la retejo
 Pri la retejo Novaĵoj
 Novaĵoj Ĉuvaŝio
 ĈuvaŝioĈuvaŝoj
Distriktoj
Urboj
Homoj
Loĝantaro
Simbolaro
 Tradicioj
 TradiciojMitoj kaj Legendoj
Muziko
Vesto
Brodaĵoj
Kuirarto
Ne-kristanaj Nomoj
 Kulturo
 Kulturo Historio
 Historio Literaturo
 Literaturo Ĉuvaŝa lingvo
 Ĉuvaŝa lingvo Forumo
 Forumo Ligiloj
 Ligiloj
  | Вол // 1832.80.6673 2011.10.31 14:19 | |
| Авторитет, ят, ĕç. Çынсем мĕн калĕç-ши? Тăванăмăрсем, çак япаласемпе ĕлĕкренех халăхăн тымарлăхĕ çирĕпленнĕ. Çакна çухатсан, çынлăх çухалать! | |
| антуни // 1530.13.2856 2011.10.31 20:47 | |
| чăваш çĕрĕ çинче чăваш хуçа пулмала ытисем тытчĕр хăйсене хăнарипек | |
| Вол // 3034.9.6342 2011.11.01 15:25 | |
| Эпир пурте ку тĕнчере хăнара..... | |
| Тимер // 5574.4.5423 2011.11.01 21:00 | |
| Вол,пăрах мĕскĕнленме. | |
| Вол // 2175.13.9472 2011.11.02 16:52 | |
| Эпĕ сурăх мар, "козел отпущения" пулас килместь.  | |
| Вол // 2175.13.9472 2011.11.02 17:14 | |
| Çак вунă çуллăхра тĕнче шăпи палăрать. Тархасшăн ан хыпаланăр ТĂВАНĂМĂРСЕМ! Йĕркене кĕрсемчĕ! | |
| Елена // 8375.6.8986 2011.11.02 18:34 | |
| Çапăçнипе мир пулмасть. Анчах макăрман ачана чĕчĕ те памаççĕ. Хамăр пирки каламасан, хамăра хисеплеме хистемесен пире кĕçех питрен лач сурма пуçлĕç. Вăйлисене кÿрентерме никамăн та пуçра та çук, вăйссăррисене вара таптаса каçса кайсан та çул çинчен пăрăнманшăн айăплаççĕ. | |
| Вол // 3252.27.8056 2011.11.05 11:56 | |
| Çиччĕ виç те пĕрре кас. Тĕрлĕ халăхсем хушшинчи çыхăнусемсĕр хальхи кун пурăнаймастăн.Саккун йĕркине пăхăнса ĕçлемелле те, тавлашмалла та, кĕрешмелле те! | |
| Тимер // 5574.4.5423 2011.11.05 19:35 | |
| Кам та пулин кунта мĕн те пулин саккунла мар ĕç сĕннĕ-и?Хамăра хамăр хисеплемелле тени саккунпа килĕшÿллĕ мар-и мĕн? | |
| Елена // 2016.92.7056 2011.11.06 15:51 | |
| Тĕрĕс калатăн, Вол, кĕрешмелле. Ытти халăхсене кÿрентермесĕр хамăр пирки пĕлтермелле. Атту хăш чухне анекдотри пек пулать. Пĕрре пĕр вырăс мана Раççĕйре вырăссем, тутарсем, чукчăсем тата ытти халăхсем пурăнаççĕ терĕ. Мĕншĕн чукчăсем тесе ыйтсан, вĕсем пирки анекдотсем нумай тесе хуравларĕ.
 | |
